Малалла-ха пурнăç, малалла... ][ Petĕr Husankaj / Петĕр Хусанкай

Малалла-ха пурнăç, малалла:
Эп пăртак чăваш ятне çĕклесшĕн.
Ман юман пек пулса кашламалла,
Хунавран эп тивĕç пиçĕхмешкĕн.
Малалла-ха пурнăç, малалла.
 

Халăхăн мухтавлă ывăлĕ ][ ?

Петĕр Хусанкай ятне асăнсанах пирĕн ума тăван Чăваш çĕршывĕшĕн, унăн литературишĕн шутсăр нумай ĕç туса хăварнă халăх поэчĕн, общество деятелĕн, туслăх элчин сăнарĕ тухса тăрать. Анлă тавракурăмлă энциклопедист, тăван чĕлхене, халăх йăли-йĕркисене, юрри-ташшисене, халапĕ-юмахĕсене вĕçĕ-хĕррисĕр юратнă сăвăç-патриот хăйĕн аслă чĕринче упраннă юрату туйăмне тĕнчери мĕнпур халăхсем пĕлсе тăччăр тесе тăрăшнă. Вăрăмах пулаймарĕ поэт ĕмĕрĕ, çапахта вăл нумай çырса хăварма, чылай çĕршывсене çитсе чăвашсем çинчен каласа кăтартма ĕлкĕрчĕ. Унăн сăвви–поэмисем вуншар та вуншар чĕлхесемпе янрарĕç. Унăн калемĕ айĕнчен тухнă сăвăсемпе юрăсем, юмахсемпе поэмăсем, очерксемпе тĕрленчĕксем, «Аптраман тавраш» сăвăлла роман – çакă пурте Петĕр Хусанкайăн чăваш çырулăхĕн ылтăн капанне хывнă чаплă çĕклемсем. Унсăр пуçне, Хусанкай вырăс тата ытти нумай халăх поэчĕсен сăввисене хамăр халăха тăван чĕлхепе вулаттарас тĕлĕшпе питĕ хастар ĕçлерĕ...

Malalline vula

Хусанкай поэта ][ Н. И. Полоруссов–Шелепи / Nikkolaj Shelepi

Сăн–сăпатна сăнаса пăхатăп та –
Пушкин сăнĕ пек туйăнать мана.
Тĕсÿ–питÿ салху, сăмаху япшар,
Шăнкăрчă сасси пек илтĕнет хăлхана.

...Арăслан пекех малалла ыткăнтăн,
Пултарулăхна хытă шанатăн.
Хамăр çырулăх илемне курасшăн
Хĕрÿ вут çулăмĕ пек çунатăн.

Мехел тени мĕскер тени пулать? ][ Petĕr Husankaj / Петĕр Хусанкай

Мехел тени мĕскер тени пулать?
Ыйтсамăр çумăр пĕлĕчĕсенчен:
Мĕн-ма вĕсем кăвак уярпалла
Юхаççĕ çăвăнмасăр тахçанччен?
Мехел çитмен.

Мехел тени мĕскер тени тăван?
Ыйтсамăр кайăк хур ушкăнĕнчен:
Мĕскершĕн вăл пайтах шурамăкран
Вĕçсе иртет, анмасть картипелен?
Мехел çитмен.

Мехел тени мĕскер тени иккен?
Ыйтсамăр пахчари улмуççирен:
Ма ун çеçки чăмăртанса çитсен
Тепре çĕр каçатех çурăличчен?
Мехел çитмен.

Апла мехел тени мĕскер ĕнтĕ?
Ыйтсамăр сĕрме купăс каччинчен:
Мĕн-ма патнех-патнех çитсессĕн те
Пусмасть вăл хĕлĕхне пỹрнипелен?
Мехел çитмен.

Мехел çитсессĕн çумăр ярăнать,
Çунатлă чун çÿлтен çĕре анать,
Чечек папки илемлĕн çурăлать,
Йĕркипелен юрри те юрланать.
Мехел çитсен.  

Сăпка юрри ][ Петĕр Хусанкай

Атнере

Сĕм вăрманĕ каш та каш,
Сулхăн çилĕ ваш та ваш,
Эс ан çуйăх, ан çухраш,
Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!
Урупа ан тапкалаш,
Аллупа ан çапкалаш,
Аннӳпе эс ан тавлаш,
Çывăр, Аптраман тавраш!
Ашă çумăр чаш та чаш,
Ӳс, калчам, çĕклен эс яш,
Çӳлерен çӳле кармаш.
Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!
Юлташпа эс пул юлташ,
Усалпа эс ан паллаш.
Тăшманпа ан пул йăваш,
Çывăр, Аптраман тавраш!
Вырăспа та тăванлаш,
Тутарпа та эс туслаш,
Пурте — пирĕн хурăнташ,
Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!
Малалла утсан — малаш,
Каялла юлсан - каяш,
Чăн çултан эс ан аташ.
Çывăр, Аптраман тавраш!
1948 

Анне ][ Петĕр Хусанкай / Petĕr Husankaj

1

Сĕтелĕм тĕлĕнче яланлăх юлтăн.
Пуçу тавра анатрилле сурпан.
Художника тав турăн та ыр сунтăн:
«Хам пек пуль, — терĕн, — ватă, — ватă ав, куран...»
Суха касси пек тарăн пĕркеленчĕк,
Çат тытнă тутуна япанхи пек.
Ик куç харши хушши раснах йĕрленчĕ, —
Унта пайтах пытарăннă инкек.
2

Эс кайрăн та — кил-çуртăм юлчĕ пушă.
Пĕрре кăна çĕр каçрăн çĕн килте.
Хăнăхаймасăр хăшкăлтăм пĕр хушă:
Ытла сасартăк пулчĕ! Тем кĕтеп...
Тин мар-и кӳршĕ-аршăпа эс лартăн?
Тин мар-и-ха пăлхар тусăмсене
Дунай юрри савса юрласа патăн,
Тав куркине сулса енчен енне?
3

Кил-çурт хӳттийĕн, ырă пирĕштийĕн
Кăштăртатса çӳреттĕн ерипе.
Пиçиххийӳ çинчи çăра уççийĕ
Хуллен ак халь те чĕлтĕртетнĕ пек...
Эс ĕçлемесĕр пурăнма пĕлмерĕн:
«Ват йывăç ларнă халлĕнех хăрать,
Çапла вилсен аванччĕ маншăн», - терĕн.
Çав ĕмĕтӳ сан çитрĕ, ахăрах.
4

«Çынна йăлăхтарса епле выртайăн?
Виç кунлăх çеç пулинччĕ ман чăрмав», —
Тесе калаттăн. Виççĕмĕш кун кайрăн.
Шав çумăр çурĕ, лӳшкентерчĕ шав...
«Ыр çын вилсен ялан çапла вăл», — терĕç.
Çавна сăнанă, имĕш, ваттисем.
Пĕлместĕп эп: те тĕрĕс мар, те тĕрĕс,
Анчах сана начар темен çынсем.
5

Эп сан çулна çитеймĕп: сывлăх урăх...
Пĕртен-пĕрӳ — пулмарăм йăх асси,
Таса юнпа çуратрăн, çирĕп турăн,
Хамран килетчĕ пуль упранасси.
Хамран-ши? Ах, апла кăна пулсассăн!
Анчах çанталăк тĕрлĕ çаврăнать:
Хăш чух, ирпе хĕвел йăл-йăл кулсассăн,
Каçпа сип-сивĕ çумăр ярăнать...
6

Мана ырра шанми туни те пулчĕ...
Çав хурлăхлă, хĕрхӳ самантсенче
Санпа кăна ман кӳтнĕ кăмăл тулчĕ,
Санпа кăна илемлĕччĕ тĕнче.
Ялти пӳртри тĕпелччĕ-и, хула-и, —
Сан кăмăлу пĕр пекчĕ яланах.
Пусăрăнаттăмччĕ çавна пула эп,
Эмел пек сиплĕччĕ тăван сăмах.
7

Сăмаварна чĕртеттĕн те каç кӳлĕм —
Ларатчĕ юрласа сĕтел çинче.
«Кăшт калаçар-ха, — теттĕн. — тахçан ӳлĕм?
Çулу-йĕрӳ ялан çапла инçе...»
Мĕн куç пăвнă сан ывăлна çав шай?
Инçеччĕ çав, инçеччĕ, çывăх марччĕ,
Ялан вăл тăвалла тапса хăпарчĕ,
Пĕр утăм та пусмарĕ тăва май.
8

«Пĕрре çуралнăскер пĕрре вилетĕн,
Анчах эс пурăна пĕл пурнăçа!» —
Тесе хутран-ситрен мана питлеттĕн.
Пĕлме... пĕлме пит йывăр пулнă çав.
Те пĕлтĕм пурăнма, те пĕлеймерĕм?
Хальччен мĕскер астивнĕ — йăлт паха:
Хăй майлă сиплĕ пыл, хăй майлă — эрĕм,
Тата мĕн курасси, ай, пур-ши-ха?
9

Тахçан ача чухнех эс вĕрентеттĕн,
Сас паллисем палла пуçласанах:
«Ӳссессĕн хура халăхшăн тăр, — теттĕн, —
Çыру тесе йăхна ан мансамах».
Сана итлеттĕм ун чухне йăвашшăн,
Хура-шурра ăнланнă-ăнланман...
Мĕн те пулин тăвайрăм-ши чăвашшăн?
Ăна хăй калĕ халăхăм кайран.
10

Шухăшласан — шухăшăм тем чухлĕ,
Аса илсессĕн — темĕн те асра.
Пĕр тикĕс килмесен те çын кун-çулĕ,
Чун яланах усратăрччĕ ырра.
Шăлтăртатмасăр пулмĕ чашăк-тирĕк,
Анчах ăша ан лектĕр хура юн.
Сан пек пуласчĕ тӳсĕмлĕ те çирĕп:
Хура юна çĕнтертĕр ырă чун.
11

Хăш чух кĕл тунă евĕр калаçаттăн:
«Çĕре кĕресчĕ куçлă та пуçпах...»
Сакăр вунна çити чĕнтĕр çыхаттăн!
Куçу сӳнмерĕ, хупăнчĕ вутлах.
Çӳçне касаттăм, чĕрнӳне иртеттĕм,
Çуса та кăлараттăм килте чух, —
Çулланăçем илемлĕччĕ, аннеçĕм,
Сан пек никам та маншăн пулас çук.
12

Уявсенче икерчĕ пĕçерсессĕн,
Çынна астивтереттĕн савăнса.
Салхуччĕ эс, çав кун çын кĕмесессĕн:
«Килмерĕ сĕт майри те иçмасса», —
Тесе вара кӳрше кайса чĕнеттĕн,
Пĕри пулмарĕ — килтĕрччĕ тепри:
«Çатма шăрши кăлартăм та кăшт, — теттĕн, —
Çисе пăхсам... çĕнехчĕ те çĕпри...»
13

Тусăмсене ятран пĕлсе тăраттăн.
Пĕр пысăк ялччĕ саншăн Шупашкар.
Митта Ваçлейĕн сăввине тăнлаттăн,
Ларса юрлаттăр иксĕр юнашар.
Ак эс те, вăл та çук ĕнтĕ. Хура çĕр
Хупларĕ те ямарĕ каялла.
Ыр сунансем сире ырах кураççĕ,
Çав сыпăнтартăр хуçăк кăмăла.
14

Кĕнекерен, куллен-кунхи ĕçрен те,
Тĕл пулнă çынсенчен те ывăнсан,
Час-час санпа лармашкăн эп вĕрентĕм,
Сана пĕр сиктермесĕр тăнласа.
Каланине çыра-çыра пыраттăм
Кукаçейсем, кукамайсем çинчен...
Хама пĕр пысăк кил-йышра кураттăм,
Халь ак эс çук та — çав тери кичем!
15

Ӳстересси — ун кулленхи нуши.
Çуратасси — хĕрарăмăн телейĕ,
Ачи кам пуласса ăçтан пĕлейĕ?
«Çын пултăр», — тет сăпайлăн апăрши.
Анчах ак эп, сасартăк витĕр курнăн,
Ăнлантăм хам кун-çулăн тупсăмне:
Мана эс çын та, сăвăçă та турăн,
Ик хут сана эп парăмлă, анне!
16

Ӳкерчĕкӳ нумай çынна пăхтарчĕ,
Пĕри апла курать, тепри капла.
Манра аннен тем чухлĕ сăн-сăпачĕ:
Расна курап кашни сăввăмпала.
Анчах, сăну мĕн евĕр пайлансан та, —
Паян, ыран е ӳлĕм, малашне, —
Санра эп курăп, теп, кирек хăçан та
Пĕр пĕтĕм сăн — чăвашăн амăшне.
17

Сăпка юррипеле чĕлхе упранă,
Вăйăсенче, туйра та юпара
Пĕр савăнса, пĕр хурланса юрланă
Пин-пин анне пекех эс асăмра.
Калас килет сана: пур пек вăя та,
Чуна та — халăха эп пехиллем.
Тайма пуçа çĕре çитех таятăп,
Чĕлхемĕн амăшĕ, чăваш аннем!
1961

Çуллахи каç ][ Петĕр Хусанкай / Petĕr Husankaj

Шур пĕлĕтсем шăваççĕ анăçа —
Пĕри пулать лаша, тепри тĕве...
Кун иртрĕ. Тăрса юлчĕ манăçа
Никамшăн палăрми пур вак-тĕвек.
Ял-йышăмсем ĕçлерĕç уй-хирте,
Анне тăрмашрĕ кил ăш-чиккипе:
Эп килнĕ хăнана, вăл хĕпĕртет
Чун патĕнчи пĕр ĕмĕт çитнĕ пек.
Çеремлĕ картишне ларать сĕтел,
Сĕтел çине сар кăкшăм вырнаçать.
Хӳме çурăкĕнчен каçхи хĕвел
Кĕрекене сентел тĕспе сăрлать.
Эпир сăра ĕçетпĕр тав туса,
Эп кил-çурта сунатăп перекет.
Анчах ман урăххи килет аса,
Куç умĕнче йăлт урăх кĕреке...
Анне сисет. Вара эп сан çинчен
Ирĕксĕрех кала пуçлап ăна.
Ĕçетĕп те — куркамăн тĕпĕнче
Куратăп санăн тунсăхлă сăнна.
Эс — ман хăймаланса йӳçен сăра,
Эс — ман тулли куркам, ман вăй кӳрен!
Санран килет телейĕм пурнăçра,
Чĕрем сана чăнне калать, ĕнен...
Пӳртçи тĕлнех ак хыпрĕ Çич çăлтăр —
Ĕçсе ӳпĕнтерейнĕ алтăр пек.
Ан тив, çаплах кун-çул та çутăлтăр,
Хур кайăк Çулĕ пек ялтратăр тек.
Шав тăсăлать-ха пирĕн калаçу:
Тӳлек уяр! Ăçтан халех выртан?
Умра икерчĕ, тăвараллă çу,
Умра мухтавлă, ĕмĕрхи шăрттан.
Вăл, ахăр, астăвать Аттиллăна,
Ăна тутаннă Чингисхан, Тимур;
Хаяр Иван юратнă тет ăна...
Шăрттан! Ун хăйĕн кунĕ-çулĕ пур.
Сып-сывă та сĕтеклĕ хальчченех,
Сыв пултăр малашне те вăл эппин!
Çĕршер çул витĕр çитнĕ кучченеç
Кĕрекерен вăл тухмĕ паян тин...
Вăрах пырать-ха пирĕн калаçу.
Таçта пытанчĕ уйăх ывăси.
Эпир иксĕмĕрех, никам та çук:
Анне те эпĕ — каскăн йăх асси.
Ак Алтăр-Çăлтăр та çавăрăнать,
Атăлалла тăсать хăй аврине.
Тытсам эс, тусăм, тытса чар ăна,
Астив савса сĕнен тав куркине.
Мĕнпе эс йăпанатăн-ши çак каç?
Санран хыпар та çук, чиперĕмçĕм!
Кунти лĕп çил вĕçсе çитсен кас-кас,
Мана эс асăнса илмерĕн-шим?
Епле пулсассăн та, паян сана
Пуриншĕн те чунтан эп тав тăвап.
Никам та мар — пĕр эс, пĕр эс кăна
Мана тытса çыртартăн çак сăвва.

Салампи ][ Петĕр Хусанкай / Petĕr Husankaj

1

Пĕчĕкçеççĕскерĕм!
Ма эс пысăк мар-ши?
Çырăттăн чиперрĕн
Кунсерен пĕр аршăн.
Салтака манмашкăн
Епле эс пултарăн?
Вăл сана ачашшăн
Асăнать, мăнтарăн.
Ун лутра çĕр пӳрчĕ
Санпа çеç илемлĕ.
Кӳр чуппине, кӳрччĕ!..
Вилĕм тек килеймĕ.
2

Чĕвĕл-чĕвĕл чĕкеçсем
Ларчĕç бруствер хĕррине.
Алă вĕççĕн çĕклесе
Чĕкеçрен чĕлхе илме
Эп сана вĕрентеймерĕм.
Каçарах, пĕчĕкçĕскерĕм!
Вĕлле хурчĕ тутанать
Çеçпĕле те ӳхлĕме.
Сим кӳмешкĕн тутуна,
Çу пек çепĕç пуплеме —
Пылпа çу эп сĕреймерĕм,
Каçарах, пĕчĕкçĕскерĕм!
3

Кунĕн-çĕрĕн çумăр, çумăр,
Тăхлан çумăр пуç çинче...
Эс, юрать-ха, çумма-çуммăн.
Эс, юрать-ха, пит инçе.
Хăш чухне эп, ывăнсассăн,
Сан сăнна пăхатăп та —
Çĕкленет каллех ман сассăм,
Ватăлма каллех тăхтап.
Хăш чухне, стройра пырса та,
Юнпа хытнă çӳссене
Эп куратăп та - сасартăк
Тăп тăратăп, çӳçенеп...
Кунĕн-çĕрĕн çумăр, çумăр,
Тăхлан çумăр пуç çинче...
Эс, юрать-ха, çумма-çуммăн.
Эс, юрать-ха, пит инçе.
4

Урамра çилсем кумаççĕ,
Шăтăк-шăхăр шăхăрать.
Иксĕрех эсир кун-каçăн,
Япăхатăр, ахăрах.
Кив тетте те пушă аркă,
Кам кӳрес-ха çĕннине?
«Чăвашла юрласа пар-ха»
Тетĕн эс асаннӳне.
Асаннӳ юрлать... Пĕлесчĕ:
Мĕн юрлать-ши ватăскер?
Ман пуласчĕ пĕчĕкçеççĕ,
Çип-çинçе те кĕп-кĕске.
Ман халап-юмах итлесчĕ,
Сывламасăр, санашкал,
Савăнса вĕçне çитесчĕ,
Сĕтĕресчĕ çунашка.
Халь ак эпĕ, итлесен те,
Манас çук салтак хĕçне.
Вăрçă юмах мар иккен те, —
Ман пĕлесчĕ ун вĕçне.
Анчах эп пĕлеп, пĕлетĕп:
Халапла кирек мĕнле,
Эс пур чух вăрçă вĕçне те
Чĕррĕнех эп çитмелле.
5

Салампи! Паян кĕрешрĕ
Икĕ кайăк кăнтăрла:
Пĕри хуп-хура хĕреслĕ,
Тепри хĕрлĕ çăлтăрлă.
Хăваларĕç, кĕр-кĕрлерĕç,
Сăхрĕç хытă пĕр-пĕрне;
Чикĕм пуçлă кускаларĕç,
Кĕç ӳкмерĕç çĕр çине.
Окопран пăхса выртатпăр
Хăш палли çĕнтерессе.
Кăшт тăрсассăн хĕрлĕ çăлтăр
Вут хыптарчĕ хĕресе.
Персе анчĕ леш, хĕресĕ,
Тĕтĕм-çулăм кăларса.
«Пултаратăн, çăлтăр, эсĕ!» —
Терĕç пирĕн харăсах.
6

Эс çуралнă хулана
Тăшман илнĕ çавăрса.
Çывăрсам, ан кулянах:
Парăнмасть вăл. Çывăрсам.
Эс алхаснă пӳлĕмре
Сивĕ, тĕттĕм, пуш-пушах.
«Çывăр, килĕн ӳлĕмрен»
Тет резин упа, кушак.
Эс çӳренĕ пахчана
Халь ӳкеççĕ етресем.
Пĕр турат та тăшмана
Пуçне таймĕ. Тĕлĕрсем.
Эс чӳхеннĕ шыв-шура
Пăтратаççĕ ют çынсем.
Вăл тасалĕ — ан хăра:
Пулмĕ юшкăн та вĕсен!
Уйăх чăмрĕ Атăла,
Аякра сăпку халь сан.
Эп тасатрăм пăшала.
Çывăр, çывăр, лăплансам...
7

Ах, яту хитре-çке санăн!
Тупса хунă-мĕн такам...
Тӳррипе калас пулсассăн,
Кĕвĕçеп пăртак, ачам.
Сан ятна эп асăнсассăн,
Тин пусап вун саккăра.
Халăх çамрăклăхĕ манăн
Куç умне тухса тăрать.
А пĕлетни эс, чиперĕм,
Тутаркас таврашĕнчи
Салампи ятлă пĕр хĕрĕн
Кун-çулне? Тăхта-ха, чим...
Юрăсти пулнă аппу çав,
Пуçлăх пулнă уявра.
Ку сахал: вăл пăлхав пуçĕ
Пулнă теççĕ каярах.
Те çĕр çул, те ик çĕр çул-ха
(Пĕлме çук тĕрĕссипе) -
Чăвашсем пăлханнă шухă
Аслă Атăл хĕррипе.
Атăл урнă: «Кам кама-ха!»
Хӳнĕ вăл шыв хӳмесем.
Çăварлăхланă урхамаххăн
Шăлне йĕрнĕ хумĕсем.
Хуçасен кимми-таврашĕ
Ваннă, путнă куç курах.
Путнăçем хуçи паврашнă:
«Тур çырлах! Шуçи хурах!»
Ват юманлăх кăмăлланă
Яш çилле вĕчĕхтерсе.
Юмансем пуçне сулланă
«Парăнмастăпăр!» тесе.
Эс пăлетни — çуллахи çĕр
Чи яштак юман сине,
Чи çӳле çав Салампи хĕр
Шур пĕркенчĕк карнине?
Халăха çапла пуçтарнă —
Пуртăпа та сенĕкпа
Улпутсен, мăрса-турханăн
Мăшкăлне пĕтерес пек.
Анчах çичĕ хут капланнă
Мăшкăл пирĕн мăй çине.
Салампи ĕçĕ хупланнă,
Çитеймен вăл хăй вĕçне.
Тăшман çарĕ ухăланă,
Çурнă шур пĕркенчĕке.
Темĕн чухлĕн тыткăнланнă,
Пăлхав пуçĕ те лекет.
Пуçилле ăна ăсатнă
Инçетри сĕм вăрмана.
Ун ятне манман асаплă,
Тертлĕ халăх, самана.
1942

Пире ыр сăмах кирлĕрех ][ Анатолий Смолин / Anattolĭj Smolĭnn


Анатолий Филиппов тусăма сума

Тăванăм, юлташăм, аташăм,
Пускилĕм, ĕçтешĕм — эсех,
Эпир пурăнмастпăр пайташăн,
Пире ыр сăмах кирлĕрех!

Пире кирлĕрех çирĕп туслăх
Тата пĕр-пĕрне ăнланни,
Ун чух пусас çук чуна тунсăх,
Пăчланмĕ пач пурнăç ани.

Тăрсассăн ирпе илĕм-тилĕм,
Хавассăн тухсассăн сада,
Тÿрех шутласа, тусăм, илĕн:
Мĕскер пире кирлĕ тата?!

Хĕвел хĕрÿрех пăхнă çемĕн,
Савса çупăрланăн çĕре,
Чунра çуралать çĕнĕ çемĕ —
Чĕремçĕм чĕнет çĕн ире!

...Пулсан та тĕнчи урлă-пирлĕ,
Калаймăп тата вирлĕрех:
Пайти те, паллах, пире кирлĕ,
Çапах ăш сăмах кирлĕрех!

Тĕп ыйту ][ Петĕр Çăлкуç / Petĕr Şălkuş

"Çак çĕр çинче епле аван, —
Ыр суннăн йăлтăрать хĕвелĕ,
Анчах ыйтас килет хамран:
"Ăçта-ши ман телей тĕпелĕ?"

Юлташ та пĕлĕш, тус-тăван, —
Пурте пурнаççĕ питĕ меллĕ,
Çавах ыйтам-ха эп хамран:
"Ăçта-ши ман телей тĕпелĕ?"

Тен, пĕлесси пулмасть хамран?
Çынсем, сиртен ыйтам тĕпчевлĕн,
Эсир хуть калăр-ха паян:
"Ăçта-ши ман телей тĕлелĕ?"

Эльмен айăпĕ ][ Петĕр Ялкир / Petĕr Jalkir

Чăвашсемшĕн тăрăшнă пекрех
Вăл хăйне ялан кăтартнă.
"Автономи тăвăпăр" тесех
Хăть ăçта сăмах çаптарнă.

Етĕрне чăвашĕ пулнăран
Тăрăшнă хăй вирьялсемшĕн.
Чĕмпĕре столица тăвасран
Çав тери хăранă мĕскĕн.

Савандеев — Анатсен асли —
Элмене пит шиклентернĕ.
Чĕмпĕре туман чăваш хули,
Ленин сĕннине сивленĕ.

Илнĕ кĕпĕрне хулисене:
Пушкăрт Ĕпхĕве ал панă,
Тутар тытнă Хусан элемне, —
Уншăн савăнса ташланă.

Пире лекнĕ уес хули çех.
Эпĕр пит нумай çухатнă.
Чăвашсен çурри куçкĕретех
Пирĕнтен уйрăлса кайнă.

Вырăса е тутара тухса
Хăш чăваш пире шар кÿнĕ.
Элмене хăть халĕ ылханса
Лăплантăр-и чăваш чунĕ.

Айхи сăвапĕ ][ Николай Теветкел / Nikkolaj Tevetkel

Эс халĕ çеç çÿреттĕн вăшăл-вăшăл,
йăл куллупа шыраттăн шухăшна.
Тÿресемпе те калаçаттăн ăшшăн,
кирлех пулсан пĕлеттĕн тупăшма.

Тен, çавăнпа пулатпăр мар-и хамăр
хĕвелсĕр тÿпери ĕмĕлкесем?
Хивре çынсен пăтранчăк ăс хуранĕ
пире пĕçернĕ — суннĕ ĕмĕтсем.

Эпир сисмесĕрех çукка юлатпăр:
чунра мĕскер пурри — çут тĕнчене!
Хăш чух, тен, хамăра çеç улталатпăр?
Тупаймăн уçă пĕтĕм çын чунне.

Çаплах сывлать-ха /ăс-халу сып-сывă!/
Кĕнекÿре пурăнакан тĕнче.
Хĕвелленет чăваш тÿпи, çĕршывĕ —
сас пачĕ çуркунне ял хыçĕнче.

Кама-ши хĕрхенет юнавлă вилĕм?
Сан хĕвелÿ те ÿкрĕ тÿперен!
Пăт-пат тĕл пулăва та аса илтĕм —
сăвву та сасă пачĕ çĕнĕрен.

Хăш чух çак вăхăт пусăмĕ пит йывăр:
тем чухлĕ ĕç, инкеклĕ тĕрлĕ кун.
Хура çĕр сăвăçа чăтма çук йывăр —
пĕрех çак шухăш пуç тавра ан кум!

"Хивре çынсен пăтранчăк чун-хавалĕ
ан куçтăр хамăра та", - тенĕ пек,
сăваплă пултару хăех хăвалĕ
ăна сăвапсăрах сив сăнĕпе.

Вилĕмсĕр чун ][ Михаил Сениэль / Mihail Seniel

"Асăнмалăх..." поэма авторĕ Людмила Николаевна Васильева Тутарстан Республикин Аксу районĕнчи Таркăн ялĕнче 1930 çулхи пуш уйăхĕн вун пиллĕкмĕшĕнне çуралнă, 1949 çулхи çĕртме уйăхĕн вун пĕрмĕшĕнче вилнĕ. Çапла вара, вăл пурĕ те вун тăхăр çул çеç пурăннă, вăрçă вăхăтĕнчи тата хыççăнхи калама çук йывăр çулсене пула хĕне кайса çамрăклах çĕре кĕнĕ. Ашшĕ, Хветут Микулайĕ, ăна Атнакăл Микулайĕ те тенĕ, учитель пулнă. Ана 1934 çул пуçламăшĕнче колхоз председательне суйласа лартаççĕ. 1935 çул пуçламăшĕнче пĕр йĕксĕк, колхозри выльăх фельдшерĕ, правленине темиçе хутчен те тырă çыртарса илме пырать; çыртарса илет те сутса ĕçсе ярать, татах пырать. Çакна пĕлсе тăракан председатель ăна юлашкинчен правленирен хăваласа кăларса ярать, урăх пĕр пĕрчĕ тырă та çырса памасть. Вара çав çын Микулая тавăрма шутланă, ăна йÿçĕ парса вĕлернĕ.

Амашĕ, Антун Кĕтерни, хут вĕренмен ахаль хресчен хĕрĕ пулнă. Вăл ватăличчен пурăннă: сакăр вун çичĕ çула çитсе вилнĕ. Çамрăклах арçынсăр тăрса юлнăскер, виçĕ хĕртен иккĕшне упраса çитереймен: Люда аппăшĕн Зоян та пурнăçĕ çамрăклах татăлнă — хĕр çирĕм тăватă çулта чухне гриппа чирлесе вăхăтсăр вилнĕ. Чи кĕçĕнни, Валя, халĕ те сывă. Вăл, утмăлтан иртнĕскер, Илешни ялĕнче пурăнать. Унта 1963 çултанпах клуб пуçлăхĕнче ĕçлесе пенсие тухнă.

Валентина Николаевна, 1955 çул пуçламăшĕнче качча кайса, мăшăрĕпе пĕрле ултă ача пăхса çитĕнтернĕ — икĕ хĕр, тăватă ывăл. Урăхла каласан, Валя шăпи, аппăшĕсемпе танлаштарсан, самаях ăнăçнă темелле, анчах та пурнăçра хуйхи-суйхи унăн та мăй таранах пулнă: вунпĕр çул каялла кĕçĕн ывăлĕ çарта пÿкле вилĕмпе вилнĕ, аслă ывăлĕ, Чернобыль пăтăрмахне пĕтерме хутшăннăскер, виçĕм çул çĕре кĕнĕ. Мăшăрĕ тăхăр çул каяллах пурнăçран уйрăлса кайнă.

Людмила 1938 çулта Таркăнти пуçламăш шкулта вĕренме пуçлать, 1942 çулта тăватă класс вĕренсе пĕтерет. Çитмен пурнăçа пула виçĕ çул колхозра ĕçлет. Вара 1945 çулта тин Илтрекьелĕнчи çичĕ класлă шкула вĕренме кĕрет, тÿрех улттăмĕш класа ларать, çак тулли мар вăтам шкула пĕтĕмпех пиллĕк паллăсемпе вĕренсе пĕтерет, Мухтав хучĕ илме тивĕçлĕ пулать. Çакăн хыççăн пĕр çул хушши Чистайри ял хуçалăх техмикумĕнче шут ĕçне вĕренет. Çакă ăна пит килĕшсех пĕтмен курăнать, вăл 1948 çулхине Аксури педагогика училищине вĕренме кĕрет.

Хĕрача спортпа туслă пулнă, йĕлтĕрпе аван çÿренĕ, яланах кроссене хутшăннă. Пĕррехинче вăл районти йĕлтĕрçĕсен кросĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă, унтан питĕ пиçĕхсе килнĕ хыççăн, çырмара вакă умне выртса, шыв ĕçнĕ. Пысăк йăнăш тунă Люда сивĕ те чĕрĕ шыв ĕçсе: унăн малашне апат анми пулнă, çиме витмен, вăл хĕне кайнă. Сывлăхĕ хавшанăскер, утаймиех пулса çитсен, Чистай пульницине кайса выртнă. Малтан ăна, чирĕ ытла та шала кайнă тесе, пульницана илесшĕн те пулман. Çакна курсан: "Коридорта вилетĕп, ниçта та каймастăп!" — тенĕ Люда. Вара илнĕ. Унта вăл икĕ уйăх выртнă. Икĕ уйăхран ăна, сыватса çитермесĕрех, пульницаран кăларса янă. Ултă уйăхран, çăварĕнчен юн аннипе, хĕр вăхăтсăр вилсе кайнă.

Людмила питĕ илемле те маттур хĕр пулнă: хура мăшăр куçĕ çăлтăр пек çунса тăнă, пĕвĕ тăпăлкка та яштака курăннă. Уçă шăнкăрав пек сасăллă, çуллĕ кăкăрлă, акăш пек ярăнса утакан пике чылай каччă чĕрине çунтарнă. Вăл вилсен, ăна пытарнă чух, пĕри, илтрекьелсем, пĕтĕм халăх умĕнче унăн тупăкĕ çине ÿкнĕ, татăлса макăрнă.
"Эпĕ, йăмăкĕ пулсан та, аккаран яланах вăтанаттăмччĕ, — каласа парать Валентина Николаевна. — Вăл çав тери ăслă та илемлĕ çынччĕ, эпĕ ун çине пăхса тăранаймастăмччĕ, вăл сисмен хушăра ăна ытарайми сăнаттăм. Анне пире, виçĕ хĕре, пысăк тертпе пăхса çитĕнтерчĕ. Вĕренме нихăçан та чарман. Вĕренĕр, аçу вĕреннĕ çын пулнă, тетче. Аккан ĕмĕчĕсем çунатлăччĕ: малалла вĕренме ĕмĕтленетчĕ, палла сăвăç пуласшăнччĕ. Вăл калатчĕ: Валя, эпĕ ÿтĕмпе вилсен те чунăмпа вилместĕп тетчĕ..."

Ĕненетпĕр эпир поэтесса йăмăкне: учĕ аллă çул каяллах çĕре кĕнĕ пулин те, Людмила Николаевна Васильева /Атнакăл/ чунĕ халĕ те пурăнать: çав чун - "Асăнмалăх" поэма. Çур ĕмĕр арча тĕпĕнче выртнă вăл, анчах паян çырнă пек янăрать...

Хыпар, 1998, утă, 14

Татах хÿхлев ][ Михаил Сениэль / Mihhaill Seniel

1.
Паян эп темшĕн уйрăмах салхуллă.
Пăхсассăн ман çине — тӳрех пуç усăн.
Курам-ха шухăшпа сана йăл кулнăн,
курам та ыталам, юратнă тусăм.

Чăнах эс ĕнтĕ хĕрача, çап-çамрăк,
эп хам та яшă-ха, иртмен-ха вăхăт.
Сана хам майлă пур пĕрех эп çаврăп,
ик куçунтан ытараймасăр пăхăп.

Юласчĕ пирĕн — ватăла пĕлмесĕр —
ялан çап-çамрăк, савăк та илемлĕ.
Ах, пулас марччĕ мĕскĕн те телейсер,
пуласчĕ ирĕк, сывă та телейлĕ.

Манпа чухне хавасла пул, ан ютшăн.
Эс ман юрра та илтнĕ пуль, пĕлен-тĕр?
Кăтарт-ха юрласа, кăтарт-ха шӳтшĕн,
кăтарт та, савăнам эп, чун килентĕр.

Пулин — тулта юр çурĕ те лăр çапрĕ.
Вĕçсе çул хыççăн иртрĕ çул хĕн-хурлăн.
Эс пулăн маншăн пур пĕр ĕмĕр çамрăк,
ыр пирĕшти те фея ĕмер пулан...

2.

Ыр пирĕштийĕм, фея, тусăм, тус,
те çаврăнмах пуçларĕ манăн пуç,
тавра каллех çавăрттарать тăман:
шăнатăп — эпĕ кĕрĕк тăхăнман.

Тен, тăхăннă та пулнă — çук çире,
кунти çынсем ытла усал, сĕре,
çапса ӳкерчĕç, хывреç кĕрĕке...
Ан хатĕрле, ах, тусăм, кĕреке.

Ан тултарсам сим пыл-мăрссалуна.
Тавах! Тавсси! Парсам-ха аллуна.
Сана халь ĕненем, сана шанам.
Эппин, ĕçсе парам та ăшăнам.

Ман мĕн тăвас-ха урăх, мĕн калас,
кунта ытла хăватлă мăрссала.
Ах, тус-тăванăм, çакă кĕреке
вăл тĕрĕслет пуль манăн тĕреке?

Эп пур пĕрех çухатмăп-ха тăна,
эс килĕшсессĕн — ярăп хăтана,
Ан тив, тулта туй туччăр çил те юр,
пире валли пур хăтлă шурă çурт.

Пире валли пур тулăх кĕреке.
Упрар-ха, ӳстерер-ха кĕрнеке.
Çавна çеç манас марччĕ, тусăм, тус,
часах ватта та юлĕ çамрăк пуç.

Эпир пурте-çке шанакан çеçке.
Эппин, ырлар-ха çак хитре ĕçке.
Анчах ăçта эс, фея, тусăм, тус,
е çаврăнсах-ши кайрĕ хĕрнĕ пуç?

Сим пыл та, эс те, çил-тăман та çук,
умра çурта кăна çунать çап-çут —
каç-каç эп Пушкин пек курнас тесе,
çурта çутса çыратăп хĕрттерсе...

3.

Ĕнентĕм эпĕ, ачаллах ĕнентĕм,
тĕл пулăп терĕм ĕмĕтри çынна.
Анчах та ак паян та эс, ĕнер те,
ыран та шалт! çеç питĕрнĕ чунна.

Ăна уçмастăн, курăнас теместĕн,
питне те кăтартмастăн-çке, савни.
Шутлатăн пулĕ: "Шанчăксăр ку, мескĕн".
Нимех те мар эп çулăмпа çунни.

Мул çук, паллах, ман, тусăм, хам эп — ылтăн.
Эс мула мар хакла, хакла — хама.
Пуçа ухса сана мухтарăм хыттăн
эп сирĕн патăрта — чĕнмен хăна.

"Чĕнмен хăна вал тутартан хăрушă", —
тенийĕ асна килчĕ пулĕ çав.
Тавах-çке çакăрушăн-таварушăн,
тавах чейӳшĕн, тав пурăнăçа.

Тен, çавăнпа хальччен эп сывă, чĕрĕ
поэт пулса çуретĕп тенчере?
Кала-ха эс, калаччĕ, Саврăш хĕрĕ,
ма саншăн çав тери çунать чере?

Çук, чĕнмĕн эс уç сасăллăн, саламлăн.
Ыр тунă эс мана, анчах савман.
Умна выртса йĕрсен те эс каламăн:
"Лăплан, эп сан пулсассăн, эсĕ — ман..."

4.
Ан тив, пире йĕрлеççĕ те кăнтаççĕ.
Ан тив, поэзи мар халь тăрантать.
Поэтăн пур пĕр çулăмлă фантази:
пуян та вăл, хĕрӳ те, тарăн та.

Эп Чăвашра та палăртăм пуль тетĕп,
Тутар çĕршывĕнче те ман ята
илтес тесен çине-çинех илтетĕн.
Час-час ăна Мускав та янратать.

Ма пытарас, Римпа Париж та, Лондон
хăй чĕлхипе вуларĕç ман сăвва.
Эп кам? Поэт. Ăнлантăн-и? Ăнлантăн.
Пулать-и поэта кăштах савма?

Пулать. Халь çеç ак яппунла та тухрăм.
Вуласчĕ те, пĕлмерĕм вулама.
Çӳре пуçларĕ ят миçе пин çухрăм!
поээи вăл рур сывлăш, вут ама.

Сана та эпĕ шутласа кăлартăм
епле илемлĕ, хӳхĕм те паха
ыр пирĕштийĕм, фея! Çут талантăм
çук сăнара кăларчĕ юмаха...

5.
Илем вăл вăрттăнлăх, вăл сирĕлсен
илем те çухалать пĕр йĕрсĕр.
Кайсах пĕтмерĕç-ха ун сăрĕсем.
Ыр чунлăх пулаймасть ыр енсĕр.

Ыр чунлă эсĕ, сан ыр ен нумай,
ĕмĕтĕмре сăнар туса ырланă
кăшт тунсăхлă, черченкĕ те ытарлă
курăнакан пике, — çул иртнĕ май.

Эс кивелместĕн, çĕнелсех пыран,
çаплах-ха хыптаран та çунтаран
ман ăшăма, вил чунланма памастăн,
чĕп-чĕррĕн, чăн пекех, умра тăран.

Ку ĕнтĕ ĕмĕт вăл, чун ăнтăлни:
чун тĕмсĕлсе чăн илеме тупасшăн,
вăрттăнлăха яланлăх тус тăвасшăн
çурта çутса вĕç-хĕрсĕр кĕл туни.

Илем — асамлăх вăл, вăл — юрату.
Çук юрату — çав вăрттăнлăх çухалчĕ.
Вăрахлăха пулсассăн çухату,
вăрахлăха сан хуçăк чун çуначĕ.

Тен, кам пĕлет, сыв мар яланлăха?
Тен, çук та çав çунат? Тен, чунĕ пушă?
Пăхатăн та — шухăшлама хăрушă:
капла — текех лекеймĕн яшлăха.

Капла, мĕнех калас, пĕтес пулать,
тинех шăпа пиртен вилсе кулать,
тинех вилеслĕн хутланан асаплăн —
ик куçăма тулли куççуль тулать...

6.
Санпа сыв пуллашмасăр уйрăлап,
мĕн-ма тесен çут сăнару манпах вăл.
Тен, виличчен те çав хитре халап
мана тĕпрен кисрентерме пăрахмĕ?

Ан курăн чăнлăхри, суйи çеç курăн.
Ача пек савăнам та тĕлĕнем:
сассу — шăнкрав, пĕву сан — йăрăс хурăн,
куçу — çут çăлтăр... Тĕлĕк тĕлленем.

Кĕрсем тĕлĕкĕме... Ан кай кĕмесĕр.
Ан курăн леш, пул ĕмĕтри хĕрех.
Çук, курăн... курăнсам çапах... Тен, эсĕ
халапринчен нумай хут хӳхĕмрех.

Анчах хăратăп эп, сехĕрленетĕп
ума тухса тăрассăнах сехмет,
вара шухăшлама та именетĕп,
шухăшласассăнах хăпать сехрем.

Кун-çул иртсе пырать, нумай юлмарĕ,
телейлĕ пултăм пулĕ пĕр енчен,
тепĕр енчен телей пачах пулмарĕ,
халь тин пулайме — мăшарсăр, пĕччен.

Тухатрĕ хĕр мана, пуçа çухатмăш,
çил-тăманра, пăлхавлă яшлăхра.
Тен, тухатлать пулсан, чăнах — тухатмăш,
тухатмăша халь тухнă, ватлăхра?

7.
...Миçе кун тетĕрет, юр асать — айтурах!
Уйăха курма çук, курма çук хĕвеле.
Таврăнатăп киле çуллен-çул сайрарах,
ватăлап çуллен-çул, çуллен-çул кивелеп.

Юр çаплах чӳхенет, çаврăнать ял çинче,
тухрăм эп кил умне çав юра сăнама.
Каçхи юр çутинче, çутă асамĕнче
килчĕ яшлăх ума — çĕклесен асăма.

Яш чухне юр ялтравĕ, вылявĕ-вăййи
йыхăратчĕ мана çеçкери шур сада.
Çутă шанчăк хавас, пăхса ытарайми
йăлкăшатчĕ умра васкаса ман пата.

Чунăма вырнаçатчĕ нихçан пĕтмес пек...
Вăхăт иртрĕ нумай, яшлăх çук, шанчăк çук.
Курăнать шурă юр та халь урăх тĕспе,
вил тĕспе курăнман вăл яш чух, çамрăк чух.

Иртрĕ ĕмĕр... Сиссе юлаймарăм çавна.
Çук малашлăх ман, çук кил ăшши, çук савни.
... Ял çинче юр çаплах чухенет, çаврăнать,
тĕлĕк пек туйăнать вуншар çутă çунни.

8.
Çĕр варринче эп кайрăм шухăша.
Шутлатăп та: тен, каймалла та марччĕ?
Сикет чĕре, сикет те туртăшать —
кăшт лăпкăрах тапма ытла та манчĕ.

Ма ĕрĕхен тапма чарăнасла?
Сӳнесшĕн-им? Сӳнех. Çитет пуль — çунтăн.
Пăлхантăм эп чĕре çурăласла,
анчах та мĕн усси: халех хуть çурăлтăр.

Кунчуль усрарĕ çут çанталăк — тав.
Савни. Туссем. Кив вĕрентӳ. Çĕн пурнăç...
Пурте суя иккен, пурте ултав.
Хăй çут тĕнчи çапла хаяр-мен, урмăш.

Нумай тытмасть пире вăл Çĕр çинче.
Час нӳрлĕ çĕр айне персе чикет те,
пулма та пăрахатпăр асĕнче.
Пурте иртет, пурте пĕтет черетлĕн.

Ним те юлмасть, пурте харам, суя:
ма çараçлантăмăр-ха илĕм-тилĕм?
Ним те юлмасть, пурте каять сая.
Ним те юлмасть, малта — пĕтеслĕх, вилĕм...

9.
Халь, кунăм пур чухне, эп хам та пур.
Кунсем пĕтсен эп пулмăп, ан та шырăр.
Пĕтеслĕхсен ташши шуйттан ташши вăл.
Ăна ташлаççĕ усалсем сатур.

Юласчĕ ман кунта пĕр пĕчĕк юрă пек.
Анчах вăл анлă пултăр, анлă, тарăн.
Юрланайсассăн — эп вара, мăнтарăн,
тăванлăх тупăп сирĕн чĕрĕрпе.

Таçти сассен çӳçенчĕк тĕтринче
хорал йывăрланса çĕкленнĕ евĕр
вăл пултăр — çак илем, илем кĕрлевĕ —
кашни ентешĕн уçă чунĕнче.

Хуллен пĕччен пуçла та юрлама,
сисмесĕрех çав самантра эс курăн:
çак юрăран тăванраххи çук урăх!
Ытти — пĕри те чăн-чăн юрă мар.

Çĕнтерчĕ вăл сивве те сĕмлĕхе.
Ăшша, çутта çынсем патне çитерчĕ.
Пĕтеслĕхне яланлăха çĕтерчĕ.
Ку — вĕçсĕрлĕх. Эс кĕр вĕçсĕрлĕхе...

***
Асап та хурлăх, хурлăх та асап
курма çуралнă пулнă эпĕр, ахăр.
Тен, çавăнпа сăну пит хурлă сан?
Ан макăр-ха, ан йĕр эс хурланса,
вилмен-ха эп, кайман-ха, ăсанман-ха.

Ыр кураймарăмăр çак тĕнчере,
леш тĕнчере ыр курасси, тен, пулĕ?
Çак шухăш асăмра чĕп-чĕрĕрен —
йуç армути йӳçекĕ чĕрере.
Авкаланать чĕреçĕм тивнĕн пуля.

Кайсан та ан хӳхлеччĕ, ăсансан.
Эс эп вилсен пачах ан йĕр, ан макăр.
Кĕл ту. Çурта çутсамччĕ асăнса.
Аса кăшт илкеле кайран — савса.
Вара... кĕтеп: масаралла çул такăр.

Хÿхлев ][ Михаил Сениэль / Mihail Seniel

1
Касантей каланă: "Çын вăл выльăх,
уйрăмах — чăваш... Çапла, çапла..."
Тен, хăш чух, капла тенишĕн çылăх,
тепĕр чух янрать-тĕр — сăвапла.

Пăхăр-ха, мĕнле кăна çын çук халь.
Пăхăр-ха, мĕн хăтланмасть чăваш!
Аллине лексен ан йĕр, ан çухăр,
пуçăнтан çапсассăн — ан анраш.

Çаратсан та, тĕп тусан та чăт эс.
Шан: пулать чăваш та тĕрлĕрен.
Пĕр йышшийĕ — шелсĕр, сивĕ, çăтăх,
тепĕрийĕ — урăхрах, ĕнен.

Эп яш чух пĕтме пултарнă теççĕ.
Те чăнах вăл çакă, те суя?
Ыр сăнар! Иртеççĕ те иртеççĕ
умăмран сăнсем — курап, туяп.

Ыр пике! Эс пулнă-ши? Мĕн тейĕ
тăвăл — кутсăр-пуçсăр çил-тăман?
Пирĕшти эс пулнă пулĕ, фея, —
тăманра шăнса вилме паман...

2

Каласамччĕ эс мана, тăванăм,
каласамччĕ, чей тултарнă май,
ма кунта çанталăк пит тăманлă,
ма ыр çын сахал, хурах нумай?

Çул çухатрăм эпĕ, çĕтсе кайрăм,
пырса тухрăм юр аша-аша
çил-тăман урса хутернĕ майăн
те Кăтратана, те Саврăша.

Такамсем тÿрех çапса ÿкерчĕç,
хывса илчĕç çийĕм-пуçăма.
Тĕп тăвас темерĕç — те ÿркенчĕç,
те тĕшмĕртеймерĕç, уçă мар.

Пĕр мĕлки пуçран ачашласассăн
кирпĕчпе е пуш кĕленчепе —
эп тăна çухатнă... Кассăн-кассăн
çил уланă... Выртнă эп чипер.

Халь кунта ларатăп-юптаратăп.
Мĕн мана халь — тăвăл, юр хĕвни!
Эсĕ, кил хуçи, чей тултаратăн.
Эс хуçи пулсассăн, эп — хăни.

Хăнине хуçи юп кураканччĕ
Кăтартсам мана хĕрачуна.
Вăл-çке, вăл пĕртен-пĕр çăлаканçă
çĕтсе кайнă сăвăç-ачана.

Такăнса уксе çĕрле килÿçĕн
çул çинчи каска пек сăвăçран,
вăл каланă: "Кам-ши ку — вил ÿсĕр?"
Сĕтĕрнĕ вара — аран-аран.

Каçĕ урнă — çиллĕ те тăманлă...
Ма çапла терт курнă хĕр нумай,
тен, калайăн, ыр хуçа, таванăм,
тен, калайăн, чей тултарна май?

Ыр хуçа, хĕрне эс кăтартмарăн
çавăн чух мана... Çак кунчченех,
хальчченех шутлап: хĕрÿ, мăнтарăн, —
ас тивмесĕр юлнă кучченеç.

Касантей те çав майлах юрланă...
Ас тивмен пирки вăл тутлă та.
Ав тулта каллех хĕлле, юр ларнă.
Вут-чĕрем каллех хыт талтлатать.

Юлнă ĕç çине тахçан юр çунă,
çул-йĕрсем те питрĕннĕ тахçан.
Эпĕ çеç халь те пулин яш чунлă,
эпĕ çеç манман сана, хуçам.

Эпĕ çеç хальччен те тунсăхлатăп сан,
хуçан, юмахри пек хĕрне.
Ĕмĕтлентĕм, талпăнтăм, сăхлантăм...
Кăтартмарĕç юмах пекскерне.

Çук ача-пăча ман, çук ман арăм.
Ăраскал тени пулмарĕ çав.
Савăнăç пачах та эп курмарăм,
ылханса телейсĕр пурнăçа.

4

Касантей калавĕ хÿхĕм, капăр, —
хăйĕн мар пулин те, шеп пырать.
Пур-тăр çав унта темскер, çук мар-тăр:
çурма çутă — итлеме юрать.

Хĕрÿ чунлăн, çулăмлăн çуренĕ,
тĕнче каснă, çитнĕ пин çĕре.
Пăр та, юр та, çумăр та чĕрешĕн
савăнăç çеç пулнă тĕнчере.

Тĕрлĕ сăн, сăнар ума ÿкернĕ.
Юмах пек поэзи çĕршывне
Перççире пуль тенĕ, ĕмĕтленнĕ
Шираза çитмешкĕн ун чухне.

Ширазран мĕн чухлĕ тухнă лирик!
Саади, Хафиз... ытти мĕн чуль!
Ăсĕ ирĕк пулнă, чунĕ ирĕк.
Ăсăм ирĕк ман та, ирĕк — чун.

Багдадра юмахçă Шахразада,
çирĕп чунлă çепĕç сар пике,
усала ырăпала тасатнă
хам курман эп савнă хĕр пекех

5.
Сăввăма самай хыт шăратсан та,
ни ачаш мар халь эп, ни хаяр.
Эс пулсассăн çепĕç Шахразада,
эп пулам-и харсăр Шахрияр?

Яшлăха каллех кĕмешкĕн тивĕ,
кайăп Саврăш, Кăтрата таран.
Чун савнийĕм явнă çичĕ çивĕт,
çиччĕшне те — çутă хăюран.

Тен, çулсем Саврăшпуçне çитерĕç?
Инçех мар курнать кунтан Савкаç.
Савкаçра хĕрсем халь те чипер-и?
Улахсем лараççĕ-и каç-каç?

Вĕсене паллаттăм эпĕ лайăх.
Кашниех — илемлĕ те маттур.
Вĕсем пурте ытарми сар кайăк.
Кашниех — хаваслă та сатур.

Кашниех-тĕр — çут тĕнче илемĕ.
Саади те курнă тет çапла.
Ман чуна çеç курманни иленнĕ.
Курăнмасть хăй хĕрĕх çул ытла.

Яшă ĕмĕр хаклă теççĕ, хаклă,
маншăн та пит хаклă, иçмасса.
Пур пĕрех калатăп эп, çапах та:
каясси пулмасть пуль Шираза.

Унта мар-тăр, Саврăша халь кайăп.
Чун савни сăнарĕ ман унта
сăнарланнă — ытарми сар кайăк.
Сарă кайăк — савнăç поэта.

6.

Юлманах пуль эс, хуçа, кĕрÿсĕр?
Юлманах пуль мăшăрсăр тăрса
куçăмпа хальччен курман хĕрÿ сан —
куç умне юмаххăн курăнса?

Вăл пулма пултарнă манăн арăм.
Темшĕн-çке — тухса та курăнман.
Кĕрĕвÿ эп ĕнтĕ пулаймарăм.
Эсĕ пулаймарăн хуньăм ман.

Чĕрери кăварлă хĕрĕве те,
ĕмĕтри çутта та пытарса
пĕр ÿпкевсĕр тухса кайрăм эпĕ,
тухса кайрăм эпĕ тав туса.

Ах, тепре çапла тăман тухинччĕ!
Ах, тепре курасчĕ тамаша.
Ман тепре çĕтсе çÿрессĕм килчĕ,
ас туса юр хĕвнĕ Саврăша.

Эп хавас — ан тив, çапса ÿкерччĕр.
Хывса илччĕр, кам мĕн илеет.
Тĕп тума çеç, тĕп тума уркенччĕр
е ан тĕшмĕртейччĕр — телее.

Тĕттĕмре, çĕрле таçтан килÿçĕн,
такăнса манран ыр хĕрача тĕлĕнтĕр:
"Ах, кам-ши ку — вил ÿсер?"
Тĕлĕнтĕр, ан тартăр хăраса...

7.

Савнă хĕрĕн çăлтăр куçĕсем
юратса пăхмарĕç ман çине.
Саврăшăн тăманлă каçĕсем
савăнăç кÿмерĕç чĕрене.

Савнă хĕрĕн çепĕç пÿрнисем
сĕртĕнсе курмарĕç кăтрама.
Сĕртĕнеймĕç Турă пÿрмесен.
Кăмăл хуçĕк, пуçăм пăтранать.

Савнă хĕрĕн çÿп-çÿхе тути
йăл кулмарĕ тем пăшăлтатса.
Тен, вăл, хĕр тутийĕ — пыл тути?
Кураймарăм эпĕ тутанса.

Савнă хĕрĕн чĕвĕл чĕлхине
ман илтсе пулмарĕ çавăн чух.
Хурлăх пусрĕ çамрăк чĕрене,
тăвăрланчĕ, çунчĕ çамрăк чун.

Ĕнтĕ ĕмĕр хурлăн сĕтĕрнеп.
Ĕнтĕ ĕмĕр тăлăх та пĕччен.
Савнă хĕрĕн çутă сăнарне
пур пĕрех манмастăп халиччен.

8.

Курăнсам, тухсамччĕ куç умне.
Эс мĕн ятлă: Лейла, Марине?
Хуть мĕн ятлă пул, тухсам, тухсамччĕ,
лăплантар шуйханнă чĕрене.

Эс пĕлетĕн — мĕн вăл çил-тăман,
эс пĕлместĕн — пĕтрĕ пурнăç ман.
Çил-тăманĕ халь те ахăрать те,
çавăнпа чĕрем те лăпланман.

Çавăнпа хĕрхенччĕ эс пăртак,
курăнсамччĕ кăмăлу пуртан.
Ватлăхра хуть çулăмлă чĕреçĕм
лăпкăраххăн таптăр кăкăрта.

Çамрăк чух вăл пулчĕ: куртăм шар.
Пулăшрăн — пурнатпăр уйрăмшар.
Тăна кĕтĕм — эс тарса пытаннă.
Тух, килсе ларсамччĕ юнашар.

Ас илсессĕн çавă юр-кĕрте,
ыйхăсăр ларатăп çур çĕрте.
Курăнмарăн эс, чун лăпланмарĕ.
Хĕрхенместĕн-шим вара пĕртте?

Кам пĕлет эс Лейла маррине?
Тен, чăнах та эсĕ Марине?
Мĕншĕн курăнмасăрах тухатрăн,
ĕмĕрлĕх вырнаçрăн чĕрене?

9.

Нихăçан парса курманччĕ маххă,
пуç пĕкес йăла вăл маншăн мар.
Анчах эп те чул чĕреллĕ мар-ха,
эпĕ те пĕлетĕп макăрма.

Иртрĕ пурнăç, пĕтрĕ, — макăратăп,
хурланса асаплăн пуç усап,
асăмра çурхи сăнсем куратăп:
çил-тăманлă каç — çурхи шур сад.

Шурă тĕтĕм тейĕн, шур юр тейĕн
çавăрса илейнĕ садсене.
Эп унта утса çÿреп телейлĕн,
эп унта çуретĕп пĕчченех.

Нихăçан кун пек илемлĕ, тарăн
туйăмсем пулманччĕ ĕлĕкрех.
Весем пулнă мĕскĕн те мăнтарăн.
Çаврăннă эп хурлă тĕлĕкре.

Кам эс маншăн? Маншăн эс сар кайăк.
Маншăн эсĕ пурнăçри тивлет.
Нихăçан сана эп манса каймăп —
ас илÿ чуна кайса тивет.

Эсĕ вăл, эс — манăн ăраскалăм.
Ас илеп те çеçкери сада,
сан сăнна курах каятăп - калăн,
çав садран сана эп ăсатап...

Çил-тăманлă каç ][ Михаил Сениэль / Mihail Seniel

Иван Егорова
Чупрăм-тухрăм урама
чун савнине шырама.
Çунтăм, тупасси пулмарĕ,
çулăм хыпрĕ чунăма.
Чун савнийĕм, чун савни,
ытла путсĕр самани.
Кала, тусăм: тупăнсассăн
савăн-и е савмăн-и?
Чун савнине савасси —
вăхăтлăха савнасси,
вăрахлăха савăнмашкăн
хама мĕскер сунас-ши?

Аякран килсен ăш çумăр ][ Георгий Ирхи / Keorkĭj Irhi

Аякран килсен ăш çумăр,
Аслатийĕ кĕрлесен,
Хăрамасăр утрăн çуммăн
Урама илем кÿрсе.
Сунчăк карăнчĕ пуç çийĕн...
Çул çинчи кÿлленчĕксем—
Çук иккен! — Пăхмарĕç сиввĕн,
Иртнĕ майăн ик этем.
Аслати те мăкăртатрĕ,
Кĕр! кĕрлерĕ те — самант
Пĕлĕт тăрăх тăкăртатрĕ
Урапи леш урама.
...Çак ÿкерчĕк тухрĕ чĕррĕн
Ас илсессĕн çав куна
Сан та эрешленĕ тĕрĕ —
Евитленĕ самана.

Анне патĕнче ][ Галка Ваçлейĕ / Kalkkă Vaşlejĕ


C. Есенин майлă

Ыран ир вăратсамччĕ, аннеçĕм,
Эс мана шурăмпуç тĕлнелле.
Аякран пур хыпар çыру вĕççĕн,
Манăн хаклă хăнам килмелле.

Ир ирех сывлăмпа çитĕ тусăм
Шăплăхра шăпчăксем вăрансан.
Ытамра сирĕлĕ пирĕн тунсăх,
Туххăмах кайĕ кун çуталса!

Тĕмсĕлсе кĕтнĕрен кăмăл тулĕ,
Шăнăçаймĕ хаваслăх пÿртре.
Чечекпе чÿхенен улăх çулĕ
Хырлăха ертсе кайĕ пире.

Темиçе çул пулман уявра эп,
Унчченхи хĕрĕве çĕнетсе,
Купăса пĕрпĕхcех тăсса ярăп —
Шăранса йĕрĕç йĕс чĕлĕхсем!

Çак сăваплă çĕрте эп кун курнă,
Уй-хир илнĕ ынат ытамне.
Ах, шăпаçăм, ан кур тек хĕн-хурлăх,
Ан аса ил, аннем, иртнине.

Çапах пур ман эс панă пĕр пиллĕх:
"Несĕле эс упра, ят-чысна".
Сан пата час килеймĕп, тен, ÿлĕм
Эп, аннеçĕм, юри асăнса.

Эппин, хамăрăн хаклă хăнашăн
Кĕрекемĕр тулли пултăрах.
Çĕр çинче çĕнĕ юрă хывмашкăн
Эпир тивĕç манми туслăхра!

Юлашкинчен калани (Василий Волгин çинчен) ][ Al’părt Kanash / Альберт Канаш

1953 çулхи çуркунне.
— Кĕрĕр, кĕрĕр! — тенĕ хыççăн чаршав уçăлчĕ те, ман пÿлĕме пĕр çамрăк çын кĕрсе тăчĕ. Кĕлетки çÿллĕ, çирĕп, пăхсан-салтак ятне кĕнĕ каччă темелле. Сăн-сăпатран пит чипер çын.
— Волгин чăрмантарас тет-ха сире, — хаюсăртарах тăсрĕ вăл аллине.
«Василий Волгин çакă иккен», шухăшларăм вара ăшăмра. Волгин сăввисене эпĕ районти «Хĕрлĕ Октябрь» хаçатра тăтăшах вуласа тăраттăм, хушăран «Ялав» журналта та кураттăм; «Шурă хурăн», «Çĕршыв чечекленет» ятлă сăввисене эпĕ темиçе хут та вуласа тухнăччĕ. Çавсене 15 çулхи шкул ачи çырать тесе шухăшламан та эпĕ ун чухне. Анчах вĕсене шăпах вăл çырнине пĕлсен, калама çук савăнтăм. Эпĕ, тăван литературăпа тăван сăмахшăн чĕререн çунаканскер, çав сăвăсен авторĕпе хăçан курнăçас та епле паллашас тесе ĕмĕтленеттĕм, хам пата кĕрсе тухаймăн-ши, тесе йыхрав ямашкăн именсе тăраттăм. Çапах та вăл хăй вĕренекен вăтам шкулта литература кружокне ертсе пынине пĕлсен, çав кружок алăпа çырнă журнал та кăларса тăнине пĕлсен — чăтаймарăм: «Сирĕн журналăра курас килет, пĕр-пĕр чух вăхăт çитерсе, хам пата керсе тухаймăр-ши?» тесе, пĕчĕк çыру çырса ятăм. Акă халь шăпах вăл килсе кĕчĕ... Çапла паллашрăм эпĕ Василий Волгинпа.
Мĕн чухлĕ калаçрăмăр-ши, мĕн çинчен кăна сăмах хускатмарăмăр-ши çав кунхине, пĕтĕмпе халь астуса та илес çук, сăмахăн вĕçĕ-хĕрри те тупăнмарĕ. Çавăнтан вара эпир унпа çывăх юлташсем пулса тăнăччĕ, пирĕн хушăра чăн-чăн туслăх пуçланса кайнăччĕ. Анчах хаяр вилĕм çак юрлама çуралнă çамрăкăн куçĕсене вăхăтсăр хуптарчĕ, вунçиччĕри Василий Волгин пайтах вăхăт йывăр чирпе асапланнă хыççăн çĕре кĕчĕ...

Волгинăн кĕске те пултаруллă пурнăçĕ çинчен шухăшланă чух мана кирек хăçан та Хусанкай Петĕрĕн çак сăмахĕсем аса килеççĕ:

«Çăлтăрсем — шултрисем, вĕттисем пĕр канашлăн
Ялкăшаççĕ уяр тÿпере...
Пĕлĕте яр çурса, метеор пĕр самантшăн
Хыпăнать те — сÿнет ĕмĕре.
Çăлтăрсем çуталаççĕ çаплах килĕшÿллĕн,
Анчах лешĕ — мĕн ĕмĕр тăршши
Курнă çын асĕнчен çухалмасть вара ÿлĕм...»


Шăпах çавнашкал «курнă çын асĕнчен çухалми» метеор евĕр тăрса юлчĕ маншăн Василий Волгин. Унăн çиçсе тăракан ăс-хакăлĕ, маттур пултарулăхĕ, ывăнма пĕлми ĕçченлĕхĕ кашни çамрăкшăн тĕслĕх пулса тăмалла пек туйăнать мана.

* * *

Василий Волгин 1937 çулхи мартăн 24-мĕшĕнче Шупашкарта В. И. Андреев журналист çемйинче çуралнă. Ашшĕ Йĕпреç районне ĕçлеме куçса кайсан, Ваççан ача чухнехи кунĕсем çав районти Хурамал ялĕнче иртет, шкула та çав ялтах çÿреме тытăнать. Вăйă-кулăра хаваслă та çивĕчскере, юлташĕсем пит юратаççĕ, вĕсемпе пĕрле вăл тăрăшса вĕренет, кĕçĕн классенчех хăйен ăсталăхне кăтартать.
1945 çулхине Андреевсем Йĕпреçе пурăнма куçаççĕ. Пĕчĕк Ваççа Йĕпреçри вăтам шкулта вĕренме тытăнать. Çак çулсенчех вăл сăвăсем çырас йĕркесене те ăнланакан пулать.
Парттă хушшине ларма пуçланă малтанхи çулсенчех ача хăйен вĕрентекенĕсене чунтан хисеплеме пĕлни, хăйне йĕркеллĕ тытма тăрăшни, мĕн вĕреннине çийĕнчех ăнланса илме пултарни курăнать. Çак пархатарлă енсене вăл çулсерен те кунсерен çирĕплетсе, ÿстерсе, тарăнлатса пырать, ăста вĕренсе лайăх çын пуласси уншăн кулленхи ĕмĕт те таса тивĕç пулса тăрать.
Вунă çула çитсен, Ваççа пионера кĕрет. Пионер мĕнле ача пулмаллине лайăх чухлать вăл, вĕренессе те, унчченхи пекех ăста вĕренет, ăна ăста вĕреннĕшĕн Шупашкара пионерсен слĕтне яраççĕ. «Тата лайăхрах вĕренес, ÿссен, Тăван çĕршывшăн усăллă çын пулас», тет вăл хăйĕн çав кунсенче çырнă дневникĕнче. Пионерсен организацийĕнче ĕçлени ăна шухăш-кăмалне аталантарма пулăшать, вăл пĕрлехи ĕçе хăнăхать, хăй тытнă ырă ĕмĕт тупсăмне çитме вĕренет, Тăван çĕршыва, Коммунистсен партине чунтан юратса хисеплеме хăнăхать. Çав вăхăтсенче çырнă сăввисенчен пĕринче, Павлик Морозовпа Саша Чекалина аса илнĕ май, акă мĕнле çырать Василий Волгин:
Эпир вĕсен ятне манмастпăр,
Тивлетлĕ халăх ĕçĕнче
Çăнĕсене умра тытатпăр,
Ĕçĕ вĕсен — чĕресенче.
Поэзи В. Волгина мĕн ачаран илĕртет. Халăх юррисене, ял çамрăкĕсем урамра савă каланине вăл çыра-çыра илет, вĕсене пăхмасăр вĕренет. Çав хушăрах тата чăваш литературине те хĕрсе вĕренме тытăнать: Иванов, Çеçпĕл, Ивник сăввисене пăхмасăр калама вĕренет, Пушкин, Лермонтов, Некрасов саввисене кун сиктермесĕр, пĕтĕм кăмăлтан çĕкленсе вулать.
Поэзипе пĕтĕм чун-чĕререн, тулли камăлтан интересленнĕ пулсан та, вăл шкулта лайăх вĕренессине те асра тытать. Пур дисцнплинăпа та ăста вĕренет вăл — литературăпа, биологипе, физикăпа, историпе, математикăпа, — вăл хăй класĕнче пуринчен малта пырать.
1950 çулта Волгин хăйĕн ашшĕ-амăшĕпе Октябрьски района куçать. Октябрьски вăтам шкулĕнче вĕреннĕ чух вăл уйрăммăнах литературăпа интересленет. Тăван поэзи, проза, критика, публицистика, юрă кĕвĕлесси чăваш халăхĕн историйĕпе культури ăна пур енчен те интереслентерет. Çак çулсенче вăл темĕн чухлĕ кĕнекесемпе хаçат-журналсем вулать.
1951 çулхи кĕркунне ун асĕнче ннхçан манăçми нахăт пулса тăратъ: Василий Волгина комсомола илеççĕ. Волгин комсомол ретĕнче те канăç мĕн иккенне пĕлмесĕр тăрăшса ĕçлет. Василий Волгина комсомолăн облаçри XXI конференци делегатне те суйланă.
Литературăпа интересленесси, ĕçлесси унăн çулсеренех уссе пырать. Шкулта вăл «Çамрăк вăй» журнал кăларма тытăнать, журналăн редакторĕ хăех. 1953 çулхи декабрьте Волгин çамрăк пнсательсен республикăри виççĕмĕш канашлăвĕнче пулать. Çав канашлура пулни ăна тата ытларах хавхалантарать, вăтам шкултан вăл медальпе пĕтерсе тухса Хусанти университета вĕренме кĕме ĕмĕтленет:
Тусăм, вăхăт çитĕ, —
Пулăпăр эпир те
Тăван çĕршĕн кирлĕ,
Усăллă çынсем.
Кăмăлсем хаваслă,
Вăй-халсем хăватлă,
Чĕрере çунатлă
Ырă ĕмĕтсем,—
тет вăл çав вăхăтра çырнă «Пуласси» ятлă сăввинче..
Анчах 1954 çулхи çуркунне вăтам шкултан вĕренсе тухасси пĕр виçĕ уйăх юлсассăн, Василий Волгмн чирлесе ÿкет; çав çулах августăн 23-мĕшĕнче унăн çулăмлă чĕри тапма чарăнать...
Василий Волгин ăста поэт пулма ĕнентерекен çамрăкчĕ. Сăвăсене вăл чăвашла та, вырăсла та çыратчĕ (вырăсла çырнă сăввисенчен иккĕшне чăвашла куçарса çак кĕнекене [«Çамрăк ĕмĕт» - vula ] кĕртнĕ). Сăвăсемсĕр пуçне вăл юрăсем те çырнă, юррисен музыкине те хăех хывнă. Çавăнпа пĕрлех вăл картинăсем ÿкерме те ăстаччĕ. Çакăн пек тĕрлĕ енлĕ çамрăк талант тăван халăхăн социализмла культурине пĕтĕм пултарулăхне парса ĕçлесшĕн çунатчĕ. Çамрăк поэтăн çак кĕнекере пичетленнĕ сăввисене ăсталăх енчен тишкĕрсе хак парас шутăм çук манăн, мĕншĕн тесен хам евĕр тин çеç пичетленме пуçланă авторшăн ун пек хăтланни сăпайлăха пĕлтерсех кайман пулĕччĕ. Тепĕр енчен каласан, вулакансем хăйсемех Волгинăн сăввисене вуланă чух унăн кĕске пурнĕçне, çулне шута илсе, хăйсем пĕлсе терĕс хак парĕç.
Творчествăлла сăпайлăхĕ — Волгинăн хăйне ÿссе пыма пулăшакан пĕртен-пĕр паллă та шанчăклă хăватчĕ. Хăйĕн сăввисем пирки мухтанарах калаçнине эпĕ пĕрре те илтмен, пĕр-пĕр сăвă çырсан та ăна редакцине яриччен темиçе хут хай тÿрлете-тÿрлете çыратчĕ, якататчĕ, çырнă сăввине пăхмасăр калама вĕренетчĕ, ыттисене вулаттаратчĕ, вĕсен шухăшĕсене пĕлсе тата лайăхрах çырма тăрăшатчĕ.
Писателĕн мораллĕ сăн-сăпачĕ Волгина нумай шухăшлаттаратчĕ. Таса чĕреллĕ çын кăна алла перо тытса хăйĕн суйланнă таса шухăшне вулакана ăшă кăмăллăн сĕнме пултарать, тетчĕ вăл юлташла калаçнă чух.
Юлашки çулсенче В. Волгин тăван чĕлхене тĕплĕн тепчесе вĕренме тытăннăччĕ, унăн çаврăнăçлă илемне, асамлă хăватне ăнкарса савăнатчĕ, çав енĕпе ÿлĕм хăй те ĕмĕрĕ тăршшĕпех пикенсе ĕçлес шанчăкпа çунатланатчĕ.
Çак кĕнекене кĕнĕ сăвăсем В. Волгин пултарулăхне пĕтĕмпех кăтартаймаççĕ пулсан та, вăл çамрĕк поэт ятĕнчен, хамăр вăхăтри пур çамрăксен шухăш-кăмăлне, таса ĕмĕчĕпе пысăк шанчăкне уçать, вĕсен ĕçĕпе паллаштарать тесе шутлама пулать. Ахальтен мар вăл хăйĕн вуниккĕре çырнă «Çамрăк ĕмĕт» сăввине çакăн пек витĕмлĕ строфапа пĕтерет:
Этем хавалне те, тĕнче илемне те
Туллин эп туятăп, Çĕршывăм-анне!
Чĕнессĕм килет сăввăмпа ман пурне те:
— Ялан малалла! Коммунизм патне!

Ма йĕретĕн, Муза? ][ Vassilĭj Volkĭnn / Василий Волгин

Ма йĕретĕн, Муза?
Ма куçна шăлан?
Чĕнменрен-и, тусăм,
Темĕн тунсăхлан?

«Вăрман тăрри тикĕс», —
Тенĕ чăваш çынĕ.
Ман кун-çулăм тирĕс,
Тикĕс пек пулин те.

Хăшпĕр чухне вăрттăн
Сивĕсем çитеççĕ.
Ун чух хĕлĕхсем те
Пăрпа витĕнеççĕ.

Ак часах çĕнтерĕ
Çут хĕвел хăвачĕ.
Хĕлĕхсем те юрă
Çĕнĕрен шăратĕç.

1954

Тунсăх ][ Василий Волгин / Vassilĭj Volkĭnn

Кĕркунне сăнĕсем илĕртеç таврара:
Вăрман ылтăн тумпа пĕркенет,
Лăпкă-лăпкă садри шăнкăр-шăнкăр шывра
Кĕленче пек тӳпе чӳхенет.

Астăватăп аван: иртнĕ çул та çапла
Кавир пек ешеретчĕ калча.
Ун чухне эп пĕрремĕш хутчен санпала
Тĕл пулсаттăм—именчĕк ача.

Сан çинчен шăп çулталăк айван пуçăмпа
Шухăшларăм эп сăвăласа.
Юрату ăшшипе хĕрнĕ яш чунăмпа
Эп шанаттăм эс те савасса...

Кĕркунне кунĕсем илĕртмеççĕ текех,
Курсанах вĕсен капăр сăнне,
Эсĕ сулхăн, сив кăмăллă пулнă пекех,
Тем хĕсет манăн яш чĕрене.

Вырăсларан Н. Евстафьев куçарнă.

Савнă тусăм тухсамччĕ... ][ Василий Волгин / Vassilĭj Volkĭnn

Кăн-кăвак тӳпере çутă çăлтăр
Паçăрах йăлкăшать йăлтăр-йăлтăр.
Вăйăра та паян тунсăхларăм,
Çавăнпах-ши ăна эп сăнарăм.

Тантăшсем савăнса юрласан та
Ман юрлассăм килмерĕ çав темшĕн,
Ах, чĕремçĕм, кама тунсăхлатăн?
Мĕнле савăк сăмах эс илтесшĕн?

Пилĕк çул ăна кĕтрĕм — сахал-им?
Ун çинчен çеç шутларăм — ахаль-им?
Паян çитрĕ яла кĕтнĕ сар хĕр,
Ун вăййа тухмаллаччĕ-çке кĕçĕр.

Анчах çук, вăл тухман кĕçĕрхи çĕр,
Хавас мар вăйăра чун-савнисĕр.
Савнă тусăм, тухсамччĕ, кĕтетĕп
Чăтас çук, ху патнах халь вĕçетĕп.

Шартах сикрĕ сасартăк чĕреçĕм,
Илтрĕм эпĕ: «Сывах-и, чĕкеçĕм»
Умăмрах ав, çиçет йăлтăр-йăлтăр
Пуçне çыхнă кĕрен пурçăн тутăр.

1954

Юлташăм, куратни, çитет кĕркунне ][ Василий Волгин / Vassilĭj Volkĭnn

Алик Петрова

Юлташăм, куратн-и, çитет кĕркунне?
Кам савмĕ ун ылтăн та капăр тумне
Часах уйрăлатпăр, часах ăсату, —
Кĕтет сана пысăк хула, институт.

Халь эсĕ каятăн; анчах та нихçан
Пĕр тантăшсемпе туслăха эс ан ман.
Уйри сукмака, шăматкун каçсене,
Ачалăхри пысăк çут ĕмĕтсене.

Эпир ак юлатпăр кунтах. Вăтам шкул
Пире те çул парĕ. Анчах килес çул...
Сана ăшăтинччĕ ман савнă салам,
Телей те сĕнем, ырă сывлăх сунам.

Ăсла-шухăшла, сан ĕçӳ тӳпере
Çӳретĕр вĕçсе çӳлерех, инçерех.
Юрат çынсене, пул хастарлă ялан,
Тăван халăхна нихăçан та ан ман.

Юлташăм, часах-çке çитет кĕркунне
Çитет пĕркенсе капăр ылтăн тумне.
Часах эс каян вĕренме: Сывă пул,
Сунатăп сана чи телейлĕ кун-çул.

1953

М. Ф. Фёдорова аса илсе ][ Василий Волгин / Vassilĭj Volkĭnn

«Виснер хĕрне çитсессĕн»...
(«Арçурирен»).

Илĕртет чуна çурхи илемлĕх,
Тишкерет ман куçăм пит инçе.
Тантăшсем, çӳрер-ха асилмелĕх
«Арçури алхаснă» уйсенче.

Çулпала утатпăр васкамасăр,
Ак, ем-ешĕл курăклă Виснер.
Ку çырма çынчен эсир мĕн калăр?..
Сăвăçа, атьсемĕр, асилер.

Сылтăмра поэтăн тăван ялĕ,
Çĕнелсе çĕкленнĕ Хурапха.
Лавраçа, Хĕветĕре тек халĕ
Арçури çӳреймĕ хăратса.

Пирĕн сăвăç çав ялта çуралнă,
Ячĕ унăн—ĕмĕр хисепре,
Вăл—тăван поэзие пуçарнă,
Ырă ĕмĕт суннă вăл пире.

Чунăма туртать кунти илемлĕх,
Куçăм тинкерет-çке инçете.
Тантăшсем, çӳрер-ха, асилмелĕх
Федоров юратнă уйсенче.

1954

Ирхи тĕлпулу ][ Vassilĭj Volkĭnn / Василий Волгин

Ирсерен эп ăна тĕл пулатăп ялан,
Ĕçчен хĕр манран ир вăранать.
Кăвак сăн ӳкерсен шурăмпуçĕ яла
Çăл патне шыв ăсма вăл анать.

Шăнкăр шыв йĕрленсе ыткăнать валак тăрăх,
Йăлкăшать кĕмĕлленнĕ витре.
Кăвак куçĕ хĕрĕн çăлти шыв пекех тăрă,
Çутă ир пек сăн-пичĕ хитре.

1954

Хурăн айĕнче ][ Vassilĭj Volkĭnn / Василий Волгин

Шурă хурăн, эс тăратăн
Сарпике пек ман умра.
Лăпкăн-лăпкăн хумханатăн, —
Вăрăм пӳлĕ те кăтра.

Пĕчĕк чух илсе килсеччĕ
Сана эпĕ вăрмантан.
Эс чеченччĕ те имшерччĕ,
Ун чух хам та эп айван.

Илемлентĕн, пысăклантăн,
Сана çук халь паллама.
Тараватлăн йыхăратăн
Сулхăнна ларса канма.

Ĕнтĕ эп те çитĕнетĕп,
Сывă ӳсрĕм çултан-çул,
Çитес çул ак пĕтеретĕп
Эпĕ, тусăм, вăтам шкул.

Ман ачалăх иртсе кайрĕ,
Час кĕреп арçын шутне.
Юрату та çулăмларĕ
Манăн çамрăк чĕрене.

Çамрăк тусăм, шурă хурăн,
Эсĕ пĕчĕккĕ чухне
Сан çинчен хывсаттăм юрă,
Юрласаттăм çуркунне.

Хамăн савнă хĕр юрлатчĕ
Çав юрра хăшпĕр чухне.
Çĕклететчĕ, çунтаратчĕ
Сассипе поэт чунне.

Ăна эпĕ юрататтăм
Мĕнпур чун-чĕремĕмпе.
Яланах çунатланаттăм
Шанчăкпа та ĕмĕтпе.

1953

Апрель

Илтĕм эпĕ чӳреченĕн пĕр хутне,
Уçса ятăм таса пӳлĕм кантăкне.
Урамра ак ырă кăмăллă апрель,
Йăлтăр-йăлтăр ялкăшать-çке çут хĕвел.

Çурхи сывлăш юхса кĕчĕ пӳлĕме,
Чун савни пек çупăрларĕ питĕме.
Ыталарĕ, вăл хускатрĕ ман ăша,
Çавăнпа эп кайрăм тарăн шухăша.

Çур хăвачĕ çулăм чĕртрĕ чĕремре,
Куç умне килсе тăратрĕ сар хĕре.
Ун илемлĕ сăнĕ халĕ ман умра...
Тухас çук вăл нихăçан та асăмран.

Эп васкавлăн чупса тухрăм урама.
Тĕл пуласшăн чунăм савнă тусăма.
Савни тухнă аслă Атăл хĕррине,
Сăнамашкăн Атăл пăрĕ кайнине.

Савнă хĕрĕн хĕвел евĕр куллинче
Куртăм ăшă апрельти пек çут тĕнче.
Вара манăн пуçри тунсăх шухăшсем
Атăл пăрĕ пекех кайрĕç сирĕлсе.

Ак утатпăр алла-аллăн унпала,
Чи телейлĕн çунат хушнă чунпала.
Тус-тăванлăн саламлать пире апрель,
Телей суннăн ялкăшать çурхи хĕвел.

1954

Савап сана сентябрĕн сулхăн каçĕ ][ Василий Волгин / Vassilĭj Volkĭnn

Савап сана, сентябрĕн сулхăн каçĕ,
Сан илемне саватăп чĕререн
Çывăх сăнсем умма килсе тухаççĕ,
Мĕн иртнине йăлтах асна илен.

Тавралăха чаршав пек хупăрланă
Вĕçĕ-хĕррисĕр тĕксĕм пĕлĕтсем;
Кĕрхи çилпе хĕрӳллĕн канашланăн
Урамсенче кашлаççĕ йăмрасем.

Кантăксенчен çут пайăрсем юхаççĕ,
Сирсе ывăтасла каç сĕмлĕхне.
Хуллен, янравлăн пралуксем юрлаççĕ,
Пуçларĕ вĕтĕ çумăр пĕрĕхме.

Ăшă пӳртре, ялйышăм, канлĕ çывăр,
Эп халь пĕччен çӳретĕп урамра.
Лере, сăртра, ман чунăмшăн чи çывăх,
Чи савнă çутă ăшшăн ялтăрать.

Çав çутăпа каç сĕмлĕхне сиретĕн,
Тăран илемлĕн куçăм умĕнче.
Ыйтатăн: тусăм, ма пĕччен çӳретĕн?
Асаилӳ çав... Урăх—нимĕн те.

Эс аякра кунтан, инçе-инçе çав,
Халь веренетĕн пысăк хулара.
Анчах сан куçусем умрах çиçеççĕ,
Ху та утатăн пек юнашарах.

Сана нумайăшĕ савма пултарĕ,
Эс ху та, тен, саван урăххине.
Ан тив, пит шел пулин те пĕрех мар-и,—
Чунтан савсам эппин эс тепĕрне

1953

Сăпка умĕнче ][ Василий Волгин / Vassilĭj Volkĭnn

Çывăр лăпкăн, чĕвĕл-кайăк,
Пĕчĕкçĕ пепкем.
Сăпкуна сиктернĕ май эп
Юрă кĕвĕлем.

Уçă, çутă та пит аслă
Умăнnи çулу,
Пултăрах пĕрмай хаваслă
Шăнкăрав-куллу.

Вăй-халне, тарне те халăх
Хĕрхенмест ĕçре, —
Пулĕ саншăн савăнмалăх!..
Чунăх, тĕлĕрех.

Тăшмансем пуçласшăн вăрçă.
Мирлĕ халăхсен
Вăй-хăвачĕ чăн та хурçă,
Çирĕп вăл темрен.
Чикĕри хурал та сыхă—
Вичкĕн куçĕсем...
Килтĕр, килтĕр тутлă ыйхă,
Çывăрах, пепкем.

Кăшт ӳссен, шкула эс кайăн.
Уроксем пĕтсен,
Килелле эс чупăн лайăх
Паллăсем илсе.
Мăюнта хĕм-галстук пулĕ;
Комсомол та шкул
Тупса парĕç пурнăç çулĕ... —
Çывăр, канлĕ пул.

Аçу пек ӳссе çитсессĕн,
Вăй кĕрсен хулна,
Инженер, тен, пулăн эсĕ,
Кайăн стройкăна.
Çĕршывра таçта та пур ĕç! —
Эс тăрăшнисем
Тусусемшĕн ырлăх кӳрĕç...
Чĕппĕм, тĕлĕрсем.

Никама та памăн эсĕ
Хăвăн телейне.
Тăшмансем вутпа килсессĕн
Хамăр çĕр çине,
Пĕр çĕкленĕн, пĕр аркатăн
Ирсĕр йăх-яха!..
Тĕлĕкре те эс кулатăн,
Путрăн ыйăха.

Вырăсларан Н. Евстафьев куçарнă.

Ĕçкĕ мыскари ][ Ваçлей Давыдов-Анатри / Vaşlej Tavytăf-Anatri

Кăçал çапла Михала,
Така пуснă ятпала,
Чĕнсе килчĕ хăнана
Хайхи услап Ваççана,
Вĕçкĕн, мăран Мируна.
Анаткасри Антуна...
Эрех-сăра тăкăнать,
Урай кашти авăнать.
Чăн авалхи йĕркепе
Ваççа сыпать черккепе,
Мирун ĕçет куркапа,
Антун ярать алтăрпа...
Ĕçсен-ĕçсен, урмăшсан,
Ăса-пуçа çухатсан,
Хайхи туссем, пĕлĕшсем,
Намăс-симĕс çук çынсем,
Сикрĕç-тăчĕç çапăçма,
Пĕрне-пĕри çунтарма.
Хайхи ӳсĕр çиллипе
Ваççа çапать черккепе,
Мирун парать куркапа,
Антун ярать алтăрпа.
Ак тамаша, япала,
Мĕскер ĕнтĕ тумалла, —
Мĕкĕреççĕ вăкăрла,
Çухăраççĕ сысналла...
— Така ĕçки пит хакла
ларчĕ, — тет халь Михала.
Ваççан хăлхи янăрать,
Мирунăн мăй ыратать,
Антун аран уткалать,
Çаплах укол тутарать.
Ирĕк парăр калама:
Вăхăт ĕнтĕ ăнланма —
Çитет ĕçсе ашкăнма,
Çын сăнарне çухатма.

Никама та... Ниме те... ][ Василий Антонов / Vassilĭj Anttonăf

Чи хăрушă та юнлă çуй пулчĕ вăл ахăр,
Вăхăт витĕр паян та килет йывăр ахрăм,
Кăн-кăвак тӳпере явăнать пек çăхан.
Вилнисем, эсĕр куç умĕнчех ак тăратăр —
Мрамор палăк çинче хушаматăр та ятăр:
Никама та манман, нимĕн те манăçман...

Çĕнтерӳçĕсем çитрĕç — телейлĕ те шавлă,
Куçсăр, сусăр, чăлах, кам урасăр — туяллă.
Хисеппе чап çинчен ун чухне шутламан.
Юхăнса çитнĕ хуçалăха çĕнетесшĕн
Тăрăшаççĕ хăйсемшĕн те пуç хунисемшĕн:
Никама та манман, нимĕн те манăçман.

Юлашки вăрçă пулĕ тесе ĕмĕтленнĕ,
Малашне ырă çеç пуласса пит ĕненнĕ,
Усала тĕнчере имĕш вырăн юлман.
Çук: паян ывăл-мăнукĕсем юн тăкаççĕ,
Вĕсене авалхи йăлапа пытараççĕ:
Никама та манман, нимĕн те манăçман.

Шел, чакать кунсерен çĕнтерӳçĕсен шучĕ —
Пĕтерет ватлăх та манайми вăрçă вучĕ,
Эсĕр йĕрсĕр çапах çĕр çинчен çухалман.
Мучи-кинемейсем, яланах асра юлтăр,
Ĕçĕрпе ĕмĕре пыракан юрă пултăр:
Никама та манман, нимĕн те манăçман.

Анне Чĕри ][ Василий Антонов / Vasilij Antonov

Анне чĕри... Мĕнле-ши вăл? Курасчĕ.
Мĕнпе ăна пулать танлаштарма?
Пĕрре çеç алăпа тытса пăхасчĕ
Те — вĕренесчĕ юйкăн юратма.

Анне чĕри... Унтан хĕрӳ вут çук-тăр
Çак уйăхлă, хĕвеллĕ тĕнчере.
Кисрентĕр çĕр, пăр çаптăр, çумăр çутăр —
Мĕн сӳниччен вăл хĕм парать пире.

Анне чĕри... Тĕреклĕ тӳсĕм кирлĕ
Пĕр канăçсăр та вăрăм ĕмĕрте
Тӳсмешкĕн, çиçĕм çирӳçи пек, пирĕн
Хуйха, йăнăшсене те сехмете.

Анне чĕри... Черчен, аманчăк, варлă,
Çын чăмăрĕ пек, ылтăн чăмакки.
Пурăнăçра пулас çук вут-кăварлă
Чĕрешĕн — ик айкки те тăвайкки.

Çулла ][ Аркадий Казанов / Arkatĭj Kasanăf

Пăхсам, пăхсам эс, вулаканăм,
Самантлăха чунпа та канăн,
Тăван тавралăха сăна:
Куратăн-и, епле илемлĕх,
Чĕре таппи — черчеккĕ хĕлĕх -
Асамлăх кӳтĕр-и сана!

Чĕнет, туртать, ем-ешĕл ырлăх:
Уй-хир тавра — мăнаçлă хырлăх,
çиçет çӳлте кăвак тӳпе...
Кашни кĕтес хăй евĕр капăр:
Çăл куç кĕвви, тӳпемлĕх, тапăр
Çыран пехетнĕ — кĕтӳпе...

Лаша курсан, чĕре хĕмхемлĕ
Нихçан манми ӳкерчĕксемлĕ
Ачалăх, çамрăклăх умра.
Мĕскер пытарăн, ял сăнарĕ
Ăша ялан, ялан çунтарĕ —
Вăл пысăк чыслăхра-сумра.

Тăван кĕтесĕн çут пехилĕ
Ытарайми тăри сассиллĕ,
Пиллерĕ хăйĕн хăватне.
Ăна манмарĕ чун йыхравĕ,
Çаплах хĕрӳллĕ ун янравĕ:
Çӳлте тытас ял-йыш ятне!

...Ăшпиллĕх чĕререн каймарĕ:
Мĕнле тивлет — тĕнче капмарĕ!
Ытамĕ ăшшăн çупăрлать.
Çăва аса илетипĕр тавлăн,
Анчах утан ытла васкавлă,
Самант — иртет те çухалать...

Çĕнĕ çул каçĕ ][ Григорий Скворцов / Krikorĭj Skvorzzof

Шак! шаккать хуллен сехечĕ,
Çеккунтсен иртет черечĕ.
Кĕç минут та, ак, тулать —
Минутран сехет пулать.

Çавăн пек иртет çулталăк,
Çĕнĕ çул уçать çĕн алăк —
Хĕл Мучийĕ, Юр пике
Килсе кĕчĕç ман киле.

Пичĕсем улма пек хĕрлĕ,
Кучченеçĕ — темĕн тĕрлĕ,
Йăл! кулли çиçет сăнра,
Сĕнсе пăхрăм эп сăра.

Симĕс чăрăш тавралла,
Питĕ савăк йышпала:
Тилĕ, кашкăр та куян —
Ташша ятăмăр вăйран.

Кĕмĕл уйăх кантăкран
Пăхса илчĕ кăшт тăрсан.
Пухрĕ çăлтăр картине,
Вăййа тухрĕ тӳпене.

Шак! шаккать хуллен сехечĕ,
Минутсен иртет черечĕ,
Ак, вун иккĕ вăл çапать,
Çĕн çула вăл ал парать.

Курантпа пĕрле хаваслăн
Хрустальсем янраç пĕр саслăн.
Çĕнĕ çул, пуçла кунна —
Раççейпех кĕтнĕ хăна.

Вăрнар районĕ, Мăньял Хапăс ялĕ

Хура кĕр те çитрĕ ][ Михаил Сунтал / Mihail Suntal

Хура кĕр те çитрĕ,
Шурă юр кăшт ÿкрĕ...
Çулçине те тăкрĕç мĕн пур йывăçсем.
Пĕр шур хурăн темшĕн,
Тен, кĕрхи илемшĕн,
Пуçĕнчен салтмарĕ тутăрне.
Тĕнчере тем тĕрлĕ пикесем те пур-тăр?
Шеп пуль курăнаççĕ арçын умĕнче?
Пĕрне çеç тем пулнă,
Хурăн пек вăл юлнă-
Чăн илем кÿрес пек пуçтарать тумне.
Пĕр енчен çĕленĕ тĕрлĕ тĕслĕ çипĕ
Курăнать сар хурăн янă эреш пек.
Акă кăштăн вĕрчĕ кĕрхи сивĕ çилĕ -
Халĕ киленетĕн шап-шур урипе!.
Темĕн чухлĕ пулĕ тĕнчере хитре хĕр.
Темĕн чухлĕ пулĕ шап-шур хурăнсем.
Анчах темĕн пулчĕ, пĕрне çеç эп куртăм,
Пĕринпе килентĕм темĕнччен...
Хура кĕр çитсеччĕ,
Шурă юр çусаччĕ...
Çулçине те тăкрĕç мĕн пур йывăçсем.
Пĕр шур хурăн темшĕн,
Тен, кĕрхи илемшĕн,
Пуçĕнчи салтмарĕ тутăрне.

Мăшăрăма халлаласа ][ Левтина Марье / Levtina Marje

Хальхи пекех ас тăватăп:
Мускав хули... театрта
"Амалия" роле вылятăп,
Çап-çамрăк хĕр ун чух тата.

Чечек çыххи спектакль хыççăн
Тыттарчĕ каччă йăл кулса.
Пĕрре курсах хама-хам вĕçнĕн
Туйса эп илтĕм, ăнланса.

"Ăçтан эсир?" - тесе ыйтсассăн,
Вăл хуравларĕ: "Пушкăртран".
"Эсир тата?..." - тĕпчет хавассăн.
"Чăрăшкасси ятлă ялтан.

Йĕпреç районĕнчи илемлĕх
Кӳрет савса чăваш çĕрне..."
"Э... вăн ăçтан çак илĕртӳлĕх..." —
Тесе вăл тăсрĕ сăмахне...
Malalli: 9

Чĕре уççи ][ Николай Карай / Nikolaj Karaj

Кил-ха, лар, мăнукăм, Ан имен, —
Хир пек анлă аслаçу чĕрçи.
Час-часах килсе çӳре. Пĕлен, —
Эп пĕччен — Эс ман чĕре уççи.

Ачалăх ][ Николай Карай / Nikolaj Karaj

Ĕçлеттерес тесе те мар,
Выçсассăн, çăкăр ыйтнăран,
Мана анне çурла тытма
Вĕрентнĕ, эп вунна пуссан.

Ята çурла аври çине
Эп çырнăччĕ хитре касса,
Уйра тупсан, Кам çурлине,
Такам та пĕлнĕ, вуласа.

Пăхмастчĕç эс камне.
Ана Виçсе паратчĕç — упален.
Выраттăмччĕ, Хыçри çынна
Хамран эп пур пĕр ирттермен.

Кашни пучах — çăкăр чĕлли,
Çакна эп пĕлнĕ пĕчĕкрен.
Пурне çине вырма палли
Çурла лартман пуль ахальтен.

Эп тунă сар кĕлтесенчен
Çавра çĕмел ӳссе ларсан,
Çут тĕнчере маншăн, ĕнен,
Унран пахи нимскер пулман...

Çиме ларсан, ĕшеннине
Туяттăмччĕ кĕлеткере.
Ачалăха эп хăш чухне
Куратăп халь те тĕлĕкре.

Эпĕ сан ][ Николай Карай / Nikolaj Karaj

Ӳпкевпе çĕнĕрен
Кăмăла эс ан хуç.
Пĕр çавра чĕререн
Юрласа чуна уç.

Мĕн пулса иртнине
Маннă эп. Эс те ман.
Çыннăн мар малашне, —
Малашне эпĕ сан.

Сунас ][ Николай Карай / Nikolaj Karaj

Сунас ерчĕ такамран
Сăрт çамки çеремленсен,
Эп апчху! апчху! тусан:
"Сывлăха", - терĕç çемçен.

"Сывлăха", - темессерен
Сунас савăнчĕ чунран.
Каç енне кĕтмен çĕртен
Лап ӳкерчĕ ураран.

Тăри ][ Николай Карай / Nikolaj Karaj

Пĕлет тенĕрен, юри:
"Тăри, - терĕм, - эй, тăри!
Юратать пулсан савни
Эс çӳле-е-е кай. Илтрĕн-и?"

Тăри тем çӳллĕшĕнче
Юрлать янкăр тӳпере
Ун юрри ытамĕнче
Савăнса тапать чĕре.

Çунса шăтнă чĕре ][ Николай Карай / Nikolaj Karaj

"Чĕрӳ сивĕ", - ӳпкелен
Пĕрле чух пĕрмай мана.
Мана мĕн йăлăхиччен
Пăхăнтартăн эс хăвна.

Пăхăнтарнăçем чĕре
Саншăн çунчĕ çав тери.
Çунса шăтнă чĕрере
Ăçтан пултăр-ха вĕри.

Этемĕн тăватă ĕмĕрĕ ][ Halăh

Этем пурнăçĕ тăватă пайран, тăватă ĕмĕртен тăрать. Пĕр ĕмĕрĕ — этем ĕмĕрĕ, тепри — лаша ĕмĕрĕ, виççĕмĕшĕ — йытă ĕмĕрĕ, тăваттăмĕшĕ — упăте ĕмĕрĕ.

Ку мĕншĕн çапла иккенне те каласа парар.

Аслă Хайпӳрен кашни чĕрĕ чуна ĕмĕр валеçсе панă чухне этем хăй ирĕккĕнех:

— Мана çирĕм пилĕк çуллă ĕмĕр те çитет! — тенĕ.

Хайпӳрен вара этеме çирĕм пилĕк çуллă ĕмĕр панă. Ытти чĕрĕ чунсем те — лаша, упăте тата ыттисем те — хăйсене кирлĕ ĕмĕр суйласа илнĕ. Кашнин ĕмĕрĕ этемĕннинчен вăрăмрах.

Çирĕм пилĕк çуллă ĕмĕр илнĕ этем хай пурăнать-пурăнать те пурнăç вĕçне çитсе пынине курать. Вилесси килмест хайхискерен. Вара вăл Хайпӳрен патне пырса йăлăнма тытăнать:

— Çĕнĕ ĕмĕр хушса парсам мана!

— Ăçтан тупам-ха эпĕ çĕнĕ ĕмĕр! — тет Хайпӳрен. — Пурне те валеçсе пĕтертĕм.

— Мĕн те пулин тусам! Çăлсам! — тархаслать этем.

Хайпӳрен вара ăна лаша ĕмĕрĕнчен çирĕм пилĕк çул татса парать.

Этем канлĕн пурăнма тытăнать. Анчах нумай та вăхат иртмест, ак, ку ĕмĕр те ирте пуçлать. Вара вăл Хайпӳрен патне татах йăлăнма каять. Лешĕ ăна йытă ĕмĕрĕнчен тепĕр çирĕм пилĕк çулне илсе парать. Пыра-киле тата упăте ĕмĕрĕнчен те çирĕм пилĕк çул татса илет те этемех парать.

Çавăнтан пуçласа этем пурнăçĕ хăй тата лаша, йытă, упăте ĕмĕрĕнчен тăрать, тет. Хăй ĕмĕрне этем йĕркеллех пурăнса ирттерет, лаша ĕмĕрĕнче выльăх пек ĕçлет, йытă ĕмĕрĕнче аллăран çитмĕл пиллĕке çитиччен, йытăллах пурăнать, ачисене йĕркене кĕртме тăрăшать, мăнукĕсене пăхать, юлашки çирĕм пилĕк çулне вара, ватăлса çитнĕскер, хăйне упăтеллех тыткалать.

Çапах та этем паянхи пек пулса çитиччен тата темĕн чухлĕ те вăхăт иртнĕ-ха. Ун пирки эпир каярах вуласа тĕплĕнрех пĕлĕпĕр. 

Этемлĕхĕн тăватă ĕмĕрĕ ][ халăх

Çитмĕл çичĕ чĕлхеллĕ, тĕрлĕ шăпаллă, тем тĕрлĕ те тертленсе пурăнакан мĕнпур çынна этемлĕх теççĕ. Этемлĕх ĕмĕрĕ вăрăм. Танкăр ирĕк панипе этемлĕх çак Çĕр-анне çинче пин-пин çул пурăнать. Маларах çырнисенченех паллă ĕнтĕ: пин-пин çул пурăнса этемлĕх темĕн те курнă. Малтанласа çынсем питĕ телейлĕ, пурте пĕртан пураннă. Çав ĕмĕре халĕ Шурă ĕмĕр теççĕ. Ун чухне çынсем ача пек таса кăмăллă пулнă. Çынсем ун чухне вилес пек ĕçлесе халтан та кайман, чир-чĕр те, асап-хуйхă та, терт-инкек те вĕсене тертлентермен.

Этемлĕхĕн мĕнпур пурнăçĕ тăватă ĕмĕре пайланмалла.

Шурă ĕмĕр хыççăн Сарă ĕмĕр пулать. Ун чухне те çынсем самаях телейлĕ-ха. Ун чухне те курайманлăх, кĕвĕçӳ çынсем хушшинче пулман. Анчах ун чухне вĕсем кахалланма тытăннă. Вĕсем чунĕ-чĕрипе те нишлĕленсе пынă. Усалсем илĕртнипе хăйсене валли иртĕхме эрех-сăра, симпыл-шерпет тума тытăннă. Çакă вара вĕсен пурнăçне чылай енчен япăхлатнă. Вĕсене турăсем те тарăхма тытăннă.

Пыра-киле вара хайхискерсем виççĕмĕш ĕмĕре те пурăнса çитнĕ.

Виççемĕш ĕмĕре Хĕрлĕ ĕмĕр теççĕ.

Шăпта лăп Хĕрлĕ ĕмĕрте ĕнтĕ çынсем ĕмĕтсĕрленме, пĕр-пĕрне кӳрентерме, тавлашма, çапăçма, пыра-киле вĕлересси патне те çитнĕ. Кун çумне кайран кĕвĕçӳ, влаçшăн çапăçасси пуçланнă. Часах вĕсем вăрçă та кăларма тытăннă. Çакăн чухне ĕнтĕ çынсем Киремете те вĕлереççĕ. Турăсен тĕнчине çитес тесе Пайпел те тума тытăнаççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ Танкăр вĕсене çитмĕл çичĕ чĕлхе парать.


Cĕlhesem Pătrashănni.  Gustave Doré (1865). Pajpel kurănat'.

Çапах та чи хăрушши вăл этемлĕхшĕн тăваттăмĕш ĕмĕр. Ăна Хура ĕмĕр тесе калаççĕ. Хура ĕмĕр вăл этемлĕхшĕн питĕ асаплă тапхăр. Ун чухне тĕнче те пĕтме пултарать. Хура ĕмĕр ан çиттĕр, тĕнче ăн пĕттĕр тесен, çынсен пурин те турăсене юраса, вĕсен ирĕкĕнчен тухмасăр пурăнмалла. Çапла кăна этемлĕх хăйне хăй упраса хăварма пултарать.

Çакăн пек пурăнса кайнă Çĕр çинче те хăçан та пулсан йĕрке пулать, нумай-нумай çул иртсессĕн вара каллех телейлĕ пурнăç çаврăнса çитме пултарать. Анчах унччен Çĕр çинче пурăнакансен хăйсен мĕнпур çитменлĕхне пĕтермелле.

Çак çынсен хушшинчи çитменлĕхсем, кăсăк йĕркесем пĕтиччен вĕсен хальхи пекех пурăнмалла, Танкăр ирĕкĕнчен пăчах та тухмалла мар.

Атте-анне йăлипех ][ Эмине / Emine

Пире пылпа хаклаççĕ
Тутар тĕнне йышăнма.
Мулласем калаççĕ:
«Кăркка пĕсехи чăпар,
Аллах ырлăхне курар!»

Пире турăшпа хăвалаççĕ
Христус тĕнне йышăнма.
Пупсем калаççĕ:
«Кăркка пĕсехи чăпар,
Туррăн телейне тупар!»

Пире хĕçпе хăвалаççĕ
Патша умне пуç тайма.
Салтаксем калаççĕ:
«Пăшал парар, хĕç парар,
Патша парнине чăтар!»

Тутар тĕнĕ, патша мурĕ —
Пире ним те кирлĕ мар.
Христус турă — ырă турă,
Эс те пире кирлĕ мар.
Атте-анне йăлипех
Пурăнар виличченех.

Атте-анне чĕлхипе ][ Эмине / Emine

Ют кайăка усрама
Пирĕн улăх ытла мар,
Хăш çĕртен вĕçсе килтĕр
Унталлах кайса пĕтĕр.

Ют йăлана юрама —
Хамăр йăла начар мар.
Хăш çĕртен ютсем килтĕр —
Унталлах кайса пĕтĕр.

Хамăр çĕр хамăр асра,
Мĕншĕн парас тăшмана?
Турă панă çĕршывра
Хамăр ларар хуçара!

Атте-анне сăмахне,
Аслаттейсен чĕлхипе
Тутарсемшĕн манас мар,
Хыт чĕреллĕ пулас мар.

Shură hut huralat’... ][ Ăsta Naştuk / Ăста Наçтук

Shură hut huralat’
Vutra şunnipe.
Etem vatălat’
Cunĕ şunnipe.
 




Vakijetsem ][ Ăsta Naştuk / Ăста Наçтук

Şurla tytsa tyr vyrman şyn
Purnăş mĕnne pĕles şuk.
Junah jaman, shüt tuman şyn
Telej mĕnne pĕles şuk.

Kam asamat kĕperĕ ajăn
Cupsa tuhmashkăn pultarajĕ,
Şav şyn tupat’ tet, ăraskal
Pulmast’ telejsĕr manashkal…

Tăvana Kĕtse Jurlană Jură ][ Ăsta Naştuk / Ăста Наçтук

Aslă şeşenhirte kălkan numaj,
Kălkan vitĕr, tăvan, casrah kil.
Ulăp tăpri şince kĕtse ilĕp,
Man hujhăna, tăvan, hăvna il.

Aslă şeşenhirte ămărt vĕşet,
Ămărtpa pĕrle, tăvan, kil.
Man savnăşa, tăvan, hăvna il.

Aslă şeşenhirte tăshman numaj
Tăshmana şĕnterse, tăvan, kil
Ulăp tăpri şince kĕtse ilĕp,
Man ărăsa, tăvan, hăvna il…

Тĕп ыйту ][ Туркил А. / Turkil A.

Ман сăввăм, ах, хитре сĕре, —
Ăна пăсмасть састаш пăсташĕ.
Çапах ыйту сĕнем сире:
"Телей тĕпелĕ ман ăçта-ши?"

Поэт пӳртне кĕре-кĕре,
Тăван-пĕтенĕн пур юлташĕ,
Вырнаçнă ав кĕрекере...
"Телей тĕпелĕ ман ăçта-ши?"

Тен, тупасси пулмасть хамран?
Çынсем, эсир çавна пĕлетĕр:
"Телей тĕпелĕ пур-ши ман?" —
Сиртен ыйтатăп эпĕ — Петĕр!

Tĕp tăvatpăr Tăshmana ][ Sarri Pattăr / Сарри Паттăр


Ănna-ănna, ănna-ănna,
Üpkev şuk man nikama
Ănna-ănna, ănna-ănna,
Par-ha tusăm, salamat.

Tăshmana tashlattarar,
Salamatpa şuntarar,
Kutran tapsa yvătar,
Tăvan şĕrten tasatar.

Ănna-ănna, ănna-ănna,
Itlĕr, tusămsem, mana.
Ănna-ănna, ănna-ănna
Tĕp tăvatpăr tăshmana.

Atte-anne şĕrĕncen
Hüteretpĕr tăshmana
Aslă Atăl hĕrrincen
Husa jatămăr ăna. 

Tuhas ta kĕres hĕrĕh alăk ][ Tutirek / Тутирек

Tuhas ta kĕres hĕrĕh alăk,
Tuhas ta kĕres hĕlĕh alăk…
Kam-shi te tuhsa, aj, kĕrĕ-shi,
Kam-shi te tuhsa kĕrĕ-shi?...

Тăшман пуçĕ кучан пек ][ Пайтул / Pajtul

Пирĕн вăрман — сĕм вăрман,
Лашмансем хуçаланман.
Вăрман тулли — ват юман,
Эпир пуçсене усман.

Тăшман килсен хĕç тытнă,
Çичĕ юта юсанă.
Кайран хыçалтан тапнă,
Тамăкалла ăсатнă.

Пирĕн улăх сарлака,
Ан кай, тусăм аякка.
Улăх тулли курăкĕ —
Чăваш çĕрĕн ырлăхĕ.

Вăрăм ешĕл курăкне
Çавасемпе çултăмăр.
Тăшман пуçĕ кучан пек,
Кучансене касрăмăр.

Ăнлантаркăч
1916
çулта Кирук юрăçă Чĕмпер кĕпернинчи Пăва уесĕнчи Палтай Упи (Палтиел) ялĕнче Каляк Минккинчен çырса илнĕ. Пĕрремĕш хут 1991 çулта "Вучах" хаçатăн 27-мĕш номерĕнче пичетленнĕ.
Кирук юрăçă çырса илнĕ "Пайтул паттăр" калавра Пайтул çак юрра "Çтаппан Раçĕнпа пĕрле тăшмансене çĕнтернĕ хыççăн юрланă", — тенĕ.




 

Тăшман айне пулмастпăр ][ Пайтул / Pajtul



Восставший Эркель Пайдул (Pălhannă Erkkel Pajtul) ][ Владимир Агеев / Vladimir Agejev
(
1990-1998, Căvash Patshalăh Musejĕ)


Тăшман пире хăратмасть,
Унран эпир тармастпăр.
Çутă хĕçе çĕклетпĕр,
Тăшман айне пулмастпăр.

Тăвăл пире тивеймест,
Сĕм вăрманта ларнă чух.
Тăшман пире çĕнеймест
Эпир туслă пулнă чух.

Пурччĕ манăн икĕ çунат ][ Пайтул / Pajtul

Пурччĕ манăи икĕ çунат,
Икĕ улăпла çунат:
Пĕр çуначĕ — Чăваш çĕрĕ,
Тепĕр çунат — Чăваш хĕрĕ —
Савнă тусăм Минисса.
Вĕçрĕм çилтăвăл касса...
Касса татрĕç çуната,
Чĕрем панчи çуната.
Çилхăван пек утăм пур,
Икĕ вăйлă аллăм пур,
Çутă хĕçĕм ялтăратăр,
Тăшман пуçĕ çук пултăр.

Ăнлантаркăч
Ку юрра 1916 çулта Кирук юрăçă Палтай Упи ялĕнчи Каляк Минккинчен çырса илнĕ.
Минисса — Пайтулăн арăмĕ е савнă хĕрĕ пулма пултаратъ.

Пире никам çĕнес çук ][ Пайтул / Pajtul

Йĕрлерĕç те виçĕ кун,
Хăваларĕç çичĕ кун;
Тытатпăрах, терĕç пуль,
Çакатпăрах, терĕç пуль.

Пире часах тупас çук
Сĕм вăрмансем пур чухне,
Пире вăйпут тытас çук
Пăши ури пур чухне.

Хупăрларĕç çичĕ хут,
Çапăçрăмăр виçĕ кун.
Çĕмĕртĕмĕр, терĕç пуль,
Пĕтертĕмĕр, терĕç пуль.

Пире улпут çĕнес çук
Алра вут-хĕç пур чухне.
Пире никам çĕнес çук
Алра çĕмрен пур чухне.



Ăнлантаркăч
Пайтулăн пуринчен те ытларах сарăлнă юрри.
Ку варианта 1916 çулта Кирук юрăçă (Арансайпик Ваçанкки Кирукĕ) ашшĕпе пĕртăван Каляк Минккинчен Палтай Упи ялĕнче çырса илнĕ.
Палтай Упи хальхи Чăвашстанри Шăмăршă районне кĕрекен ял. Вăл Хырла юханшывĕн сылтăм çыранĕнче сарăлса ларать. Халĕ ăна Палтиель теççĕ, вырăсла — Трех-Балтаево. Ку яла XVII ĕмĕр вĕçĕнче Упи-паттăр йăхĕнчен тухнă Арансайпик ывăлĕ Палтай хăй çыннисемпе куçса ларса пуçласа янă. Вĕсем унта хальхи Патăрьел районĕ çĕрĕ çинчен, Юхмапа Упăрша юханшывĕсен хушшине вырнаçнă Юхма-Упи ялĕнчен куçса пынă. Юхма-Упи колхозсем тунă вăхăтра пĕтнĕ. Пĕр пайĕ Патăрьел районĕнче Тăрăн ялĕ çумне "Красный пахарь" колхоз туса ларнă. Тепĕр пайĕ çак районти Тикешĕн мальенне куçса ларнă. Тата тепĕр пайĕ, Хырла шывĕ урлă каçса, Тутарстанри Пăва районне кĕрекен Янтукан ялĕ çумне Максим Горький колхозĕ туса ларнă. Ăна халăхра Упи-Янтукан поселкки тесе каланă.
Кирук юрăçă, граждан вăрçине хăй ирĕкĕпе кайнă та хĕрлĕ салтак пулса 1920 çулта Вильнюс хулинче шурă поляксемпе кĕрешсе пуçне хунă. Унăн хучĕсене Патăрьел районĕнчи Сăкăтри Марине аппăшĕ (Ильина Марина Васильева) упраса хăварнă.
Пĕрремĕш хут "Вучах" хаçатра (№27) 1991 çулта, утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче пичетленнĕ. Иккĕмĕш хут "Авалхи чăваш поэчĕсем" кĕнекере, 1993 çулта пичетленнĕ.

Халал ][ Пайтул / Pajtul

Питĕ сивĕ хĕл кунĕ,
Тăлăп тăхăн, хăна.
Сивĕнмест-ха çын чунĕ
Хĕл сиввишĕн кăна.

Чăвашпа чăваш пултăр
Çывăх тус та юлташ.
Кĕвĕçӳ сан ан пултăр,
Усалпа ан аташ.

Çак сăмах — ман йыхравăм,
Çак сăмах — ман халал.
Çак сăмах — ман ялавăм,
Йăлт тасалтăр усал!..

Ăнлантаркăч

1935 çулта Шупашкарта пурăнакан Иван Ильинран П.Ф.Филиппов учитель çырса илнĕ. Юхма Мишши архивĕнче упранать.


 

Эпир чăваш йăхĕнчен ][ Пайтул / Pajtul

Хура курак ялан хура, —
Шуратса пĕтерес çук.
Тăшман тени ялан кăра, —
Хăраса тарассăм çук.

Хăраса пурăнар мар, —
Эпир хамăр çĕр çинче...
Пуç усса пурăнар мар, —
Эпир чăваш йăхĕнчен.

Урхамаха йĕнерлер те
Тăшмана хирĕç каяр.
Çут хĕçе çӳле çĕклер те
Тăшмана йăлт тĕп тăвар.

Ăнлантаркăч

1937 çулта Ишек ялĕнче 90 çулхи Пархиле Федоров старикрен П.П. Юркин тĕпчевçĕ çырса илнĕ.

Эй, çилсем, кăра çилсем ][ Пайтул / Pajtul

1916 çулта Палтай Упи ялĕнче Каляк Минккиичен çырса илнĕ "Пайтул паттăр" калавра пур:

Эй, çилсем, кăра çилсем,
Ăçта кăна çитместĕр-ши?..
Ăçта кăна пулмастăр-ши,
Эй, çилсем, кăра çилсем!..

Хумсем хыççăн чупатăр,
Кимĕсене лăскатăр,
Сирĕнпе эп вĕçĕттĕм,
Тӳпене çĕкленĕттĕм.

Атăл çинче, Сăр çинче
Хырлапа Çавал çинче,
Чарлан евĕр кумăттăм,
Ирĕкре çеç пурнăттăм.

Эй, çилсем, кăра çилсем,
Ма эсир йĕретĕр-ши?..
Ма чуна илетĕр-ши,
Эй, çилсем, кăра çилсем!..

 Ку юрра Пайтул хăйне тискер тăшмансем çĕр айне касамата сăнчăрласа хупса лартсан юрланă. Ăна ун чухне темиçе юлташĕ виçĕ кĕрепенкке ылттăнла сутнă пулнă.

Чăвашсемшĕн эп кĕрешĕп ][ Пайтул / Pajtul

Кăйкăр кайăк — савнă кайăк,
Эс вĕçетĕн тӳпере.
Эс çӳлте чухне пит лайăх,
Вутлă çулăм чĕрере.

Санпала пĕрле вĕçесчĕ,
Çавалтан Атăл таран.
Савнă çĕрĕме пиллесчĕ
Араскал, телей чунран.

Чăваш çĕрĕ питĕ чаплă —
Ăмсанаççĕ тăшмансем.
Пĕлĕр халь: эп Пайтул ятлă,
Сире сутмăп, чăвашсем!..

Чăвашсемшĕн эп кĕрешĕп
Пĕрчĕ юн тумламчченех.
Хампала пĕрле чĕнетĕп
Чи маттур йĕкĕтсене.

Ăнлантаркăч
1937
çулта Марка ялĕнчи Кириле ятлă ватă юрăçран П.П. Юркин тĕпчевçĕ çырса илнĕ.



 

Чăваш тăшманĕ пĕтмелле ][ Пайтул / Pajtul

Ялтан тухса, мăн Атăл хĕррипе
Урхамаха сиктертĕм васкатса.
Кĕрешĕве чĕнеп чăвашсене, —
Хĕçе çĕклерĕм, ĕмĕт çуратса.

Вăрмансенче те аслă хирсенче
Хăравçă кайăк пек пытанар мар.
Ытарайми чăваш çĕршывĕнче,
Чăваш çынни, сассуна пар!

Кала эс хыттăн: "Эпĕр чура мар.
Чăваш тăшманĕ пĕтмелле!"
Чăваш çынни, хăватлăн сасă пар,
Чăваш çынни, хĕçне çĕкле!

Чăваш çынни, тăван, хастар пулар,
Чăваш çынни, хĕçне çĕкле!
Чăваш çылнни, халь курăр, чура мар,
Чăваш тăшманĕ пĕтмелле.

Ăнлантаркăч
1935
çулта Шупашкарта пурăнакан Иван Ильин ватă юрăçăран П.Ф.Филиппов учитель çырса илнĕ. П.Ф. Филиппов ăна 1991 çулта "Вучах" хаçат редакцине, Юхма Мишши патне упрама, май пулсан, пичетлеме ярса панă. Юхма Мишши архивĕнче упранать. 

Ej Şilsem ][ Pajtul / Пайтул

Ej, şilsem, kăra şilsem,
Ăşta kăna şitmestĕr-shi?..
Ăşta kăna pulmastăr-shi?..
Atăl şince vĕşetĕr –
Humsem hyşşăn cupatăr,
Kimĕsene silletĕr.
Ej, şilsem, kăra şilsem,
Sirĕnpe ep pyrăttăm,
Şunat sarsa vĕşĕttĕm.
Atăl şince, sir şince
Carlan pek ep cămăttăm,
Irĕkre ep şürĕttĕm.
Ej, şilsem, kăra şilsem,
Ma esir jĕretĕr-shi?..
Ma cuna kasatăr-shi?..

Ăнлантаркăч
1928-1930 çулсенче хальхи Самар облаçĕнчи Аслă Микушкел таврашĕнчи ялсенче ватă çынсенчен М.Т.Казанков (Тилли Михайли) çырса илнĕ. Валем Ахун пухса хатĕрленĕ "Палнай" кĕнекере 1973 çулта пичетленнĕ.

Hupărlarĕş Vişĕ Hut ][ Pajtul / Пайтул

Hupărlarĕş vişĕ hut,
Şapăşrămăr vişĕ kun.
Şĕmĕrtĕmĕr terĕş pul’,
Pĕtertĕmĕr, terĕş pul’.

Pire pajan şĕnes şuk,
Alra păshal pur cuhne
Pire ulput şĕnes şuk,
Alra săni pur cuhne

Jĕrlerĕş pilĕk kun,
Hăvalarĕş şicĕ kun.
Tytatpărah, terĕş pul’.
Şakatpărah, terĕş pul’.

Pire pajar tupas şuk,
Sĕm vărmanĕ pur cuhne.
Pire ulput tytas şuk
Păshi uri pur cuhne.

~~~

Хупăрларĕç виçĕ хут
Çапăçрăмăр виçĕ кун.
Çĕмĕртĕмĕр терĕç пуль,
Пĕтертĕмĕр терĕç пуль.

Пире паяр çĕнес çук
Алра пăшал пур чухне,
Пире улпут çĕнес çук
Алра сăнă пур чухне.

Йĕрлерĕç те пилĕк кун,
Хăваларĕç çичĕ кун.
Тытатпăрах терĕç пуль,
Çакатпăрах терĕç пуль.

Пире паяр тупас çук
Сĕм вăрманĕ пур чухне.
Пире улпут тытас çук,
Пăши ури пур чухне.

Ку варианта 1928-1930 çулсенче хальхи Самар облаçĕнчи Аслă Микушкел таврашĕнчи ялсенче ватă çынсенчен М.Т.Казанков (Тилли Михайли) çырса илнĕ.
Чи малтан Валем Ахун пухса хатĕрленĕ "Палнай" кĕнекере 1973 çулта пичетленнĕ. Унти ăнлантаркăчра çапла çырнă: "М.Т.Казанков каласа панă тăрăх, Пайтул ятлă чăваш С.Разинăн çывăх çынни, утаманĕ пулнă. С. Разин пăлхавне пусарнă хыççăн, Пайтул паттăра патша салтакĕсем тискеррĕн асаплантарса вĕлернĕ пулать".

Ohaterpe Ol’una ][ Ohater / Охатер

Kiltesh vărmanĕ kash-kash kashlat',
Kiltesh vărmanĕnce kashkăr ami ulat'.
Kashkăr ami hăj aşine kĕtet.
Pĕccen julassincen văl shiklenet.
Pittukassi tem tĕrlĕ pălhanat',
Pittukassi şyn sassipe tulat'.
Pit hurlansa Ol’una makărat',
Hăj savnine, Ohatere kĕtet.
"Ohaterĕm, savnă măshărăm,
Mĕnshĕn kajrăn es Shupashkara?
Shupashkarăn şurcĕsem shuri cullă,
Şynnisem vara ytla ta hura cunlă.
Vĕsem shurra kuraşşĕ hura pek,
Hurana kuraşşĕ shură pek.
Vĕsempe kalaşnin ussi şuk,
Vĕsempe hirĕşnin ussi şuk.
Ohaterĭm, savnĭ măshărăm,
Ujăh irtrĕ esĕ kajnă amăsh kilĕncen.
Mĕnshĕn kajalla kilmestĕn.
Ohaterĕm?
Mĕnshĕn shutlamastăn man şincen?
Ămărtkajăk ami pulsa vĭşse pyrăttăm,
Kashkăr ami pulsa cupsa pyrăttăm,
Esĕ ăşta ikenne pĕlsessĕn,
Esĕ mana kĕtnine pĕlsessĕn.
Kiltesh vărmanĕ kash ta kash kashlat',
Kiltesh vărmanĕn kashkăr ami ulat'.
Kashkăr aşi ami patne vaskat',
Ohater şeş Ol’una patne pyrajmast'.

Ristan Pultăm Shupashkarta ][ Ohater / Охатер

Ristan pultăm Shupashkarta
Tuhsa tartăm armana
Ristan pultĭm Husanta,
Tuhsa tartĭm vărmana.
Armanta usal armanşă
Husa jacĕ şav kunah.
Vărmanta usal vărmanşă
Jytă jacĕ şav kunah.
Armanta ta purnăş şuk.
Vărmanta ta purnăş şuk.
Hal’ ăşta kajsa căvash,
Tupăn es hăvna jultash?
Shăllă tăvălman jultash,
Şută hĕş ta man jultash.
Kashkărpa upa tata
Pulĕş pirĕnshĕn jultash.

Cănlăh Tĕnci Tumalla ][ Ohater / Охатер

Kăkshăm şyvĕ - tără shyv,
Shănkăr-shănkăr văl juhat'.
Căvash cunĕ-tasa cun,
Nim ajăpsărtan şunat'.
Kăkshăm hĕrne ep antăm,
Tără shyv ăssa ĕşme.
Şupaşkar taran şürerĕm
Tăvansene pulăshma.
Shănkăr shyvra pulă şuk,
Atma lartnă usăsăr.
Văjputsence cănlăh şuk,
Puşa tajnă usăsăr.
Alla şut hĕş tytmalla,
Vărşă hĕrne tuhmalla,
Tăshman puşne kasmalla,
Cănlăh tĕnci tumalla.

Shupashkarta Shură Pürt ][ Ohater / Охатер

Shupashkarta shură pürt,
Sari Vyrăs purănat'.
Sară Vyrăs purănat',
Hura cunpa tuslashat'.
Pirĕn jalta hura pürt,
Hura căvash purănat'.
Hura căvash purănat',
Tasa cunpa tuslashat'...

Ep kajatăp şyruşa ][ Ilaj / Илай

Atte, lasha külse par,
Picce, pushă javsa par;
Anne, tilhepe hursa par,
Asatte, urhalăh hursa par;

Appa, şuna şine lart,
Inke, hapha uşsa par.
Epĕ kajatăp şyruşa,
Vattisene văratsa…

Căvash Halăh Pit Văjlă ][ Mamic Pertej / Мамич Пертей

Hura vărmanta juman şuk,
Juman şuk ta vărman şuk.
Hura halăhra pattăr şuk,
Pattăr şuk ta halăh şuk

Sară kajăk jurri hitre,
Cepcen jurri te hitre.
Ikkĕsh te pĕrle jurlasan,
Purnăş tata ta hitre.

Căvash halăhĕ pit văjlă,
Şarmăs halăh ta văjlă.
Şak ik halăh tuslă çuhne
Parănas şuk nimle jutsene

Epir pulnă, pur, pulatpăr! ][ Petĕr Husankaj / Петĕр Хусанкай

Ĕmĕrsem irtse pyraşşĕ,
Űsterse ăs-hal mulne.
Kĕnekeşĕsem shyraşşĕ
Chăvashsen kunne-şulne.
Tinkeretpĕr malalla,
Kajrine te hal’ kuratpăr…
Manăn shuhăshămpala –
Epir pulnă, pur, pulatpăr.

Pĕr vărman pulsan etemlĕh,
Tĕrlĕ jyvăş pur unta.
Yarănsa kăna űsmeleh
Vyrăn şitĕ vărmanta.
Kasnă, vătărnă pire,
Kăklasa hărtman ta mar-tăr,
Vărlăh yulnă pur-pĕreh:
Epir pulnă, pur, pulatpăr!

Nikamran ta yutshănmasăr,
Tan hursa pur jăhsene,
Yat huma pultarnă hamăr
Hĕvele, şĕltărsene.
Ăs-puşran ta katăk mar,
Chun havalĕpe te pattăr,
Chĕrepe te shĕl-kăvar –
Epir pulnă, pur, pulatpăr!

Pirĕn yură, pirĕn tĕrĕ,
Pirĕn tűsĕmlĕ sămah
Hamărpa văl vitse kĕrĕ
Kommunizm taranah.
Chun şakna shanmi pulsan,
Manshăn shătăk ta an altăr.
Shanchăk sűnmĕ nihăşan:
Epir pulnă, pur, pulatpăr!

Şak kunchchen uprannă halăh
Măshkăllanmĕ payantan;
Hăjshĕn hăj – parne te palăk,
Purinpe te văl pĕr tan.
Pĕtĕm purnăş terchĕpe
Şĕr şyrtsa tupa tăvatpăr:
Shărăh, sivĕ e jĕpe –
Epir pulnă, pur, pulatpăr!

“Mĕn chăvash chĕlhi!” – iltetpĕr
Hăsh chuhne chăvashranah.
Jĕrĕnse păhsa iletpĕr
Un jyshshi kaşrashkana.
Kĕşşe pit văl, kĕlmĕş chun,
Kuşănah unran kulatpăr:
Űk te şurăl, hyp ta şun –
Epir pulnă, pur, pulatpăr!

Tĕrmere te, vărşăra ta –
Hut şine te chul şine
Şyrtăm, halĕ te şyratăp
Halăha ĕnennine.
Savnă halăh manpalan
Shuhăshlatăr ta kalatăr
Uşă, irĕk kămăltan:
Epir pulnă, pur, pulatpăr!

Căvash Sămahşisen Caplă Listi

Ahah Ivanĕ Ахах Иванĕ 1898 – 1920
Al’părt Kanash Альберт Канаш Albert Kanash 1928 – 1968
Aleksantăr Alka Александр Алка Aleksandr Alka / Alexander Alga 1913 – 1977
Aleksantăr Arttemjăf Александр Артемьев Aleksandr Artemjev Aleksantăr Arttemjĕf / Alexander Artemyev 1924
Aleksantăr Aslut Аслут Александр Николаевич Aleksandr Aslut 1930

Aleksantăr Jantash
Александр Яндаш Aleksandr Jandash 1914 – 1972

Aleksantăr Kalkkĕnn
Александр Алексеевич Галкин Aleksandr Galkin 1928
Aleksantăr Kălkan Александр Кăлкан Aleksandr Kălkan 1911 – 1988
Aleksantăr Klementjăf Александр Клементьев Aleksandr Klementjev 1925 – 1993
Aleksantră Lasărĕvă Александра Лазарева Aleksandra Lazareva 1917 – 1978
Aleksej Attil Аттил Алексей 1943 – 1979
Aleksej Affanasjĕf Алексей Афанасьев Aleksej Affanasjăf Aleksej Afanasjev 1925 – 1985
Aleksej Metvetĕff Алексей Медведев 1913 – 2001
Al’pină Juratu Альбина Юрату Любимова Альбина Васильевна 1959
Anattolĕj Jemeljanăf Анатолий Емельянов Anatolij Jemeljanov 1932
Anattolĭj Kipec Анатолий Кибеч Ефимов Анатолий Ильич Jeffimăff Anattolij Iljic Anatoly Kibech Anatoliy Kibech 1937

Anattol
ĕj Serep Aнатолий Сереп 1920
Anattolĭj Smolĭnn Анатолий Смолин Anatolij Smolin 1957
Anattolĕj Yhra Aнатолий Ыхра Anatolij Yhra 1948
Antton Jefrimăf Антон Ефримов Anton Jefrimov 1885 - 1921
Antrej Pettoki Андрей Петоки Андрей Петтоки Андрей Петухов 1905 - 1942
Arkkatĕj Aris Solăttăf Аркадий Арис Золотов Arkadij Zolotov 1901 – 1942

Arkkatĕj Es-hel
Аркадий Эсхель Arkadij Eshel 1914 – 1992
Arkkatĕj Kasanăf Аркадий Казанов Arkkadij Kazanov 1932
Arkkatĕj Lukkinn Аркадий Лукин 1934 – 1995
Arssenn Orlof Арсен Орлов Arsen Orlov 1918 – 1941

Arssenĭj Tarassăf Арçук Тарасов Арсений Тарасов Arşuk Tarassăf Arsenij Arssenij Tarasov 1956
Arssenttĕj Antrejăf Андреев Арсентий Кузьмич Arsentij Andrejev 1937 – 1963

Avkustă Steppanăvă Августа Степанова
Ăsta Naştuk
Ăста Наçтук 1864 – 1956
Căvash Hveti Чăваш Хвети 1810 - ?
Cĕkeş Humma Şemenĕ Чĕкеç Хумма Çеменĕ Фомин Семён Фомич 1903 – 1936
Cĕkeş L’uşşi Чĕкеç Люççи Cĕkeş Luşşi 1967
Emine Эмине 18?? – 18??
Filipp Antrejăf Андреев Филипп Андреевич Filipp Andrejev 1919
F’otăr Nikkolajăf Serkejăf Федор Николаев Сергеев Fotăr Nikolajev Fjodor Nikolajev Fedor Nikolayev 1881 - 1941
Fetossijă Isheter Федосия Ижедер Fedosija Izheder 1899 – 1990
F’otăr Pavlăf Федор Павлов Fotăr Pavlăf 1892 – 1931
Hĕvetĕr Akiver Хĕветĕр Акивер Федор Коновалов Агивер Fedor Konovalov Agiver 1943
Humma Şemenĕ Хумма Çеменĕ Семен Фомин 1903 – 1936
Hura Elmuk Хура Эльмук Kara Elmuk 1811-?

Hurlăhlă Hamuk
Хурлăхлă Хамук 18?? – 18??
Hvetĕr Şitta Хветĕр Çитта Федор Александрович Ситов 1914 – 1944
Hvetĕr Ujar Хветĕр Уяр Федор Афанасьев 1914 – 2000
Hvetĕr Mihali Хветĕр Михали / Михаил Федоров Hveti Hvetĕr Mihali Mihail F’odorov 1848 - 1904
Iknattĭj Ivanof Игнатий Иванов Ignatij Ivanov 1848 - 1885
Ilaj Илай Ilai 17?? – 17??
Ilapaj Илапай 18?? – 18??
Ilja Tăhti Илья Тăхти 1889 – 1938
Ilja Tuktash Илья Тукташ 1907 – 1957
Ilja Tumilĕnn Илья Думилин Ilja Dumilin 1911 – 1942
Ilpek Mikulajĕ Илпек Микулайĕ Ильбеков Николай Филлипович 1915-1981
Ille Tăhti Илле Тăхти / Илья Ефримов Ilja Jefrimov 1889 – 1938
Ille Tuktash Илле Тукташ Семенов Илья Семенович Тукташ 1907 - 1957
Ilpek Mikulajĕ Илпек Микулайĕ 1915 – 1981
Irină Apannĭkkăvă Ирина Абанникова Irină Apannikkăvă 1991(?)
Ioakkim Maksimăf-Koshkinnskăj Иоаким Максимов-Кошкинский Ioakim Maksimov-koshkinskij 1893 – 1975
Ion Sheremet Ион Шеремет 1969

Iossĕf Trer Иосиф Трер Дмитриев 1947
Issajăf Mĕtri Исаев Мĕтри Isajev Mĕtri 1905 – 1930
Ivan Ahrat Иван Васильевич Ахрат Константинов 1934 – 2004
Ivan Alek Алек Иван Ефремович 1919 – 1944
Ivan Antrejăf-Vinokrat Андреев-Виноград Иван Ivan Andrejev-Vongrad 1921 – 1944
Ivan Ivnik Иван Ивник 1914 – 1942
Ivan Jakkăvlĕf Иван Яковлев Ivan Jakovlev Yakovlev 1848 – 1934
Ivan Jurkkĕnn Иван Юркин Юркин Иван Николаевич Ivan Jurkin 1863 – 1943
Ivan Koslof Иван Козлов Ivan Kozlov 1887 – 1968
Ivan Krikorjăf Иван Григорьев Ivan Grigorjev 1889 - ?
Ivan Krikorjăf Иван Григорьев Ivan Grigorjev 1924 – 1979
Ivan Kusnetsof Иван Кузнецов Ivan kuznetsov 1906 – 1991
Ivan Malkaj Иван Малгай Ivan Malgaj 1911 – 1986
Ivan Mironăf Иван Миронов Ivan Mironov 1924
Ivan Muci Иван Мучи 1895 – 1946
Ivan Salampek Иван Саламбек Ivan Salambek 1906
Ivan Vashki Иван Вашки 1914
Ivan Viktărăf Иван Викторов 1901 – 1944
Ivan Vutlan Иван Вутлан Ivan Vutlan 1940
Jakkăv Turhan Яков Турхан Турхан Яккăвĕ Turhan Jakkăvĕ Jakov Turhan 1874 – 1938
Jakkăv Uhsaj Яков Ухсай Ухсай Яккăвĕ Uhsaj Jakkăvĕ Jakov Uhsaj 1911 – 1986
Jakku Jakurĕ Якку Якурĕ 1896 - ?
Jantush Şĕpritunĕ Янтуш Çĕпритунĕ Спиридон Михайлов Spiriton Mihhajlăf Spiriton Mihajlov Spiridon Mihailov Spiridon Mikhailov Yantush 1821 – 1861
Jatman Uşşi Ятман Уççи 18?? - ?
Jefrem Jellijăf Ефрем Еллиев Jefrem Jellijev 1907 – 1962

Jekkatterină Jashkĭnă Екатерина Яшкина
Jekor Affanasjăf Егор Афанасьев Jegor Afanasjev 1922 – 1980
Jelisar Apashkĕnn Елизар Абакшин Jelizar Abashkin 1916 – 1943

Jellijev Jefrem Vassiljĕvic
Еллиев Ефрем Васильевич Jellijev Efrem Vasiljevic 1907 – 1942
Jemeljan Sahharăf Maten Емельян Захаров Маден Jemeljan Zaharov Maden 1893 – 1941
Jementej Ементей 18?? – 19??
Jevă Lissĭnă Ева Лисина Eva Lisina 1970
Juhma Misshi Юхма Мишши Юхма Михаил Николаевич 1936
Jurĕj Ajtash Юрий Айташ Айташ Юрий Григорьевич Jurij Ajtash 1938
Jurĕj Nikkttĕnn Юрий Никитин Jurij Nikitin 1952
Jurĕj Petrof Юрий Петров Jurij Petrov 1936 – 1993
Jurĕj San Юрий Сан Jirĭj San
Jurĕj Skvortsov Юрий Скворцов Jurij Svortsov 1932 – 1977
Jurĕj Virjal
Юрий Виръял Jurij Virjal 1936 – 1993
Jurrki Ivanĕ Юркки Иванĕ 1881 – 1948
Kajăk Ivan Yvălĕ Leventej Molkaccof Кайăк Иван Ывăлĕ Левентей / Леонтий Молгачев Leontij Molgacev 1884 - ?
Kalină Kĕmĕl Галина Кĕмĕл 1959
Kalkkă Vaşlejĕ Галка Ваçлейĕ Kallkă Vaşlejĕ ?
Kashkăr Mikuli Кашкăр Микули 1881 – 1946

Katt'ă Aleksantrăvă Катя Александрова
Kavril Korenkkof Гаврил Кореньков Gavril Koren’kov 1884 – 1949
Karinkke Kevirli Гаврил Коренков / Каринкке Каврили Gavril Korenkov 1884 – 1949
Karsun Kaverli Карсун Каверли 18?? – 18??
Kătra Missha Кăтра Мишша 1911
Kennatĭj Ajhi Геннадий Айги Gennadij Gennady Gennadiy Aygi Aigui Ajgi 1934 – 2006
Kennatĕj Jumart Геннадий Юмарт Kennatĭj Gennadij Jumart 1938
Keorkĕj F’otărăf Георгий Федоров Georgij Fedorov 1942
Keorkĕj Krasnof Георгий Краснов Georgij Krasnov 1937
Keorkĭj Irhi Георгий Ирхи Георгий Иванович Порфирьев Keorkĕj Irhi Georgij Irhi 1949
Keorkĕj Jeffimăf Георгий Ефимов Georgij Jefimov 1928 – 2005
Keorkĕj Orlof Георгий Орлов Georgij Orlov 1925
Kerassĕm Harlampjăf Pilesh Герасим Харлампьев Пилеш 1913 – 1994
Kĕştük Kol’tsof Кĕçтÿк Кольцов Кĕçтӳк Кольцов Kĕştük Kol’tsov 1916 – 1943
Krikorĕj Alentej Григорий Алендей Grigorij Alendej 1903 – 1974
Krikorĕj Keli Григорий Кели Grigorij Keli 1901 – 1931
Krikorĕj Luc Григорий Луч Grigorij Luc 1931
Krikorĕj Krasnof Kĕşĕnni Григорий Краснов-Кĕçĕнни Grigorij Krasnov Kĕşĕnni 1908 – 1978
Krikorĕj Skvorzzov Григорий Скворцов Grigorij Skvortsov ?
Krikorĕj Timofejăf Григорий Тимофеев Grigorij Timofejev 1878 – 1937
Konstanttinn Ivanof Părtta Константин Иванов Konstantin Ivanov 1890 – 1915
Konstanttinn Petrof Константин Петров Kontsantin Petrov 1924
Kulpi Кулпи 15?? – 16??
Kurak Ivanĕ Курак Иванĕ Иван Кураков 1889 – 1942
Kurĕj Car’of Гурий Чарев Gurij Car’ov 1940
Kurĕj Komissarăf Vanter Гурий Комиссаров Вантер Gurij Komissarov 1883 – 1969
Kuşma Culkaş Куçма Чулкаç 1907 – 1971
Kuşma Pajrash Куçма Пайраш Kuşma Pairash 1906 – 1974
Kuşma Turhan Кузьма Турхан Kuz’ma Turhan 1915 – 1988
L’utmilă Sackovă L'udmila Sachkova Людмила Сачкова 1957
L’utmilă Vasiljăvă L'udmila Vasiljeva Vasilieva Vasilyeva Людмила Николаевна Васильева 1930 – 1949
L’upof’ Martjanăvă Любовь Мартьянова L’ubov’ Martjanova 1950
L’utmilă Pahmissăvă Людмила Бахмисова L’udmila Bahmisova 1955
L’utmilă Smolină Людмила Смолина L’udmila Smolina 1962
Lassa Hĕlipĕ Ласса Хĕлипĕ / Филип Аникин Filip Anikin 1881 – 1974
Lavrenttĕj Tallerăf Лаврентий Таллеров Lavrentij Tallerov 1929
Leonitt Anttonăf Антонов Леонид Илларионович Leonid Antonov 1939
Leonitt Akakkăf Леонид Яковлевич Агаков Leonid Agakov 1910 – 1977
Leonitt Majaksem Леонид Маяксем Leonid Majaksem 1938
Leonitt Rotionăf Леонид Родионов Leonid Rodionov 1915 – 1933
Levtina Marje Левтина Марье Нестерова Алевтина Никитична 1945
M. Petrof М. Петров M. Petrov 18?? – 19??
Makkar Huri Макар Хури Макар Ильин Makar Huri 1913 – 1961
Maksim Arsamassăf Максим Арзамасов Maksim Arzamasov 1853 – 1919
Maksim Jastran Максим Ястран Григорьев 1916 – 1942
Maksim Tanilăf Caltun Максим Данилов-Чалдун Maksim Danilov-Caldun 1894 – 1944
Mamic-Pertej Мамич-Пертей Mamic Pertei 15?? - 1557
Mărcak Kuli Николай Мордяков / Мăрчак Кули Nikolaj Mor’akov 1958
Markjan Utalof Маркиан Удалов
Marijă Uhsaj Мария Ухсай Мухина Marija Uhsaj 1908 – 1969
Marină Kar'akĕnă Марина Карягина Marina Kar'agina 1969
Mark Attaj Марк Аттай 1905 – 1942
Mĕtri Kipek Мĕтри Кибек Дмитрий Кипек Кибек Mĕtri Kibek 1913 – 1991
Mihhajyl Akkimăf Aruj Михаил Акимов Аруй 1895 - 1972
Mihhajyl Akkimăf Михаил Фкимов Mihail Akimov 1884 – 1914
Mihhajyl Antrejăf Андреев Михаил Александрович Mihail Andrejev 1947
Mihhajyl Pelof Михаил Белов Mihail Belov 1911 – 1982
Mihhajyl Seniel Михаил Сениэль Сениэль Михаил Павлович 1940
Mihhajyl Shevle Михаил Шевле Mihail Shevle 1887 – 1947
Mihhajyl Sirotkĕnn Михаил Сироткин Mihail Sirotkin 1908 – 1970

Mihhajyl Smirnof Михаил Смирнов
Mihhajyl Suntal Михаил Сунтал Mihail Suntal 1945
Mihhaill Tanilăf Михаил Данилов Mihail Danilov 1881 - 1937
Mitta Petĕrĕ Митта Петĕрĕ 1910 – 1944
Mitta Vaşlejĕ Митта Ваçлейĕ 1908 – 1957
Nestĕr Jankas Нестер Янгас Ефимов Nester Jangas 1909 – 1942
Nikkiffăr Mran’kka Никифор Мранька Nikifor Mran’ka 1901 – 1973
Nikkiffăr Ohhotnikkăf Никифор Охотников Nikifor Ohotnikov 1860 – 1892
Nikkiffăr Vaşankka Никифор Ваçанкка Nikifor Vaşankka 1903 – ?
Nikkittă Piccurĭnn Iakkinf Никита Бичурин Nikkittă Piccurĕnn Piccur'ăn Biccurĕn Nikita Bicurin Iakinf 1777 - 1853
Nikkolaj Ajsman Николай Айзман Nikolaj Ajzman Aizman 1905 – 1967
Nikkolaj Curpaj Николай Чурбай Колюшкин Nikolaj Curbaj 1908 – ?
Nikkolaj Ishentej Николай Ишентей Nikolaj Ishentej 1953
Nikkolaj Jefremăf Николай Ефремов Nikolaj Jefremov 1895 – 1988
Nikkolaj Jevstavjĕf Николай Евстафьев 1918 - 1986
Nikkolaj Jevtokkimăf Николай Евдокимов Nikolaj Jevdokimov 1893 – 1986

Nikkolaj Karaj
Николай Карай Карай Николай Дмитриевич 1942
Nikkolaj Kushmanăf
Николай Кушманов Nikolaj Kushmanov / Nikkolaj Kushmanăf / Nikolai Kushmanov 1949

Nikkolaj Kuşminn
Николай Кузьмин Nikolaj Kuz’min 19?? – 19??
Nikkolaj Maksimăf 1944

Nikkolaj Mol’anăf Николай Молянов Nikolaj Mol’anov / Molanăf / Molanov 1882 - ?
Nikkolaj Nikkittĕnn Николай Никитин Nikolaj Nikitin 1889 – 1969
Nikkolaj Nikkol’skĕj Николай Никольский Nikolaj Nikol’skij 1878 – 1961
Nikkolaj Patman Николай Патман Nikolaj Patman 1895 – 1945
Nikkolaj Piktemir Николай Пиктемир 1906 – 1944
Nikkolaj Polorussăf-Shelepi Николай Полоруссов-Шелепи 1885 - 1945
Nikkolaj Santrăf Николай Сандров Nikolaj Sandrov 1922 – 1989
Nikkolaj Shupuşşynni Николай Шупуççынни 1889 – 1942
Nikkolaj Solăttăf Николай Золотов Nikolaj Zolotov 1898 – 1967
Nikkolaj Terentjăf Николай Терентьев Nikolaj Terentjev 1925
Nikkolaj Tetushkĕnn Николай Дедушкин Nikolaj Dedushkin 1915 – 1995
Nikkolaj Tevetkel Николай Теветкел Петровский Теветкел Николай Александрович 1937
Nină Arttemjăvă Нина Артемьева 1947
Ohater Охатер 16?? – 17??
P'ottăr L'vof Петр Львов Petr L’vov 1932
P'ottăr Orlof Ivanof Петр Орлов Petr Orlov 1880 – 1959
P'ottăr Ossĕppăf Петр Осипов Petr Osipov 1900 – 1987
Pajtul Пайтул Paitul 16?? - 1671
Părtta Пăртта 18?? – 18??
Petĕr Ejsĭnn Петĕр Эйзин Petĕr Ejzin 1943
Petĕr Husankaj Петĕр Хусанкай 1907 - 1970
Petĕr Jalkir Петĕр Ялкир Petĕr Jalkir 1922
Petĕr Şălkuş Петĕр Çăлкуç ?
Porffirĭj Affanasjăf Афанасьев Порфирий Васильевич Afanasjev Porffirĕj Porfirij Vasiljevic / Afanasyev Porfiriy Vasilyevich 1942
Paris Căntăk Борис Чиндыков Paris Căntăk Boris Cindykov Căntăkkăf 1960
Poris Porlĕnn
Борис Борлен Boris Borlen 1934

Raissă Sarpi Раиса Сарпи Raisa Sarpi / Raisa Sarbi 1951
Roman Mihhajlăf Роман Михайлов Roman Mihajlov 1877 – 1948
Rosă Shevlepi Роза Шевлепи Roza Shevlepi 1935
Sarră Paranăvă Сарра Баранова Sarra Baranova 1930
Sarri Pattăr Сарри Паттăр 15?? – 15??
Şavaş Vaşşa Çаваç Ваççа Леонтьев Василий Леонтьевич 1906 - 1976
Şemen Elker Çемен Элкер 1894 – 1966
Şemen Mres Çемен Мрес 1887 – 1956
Serkej Cunterăf Сергей Чундеров Sergej Cunderov / Sergei Cunderov 1852 - ?
Serkej Jushkof Сергей Юшков Sergej Jushkov 1918 -
Serkej Kirillăf Сергей Кириллов Sergej Kirillov 1878 – 1966
Serkej Sorokkĕnn Сергей Сорокин Sergej Sorokin 1896 – ?
Şeşpĕl Misshi Çеçпĕл Мишши 1899 – 1922
Shavlama Шавлама 16?? – 16??
Sităr Iknatjăf Сидор Игнатьев Sergej Ignatjev 1881 – 1917
Şităr Jehrimĕ Çитăр Ехримĕ / Ефрем Сидорович Сидоров Efrem Sidorov 1846 - 1921
Sojă Aleksejăvă Алексеева Зоя Леонидовна 1960
Şpritun Shăpcăk Çпритун Шăпчăк Спиридон Толмасов 1897 – 1954
Stanislaf Kusnar Станислав Куснар Stanislav Kusnar 1948
Steppan Arlanăf Арланов Степан Stepan Arlanăf 1921 – 1942
Steppan Aslan Степан Аслан Stepan Aslan 1917 –
Steppan Lashman Степан Лашман 1895 – 1980
Stihvan Shavli Стихван Шавли 1910 – 1976
Sulttanpike Султтанпике Sultanpike 18?? – 18??
Svetlană Asamat Светлана Асамат 1952
Tajăr Timmki Тайăр Тимкки 1889 – 1917
Tal-Mărsa Тал-Мăрса / Георгий Зайцев Georgij Zajtsev 1895 – 1921
Tani Jun Тани Юн 1903 – 1977
Tanill Temităf Jultash Данил Демидов Юлташ Danil Demidov Jultash / Yultash / Yuldash 1886 - 1928
Taras Kirillăf Тарас Кириллов Taras Kirillov 1880 – 1920
Tăvanjalsem Serkej Тăванъялсем Сергей 1886 – 1956
Tenis Kortejĕf Денис Викторович Гордеев Denis Viktorovic Gordejev / Gordeev 1938
Tihăn Petĕrkki Тихăн Петĕркки Петр Тихонович Петров 1903 – 1976
Timahvi Huri Тимахви Хури 1878 – 1918
Timitrĕj Arhhippăf Димитрий Архипов Dimitrij Arhipov 1868 – 1939
Timoffej Apramăf Тимофей Абрамов Timofej Abramov 18?? – 19??
Timoffej Terentjĕf Тимофей Терентьев Timofej Terentjev 1890 – 1960
Tmitrĕj Jefrimăf Дмитрий Ефримов Dmitrij Jefrimov 1892 – 1919

Trupina Marhvi Трубина Мархви / Марфа Трубина 1888 – 1956
Tujmărsa Туймăрса 18?? – 18??
Turhan Entri Турхан Энтри 1888 – 1972
Turhan Jakkăvĕ Турхан Яккăвĕ 1874 – 1938
Turkil A. Туркил А.
Tutirek Тутирек 1731 - ?
Uhli Vlatimĕr Ухли Владимир 1914 – 1990
Uhsaj Jakkăvĕ Ухсай Яккăвĕ / Яков Ухсай Jakov Uhsaj 1911 – 1985
Ujăp Misshi Уйăп Мишши Михаил Шумилов 1911 – 1970
Valem Ahun Валем Ахун 1930
Valenttin Ahtupaj Валентин Степанович Ахтупай Степанов 1908 – 2002
Valenttin Purnajevskĕj Валентин Бурнаевский Valentin Burnajevskij 1927
Valenttină Taravat Валентина Тарават 19??
Valenttină Elpi Валентина Эльби Valentina Elbi 1913
Valerĕj Cupajăf Валерий Чубаев Valerij Cubajev
Valeri Tuktar Валери Туктар ?

Valeri Turkaj
Валери Туркай 1961
Vaşlej Tavytăf-Anatri Ваçлей Давыдов-Анатри 1917
Vaşlej Iknatjăf Василий Игнатьев Vasilij Ignatjev Ваçлей 1934 - ?
Vaşşa Anişşi Ваççа Аниççи 1893 – 1976
Vassilĕj Alaker Василий Алагер Vasilij Alager 1906 – 1988
Vassilĕj Alentej Василий Алендей Vasilij Alendej 1919 – 1989
Vassilĕj Anttonăf Василий Антонов 1949
Vassilĕj Apramăf-Irevli Василий Абрамов-Иревли Vasilij Abramov-Irevli 1882-1937
Vassilĕj Ivanof Василий Иванов Vasilij Ivanov 1879 - ?
Vassilĕj Krasnof Asli Василий Краснов-Асли Vasilij Krasnov 1900 – 1978
Vassilĕj Moccankkĕnn Василий Мочанкин Vasilij Mocankin 1892 – 1951
Vassilĕj Rshanăf Василий Ржанов Vasilij Rzhanov 1915<;br/>Vassilĕj Sem’onăf Василий Семенов Vasilij Semenov 1889 - ?
Vassilĕj Tolkof Василий Долгов Vasilij Dolgov 1922 – 1990
Vassilĕj Vaşkĕn Василий Васькин Vasilij Vas’kin 1917 – 1942
Vassilĕj Velkovan Василий Велкован / Латовмев Вазимил Легодович 1915
Vassilĭj Volk̬ĭnn Василий Волгин Vassilij Volkin 1937 - 1954
Venalĕj Saveljĕff-Saruj Веналий Савельев-Саруй Venalij Saveljev-Saruj 1926
Viktăr Rsaj Виктор Рзай Viktor Rzaj 1906 – 1970
Viktăr Avanmart Виктор Аванмарт 1961
Vittalĕj Jenĕsh Виталий Енĕш Vitalij Jenĕsh 1941
Vittalĭ Jelttŏf Виталий Елтов
Vlas Pajmen Ivanof Влас Иванов-Паймен 1907 – 1973
Vlatimĕr Levukkof Владимир Левуков
Vlatimĕr Paranăf Sĕrkke Владимир Баранов Сиркке Vladimir Baranov Sirkke 1910 – 1942
Vlatimĕr Sataj Владимир Садай 1926 – 1991
Vlatimĕr Uhli Владимир Ухли Vladimir Uhli 1914 – 1990
Volkkăvă Marijă Antrejĕvnă Волкова Мария Андреевна Volkova Maria Andrejevna 1934 – 1976