Иван Егорова
Чупрăм-тухрăм урама чун савнине шырама.
Çунтăм, тупасси пулмарĕ,
çулăм хыпрĕ чунăма.
Чун савнийĕм, чун савни,
ытла путсĕр самани.
Кала, тусăм: тупăнсассăн
савăн-и е савмăн-и?
Чун савнине савасси —
вăхăтлăха савнасси,
вăрахлăха савăнмашкăн
хама мĕскер сунас-ши?