Халăх йăлинче тупа, ант туни, шăрт тытни, причак çини паллă вырăн йышăннă. Вăл йăласен сăмахлăхĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Пурнăçăн тĕрлĕ саманчĕсенче çынсем пĕр-пĕрне, кил-йыша, ял-йыша, пат-шапа Турра (малашшăн ума пысăк тĕллев лартса) хăйсене хăйсем е çын умĕнче сăмах параççĕ. Çстла сăмах панин тĕрлĕ тĕслĕхĕсем упранса юлнă. Ача-пăча вăйăра е вĕренÿре сăмах тытни пĕр майлă, хĕрпе каччă юратса сăмах пани е кÿршĕ-аршă хирĕçсе кайса шăрт кăларни тепĕр тĕслĕ. Ялти хутшăнура, халăхпа патшалăх умĕнче тытнă сăмах пачах урăхла. Вăл сак-кун çирĕнлетнĕ йышăну вырăннех пулнă. Тупа туса пăрчак (причак) çинĕ, хĕсметрен салтак ятне вараламасăр таврăннă çынна халăхра виличченех хисеп тунă. Тупа сăмахне тытманни (чуна сутни) палăрнă çынна ял урăх-ран нихçан та шанман, тепререн тупа тутарман.
Тупа туни кирек хăçан та мĕнле те пулин ĕçпе, япалапа, пулăмпа çыхăннă. Турă, Хĕвел, Çăлтăр тата ытти хăватсен ячĕсемпе тупа тунă чухне çурта çутнă, сăхсăхнă, пĕтев (талисман) япалине çĕкленĕ. Еçпе, çĕрпе, пурлăх-ыр-лăхпа çыхăннă туиа вăхăтĕнче çăкăр, тăвар, шыв, пыл, чăкăтпа усă курнă. Чыспа тивĕçе, ирĕклĕхпе танлăха хÿтĕлеме тупа тунă чухне çын тупăк, лаша, сĕтел, ака шăрчĕ, пуртă, хĕç, шăпа патакĕ (пучушиш) тата ытти япаласем урлă алă тытса калаçнă.
Арçын çĕр кăшласа, хĕç е çĕçĕ вĕçĕнчен çăкăр çыртса (пăрчак çисе) тупа туни тĕрĕслĕхшĕн, халăхшăн, çĕршывшăн кирек хăçан та пуçа хума хатĕр-рине кăтартнă. Хĕрарăм алла ача тытса, Хĕвел çине пăхса сăмах пани чи çирĕп тупа шутланнă. Айăплă тенĕ чухне айăпне йышăнман çын çапла ăнтăхсан (тупа тусан) ăна ĕненнĕ, айăпламасăр хăварнă.
Çĕр çыртса тупа туни
***
Вăрçă-харçă ĕçне кĕрекен, çар хĕсметне тăракан арсем çĕр çыртса, çăкăр çисе, хăрт-кусар е хĕç, пуртă, ухă парса, лаша урлă алă тытса пăрчак çинĕ. Пăрчака вăйпа йышăнтарман. Этем ăна хăй килĕшсен кăна тунă.
Çĕр çыртни (кăшласа) тупа тунине чи авалхи йăла тесе шутланă. Унăн йĕрки ансат, анчах пĕлтерĕшĕ пысăк.
Хĕсмет тупин хакĕ яланах пысăк. Ăна пăснăшăн хаяррăн тавăрнă. Çар присягисем çав авалхи йăларан («пăрчак çининчен») тухнă.
Пĕр-пĕр сăлтавпа айăп тĕрĕс мар тивнĕ çын та хăй ирĕкĕпе е ыттисем ыйтнипе çĕр çыртса тупа тунă.
Ял-йыша тивекен пысăк ĕç (пушар тухни, выльăх-чĕрлĕх вилни, кереме аркатни, çын вĕлерни тата ыт. те) пулсан айăп айне лекнине ял пухăвĕ умĕнче çĕр кăшлаттарса ăнтăхтарнă.
***
Маçак-мамаксен çĕрĕ çинче, ял хапхи умĕнче тăпра кăшласа тупа тăватăп. Эсĕр мĕн хушнине нихçан та манмастăп. Сывă кайса чĕрĕ таврăн-малла полтăрччĕ. Перн ратăра сотăнчăк полман, перн ялта таркăн пол-ман, перн тăван-хорăнташра ятсăр салтак полман. Эпĕр çакна манмастпăр. Эсĕр те пире ан манăр.
Шăпа шалчине хамăрпа пĕрле илсе каятпăр, кăкăр умне чиксе çÿрĕпĕр.
Çĕр çине выртса-ларса тупа туни
***
Çĕр енĕпе, ака-çаранпа, улăх-вăрманпа çыхăннă ыйтусене татса панă чухне çĕр çине хывăнса выртса е çара кутăн ларса тупа тунă. Çĕр çине ÿксе, выртса пăсăлнă йĕркепе чирлекен нумай пулнă. Тупа тăвакан çав хăрушă чире хăй çине илме хăраман.
Айăплă çинчех çĕре ларса е выртса тупа тусан «хура çĕр тытать» тенĕ.
***
Аслă Çĕр, Çĕр амăшĕ!
Пирĕншĕн акса тăракан, утса çÿрекен çĕртен хакли çук. Сан умăнта айăплă пулсан эсĕ мана инкеке ярăн. Эпĕ айăпа кĕмен. Пулăх пар, тыр-пул пар.
Ана çĕршĕн çĕр çине лартăм. Тĕрĕсне ваттисем пĕлтерччĕр.
***
Тÿрĕ чунпа выртса çĕр кăшлатăп. Туррăн çĕрне таса пирки кăшлатăп. Хамăн чун таса пирки çутнă çуртана сÿнтеретĕп. Çын япалине эпĕ илнĕ пулсан ĕмĕр-ĕмĕр мана Турă ан каçартăр, çĕре кăшланăшăн мана çĕр çăттăр, вилсен вилĕме çĕр ан йышăнтăр. Тÿрĕ чунпа çичĕ хут сÿнтеретĕп çутнă çуртана Турă умĕнче.
***
Тÿрĕ чунпа çĕр çине выртса çĕр кăшлатăп. Туррăн таса çĕрне чун таса пирки çыртса кăшлатăп.
Ман тÿрĕ сăмах çĕре ан ÿктĕр.
***
Эпĕ сан япалусене илнĕ пулсан мана çакăнтах çĕр çăттăр. Выртса çĕр кăшлатăп!
***
Çĕрпе тупа тăвакан калать:
Эпĕ сан япалуна илнĕ пулсан çакăнтах мана çĕр çăттăр. Вара выртса çĕр кăшласа илсе ăна хăйне айăплаканне парать.
Хĕвелпе тупа туни
Вăрăпа, усал ĕçпе, сутăнчăк утăмпа айăплама пăхсан, йĕр çав çын патне илсе тухсан ăна халăх пухăвне е ваттисен хуралне чĕнтернĕ те Хĕвеле пăхса тупа тума хушнă. Ку тупа пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă, ăна калакана ÿпкеле-месĕрех каçарнă.
***
Аслă Хĕвел! Сан çине пăхса тупа тăватăп! Мана усал ĕç тунă тесе айăплаççĕ, (çавна-çавна) вăрланă теççĕ. Эпĕ тытман (вăрламан).
Хĕвелпе тупа тăватăп: курман, вăрламан! Манра айăп çук! Хĕвеле пăхса калатăп: эпĕ тытман, вăрламан, вараланман. Çуттăм сÿнтĕр. Эпĕ айăплă мар!
***
Хĕвел пăхса, уйăх пăхса, Тур умне тăрса каланă-и?
***
Чăнах-и?! Уйăх-хĕвел. — Уйăх-хĕвел, çапла!
***
Хĕвел пур, хĕвел çути пур... Эпĕ йăнăш турăм пулсан ман тĕле хĕвел ан тухтăр, ман куна хĕвел ан çутаттăр!
***
Хĕвел, илмен эп ăна. Хĕвел пор!
***
Мĕн эсĕ çын çинчен çука калаçса çÿрен: эпир хĕрсемпе ун-кун, апла та капла çÿренĕ тесе калаçса çÿрен? — Çук, Якку. Ак хĕвел! Калаçман. Ăна сăмах вĕçертнине ху та пĕлен-çке!
Тупа та Турăшăн!
***
Ăнтăхаççĕ: «Тупа та Турăшăн» — теççĕ, çĕр кăшлаççĕ, япаласем çухалсан приççак тăваççĕ; уя тухса сĕтел лартаççĕ, çăкăр хураççĕ, тăвар лартаççĕ, витрепе шыв лартаççĕ. Халăх пуçтарса кашни çынна пĕрер патак тыттараççĕ, çăкăр-тăвар çитереççĕ, куркапа шыв ĕçтереççĕ. Куна сурăх çĕтсен, така çĕтсен тăваççĕ.
Тупа та Туршăн! Уйăхшăн-хĕвелшĕн! Акă пĕлĕтри Турă, эпĕ апла ту-ман, эпĕ апла каламан! Эпĕ хам сăмах çине хам тăмасан, хам ача-пăчана ан курам! Икĕ аллăм та типсе лартăр! Çын курмасан та Турă курать!
***
Тупа та Туршăн! Эпĕ çапла туман, эпĕ ăна илмен, курман! Эй-пух, уйăх-хĕвел, пылпа кулаç, çăкăр!
***
Тупа та Туршăн! Çăкăр çиме хĕвел ан тухтăр. Çавна ан курам.
***
Тупа та Турăшăн, хĕвелшĕн те, уйăхшăн та, çак чиркÿ хĕрессишĕн те çĕр çăтса ятăр!
***
Эй-пух! Тупа та Туршăн, уйăхшăн-хĕвелшĕн!
***
Тупа та Турăшăн! Турă чунăма таттăр!
***
Тупа та Туршăн туй халăх, ĕненмесен тухса пăхăр.
***
Тупа та Туршăн, пĕлмерĕм.
***
Туршăн-хĕвелшĕн! Калаççĕ сана, Туршăн-хĕвелшĕн те илмен, пĕл-местĕп.
***
Туршăн-пÿлĕхшĕн те курман. Сана суйса калаççĕ-им?
***
Эп айăплă пулсассăн, Турă тепĕр çак вăхăта ан çитертĕр! Эп илнĕ пулсассăн Турă шыратăр.
***
Патак епле хăрнă, манăн алă, ора çанашкал хăртăр!
***
Турăçăм! Илтсемччĕ мана!
Эпĕ вăрланă пулсан манăн кĕлеткем çак тунката пек хăрса лартăр, манăн алăсемпе урасем çакă касса пăрахнă юман турачĕсем пек типсе хуçăлччăр; эпĕ айăплă пулсан манăн ÿтĕм çак хура çĕр пек пулса вырттăр!
Манăн пĕтĕм кил-йыш пĕттĕр, манăн кил-çурт пĕттĕр, алăкран тухса çÿреме тивĕçлисем алăкран кутăн тухмалла пултăр.
Пÿртри тĕтĕм алăкран мар, кайри тĕнĕрен тухтăр. Вут хутса алăк уçма алă ан юлтăр!
Ача йăтса тупа туни
Хăй тĕллевне пурнăçлас тесе çине тăрас кăмăлпа е хăйне айăплакан вуçех тĕрĕс маррине сирес тесе ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачине алла тытса тупа тунă.
Ытларах чухне кÿршĕ-аршăра, ял хушшинче ăнлантарма çук пăтăрмах сиксе тухсан, хатĕр-хĕтĕр çухалсан, ана-çаран таптансан е çавăн евĕрлĕ хирĕлчĕксем пур пулсан каланă.
***
Эсĕ мана ĕненместĕн пулсан акă сана манăн ывăл. Эпĕ тĕрĕс кала-мастăп пулсан, эпĕ сана суятăп пулсан ыран манăн куçăмсем ăна ан курччăр.
***
Çĕр çăттăр, çак çĕр çинче ан пурăнам, çак вырăнтан киле ан çитем, мĕнпур ачамсене ан курам!
Çăкăрпа тупа туни
Еç пурлăх-пуянлăхпа, çĕрпе-шывпа, пурнăçпа çыхăннă чухне тупа сăмахне çăкăрпа çирĕплетсе каланă.
Çавра çăкăра чуптуса, çăкăр чĕллине касса илнĕ, чĕлĕ татăкне çыртса чăмланă.
Г.Ф. Миллер, нимĕç историкĕ, Çĕпĕрти Кучум ханлăхĕпе (1733—1743) тата Хусан кĕпĕрнипе паллашсан пĕр юмăç чăвашсене причак тыттарни çинчен çырса хăварнă. Мăчавăр-юмăç тăвар сапнă çăкăр татăкне çĕçĕ вĕçне чикнĕ, айăплă тесе тапăннă çыннăн ăна çăварпа илсе çăтса ямалла пулнă.
Çăкăр татăкне çăтса ярсан туна сăмахне каланă.
***
Эпĕ суятăп пулсан çак çăкăр-тăвара урăх нихçан та курса астивем мар!
***
— Караçăн хĕрне вăрласа кайрĕç кĕçĕр.
— Çăкăр-тăвар те!
— Ан калаç! Çăкăр-тăвар, хам куçпа хам куртăм!
***
Çăкăр сăмси, илмен эп ăна!
***
Çăкăр-турă, курман.
***
Хам сăмаха тытаймасан хам умра çăкăр-тăвар тытмасăр пурăнăп.
***
Ей-пух, уйăх-хĕвел, пылпа кулаç, çăкăр!
Тăварпа, тăварлă шывпа тупа туни
Хăш-пĕр чухне айăпа йышăнман ача-пăчана е çынна тăвар çиме е тăварлă шыв ĕçме хушаççĕ.
Чăнах айăплă чухне вĕсем тăвар çиесшĕн мар пулаççĕ, вара суеçтерни палăрать.
Онтри мучи! Кача тăвар чăмласа тупа тăватăп. Эпĕ сирĕн пахчана кĕмен, эпĕ сирĕн пан улми йывăççисене хуçман. Тураттине кам хуçнине пĕлетĕп, анчах ăна халь тин каламастăп.
Эп кăçал никам картине те кĕмен. Кĕместĕп те. Вот.
Чун урлă алă парса тупа туни
Сăмах е тупа çирĕпнине, тĕрĕссине, шанчăклине чун урлă алă тытса çи-рĕплетнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ача урлă, салтак е хресчен лаша каçакĕ урлă, яш-кĕрĕм хăй ĕнси урлă алă парса тупа тунă.
Ĕнсе хыçĕнчен алă пани хунав ачисемпе каччăсем хушшинче ытларах тĕл пулнă. Каçару ыйтакан е тĕрĕс мар айăпланакан йĕкĕт ыттисене хăйĕн ĕнси хыçĕпе алă панă. Ку вăл хăйне çапса ÿкерме, пусса антарма ирĕк пани-пе пĕрех. Çакă уйрăмах хăйĕнчен вăйсăр, кĕçĕн, чирлĕ тантăшĕ умĕнче тунă хисеплĕ тупа шутланнă. Тупана пăсакана асат хуçать тесе хăранă.
Лаша урлă пуртăпа, хĕçпе тупа туни вăрçă-харçăра, çапăçура, сайра-хут-ра хресчен ĕçĕнче тĕл пулнă. Лаша — хресченпе салтакăн шанчăклă тусĕ. Ăна вăл чи хаклă пурлăх, чи çывăх тăван пек хакланă. Сайра-хутра чăваш вилнĕ çын тупăкĕ урлă алă тытса сăмах панă.
Масар çинче вил тăпри урлă тупа туни пуринчен те вăйлăраххи шут-ланнă. Çыннăн ытти туписене шанман чухне ăна ваттисем умĕнче калама хушнă. Çавна тума пултаракан çын сăмахне шаннă, ĕненнĕ.
Пĕр-пĕр ĕçе шантармалла е ĕçпе япала çинчен сăмах татмалла пулсан тупа тунă чухне çăкăр çыртса çирĕплетнĕ.
***
Каланă ĕçе тумасан, каланă сăмаха тытмасан манăн çак пÿрнем татăл-тăр, хул-çурăма çăпан тухтăр, пуç çине инкек антăр. Хам сăмаха тытатăпах.
***
Сăмах панине пăссан икĕ аллăм типсе лартăр! Икĕ куçăм шыçса хуплантăр!
***
Хам тăл урлă ал парам! Тата ак çĕр çыртам!
***
Акă манăн алă! Ĕнсе урлă паратăп ăна! Тĕрĕсси хыçа тăкăнмасть. Вăл пĕрех мала тухать. Тĕнче тĕрĕслĕхсĕр мар.
Çак алла ырăпа чăмăртатăр пулсан эпир ĕмĕр-ĕмĕр туслă пулăпăр. Тупа тăвар!
***
Лаша урлă алă парам! Манăн сăмах çирĕп!
Шăпа патакĕ тытса каланă тупа
Чăваш хайлалăхĕ кашни çыннăн шăпа шалчи пур тесе шутлать. Пурăннă çулсене, тунă ырă е усал ĕçсене Пÿлĕхçĕ ятарлă натак çине картса пырать-мĕн. Çав патакпа çын вилсен тупăкпа масар шăтăкне виçме усă кураççĕ, ăна чалха (лента) е тутăр-сурпан çыхса хапха умне элем пек тăратса лар-таççĕ.
Елĕк пĕр-пĕр çын çар енĕне е урăх айăппа тупа тума килĕшмесен ват-тисем ăна масар çинче «пуçушши» (пушăт иывăçĕ) тытса тупа калаттар-ма йышăннă.
Хăй шухăшне масарта выртакан несĕлĕсем умĕнче тупа туса каласан çынна урăхран хистеме пултарайман. Унăн сăмахне ваттисен канашĕн йы-шăнма тивнĕ.
***
Хамăр ратă пуçĕ Уртеми мучи тăпри умĕнче калатăп, пĕтĕм ял ватти-сен умĕнче калатăп. Ял пĕлсе тăтăр. Мана халех салтака тытса ан парăр. Манăн кăçал утăра авланмалла, эпĕ хам сăмахран тарса кайма пултарай-мастăп.
Çут тĕнче умĕнче калатăп: мана салтака тытса парса эсир виçĕ чуна тататăр!
***
Патак епле хăрнă, манăн алă-ура çакнашкал хăртăр. Эпĕ айăплă пол-сассăн мана Торă тепĕр çак вăхăта ан çитертĕр.
Чуна çухатасран каçару ыйтни
Хĕрсе кайса вырăнсăр «чунланнă» (тупа тунă) хыççăн çын хăй сăмахне çийĕнчех каялла илме пултарнă. Енчен те тупа сăмахне тунсан, суйса тупа тусан «чунĕ çĕтнĕ», «чунне çухатнă», «чуна çăтнă» тенĕ.
Чуна сутса тупа тунă çын пĕрех лекет, тавăру ăна хăйне тивмесен йăхри тăхăмĕсене йывăр тăвать тенĕ.
***
Суйса приçак илекен çын хĕн курса вилет.
***
Каçар, Турă! Хĕрсе кайса ытлашши каласа тăкрăм. Тĕрĕс мар калани, пысăклатса калани, вырăнсăр калани пулчĕ пуль. Урăх апла хăтланмăп. Çынсем те каçарччăр. Каçарăр.
Вăй киллинче, тÿр киллинче, киреметре çылăха каçарма ыйтни
Сартăш вĕрентĕвĕпе çын айăпĕ, çылăхĕ сăмахран ытларах ырă ĕç туни-пе каçать. Каçару ыйтни, ырă ĕç туни çинчен кĕлĕ е тупа калакан çын вăй киллинче, тÿр киллинче, киреметре чÿк парни парать.
Тÿр киллинче каламалли 136
Турăçăм! Пурнăç йĕркеленчĕ. Малашне те ырри сыпăнса пытăр. Тав тăватăп.
***
Çырлах, турă сули, çырлах, турă сули, çакă хур-кăвакала курса хапăл иле пар. Çырлах, турă сули, ир тăрсан та, каç выртсан та çан-çурăма çăмăллăхне пар, малалли пурнăçа аван сывлăх пар.
Киреметре каламалли
Эй, пĕсмелле, тав тăватăп, пуççапатăп, çырлах, мана хĕнне-асапне ан пар. Хамăн айванлăха пуççапса каçарттарма килтĕм, çырлах, ан пăрах. Çак сан таврашăнта ытлашши сăмах калаçнă пулин те, вылянă-кулнă пулин те, çырлах. Тунă кĕллĕме хапăл ил, эпĕ хуранлă пăттăмпа, тирĕклĕ юсманăмпа асăнатăп, витĕнетĕп, манăн айван кĕллĕме хапăл ил, эпĕ хам айванлăхăмпа йăнăшрăм, çырлах, тунă чÿкĕм-хĕллĕм вырăнлă пултăр.
Тупа сăмахĕсем ][ Халăх пултарулăхĕ / Halăh pultarulăhĕ
Tupmalli: kullenhi sunăm, Куçма Турхан, харкам сăвап
Пехилпе халал ][ Халăх пултарулăхĕ / Halăh pultarulăhĕ
Пехиле ватă çын хăйне пулăшнăшăн, пăхса пурăннăшăн тав туса ка-лать. Пехил сăмахĕпе пĕрле асăнса упрама паха парне параççĕ.
Уйрăлса каякан çын юлакансене асра тытса, усă курса пурăнма япала, укçа-тенкĕ, кил-çурт тата ытти те халалласа хăварма пултарать. Халал сăмахĕсем, халал сăввисем, халал кĕллисем пулаççĕ. Вĕсенче çирĕпленнĕ илемлĕх мелĕсемпе, çаврăмсемпе, хутламсемпе тăтăш усă кураççĕ.
***
Емĕр-ĕмĕр иксĕлми сăвап курччăр чăн чăваш тĕнне упраса хăварнă несĕлсем, вĕсен тăхăмĕсем — нимрен хăрамасăр хăйсен тĕнĕ çинчен каласа панă Ухинккел, Клемтел, Çĕнĕ Йĕлмеллĕ халăхĕ. Юлашкинчен сире Селтилет акка тунă кĕлĕ сăмахĕсене улăш-тарса çапла калам:
Пехил ÿснĕ çĕршыва, унăн сывлăшне, ывăлне-хĕрне, ваттисене, пур тăвансене, кунта килнĕ хăнасене, кунта пурăнакан пур халăх ачисене! Пехил тĕп чăваш тулашĕнче пурăнакан чăн чăвашсене, вĕсен çĕрне, шыв-не, сывлăшне, вăрманĕсене, ялĕсене! Пехил вĕсен ваттисене, çамрăкĕсе-не, выльăхне-чĕрлĕхне, пĕтĕм çут çанталăкне.
Пехил! Пехил! Пехил!
Чун тухиччен каламалли сăмах
Ылтăн Хĕвел, ылтăн Уйăх, ылтăн Çăлтăр. Тав сире пире çуратнăшăн, çĕре тăрантарнăшăн, вăрмана ăшăтнăшăн, шыва тасатнăшăн. Пехил! Пехил! Пехил!
Халал
***
Ан йĕр, хĕрĕм, виçĕ карта сурăхăмран пĕр карти сана халал.
***
Манăн поçа хăварсамăр, поçри хошпу халаллă.
Tupmalli: kullenhi sunăm, кулленхи сунăм, харкам сăвап
Пилпе сунăм-хушăм ][ Халăх пултарулăхĕ / Halăh pultarulăhĕ
Пил — асли кĕçĕннине, ача-пăчана, яш-кĕрĕме, килен-каяна, хăна-вĕрлене, çула каякана ырă сунса, парнепе е кучченеçпе пĕрле каланă сăмах.
***
Ачамсем, хĕрĕмсем! Аслисем каланине хăлхана чикме вĕренĕр: итле-ме йывăр пулĕ те, пĕлни кирлĕ пуласса ан манăр. Хушнă ĕçшĕн туртка-ланса ан тăрăр, аçăр-аннĕр пултарайми ĕç хушмĕ. Ют çын пулăшма ыйтнине илтмĕш пулса ан иртĕр. Ĕçлени çыншăн пулсан та, вĕренни хăвăршăнах пулать.
Хирĕç пыракана салам парăр, пуç тайăр. Уншăн пуç татăлса ÿкмест. Шыв ыйтакана тулли курка парăр. Уншăн шыв пĕтмест. Ватă çынна лар-ма вырăн туса парăр. Уншăн вырăн пĕтмест.
Ватăпа вĕтĕрен кулма кулăр та, хăвăр та вĕтĕ пулнине, хăвăр та ватă пуласса шута илĕр. Юратса кулнăшăн сиен пулмасть.
***
Тантăшпа тантăш пул, ваттипе ватă пул, каланине хăлхана чик, ыйт-нине туса пар. Ĕçленипе алă татăлмасть, пулăшаканăн вăй-хал катăлмасть, калаçнăшăн чĕлхе хуçăлмасть. Усал сăмаха урама ан кăлар, суя сăмаха сута ан кăлар, аçу-аннÿпе пĕр çăвартан сур. Тупнă япалана тавăрса пар, ыйтнă япалана ыр сунса пар, кирлĕ кунта хăвна та пулăшĕ. Тус-юлташа ан виртле, ватта-вĕтте — йăлт итле!
***
Çÿлте Турă, çĕрте патша. Турă ырлăх парать, патша канлĕх парать. Лайăх, çемçе чĕлхе-çăварăмпа, таса чунăмпа, ырă кăмăлпа сире пурнăç пилĕ парам. Çăкăр-тăвара мăшăрпа пĕрле ĕçсе-çимелле пултăр, пĕр варлă пурăнма ырлăх-сывлăх пултăр. Ыр çын хушшинче, ыр çын шутĕнче пу-рăнмалла пултăр. Ватта курсан — пичей темелле пултăр, çамрăксене кур-сан — шăллăм темелле пултăр. Çамрăк хĕрсене курсан — çамрăк темелле пултăр. Ача-пăчаллă пулмалла, ватăлса шурă çÿçлĕ пуличчен пурăнмалла пултăр. Карта тулли выльăх: пытекки—пытек, пăрушки—пăруш, тихи— тиха тутăр. Пыра тулли тырри-пулли, сĕтел тулли ĕçсе-çимелли ялан тăтăр. Тиха пек чупăр, тиха пек сикĕр, пиртен ирĕк!
Ырă тунăшăн пиллени
Пĕр ача ватă карчăка сăра ĕçтернĕ. Вара карчăк ырă сунса хытă кĕл кĕллепĕ.
Турă патăр çак ачана мĕн тенинчен те. Çак ача çын куçĕнчен пăхса, тĕмсĕлсе ан пурăнтăр. Мĕн тенинчен те ăна кирлĕ хăвата Турă патăр. Пурăннă çĕрте ман сăмах Кепене çиттĕр, çав ачанне çулне уçтăр!
Çамрăксене пиллени
Вĕçен кайăк та, тискер кайăк та мĕн çиес, мĕн ĕçес темесĕр пурăн-масть. Чĕкеç ир тăрса каçчен апат шырать, тăмана каç тăршшĕпе шăшие хăвалать. Мулкач турат касать, кашкăр кайăк сыхлать. Мĕн тăхăнас, мĕн пĕркенес тесе кайăк шутламасть тетĕр-им? Кайăк та сивĕре хÿтлĕх шы-рать, шăрăхран сулхăна тарать. Кайăк та йăптăх тăкса тум улăштарать.
Этем кайăк мар. Унăн апат-çимĕç ÿстермелле, унăн тумтир çĕлемелле, унăн çурт-йĕр çавăрмалла. Турă парать, çилпе хĕвелпе мĕн кирли пурте пулать тесе ларсан этем тискер кайăк пулса пурăнĕччĕ.
Этеме Турă ĕç ĕçлеме алă панă, этеме Турă шухăш шухăшлама чĕлхе панă, этеме Турă ырлăх курма кăмăл панă, этеме Турă ăсланса пурăнма ĕмĕр панă.
Турă панă ĕмĕре этемĕн пĕрле ĕçлесе, пĕрле çисе ирттермелле тунă. Тăпрапа витнĕ пуянлăх хаклă мар. Халăхпа пайланă пурлăх хаклă. Пурри-не пĕрле пайлама, çуккине халăхпа саплама пĕлекенсем халăх çинче хăватлă, çут тĕнчере сăваплă.
Ырă ĕçре ырă курса халăхпа пĕр пулма пиллетĕп сире!
Салтака каякана пиллени
Паянтан сана хамăртан уйăратпăр. Турă панă шăпаран тарса хăтăлас çук, Турă панă шăпаран пытанса юлас çук, çÿлти Турă ырлăх парать, çĕрти çĕр сухалать. Кутамкка тени тулли пултăр, кутамкка тени çирĕп пултăр, хырăм выççи ют пултăр. Ларас вырăн типĕ пултăр, каяс çулу çу пултăр, утас вырăн çатма пултăр. Ырă кăмăлпа, ырă туйăмпа килес çулу пыл пултăр. Ватă аçу-апуна чыспа пытарма Турă çавăртăр. Тăшман кулли ан пул, вăй çук тесе намăса ан юл. Улăп вăйне кăтарт, çут тĕнчерен тăшмана çухат.
Tupmalli: kullenhi sunăm, кулленхи сунăм, харкам сăвап
Ухăт ][ Халăх пултарулăхĕ / Halăh pultarulăhĕ
Чăвашла-вырăсла сăмахсарта «ухăт» сăмаха «отчитывать, врачевать чтением молитв» тесе ăнлантарнă. Ытарлатса каланă чухне вăл сăмахпа «колотить, дубасить» пĕлтерĕшпе усă курнă.
Мăчавăр айăпа кĕнĕ çынна тĕрĕссине калаттарас, айăпне йышăнтарас тесе хистесе, ÿпкелесе калакан сăмахлăх тĕсне ухăт тенĕ.
***
Ял сăмахĕ йывăр, сана ятна тивекен сăмах тухнă. Ăна пуç çинче йăтса çÿриччен чун çинчен сирсе пăрахни аван.
Ку айăпа эсĕ çын астарнипе, васканипе, нуша килнипе тума пул-тарнă. Уншăн айăплă пулсан айăпна йышăн, вара эпĕ сана айăпа каçар-малли çул-йĕре пăхăп; асапна сирĕп, ял сăмахне чарса лартăп.
Ним çукран ятра çÿрени уссăрман , каçару ыйтнипе никам та хур курман.
Таса пул! Таса пуçа элек витеймест.
***
Каçар ман айăпа, тĕнче тытан Аслă Турă! Хăвăн вĕçсĕр хăватупа тата хăватун ырă пархатарĕпе манăн тĕрĕс мар ĕçсене, вырăнлă мар шухăшсе-не, таса мар кăмăлсене тасат! Малашне йăнăш тăвасран упранма пулăш, тĕрĕс мар каласран упранма пулăш, çын сăмахĕ хыççăн каясран упранма пулăш!
Айăпсăрах айăп айне пуласран пăрăнма вĕрент! Чăннине чунпа курма пар, тĕрĕссине ăспа картма пар! Куçсене çутă курма тунă: чăн пулнине чăн пулнă тесех калама пар, суяна суя тесех сирме пулăш. Хурана хура тесех калаттар, тасана таса хальлĕнех тÿрре кăлар!
Ухмахпа пуçтахран пăрăнмалла пултăр. Усал-тĕселе, хура хаяра ирĕке кайма ан пар!
Ирĕксĕртен айăп тунăран, хам тĕрĕс мар пулнăшăн каçару ый-татăп.
Эсĕ мана каçарăн, эпĕ сарăмсăр айăпланнă ĕçшĕн те каçарăн. Анчах эсĕ пирĕн тăшмана та çаплах каçарăн-ши? Тайăк пуçа тайăнма пар! Каçăр пуçа касăнма яр!
Tupmalli: kullenhi sunăm, кулленхи сунăм, харкам сăвап
Ÿкĕт ][ Халăх пултарулăхĕ / Halăh pultarulăhĕ
Тархасласа, сĕнсе, ĕнешперсе, ăса вĕрентсе, килĕштерсе-çураçтарса, ăнлан-тарса калакан сăмахлăх тĕсне ÿкĕт тенĕ. Ÿкĕте кĕртсе каласси чăваш пурнăçĕнче халĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
***
Ырă сунса, аçу-аннÿне астуса калатăп: упран, ывăлăм, асăрханса çÿре; хăрамастăп тесе ан кала: вĕсен çилли хаяр, вĕсен ăратти усал, вĕсен йы-шĕнче намăс-симĕсе пĕлмеççĕ...
Упранакана Турă упрать, Пÿлĕх сыхлать, тăван пулăшать. Эсĕ эпĕ ка-ланă пек ту, кукаçу тата мăн акку каланисене итлесе пăх.
Ват çынсене ан хурлантар, сана тăван аçу вырăнне пулса ÿкĕтлетĕп...
Çĕр вăрланă чухне
Акă эпир сан пата, пуян, хаклă хĕр, хитре, ятлă каччăпа килтĕмĕр. Санăн пуянлăхна шутласа та кăларас çуккине эпир пĕлетпĕр. Çавăн пе-кех пирĕн каччă та сана пит хĕрÿ юратнине хак пама та çук. Эсĕ те, хаклă кин, пирĕн каччăна савса юрат, эпир ыйтнине ан пăрахăçла.
Эсĕ, кин, хĕр япалине уйсенчен те, çарансенчен, вăрмансенчен те, шывсенчен пĕтĕмпех илсе пар.
Tupmalli: kullenhi sunăm, кулленхи сунăм, харкам сăвап
Пуçтай ][ Халăх пултарулăхĕ / Halăh pultarulăhĕ
Пуçтай тесе аслă çынсенчен пил ыйтнине е сывпуллашнă чухнехи сăма-ха калаççĕ. Авал чăваш яш-кĕрĕмĕ тăван кил-йышран пуçтай сăмахĕсĕр уйрăлман.
Ывăлĕн пуçтайĕ
— Асатте-асаннесем, кукамай-кукаçисем! Атте-аннесем! Ман ума аслă çул выртрĕ, татăклă сăмах калама вăхăт çитрĕ.
Ырлăхлă ĕç пуçлас терĕмĕр, атте-анне, пехиллĕр мана çав пысăк ĕçе пуçăнма. Эсир мана мĕн пĕчĕкрен кăкăр сĕчĕпе, алă ачашĕпе юратса ÿстертĕр, таса кипкепе чĕркесе çÿрерĕр. Эсир мана мĕн ачаран мăн ма-çаксен чĕлхине вĕрентрĕр, хама кура ăнкармалăх чăнпа тăн патăр, çын турăр. Эсир мана мĕн хунавран хăвăр ĕçленĕ пек ĕçе хăнăхтартăр, ял çинче ырă ят патăр.
Асран кайми атте-анне, халĕ ĕнтĕ пиллесе ярăр мана, эпĕ сирĕнтен уйрăлатăп. Эпĕ сирĕнтен халăх йĕркипе уйрăлатăп, уйрăлатăп эсир çĕлесе парас кĕпе-йĕмрен, эсир пĕçерсе парас апат-çимĕçрен, анчах сирĕн ят-ран-шывран, сирĕн пурнăçăртан эпĕ уйрăлмастăп.
Ача-пăча амăшĕнчен ыйтать, Тăван çĕршыв салтакран ыйтать. Пурнăç йĕркеллĕ пулсан малашне сире мĕн кирлине ыйтмасăрах хамăрăн туса памалла пултăрччĕ.
Тав тăватăп сире, атте-анне, пил ыйтатăп.
* * *
Авалхи туй пилĕн кĕвĕллĕ сăмахĕ тури чăваш ялĕсенче сарăлнă. Мур-каш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрте, Элĕк районĕнчи Витеçучре, Шупашкар районĕнчи Станьялĕнче, Трак хутлăхĕнчи Именкассинче тата ытти çĕрте çырса илнĕ пĕр евĕрлĕ тĕслĕхсем ку юрă авалхи тата çирĕп йăлара пулнине кăтартать.
Пуçтай юрри умĕнче пĕр çĕрте ашшĕ-амăшĕ чĕнсе калани пур. Ăна малтан каччă юрласа калать, малалли сăмахсене пĕрле каласа е юрласа параççĕ.
Çĕнĕ çынсен туйри пуçтайĕ
***
Ах, аттеçĕм тетпĕр те, ай, аннеçĕм, Сирĕн аллăрсенче те тулли курка... Эпир юрлаласан та вĕсем иксĕлмĕç... Сирĕн чунăрсенчи ырă сăмахсем Эпир пуç таймасассăн илтĕнмĕç... Паян пирĕн сире тимлемеллех, Сирĕн те пире пиллемеллех.
(Кашни ик йĕрки çавра пек, 2-мĕш йĕркине икшер хут юрлаççĕ.)
***
Шăпăрах та шăпăр çумăр çăвать, — Хурăн айне эпир кайса ларар-и? Ах, аттеçĕм, тетпĕр те ай, аннеçĕм, Урăр айне пукан ай лартар-и? Саватăр та пулсан ай пусса ларăр, Савмастăр та пулсан ай тапса ярăр. Эсирех те ватă, ай эпир çамрăк — Сире пуççапмасăр ай пуç пулмĕ. Эсир пиллесессĕн те ай ĕмĕрлĕх, Эсир пиллемесен ай виç кунлăх. Ах, аттеçĕм, тетпĕр те ах, аннеçĕм, Эсир пире пиллĕрсем ай ĕмĕрлĕх. Эпирех те пĕр-пĕрне ай юратрăмăр Ĕмĕрлĕхех пĕрле те ай юратупа.
Tupmalli: kullenhi sunăm, кулленхи сунăм, харкам сăвап
Тархаслу ][ Халăх пултарулăхĕ / Halăh pultarulăhĕ
***
Ырă çыннăм! Турă вырăнне пул, хуçа вырăнне пул! Мана çак кĕтмен синкертен хăтăлма пулăш. Эпĕ тархасласа ыйтни ахаль пулмĕ. Ырă туни ырăпах таврăнĕ, манăн сăвап сан умна килĕ...
***
Сире, «ырă» çынсем, Турă пулăштăр. Ывăлтан ывăл тытма патăр, хĕртен хĕр тытма патăр, кинтен кин тытма патăр. Виç тĕслĕ выльăхне-чĕрлĕхне виç карта тытма патăр, пĕртен çĕре çитертĕр. Турă пĕртен пине çитертĕр. Çурт çине çурт тытма патăр, мул çине мул тытма патăр. Сутас суттине хаклатса сутма патăр, илес суттине йÿнетсе илме патăр.
Çичĕ тĕслĕ тырра çичĕ кĕлетре тытма патăр, пĕртен çĕре, çĕртен пине çитертĕр. Ăшă çилĕнчен, ăшă çумăрĕнчен çавăрса çутарса патăр Турă. Çил-тăвăлĕнчен, çумăрĕнчен аяккалла сирсе ятăр Турă. Пĕрчине патăр пăрçа пек, кутне — хăмăш пек. Сивĕ сывлăмран, сивĕ куçран аяккалла сирсе ятăр Турă.
Ултă ураллă хуртне те Атăл варринчен, тинĕс варринчен, чул хуш-шинчен куçса килмешкĕн патăр, пĕртен çĕре, çĕртен пине çитертĕр. Ка-рас çумне карас хуштăр, ама çумне аçа ертĕр.
Тиек-тăлмач умне тăрсассăн, хула-шехер хушшине кайсассăн чĕлхи-çăварĕнчен ăсне, хавне, пилне парса тăтăр Турă. Выçса килекене тăрант-са яма патăр Турă. Вăрăран, тип шартан, хури-шурĕнчен аяккалла сирсе ятăр Турă.
***
Ывăлăм! Ман ватă пуçăмпа каланă сăмахсен ÿкĕтне кĕрсемччĕ! Пулни пулнах пултăр, иртни иртмен пултăр, кĕтни çитмен пултăр, чун ыратни канăç памин пултăр. Анчах кĕтмен инкеке шăл хăйраса, усал сунса тунă теместĕп. Ĕмĕртен пĕрле пурăнтăмăр, ĕмĕртен тачă хутшăнтăмăр, нихçан та урлă пулса курман, нихçан та сивĕ сăмах каласа курман. Куллянса тăрса каçару ыйтап, çĕр çыртса тупа тăватăп, каçар, ывăлăм! Санăн пĕрле пурăнасси малалла, пурнас пурнăçра тата тем курасси пулĕ. Кÿршĕ-ар-шăна, ял-йыша [...] тăвансене каçар, пуçна тай!
Tupmalli: кулленхи сунăм, харкам сăвап
КУЛЛЕНХИ СУНĂМСЕМ ][ Халăх пултарулăхĕ / Halăh pultarulăhĕ
Çынсем пĕр-пĕрне е Турра, хĕвеле, çĕре т. ыт. калакан сунăм сăмахĕсен тĕсĕсем нумай: ыйту-тархаслу, пуçтай, ÿкĕт, витĕм, хушăм, хÿхе, пил, пехил, халал, тав, мухтав, тупа ... Вĕсем уйрăм халълĕн тĕрлĕ çĕрте, тĕрлĕ вăхăтра, тĕрлĕ çын хушшинче илтĕнеççĕ. Сунăмсемпе пилсене пурнăçри йăласенчен, пулăмсенчен уйăрма çук. Çынпа кил-йыш хушшинчи пысăк ĕçсене пурне те сăмахпа палăртса пынă. Саптака панă— пиллесе янă, качча панă— пехилле-се янă, ача çуралнă — каллех ыр сунса каланă. Çавăнпа пил-пехил сăмахĕсем çав ĕçсен йĕркисен кĕлли-сăвапĕсем шутнех кĕреççĕ. Çапах та халăхра ытти чухне те час-часах калакан ырă сунăмсем пур. Вĕсенчен хăш-пĕрисене кунта кĕртрĕмĕр, ыттисене хăйсен йăлисен йышне кĕртнĕ.
Tupmalli: kullenhi sunăm, кулленхи сунăм, сунăм, харкам сăвап
Харкам каламалли кĕске кĕлĕсем ][ Халăх пултарулăхĕ / Halăh pultarulăhĕ
Турăçăм, этем ывăл-хĕрне Сана хисеплесе пуç тайса пурăнма çут тĕнче-не кăларнине асра тытатăп. Çак йывăр сехетре хамăн халсăрлăха, айван-лăха сиссе тăратăп, çавăнпа Санăн хăвата, Санăн таса кăмăлупа ырă су-нулăхна шанса ыйтатăп: пулăш мана, хăтар мана, çăмăллăх тупма вăйна пар. Паян мана хăрушлăхра пулăшма пултаракансем сансăр пуçне никам та çук. Санран пулăшу ыйтатăп, сана кĕлĕ калатăп! Вăй пар мана!
***
Эй, Турăçăм! Çул кăтартса пыр, ертсе пыр мана, упра мана, йăлтăр çутă пар та сÿнми пайăркаллă çăлтăр ту манран. Эсĕ хăватлă та вăйлă, эсĕ ырă та сăваплă. Мана хăвăн сăвапна кăтарт. Вăй-хăват пар, ура çине тăрса малалла утма çăмăллăх ыйтатăп.
***
Манăн ывăннă чун тасалăхне упраса хăварма çирĕплĕх пар, Турăçăм, тата канăçлă кăмăла каялла тавăрса кил! Эсĕ шанчăкăм манăн, тĕрекĕм
***
манăн! Хăвăн хăватун шульăшĕпе мана халăх ĕçĕ-хĕлĕ çумне çирĕплет. Эсĕ чунтан юратнă шанчăкăм манăн!
Хăвăн ăсу-тăнун вăйĕпе, чапу-мухтавун çутипе тĕрĕс çул-йĕре кăтарт мана! Эсĕ ман ăнтăлу тĕллевне çывхартма пулăш! Хăвăн ĕмĕрех ирĕклĕ варкăшупа савăнтар мана, Турăçăм!
Санăн ĕмĕрех янăравлă сăмахху-кĕввÿсем ман чуна савăнăç кÿрсе тăраççĕ. Вĕсем ман çумра çулри юлташсем пек çывăх çÿреççĕ.
Санăн авалхи ăс-тăнупа кăмăл-туйăмун ырлăх-пурлăхĕ мана пур усал-тĕселрен сыхласа тăрать, мана йывăр самантра шанчăк кÿрет.
Санăн вилĕмсĕр хăвату паракан ырă хыпар канăçсăр чуна лăпланта-рать, иккĕленнĕ шухăша уçăлтарать. Эсĕ, Турăçăм, Çут тĕнче тытаканĕ, пуррисенчен те пурри, куçа курăнми пытарăннисенчен хакли, шанчăк-ли, чуна çывăххи. Тав сана, Турăçăм!
***
Хавалпа Хăрпан хăват Аслă Турра асăнакан çут çанталăка упракан тĕнчене пĕтĕм тавралăх, сăрт-ту, çĕр-шыв, улăх-çаран, ял-хула, кил-çурт, ача-пăчапа ватти-вĕтти ырă сăвапра ырлăх курса пурăнмалла туса янă. Этем ывăлĕ-хĕрĕ çавна асра тытать, тав тăвать сана, Турă.
***
Эй, Аслă Турăçăм! Пăхса ÿстерме пар çак пĕчĕк тăлăхсене. Ку ача-сем — Санăн улăх-çарану çинчи ÿсен-тăрансем, ку тăлăхсем — Санăн пахчунти чечексем, ку ачасем — пирĕн кил-йышри чĕвĕл чĕкеç чĕппи-сем. Хăвăн ăшă та таса çумăрусене вĕсем çине сапăнма ан чар, хăвăн ирĕклĕ те уçă сывлăшупа ярăнма çирĕплĕхне пар вĕсене. Çÿлти Чăнлăх Хĕвелне кăтартса куçĕсене малалла пăхмалăхне пар, Хăвăн иксĕлми юра-тăвупа пĕчĕк чунĕсем йăпанмалăхне çитерсе пар. Хăвăн сиплĕ варкăшупа вĕсене вĕри вăхăтра уçăлмалăхне пар, хăвăн аслă тимлĕхÿпе тăлăх-турата ÿсмелĕхне, вĕренмелĕхне, ăсталанмалăхне, савăнмалăхне тата тирпейлĕ-хе курса чи капăр илемпе пĕркенмелĕхне тупма пар.
Эсĕ çынсен асапне ăнланатăн, эсĕ çынсене телей парнелетĕн. Тăлăх-турат ячĕпе ыйтнине итле вара, Аслă Турăçăм!
***
Эй, Турăçăм! Эй, Турăçăм! Хăвăн ачусен чунĕсене таса ĕмĕтсемпе пĕрлештерсе вĕсене хăвăн аслăран аслă тĕллевÿсене те уçса кăтарт. Вĕсем эсĕ хушнисене тĕрĕс пурнăçласа пыччăр. Санăн саккунусем тĕрĕс, вĕсем ăна хĕсметлесе тăма пĕлччĕр!
Пулăшсам вĕсене, Туррăмăр, тăрăшнине харама ямасăр упрамашкăн, шаннине тÿрре кăларса пымашкăн пулăш! Вăй-хал парса ÿстерсем ачусе-не, эй, Аслă Турă! Пурнăç йĕрĕ çине тăнисене хăйсене хальлĕн пăрахса ан хăвар, вĕсен утăмĕсене хăвăн пĕлĕвÿн çутипе кăтартса пыр, хăвăн чĕрÿн юратăвĕпе, çут çанталăкăн аслă ытамĕпе лăпкаса савăнтар.
Эсĕ чăннисенчен чăнни, эсĕ шанакансен пулăшаканĕ, эсĕ тĕрĕс пурн-ăçăн пĕртен-пĕр пăрăнми тÿрĕ те аслă хуçи. Илт манăн кĕлле, вăй пар ачам-пăчама, ăс пар вĕсене çитĕнсе çитсе паттăр çын пулма!
Tupmalli: kĕlĕ, харкам сăвап
Тĕрлĕ самантра каламалли çаврăмсем ][ Халăх пултарулăхĕ / Halăh pultarulăhĕ
Шыва кĕрес умĕн
Турпас пек çăмăл, тĕк пек типĕ!
***
Тăпри аяла, хам çиеле!
***
Эй, пĕсмелле! Шыв ама, шыв ашшĕ, шыв йышĕ, шыв ачипчи! Ху усална хăв ил, хам лайăха хама пар. Мана ан хăрат, шыва ан турт. Сана пÿ вырăнне пÿ паратăп, чун вырăнне чун паратăп. Çырлахса кай!
***
Шыв ашшĕ, шыв амăшĕ, каçар, хĕн-асап ан пар. Шыври вилесем, эсĕр те каçарăр. Вырăс, тутар вилли, чăваш вилли, арçын вилли, хĕрарăм вилли.
Хĕрĕх те пĕр тĕслĕ шыв, эсĕ ан тыт, ÿслĕке ан ерт, карланка ан ырат-тар, каçса çÿренĕ чухне ан хăрат, эсĕ те, шыв папайĕ, шур сухаллă ватă карт, эсĕ те, шыв асламăшĕ, шур çÿçлĕ ват карчăк, эпир шыв ăснă-тунă чухне ан хăрат.
Çăл умĕнче
Шыв ашшĕ, шыв амăш, каçар мана, эпĕ çăлтан шыв ĕçесшĕн, хĕн-асап ан пар. Шыв ашшĕ, шыв амăш, каçар мана. Эп сан шывна ĕçсе савăнтăм. Каçар мана, хĕн-асап ан пар.
Пасара кайнă чух
***Сутас тавар хака каймалла пултăр, илесси йÿне килмелле пултăр, кирлĕ-кирлĕ марпа ан шарлаттар, хак виçеллĕ пултăр.
Аташса кайсан
Эй, Турă, Тур папай, ырă çула кăлар мана, Турă, Турă папай, хамăн çула хама туптар, шыраттар.
Чир-чĕртен каланисем
***
Турра, Турă Амăшне, Пÿлĕхçе, Пÿлĕхçĕ Амăшне, Турă умĕнче çÿрекен ырра. Турă, Турă Амăшĕ, Пÿлĕхçĕ, Пÿлĕхçĕ Амăшĕ, Турă умĕнче çÿрекен ырă, ырлăх пар, сывлăх пар, усала-тĕселе пиртен сир, ытла чĕлхерен, вут-кăвартан, вăрăран-хурахран сыхла, ырлăх пар, сывлăх пар, каç вырт-ма канлĕх пар, ир тăма çăмăллăх пар, хуш курса хапăл ил, амин. Çырлах.
***
Ĕнтĕ сана, пилеш йывăçĕ, çурта лартса пуççапатăп. Темле çимĕçне пĕлмесĕр çирĕм, ман шăл çавăншăн сурса ыратать, пуç çаврăнать. Малашне ĕнтĕ пĕлмен çимĕçе шăл айне хумăп. Акă сана çурта лартса пуççапатăп, урăх малалла ман шăла ан сурт, пуçа ан ыраттар.
Tupmalli: şavrăm, харкам сăвап
Ал валли сăвапĕсем ][ Халăх пултарулăхĕ / Halăh pultarulăhĕ
Çынна пытарнă, асăннă чухне е халăхпа чÿкленĕ çĕрте çурта тата ал валли çимĕç параççĕ.
Çуртана сулахайпа тытаççĕ, çăкăр татăкне сылтăм алла илеççĕ, çиме пуçличчен ăшра кашнин сăмах каламалла. Киреметре, учукра каламаллисем пĕр тĕрлĕ, асăнура, юпара каламаллисем кăштах хăйсене евĕрлĕрех пулаççĕ.
Яланах калама юрăхлă ал валли сăвапĕсем те пур.
***
Кайнă тăванăм, сана яланах ырăпа асăнатăп. Манăçми яту пулăшса тăтăр; леш тĕнчере çăтмах пултăр, ку тĕнчере ырлăх пултăр, пурăнакансене çăмăллăх кăтарт.
Учукри ал валли сăвапĕ
***
Эй, Турă! Эсĕ çитес çулра пилле, тырăсене лайăх ÿстер, выльăх-чĕрлĕх нумай пултăр, вăхăчĕпе çумăр пар, ытти усалсенчен çăл, выльăх-чĕрлĕхсе-не лайăх усра, çил-пăртан, вут-кăвартан хăтар.
***
Паçăр пĕтĕмĕшле [асăнтăмăр], халĕ ал валлипе. Эпир çитерейменнине ал валли çитертĕр.
Çырлахах, Мăн кĕл илен! Савса панине савса ил, айван кĕллĕмĕре хапăл ту.
Tupmalli: al valli, săvap, ал валли, харкам сăвап
Управлăх кĕлли. Уша кĕлли ][ Халăх пултарулăхĕ / Halăh pultarulăhĕ
***
Эй, Турă! Ху çаврунтан ан кăларсам пире.
Хăвăн чĕлхÿ çинчи сăмахсене калаттар. Сиплевçĕ сип сĕткенĕллĕ курăк-сене пĕлнĕ пек, этем чунне сиплекен сăмахсене вĕрент. Кун каçа йывăçа та пулин ăшă сăмах калаттар. Ырă шухăшăм ырă сăмаха çаврăнтăр: ырă сăмах ырă тĕнче тăвать, усал сăмах усал тĕнче тăвать. Хам çынсенчен мĕн кĕтнине çынсене сунма вĕрент. Çак пурнăçра йăлтах çаврăнуллă, çăкăр-тăвар хире-хирĕç. Емĕтсĕр ĕмĕтсене шухăша ан кĕрт: ывăçа кĕменни пÿрне хушшипе юхĕ. Хама ырă суннă çыннăн ятне ырăпа асăнтар: асăнса пурăн-сан этем ĕмĕр-ĕмĕр вилĕмсĕр. Тăван çĕр çине тапса тухнă курăк сассинче пирĕнтен уйрăлса кайнă тăвансен сассине илтме вĕрент — çут çанталăкпа этем пĕр тĕвĕре пулнине манма ан пар. Çул тăваткăлне çитсен чарăнса тăмалăх тÿсĕм пар. Ывăл-хĕрĕме хăйсем çут тĕнчене килнĕ çул сăваплăхне хисеплеме вĕрент: амăшне сума сăваканăн чунĕ те, алли те таса пулĕ. Ама çулпа килнине ама çулпа çÿрет, аçа пулса килнине аçа çулпах çÿрет.
Чăваш пулса хĕвеле пуç тайма, çут çанталăк вăрттăнлăхĕсене ăнланма, шалти тĕнчене — çынлăха — упрама вĕрент. Чăваш пулса юлма вĕрент.
Чăваш пĕтсен — тĕнче пĕтет.
Эй, Турă! Тĕнчене пĕтме ан пар, этеме упра, çут çанталăка упра, тăван чĕлхене упрама пулăш.
Уша юпи çине кил çурти лартсан калакан кĕлĕсем
***
Килĕм-çуртăм, вутăм-кăварăм, выльăхăм-чĕрлĕхĕм лайăх тăтăр; çула тухсан çула савăнтар, киле килсен киле савăнтар. Ку çуртана кил пуçне лартатпăр.
***
Эй, Турă, Тур папай, мана тăшмана çĕнме вăй пар. Тăшман айне пул-ма ирĕке ан яр мана. Мана тăшмана хирĕç тăма çăмăллăх-канлĕх пар, тăшмана çĕнме, Турă, пулăш мана.
***
Эпĕ çылăха кĕтĕм пулсан, эй, Турă, Тур папай, эпĕ çылăха кĕтĕм пуль, ытлашши калаçса çылăха кĕтĕм пуль, вăрă вăрласа çылăха кĕтĕм пуль, кирлĕ-кирлĕ мар çынпа усал калаçрăм пуль. Мĕнле пулсан та каç-ар мана, хĕн-асап ан пар, çăмăллăх парса тăр. Эй, Турă, Тур папай, ан пăрах мана, эпĕ те Тур ачи, Турă, çăл. Пули-пулми çынпа ан хутшăнтар, ан вăрçтар. Кирлĕ-кирлĕ мар усал çын çумне ан яр.
Tupmalli: jalanhi săvap, săvap, харкам сăвап
Çул сăвапĕсемпе сунăмсем ][ Халăх пултарулăхĕ / Halăh pultarulăhĕ
Çула тухас умĕн калакан кĕлĕсем
***
Чипер кайса чипер килмелле пултăр, каялла Турă çавăртăр сана. Ырă çулпа кайса ырă çулпа килмелле пултăр. Çулĕ вăрăм пулĕ, ĕçĕ-хĕсмечĕ нумай тупăнĕ, чăтмалли-курмаллинчен ан хăра. Упран. Упранакана Турă упрать. Чипер тухса кайса чипер килсе кĕмелле пултăр.
***
Ĕлккен утăмсене кÿлсе
Инçе çула паян тухатăп.
Пÿлĕхçĕм, Туррăм, санран ăнăçлăх ыйтатăп,
Çитес çĕрте тараватлăх ыйтатăп.
Каяс çулăм такăр пултăр,
Сутас-илес ĕçĕм ăнса пытăр.
***
Утăмсем çулта ан чирлеччĕр, Хурах тĕлне ан лекчĕр. Çичĕ çырма урлă ашăпăр, Çичĕ кĕпер урлă каçăпăр, Утăмсем паттăр пулччăр, Таканĕсем çирĕп пулччăр. Çу çулĕпе каймалла пултăр, Сĕт çулĕпе килмелле пултăр. Пирĕн çула сарă Хĕвел ăшăттăр, Пирĕн çула Тимĕр шалçа палăрттăр, Пирĕн çула Кашкăр çăлтăрĕ çутаттăр. Пÿлĕхçĕм, асăнатăп сана ăшă кăмăлпа, Çул чÿкне тăватăп шур хурпа. Инçе çулта пире эс ан пăрах, Инçе çулта пире эс упрах. Çырлах!
Эсир те, Пăлхарта выртакан ырăсем, Эсир те, Ăшьельте выртакан ырăсем, Эсир те, Чапăрлăра выртакан ырăсем, Çырлахăр!
Сирĕн ятăра та асăнатăп,
Сирĕн ятăрпа та шур хурпа пуç тайса
Чÿк тăватăп. Çырлахăр!
Каяс çулăм такăр пултăр,
Килес çулăм ăнăçлă пултăр.
Çырлахăр!
Çулра çÿренĕ чухнехи сăвап
Çул çине кайсан та, ир тăрсан та, каç выртсан та çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ куçа, çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ этеме, çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ кайăка, çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ сенкер-сехмете, çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ хаяр-усала сирсе пыр, Турă.
Япала сутма кайнă чух
Атте Турă! Ăшă туйăмпа, тутлă чĕлхемпе ыйтатăп. Пасар ашшĕнчен, пасар амăшĕнчен çемçе кăмăлпа, çуллă чĕлхемпе ыйтатăп: паян каякан пасарта тунă ĕçе хисеп туса, илекен йыша тупса пар. Сутас сутăма вите-рех сутма пар. Алла тытнă ман ĕçе, ытараймасăр, алăран ан ятăр. Эпĕ тăрăшнине витерсе хак хăпартса сутма пар. Илес тавар курăнсан илесси-не йÿнеçтер. Каяс, килес çула кĕскет, усал-тĕселтен, вăрă-хурахран сых-ла. Аминь.
Çула каяс çыншăн кĕлтуни
Эй, Туррăмăр, Туррăмăр! Эсĕ тĕрĕс илсе пыракан, чĕрлĕх паракан хăват. Эсĕ хăвăн çыннусемпе пĕрле çула пыратăн.
Эй, патша Турă! Çак хăвăн çыннупа — Хĕветĕрпе — пĕрле те çула пыр. Пур усалтан, пур кансĕрлĕхрен сыхла ăна. Канлĕх курса пымалла, ырă кур-са тăмалла ту ăна. Эсĕ курнă тăрăх Хĕветĕре тÿлехĕ ырă ĕç туса, ку тĕнче ырлăхĕсене, çÿлти ырлăхсене курса каялла тавăрăнса килмелле пултăр. Пат-шалăх та, хăват та, ăслăлăх та санăн. Çул пиллĕхне пар пирĕн çыннăмăра.
Кĕтекенсен сăвапĕ
***
Хĕвелпе уйăхпа калатăп, пĕтĕм чунтан-вартан калатăп: таврăнсамччĕ, кĕтнĕ çыннăм, пурпĕрех таврăнсамччĕ. Çул çинче пин-пин сăрт пулсан та, пин-пин шыв хушăра пулсан та — килетĕнех эсĕ тăван çĕре çаврăнса. Аслă шухăш сана çул кăтарттăрах.
Эп сана ывăнмасăр кĕтетĕп. Эп сана манмасăр кĕтетĕп. Эсĕ пĕрех ки-летĕн, килетĕнех!
***
Турăпа-ырăпа калатăп, пĕтĕм чунтан-вартан калатăп: килсемччĕ тăван çĕршыва, кĕтнĕ çыннăм, пурпĕрех çаврăнса килсемччĕ.
Çĕр-çĕр вăрман хушшăмăрта пулсан та, çĕр-çĕр хир умăнта сарăлса вырт-сан та — тăван çĕре çаврăнса килетĕнех. Аслă туйăм сана çул кăтарттăрах.
Эсĕ пĕрех килетĕнех!
***
Ял-йышпа калатăп, пĕтĕм чунтан-вартан калатăп: килетĕнех çаврăнса тăван вырăнсене, кĕтнĕ çыннăмăр. Пурпĕрех çаврăнса килетĕн. Аслă Хĕвел сан çулна çутатса тăтăр, Аслă Турă сана хÿтлĕх парса пытăр. Пирĕн юрату сана ăшăтса пурăнтăр.
Аçу-аннÿ çĕршывĕ куç хупмасăр кĕтет сана!
Эсĕ пĕрех килетĕн, килетĕнех!
Tupmalli: jalanhi săvap, săvap, харкам сăвап
Çĕнĕ атă-пушмак, тумтир тăхăннă чухнехи сăвапсем ][ Халăх пултарулăхĕ / Halăh pultarulăhĕ
Çĕнĕ çăпата сырнă чух каланă кĕлĕ
Курайманăн куçĕ шăттăр, чăтайманăн чĕри çурăлтăр. Утса пыракан тăрса пăхтăр, утпа каякан анса пăхтăр. Çак çăпатана тăхăнсан çĕр çул пытăр, тăхăнса çĕтĕличчен пытăр; çĕтĕлсен виçĕ çул вырттăр.
Урана тăхăннă чухнехи сăмах
Курайманăн куçĕ шăттăр, чăтайманăн чĕри çурăлтăр. Утса пыракан тăрса пăхтăр, утпа каякан анса пăхтăр. Çакă çăпатана (атта, пушмака, çăматта) тăхăнсан умри çул тикĕс пултăр, çĕтĕличчен урана çăмăл пултăр. Çĕтĕлсен виçĕ çул вырттăр.
Tupmalli: jalanhi săvap, săvap, харкам сăвап
Апатлану сăвапĕсем ][ Халăх пултарулăхĕ / Halăh Pultarulăhĕ
Meal Time Grace
Апата ларнă чухне каламалли
***
Турă çырлахтăр, Турă çырлахтăр, Турă ан пăрахтăр, пĕсмелле, амин!
Çăкăр каснă чухне каламалли
***
Сĕмĕлле пултăр. Эй, Турă! Перекетне, тухăçне пар!
***
Эй, атте Турă! Кил-йышпа пурăнмалăх çăкăр пар, çиес апатăн сĕткенне кÿр, çинĕ апат тутлăхне пар. Каснă чĕл вырăнне чĕл хушса перекетлĕхне кÿр. Выçăпа килекене тăрантарма пар, кивçене ан яр, ыйтакана пама тивĕçтер.
Эй, атте Турă! Çынна парас парăм ан пултăр, çынтан илмелли пултăр. Алăк патне кĕрÿ пар, тĕпел кукрине кин пар. Карта тулли выльăх пар, пĕр вĕçĕ шыв хĕрринче, тепĕр вĕçĕ картара.
Эй, атте Турă! Пирĕнпе апата кил. Ялан тутă пул. Амин!
***
Мăн çăкăрпа, ырă Турă, усра.
***
Çырлах, Турă! Çимелĕх те пар, ĕçмелĕх те пар, тăранмалăх та пар.
Кăнтăр апачĕ умĕн каламалли 32
Эй, атте Турă! Кăнтăр апатне килеп: хырăм туттине пар, кăвас чĕрес перекетне кÿр. Каснă чĕл чĕл патăр, хырăм выççине ан туйтăр, ĕçле-мешкĕн вăй пултăр. Эй, атте Турă! Кăнтăр апатне кил!
Кăнтăр апачĕ хыççăн каламалли 33
Эй, атте Турă! Çăкăр пуçласа чĕл çирĕм, ĕçлĕх хырăм лăп пулчĕ. Пе-рекечĕ пÿлĕме, кăвас чĕрес туллипе. Эй, атте Турă! Амин!
***
Ĕcмелле, Семелле! Пĕр хĕрлĕ Аслă Турă, ан пăрах!
Каçхи апата ларнă чух каламалли
***
Эй, атте Турă! Кун каçа ĕçлеме вăй патăн, тытăннă ĕç вĕçне кăлартăн. Эсир панă тутлăхпа хырăм выççине туймарăм. Эй, ырă Турă, каçхи апата кил.
Каçхи апат çинĕ хыççăн каламалли
***
Атте Турă, Турă амăшĕ! Эсир пулăшса перекет панипе тутă пултăм. Эсир пулăшса вăй панипе тытăннă ĕçе вĕçлерĕм.
Эй, атте Турă! Пур усал-тĕселтен сыхла, инкек-синкекрен сир. Ватă-вĕтте хисеп туса ашкăн шухăшсенчен сир. Амин!
***
Эй, Турăçăм, тав Сана! Эсĕ пире Ху кăмăлупа хăвăн çимĕçне çиме паратăн.
Апат хыççăнхи сăвап 38
Эй, Турă, тав сана тăрантарнăшăн, ырлăх парса, сывлăх парса савăн-тарнăшăн, ху тĕнчере савăнтарнăшăн! Леш тĕнчере çăтмалăхра выртма-лăхне пар пире, хăвăн патшалăхна кÿртмесĕр ан хăвар пире! Амин!
***
Тавтапуç Турра, патша-пÿлĕхе!
***
Тавтапуç çăкăр-тăвар панăшăн, тăрантарнăшăн. Тавтапуç Турра, пат-шана, атте-аннене пире çуратса çутă тĕнче кăтартнăшăн. Тавтапуç хуçана пире чыс кăтартнăшăн!
Tupmalli: jalanhi săvap, săvap, харкам сăвап
Каçхи сăвапсем ][ Халăх пултарулăхĕ / Halăh pultarulăhĕ
***
Çутă тĕнчене тытса тăракан Аслă Турă, ырă пÿлĕх, таса пирĕштисем! Ĕçпе, шухăшпа кун иртрĕ, халĕ çĕр çинчи ÿсĕмпе чĕрре канăç парăр. Чĕрене йăпатăр, пуçа лăпкатăр, сывлăха тÿрлетĕр. Кĕлетке кансан ал-ура çăмăлланать, миме кансан ăс уçăлать. Ыран тăрăшмалли татах нумай. Вăй пухма халăха, кил-йыша, ял-йыша, вĕсемпе пĕрле мана та канлĕх кирлĕ. Çил-тăвăла, вут-кăвара, усал-тĕселе, вăрă-хураха сирсе тăрăр, куçа курă-накан усала таптама ăс кăтартăр, куçа курăнманнине пĕтерме ăраскал ярăр, ваттисен ырă пилне тÿрре кăлармалла тăвăр.
Аслă хăватсем, пÿлĕхçĕсем! Этем ырлăхпа пурлăхшăн пурăнать. Мана та телейпе ĕмĕт ытамне илĕр. Ырри пултăрччĕ!
***
Пĕсмелле, Турă, каç выртма канлĕхне пар, ир тăма çăмăллăхне пар. Усал-тĕселтен упра, сыхла, вутран-кăвартан, вăрăран-хурахран упра, сыхла, ан яр, Турă, усала. Усалăн урине тăлла, аллине çыхса хур. Аминь.
***
Ырă Турă, Сана тав тăватăп ăшă питĕмпе, тутлă чĕлхемпе, тайăла пуçăмпа паянхи куна лайăх ирттерме панăшăн, ырлăх панăшăн, сывлăх панăшăн, ял çинче ял пек тăмалăхне панăшăн. Каç выртма канлĕхне пар, ир тăма çăмăллăхне пар!
Çывăрма выртас умĕн каламалли кĕлĕсем
***
Эй, атте Турă! Эй, Турă амăшĕ! Сире тав тăватăп ăшă питĕмпе, тутлă чĕлхемпе, пуç тайса пуççапатăп.Паян куна кунлама кун патăр, шухăшла-нине тума патăр. Эй, атте Турă! Эй, Турă амăшĕ! Çĕр çĕрлеме çĕр парăр, тутлă ыйхăпа ырă тĕлĕк курма парăр. Усал-тĕселтен сыхлăр, çылăха кĕме ан парăр, чир-чĕр çывăхне ан ярăр, вăрăм ĕмĕрлĕх парăр! Аминь!
***
Турăçăм-Пÿлĕхçĕм, сывлăхне-кĕрлĕхне пар, каç выртсан канлĕхне пар, ир тăрсан пиллĕхне пар.
***
Эй, Турăçăм! Эпир паян Сан умăнта çылăха кĕтĕмĕр пуль, те ĕçпе, те сăмахпа, те шухăшпа. Еплерех çылăха кĕнĕ пулсан та каçарсам пире, Турă. Çакă çĕре çĕрлеме канлĕхне пар, ир тăма çăмăллăхне пар, çутă кун кур-малăхне пар.
***
Эй, Туррăм, Пÿлĕхçĕм! Аннене упрăр, аттене упрăр, усал-тĕселтен сирĕр, хăвăр çулпа илсе çÿрĕр, ан пăрахăр пире, упрăр, сыхлăр, усал-тĕселтен сирĕр. Аша, каçар, Аша, каçар, Аша, каçар!
Каçхи кĕлĕ
***
Çĕрле çулпа çÿрекенсене лайăх илсе çÿре, Турă. Пур усал-тĕселтен те сыхла, ан яр.
Tupmalli: jalanhi săvap, kĕlĕ, săvap, харкам сăвап
Ирхи сăвапсем ][ Халăх пултарулăхĕ / Halăh Pultarulăhĕ
1
Мухтав сана, Çут тĕнчене пултарнă Аслă Хăват!
Мухтав сире, вăй-хал паракан Çĕрпе Пĕлĕт, Вутпа Шыв ыррисем. Сирĕн сипетпе чĕрĕлĕх упранса тăрать, сирĕн рехетпе савăнса пурăнать. Тайма пуç сана, сăваплă ырă кун!
Çулталăк илемĕ хĕлпе çу çаврăннинче, кун-талăк черечĕ кунпа çĕр улшăннинче, пирĕн телей ĕçпе тăнăç хушшинче. Халăх шăпи Çут тĕнче ытамĕнче, этем шăпи халăх аллинче, манăн ăраскал тĕнче тытан Пÿлĕх аллинче. Тăрăшни пулĕ, сÿленни пулĕ. Ас хупланни пулĕ, юн выляни пулĕ. Юратни пулĕ, курайманни пулĕ. Хам айван-ни пулĕ, çын пăтратни пулĕ. Савăнни пулĕ, хурланни пулĕ. Чун сикни пулĕ, куç ÿкни пулĕ. Ыр сунакан пулĕ, хур тăвакан пулĕ. Кĕвĕçни пулĕ, кÿнĕçни пулĕ.
Илпек-сипеке упрама ырăсем пулăшчăр, инкек-синкеке хаярсем сир-се пыччăр... Палăртнă тĕллевĕм çынна юрăхлă, ăна пурнăçлама сывлăхпа тасалăх пар, ăспа вăй кÿртер, Çут тĕнчери Аслă Хăват! Тĕрĕс шухăшпа пуçа тасат. Ырă кăмăлпа чуна çутат.
Палăртнă ĕçе пурнăçлама ват çын сăмахĕпе тÿр килтерсе кала. Лайăх ĕç тума вăй-хăват парнеле. Эпĕ тăрăшни сана та парне пулĕ, тăван-хурăн-таш умĕнче юлĕ.
Тайма пуç сана, пурăнма ирĕк панă çÿлти Аслă Хăват.
Вăй пар мана!
2
Атте Турă! Сана тав тăватăп, пуççапатăп ăшă питĕмпе, тутлă чĕлхем-пе, тайăла пуçăмпа. Каç выртма канлĕхне панăшăн, ырлăх панăшăн, сывлăх панăшăн, çак çут çанталăка кăтартнăшăн.
Эй, ырă Турă, тата малашне ырăлăх пар, кун кунлама кун пар, çĕр çĕрлеме çĕр пар, ĕмĕрлеме ĕмĕр пар, юсми юлми пил пар, çын çинче çын пек çÿремелĕхне пар, ял çинче ял пек çÿремелĕхне пар. Амин.
Кил пуçĕн кĕлли
3
Виçĕ пайĕнчен пĕр пайне ĕçме-çиме пар, ик пайне пуçтарса хума пар.
Кил-çурт пуçĕ пулма, кил-йыша тĕрĕс тытса тăма пар.
Пихампар, эсĕ кайăк-хуçана ан яр, кайăкран-хуçаран хăтарса пыр, сых-
ла.
Эпир, айван ывăлĕ-хĕрĕ, юмăç-курмăç каларăшĕпе тасаран чÿклетпĕр. Карманта мул тытма пар. Картана кĕрсен карта турри сыхласа тăтăр. Чикекентен-касакантан эсĕ сыхласа эсĕ упрăсăнччĕ. Пуплерĕмĕр капла сăмахсене, — тен, малтан калас сăмах кая юлчĕ пуль, — Турă, каçар.
4
Кил-йышăмпа, çуртăм-йĕрĕмпе, çуратнă чунăмпа, Туррăм, тĕрĕс-тĕкел тăмалăхне пар. Çырлахăр, Таса Турă, Таса сывлăш, Ама Турă, Аçа Турă, мĕнпур çутăри ырăсем! Сире тавса тайла пуçăмпа, ăшă кăмăлăмпа, тутлă чĕлхемпе йăлăнатăп: ĕçленĕ ĕçĕм вырăнлă пултăр.
Картишĕмпе, выльăх-чĕрлĕхĕмпе, çуратнă чунăмпа, Турăçăм, тĕрĕс-тĕкел тăмалăхне пар. Тунă кĕллĕм хапăллă пултăр, ĕçленĕ ĕçĕм вырăнлă пултăр, тытни-туни ушлăхлă пултăр!
Эй, Таса Турă, çÿренĕ çулăмра пулсан та — эсĕ сыхла! Выртнă вырăн-та пулсан та — эсĕ сыхла! Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕрех.
Ачам-пăчам уссине курмалăхне пар, канăçу пар, килĕшÿ пар, юсми-юлми пил пар!
Ĕçлеме ĕç пар, çиме çăкăр пар, кунлама кун пар, ĕмĕрлеме сывлăх пар, юсми-юлми пил пар!
Ырлăх пар, пурлăх пар, савăнса-сарăлса çÿремелĕхне пар, ĕçлесе ирт-термелĕх ĕмĕрне пар, выляса-кулса ирттермелĕх вăхăтне пар, килĕшĕм-пе, çуртăмпа, выльăх-чĕрлĕхпе, картишĕмпе, çуратнă чунăмпа тĕрĕс-тĕкел тăмалăхне пар!
Тунă кĕллĕм хапăллă пултăр, ĕçленĕ ĕçĕм вырăнлă пултăр, тытни-туни ушлăхлă пултăр. Амин.
5
Эй, атте Турă! Каç каçма канлĕх панăшăн, тутлă ыйхăпа çут çанталăка кăтартнăшăн, тутлă чĕлхемпе, тайма пуçăмпа пуç тайса тав тăватăп.
Эй, атте Турă! Паян пурăнмалăх çăкăр пар, хырăм тутлăхне, çăкăр перекетлĕхне пар, çын патне кивçене ан яр, кĕлмĕç хутаççи çакассинчен хăтар.
Эй, атте Турă! Кун кунлама ырлăх-сывлăх пар, ача-пăчана тĕрĕс ÿстер-ме, тутă хырăмпа çÿреме пар. Ырра хирĕç ырăпа ту, усала тÿртĕмĕн сир.
Эй, атте Турă! Çын çинче çын пек, ял çинче ял пек çÿремелĕхне пар. Тăвас япалан пуласлăхне, сутас япалан хаклăхне ÿстерсе сутма пар.
Эй, атте Турă! Мана ан пăрах, аякка ан сир, сана тутлă чĕлхемпе, тайма пуçăмпа тав тăватăп. Амин!
6
Эй, Турă, тав Сана каç выртма канлĕхне панăшăн, ир тăма çăмăллăхне панăшăн, ырлăх парса, сывлăх парса çут çанталăка кăтартнăшăн. Тата ма-лашне ырлăх парса, сывлăх парса кун кунлама кун пар, çĕр çĕрлеме çĕр пар, ĕмĕр ĕмĕрлеме ĕмĕр пар, юсми-юлми пил пар. Çын çинче çын пек çÿремелĕхне пар, ял çинче ял пек çÿремелĕхне пар, мĕнтен кĕленнине пар, мĕнтен хăранă, унтан сыхла, шухăшланă шухăша çитер, ĕмĕтленнĕ ĕмĕте çитер, тăвассине тумалăхне пар, илессине илмелĕхне пар! Сутас тавар хака кайтăр, илес тавар йÿне килтĕр. Турăран сывлăх килтĕр, патша-ран ырлăх килтĕр; Турри çырлахуллă пултăр, патши вырăнлă пултăр.
Эй, Турăçăм, малашне пире выляса-кулса ĕмĕр ирттермелĕхне пар. Килĕшĕмпе, çуртăм-йĕрĕмпе, çемьепе, выльăхăм-чĕрлĕхĕмпе, çуратнă чунăмпа тĕрĕс-тĕкел тăмалăхне пар. Амин.
7
Эй, атте Турă! Шăм-шак çăмăллăхне пар, ал-ура çаврăнăçулăхне пар, кун кунлама сывлăх пар. Тытăннă ĕç патĕнче ир пуçăнса мĕн каçчен ĕçлес ĕç ÿсĕмне пар. Çиес çăкăр перекетне пар, ĕçĕм ăнтăр, тухăç пултăр, ĕç намăсне ан хăвар. Сан ятна асăнса куллен ĕçе тытăнар. Каç выртсан ый-хăра ăшă канлĕх, лăпкăлăх пар.
8
Эй, Аслă Турă! Пурăнмалăх тыр-пул ÿстерме пар пире! Выçса килеке-не тăрантарса ямалăхне пар, шăнса килекене ăшăтса ямалăхне пар! Пĕр пĕрчĕ акса, пин пĕрчĕ илмелĕхне пар! Тĕпне хăмăш пек, тăррине чакан пек ÿсмелĕхне пар! Çÿлтен кĕтнине антарса пар, çĕртен кĕтнине пултар-са пар, ырă ĕмпÿ паруне памалăхне пар, ырă çынпа ĕçсе-çимелĕхне пар! Асатте-асанне килĕшĕпе, кукаçей-кукамай пиллĕхĕпе выляса-кулса яш ĕмĕре ирттермелĕхне пар!
9
Эй, Çÿлти аттемĕр! Каç выртма канлĕх панăшăн, çĕр ĕçлеме çĕр панăшăн, ырă ăшă ыйхă кÿнĕшĕн чун-чĕрепе тав туса тайăлса пуççапатăп.
Эй, Çÿлти аттемĕр! Кун кунлама кун пар, çын çинче çын пек çÿреме-лĕхне пар, ял-йыш çинче ырă çын шугне кĕме пар, ĕмĕрлеме ĕмĕр пар.
Эй, Çÿлти аттемĕр! Сĕтел çине çăкăр пар, кĕлет-пыра перекетлĕхне пар, пĕр сомран çĕр сом тума пар.
Эй, Çÿлти аттемĕр! Карта тулли выльăх-чĕрлĕх, пÿрт-çурт тулли ачам-пăчам. Ама выльăх йыш хуштăр, çук темелле ан пултăр. Ытлашшине каçар, çитменнине çитер. Амин.
10
Эй, ман пурнăçа тытса тăракан патша Турă! Мана юлхав шухăшĕ кĕрес-рен, шанчăк çухатасран, пуçа асла хывасран, кирлĕ мара калаçасран чарса тăр! Мана, хăвăн чуруна, таса шухăш, йăвашлăх, тÿсĕмлĕх, çынна юрат-са пурăнас кăмăл пар!
Эй, патша Турă! Мана хамăн çылăхăмсене курса тăма пар!
Эй, Турă! Мана, çылăхлăскере, тасат!
Эсĕ ĕмĕр-ĕмĕрех мухтавлă. Амин!
11
Эй, Турăçăм, çырлахах, çырлахах, çырлахах! Эпир Сан умăнта епле çылăха кĕнине пĕлместпĕр-çке!
Е кĕрĕлĕхе чăтаймасăр çылăха кĕнĕ пулсан та, е хурлăха чăтаймасăр çылăха кĕнĕ пулсан та, пĕле тăркачах кĕнĕ пулсан та, е пĕлмесĕр кĕнĕ пулсан та каçарах!
Çÿренĕ çулта пулсан та, е выртнă вырăнта пулсан та, ял хушшинче, хир хушшинче мĕнле çылăха кĕнĕ пулсан та каçар, Турă!
Килĕшĕмпе, çуртăм-йĕрĕмпе тĕрĕс-тĕкел пурăнмалăхне пар. Леш тĕнче-не кайсан çăтмахлăхра выртмалăхне пар. Эй, Турăçăм, Хăвăн патшалăх-на кĕртмесĕр ан хăварсам пире! Амин.
12
Эй, Турăçăм, Сана тав туса пуççапатăп ăшă питĕмпе, тутлă чĕлхемпе, тайлă пуçăмпа. Чун çумне чун хушмалăхне пар, çурт çумне çурт хушма-лăхне пар, çемье çумне çемье хушмалăхне пар. Алăк патне кĕрÿ пар, тĕпеле кин пар, сак çийĕ тулли ывăл-хĕр пар, урай тулли путек-сурăх пар, карта тулли выльăх-чĕрлĕх пар, анкарти тулли купа-капан пар, пÿлме тулли тырă-пулă пар, хăймаласа мулне пар, çухаласа тумне пар, ырă çын-па ĕçсе-çисе тăмалăхне пар, çак асатте-асанне килĕнче ирĕк илсе тăмалăх-не пар. Ярпайса-ярăнса çÿремелĕхне пар, савăнса-сарăлса тăмалăхне пар.
13
Эй, Турăçăм, мана ырă сунакан çын ырă курмалла пулинччĕ вăл çын. Эй, Турăçăм, мана сума сăвакан çын сумлă пулинччĕ вăл çын. Эй, Турă-çăм, мана хисеп тăвакан çын хисеплĕ пулинччĕ вăл çын. Эй, Турăçăм, мана çын урлă çиекен çынна каçар, пĕле тăркачах çиекен çынна, Турă, Ху пĕл!
14
Эй, ырă Турă, Çÿлти Турă, пире пулăшакан Турă, пирĕн хута кĕре-кен Турă, пире шеллекен Турă, пире çылăхран çăлакан Турă! Тав сана каç выртма канлĕхне панăшăн, ир тăма çăмăллăхне панăшăн, ырлăх парса, сывлăх парса çут çанталăка кăтартнăшăн. Тата малашне ырлăх парса, сывлăх парса кун кунлама кун пар, çĕр çĕрлеме çĕр пар, ĕмĕр ĕмĕрлеме ĕмĕр пар.
15
Эй, ырă Турă, Çÿлти Турă, пире пулăшакан Турă, пирĕн хута кĕрекен Турă, пире шеллекен Турă, пире çылăхран çăлакан Турă! Тăвассине ту-малăхне пар, илессине илмелĕхне пар, сутас тавар хака кайтăр, илес та-вар йÿне килтĕр. Турăран сывлăх килтĕр, ырăран ырлăх килтĕр, Турри çырлахуллă пултăр, ырри вырăнлă пултăр.
Эй, ырă Турă, Çÿлти Турă, пире пулăшакан Турă, пирĕн хута кĕре-кен Турă, пире шеллекен Турă, пире çылăхран çăлакан Турă! Малашне пире выляса-кулса ĕмĕр ирттермелĕхне пар. Аслă килĕшÿпе, çуртăм-йĕрĕмпе, çемьемпе, выльăх-чĕрлĕхĕмпе, çуратнă чунăмпа тĕрĕс-тĕкел тăмалăхне пар. Амин, Турă!
16
Эй, ырă Турă, Çÿлти Турă, пире пулăшакан Турă, пирĕн хута кĕрекен Турă, пире шеллекен Турă, пире çылăхран çăлакан Турă! Йывăр чирĕнтен-чĕрĕнтен, инкекĕнчен-синкекĕнчен, курайми тăшманăнтан, Турă ашшĕ, Турă амăшĕ, инкек-синкеке сирсе тăр, курайми тăшмана сыхласа тăр.
Эй, ырă Турă, Çÿлти Турă, пире пулăшакан Турă, пирĕн хута кĕре-кен Турă, пире шеллекен Турă, пире çылăхран çăлакан Турă! Шухăш-ланă шухăша çитер, ĕмĕтленнĕ ĕмĕте çитер, шухăшланă шухăша ан тат, ĕмĕтленнĕ ĕмĕте ан тат, усал шухăш çине ан кÿрт, çын хурри ан ту, куççуль вĕçне ан хăвар, ан юсăнтар.
Эй ырă Турă, Çÿлти Турă, пире пулăшакан Турă, пире хута кĕрекен Турă, пире шеллекен Турă, пире çылăхран çăлакан Турă! Ытла сăмаха, Турă, каçар, йывăр сăмаха, Турă, çĕкле! Амин, Турă!
17
Эй, ырă Турă, Çÿлти Турă! Пире пулăшакан Турă, пирĕн хута кĕре-кен Турă, пире шеллекен Турă, пире çылăхран çăлакан Турă! Хам телей-рен пулсан та, ачасен телейĕнчен пулсан та, выльăх-чĕрлĕхрен пулсан та, Турă ашшĕ, Турă амăшĕ, иксĕлми тивлет пар. Турă, ирттерсе пар, Турă, илме пар. Пире пулăшакан Турă, пирĕн хута кĕрекен Турă, пире шеллекен Турă, пире çылăхран хăтаракан Турă! Çÿлте вĕçсе çÿрекен ин-кек-синкекрен, чупса çÿрекен инкек-синкекрен, утса çÿрекен инкек-син-кекрен, ларса тăракан инкек-синкекрен, выртса тăракан инкек-синкек-рен, Турă ашшĕ, Турă амăшĕ, инкек-синкеке сирсе тăр, курайман тăшма-на сыхласа тăр.
Пире пулăшакан Турă, пирĕн хута кĕрекен Турă, пире шеллекен Турă, пире çылăхран çăлакан Турă! Курайми тăшманăн урине ан уттар, курай-ми тăшманăн аллине ан çитер, курайми тăшманăн куçне ан кăтарт, ку-райми тăшманăн сывлăшне ан яр, Турă, сыхласа тăр.
Пире пулăшакан Турă, пирĕн хута кĕрекен Турă, пире шеллекен Турă, пире çылăхран çăлакан Турă! Ытла сăмаха, Турă, каçар, йывăр сăмаха, Турă, çĕкле! Амин!
18
Çÿлти Турă! Турă, çырлах! Турă, ан пăрах! Çырлах, çĕрти патша, ывăл-тан, хĕртен, тырăран, пылран!
Турă патăр ĕçмешкĕн, çимешкĕн. Сывлăхне Турă патăр!
Выльăхран-чĕрлĕхрен туллиех карта, утпа карта, ĕнепе карта, сурăхпа карта Турă патăр!
Катаран шăнса килекене, выçса килекене ăшăтса канмалăхне Турă та-тах патăр!
Шуйттана хăваласа яр! Çырлах, Турă!
Tupmalli: jalanhi săvap, săvap, харкам сăвап
Кĕлĕ тата пил сăмахĕсем ][ Виталий Родионов / Vittalĭj Rotionăf
Tupmalli: Vitalii Rodionov, Vittalĭj Rotionăf, Виталий Родионов