Çĕнĕ вырăнта тата нумай хайлав

Тархасшăн çĕнĕ сайтăмăра каçăр.


Унта тата нумайрах хайлав тупма пулать, шырав меслечĕсене те çăмăллатрăмăр.

Чăвашла çырнă пуян литературă еткерне, Нарспирен, Уках Хурăнĕччен чылай жанрлăскере, чăвашла çырнă е куçарнă хайлавсен электронлă тексчĕсене тупса кунта вырнаçтаратпăр. Сайтра шырамашкăн сылтăмри “Сайтра Тупас” гаджетпа усă курăр, е тагсемпе. Аялти формăпа усă курса та инттереслентерекен хайлав çинчен пĕлтерме пултаратăр.
Сайтра çак чи нумай вулакан, чи юратнă, çавăнпа чи хаклă илемлĕ литература хайлавĕсем пур:
 Нарспи (Константин Иванов, 1908),
Салампи (Александр Артемьев, 1954),
Уках хурăнĕ (Юрий Скворцов, 1963),
Тилли юррисем (Петĕр Хусанкай, 1933-1940).

Паянхи чăваш вулавçи чăвашăн ĕлĕкхи тĕнĕпе, тавракурăмĕпе питĕ интересленет. Унпа çыхăннă е çыхăнтарнă текстсенчен çаксене чи малта:
Кĕлĕ (Анатолий Кибеч, 2004),
Кĕлĕ тата пил сăмахĕсем (Виталий Родионов),
Пилпе сунăм-хушăм (Халăх пултарулăхĕ).

Унсăр пуçне халăхла ĕненÿ, тĕшмĕш-ăрăм çырăвĕпе çыхăннă, авалхи тĕрĕк руна çырăвĕпе Мани манахĕсем çырнă Юмăç кĕнеки сонникăн куçарăвĕ пур.
Аваллăхпа çыхăннă текстсенчен Ахмед ибн-Фадлан пăлхар патшалăхне кайса килни çинчен çырнă текст, паллах, самай вуланать.
Христиан тĕнĕпе çыхăннă хайлавсенчен чăваш вулавçи çак текстсене уйрăмах юратать:

Халал (Иван Яковлев, 1921 / 1992),
Псалтирь (ПЭччен 1440-586 çç.)
Матфейран Евангели (ПЭри 80-90 çç.)
,Иов кĕнеки (ПЭччен 1900-1700 çç.).

Раççей Библи Пĕрлĕхĕн Сăваплă Библи куçарăвĕн  Авалхи Халал кĕнекисене вулама пулать.  Çĕнĕ Халал та туллинех пур, унсăр пуçне 1820 çулта кивĕ чăваш çырулăхĕпе пичетлесе кăларнă Еванкĕлпе те (Матѳе́й ранъМарк ранъ, Лука ранъ, Іоанъ ранъ) паллашма сĕнетпĕр.