Показаны сообщения с ярлыком Mitta Vaşlejĕ. Показать все сообщения
Показаны сообщения с ярлыком Mitta Vaşlejĕ. Показать все сообщения

Çула тухас умĕн ][ Сăвар Эртиван | Săvar Ertivan

Митта Ваçлейне
Сăпаççипă. Кăмăл турăр пурте,
куçăма шăлам-и пăрăнса.
Юр çинче ман ура йĕрĕ выртĕ
çурла уйăх витĕр курăнса.

Ах, аннеçĕм, хĕвĕнте ӳстертĕн,
мĕншĕн капла пулчĕ ман тĕле?
Ан пытар, умна чĕркуçлентер те
пĕтĕмпех мĕн пӳрнине пилле.

Çул курки тыттартăн, шур аппаçăм,
икĕртем-и куççульпе кăштах.
Çинçерех арланчĕ-ши шăпаçăм,
е шăлну сан пулчĕ-ши пуçтах?

Çынсем евĕр пурăнмашкăн çук ăс,
патшипе чури те эпĕ хам.
Эй, çăва патне!
Ăçта çав купăс,
ярăнса тухса пуçа ухам!

Курасси татах тем чухлĕ пулĕ,
тăвансем, ан манăр пурăнса.
Юр çинче ман ура йĕрĕ юлĕ
çурла уйăх витĕр курăнса.

Сăваплă кĕтес ][ Митта Ваçлейĕ / Mitta Vaşlejĕ

Хула хĕрри улах. Сĕве йăвашшăн
Пахча çуммисемпе иртсе каять...
Çак лăпкă кĕтесре тăван чăвашшăн
Çуралнă ĕлĕк чух пĕр çамрăк ят.

Ак ун кĕперĕ, вăл юратнă вырăн,
Ак вăл час-час таяннă ват йăмра.
Паян та вăл кунта çÿрет пек ыррăн,
Тăрать пек сыввăн умăмра.

Ун лăпкă куçĕсем йăл-йăл тăваççĕ,
Ун сăнĕнче – те хурлăх, те телей...
«Мĕнле пурнан? Мĕнле çĕршыв хăвачĕ?
Ман шăллăмсем нумай-и, Ваçилей?» –

Тесе ыйтассăн тăрать пек поэтăн
Шухăшăмра çĕкленнĕ ĕмĕлки...
– Аван, манми тете. Аван, – теетĕп. –
Сывлать чăвашăмăр, сывлать чĕлхи.

Çак пирĕн ÿсĕмри чăваш этемĕ
Иртме шанать чăн пурнăç тĕпелне.
Çитет пире, çитет – тертленнĕ,
Лаххан таврашĕнче çитет-тĕр йĕпенме!

Чăвашăн ăнсăртран сывалнă куçĕ
Культтурă кил-çуртне пăхса илет.
Телейлĕх тупсăмне хăех вăл уçĕ,
Хăех туянĕ хăй валли тивлет.

Эх, Константт'ын! Пирĕнпеле пулсамччĕ.
Пулсамччĕ кĕрекере илем пур чух...
Анчах мĕскершĕн-ши нимле асамçăн
Сан ыйхуна сирме хăвачĕ çук?..

тăхтаса тăмасăр вырăс халăхĕпе хутшăнса каймалла мар ][ Mitta Vaşlejĕ

Чăваш халăхĕ вырăс халăх чĕлхине, йăлисене йышăнса унпа пĕрпекленсе пынине кăтартать. Анчах ку пĕрлĕхлĕ культура усă парĕ-ши? Хамăра вырăс чĕлхипе, вырăс культурипе пуянлатнă май, хамăр та вырăс чĕлхипе культурине тĕрлĕ нацисен хăйне евĕрлĕхĕпе пуянлатăпăр. Анчах та ним тăхтаса тăмасăр вырăс халăхĕпе хутшăнса каймалла мар.

1937, писательсен пысăк пухăвĕнче. Şak sămahsemshĕn Mittana natsionalist, “halăh tăshmanĕ” tese ajăplaşşĕ, tepĕrtakran tĕrmene hupaşşĕ

VULA: Natsionalist – Hăsh “halăh tăshmanĕ” pulnă-shi vara? Natsionalist sămah hăjĕn tăvan halăhĕshĕn şunakan, halăhĕn hăjne tĕllĕn atalanma pultarassine ĕneneken şyn. Căvashsemeh ajăplană ăna, tĕrmene hupnă. Je şav şynsen căvash teme juramast’-i. Şav ajăplavşăsem, Iudălla hătlanakansem – căvash halăhĕn un cuhnehi tăshmanĕsem ükĕnnĕ-shi?

Sĕrĕmre hajlavran ][ Mitta Vaşlejĕ

Камăн çук пулхăрăн юнĕ,
Кам хăйне вырăслать,
Меттислать–
Çавă пирĕншĕн пултăр йÿнĕ
Вăл халăхшăн
Ирсĕр чысла!

"Suntal", 1927

Çĕр-шывăм, çĕр-шывăм, мĕн кирлĕ сана?][ Mitta Vaşlejĕ

Çĕр-шывăм, çĕр-шывăм, мĕн кирлĕ сана?
Мĕскер эс ыйтатăн? Мĕскер ăмсанан?
Пуянлăх, хаваслăх е ĕмĕрлĕх ят
Е иксĕлми паттăр, асамлă хăват?...

1926

Митта Ваçлейĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕн паллăрах тапхăрĕсем ][ Mitta Vaşlejĕn purnăşĕpe pultarulăhĕn pallărah taphărĕsem

 1908 ç., пуш уйăхĕн 5-мĕшĕ Чăваш Республикин Патăрьел районĕн Аслă Арапуç (Первомайски) ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă.
1924-1928 çç. Ульяновскри педагогика техникумĕнче вĕренет.
1924ç. “Сунтал” журналта “Çуралнă çĕр-шыв” ятлă сăвви пичетленсе тухать.
1927 ç. “Сĕрĕмре” ятлă хайлав пичетленет.
1930 ç. Чăваш Республикин Патăрьел районĕн “Паянхи сас” (халь “Авангард”) хаçата пуçарса янă çĕрте вăй хурать.
1930 ç. Колхозсем тунă тапхăра сăнласа паракан “Хулăн сас” (“Çĕр чĕлхи”) поэма çырать.
1930-1932 çç. Вăрнар районĕн Хутар шкулĕнче учительте ĕçлет.
1932 ç. Шупашкара пурăнма куçать.
1932 ç. Пĕрремĕш кĕнеки “Кăмăл” ятпа пичетленсе тухать.
1937 ç., ака Писательсен пухăвĕнче уççăн тухса калаçать. “Националист” ята илтет.
1937 ç., раштав Тытса тĕрмене хупаççĕ. “Халăх тăшманĕ” тесе айăплаççĕ.
1947 ç., раштав Ирĕке тухать, Патăрьел районĕн Аслă Арапуç ялĕнче пурăнать.
1949 ç., ака Шупашкара çемйине курма килсен тепĕр хут тĕрмене хупаççĕ, Красноярск крайне ссылкăна яраççĕ.
1954 ç., юпа Ссылкăран Шупашкара таврăнать.
1956 ç. Иккĕмĕш кĕнеки “Кăмăлтан” ятпа пичетленет.
1956 ç. Очерксен ярăмне çырма хатĕрленет. Йĕпреç, Патăрьел, Елчĕк районĕсенчи ялсене çитсе курать.
1957 ç., çĕртме Патăрьел районĕн ака туйне уявланă çĕре хутшăнать.
1957 ç., çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕ Вăхăтсăр вилсе каять.


Митта Ваçлейĕн çырав ăсталăхĕ çинчен ][ Mitta Vaşlejĕn şyrav ăstalăhĕ şincen

Талант пуçра кăна мар... пусăрăнса ларма пĕлнинче те. Пулас ĕçе вартаса тухма, тен, йывăрах та мар-и, анчах ăна малалла чутлама, якатма, кирлĕ пек формăсемпе филигранлăх пама чăтăм кирлĕ. Художествăллă ăсталăх çакăнта. Пуртăпа ĕçлекен платник – ăста, анчах художник мар. Тăхçапа ĕçлекен чулçă – ăста, анчах скульптор мар. Чул катăкĕнчен хĕрĕх те пĕр илемпе выляса тăракан ахах куçне художник-ювелир çеç тума пултарать.

Рифмăн ролĕ сăвăра калама çук пысăк. Вăл шухăша çапса кăшăллать, пĕр пĕтĕм тăвать, шултăркама памасть. Пĕрне-пĕри йыхравлăн кăчăк туртса тăракан сасăсене пула, сăввăн асра юлас витĕмлĕхĕ ÿсет. Сăвăри чи илемлĕ сăмахсем – мăшăрлăн янăраканнисем, рифмăсем. Телейлĕн пĕрлешнĕ мăшăр пĕтĕм сăввăн кил-йышне уявлă çутă парать. Анчах рифма тесе сăмахпа сăмаха пусмăрласа мăшăрлантарас пулмасть, вара илем мар, илемсĕрлĕх çуралать.

Сăвă тени хăй хальлĕн çуралнă ирĕк сăмах пек курăнтăр. Вăл поэт лаççинче тĕрлĕ материалсенчен шăранса тухнине вулакан ан туйтăр. Вулакана сăввăн метрики те, рифми те, композицийĕ те кирлĕ мар, ăна лаçри материаллă элементсен çÿп-çапĕнчен хăтăлнă, хăйне хăй янраса тăракан пултарулăх вăйĕ кирлĕ.

  • Асамсăр, тухатусăр поэзи вăл – халтура, макулатура.

  • Романăн юрми юрату пулмалла, унсăрăн çырни сĕтексĕр.

  • Çитти çитнĕ сăвăра пĕр сăмах та ытлашши пулмалла мар, унсăр калас шухăш витĕмлĕ, вырнаçуллă пулмасть.

  • Шăратса çитернĕ сăвăра металл сасси пур. Çав сас пулсан – сăвă лайăх вара.

  • Техника, формализм тыткăнĕнче асапланнă поэтсем, композиторсем, художниксем яланах сахал ĕçленĕ.

  • Тăван чĕлхерен сĕт (анне сĕчĕ) тути каламалла.

  • Поэтăн кашни сăмахĕ чĕре таппипе чĕтресе тăмалла, чĕре чĕтревĕсĕр сăмах хăвачĕ çук.
şălkuş: Т.А.Имеркина, "Митта Ваçлейĕ. Пурнăçĕпе пултарулăхĕн пĕрлĕхĕ. (Поэт çуралнăранпа 95 çул çитнине халалланă)". Меслет кăтартăвĕ. Шупашкар, 2003




 

Митта Ваçлейĕн пултарулăхне хакласа каланисем ][ Mitta Vaşlejĕn pultarulăhne haklasa kalanisem

Чăвашшăн – чăвашлăхшăн Митта чунне-юнне пама хатĕрччĕ. Вăл çынпа калаçнă е тавлашнă чух кăшкăрашнине – тавлашса сас тунине астумастăп – анчах тавлашура вăл кам айне те пулин пулнине курман эпĕ. Кирек кам умĕнче те сăмаха тÿрĕ – пат татса калатчĕ. Шурри уншăн – шурăччĕ – хури – хураччĕ. Çынна та – хăйне те улталамастчĕ вăл. Тĕрĕслĕхшĕн çунатчĕ – уншăн нумай тÿснĕскер – татах тÿсме те хатĕрччĕ.
Александр Артемьев – Чăваш халăх писателĕ.

Митта Ваçлейĕн сăввисене вуласан пурнăçа тата ытларах юратас килет, паттăр ĕç тăвас килет. Хальхи чăваш çыннин хуçалла, оптимистла туйăмне поэт нацилле тĕнче курăмпа пĕтĕçтерсе уçса панă.
Г.  Я.  Хлебников, литература тĕпчевçи.

Паянхи кун маншăн савăнăçлă кун% эпĕ çĕнĕ поэт, талантлă поэт сассине илтрĕм. Чун-чĕрене çĕклентерсе яракан, пĕçертсе илекен, шухăша хускатакан, çав хушăрах “хулăм саспа” малалла чĕнекен чăн-чăн поэтла сасă хамăр поэзире хам ĕмĕрте эп иккĕмĕш хут кăна илтетĕп пулĕ-ха - малтан илтнĕ сасă, пирвайхи хут çунатлантарнă сасă вăл – Митта сассиччĕ.
Стихван Шавли, Чăваш халăх поэчĕ

Митта – лирик. Унăн произведенийĕсенче пире илĕртекенни, пахи – философиллĕ тарăн шухăш, чуна çĕклекен, илем кÿрекен поэзи, ытарайми илемлĕ те витĕмлĕ чĕлхе. Митта кăтартса панинчен ытларах каласа пама юратать, тен, çавăнпах унăн чылай сăввисем риторикăллăрах пек туйăнаççĕ, анчах çав туйăма çÿлерех асăннă паха енĕсем çĕнтереççĕ. Чăвашсен философиллĕ лирикинче Митта – пысăк поэт.
Александр Артемьев, Чăваш халăх писателĕ

Вăл ят ĕмĕре асăнса ăна упрама, çамрăк чухнехи вăхăта сая ярасран сыхланма астутарни паянхи çамрăксене ăслă, хăюллă, маттур пулма вĕрентеççĕ. “Чăвашсен пĕр лайăх сăмах пур – юлташ пултăр хăвăнтан маттур!”– тесе çырать Митта. Тем пек тĕрĕс каланă поэт – çамрăксене кампа юнашар утмаллине вĕрентсе сăвăланă сăмах!
Алексей Талвир, çыравçă

Митта Ваçлейĕ хăйне евĕр сăвăç, хăйне евĕр çын, хăйне евĕр шухăшлавçă, хăйне евĕр сăмах ăсти пулнă. Вăл сăвă çыракан мар, вăл чăн-чăн сăвăç, тивĕçлипе паян кунччен те хаклайман пысăк поэт пулнă. Сăвă унăн ĕçĕ мар, унăн сывлăшĕ, унăн пурнăçĕ, унăн чĕре таппи пулнă. Вăл çырмасăр пурăнма пултарайман, мĕншĕн тесен виçесĕр пысăк пултарулăх ăна самантлăха та канăç паман.
Г. Н. Волков, академик

Митта та Митта тенĕрен эпĕ вăл калама çук хитре çын пуль теттĕм... Митта тени никам пек те мар, хăй пек пулчĕ. Таçтан курăнакан ĕлккен этем мар. Ытла çÿллех те мар, пĕчĕк те мар, хыткан, яштак пÿллĕ. Хăш-пĕр этеме тăмран тунă пек е чугунтан – йывăр, чугунĕ – тимĕрри ытла нумайран. Куна хаклă йышши хурçăран тунă тейĕн. Хурçине хĕрхенмен те, ытлашшине те хуман. Сăнĕ-пичĕ сăпай, илемлĕ. Ырă илемлĕ. Ăшĕнчи мăн этемлĕх – куçĕнчен, йăваш куллинчен сисĕнет...
Митта çинчен шухăшланă чух вăл куçăм умĕнче тĕрленĕ шур кĕпепе тăрать. Чи малтан эпĕ ăна курнă чух хĕвеллĕ кун пулнă пулмалла. Çавăнпа куç умĕнче те ун тавра сар хĕвел çути асра, кулли асра. Эпĕ ăна ахăлтатса кулнине курман – йăл кулатчĕ.
Ираида Петрова, сăвăç


Кунта – ху вăйлă пулнипе ялтрарăн,
Ху çутупа, таса ăспа çĕнсе,
Ху илемне кăтартрăн... Ку çеç мар-и?
Эс халăх кăмăлне, чунне пĕлсе,
Ху çутуна ун сăнĕшĕн упрарăн,
Ăна вăй пур таран илем кÿрсе.
Геннадий Айхи, Чăваш халăх поэчĕ

Поэтăн çулĕ такăр пулман, анчах тăван çĕр-шыва юратнă шухăша, тĕрĕслĕх хăватне ун чĕринчен нимĕнле усал та хăваласа кăларайман...
Митта Ваçлейĕ хăйĕн творчествинче тĕрлĕ наци поэчĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе усă курать, вĕсен вăррине чăваш ани çине акса, чĕрене савăнтаракан е ыраттаракан, вулаканăн пĕлĕвне ÿстерекен, пурнăç çинчен шухăша яртаракан поэзи тыррине вырса илет.
М. Р. Федотов, профессор

Унăн шухăш-кăмăлĕ алмаз пек тасаччĕ. Унăн ăс-хакăлĕ алмаз пек вичкĕнччĕ. Унăн идейăлăхĕ, принциплăхĕ алмаз пек çирĕпччĕ. Унăн патриотизмĕ, тăван çĕр-шыва, тăван халăха юратасси хăй ÿснĕçем ÿссе, пултаруллă сарăлса, анлăн ейсе пыратчĕ. Унăн пурнăçри, ĕçри тирпейлĕхĕ алмаз пек монолитлă, алмаз пек тăпкăл, алмаз пек яр кĕтеслĕ, пĕрех те ылтăн-кĕмĕл пек мар, каснă лартнă алмаз пек – куç илейми хÿхĕмччĕ, ытарайми илемлĕччĕ.

И. Д. Кузнецов профессор, истори наукисен докторĕ



Час çитĕ Çеçпĕл кĕтнĕ кун,
“Онегин” пек роман та çырĕç.
Атăл хĕрне тухса çеç кур –
Сана миттаçăсем кар сырĕç.
Митта, Митта – сÿнми кăвайт,
Кашни калчийĕн пуçĕ – ухă
Епле ăру! Епле хăват!
Митта – çĕн утăм, çĕнĕ юхăм.
Хĕритун Кошкин, çыравçă



Вăл кирек хăш ĕçре те пуçаруллă та ăста ĕçлеме пултарнă, халăхри ăс-кăмăл пуянлăхне управлăн та тирпейлĕн кăтартма хал çитернĕ. Ахальтен мар вăл çырнисем тахçанах вĕренÿ кĕнекисене кĕнĕ, тăван литература кун-çулĕнче ырă ят илнĕ.
Г. Юмарт, тĕпчевçĕ

Митта Ваçлейĕн вырăнĕ Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай ĕретĕнче. Вĕсемпе вăл çумма-çуммăн ларса пĕр чĕлхе тупса калаçма пултарать - ун поэзийĕнче К.Ивановăн чăн-чăн чăвашла, çыпăçуллă та ирĕк чĕлхи, Çеçпĕлĕн хĕрÿлĕхĕ, Хусанкайăн пуянлăхĕ. Анчах Митта никам пек те мар, хăй пек çех - унăн хăйĕн сăн-сăпачĕ, çепĕçлĕхĕ, хĕрÿлĕхĕ. Сăвви-юррин пĕр йĕркине илсен те, “ку Митта” тетĕн. Кашни сăмахĕ, пичет çапнă пек, вырăнлă, кашни сăмах çаврăнăшĕ тирпейлĕ.
Николай Исмуков, çыравçă

Василий Егорович ăста тăлмачă пулнă. Ун куçарăвĕнче аслă Пушкин та таса чăваш чĕлхипе калаçать. Ятарласах танлаштарса пăхăр-ха, сăмахран, “Песень о вещем Олеге” куçарăва оригиналпа. Пушкин культурине чăвашсем патне антарман, пачах урăхла, пире аслă паэт шайне хăпартнă. Çакă мар-и вара куçару ĕçĕн тĕллевĕ?! Митта Ваçлейĕ чылай пысăк произведенисем те куçарнă пулнă, анчах,– мĕн тăвăн? – вăхăчĕ çапла пулнă та ĕнтĕ ун чухне,– вĕсене вăл ют çын ячĕпе пичетлесе кăларнă.
Николай Исмуков, çыравçă

Ваçлей çынсене пĕтĕм чун хавалĕпе юрататчĕ, шеллетчĕ. Вăл пурне те савăнтарма тăрăшатчĕ, вĕсем мĕнле пĕлÿ илнине, кăмăлĕ-талайĕ мĕнлине уяса тăмастчĕ. Хăй тĕл пулнă пĕр çамрăк автора та пулăшу парассинчен пăрăнса тăмастчĕ. Ун патне çын ĕçпе пырсан, кирек хăçан та ăна вашаватлă йышăнатчĕ, ĕçне пăрахсах унпа калаçатчĕ.
Н. К. Еремеева-Митта, поэт мăшăрĕ

Нумай пулсан та манăн ылтăн тус –
Эп тунсăхлатăп сансăрăн, Митта.
Паян сана курасшăн çуннă чух
Килсе кĕретĕп-и кермен залне –
Сана калас саламлă сăмаха
Калатăп халăхна – чăвашсене.
Ма эрлĕ ку тесе ан ятлăрсам,
Ăнланăрсамччĕ, ăслă чăвашсем -
Чăн-чăн тăванччĕ маншăн вăл, Митта,
Чăн-чăн тăванăмччĕ, юлташăмсем.
Хасан Туфан, тутар сăвăçĕ

şălkuş: Т.А.Имеркина, "Митта Ваçлейĕ. Пурнăçĕпе пултарулăхĕн пĕрлĕхĕ. (Поэт çуралнăранпа 95 çул çитнине халалланă)". Меслет кăтартăвĕ. Шупашкар, 2003

 

Mitta Vaşlejĕ ][ Митта Ваçлейĕ

 
(1908 -1957)

Mitta Vaşlejĕ (Митта Василий Егорович) Căvash Jenre Pysăk Arapuş (Patărjel rajonĕ) jalĕnce şuralsa usnĕ. Jalti shkula pĕterse Cĕmpĕrti shkula vĕrenme kĕnĕ, şavănta vĕrennĕ cuhne literaturăpa havhalannă.

Shupashkara kilse vĕrenteken, rajon haşăcĕn sekretarĕ pulsa ĕşlenĕ, Radiokomitetra, Kĕneke Izdatel’stvince văj hună. 1937 şulta ăna repressilenĕ, 1954 şulta irĕke kălarnă. 1955-1957 – Mitta litkonsul’tant, “Tăvan Atăl” al’manahăn javaplă sekretarĕ.

Avtor 1924 şultan picetlennĕ, Şeşpĕl Misshin căvash săvvi reformine malalla tăsnă. Hajlavĕsen tĕp temi — tăvan şer-shyv şĕnelni. 30-mĕsh şulsencen puşlasa hajlavĕsem publitsistika jenne turtănni, Majakovski vitĕmne kurni palărat’. 50-mĕsh şulsenci săvvisem filosofille.

A. Pushkin, M. Gorkij, S. Jesenin, L. Kassil’, N. Ostrovskij, A. Kunanbajev, M. Dzhalil ĕşĕsene căvashla kuşarat’.

Kĕnekisem: “Kămăl” (1932), “Takmaksem” (1934), “Kămăltan” (1956), “Dumy moi, stihi moi” (1976). Piccĕshĕ Petĕr Mitta – şyravşă, repressire vilet.

Mitta Vaşlejĕ pultarullă, ăsta săvăşă, săvvisem Căvash Literaturin - yltăn şüpşince.  

Săvvisene VULA: http://vulachuvashla.blogspot.com/search/label/Mitta%20Vaşlejĕ



In English:


Vasley Mitta was born on the fifth of March in 1908. He was from the village of Bolshiye Arabosy, Chuvashia. When a child he was interested in Pushkin's poems, Gogol's stories and he came across with Chuvash poetry too. In 1924 He entered the Pedagogical College in Ulyanovsk. And since that time he had been published in Chuvash newspapers and magazines. At that time the main theme of his poems was a new image of his native land. Having graduated from the college in 1928 he began working at school.
He also was an excellent translator of famous Russian writers and poets. In 1937 he was repressed and was released in 1954. After three years he died.

Türkçe:

Mitta Vaşleyi bugünkü Çuvaşistan’daki Patiryel bölgesine bağlı Büyük Arapuş köyünde doğup büyümüştür.
Köydeki okulu bitirince, Çimpir'deki okula gidip girmiş, orada okurken edebiyata başlamıştır.
Şair daha sonra Şupaşkar'a gelir, gazetelerde, dergilerde ve radyoda çalışır.
Ruhban döneminde cezaya uğrar, zindana sürgüne gider.
Mitta Vaşleyi kabiliyetli şairdir, onun şiirleri Çuvaş edebiyatının altın hazinesine girer.

Anatri Jură ][ Mitta Vaşlejĕ

Man purlăhăm şuk, pin yltănăm şuk,
Numaj kirlĕ mar tăvan pĕrle cuh.

Numaj ta pĕtet, sahal ta şitet,
Tută purnăşa elle mĕn şitet?

Purri văl pĕrle, şukki – şurmalla.
Tata tăvansem, mĕnle pulmalla?

Şülten ĕrĕhhet sajra pereket,
Şapah iksĕlmest pĕrtte pereket.

Yrsenĕn yrsemĕ – uprav ta tirpej,
Esir pirĕn huntă, shancăk, telej.

Ăs patăr vatti, văj patăr jasshi.
Etem eteme an pul ytlasshi.

Tivlet te săvap, muhtav ta pehil
Sana, yr ĕşre hunan tasa kil!

Muhtav ta pehil ĕmĕr- ĕmĕrne
Tarpa tăvarlană yrash şăkărne! 

Şürese şinşelmen şüren ut... ][ Mitta Vaşlejĕ

Şürese şinşelmen şüren ut...
Lar, savni, vĕşterer părehhut!
Ytrajsa ilejmi cecen ir,
Kuşpala vişejmi şeşenhir...
Lar casrah! Ăsh vărkat, ăsh şunat',
Kukalet – şul yjtat' şilşunat.
Erevetlĕ carshav pĕlĕtsem
Uşălajccĕr epir vĕşnĕşem.

Shăpărne şuhărtsa, şil aci
Cuptăr pirĕnpele katacci.
Tussan tus, lajăhrah, şil-tăman!

Irĕk Irĕk!...
Tăvan, măn tăvam?

Jankăs cun jamshăkla kătărsa,
Je jaram-shi-shi-shi shăhărsa?

Tapsa siktĕr mattur şüren ut,
Păhsa jultăr, an tiv, şicĕ jut.

Kamăn şulĕ pire hirĕş mar –
Larkăşa tus-jyshlă sikse lar!

Savnăş, savnăş!
Cuptu, ytala!...
Jamşăk tus, hul jepreh hăvala...

Kilense kuş hupsa iliccen
Jalăm julnă taşta şiticcen.

Jur üket-i lapka ta lapka...
Purnăş, purnăş, ytla an vaska!

Şamrăk ămăr-samant
Un parni-
Şut shănkăravlă kĕş-vĕş şăvarni.
 

Tăvan Cĕlhem [Mitta Vaşlejĕ]

Tăvan cĕlhem! Tasa cĕlhem
Parsam pălhavlă cunăma.
Par cănlăh, savănăş, ilem,
Par irĕk- şutărah şunma.
Ĕshennisemshĕn şul şince
Es – şanşăk şăltărĕ jalan.
Tisker tămanlă kaşsenşe
Jyhravlă can pek janăran.
Şunat paratăn şamrăka
Vatta cun kanăşĕ küren,
Sünse kĕllennĕ kămrăka
Vutkajăk syvlăshĕ kĕrten.
Hypsa şunan şĕrshyvăma
Cĕlhem, sipetlĕ şumăr jar,
Hĕvel hĕm pană syvlăma
Mana ta păr tumlam syptar.
Sĕtkenüpe shăvarănsa,
Shalankă jevĕr şĕklenem
Şülte şujhavlăn jarănsa.
Etemshĕn savănăş cĕnem. 

Pit mattur-şke Ivanov pul'varĕ... ][ Mitta Vaşlejĕ

Pit mattur-şke Ivanov pul'varĕ,
Pyllăhri pek şamrăk şăkasar.
Ăşta şitsen te manăşa julmarĕ
Şură tum tumlannă Shupashkar
Şeşkere nar pitlĕ sar nasturzzĭ,
Şăltăr-astra, kapăr keorkinn...
Şamrăk cuh, ten, hamăr ta matturccĕ,
Şakna temshĕn ep asturăm tin.
Shuhă pulnă, shuhăshsăr şürenĕ,
Takărlatnă Atăl hărrine.
Kam shutlană, kam ăna ĕnennĕ –
Ci haklj jash ĕmĕr ikenne?...