Митта Ваçлейĕн çырав ăсталăхĕ çинчен ][ Mitta Vaşlejĕn şyrav ăstalăhĕ şincen

Талант пуçра кăна мар... пусăрăнса ларма пĕлнинче те. Пулас ĕçе вартаса тухма, тен, йывăрах та мар-и, анчах ăна малалла чутлама, якатма, кирлĕ пек формăсемпе филигранлăх пама чăтăм кирлĕ. Художествăллă ăсталăх çакăнта. Пуртăпа ĕçлекен платник – ăста, анчах художник мар. Тăхçапа ĕçлекен чулçă – ăста, анчах скульптор мар. Чул катăкĕнчен хĕрĕх те пĕр илемпе выляса тăракан ахах куçне художник-ювелир çеç тума пултарать.

Рифмăн ролĕ сăвăра калама çук пысăк. Вăл шухăша çапса кăшăллать, пĕр пĕтĕм тăвать, шултăркама памасть. Пĕрне-пĕри йыхравлăн кăчăк туртса тăракан сасăсене пула, сăввăн асра юлас витĕмлĕхĕ ÿсет. Сăвăри чи илемлĕ сăмахсем – мăшăрлăн янăраканнисем, рифмăсем. Телейлĕн пĕрлешнĕ мăшăр пĕтĕм сăввăн кил-йышне уявлă çутă парать. Анчах рифма тесе сăмахпа сăмаха пусмăрласа мăшăрлантарас пулмасть, вара илем мар, илемсĕрлĕх çуралать.

Сăвă тени хăй хальлĕн çуралнă ирĕк сăмах пек курăнтăр. Вăл поэт лаççинче тĕрлĕ материалсенчен шăранса тухнине вулакан ан туйтăр. Вулакана сăввăн метрики те, рифми те, композицийĕ те кирлĕ мар, ăна лаçри материаллă элементсен çÿп-çапĕнчен хăтăлнă, хăйне хăй янраса тăракан пултарулăх вăйĕ кирлĕ.

  • Асамсăр, тухатусăр поэзи вăл – халтура, макулатура.

  • Романăн юрми юрату пулмалла, унсăрăн çырни сĕтексĕр.

  • Çитти çитнĕ сăвăра пĕр сăмах та ытлашши пулмалла мар, унсăр калас шухăш витĕмлĕ, вырнаçуллă пулмасть.

  • Шăратса çитернĕ сăвăра металл сасси пур. Çав сас пулсан – сăвă лайăх вара.

  • Техника, формализм тыткăнĕнче асапланнă поэтсем, композиторсем, художниксем яланах сахал ĕçленĕ.

  • Тăван чĕлхерен сĕт (анне сĕчĕ) тути каламалла.

  • Поэтăн кашни сăмахĕ чĕре таппипе чĕтресе тăмалла, чĕре чĕтревĕсĕр сăмах хăвачĕ çук.
şălkuş: Т.А.Имеркина, "Митта Ваçлейĕ. Пурнăçĕпе пултарулăхĕн пĕрлĕхĕ. (Поэт çуралнăранпа 95 çул çитнине халалланă)". Меслет кăтартăвĕ. Шупашкар, 2003