1908 ç., пуш уйăхĕн 5-мĕшĕ Чăваш Республикин Патăрьел районĕн Аслă Арапуç (Первомайски) ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă.
1924-1928 çç. Ульяновскри педагогика техникумĕнче вĕренет.
1924ç. “Сунтал” журналта “Çуралнă çĕр-шыв” ятлă сăвви пичетленсе тухать.
1927 ç. “Сĕрĕмре” ятлă хайлав пичетленет.
1930 ç. Чăваш Республикин Патăрьел районĕн “Паянхи сас” (халь “Авангард”) хаçата пуçарса янă çĕрте вăй хурать.
1930 ç. Колхозсем тунă тапхăра сăнласа паракан “Хулăн сас” (“Çĕр чĕлхи”) поэма çырать.
1930-1932 çç. Вăрнар районĕн Хутар шкулĕнче учительте ĕçлет.
1932 ç. Шупашкара пурăнма куçать.
1932 ç. Пĕрремĕш кĕнеки “Кăмăл” ятпа пичетленсе тухать.
1937 ç., ака Писательсен пухăвĕнче уççăн тухса калаçать. “Националист” ята илтет.
1937 ç., раштав Тытса тĕрмене хупаççĕ. “Халăх тăшманĕ” тесе айăплаççĕ.
1947 ç., раштав Ирĕке тухать, Патăрьел районĕн Аслă Арапуç ялĕнче пурăнать.
1949 ç., ака Шупашкара çемйине курма килсен тепĕр хут тĕрмене хупаççĕ, Красноярск крайне ссылкăна яраççĕ.
1954 ç., юпа Ссылкăран Шупашкара таврăнать.
1956 ç. Иккĕмĕш кĕнеки “Кăмăлтан” ятпа пичетленет.
1956 ç. Очерксен ярăмне çырма хатĕрленет. Йĕпреç, Патăрьел, Елчĕк районĕсенчи ялсене çитсе курать.
1957 ç., çĕртме Патăрьел районĕн ака туйне уявланă çĕре хутшăнать.
1957 ç., çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕ Вăхăтсăр вилсе каять.