Хула хĕрри улах. Сĕве йăвашшăн
Пахча çуммисемпе иртсе каять...
Çак лăпкă кĕтесре тăван чăвашшăн
Çуралнă ĕлĕк чух пĕр çамрăк ят.
Ак ун кĕперĕ, вăл юратнă вырăн,
Ак вăл час-час таяннă ват йăмра.
Паян та вăл кунта çÿрет пек ыррăн,
Тăрать пек сыввăн умăмра.
Ун лăпкă куçĕсем йăл-йăл тăваççĕ,
Ун сăнĕнче – те хурлăх, те телей...
«Мĕнле пурнан? Мĕнле çĕршыв хăвачĕ?
Ман шăллăмсем нумай-и, Ваçилей?» –
Тесе ыйтассăн тăрать пек поэтăн
Шухăшăмра çĕкленнĕ ĕмĕлки...
– Аван, манми тете. Аван, – теетĕп. –
Сывлать чăвашăмăр, сывлать чĕлхи.
Çак пирĕн ÿсĕмри чăваш этемĕ
Иртме шанать чăн пурнăç тĕпелне.
Çитет пире, çитет – тертленнĕ,
Лаххан таврашĕнче çитет-тĕр йĕпенме!
Чăвашăн ăнсăртран сывалнă куçĕ
Культтурă кил-çуртне пăхса илет.
Телейлĕх тупсăмне хăех вăл уçĕ,
Хăех туянĕ хăй валли тивлет.
Эх, Константт'ын! Пирĕнпеле пулсамччĕ.
Пулсамччĕ кĕрекере илем пур чух...
Анчах мĕскершĕн-ши нимле асамçăн
Сан ыйхуна сирме хăвачĕ çук?..