Ашшийĕн Ывăлийĕн Святой Сывлăшийĕн ячĕпе.
Эй тусăмсем, хамăн тăван çыннăмсем, чăвашсем! Пуринчен малтан эпĕ сире чĕнсе калатăп. Манăн чунăм пĕрмаях сирĕншĕн çунатчĕ, халь те акă манăн мĕнпур шухăшăм сирĕн çийĕре куçрĕ. Юлашки тертĕме пуринчен маларах татах сире каласа хăварас тетĕп.
Турра ĕненсе пурăнасси калама çук пысăк япала – пуринчен ытла эсир çавна хытă тытса тăрăр. Ĕненÿ этеммĕн ăсне, кăмăлне çунатлăлантарса çамăллатать, чун пурнăçне канăçлăх парать, лăплантарать; инкек-синкек, хуйхă-мĕн курнă вăхăтра чуна хăват парать; ĕçсем ăнса телейлĕ пурăннă чух ĕненÿ чуна тасатать, ăна çутатса тăрать. Турра ĕненсе пурăнсан, пурнăç хытти этемшĕн хăрушă мар; ăна ĕненсе тăмасан, çăр çинчи пирĕн пурнăç сивĕ пулать, тĕттĕм пулать. Тĕнчене пултарнă çÿлти Турра ĕненсе тăрăр. Ырă ĕçе те, усал ĕçе те чăн аслă турĕлĕх татĕ, – Турă сут тăвĕ, – вăл сут тÿрĕ, вăл сут пит хăрушă.
Вырăс халăхĕ пит пысăк халăх. Вăл ырă кăмăллă, ăслă: эсир ăна итлĕр, юратса пурăнăр. Унăн ăсийĕн вăйĕ, ырă кăмăлĕ, пурнăçа малалла ярас шухăшĕ хисепсĕр нумай, нихăçан та пĕтес çук. Çак халăх сире тăван вырăнне хурса йышăннă, хăй çемйи тунă. Вăл сире пусмăрламарĕ, сире аяла хăвармарĕ. Малашнехине курса тăракан Турă вырăссене эпир курми, сисми аслă ĕç тума ертсе пырать. Эсир малалла каяс ĕçре çак халăх сире çавăтса ертсе пыракан пултăр, ун хыççăн пырăр, ăна шанса тăрăр. Çак халăхăн пурнăçĕ пит йывăр пулнă. Хăйĕн вăрăм ĕмĕринче, йывăр пурнăçĕнче вăл нумай хуйхă курнă, йывăр кунсем курмалла пулнă, çапах та вăл хăй чунийĕн çуттине сÿнтермен; хăйĕнчен аслă халăх тухса каймаллине пĕртте асĕнчен яман. Вырăс халăхийĕн савăнăçĕпе эсир те савăнмалла пулăр; вăл хуйхă тÿсмелле пулсан, ăна эсир те тÿсĕр. Çапла вара малашне вăл курас çутă пурнăçа унпа пĕрле эсир те курăр; вăл малашне чаплăланса кайсан, унпа пĕрле эсир те чаплăланăр. Иртнĕ ĕмĕрсенче вырăс халăхĕ сире хĕсĕрлемен, ÿлĕмрен те вăл сире хĕсĕрлес çук. ăна эсир юратса пурăнăр, унпа тачă пурăнма тăрăшăр. Кирек мĕнле хир те пукрасăр пулмасть, çапах та эсир вырăс халăхĕ хушшинче ырă кăмăллă ăслă çынсене кирек хăçан та тупăр. Тÿрĕ ĕç тума вĕсем сире пулăшĕç: çапла пулассине ман пурнăçра пулнă ĕçсем шантарса тăраççĕ. Хăйĕн тÿрĕ ĕçĕсене вырăс халăхĕ нумай асап курса çиеле кăларнă, çавăнпа пĕртте иккĕленме кирлĕ мар, вăл сирĕн тĕлĕшпе те ялан тÿрĕрен пырĕ. Вырăс патшалăхĕ çине шанса пурăнăр, ăна юратăр, вара вăл сирĕн аннĕр пулĕ. Çаксене шанса тăма хама вĕрентсе пурăннă Николай Иванович Ильминский ятне каласа хуратăп; унăн ячĕ сирĕншĕн çул кăтартакан çăлтăр пултăр. Ман хисеппе вырăс халăхĕ катĕрийĕн мĕнпур аслăлăхĕ, мĕнпур илемĕ пурте Ильминскинче тулли тăратчĕ.
Вĕренсе çутăлма телей тупнă чăвашсене калам тата. Астуса тăрăр! Пайсăр тăрса юлнă хăвăрăн мĕскĕн чăваш тăван халăхăра эсир пулăшса пурăнмалла; вĕсене ăçтан та пулин катаран пулăшу килĕ-ха тесе тăмалла мар. Ан манăр! Вӗсене вĕрентсе çутăлтарас ĕç пуринчен ытла сирĕн çинче пулмалла. Эсир вĕсен хушшинчен тухса çутăлнă çынсем. Вĕренÿлĕх пĕлсе тăракан пурлăха пуçтарса, эсир хăвăрăн тăван халăхăр патне таврăнăр, вара патшалăхра чăн лайăх этем мĕнле пулмалли çинчен вĕсене каласа ăнлантарăр; закон çинчен тата халăх хушшинче пулмалли тÿрĕлĕх çинчен вĕрентĕр. Çакăншăн тăрăшассине эсир хăвăр çине илмелле: эсир çав халăх хушшинчен тухнă çынсем. Тăван халăхăрăн çуклăхĕнчен, начарлăхĕнчен, вăл тĕттĕмре пурăннинчен ан вăтанăр: эсир вĕсен хушшинчен тухнă, ĕçлессе те вĕсемшĕн ĕçлемелле. Çапла вара эсир халăх вăйĕпе хăвăршăн пуçтарнă ăсăршăн вĕсене парăм тÿлерĕр пулать. Кĕçĕн тăванăрсем умĕнче эсир хăвăр парăмăра манманшăн халăх кăмăлĕ сире кирлĕ таран тавăрĕ. Ан манăр, çакна астуса тăрăр! Эсир хăвăр халăхăрăн чĕлхине тирĕс тăмасан, халăх кăмăлне пĕтĕмпех хăвăр аллăрта тытса тăрăр.
Ху чĕлхÿне пăрахманни вырăс халăхĕ ĕçне ултавлă туса сутни пулмасть вăл; аннĕрсенчен вĕренсе юлнă хăвăн тĕп чĕлхÿне пăрахмасăрах вырăсăн аслă патшалăхĕшĕн ĕçлесе тăма пулать. Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр. Турă çыруне çырнă кĕнекесене пĕтĕмпех чăваш халăхне парăр – Этемсен Турăпа пĕрлешсе пурăнасси çинчен каланă аслă сăмах кĕнекисене чăвашла куçарса пĕтерĕр. Вырăс патшалăхийĕн Хĕвел тухăçĕ енче пурăнакан йышлă халăхсене Христос тĕнне вĕрентсе çутăлтарас ĕçе тăрăшса ĕçлĕр: чĕлхе тĕлĕшĕпе те, вĕсен пурнăçĕ йĕрки тĕлĕшĕпе те эсир вĕсене вырăссенчен хăйсенчен çывăхрах тăратăр. Христос тĕнийĕн çуттине эсир вырăссен аллинчен илнĕ. Çапла вара эсир çак пысăк ĕçе ĕçлесе вырăссене парас парăмăра кăшт та пулин парса тататăр.
Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Çемье пурнăçĕ тĕлĕшпе ваттисем каланă сăмаха чăваш халăхĕ ялан та хытă тытса тăнă. Çак пурлăха лайăх сыхласа пурăнăр. Çемьенĕн лăпкă пурнăçĕ пире пурнăç хыттинчен хÿтĕлесе тăрать. Килĕштерсе тĕреклĕ тăракан çемьешĕн катаран килекен пурнăç синкерĕсем хăрушă мар. Ўтĕре ясарпа ан варлăр, ÿсĕртекен, астаракан япаларан шикленĕр. Çемйĕре сыхă усрасан, ачăрсене чипер упраса пурăнсан, килĕштерсе лăпкă ĕçлесе пурăнма хăвăр валли тĕреклĕ чарак лартса хурăр.
Пĕр-пĕринпе сапăр пулăр, çукшăн-пуршăн чашкăрса çÿресрен, харкашасран аякка тарăр. Çăлаканăн аслă сăмахне асра тытăр. Вăл каланă: хăвăр тăшманăрсене те юратăр, тенĕ. Чăваш хушшинче пĕр-пĕр килĕшÿсĕр ĕç час-часах пулкалать. Эпĕ çавна пĕрре анчах курман. Çапла акă чăвашран хăшĕ те пулин мала туха пуçласан ыттисем ăна такăнтарма пăхаççĕ, çулне пÿлеççĕ. Вара унăн та ырă ĕмĕчĕ татăлать, çине пыракансем хăйсем те тип-типĕ тăрса юлаççĕ. Эсир апла ан пулăр. Çÿле çĕкленекене мĕн хал çитнĕ таран çĕкленме пулăшăр. Хăпарса çитсе тĕрек илсен, вăл вара хăй сире аялтан çÿле турта-турта кăларĕ. Малти урапа куссан, хыçалти унтан юлмасть. Пĕр-пĕрин сăмахне тăнланса пурăнни, пĕрне пĕри ырăлăх туса тăни пурнăçа хăват парать. Çакна хытă шанса тăрăр.
Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă – çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр. Чăн пĕчĕккĕ ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр. Пурнăçра курма тÿрĕ килнĕ йывăрлăхшăн ан кулянăр. Юратса тусан, чи пĕчĕкçĕ ĕçе те чаплăлантарса яма, усă паракан тума пулать; ÿркенсе ытахальтен анчах ĕçлесен, чăн пысăк ĕç те пăрахăçа тухать, хисепрен каять. Лăпкă чунпа килĕшсе ĕçленĕ пур ӗç те телейлĕ пулать, ăнса малалла пырать. Кукăр çулпа çÿресрен, ултавпа тăвас ĕçрен хăраса тăрăр: тÿрĕлĕхсĕр курнă усă, ултавпа тупнă телей – тĕреклĕ мар, вăл вăраха пымасть.
Çÿлти аслă Тÿре умне кайма хатĕрленсе, сире каласа хăварас сăмахăм манăн мĕнпурĕ çакă ĕнтĕ. Ирĕклĕ е ирĕксĕр эпĕ кама та пулин кÿрентерсе, вăл ман çие çилĕ хывса çÿренĕ пулсан, пурсăра та тархаслатăп: çиллĕре манăр, каçарăр мана, маншăн турра кĕлтăвăр. Эй тăван çыннăмсем! Чăн кăмăлтан тав тăватăп сире. Эсир маншăн ялан та ăшă пултăр, кăмăллă пултăр. Сиртен çакна курма эпĕ тивĕçлĕ те пулман. Çаплах тата вырăс çыннисене те нумайăшне, пит нумай çынна чунтан тав тăватăп. Ман ĕçе тума вĕсем нумай пулăшрĕç, чăн кăмăлтан ман енче тăчĕç. Хампа пĕрле ĕçленĕ юлташăмсене, мана пулăшса пурăннă мĕнпур çынна пурне те чунтан каласа тав тăватăп: нимĕне хапсăнмасăр вĕсем мĕнпур халĕсемпе ĕçлерĕç, вĕсемсĕр пуçне ман ĕçĕм те палăрман пулĕччĕ. Пĕр хам анчах вĕрентнĕ хамăн çыннăмсене кăмăлтан ырă сунатăп. Эпĕ вĕсене вĕрентсе ларнă вăхăтсем ман пурнăçра чăн савăнăçлă вăхăтсем пулчĕç. Пурăнан пурнăçăрта сире пурсăра та Турă сыхласа, упраса усратăр.
Căvaš Halăhne Pană Halal
Aššijĕn Yvălijĕn Svettoj Syvlăšijĕn jacĕpe.
Ej tusămsem, hamăn tăvan şynnămsem, căvašsem! Purincen maltan epĕ sire cĕnse kalatăp. Manăn cunăm pĕrmajah sirĕnšĕn şunatcĕ, hal' te akă manăn mĕnpur šuhăšăm sirĕn şijĕre kuşrĕ. Julaški tertĕme purincen malarah tatah sire kalasa hăvaras tetĕp.
Turra ĕnense purănassi kalama şuk pysăk japala – purincen ytla esir şavna hytă tytsa tărăr. Ĕnenü etemmĕn ăsne, kămălne şunatlălantarsa şamăllatat', cun purnăşne kanăşlăh parat', lăplantarat'; inkek-sinkek, hujhă-mĕn kurnă văhătra cuna hăvat parat'; ĕşsem ănsa telejlĕ purănnă cuh ĕnenü cuna tasatat', ăna şutatsa tărat'. Turra ĕnense purănsan, purnăş hytti etemšĕn hărušă mar; ăna ĕnense tămasan, şăr şinci pirĕn purnăş sivĕ pulat', tĕttĕm pulat'. Tĕncene pultarnă şülti Turra ĕnense tărăr. Yră ĕşe te, usal ĕşe te căn aslă turĕlĕh tatĕ, – Tură sut tăvĕ, – văl sut türĕ, văl sut pit hărušă.
Vyrăs halăhĕ pit pysăk halăh. Văl yră kămăllă, ăslă: esir ăna itlĕr, juratsa purănăr. Unăn ăsijĕn văjĕ, yră kămălĕ, purnăşa malalla jaras šuhăšĕ hisepsĕr numaj, nihăşan ta pĕtes şuk. Şak halăh sire tăvan vyrănne hursa jyšănnă, hăj şemji tună. Văl sire pusmărlamarĕ, sire ajala hăvarmarĕ. Malašnehine kursa tărakan Tură vyrăssene epir kurmi, sisămi aslă ĕş tuma jertse pyrat'. Esir malalla kajas ĕşre şak halăh sire şavătsa jertse pyrakan pultăr, un hyşşăn pyrăr, ăna šansa tărăr. Şak halăhăn purnăşĕ pit jyvăr pulnă. Hăjĕn vărăm ĕmĕrince, jyvăr purnăşĕnce văl numaj hujhă kurnă, jyvăr kunsem kurmalla pulnă, şapah ta văl hăj cunijĕn şuttine süntermen; hăjĕncen aslă halăh tuhsa kajmalline pĕrtte asĕncen jaman. Vyrăs halăhijĕn savănăşĕpe esir te savănmalla pulăr; văl hujhă tüsmelle pulsan, ăna esir te tüsĕr. Şapla vara malašne văl kuras şută purnăşa unpa pĕrle esir te kurăr; văl malašne caplălansa kajsan, unpa pĕrle esir te caplălanăr. Irtnĕ ĕmĕrsence vyrăs halăhĕ sire hĕsĕrlemen, ülĕmren te văl sire hĕsĕrles şuk. Ăna esir juratsa purănăr, unpa tacă purănma tărăšăr. Kirek mĕnle hir te pukrasăr pulmast', şapah ta esir vyrăs halăhĕ huššince yră kămăllă ăslă şynsene kirek hăşan ta tupăr. Türĕ ĕş tuma vĕsem sire pulăšĕş: şapla pulassine man purnăşra pulnă ĕşsem šantarsa tăraşşĕ. Hăjĕn türĕ ĕşĕsene vyrăs halăhĕ numaj asap kursa şijele kălarnă, şavănpa pĕrtte ikkĕlenme kirlĕ mar, văl sirĕn tĕlĕšpe te jalan türĕren pyrĕ. Vyrăs patšalăhĕ şine šansa purănăr, ăna juratăr, vara văl sirĕn annĕr pulĕ. Şaksene šansa tăma hama vĕrentse purănnă Nikolaj Ivanovic Il'minskij jatne kalasa huratăp; unăn jacĕ sirĕnšĕn şul kătartakan şăltăr pultăr. Man hiseppe vyrăs halăhĕ katĕrijĕn mĕnpur aslălăhĕ, mĕnpur ilemĕ purte Il'minskince tulli tăratcĕ.
Vĕrense şutălma telej tupnă căvašsene kalam tata. Astusa tărăr! Pajsăr tărsa julnă hăvărăn mĕskĕn căvaš tăvan halăhăra esir pulăšsa purănmalla; vĕsene ăştan ta pulin kataran pulăšu kilĕ-ha tese tămalla mar. An manăr! Vĕsene vĕrentse şutăltaras ĕş purincen ytla sirĕn şince pulmalla. Esir vĕsen huššincen tuhsa şutălnă şynsem. Vĕrenülĕh pĕlse tărakan purlăha puştarsa, esir hăvărăn tăvan halăhăr patne tavrănăr, vara patšalăhra căn lajăh etem mĕnle pulmalli şincen vĕsene kalasa ănlantarăr; sakon şincen tata halăh huššince pulmalli türĕlĕh şincen vĕrentĕr. Şakănšăn tărăšassine esir hăvăr şine ilmelle: esir şav halăh huššincen tuhnă şynsem. Tăvan halăhărăn şuklăhĕncen, nacarlăhĕncen, văl tĕttĕmre purănnincen an vătanăr: esir vĕsen huššincen tuhnă, ĕşlesse te vĕsemšĕn ĕşlemelle. Şapla vara esir halăh văjĕpe hăvăršăn puştarnă ăsăršăn vĕsene parăm tülerĕr pulat'. Kĕşĕn tăvanărsem umĕnce esir hăvăr parămăra manmanšăn halăh kămălĕ sire kirlĕ taran tavărĕ. An manăr, şakna astusa tărăr! Esir hăvăr halăhărăn cĕlhine tirĕs tămasan, halăh kămălne pĕtĕmpeh hăvăr allărta tytsa tărăr.
Hu cĕlhüne părahmanni vyrăs halăhĕ ĕşne ultavlă tusa sutni pulmast' văl; annĕrsencen vĕrense julnă hăvăn tĕp cĕlhüne părahmasărah vyrăsăn aslă patšalăhĕšĕn ĕşlese tăma pulat'. Epĕ tusa pĕterejmen ĕşsene esir tusa pĕterĕr. Tură şyrune şyrnă kĕnekesene pĕtĕmpeh căvaš halăhne parăr – Etemsen Turăpa pĕrlešse purănassi şincen kalană aslă sămah kĕnekisene căvašla kuşarsa pĕterĕr. Vyrăs patšalăhijĕn Hĕvel tuhăşĕ jence purănakan jyšlă halăhsene Hristos tĕnne vĕrentse şutăltaras ĕşe tărăšsa ĕşlĕr: cĕlhe tĕlĕšĕpe te, vĕsen purnăşĕ jĕrki tĕlĕšĕpe te esir vĕsene vyrăssencen hăjsencen şyvăhrah tăratăr. Hristos tĕnijĕn şuttine esir vyrăssen allincen ilnĕ. Şapla vara esir şak pysăk ĕşe ĕşlese vyrăssene paras parămăra kăšt ta pulin parsa tatatăr.
Şemjĕre lajăh păhsa usrăr: şemje văl halăh carakĕ, patšalăh carakĕ. Şemje purnăşĕ tĕlĕšpe vattisem kalană sămaha căvaš halăhĕ jalan ta hytă tytsa tănă. Şak purlăha lajăh syhlasa purănăr. Şemjenĕn lăpkă purnăşĕ pire purnăş hyttincen hütĕlese tărat'. Kilĕšterse tĕreklĕ tărakan şemješĕn kataran kileken purnăş sinkerĕsem hărušă mar. Ўtĕre jasarpa an varlăr, üsĕrteken, astarakan japalaran šiklenĕr. Şemjĕre syhă usrasan, acărsene ciper uprasa purănsan, kilĕšterse lăpkă ĕşlese purănma hăvăr valli tĕreklĕ carak lartsa hurăr.
Pĕr-pĕrinpe sapăr pulăr, şukšăn-puršăn caškărsa şüresren, harkašasran ajakka tarăr. Şălakanăn aslă sămahne asra tytăr. Văl kalană: hăvăr tăšmanărsene te juratăr, tenĕ. Căvaš huššince pĕr-pĕr kilĕšüsĕr ĕş cas-casah pulkalat'. Epĕ şavna pĕrre ancah kurman. Şapla akă căvašran hăšĕ te pulin mala tuha puşlasan yttisem ăna takăntarma păhaşşĕ, şulne püleşşĕ. Vara unăn ta yră ĕmĕcĕ tatălat', şine pyrakansem hăjsem te tip-tipĕ tărsa julaşşĕ. Esir apla an pulăr. Şüle şĕklenekene mĕn hal şitnĕ taran şĕklenme pulăšăr. Hăparsa şitse tĕrek ilsen, văl vara hăj sire ajaltan şüle turta-turta kălarĕ. Malti urapa kussan, hyşalti untan julmast'. Pĕr-pĕrin sămahne tănlansa purănni, pĕrne pĕri yrălăh tusa tăni purnăşa hăvat parat'. Şakna hytă šansa tărăr.
Kilĕšse ĕşlenĕ ĕş pysăk usăllă – şakna pĕlse tărăr, un pek ĕşe juratăr. Căn pĕcĕkkĕ ĕşe te pit pikense, juratsa ĕşlĕr. Purnăşra kurma türĕ kilnĕ jyvărlăhšăn an kul'anăr. Juratsa tusan, ci pĕcĕkşĕ ĕşe te caplălantarsa jama, usă parakan tuma pulat'; ürkense ytahal'ten ancah ĕşlesen, căn pysăk ĕş te părahăşa tuhat', hisepren kajat'. Lăpkă cunpa kilĕšse ĕşlenĕ pur ĕş te telejlĕ pulat', ănsa malalla pyrat'. Kukăr şulpa şüresren, ultavpa tăvas ĕşren hărasa tărăr: türĕlĕhsĕr kurnă usă, ultavpa tupnă telej – tĕreklĕ mar, văl văraha pymast'.
Şülti aslă Türe umne kajma hatĕrlense, sire kalasa hăvaras sămahăm manăn mĕnpurĕ şakă ĕntĕ. Irĕklĕ je irĕksĕr epĕ kama ta pulin kürenterse, văl man şije şilĕ hyvsa şürenĕ pulsan, pursăra ta tarhaslatăp: şillĕre manăr, kaşarăr mana, manšăn turra kĕltăvăr. Ej tăvan şynnămsem! Căn kămăltan tav tăvatăp sire. Esir manšăn jalan ta ăšă pultăr, kămăllă pultăr. Sirten şakna kurma epĕ tivĕşlĕ te pulman. Şaplah tata vyrăs şynnisene te numajăšne, pit numaj şynna cuntan tav tăvatăp. Man ĕşe tuma vĕsem numaj pulăšrĕş, căn kămăltan man jence tăcĕş. Hampa pĕrle ĕşlenĕ jultašămsene, mana pulăšsa purănnă mĕnpur şynna purne te cuntan kalasa tav tăvatăp: nimĕne hapsănmasăr vĕsem mĕnpur halĕsempe ĕşlerĕş, vĕsemsĕr puşne man ĕşĕm te palărman pulĕccĕ. Pĕr ham ancah vĕrentnĕ hamăn şynnămsene kămăltan yră sunatăp. Epĕ vĕsene vĕrentse larnă văhătsem man purnăşra căn savănăşlă văhătsem pulcĕş. Purănan purnăşărta sire pursăra ta Tură syhlasa, uprasa usratăr.