Показаны сообщения с ярлыком Ajhi. Показать все сообщения
Показаны сообщения с ярлыком Ajhi. Показать все сообщения

Поэт хăвачĕ ][ Леонид Лялькин / Leonitt L'al'kkĭnn

Айхине
Санра тапса тăратчĕ пултарулăх,
Ÿнер хăвачĕ — чи ăста талант.
Сана таптаймĕ шелсĕр вилĕм-хурлăх,
Мĕн пур тавралăх, эс ан йĕр, шăплан.

Эс ху ятна тĕнче шайне çĕклерĕн,
Тĕнче умне кăлартăн халăхна.
Поэзи пахчинче куллен ĕçлерĕн,
Шăратрăн кĕмĕл пек таса ăсталăхна.

Çиçет хĕвел пек çутă ăс вучахĕ,
Эс чĕртнĕ ăс-тăна хĕрсе çунать.
Сăмахлăх хирĕнчи сар тул пучахĕ
Куç виçейми уйра пиçсе тулать.

Тĕвĕленет чĕр шухăш ик çунатлăн,
Вĕçет пин-пин чĕре хĕлхемĕн уçлăхне.
Асамлă шăплăхра сассу янрать хăватлăн,
Тĕнче тăнлать ăстаçă сăмахне.

Аваллăх çӳпçинче эс пĕрчĕн-пĕрчĕн
Тĕпчерĕн халăхăн сӳнми ăсне.
Эс тăрăшни пур вăхăта çĕнтерчĕ,
Эс çирĕп тытрăн кимĕ парăсне.

Чун-чĕрене, ăса чĕртсе вĕçмелĕх
Поэзи сывлăшне кĕртен чăвашлăха,
Çав çăл куçран куллен выртса ĕçмелĕх
Хăват паратăн эс çуратнă халăха.

(*)

Пуçламăшĕ

[poemă sypăkĕ]

Туятăп эп: ман пит çинче
вĕри те сарлака куçсем,
йывăрланса та юнăхса,
çывăхараххăн туртăнаççĕ.
Вĕсем сана йăлтах-йăлтах:
урусене, аллусене,
куçусене,— хĕвел хĕртсе
çÿхен çемçетнĕ çĕмĕрт пек
чĕлтĕртетсе, тĕксĕмленсе
ялтăракан куçусене —
сана, сана, йăлтах, йăлтах
курасшăн пĕр пулса, пĕрле,
пĕрле пĕр сулăмлă пуласшăн
çывăхараххăн туртăнса.

Çапла куç сарăлать,çапла
куç уçăлать, çапла тĕнче —
тăват енне çиçен тĕнче—
сарлакаланнă май, куçсем,
йывăрланса та юнăхса,
курма пуçлаççĕ — тĕнчене.

Куратăп эп: пăт-пат тĕссем
пĕрре те сапаланчăк мар,—
вĕсем те йывăррăн куçаççĕ —
йĕр хăварса, тарăнлатса,
мана хăйсен çулне-йĕрне
куçкĕретех кăтартнă пек.
Çапла, вĕсем те, куçнă май,
кĕреççĕ сулăма, вĕсем те
кĕресшĕн пĕр вĕри тĕсе,
кăварлашса-амалашса
хыпа-хыпа ялтăракан
пĕр тĕс пулса çавăрăнасшăн.

Çапла, ĕне тирне сÿсен,
çав тир çинче, тÿнтер енче
ялтраççĕ канăçсăр тĕссем,
çиçсе, сÿнсе, куçа-куçа...

Çапла, шоссе таврашĕнчи
çул хĕрринчи кашни чулах
выртать управлăн та тирпейлĕн —
такам алли çинче выртса
киленнĕ пек. Анчах халь-халь
такам ăна вырăнĕнчен
тапратасран хăранă пек.
Каç çутинче лаç хыçĕнче,
типсе хуралнă вĕлтĕренлĕ
картишĕнче картан-картан
тирпейлĕн, шăппăн выртакан
шур кĕленче катăкĕсем —
таçта çула кайма тухса
канмашкăн чарăннă пек... Тапăр
халь-халь çула тухас пекех...

Пĕр тĕс те çук — лăплантарса,
эп ăнланса-пăхса канмалăх,
халь ман пĕр çавăнпа кăна
курас килет мĕн те пулин,—
ăнланмалли, хам тунă евĕр,
ман пулнă пек— ăнланмалли.
Эп çавăнпа кăна курасшăн
сана, сана — йăлтах, йăлтах, —
хама хам çухатса, манса,
курасшăн сан куçусене —
вĕç-хĕрсĕр пысăк пулнă евĕр
туйăнакан куçусене...

Пĕр вĕсенче çеç маншăн халь
ялтраççĕ эп ăнланмалли
чĕлтĕртетсе çунан тĕссем,
мана вĕсем асилтереççĕ
эп ывăнсан, куçа хупса,
таçта хамрах, хам витĕрех,
манрах çĕкленнĕ тĕссене
хам ăнланса тинкернине...
Эп сан куçусенче кăна
упрайăп вĕсене,— унта çеç
вĕсем пĕлтерĕç пурнăçа...

Туятăп эпĕ — аллăмсем,
ак, туртăнса йывăрланаççĕ,
çак туртăну, çак ырату
куçса пырать мĕнпур ÿте,
кăшт çурăм шăнăрне пушат çеç,
кăшт тайăн çеç — сана ыйха
туртма пуçлать... Кашни сĕвем,
ыратнипе йывăрланса,
ыраттарать — йĕри-тавра.
Вара йăлтах, мĕнпур ÿтре,
манра йăлтах — пĕр ырату.
Ман сăввăмсем те çавăнпа —
чĕлхесĕр пулнă ачана
çапсан, вăл вăрăм та илемсĕр,
хĕрÿллĕн кăшкăрнă пек çеç...

Илтетĕп эпĕ — сасăсем
пĕрне-пĕри шыра-шыра
туртăннине-кĕрленине.
Ту-сăртлă çĕрĕн, кăнтăр çĕрĕн
виç ĕмĕр пурăнан концерчĕ,
йăлт манăн пÿлĕме тулса,
çавăрăнать те силленет,
йĕрет те çапăнать хăватлăн,
лачкам шÿсе йывăрланать.
Анчах çак сас та, çак кĕрлев те,
хăй вайĕпе çеç туртăнса
хăй çеç пурăннипе, — ман чухлĕ,
ман вăхăт чухлĕ пурнаймасть...

Вара пăшăлтататăп эпĕ
хампа кăна... Çапах, çапах та,—
илтес килет ман урăх сас —
ĕшеннĕ йытă хăй ятне
ÿтпе туйса итленĕ пек.
1957

Чĕрĕ тĕвĕ ][ Геннадий Айхи / Kennatĕj Ajhi

[poemă sypăkĕ]

Питех сухал та тĕксĕмлетнĕ,
çапах та камшăн та пулсан
пулас килет алла вĕрентнĕ
упа çури пек хушăран.
Эп хам вăя шанми пулсассăн,
вĕчĕхÿ çеç юн таппинче
хĕрхÿн йÿçмешкĕн пуçласассăн,
ÿт-тир сисмелĕх пит çинче
вĕри куçсен мускулĕсем
йывăрланса туртăннине те
туймалăхах пулса çитсен -
епле пулин те, кам патне те
пулин - каçпа е ирхине -
сăлтавсăр-мĕнсĕрех кĕресчĕ,
вĕри вителĕкÿ çине
çил шăнтнă пуçăмпа ÿкесчĕ.
Сан аллусен вĕрилĕхне
туясчĕ çеç... Вара - çитет те:
каллех пĕлетĕп - эс шанан.
Эс маншăн Атăл та, анне те,
çĕршыв пек кирлĕ эс мана.

1954-1956, Мускав


Никам тути, никам чĕлхи те ][ Геннадий Айхи / Gennadij Ajhi

["Galină" săvăran]

Никам тути, никам чĕлхи те
Ман пек калаймĕ сан ятна, —
çемçе те тикĕс, витĕр-витĕр
таса сассем тупса кăна —
тутан кашни хусканăвне те
пĕр тикĕс шутарса пырса,
чĕлхе-çăварăн ăшшине те
пĕр сивĕтсе, пĕр ăшăтса —
эп калаятăп çак ята...

Çапла, тен, суккăр çын тата:
чăр-чăр чĕвĕлтетÿ илтсе,
юрланă кайăка курасшăн,
ун пÿ-сине, тĕсне пĕлсе,
сас хăватне ăнланаясшăн
тутисене хускаткалать...

Эп тĕлĕк витĕр туртăнатăп, —
ăнран кайса пăшăлтататăп —
хам та сисмесĕрех — çапла.
Мĕнпур ÿт-пĕвĕм ыратни те,
Пур хускану та ман — йăлтах —
Вăл — сан ятна чĕр сывлăш витĕр
Тупса пăшăлтатма анчах!..
 

Ятсăр сăвă ][ Геннадий Айхи / Gennadij Ajhi

Тем те пулĕ кайран. Пулĕ уйрăмлăх, пĕрлĕх,
Ĕç, çемье, кил ăшши... Пурпĕр ман пурнăçра
Çутă вăрттăнлăх пулнă хĕрарăмлăх, хĕрлăх
Уçăлми тупсăм евĕр упранĕ санра.

. . . . .
Ик эрне килĕмре пурăнатăп чиперрĕн,
Ик эрне куçма-куç кураймарăм сана.
Çынсенчен сан пирки эп ыйтса пĕлеймерĕм, —
Сан ятна асăнсан, шÿт сăмах пуçланать.
Ăнлансам эс мана: саншăн эп вăтанмастăп,
Хăрамастăп манран куç хĕссе куласран, —
Ниепле те йышра лăпланса лараймастăп,
Сан пирки: «Вăл хĕр пуçăн...» тесе хускатсан...
Астăватăн-и эс (ун чухне эп ачаччĕ):
Инçетри улăха тухса кайрĕç хĕрсем.
Йĕпе атă çине сарă вăрă сапатчĕç
Кустăрма хушшипе явăнан курăксем...
Юлашки вут çути сан çинче ялтăрарĕ, —
Иккĕн кайрăр эсир... Сÿнсе ларчĕ вучах.
Юнашар прачкара сан юрру янăрарĕ, —
Калаçмарăр эсир, — эп лăплантăм кăштах.
Эп вăрантăм ирех. Хыр тăрри хĕрелетчĕ...
Çывăхрах, ĕшнере, чÿхенетчĕ çĕн кун.
Турта пуçĕ çинче çилпеле чÿхенетчĕ
Йĕпе çĕмĕрт лексе сенкерленнĕ саппун.
Эс, паллах, юнашар, — эп пăхмасăр чухларăм, —
Сулхăнра эс тăран — витĕр-витĕр сенкер...
Çакăн евĕр сăн курнă пуль Атăл тутарĕ,
«Уйăх хĕрĕ» ята чи малтан тупнăскер...
. . . . .
Темшĕн айăплă пек — сукмаксем пĕр килсен те,
Халь иртен инçетрен эс, иртен пуç чиксе.
Куçма-куçăн юлсан — ачапча куçĕсем пек
Вăтантарĕç пире çĕрулми çеçкисем.
Мĕншĕн айăплă эс; — Туй пирки шутламан эс,
Пĕр сăмах каличчен малтан çиччĕ виçмен.
Ма хăвна упраман, ма унран сыхланман эс;..
«Ку мана илмесен, урăх тупăп», — темен.
Юлашки хут — итле! — автансем авăтаççĕ,
Хĕвеле хирĕçле храх уран çаврăнса.
Туйăнать хăш чухне — тен, пире йыхăраççĕ:
«Çула тухăр пĕрле алла ал тытăнса!»...
Чĕлтĕрти кĕрен кĕл пек Хуркайăкăн Çулĕ
Чÿхенет, чĕтренет лăпкă ял çийĕпе...
Тен, ачу, ыйхинче, аллине кăнтать пулĕ,
Кăкăрна ăшăтать пуль вĕри тутипе.
Тем те пулĕ кайран, пурнăç улшăнĕ тĕрлĕ,
Çакăнта çырни çеç курнас çук урăхла.
Эп ун чух кăшт ăнкарнă хĕрарăмлăх, хĕрлĕх
Юлĕ çавăн пекех, — тупсăмне уçмасла...
Тем те пулĕ кайран. Пулĕ уйрăмлăх, пĕрлĕх,
Ĕç, çемье, кил ăшши... Пурпĕр ман пурнăçра
Çутă вăрттăнлăх пулнă хĕрарăмлăх, хĕрлăх
Уçăлми тупсăм евĕр упранĕ санра.
. . . . .
Ик эрне килĕмре пурăнатăп чиперрĕн,
Ик эрне куçма-куç кураймарăм сана.
Çынсенчен сан пирки эп ыйтса пĕлеймерĕм, —
Сан ятна асăнсан, шÿт сăмах пуçланать.
Ăнлансам эс мана: саншăн эп вăтанмастăп,
Хăрамастăп манран куç хĕссе куласран, —
Ниепле те йышра лăпланса лараймастăп,
Сан пирки: «Вăл хĕр пуçăн...» тесе хускатсан...
Астăватăн-и эс (ун чухне эп ачаччĕ):
Инçетри улăха тухса кайрĕç хĕрсем.
Йĕпе атă çине сарă вăрă сапатчĕç
Кустăрма хушшипе явăнан курăксем...
Юлашки вут çути сан çинче ялтăрарĕ, —
Иккĕн кайрăр эсир... Сÿнсе ларчĕ вучах.
Юнашар прачкара сан юрру янăрарĕ, —
Калаçмарăр эсир, — эп лăплантăм кăштах.
Эп вăрантăм ирех. Хыр тăрри хĕрелетчĕ...
Çывăхрах, ĕшнере, чÿхенетчĕ çĕн кун.
Турта пуçĕ çинче çилпеле чÿхенетчĕ
Йĕпе çĕмĕрт лексе сенкерленнĕ саппун.
Эс, паллах, юнашар, — эп пăхмасăр чухларăм, —
Сулхăнра эс тăран — витĕр-витĕр сенкер...
Çакăн евĕр сăн курнă пуль Атăл тутарĕ,
«Уйăх хĕрĕ» ята чи малтан тупнăскер...
. . . . .
Темшĕн айăплă пек — сукмаксем пĕр килсен те,
Халь иртен инçетрен эс, иртен пуç чиксе.
Куçма-куçăн юлсан — ачапча куçĕсем пек
Вăтантарĕç пире çĕрулми çеçкисем.
Мĕншĕн айăплă эс; — Туй пирки шутламан эс,
Пĕр сăмах каличчен малтан çиччĕ виçмен.
Ма хăвна упраман, ма унран сыхланман эс;..
«Ку мана илмесен, урăх тупăп», — темен.
Юлашки хут — итле! — автансем авăтаççĕ,
Хĕвеле хирĕçле храх уран çаврăнса.
Туйăнать хăш чухне — тен, пире йыхăраççĕ:
«Çула тухăр пĕрле алла ал тытăнса!»...
Чĕлтĕрти кĕрен кĕл пек Хуркайăкăн Çулĕ
Чÿхенет, чĕтренет лăпкă ял çийĕпе...
Тен, ачу, ыйхинче, аллине кăнтать пулĕ,

ăкăрна ăшăтать пуль вĕри тутипе.
Тем те пулĕ кайран, пурнăç улшăнĕ тĕрлĕ,
Çакăнта çырни çеç курнас çук урăхла.
Эп ун чух кăшт ăнкарнă хĕрарăмлăх, хĕрлĕх
Юлĕ çавăн пекех, — тупсăмне уçмасла...