[poemă sypăkĕ]
Туятăп эп: ман пит çинче
вĕри те сарлака куçсем,
йывăрланса та юнăхса,
çывăхараххăн туртăнаççĕ.
Вĕсем сана йăлтах-йăлтах:
урусене, аллусене,
куçусене,— хĕвел хĕртсе
çÿхен çемçетнĕ çĕмĕрт пек
чĕлтĕртетсе, тĕксĕмленсе
ялтăракан куçусене —
сана, сана, йăлтах, йăлтах
курасшăн пĕр пулса, пĕрле,
пĕрле пĕр сулăмлă пуласшăн
çывăхараххăн туртăнса.
Çапла куç сарăлать,çапла
куç уçăлать, çапла тĕнче —
тăват енне çиçен тĕнче—
сарлакаланнă май, куçсем,
йывăрланса та юнăхса,
курма пуçлаççĕ — тĕнчене.
Куратăп эп: пăт-пат тĕссем
пĕрре те сапаланчăк мар,—
вĕсем те йывăррăн куçаççĕ —
йĕр хăварса, тарăнлатса,
мана хăйсен çулне-йĕрне
куçкĕретех кăтартнă пек.
Çапла, вĕсем те, куçнă май,
кĕреççĕ сулăма, вĕсем те
кĕресшĕн пĕр вĕри тĕсе,
кăварлашса-амалашса
хыпа-хыпа ялтăракан
пĕр тĕс пулса çавăрăнасшăн.
Çапла, ĕне тирне сÿсен,
çав тир çинче, тÿнтер енче
ялтраççĕ канăçсăр тĕссем,
çиçсе, сÿнсе, куçа-куçа...
Çапла, шоссе таврашĕнчи
çул хĕрринчи кашни чулах
выртать управлăн та тирпейлĕн —
такам алли çинче выртса
киленнĕ пек. Анчах халь-халь
такам ăна вырăнĕнчен
тапратасран хăранă пек.
Каç çутинче лаç хыçĕнче,
типсе хуралнă вĕлтĕренлĕ
картишĕнче картан-картан
тирпейлĕн, шăппăн выртакан
шур кĕленче катăкĕсем —
таçта çула кайма тухса
канмашкăн чарăннă пек... Тапăр
халь-халь çула тухас пекех...
Пĕр тĕс те çук — лăплантарса,
эп ăнланса-пăхса канмалăх,
халь ман пĕр çавăнпа кăна
курас килет мĕн те пулин,—
ăнланмалли, хам тунă евĕр,
ман пулнă пек— ăнланмалли.
Эп çавăнпа кăна курасшăн
сана, сана — йăлтах, йăлтах, —
хама хам çухатса, манса,
курасшăн сан куçусене —
вĕç-хĕрсĕр пысăк пулнă евĕр
туйăнакан куçусене...
Пĕр вĕсенче çеç маншăн халь
ялтраççĕ эп ăнланмалли
чĕлтĕртетсе çунан тĕссем,
мана вĕсем асилтереççĕ
эп ывăнсан, куçа хупса,
таçта хамрах, хам витĕрех,
манрах çĕкленнĕ тĕссене
хам ăнланса тинкернине...
Эп сан куçусенче кăна
упрайăп вĕсене,— унта çеç
вĕсем пĕлтерĕç пурнăçа...
Туятăп эпĕ — аллăмсем,
ак, туртăнса йывăрланаççĕ,
çак туртăну, çак ырату
куçса пырать мĕнпур ÿте,
кăшт çурăм шăнăрне пушат çеç,
кăшт тайăн çеç — сана ыйха
туртма пуçлать... Кашни сĕвем,
ыратнипе йывăрланса,
ыраттарать — йĕри-тавра.
Вара йăлтах, мĕнпур ÿтре,
манра йăлтах — пĕр ырату.
Ман сăввăмсем те çавăнпа —
чĕлхесĕр пулнă ачана
çапсан, вăл вăрăм та илемсĕр,
хĕрÿллĕн кăшкăрнă пек çеç...
Илтетĕп эпĕ — сасăсем
пĕрне-пĕри шыра-шыра
туртăннине-кĕрленине.
Ту-сăртлă çĕрĕн, кăнтăр çĕрĕн
виç ĕмĕр пурăнан концерчĕ,
йăлт манăн пÿлĕме тулса,
çавăрăнать те силленет,
йĕрет те çапăнать хăватлăн,
лачкам шÿсе йывăрланать.
Анчах çак сас та, çак кĕрлев те,
хăй вайĕпе çеç туртăнса
хăй çеç пурăннипе, — ман чухлĕ,
ман вăхăт чухлĕ пурнаймасть...
Вара пăшăлтататăп эпĕ
хампа кăна... Çапах, çапах та,—
илтес килет ман урăх сас —
ĕшеннĕ йытă хăй ятне
ÿтпе туйса итленĕ пек.
1957