Показаны сообщения с ярлыком Petĕr Husankaj. Показать все сообщения
Показаны сообщения с ярлыком Petĕr Husankaj. Показать все сообщения

Пирĕн Çеçпĕл Мишши ][ Петĕр Хусанкай ][ Petĕr Husankaj

Çăлтăрсем – шултрисем, вĕттисем пĕр канашлăн
Ялкăшаççĕ уяр тÿпере…
Пĕлĕте яр çурса метеор пĕр самантшăн
Хыпăнать те – сÿнет ĕмĕре.
Çăлтăрсем çуталаççĕ çаплах килĕшÿллĕн,
Анчах лешĕ – мĕн ĕмĕр тăршши
Курнă çын асăнчен çухалмасть вара ÿлĕм.
Çавнашкал пирĕн Çеçпĕл Мишши.

Тинĕс хумĕ чĕвен тăракан шур çилхеллĕ.
Урхамах пек сикет, кăтăртать.
Харсăр кимĕç тухать, çиле хирĕç вăл меллĕ
Киммипе сĕм шыва кастарать.
Ахăрать, мĕкĕреть, тĕпсĕр авăр:
«Сахал мар пулнă сирĕн йышши!»
Анчах кимĕç ишет кĕсменне пăрахмасăр.
Çавнашкал пирĕн Çеçпĕл Мишши.

Ăмăрткайăк вĕçет ĕмĕрхи ту-сăрт урлă,
Тинкерсе пăхать вăл тавралла.
Унăн çулĕ тĕтреллĕ е çумăрлă, юрлă –
Вăл пурне те çĕнсе каçмалла.
Варкăшать, çÿлерен те çÿле ярăнать вăл,
Мал енче – çут хĕвелĕн ăшши,
Вăл кĕртет чăнкă ту, хирĕç çил аслă тăвăл.
Çавнашкал пирĕн Çеçпĕл Мишши.

Вăл чăваш чĕлхине, юмахри Данко евĕр,
Çунакан чĕрипе çутатса.
Çул кăтартнă; вăл шаннă пĕр иккĕленмесĕр
Çĕн чăваш тĕнчине тухасса.
Вăл хуран интернационалăн кĕперĕ
Пур йăхпа та пире тан туса,
Шухăшпа виçейми тÿпене халь çĕклерĕ
Пирĕн ирĕклĕ, харсăр ăса.

Эй, эсир, çамрăксем! Ăмăрт куçлă, çунатлă,
Çĕçпĕл чĕннĕ чăваш ачисем!
Эп сире чи çÿлте халь курасшан çунатăп,
Ĕненсе, юратса пехиллем.
Вăхăт çитрĕ: чăвашăн чĕлхи тимĕр татрĕ.
Туптăр, хăйрăр ăна малалла!
Ыранхи çĕн ăста тĕнчене янраттарĕ.
Çамрăксем! Вăл – сиртен тухмалла.

Памастпăр ирĕк хулана ][ Петĕр Хусанкай / Petĕr Husankaj

Нева хаяррăн хумханать…
Ан ур, тăшман, ан антăх:
Памастпăр ирĕк хулана
Нихçан та! Никама та!

Илемлĕ, чаплă çурт-кермен,
Пахчи, музейĕ, шкулĕ -
Мĕн пурĕ хамăр ĕмĕртен,
Ялан вăл хамрăн пулĕ!

Çĕршыв пек анлă, сарлака
Хулан кашни урамĕ
Çĕклет ялавăн çăлакан
Çулпуç ятне, курап эп.

Хăватлă броневик çинче
Çĕнтерĕве пилленĕн
Тăрать вăл хăйĕн хулинче-
Алне çĕкленĕ Ленин.

Тăрать çĕршывăн чунĕ пек;
Вăл бронза мар, вăл чĕрĕ;
Тăрать йыхрав пек, ĕмĕрех
Çак вырăнта вăл тăрĕ…

Нева хаяррăн хумханать…
Ан ур, тăшман, ан антăх:
Памастпăр ирĕк хулана
Нихçан та! Никама та!

1941, июль, Ленинград

Чухăнсен кĕрешÿ тертĕнчи кун çути

Чухăнсен кĕрешÿ тертĕнчи кун çути —
Эй эс, Ирĕклĕх, хĕрлĕ ялавçăм!
Пухура, чиркÿре халь сана пур йытти
Вăрçăпа пĕтерме шав-шавлаççĕ.
Ак çĕкленчĕ, çĕлен-калта пек чашкăрса,
Ылтăн тумлă эшкер сана хирĕç;
Урса кайрĕ, ылханчĕ, шăлне хăйраса,
Пуп таврашĕ, мĕнпур харампырĕ.
Чухăнсем вăй илнишĕн вĕсем халь хаяр,—
Кăмăл çук-çке влаçа вĕçертмешкĕн.
Халăх юнĕ юхать çĕр çинче тин çеç мар
Çав тискер кайăк пек ирсĕрсемшĕн.
Урччĕрех! Халăх тусĕ нумай пирĕнпе,
Витмен мар вĕсене те куççулĕ.
Аслă ĕçшĕн вĕсем шав тăрсан пĕр çын пек,—
Пирĕн хĕрлĕ ялав çÿлте пулĕ!
Таса Ирĕк юрри чĕререн янрама,
Вĕсем сывă пулсассăн, пăрахмĕ;
Тĕрлĕ вупăр тавраш хăйсене пуйтарма
Чухăна-мĕскĕне тек пăваймĕ.
Тăвансен çапăçса пуç хумашкăн тивсен,
Вĕсем Ирĕклĕх, тĕрĕслĕх, ыр ĕç
Пур хура хаяра çĕнтерсе килессе
Ененсе те шанса çĕре кĕрĕç.

...

Вырăсларан Петĕр Хусанкай куçарнă.

(*)

Аслă масар-хăямат... (Тилли юррисем) ][ Петĕр Хусанкай / Petĕr Husankaj

Аслă масар-хăямат,
Утçăм кĕме хăяймасть.
Туй пуç лаши тур лаша
Кукалесе çĕр чавать:
Шăнкăрав шăнкăр тăвать,
Тенкисем чăнкăр тăвать.
Хĕр тантăша, ял-йыша
Кӳме çине çĕклерĕм,
Пĕркенчĕкне сирмерĕм,
Ватсен пилне куклетрĕм.

— Асаттеçĕм, асатте,
Манăн ырă асатте!
Ют çын ачи туйĕнче
Юс тир камсул тăхăнтăн,
Юр юрласа савăнтăн,
Таш ташласа ывăнтăн.
Ачун ачин туйĕччен
Тĕнĕсĕр пӳрт туянтăн,
Хура çĕрпе хуплантăн,
Юман юпа йăтайрăн.

Асаннеçĕм, асанне,
Манăн ырă асанне!
Ют çын ачин туйĕнче
Юр пек сурпан сырăнтăн,
Кĕмĕл хушпу тăхăнтăн.
Хĕвеле вăтантартăн.
Ачун ачин туйĕччен
Питне пирпе витейрĕн,
Çине çерем пĕркейрĕн,
Çăка юпа çĕклейрĕн.

Асаттеçĕм, асатте!
Асаннеçĕм, асанне!
Аркăр çинчи ачăра
Ара çитерейнĕ чух
Иксĕр харăс пултăр çук,
Хурланать-çке манăн чун...
Çăмăл пултăр нӳр тăпра!
Асăнатăп, тайлатăл,
Тулли курка тăкатăп,
Пехилĕре ыйтатăп.

Ман тĕмеске тăпри типсе çитсен... (Тилли юррисем) ][ Петĕр Хусанкай / Petĕr Husankaj

Ман тĕмескен тăпри типсе çитсен,
Кăкшăмпалан, савниçĕм, кукленсем:
Куç пек тулли тултар ик сар курка,
Пĕрне ĕçсе пĕрне ÿпĕнтерсем.

Юпа сăри туса ĕлкĕрмесен —
Çăл шывĕпе, савниçĕм, пĕрĕхсем:
Хăрма ан парччĕ шăтнă курăка,
Çăвĕпелех вăл вырттăр ешерсе.

Сăра та, шыв та витĕр витмесен —
Куççулĕпе, савниçĕм, витерсем:
Епле, сана савса, эп урăха
Пулам-ха парăмлă çĕре кĕрсен?

Сăпка юрри ][ Петĕр Хусанкай / Petĕr Husankaj

Атнере


Сĕм вăрманĕ каш та каш,
Сулхăн çилĕ ваш та ваш,
Эс ан çуйăх, ан çухраш,
Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!

Урупа ан тапкалаш,
Аллупа ан çапкалаш,
Аннÿпе эс ан тавлаш,
Çывăр, Аптраман тавраш!

Ашă çумăр чаш та чаш,
Ÿс, калчам, çĕклен эс яш,
Çÿлерен çÿле кармаш.
Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!

Юлташпа эс пул юлташ,
Усалпа эс ан паллаш.
Тăшманпа ан пул йăваш,
Çывăр, Аптраман тавраш!

Вырăспа та тăванлаш,
Тутарпа та эс туслаш,
Пурте — пирĕн хурăнташ,
Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!

Малалла утсан — малаш,
Каялла юлсан - каяш,
Чăн çултан эс ан аташ.
Çывăр, Аптраман тавраш!

Нимене! Нимене! ][ Петĕр Хусанкай / Petĕr Husankaj

"Нимене! Нимене!" —
Ян янранă ир-ир.
Пулăшса пĕр-пĕрне,
Йӳнеçтернĕ эпир.

Тăкăнать сар ыраш, —
Ан ислен ыйхăра.
— Ĕлкĕрес! — тет чăваш,
Ял-йышне йыхăрать.

Тыр вырма, ут çулма,
Капансем тăрлама,
Пураран пӳрт тума —
Тиветех йыхăрма.

Мĕн тăвайăн пĕччен?
Ĕмĕрсен тăршшĕне
Илтĕнет пур енчен:
"Нимене" Нимене!"

Çут тĕнче сарлака,
Сан — çĕр çеç тĕрĕс мул.
Анаран аякка
Ярса пуснă ан пул!

Хĕсĕнет пурнăçу
Пӳрт тавра, лаç тавра.
Арăм çук — парăм çук...
Пур пулсассăн вара?

Сак тулли сар ача,
Хĕр арлать çиччĕре:
Пир, тăла, улача —
Пурте кирлĕ пире.

Сӳс тӳме, çăм чавма
Шӳтлесех хĕрсене
Хĕтĕртет çав сăмах:
"Нимене" Нимене!"

Ал-ура ĕçĕпех
Хăйранать ăс-хавал.
Çӳç касан хачă пек
Халь вăл çивчĕ, йăл-ял.

Çĕр çинче, пĕлĕтре
Çук эпир туманни.
Пархатарлă, хитре
Чĕрĕлӳ самани.

Ăспала ĕçлекен
Хамăр ывăл-хĕре
Çăмăл мар та-и, тен,
Тепĕр чух хăш ĕçре.

Хĕнтерех килнĕçем
Пур çĕртен пĕр-пĕрне
Сас парар, тăвансем:
"Нимене" Нимене!"

Çулсем-йĕрсем ][ Петĕр Хусанкай / Petĕr Husankaj

Иеллĕ те йĕрĕхлĕ сулăнкă-лакăм,
Учук çырмисем, сакăлта вар-васан...
Эп мар сире саврăм, эп мар халапларăм,
Ача-пăчана сирĕнпе хăратса.

Хĕлле çил-тăманлă, çулла сĕм тусанлă,
Ялан арçуриллĕ çулсем те йĕрсем!
Эп мар сирĕнпе хуйхă-суйхă пусарнă,
Сăвва-юррăма сире май ĕнерсе:

Кĕрпе кĕрен-сарă, çулла йăлтăр ешĕл,
Ялан ӳхĕлле çӳçенен сĕм вăрман!
Эп мар кайăку сан, эс мар чĕрене шел,
Эп мар канлĕх суннă сана çывăрма.

Анчах çав тĕлленчĕк çĕршывăн сăн-пичĕ
Пĕртемлĕ çанталăк вăййи-тĕррисем —
Суранăм мана паян кун аса килчĕ,
Чĕре варрине çĕçĕлле тирĕнсе.

Мĕн чухлĕ тискерлĕх, мĕн чухлĕ суялăх,
Мĕн чухлĕ айванлăх! /Ан ил йывăра/.
Паян тата манăн сана, чăтăм-халăх,
Ыйху тутлă пултăр", — теес-ши вара?

Эп мар сан пуçелĕк, эп мар сан вителĕк,
Çемçе тӳшекне те эс ан кĕт манран.
Сана эпĕ сиплĕ вĕлтрен пек вĕтелĕп:
Ĕçчен ал-уру сан сахал хăпарман.

Вĕтелĕп те — хам та эп канăç пĕлеймĕп,
Ыратнă чунпа лăпланаймăп минут.
Кӳп-кӳп çупăрлан пек, чее шăлйĕрен пек
Юптармăп эп çăмăллăн: хам сан çынну.

Эп мар ĕмĕтӳ сан, эп мар мухтаву сан,
Анчах мана пӳрнĕ — санпа юнашар —
Пур кив-кирĕке çунтармашкăн навусăн
Хăртса чи малтан хамăрти йăнăша.

Эп мар автану сан, анчах эс вăрантăн,
Хĕвел хĕпĕртевлĕ. Çанталăк таса.
Çитет сĕнккеме ерипен те вăраххăн,
Кӳлсе-тăварса, чĕлĕме паккаса.

Эп мар вăратуçу, анчах шуçăм куçлăн
Вăрантăм санпа эп пĕрлех — уяртсан.
Хура пӳртсенчен кермене алăк уçнăн
Пуян та хаваслă малашлăху сан.
1934

Эс марччĕ пĕрремĕш, эс мар юлашки, тен... ][ Петĕр Хусанкай / Petĕr Husankaj

Эс марччĕ пĕрремĕш, эс мар юлашки, тен...
Паллах, кунпала каппайни килĕшмест.
Анчах ку таран эс манран юлман шит те,
Пĕр çавăншăнах çак сăвва тивĕç эс.

Ăçта эп пырсан та — çĕршыв ал тымарĕ
Тапатчĕ ман сисĕмсĕр мар ӳтĕмре.
Анчах никам майлă та чунăм выртмарĕ:
Сан хыççăн пурне те тиркет пек чĕре.

Кĕслен эп пуçларăм, сăрнайăн ĕнертĕм,
Эп пултăм трибун халăх ушкăнĕнче.
Анчах сан çинчен калаймарăм пĕрне те,
Эс шав ман ăшра пурăнаттăн пĕччен.

Пуçтах тĕнчекасмăш, хастар çул çӳревçĕ,
Сăрлавсăр артист, ывăнми çăмăлттай —
Эп куртăм йăлтах: çил ман витĕр вĕретчĕ,
Лӳшкетнĕ сив çумăр мана хăмăлта.

Эп аслă çулсен хĕрринче çĕр каçаттăм
Сурат çумнелле йăпшăнса сăввăмпа.
Мĕскер эп тĕнчешĕн? Тусан пĕрчи, атом.
Анчах эс хистеттĕн: шыра çĕн шăпа!

Эп пулăçăсен киммипе Атăл урлă
Вашлатнă, çунан вутсене виртлесе.
Эп пулнă хаваслă, салхуллă та пулнă,
Сана, ăшăмри пĕр сана итлесе.

Эс марччĕ пĕрремĕш, эс мар юлашки, тен,
Ма тин пытарас: эп сăпайлă пулман.
Анчах ку таран эс манран юлман шит те.
Санпа, пĕр санпа çĕкленет кăмăл ман.
1931

Кĕрхи йĕпе-сапаллă каç ][ Петĕр Хусанкай / Petĕr Husankaj

Кĕрхи йĕпе-сапаллă каç
Çилсем лăкаççĕ алăка,
Чӳречене... Лăкаччĕрех!
Симпыл вĕрет кĕрекере.
Тăхтавлă сыпкăмсемпеле
Ăна, кичемлĕхпе пĕрле,
Ĕçетĕп эп. Ĕçеп пĕччен,
Инçе хам тенĕ çынсенчен:
Инçе ачалăх туссенчен,
Яш тантăшăмсенчен инçе,
Инçе хам çамрăклăхăмран,
Хавасăмран, шухлăхăмран;
Инçе çитмен ĕмĕтсенчен,
Телей пек илĕртен чечен
Юратуран, сив мухтавран —
Инçе, инçе, эп... катара!
1932, Сиктĕрме

Каллех палланă евĕрсем ][ Петĕр Хусанкай / Petĕr Husankaj

*
Каллех палланă евĕрсем —
Ĕлĕкхиллех, чĕп-чĕррĕнех
Асилĕнче — кĕвве кĕрсе
Ыраттараççĕ чĕрене.

Каллех, çак кантăкран пăхса,
Апрель тумлавĕпе пĕрле
Юхтар — ăшра — куççуль: тасан.
Ачан, кĕл тунă евĕрлех.

Каллех — йĕпе тротуара
Вăл халь тиркемĕ тесе,
Сăна, итле те тух, вара —
Йăван тирпейсĕр кĕтесе!
1931

Сăлпăран ][ Петĕр Хусанкай / Petĕr Husankaj

*
Пĕлĕт хăмăр, çилĕ — хирĕç,
Куç уçма çук сăлпăран.
Вак пăрсем тăхлан пек тиврĕç
Пĕрчĕн-пĕрчĕн çамкаран.

Хăçанччен хур курĕ нурĕк,
Килсĕр-çуртсăр пуçăм ман?
Хăçанччен кастарăп-çӳрĕп
Е утпа эп, е çуран?

Пăх-ха, лавăç: курăнмасть-и
Хăй çути тавраш малта?
Пур-и, лавăç, улăм ластăк
Ĕшенсе килен ута?

Пур-и санăн пĕлĕш-тантăш
Çак çĕршыв тăрăхĕнче?
Ăшăнасчĕ те халь ман кăшт,
Хырăм та хыр тăрринче.

Кĕл çине — шултра паранкă,
Ума — çутă сăмавар...
Кӳр-ха, лавăç, юрттарам-ха,
Тилхепе мана тыттар.

Пĕлĕт хăмăр, çилĕ — хирĕç,
Куç уçма çук сăлпăран.
Вак пăрсем тăхлан пек тиврĕç
Пĕрчĕн-пĕрчĕн çамкаран.

Мĕн хыпар-ши, мĕн хăмар-ши, —
Телефон юпи улать:
Ĕмĕтри телейĕм мар-ши
Е инкек картлать çула?

Ăçтарах эс, пуçăм выртăн:
Аташса çĕтнипеле,
Чĕмере лексе е ыррăн —
Сарăмлах-ши вилмелле?

Е çӳлти вăрă-хурахăн
Çĕççине тăрнасси пур?
Е тӳсме хал çук юратăн,
Ху çине илсе хĕн-хур?

Е талант пекки тухсассăн,
Хам сиссессĕн ун çинчен,
Йăнĕ ман пăрахăç сассăм
Ватăлмалăх кунсенче?

Е кĕтмен çĕртен — ак кулă! —
Тишкерӳçĕ перине
Тӳсеймесĕрех салхуллăн
Хăвна ху пĕтерĕн-е?..

Пĕлĕт хăмăр, çилĕ — хирĕç,
Куç уçма çук сăлпăран.
Вак пăрсем тăхлан пек тиврĕç
Пĕрчĕн-пĕрчĕн çамкаран.
1928, Сиктĕрме

Тулли уйăх — лирика çул пуçĕ... ][ Петĕр Хусанкай / Petĕr Husankaj

Тулли уйăх — лирика çул пуçĕ —
Ак каллех сана ас илтерет.
Эс кулатăн, кăмăлу сăн уçă,
Йăлтăртатрĕ шур шăл икĕ рет.

Эс кулатăн манăнми, пĕртен-пĕр
Хăвна çеç пилленĕ куллупа.
Кул, выля! Анчах ан иккĕлентĕр
Куçусем тăван сенкер тупа.

Сăвăçăн сăмахĕ сăн-сăпатлă,
Çавăнпа тупа та тĕссĕр мар.
Эп пĕрре çуралнă, пĕрре ватлăп,
Çавăнпа васкатăп та çырма.

Сăввăмсен кун-çулĕ хамран иртĕ:
Этем чунĕ ирĕкленнĕ чух
Шӳлкеме-сурпан та, катан пир те
Сăвă чухлĕ кирлĕ пулас çук.

Эс кулатăн, кăмăлу сан уçă,
Мĕншĕнне пĕлетĕп, ан кала...
Тулли уйăх — лирика çул пуçĕ —
Хутăшайрĕ кайрĕ санпала.

*

Хура каç. Шурă юр. ][ Петĕр Хусанкай / Petĕr Husankaj

Хура каç. Шурă юр.
Темле Блок хĕлĕ пекрех.
Çак вĕçен сив кипекре
Иртнĕ тӳсĕм йĕрĕ пур.

Çил... çил... чăтма çук!
Пĕтĕм шăтăк-шăхăра
Шăхăртать, улаттарать.

Увертюра пуçлас чух.
Çавăн пек пулать вара,
Пуçра сăвă ӳснĕ чух
Çавăн пек пулать вара:
Чĕрен кашни чĕлĕхне
Ĕнерсе пусса пăхан;
Килĕшмесĕр тĕлĕнен,
Авкалатăн сăмаха,
Хăвна çеç кирлисене
Кăларатăн йăлт хуса,
Е — сасартăк пĕр енне
Хайăран та — шарт хуçан.

Революципе тан ут,
Итле унăн музăкне!
Унта çеç хавхалану,
Вăл çеç çутă кун сĕнĕ.
Унпа çеç сан таланту
Хăтăлĕ те усĕнĕ.

Хура каç. Шурă юр.
Блок хĕлĕ-и, ман хĕл-и,
Кирек камăн пултăр — пур
Шанчăк, çухалман халĕ:
Хура каç — сенкер ирччен,
Шурă юр — ешĕл çурччен.

*

Самана ][ Petĕr Husankaj / Петĕр Хусанкай

Тĕтĕмпе тĕтĕрен хура пӳртĕн
Иртсе кайрĕ айван ĕмĕрĕ.
Яла час урăхла илем кӳртĕн,
Пӳрт ăшне урăх çутă кĕрĕ.

Хăйчикки тахçанах çунса сӳнчĕ,
Хускалмасăр выртать вăл лаçра.
Куçăхсан сиплекен кăмпа ӳчĕ
Шанса ларчĕ ентĕ лачăрах.

Киремет хыçĕнче хурамаччĕ,
Йĕрĕхсем илешен мăн турат.
Халь пĕри те унтан хăрамаççĕ,
Иртнĕ чух пăрахмаççĕ нухрат.

Шурăмпуç урăхла кăвакарчĕ,
Хурçă майлă паян шурăмпуç.
Çырупа улшăнать кĕтӳ карчĕ,
Тутăхса çĕршĕнет сухапуç.

Уйсенче урăхла ут кĕçенĕ
Каçăртса хăрăмланнă пуçне.
Сӳсмен тивнĕ кĕсрен ӳт кĕсенĕ
Тин тӳрленĕ вара ун чухне.

Çăвархланĕ çил-тăвăл хастарĕ,
Хăй тĕллĕн кĕрлес çук шыв сикки.
Пур вăя та этем пăхăнтарĕ,
Пур хăватăн та пулĕ чикки.

Хĕрÿ хĕвел хĕрле хĕрелсе анчĕ... ][ Петĕр Хусанкай / Petĕr Husankaj

Хĕрÿ хĕвел хĕрле хĕрелсе анчĕ,
Ыраш ăшне вăшпатрĕ путене.
Çĕре хуралламашкăн тепĕр анчăк —
Сар уйăх — час хăпарĕ тÿпене.

Çатан çумне таяннă шурă хурăн
Тĕтреллĕн тĕлĕрет шăп сывлăшра.
"Тĕнче юмах пек... Туй çакна та — пурăн!" —
Тесе чĕнетĕп эп хама ăшра.

Çăвар тулли кăранклатать çăханĕ,
Хутран-ситрен хухлет пĕр тăмана.
Анчах этем епле ăна ылханĕ,
Епле ăна вăл хурĕ тăшмана?

Пуриншĕн те тивлетлĕ çакă ирĕк,
Пурнасшăн пурте пĕр пекех çунать.
Илтетĕн-и, мĕскер калать ав çирĕк:
"Пĕр айăп та тăваймăп чĕр чуна".

*

Пехил (Заповіта)][ Тарас Шевченко

Петĕр Хусанкай куҫарӑвӗ

Эп вилсессӗн — ҫеҫенхирӗн
Варрине пытарӑр,
Чун юратнӑ Украинӑн
Тӑприпе хуплайӑр.
Тӗмескем ҫинчен ҫӗршывӑм
Курӑнса выртинччӗ,
Ватӑ Днепр ахӑрни те
Уҫҫӑн илтӗнинччӗ.

Тӑшмансен хура юнне вӑл
Украина тӑрӑх
Тинӗсех илсе тухсассӑн,
Тупӑкран эп тӑрӑп,
Сӑрчӗ, хирӗ — йӑлт хӑварӑп,
Пӗлӗтех ҫӗкленӗп
Кӗлтумашкӑн. А унччен-ха
Эп турра пӗлместӗп.

Пытарсамӑр та хускалӑр,
Сӑнчӑрсене татӑр,
Ирӗке усал тӑшманӑн
Юнӗпе шӑварӑр!
Аслӑ, ирӗклӗ те ҫӗнӗ
Килйышра — ан манӑр —
Ырӑ сӑмахпа мана та
Ӑшшӑн асӑнсамӑр. 

Малалла-ха пурнăç, малалла... ][ Petĕr Husankaj / Петĕр Хусанкай

Малалла-ха пурнăç, малалла:
Эп пăртак чăваш ятне çĕклесшĕн.
Ман юман пек пулса кашламалла,
Хунавран эп тивĕç пиçĕхмешкĕн.
Малалла-ха пурнăç, малалла.
 

Халăхăн мухтавлă ывăлĕ ][ ?

Петĕр Хусанкай ятне асăнсанах пирĕн ума тăван Чăваш çĕршывĕшĕн, унăн литературишĕн шутсăр нумай ĕç туса хăварнă халăх поэчĕн, общество деятелĕн, туслăх элчин сăнарĕ тухса тăрать. Анлă тавракурăмлă энциклопедист, тăван чĕлхене, халăх йăли-йĕркисене, юрри-ташшисене, халапĕ-юмахĕсене вĕçĕ-хĕррисĕр юратнă сăвăç-патриот хăйĕн аслă чĕринче упраннă юрату туйăмне тĕнчери мĕнпур халăхсем пĕлсе тăччăр тесе тăрăшнă. Вăрăмах пулаймарĕ поэт ĕмĕрĕ, çапахта вăл нумай çырса хăварма, чылай çĕршывсене çитсе чăвашсем çинчен каласа кăтартма ĕлкĕрчĕ. Унăн сăвви–поэмисем вуншар та вуншар чĕлхесемпе янрарĕç. Унăн калемĕ айĕнчен тухнă сăвăсемпе юрăсем, юмахсемпе поэмăсем, очерксемпе тĕрленчĕксем, «Аптраман тавраш» сăвăлла роман – çакă пурте Петĕр Хусанкайăн чăваш çырулăхĕн ылтăн капанне хывнă чаплă çĕклемсем. Унсăр пуçне, Хусанкай вырăс тата ытти нумай халăх поэчĕсен сăввисене хамăр халăха тăван чĕлхепе вулаттарас тĕлĕшпе питĕ хастар ĕçлерĕ...

Malalline vula

Хусанкай поэта ][ Н. И. Полоруссов–Шелепи / Nikkolaj Shelepi

Сăн–сăпатна сăнаса пăхатăп та –
Пушкин сăнĕ пек туйăнать мана.
Тĕсÿ–питÿ салху, сăмаху япшар,
Шăнкăрчă сасси пек илтĕнет хăлхана.

...Арăслан пекех малалла ыткăнтăн,
Пултарулăхна хытă шанатăн.
Хамăр çырулăх илемне курасшăн
Хĕрÿ вут çулăмĕ пек çунатăн.