Ман тĕмескен тăпри типсе çитсен,
Кăкшăмпалан, савниçĕм, кукленсем:
Куç пек тулли тултар ик сар курка,
Пĕрне ĕçсе пĕрне ÿпĕнтерсем.
Юпа сăри туса ĕлкĕрмесен —
Çăл шывĕпе, савниçĕм, пĕрĕхсем:
Хăрма ан парччĕ шăтнă курăка,
Çăвĕпелех вăл вырттăр ешерсе.
Сăра та, шыв та витĕр витмесен —
Куççулĕпе, савниçĕм, витерсем:
Епле, сана савса, эп урăха
Пулам-ха парăмлă çĕре кĕрсен?