Аслă масар-хăямат,
Утçăм кĕме хăяймасть.
Туй пуç лаши тур лаша
Кукалесе çĕр чавать:
Шăнкăрав шăнкăр тăвать,
Тенкисем чăнкăр тăвать.
Хĕр тантăша, ял-йыша
Кӳме çине çĕклерĕм,
Пĕркенчĕкне сирмерĕм,
Ватсен пилне куклетрĕм.
— Асаттеçĕм, асатте,
Манăн ырă асатте!
Ют çын ачи туйĕнче
Юс тир камсул тăхăнтăн,
Юр юрласа савăнтăн,
Таш ташласа ывăнтăн.
Ачун ачин туйĕччен
Тĕнĕсĕр пӳрт туянтăн,
Хура çĕрпе хуплантăн,
Юман юпа йăтайрăн.
Асаннеçĕм, асанне,
Манăн ырă асанне!
Ют çын ачин туйĕнче
Юр пек сурпан сырăнтăн,
Кĕмĕл хушпу тăхăнтăн.
Хĕвеле вăтантартăн.
Ачун ачин туйĕччен
Питне пирпе витейрĕн,
Çине çерем пĕркейрĕн,
Çăка юпа çĕклейрĕн.
Асаттеçĕм, асатте!
Асаннеçĕм, асанне!
Аркăр çинчи ачăра
Ара çитерейнĕ чух
Иксĕр харăс пултăр çук,
Хурланать-çке манăн чун...
Çăмăл пултăр нӳр тăпра!
Асăнатăп, тайлатăл,
Тулли курка тăкатăп,
Пехилĕре ыйтатăп.