Показаны сообщения с ярлыком Kalină Kĕmĕl. Показать все сообщения
Показаны сообщения с ярлыком Kalină Kĕmĕl. Показать все сообщения

Каçхине. Эп килте пĕр-пĕччен,,, ][ Галина Кĕмĕл / Kalină Kĕmĕl

* * *
Каçхине. Эп килте пĕр-пĕччен,
Куçăма халь хупаймăп ирччен.
Шухăшсем, шухăшсем пуçăмра,
Пĕр эс çеç, пĕр эс çеç пуçăмра.

Хăтăлаймăп сенкер куçсенчен,
Эп кун пек юратман халиччен.
Мĕн тери тунсăхлатăп, савни,
Ман телейĕм – санпа çеç пулни.

Сан сăну яланах умăмра,
Тусăм, эс аякра-аякра.
Çурăлать-çке чĕре çурмалла,
Ах, епле-ши ман халь чăтмалла?

Чĕрере тунсăхпа ырату,
Кăвар евĕр вĕри сан туту...
Чунăмра ман савни куçĕсем,
Тинĕс пек сеп-сенкер-çке вĕсем.

* * *
Эпĕ халь ниçта та васкамастăп,
Васкамалăх пĕр сăлтав та çук.
Çĕр каçма паян киле каймастăп,
Пушă кил, унта никам та çук.
Кĕтекен çын пурччĕ, анчах кайрĕ,
Тем çитмерĕ: уйрăлчĕ манран.
Юрату вучахĕ хĕмленмерĕ,
Эпĕ хам та сивĕнтĕм унран.
Чĕрере пуш-пушă, çатăр сивĕ,
Ăшăтмасть чуна халь нимĕн те.
Урамра янрать пĕр çепĕç кĕвĕ,
Пурнăçра куратăн темĕн те...
Ах, мĕнле чуна йăпатмалла-ши,
Симĕс тунсăха та сирмелле?
Мăшăра ăçта шырамалла-ши,
Вăхăта епле ирттермелле?..
...Эпĕ халь ниçта та васкамастăп.

Сĕве ][ Галина Кĕмĕл / Kalină Kĕmĕl

Сĕве. Авалхи юханшыв.
Пăлханать, вылянать тăрă шыв.
Вăл юхать Тăхăрьял çумĕпе,
Халăхра палăрать тăпипе.

Тÿпери çăлтăрсем каçхине
Вăшт! чăмаççĕ Сĕве юххине.
Уйăхпа çутăлаççĕ хумсем,
Мерчен пек чӳхенеççĕ вĕсем.

Пирвайхи юрату киммипе
Эпĕ ишнĕ кунта савнипе.
Анчах вĕрчĕç кăра çилĕсем,
Илсе кайрĕç ăна ют çулсем.

Элшел ][ Галина Кĕмĕл / Kalină Kĕmĕl

Савнă ялăм, ман Элшелĕм –
Ытарми илем!
Тăван кил, тăван сĕтелĕм,
Ман ачаш аннем.
Арманкасĕ, Тутаркасĕ,
Савăк вырăнсем.
Çума-çумăн, кассăн-кассăн
Икĕ рет пÿртсем.
Хире-хирĕççĕн пăхаççĕ
Йăлтăр кантăксем.
Чунăма пăлхантараççĕ
Чечекри садсем!

Ял йĕри-тавра уй-хирĕ
Канлĕн ешерет.
Сарлака та анлă Шурĕ
Куçа илĕртет.
Шăнкăр-шăнкăр Сĕве шывĕ
Авăнса юхать.
Ĕнен уçă шăнкăравĕ
Çепĕççĕн янрать.
Хура çĕрĕм, Çĕр-аннемĕр,
Эсĕ – ман юнра.
Сан умра эп ĕмĕр-ĕмĕр
Пысăк парăмра.

Эй, Элшел, ан ютшăн, йышăн,
Мана ан пăрах.
Ман аннеçĕм, ман ял-йышăм –
Пурте чунăмрах.