Савнă ялăм, ман Элшелĕм –
Ытарми илем!
Тăван кил, тăван сĕтелĕм,
Ман ачаш аннем.
Арманкасĕ, Тутаркасĕ,
Савăк вырăнсем.
Çума-çумăн, кассăн-кассăн
Икĕ рет пÿртсем.
Хире-хирĕççĕн пăхаççĕ
Йăлтăр кантăксем.
Чунăма пăлхантараççĕ
Чечекри садсем!
Ял йĕри-тавра уй-хирĕ
Канлĕн ешерет.
Сарлака та анлă Шурĕ
Куçа илĕртет.
Шăнкăр-шăнкăр Сĕве шывĕ
Авăнса юхать.
Ĕнен уçă шăнкăравĕ
Çепĕççĕн янрать.
Хура çĕрĕм, Çĕр-аннемĕр,
Эсĕ – ман юнра.
Сан умра эп ĕмĕр-ĕмĕр
Пысăк парăмра.
Эй, Элшел, ан ютшăн, йышăн,
Мана ан пăрах.
Ман аннеçĕм, ман ял-йышăм –
Пурте чунăмрах.