Çĕр доллар ][ Виталий Елтов / Vittalĭ Jelttŏf

Ялта çитĕнсе пыракан хĕрупраçсенчен Митрюксен Маруçне çитекенни çук. Епле савмăн-ха çинçе пилĕклĕ, йăрăс пÿллĕ, тулли кăкăрлă хĕре? Кулли тата мĕне тăрать: ик питçăмарти те илемлĕн путать те пайтахлăха асра юлать. Калаçăвĕ те шăнкăртатса юхакан çăлкуç евĕр, чĕлхи те çепĕç. Пайтах йĕкĕт ун çумне «çыпçăнма» хăтланнă – пĕрин те ĕç ăнман. Темшĕн сивленĕ вăл ял каччисене, ăна никам та пĕлмест. «Ытла илемлĕ пулнипе хăйне мăна хурать», – тенĕ Маруç юратăвне ниепле те çĕнсе илеймен йĕкĕтсем. Кĕвĕç чунлă хĕр-тантăшĕсемшĕн çакă чухах килнĕ – темле те хурланă вĕсем маттур хĕре.
Çемйи вĕсен пысăк. Митрюксен çичĕ ача ÿсет. Чи асли – Маруç. Вун пĕр класс хыççăн ĕне ферминче икĕ çул тар тăкрĕ, укçа илсе кураймарĕ. Ашшĕ-амăшпе канашларĕ те хăй телейне хулара тупма шут тытрĕ. Ĕмĕт пур-тăк – çын çунатлă-çке.
– Асту унта, хулара шух каччăсем йышлă. Сан пек чечек çине аслăрах арçынсем те куç хывĕç. Чысна нимрен ытла упра, – ăс пачĕ ăна ăсатнă чух амăшĕ.
Хусан Маруçа шавлă урамсемпе кĕтсе илчĕ. Вокзалтах çĕр каçкаларĕ малтанхи вăхăтра. Кунсерен ĕç шырарĕ те тупрĕ. Предприяти пуçлăхĕ общежитие те вырнаçтарчĕ. Ĕçĕ лайăх, аван тÿлеççĕ, анчах йывăр. Каçпа киле таврăнсан халтан кайнипе хĕр тÿрех вырăн çине тÿнет. Пÿлĕмре пурăнакан юлташĕсем каçхи апата чĕннине те илтмест. Канмалли кунсенче çеç вĕсемпе тăраниччен калаçать.
– Маруç, эсĕ какая, ытти ĕçме-çимене патшалăх лавккисенче ан туян, – ăс парать шатра питлĕ Тарук. – Хаклă унта вĕсем. Хуларан инçех мар апат-çимĕç сутакан ятарлă пасар пур. Унта продуктăсем самай йÿнĕрех. Эпир пурте çавăнта çÿретпĕр. Укçана перекетлесе моднăй кĕпесем çĕлеттертĕмĕр. Хулара пурăнма пĕлес пулать.
Унтан хĕрсем пасара мĕнле автобуспа çитмеллине ăнлантарчĕç те пляжа хĕвелпе хĕртĕнме кайрĕç. Маруç капрун михĕрен çĕленĕ пысăках мар сумка илчĕ те çав пасара васкарĕ.
Автобус хуларан тухрĕ те асфальтлă çулпа йăрă чупрĕ. Çул хĕррипе лартнă йывăçсем çине пăхнă май хĕр шухăша путрĕ. «Ах, шур пикесем, савнисĕр ытла та пурнăç кичем. Ăçта çÿрет-ши ман чун савни?» Пулнă унăн, пулнă шкулта вĕреннĕ чухнех куç хывни. Ял каччиех. Ав çав хурăнсем пек яштака Ванюк. Çавăнпах хĕр ытти каччăсене те сивленĕ. Маруçран икĕ çул аслăрах пулнипе Ванюк шкула икĕ çул маларах пĕтерчĕ те ялтан кайрĕ. Маруç ăна хăй юратăвĕ çинчен систерме те ĕлкĕреймерĕ. Ванюк кайсан ăна тĕнче сÿннĕн туйăнчĕ, клуба та тухми пулчĕ. Çĕрĕпе юратнă çын çинчен шухăшларĕ, ĕмĕтленчĕ, хăçан та пулсан тĕл пуласса шанчĕ. Те Турă пулăшрĕ, те шăпи çапларах килсе тухрĕ, вĕсем тĕл пулчĕç. Тата еплерех…
Маруç хăйне мĕн кирлине туянчĕ те пасар кĕрлевĕнчен хăпса автобус чарăнăвне васкарĕ. Салонра ик-виç çын çеç. Пĕр ларкăч çинче хаклă костюм тăхăннă çын шĕлепкипе питне хупланă та кантăк çине пуçне тайса курăс хуппи турттарать. Аллинче витĕр курăнакан полиэтилен пакет. Ун ăшĕнчи çĕр долларлăх укçа тÿрех Маруç куçне тирĕнчĕ. Хĕр çав çынна хирĕç ларчĕ те ют çĕршыв укçи çинчен куçне ниепле те илеймест. «Эх, çак çĕр доллар манăн пулсан, аттене кирлĕ эмелсем туянса парăттăм та пĕр хуйхă пĕтĕччĕ», – шутларĕ пике. Хăй те сисмерĕ, унăн алли пакет ăшне шăвăнчĕ, пÿрнисем хаклă хута хĕстерчĕç. Аллине кăларса та çитернĕччĕ, ал тунине вăйлă та çирĕп пÿрнесем хĕскĕчĕ пек çатăрларĕç. Хирĕç ларакан çын шĕлепкине хыврĕ те икĕ сенкер куç Маруçа пăталарĕç. Çан-çурăм сÿлетрĕ.
– Ай-яй-яй! Епле намăс мар сана, çамрăк пике, çын укçине вăрлама? Хуравла халех.
Маруç пичĕ самантрах кĕренленчĕ. Чĕрнепе тĕкĕн – юн пĕрĕхсе тухĕ. Пĕр пĕлмен çын пулсан татахчĕ. Ун умĕнче вăл савнă Ванюк ларать. Пуçĕнче çавра çил пек шухăшсем пăтранчĕç, ашшĕ каланисем аса килчĕç. «Хĕрĕм, килпетсĕр ĕçе суяпа тÿрре кăларма ан тăрăш. Суялăх кирек камăн чысне те тĕп тăвать», – тетчĕ ăна ашшĕ. Хĕр хăйне алла илчĕ.
– Мĕн, Ванюк, эсĕ халĕ мана милици аллине паратăн-и е каçаратăн?
– Ак тамаша, ман ята та пĕлет çак вăрăскер, – тĕлĕнчĕ Ванюк.
– Пĕлетĕп. Эпир пĕр ялсемех, пĕр шкултах вĕреннĕ. Ял пирĕн пысăк, эпĕ пĕр вĕçĕнче, эсĕ – тепринче пурăннă, шкулта çеç пĕр-пĕринпе курнăçнă. Ытла та яка тумпа, ху чăнкине кăтартма долларсене те витĕр курăнакан пакетра чиксе çÿретĕн…
– Чим, Митрюк Карачăмĕн хĕрĕ Маруç мар-и эсĕ?
– Тавтапуçах, хăть ята манман.
– Маруç, ытла та хÿхĕмленсе кайнă эсĕ. Санăн аçу та, аннÿ те ялта сумлă çынсем, мĕнле терт хĕтĕртрĕ-ха сана ман сумкăна кĕме?
– Эх, Ванюк, камшăн çĕр çинче çăтмах, камшăн – тамăк. Атте чирлесе тăрать, çавна пулăшас тесех илĕртÿллĕ çĕр доллар патне алă тăсăлчĕ. Вăрă ĕçĕпе çыхăннă тесе ан шутла. Эпĕ ĕçлетĕп, укçине те аванах илетĕп, пурпĕрех нухрат çитмест, укçан пысăк пайĕ шăллăмсемпе йăмăксене ура çине тăратма кайса пырать. Ванюк, пĕл, эпĕ халиччен çын япалине те, пĕр пусне те вăрламан, – ĕсĕклесех макăрса ячĕ хĕр. Ванюк унпа юнашар ларчĕ те Маруçа пуçĕнчен ачашларĕ.
– Ме, ил ик çĕр доллар Карачăм пиччене сиплеме…
– Э! Çук, илместĕп. Ман чуна лăплантарма эсĕ ху çинчен каласа пар. Сан пек пуян каччăна хула хĕрĕсем хусахра хăварман пуль-ха? – тĕмсĕлсе пăхрĕ Ванюка куçĕнчен Маруç. Хăй савнă çын авланманнине тем пекех пĕлес килчĕ унăн.
Каччă Хусана çитиччен хăй çинчен кĕскен каласа пачĕ. Вăл шкул пĕтернĕ хыççăнах автотранспорт техникумне кĕнĕ те ăна пĕр çултах вĕçленĕ, экстернлă майпа экзамен парса хĕрлĕ диплом илнĕ. Унтан çăмăл машинăсем сутакан лавккана ĕçе кĕнĕ. Менеджер вăл, пысăк укçа илет. Çемье çавăриччен йăва çавăрма укçа пухнă та икĕ пÿлĕмлĕ хваттер туяннă. Халĕ çăмăл машина туянма укçа пухать.
Автобус чарăнăвĕнче иккĕш те анса юлчĕç. Кăштах калаçса тăрсан уйрăлчĕç.
– Тепре куриччен, – йăл кулчĕ Ванюк.
– Темле çав, укçа вăррипе тĕл пулма хирĕçлемĕ-и кăмăлу?
– Ун çинчен ман, Маруç, ун çинчен никам та пĕлмĕ, – шантарчĕ Ванюк уйрăлас умĕн.
Унтанпа ик кун та иртмерĕ, каç енне пÿлĕмĕн алăкне такам шаккарĕ. Ирĕк паричченех пÿлĕме Ванюк кĕрсе тăчĕ. Хĕр-тантăшĕсем тÿрех ăнланчĕç те пÿлĕмрен тухрĕç.
– Эсĕ, хÿхĕм вăрă, долларпа пĕрле ман чун-чĕрене те вăрларăн. Пултараймастăп сансăр пурăнма. Çĕркаç хваттерти пÿлĕмсем тăрăх Америкăна çитмелĕх утрăм пуль. Тух мана качча, пул ман мăшăрăм, – тархасларĕ Ванюк.
Маруç шухăша кайрĕ. «Пÿрни çынна çитетех-мĕн. Пĕлмест вĕт Ванюк эпĕ ун çинчен мĕн чухлĕ шухăшланине, чĕрене çунтарнине. Турă та пире пĕрлештересшĕн пулас».
– Килĕшетĕп, – терĕ хĕр шăппăн. Хăй çав самантрах хĕрелсе кайрĕ. Ку вăл намăс писевĕ мар, савăнăç кĕренĕ пулчĕ.

CăvašLa
:

Jalta şitĕnse pyrakan hĕrupraşsencen Mitruksen Maruşne şitekenni şuk. Jeple savmăn-ha şinşe pilĕklĕ, jărăs püllĕ, tulli kăkărlă hĕre? Kulli tata mĕne tărat': ik pitşămarti te ilemlĕn putat' te pajtahlăha asra julat'. Kalaşăvĕ te šănkărtatsa juhakan şălkuş jevĕr, cĕlhi te şepĕş. Pajtah jĕkĕt un şumne «şypşănma» hătlannă – pĕrin te ĕş ănman. Temšĕn sivlenĕ văl jal kaccisene, ăna nikam ta pĕlmest. «Ytla ilemlĕ pulnipe hăjne măna hurat'», – tenĕ Maruş juratăvne nijeple te şĕnse ilejmen jĕkĕtsem. Kĕvĕş cunlă hĕr-tantăšĕsemšĕn şakă cuhah kilnĕ – temle te hurlană vĕsem mattur hĕre.

Şemji vĕsen pysăk. Mitruksen şicĕ aca üset. Ci asli – Maruş. Vun pĕr klass hyşşăn ĕne fermince ikĕ şul tar tăkrĕ, ukşa ilse kurajmarĕ. Aššĕ-amăšpe kanašlarĕ te hăj telejne hulara tupma šut tytrĕ. Ĕmĕt pur-tăk – şyn şunatlă-şke.

– Astu unta, hulara šuh kaccăsem jyšlă. San pek cecek şine aslărah arşynsem te kuş hyvĕş. Cysna nimren ytla upra, – ăs pacĕ ăna ăsatnă cuh amăšĕ.

Husan Maruşa šavlă uramsempe kĕtse ilcĕ. Vaxaltah şĕr kaşkalarĕ maltanhi văhătra. Kunseren ĕş šyrarĕ te tuprĕ. Preprijattĭ puşlăhĕ opşešittĭje te vyrnaştarcĕ. Ĕşĕ lajăh, avan tüleşşĕ, ancah jyvăr. Kaşpa kile tavrănsan haltan kajnipe hĕr türeh vyrăn şine tünet. Pülĕmre purănakan jultašĕsem kaşhi apata cĕnnine te iltmest. Kanmalli kunsence şeş vĕsempe tăraniccen kalaşat'.

– Maruş, esĕ kakaja, ytti ĕşme-şimene patšalăh lavkkisence an tujan, – ăs parat' šatra pitlĕ Taruk. – Haklă unta vĕsem. Hularan inşeh mar apat-şimĕş sutakan jatarlă pasar pur. Unta protuktăsem samaj jünĕreh. Epir purte şavănta şüretpĕr. Ukşana pereketlese motnăj kĕpesem şĕlettertĕmĕr. Hulara purănma pĕles pulat'.

Untan hĕrsem pasara mĕnle avtopuspa şitmelline ănlantarcĕş te pl'aša hĕvelpe hĕrtĕnme kajrĕş. Maruş kaprun mihĕren şĕlenĕ pysăkah mar sumkkă ilcĕ te şav pasara vaskarĕ.

Avttopŭs hularan tuhrĕ te asfal'tlă şulpa jără cuprĕ. Şul hĕrripe lartnă jyvăşsem şine păhnă maj hĕr šuhăša putrĕ. «Ah, šur pikesem, savnisĕr ytla ta purnăş kicem. Ăşta şüret-ši man cun savni?» Pulnă unăn, pulnă škulta vĕrennĕ cuhneh kuş hyvni. Jal kaccijeh. Av şav hurănsem pek jaštaka Van'uk. Şavănpah hĕr ytti kaccăsene te sivlenĕ. Maruşran ikĕ şul aslărah pulnipe Van'uk škula ikĕ şul malarah pĕtercĕ te jaltan kajrĕ. Maruş ăna hăj juratăvĕ şincen sisterme te ĕlkĕrejmerĕ. Van'uk kajsan ăna tĕnce sünnĕn tujăncĕ, klupa ta tuhmi pulcĕ. Şĕrĕpe juratnă şyn şincen šuhăšlarĕ, ĕmĕtlencĕ, hăşan ta pulsan tĕl pulassa šancĕ. Te Tură pulăšrĕ, te šăpi şaplarah kilse tuhrĕ, vĕsem tĕl pulcĕş. Tata jeplereh…

Maruş hăjne mĕn kirline tujancĕ te pasar kĕrlevĕncen hăpsa avttopăs carănăvne vaskarĕ. Salonra ik-viş şyn şeş. Pĕr larkăc şince haklă kost'um tăhănnă şyn šĕlepkipe pitne huplană ta kantăk şine puşne tajsa kurăs huppi turttarat'. Allince vitĕr kurănakan polettilen pakkett. Un ăšĕnci şĕr tollărlăh ukşa türeh Maruş kuşne tirĕncĕ. Hĕr şav şynna hirĕş larcĕ te jut şĕršyv ukşi şincen kuşne nijeple te ilejmest. «Eh, şak şĕr tollăr manăn pulsan, attene kirlĕ emelsem tujansa parăttăm ta pĕr hujhă pĕtĕccĕ», – šutlarĕ pike. Hăj te sismerĕ, unăn alli pakkett ăšne šăvăncĕ, pürnisem haklă huta hĕstercĕş. Alline kălarsa ta şiternĕccĕ, al tunine văjlă ta şirĕp pürnesem hĕskĕcĕ pek şatărlarĕş. Hirĕş larakan şyn šĕlepkine hyvrĕ te ikĕ senker kuş Maruşa pătalarĕş. Şan-şurăm sületrĕ.

– Aj-aj-aj! Jeple namăs mar sana, şamrăk pike, şyn ukşine vărlama? Huravla haleh.

Maruş picĕ samantrah kĕrenlencĕ. Cĕrnepe tĕkĕn – jun pĕrĕhse tuhĕ. Pĕr pĕlmen şyn pulsan tatahcĕ. Un umĕnce văl savnă Van'uk larat'. Puşĕnce şavra şil pek šuhăšsem pătrancĕş, aššĕ kalanisem asa kilcĕş. «Hĕrĕm, kilpetsĕr ĕşe sujapa türre kălarma an tărăš. Sujalăh kirek kamăn cysne te tĕp tăvat'», – tetcĕ ăna aššĕ. Hĕr hăjne alla ilcĕ.

– Mĕn, Van'uk, esĕ halĕ mana milizzĭ alline paratăn-i je kaşaratăn?

– Ak tamaša, man jata ta pĕlet şak vărăsker, – tĕlĕncĕ Van'uk.

– Pĕletĕp. Epir pĕr jalsemeh, pĕr škultah vĕrennĕ. Jal pirĕn pysăk, epĕ pĕr vĕşĕnce, esĕ – teprince purănnă, škulta şeş pĕr-pĕrinpe kurnăşnă. Ytla ta jaka tumpa, hu cănkine kătartma tollărsene te vitĕr kurănakan pakkete cikse şüretĕn…

– Cim, Mitruk Karacămĕn hĕrĕ Maruş mar-i esĕ?

– Tavtapuşah, hăt' jata manman.

– Maruş, ytla ta hühĕmlense kajnă esĕ. Sanăn aşu ta, annü te jalta sumlă şynsem, mĕnle tert hĕtĕrtrĕ-ha sana man sumkkăna kĕme?

– Eh, Van'uk, kamšăn şĕr şince şătmah, kamšăn – tamăk. Atte cirlese tărat', şavna pulăšas teseh ilĕrtüllĕ şĕr tollăr patne ală tăsălcĕ. Vără ĕşĕpe şyhănnă tese an šutla. Epĕ ĕşletĕp, ukşine te avanah iletĕp, purpĕreh nuhrat şitmest, ukşan pysăk pajĕ šăllămsempe jămăksene ura şine tăratma kajsa pyrat'. Van'uk, pĕl, epĕ haliccen şyn japaline te, pĕr pusne te vărlaman, – ĕsĕkleseh makărsa jacĕ hĕr. Van'uk unpa junašar larcĕ te Maruşa puşĕncen acašlarĕ.

– Me, il ik şĕr tollăr Karacăm piccene sipleme…

– E! Şuk, ilmestĕp. Man cuna lăplantarma esĕ hu şincen kalasa par. San pek pujan kaccăna hula hĕrĕsem husahra hăvarman pul'-ha? – tĕmsĕlse păhrĕ Van'uka kuşĕncen Maruş. Hăj savnă şyn avlanmannine tem pekeh pĕles kilcĕ unăn.

Kaccă Husana şiticcen hăj şincen kĕsken kalasa pacĕ. Văl škul pĕternĕ hyşşănah avttătranspărt tehnĕkkămne kĕnĕ te ăna pĕr şultah vĕşlenĕ, externăllă majpa examăn parsa hĕrlĕ tiplom ilnĕ. Untan şămăl maššinăsem sutakan lavkkana ĕşe kĕnĕ. Menătšăr văl, pysăk ukşa ilet. Şemje şavăriccen jăva şavărma ukşa puhnă ta ikĕ pülĕmlĕ hvatter tujannă. Halĕ şămăl maššină tujanma ukşa puhat'.

Avttopăs carănăvĕnce ikkĕš te ansa julcĕş. Kăštah kalaşsa tărsan ujrălcĕş.

– Tepre kuriccen, – jăl kulcĕ Van'uk.

– Temle şav, ukşa vărripe tĕl pulma hirĕşlemĕ-i kămălu?

– Un şincen man, Maruş, un şincen nikam ta pĕlmĕ, – šantarcĕ Van'uk ujrălas umĕn.

Untanpa ik kun ta irtmerĕ, kaş jenne pülĕmĕn alăkne takam šakkarĕ. Irĕk paricceneh pülĕme Van'uk kĕrse tăcĕ. Hĕr-tantăšĕsem türeh ănlancĕş te pülĕmren tuhrĕş.

– Esĕ, hühĕm vără, tollărpa pĕrle man cun-cĕrene te vărlarăn. Pultarajmastăp sansăr purănma. Şĕrkaş hvatterti pülĕmsem tărăh Amerĭkkăna şitmelĕh utrăm pul'. Tuh mana kacca, pul man măšărăm, – tarhaslarĕ Van'uk.

Maruş šuhăša kajrĕ. «Pürni şynna şiteteh-mĕn. Pĕlmest vĕt Van'uk epĕ un şincen mĕn cuhlĕ šuhăšlanine, cĕrene şuntarnine. Tură ta pire pĕrlešteresšĕn pulas».

– Kilĕšetĕp, – terĕ hĕr šăppăn. Hăj şav samantrah hĕrelse kajrĕ. Ku văl namăs pisevĕ mar, savănăş kĕrenĕ pulcĕ.