Тĕнчене тасатрĕ ирĕк вут-кăварĕ,
Çут тĕнче çуралчĕ, иртрĕ авалхи.
Тĕттĕмĕ тĕп пулчĕ, мăшкăл иртсе кайрĕ –
Тин ирĕке тухрăн, тĕп чăваш чĕлхи!
Миçе ĕмĕр витĕр асаппа тухмарăн,
Миçĕ çичĕ ютăн мăшкăлĕ пулса…
Çапах паттăр юлтăн, вăйна çухатмарăн,
Халь те пулиен çивĕч, кăвартан таса.
Йывăр асапран та, тимĕр сăнчăртан та
Эсĕ парăнмасăр хăтăлтăн пулсан, –
Пулас пурнăçра та çивĕчпе хăватлăх
Ют чĕлхесенчен кая пулме сан.
Кăмăллă çĕршывăн кăмăллă чĕлхиçĕм!
Иртнĕ хурлăхушăн çитĕ ырлăху:
Хĕрлĕ хĕрнĕ хурçă, çунтаракан çиçĕм,
Вĕри вутлă çулăм эсĕ пулăн ху.
Аслă Атăл урлă, Атăл шывĕ майĕ,
Вăрман витĕр кайĕ мухтавлă яту;
Кĕсле кĕвви саслă янраттарса кайĕ,
Уйăхăн-хĕвелĕн çунĕ хăвату.
Атăл хумĕсенĕн шавланисене те,
Хăвна та ӳстернĕ ват Шупашкара,
Ирĕклĕ çĕршывăн ырă ирĕкне те
Юра хывса мухтăн асăнса вара.
Сана шанаканĕ, çакна çыраканĕ
Çĕр айĕнче выртĕ тăлăххăн ун чух,
Хăй çийĕнчи çĕрĕ ăна пусса анĕ,
Сан чапна курмасшкăн тăма пулас çук.
Ун çинче чăвашăн чĕлхи чапĕ пулĕ,
Тăпри çинче янрĕ ирĕклĕх юрри, –
Вара вильнĕскере канлĕ-канлĕ выртĕ,
Канлĕ, çăмăл пулĕ çийĕнчи тăпри.