Пахчари Кушак ][ Анатолий Кибеч / Anattolĕj Kipec

Кĕтмен çĕртенех пахчаçă пулса тăтăм. Çынсем мĕн тунине кура-курах вĕренетĕп. Халĕ эпĕ туман ĕç те çук. Тимĕр пăрăх касса сыпасси те ним те мар. Кăçал ав пĕчĕк пÿрт лартма шут тытрăм. Иртен пуçласа каçченех хам пĕлнĕ пек каскалатăп, савалатăп, пăта çапатăп. Вăхăт çитсен кăнтăрлахи апата ларатăп.

Апачĕ пĕр майлăрах ĕнтĕ. Икĕ çăмарта, сĕт, тепĕр чух кăлпасси татăкĕ. Курăк ярса чей вĕрететĕп. Хăяр, улма-çырла...

Акă паян та апат вăхăчĕ çитрĕ. Пăсма пуçланă кивĕ дачăна кĕретĕп. Пăхатăп, апат хутаççи çук-мĕн. Тем чул шырасан та тупаймарăм. Типе пуçланă çăкăр таткипе хăяр илтĕм те тухрăм.

Хамран инçех мар дача лартнă Аркадий иртсе пырать.

– Ниепле те тавçăрса илейместĕп-ха. Кăнтăрлахи апатсăр тăрса юлтăм вĕт. Сĕтел çинчех выртатчĕ. Таçта кайса кĕнĕ-çке, – тетĕп.

– Йĕке хÿресем пуль. Çавсем ытла чăрсăр, – тет Аркадий.

– Ну, калăпăр, кăлпасси таткине çисе янă-ха вĕсем. Çăмартисем ăçта-ха, çинĕ пулсан хупписем пулмалла-çке.

– Чăмăрлах илсе кайма та пултарнă.

– Çăмарта вăл çаврака та яка вĕт-ха, йĕке хÿре мĕнле сĕтĕртĕр ăна.

– Э-э, вĕсем тавçăруллă. Пĕри çурăм çине выртать те çăмартана хăй çине хурать, тепри ăна хÿринчен туртать, шăтăкалла сĕтĕрет, – хăйĕннех перет Аркадий.

Тĕлĕнсех кайрăм. Ун пек каланине халиччен илтменччĕ.

Ну, юрĕ. Ĕçе тытăнтăм. Кăштах тăрсан хăма илме тесе кивĕ дача айккинелле кайрăм. Куратăп, ман хутаç вырта парать. Чăрмаласа çурса пĕтернĕ. Кăлпасси çук. Çăмартисем хутаçрах.

– Мĕне пĕлтерет-ха ку? Мĕнле майпа ман хутаç кунта çитсе выртнă вара (Çук, капла юрамасть, – калаçатăп хампа хам.

Тепĕр кун кăнтăр апатне хутаçран кăларса çăкăр хумалли тимĕр ещĕке вырнаçтартăм. Самай ĕçлесе ĕшеннĕ хыççăн апат çиме тесе кĕтĕм. Пăхатăп – ещĕк уçах. Кăлпасси каллех çук. Ещĕке хупма маннишĕн хама ÿпкелешсе илтĕм те мĕн пуррине çикелесе лăплантăм.

– Чим-ха, ыран лайăхрах сăнам. Кам хуçаланать-ха пахчара?

Тепĕр кун вăхăтран-вăхăта кантăк витĕр пăхкаласа тăтăм. Ак тамаша. Çăкăр хумалли тимĕр ещĕк çинче пĕр кăвак кушак лара парать. Малти урисемпе чăрмала-чăрмала ещĕке уçрĕ те...

Чăтса тăраймарăм, чупса кĕтĕм. Ним те шарламасан каллех апатсăр тăрса юлма пулать.

Кушак маччаналла тапса сикрĕ.

Тепĕр кун апат хутаççине ĕç хатĕрĕсем выртакан ещĕке хурас терĕм. Шанчăклă. Кушак та туртса уçас çук. Отпуск вĕçлениччен ĕлкĕресчĕ тесе çине тăрсах ĕçлетĕп. Кивĕ дачăра кĕмсĕрт! туни илтĕнсе кайрĕ. Кĕретĕп. Леш ещĕкре темскер шакăртатать. Туртса уçма ĕлкĕртĕм кăна, кушак ухă йĕппи пек сирпĕнсе тухса тарчĕ.

Ещĕк тавра пăхкалатăп, нимле шăтăк та çук. Ăна хупсан айккинчен пĕр пĕчĕк çурăк кăна тăрса юлать. Мĕнле хĕсĕнсе кĕме пултарнă-ха? Кăлпасси шăршине сиссен тем тума та хатĕр иккен.

Тепĕр тесен, пахчара пурăнакан кушака та ăнланма пулать. Веçех хăйĕн тăрăшмалла. Пурнăçшăн кĕрешмелле. Ман та унтан юлас килмерĕ. Текех апат хутаççине тимĕр витрене хурса çиелтен йывăр япалапа пусарма тытăнтăм.

Леш яштака кăвак кушака дача патĕнче тата темиçе хутчен те куртăм. Хăрарĕ пулас. Текех килми пулчĕ.

Ĕçленĕ чух пуçа темле шухăш та пырса кĕрет. Хăюллă кушак та аса киле пуçларĕ. Çуркунне дача алăкĕ умĕнче пĕр-ик хутчен хырăмне çурса янă йĕке хÿре виллисене асăрханăччĕ. Тавçăрса илтĕм. Çак кушакăн ырă ĕçĕ вĕт-ха ку.

– Çук, капла юрамасть. Ырă тăвакана ырăпах тав тăвасчĕ-ха.

Малашне хам апатран кăшт уйăрса кушака парса хăварма тытăнтăм. Каллех пыма пуçларĕ. Пĕрне-пĕри хăнăхса çитрĕмĕр. Туслă тесен те юрать.