Показаны сообщения с ярлыком L’upof’ Martjanăvă. Показать все сообщения
Показаны сообщения с ярлыком L’upof’ Martjanăvă. Показать все сообщения

Шурă юр юрри ][ Любовь Мартьянова / L’upof’ Martjanăvă


[săvă pajĕ]


Паллаймастăн-и мана, паллаймастăн-и,
Çавраçил юрри эп, шурă юр юрри.
Тарăн кăпăш кĕртĕн,
Шăннă хытнă çĕрĕн
Шанчăк пек хĕрÿллĕ чи вĕри юрри.

Паллаймастăн-им мана, паллаймастăн-и,
Сивĕ хĕл юрри эп, çил-тăман юрри.
Кăчăр-кăчăр сасăн,
Тунсăх пуснă каçăн
Çут мерчен çутиллĕ йăлтăркка юрри.

Паллаймастăн-им мана, паллаймастăн-и,
Утас çул юрри эп, çитес кун юрри.
Кайнă кайăк хурăн,
Калла килес çулăн
Çурхи кун кĕввиллĕ шурă юр юрри.

* * *
"...Ман айăп, чăнах, айăп мар-тăр".
М. Волкова

Ăçтан килессе те пĕлместĕп,
Ăçта каясса та пĕлмен.
Кĕтместĕп сана халь, кĕтместĕп,
Кĕтсен те - сисмен эс... килмен.

Сар уйăх шуралчĕ, çухалчĕ,
Те пĕлĕт хупларĕ ăна.
Çапах астăватăп: çуллаччĕ,
Чунра пĕр тĕнче - эс кăна.

Ман айăп, чăнах, айăп мар-тăр,
Хама манасла юратни...
...Таçта ĕсĕклет сарă кайăк,
Калас-и: "Иртет ыратни".

Иртет... Ма иртмест... Мĕн ан ирттĕр,
Унччен кĕтнине - халь кĕтмесп.
Çапах та чунри çĕвĕ йĕрĕ
Палли курăнать-ха, пĕтмест...

* * *
Мĕнле апла?
Пĕрлехчĕ-çке телей.
Ăçта, хăш вăхăтра,
Мĕнле çухалчĕ?
Ытла та çутăччĕ вăл
Пирĕн,
Ытла та пысăкчĕ...
Çапах çухалчĕ.
Çути,
Куçа йăмăхтарса,
Суккăрлатса хăварчĕ.

Эсĕ - юрă ][ Любовь Мартьянова / L’upof’ Martjanăvă

Эсĕ - юрă. Эп - чĕлхесĕр юрăç.
Пирĕн пĕрлĕх çуккă. Çул та ик енче.
Сан патна пырсассăн, тĕлĕнсе, тен, кулĕç:
"Тупнă, - тейĕç, - юрăç, эй, тĕнче!"

Эп чĕлхесĕр юрăç, эсĕ юрă.
Сан çинчен юрлатăп сассăр, ĕмĕтпе,
Тен, такамшăн пулĕ чăннипех те кулă...
Вĕсем пек юрлаймăп. Юрлăп чĕрепе.

* * *
Йĕрес пулсан - ăнланĕччĕç,
Йĕрес пулсан - каçарĕччĕç,
Куçран пăхса,
Вăй-хал парса,
Телей енне каçарĕччĕç.

Ăнланĕç-ши самантлăха
Куççульсĕр хыт чăтăмлăха?!.

* * *
Эп, сан патна пырас тесе,
Мăкăньрен хĕрлĕ сăн çаптартăм,
Шăплăхран ăш сăмах пуçтартăм.

Пытăм та -
Ытла хĕрлĕ терĕн.
Ытла ачаш терĕн.
Тиркерĕн.

* * *
Суя сăмах
Тухать те çын çине -
Ун ĕмĕлки -
Пуш-пушă ахрăм -
Суя сĕмне илсе,
Янрать пĕр хушă
Çурса чĕресене.

...Ял вĕçенче,
Çул юппинче,
Сив çил çинчех
Тăрать хĕрарăм.

* * *
Эй, юрлаттăн юррине!
Эй, калаттăн кĕввине:
"Ташла, ухмах,
Илсе парап пушмак;
Çÿллĕ кĕлеллине,
Вуник тÿмеллине".

Эй, ташларăм,
Эй, ташларăм!
Ура кĕли ывăнчĕ,
Урай хăми авăнч
ĕ.

Кĕвĕ-çемĕ пĕтсессĕн,
Пуçа шухăш сырăнчĕ.
Ухмах ятне илтсессĕн,
Вĕри кăмăл сивĕнчĕ.

Атя пĕрле тухар-и,
Атя пĕрле ташлар-и?
Эпĕ илтнĕ сăмаха
Иккĕн пĕрле пайлар-и?

Вĕсем пек юрлаймăп, юрлăп чĕрепе ][ Любовь Мартьянова / L’upof’ Martjanăvă

* * *
Ытла та канăçсăр ку шăплăх.

Шур юр çинче -
Хытса хуралнă туратсем -
Пăрланнă çĕленсем выртаççĕ.

Шур купасем -
Сасне çухатнă упасем -
Мăраннăн тĕлĕрсе лараççĕ.

Ытла та канăçсăр ку шăплăх:
Халь-халь çĕлен шуса тухас пек,
Халь-халь упа урса каяс пек.

* * *
Пÿлĕм тулли хурлăх пулчĕ.
Ют çын килчĕ, тăван килчĕ -
Чун хурланчĕ - чармарăм.

Пÿлĕм тулли савнăç пулчĕ,
Ют çын килчĕ, тăван килчĕ -
Сăн çуталчĕ - чармарăм.

Çичĕ çырма леш енчи икĕпите манмарăм:
Хурлăхра та, савнăçра та çывăха ямарăм.

* * *
Кашни каç
Шăплăх манпа калаçать.
Хăш чух сасăпа,
хăш чух сассăрах сăмахлать.
Вăл ялан мар:
çывăрма выртсан - калаçать,
шухăша путсан - калаçать.
Мана йывăр чухне,
эп пĕчченçĕ чухне,
сан вырăнна
хăш чухне
калаçать.
Е кирлех те пулсан -
ятлаçать,
Эп савăнсассăн -
савăнать.
Кашни каç
шăплăх манпа калаçать...

* * *
Шурă терĕç, шурă терĕç,
Шурă тесех шутларăм.
Сăнасарах пăхрăм та -
Шурă мар-мĕн, шупка-мĕн.

Лайăх терĕç, лайăх терĕç,
Лайăх тесех шутларăм.
Сăмах хушса пăхрăм та -
Лайăх мар-мĕн, япăх-мĕн.

Çын калани - виç çула,
Хам ăнланни - çĕр çула.