Шурă юр юрри ][ Любовь Мартьянова / L’upof’ Martjanăvă


[săvă pajĕ]


Паллаймастăн-и мана, паллаймастăн-и,
Çавраçил юрри эп, шурă юр юрри.
Тарăн кăпăш кĕртĕн,
Шăннă хытнă çĕрĕн
Шанчăк пек хĕрÿллĕ чи вĕри юрри.

Паллаймастăн-им мана, паллаймастăн-и,
Сивĕ хĕл юрри эп, çил-тăман юрри.
Кăчăр-кăчăр сасăн,
Тунсăх пуснă каçăн
Çут мерчен çутиллĕ йăлтăркка юрри.

Паллаймастăн-им мана, паллаймастăн-и,
Утас çул юрри эп, çитес кун юрри.
Кайнă кайăк хурăн,
Калла килес çулăн
Çурхи кун кĕввиллĕ шурă юр юрри.

* * *
"...Ман айăп, чăнах, айăп мар-тăр".
М. Волкова

Ăçтан килессе те пĕлместĕп,
Ăçта каясса та пĕлмен.
Кĕтместĕп сана халь, кĕтместĕп,
Кĕтсен те - сисмен эс... килмен.

Сар уйăх шуралчĕ, çухалчĕ,
Те пĕлĕт хупларĕ ăна.
Çапах астăватăп: çуллаччĕ,
Чунра пĕр тĕнче - эс кăна.

Ман айăп, чăнах, айăп мар-тăр,
Хама манасла юратни...
...Таçта ĕсĕклет сарă кайăк,
Калас-и: "Иртет ыратни".

Иртет... Ма иртмест... Мĕн ан ирттĕр,
Унччен кĕтнине - халь кĕтмесп.
Çапах та чунри çĕвĕ йĕрĕ
Палли курăнать-ха, пĕтмест...

* * *
Мĕнле апла?
Пĕрлехчĕ-çке телей.
Ăçта, хăш вăхăтра,
Мĕнле çухалчĕ?
Ытла та çутăччĕ вăл
Пирĕн,
Ытла та пысăкчĕ...
Çапах çухалчĕ.
Çути,
Куçа йăмăхтарса,
Суккăрлатса хăварчĕ.