* * *
Ытла та канăçсăр ку шăплăх.
Шур юр çинче -
Хытса хуралнă туратсем -
Пăрланнă çĕленсем выртаççĕ.
Шур купасем -
Сасне çухатнă упасем -
Мăраннăн тĕлĕрсе лараççĕ.
Ытла та канăçсăр ку шăплăх:
Халь-халь çĕлен шуса тухас пек,
Халь-халь упа урса каяс пек.
* * *
Пÿлĕм тулли хурлăх пулчĕ.
Ют çын килчĕ, тăван килчĕ -
Чун хурланчĕ - чармарăм.
Пÿлĕм тулли савнăç пулчĕ,
Ют çын килчĕ, тăван килчĕ -
Сăн çуталчĕ - чармарăм.
Çичĕ çырма леш енчи икĕпите манмарăм:
Хурлăхра та, савнăçра та çывăха ямарăм.
* * *
Кашни каç
Шăплăх манпа калаçать.
Хăш чух сасăпа,
хăш чух сассăрах сăмахлать.
Вăл ялан мар:
çывăрма выртсан - калаçать,
шухăша путсан - калаçать.
Мана йывăр чухне,
эп пĕчченçĕ чухне,
сан вырăнна
хăш чухне
калаçать.
Е кирлех те пулсан -
ятлаçать,
Эп савăнсассăн -
савăнать.
Кашни каç
шăплăх манпа калаçать...
* * *
Шурă терĕç, шурă терĕç,
Шурă тесех шутларăм.
Сăнасарах пăхрăм та -
Шурă мар-мĕн, шупка-мĕн.
Лайăх терĕç, лайăх терĕç,
Лайăх тесех шутларăм.
Сăмах хушса пăхрăм та -
Лайăх мар-мĕн, япăх-мĕн.
Çын калани - виç çула,
Хам ăнланни - çĕр çула.