Показаны сообщения с ярлыком Paris Căntăk. Показать все сообщения
Показаны сообщения с ярлыком Paris Căntăk. Показать все сообщения

Хура чĕкеç ][ Paris Căntăk / Борис Чиндыков

Хура Чĕкеçĕме
Драмăра пĕртен-пĕр вылякан - ЧĔКЕÇ

Пĕр енчен пăхсан, йывăç пÿртри пек* пÿрчĕ чаплă та мар, начар та марскер пек. Тепĕр енчен пăхсан вара, пачах та таçти темле хупăлăхра, шалта мар пек, пачах та урăхла - тулта пек, уçлăхра пек, çутçанталăкăн вĕçсĕр-хĕрсĕр талккăшĕсенче. Çавăн пек вырăн - хупăлăхпа уçăлăх, вĕçсĕрлĕхпе чикĕсемпе хупланнă хĕсĕклĕх тĕл пулса пĕрлешнĕ вырăн – тен, масар-тăр, çăва-тăр.
Çĕрле, тĕттĕм.
Тулта тÿлек каç.
Масар çинчи пĕчĕк çăва пÿрчĕ. Шăп.
Сĕмлĕхре пĕр-икĕ чÿрече палăрать.
Пĕрин умĕнче, сĕтел çине ÿпĕнсе-тăр, çын тĕлĕрсе ларни тĕшмĕрĕлет.
Такам, сехрене хăпартса, чÿрече кантăкне сăрмалать - е сăрмаланăн туйăнать кăна-ши.
Шăплăх.
Каллех сăрмалать такам кантăка.
Çын илтмест, çывăрнипех.
Кантăк хыçĕнчи такам, сăрмаланипе çырлахмасăр, чÿрече кантăкне пĕр-икĕ хут хуллен шаккаса, е, тĕрĕсрех, таккаса илет.
Такканине илтсе, сĕтел çине ÿпĕнсе çывăраканскер сасартăках туртăнса вăранса каять. Вăл вăраннипеле пĕрле сценăн çак кĕтесĕ те темле асамлăрах, кĕтрет çути евĕр çутăпа çуталать. Сценăн ытти кĕтесĕсем тĕттĕмлĕхе путнипех.
Çын тăрса тÿрленет, чÿрече кантăкне ик еннелле яри уçса ярать.

ЧĔКЕÇ (тулалла тинкерет, савăнса). Эсĕ-и?.. Килтĕн-и?.. Ну, килех, кил... (Пытарăнчăк шанăçпа çуталса.) Ăнсăртран ывăлăма курмарăн пулĕ те çулта-йĕрте?..
Тинех куратпăр драма геройне - çÿллĕ, çирĕп карчăк ку. Хыткан питлĕ, типшĕмскер. Майĕпен, уçăмсăррăн мăкăртата-мăкăртата, çиелти шупăрне хывса çакать; яра куна ĕшеннĕскер, шупăрĕпех тĕлĕрсе кайнă пулнă иккен вăл* тутăрне салтать - çÿçĕсем карчăкăн шап-шурă. Каллех тепĕр хушă чÿрече витĕр тулалла, тĕттĕмлĕхе чĕмсĕррĕн, шухăшлăн тинкерет.
ЧĔКЕÇ (тулти такама). Килтĕн пулсан, ирт ĕнтĕ... Куртăн-и, курмарăн-и, ирт... Эпĕ ахаль кăна ыйтрăм, курас килнĕрен... Калаçăпăр санпа чуна уçса... Çулу вăрăм, тен, курăн та-и пĕр-пĕр кун... (Ăшшăн кулса.) Юрĕ ара, юрĕ-çке, кĕрессÿ килмест пулсассăн, кĕмесен те ара... (Тулалла.) Хăвăн яланхи пилеш туратти çине ларăн-и ĕнтĕ?.. Эй чĕкеç, чĕкеç!.. Пĕчĕкçеç хура чĕкеç!.. Пĕчĕкçĕ чун!.. (Асилсе.) Эп хам та, сан пекех, пĕчĕкçĕ хура чĕкеçчĕ тахçан. (Малалла асилет, çуталса.) Хули те пĕчĕкскер кăначчĕ пирĕн. Атте-аннен кил-çурчĕ те пĕчĕкçеç кăначчĕ, анчах калама çук хăтлăччĕ. Ĕнтĕ миçе ĕмĕр иртрĕ унтанпа, анчах темшĕн эсĕ килмессерен кашнинчех çав тахçанхи ачалăхăма аса илетĕп. (Сценăн тепĕр кĕтесĕнче çутă çуталать. Ку - урăх çутă, кĕтрет çути тĕслĕскер. Чĕкеç-карчăк тăнă çĕрти çутă сÿнет. Телейлĕ ачалăх, телейлĕ иртнĕлĕх кĕвви шăрана пуçлать. Тен, ку шăхлич сасси? Е, тен, хăмпă? Е сĕрмекупăс? Тепĕр самантран Чĕкеç сарă çутта тухать. Ак тĕлĕнтермĕш: пирĕн умра карчăк мар, пиçсе çитнĕ çырла евĕр илемлĕ хĕр-пике! Вăл, ялтилле, шурă пир кĕпепе, анчах та кирлĕ-кирлĕ мар йышши пустуй илемлетсе пĕтернĕ этнографилле кĕпе мар ку, тап-таса та пач пĕр эрешсĕр-мĕнсĕрскер. Тахçанхи авалхи кĕпе-тумран ытларах паянхи хăйнеевĕр оригиналлă вăрăм шурă пир кĕпе. Чÿрече патне пырса, кантăкне ик еннелле уçса ярать. Аллинче - тухъя. Тухъи - чăнскер.) Юмахри пек ÿсрĕм, хуйхă мĕнне пĕлмерĕм. Ачарах пулнипе, çывхарса килекен ахăрсамана таппине сисеймерĕм пулас. Ахăлтатса кулаттăм, вĕçĕ-хĕррисĕр савăнаттăм, тавралăха янраттарса, юрă хыççăн юрă шăрантараттăм. Хама хирти сар чечекĕн, кăвак чечекĕн туяттăм. Тÿпери кайăкăн, çунатсăр-мĕнсĕр тĕнче хĕрне çитиччен вĕçеттĕм. Ăçта кăна çитместтĕм-ши шухăшăмра? (Аллинчи тухъине пуçне тăхăнать, чиперленет.) Ятăм манăн Чĕкеçчĕ, анчах никам та Чĕкеç теместчĕ мана, пурте Хура Чĕкеç тесе чĕнетчĕç. Хури хураччĕ çав ĕнтĕ, тем чуль сар çу çисе те сарă пулаймарăм. (Пауза хыççăн, шухăшлăн.) Эпĕ вара сар ачана юрататтăм. (Куляннăн.) Сарă ачан чунĕ сарă хĕр еннеллех туртăнать çав тесе вăрттăн-вăрттăн куççуль тăкаттăм. Йывăçсем кăна илтетчĕç манăн ĕсĕклевĕме, вĕсен черченкĕ çулçисем кăна лăплантарасшăн тăрăшатчĕç мана шăпăл-шăпăл шăпăлтатса. Пахча хыçĕнче, вăрманта, никам курман çĕрте кăна уçăлатчĕ чунăм. Никам, никам çук çĕрте кăна тухатчĕ куççулĕм. Вара, чăтса-чăтса çÿренĕскер, ирĕке яраттăм чунăма. Чунăм вара, ирĕке хăнăхманскер, часрах каялла тарса пытанма талпăнатчĕ. (Ассăн.) Хурăм хура хĕрсенĕн ăсĕ вăрăм тетчĕç те, ăсăмăртан ытларах хура хурлăхăмăр пысăк пулчĕ пулмалла... (Хурлăхлăн пĕр-икĕ çавра юрласа илет.)
Хурăн вутти вут мар-им?
Хура та хĕрсем хĕр мар-им?
(Патварланса.)
Ой-я-ра, ра-я, рай-я-ра,
Ой-я-ра, ра-я, рай-я-ра!.. (Чунне пусарса, куççульне тытса чарса. Куракансене.) Калăр-ха вăт эсир мана: сарă хĕрсем ытларах-и пирĕн халăх хушшинче, хурисем-и? (Залтан хуравлакансене итленĕ хыççăн.) Апла пулсан, калăр-ха мана татах: хăшĕсене ытларах юратаççĕ пирĕн каччăсем - саррисене-и, хурисене-и? (Ассăн, хăйĕнчен хăй кулнăн.) Çапла çав, сарă хĕр вăл сарах çав. Сар ача та сар ача çав. Ытлашши пултăм эпĕ вĕсем хушшинче. Ман пек хура чĕкеçе хура курак пÿрнĕ ĕнтĕ. (Чун хавалĕпе, кăшкăрса.) Анчах та çав тери сар чечек пулас килетчĕ манăн!.. Пĕр кунлăх та пулин, пĕр каçлăх та пулин, самантлăх та пулин - анчах та сар пике пулас килетчĕ! Сарă Чĕкеç тесе чĕннĕ пулĕччĕç вара мана! Вара, тен, юратнă сар ача та асăрханă пулĕччĕ мана, епле чиперленсе кайнă пирĕн Чĕкеç, тейĕччĕ те вара мана вăйăран ăсатса янă пулĕччĕ вăл! Вара, пирĕн кил хапхи патне çитсен, ним калама пĕлмесĕр, пĕр хушă аптраса тăнă пулăттăмăр эпир унпа - çума-çумăн, юнашар, çывăх-çывăх, пĕр-пĕрин çумне тата çывăхрах, çывăхрах туртăнса! Сарă каччă сарă хĕвел пек вĕри* эпĕ те, сарăскер, сасартăках, хам та сисмесĕр, унăн хĕрÿлĕхĕнче сар çу пек ирĕле пуçлатăп, вара ирĕлетпĕр, ирĕлетпĕр эпир унпа иксĕмĕр те сарă çу пек, вара пĕрле ирĕлсе пĕтĕçетпĕр хĕрÿ-хĕрÿ, вĕри-вĕри тутасен ытамĕнче!.. (Ĕмĕчĕ татăлнăн.) Анчах çĕр варринче кĕç-вĕç хыпса илес пек вĕри минтере ыталаса вăранса каятăн та _ тутасем уйрăлаççĕ, чуптăву вĕçленет. Тĕлĕк вăл яланах çапла шелсĕр-ши, мăнтарăн - чи телейлĕ, чи хавас самантра татăлать! Çав саманта таврăнас тесе, сехечĕ-сехечĕпе, тул çутăличчен хупса выртатăн кайран куçусене, текех таврăнаймастăн тĕлĕкĕн асамлă тĕнчине* таврăнас пулсассăн та, пачах та урăх çулсемпе таçти тахăш авăралла туртса кĕрсе каять вăл сана - анчах та çав чи илемлĕ, чи рехетлĕ, чи çепĕç туйăмсене кăна темшĕн нихăçан та тепĕр хут вăратмасть тĕлĕкĕн тăсăмĕ пирĕн чунра. (Йывăррăн.) Тĕлĕкре кăна юратса куртăм сар ачана, сарă тĕлĕкре. (Çутă улшăнать. Чĕкеç çийĕнчи прожектор сÿнет. Чĕкеç сцена тăрăх пĕр хушă тĕттĕмлĕхре унталла-кунталла чупкалать, унăн кĕпи, шурăскер, тĕттĕмлĕхре тÿпенелле вĕçсе хăпарма кармашакан, анчах та, вĕçме пултараймасăр, çĕр çийĕн, аяллă-аяллă, пĕтĕм вăйран çунаттисемпе сулкалашакан пĕчĕкçĕ вĕçен кайăк сĕмĕ пулса йăлтăртатса çуталать. Çутă, урăхрах тĕслĕскер, сценăн тепĕр кĕтесĕнче çуталать. .Çутă çуталнă самантра Чĕкеçе çунаттисене сарнă кайăк евĕр аллисене сарса хытса тăнине куратпăр. Монолог çапла тăнă çĕртен тăсăлать. Чĕкеç майĕпен, çынна таврăнса, каллех хĕрарăм пулса тĕрать.) Хĕр ĕмĕрĕ хăть те хăçан та çуллахи каç евĕр кĕске пуль çав% кăкăрусем хытса пиçсе çите пуçларĕç пулсан икĕ чипер улма пек, пĕвÿ-сийÿ тăртăнса, мăкăрăлса стайне кĕчĕ пулсан, аçу-аннÿ килĕнчен каймашкăн вăхăт çитрĕ, эппин. Вара каятăн уйрăлса çичĕ ютăн килне - çичĕ çырма урлă, çичĕ уй урлă, çичĕ вăрман урлă, çичĕ ютри ют вучахăн вутти пулса çунмашкăн, çичĕ ютăн килне чунун ăшшипе ăшăтмашкăн, ютлăхра ирĕлсе пĕтĕçсе, тăванлăхра çуралмашкăн. (Вăрăм пауза. Чĕкеç, паузăна пăсса, хуллен юрă ĕнерле пуçлать.)
Чĕкеçсем вĕçсе, ай, кайсассăн,
Чĕвĕлтетсе юрлаç, ай, чĕпписем.
Тантăш “сыв пул” тесе ал тытнă чух
Шăпăртатса юхаç, ай, куççульсем...

(Юррăн малтанхи çаврине юрланç май, Чĕкеçĕн сасси хытăрах та хытăрах, уççăнрах та уççăнрах янăрать. Вăл, юрла-юрла, куçа курăнман хăнасене куркапа сăра ĕçтерсе çаврăнать.)
Хура вăрман хыçне, ай, ан кайăр -
Хура чĕкеç йăва çавăрать, тет.
Ют ял ачи хыççăн, ай, ан кайăр -
Ют ял ачи пуçа çавăрать, тет...

(Чĕкеç куçĕсенчен шăпăртатса куççуль тумлать. Вăл, сăра куркипе çаврăнса тухнă хыççăн, куракансене - ял-йыш вырăнне - çĕре çити пуç таять. Унтан пĕр хушă тÿрленсе хытса тăрать, шухăшлать, пуçĕнчи тухъине хывать. Ик аллипе питне хупласа тăрать. Самантран вăранать, вара пуçне сурпан çыхать. Сурпанпала пĕрле вăл темле сасартăках хăй те улшăнать - чĕмсĕр, анчах та çав вăхăтрах ырă, ăшă чун-чĕреллĕ, куçĕсем - çирĕп, анчах тату. Вăл ĕнтĕ - арăм. Тĕнчери ытти нумай-нумай арăмсем пекех, Чĕкеç те хăйĕн шăпине хурлăх витĕр, анчах та тÿррĕн те чыслăн пăхăнать, лашана хăмăт тăхăнтартнă чухне вăл ним турткалашмасăр пуçне пĕкнĕ евĕр. Хурлăхлăн.) Пиçсе çитсе юратса кураймарăм, качча кайрăм. Арăм пулса тăтăм. (Асилсе.) Арăм тенĕрен... Арăм пуличчен, пуçа сурпан çыхиччен... (Ăшшăн.) Эх, тĕнче!.. Сурпанне çыхасса çыхрăмăр та... (Куларах.) Калама та намăс та, виçĕ каç куç хупмасăр тĕрмешрĕ вĕт ман старик манран арăм тăвас тесе... (Асилсе, упăшкипе калаçнăн, лешĕ умра тăрать пек.) Астăватăн-и: “Эй, Чĕкеç, Чĕкеç, хурçăран шăратнă пуль сана унта, туршăн та,” - терĕн эсĕ, ĕшенсе вăйран кайса, мана хăв çумна хыттăн-хыттăн пăчăртаса. Эпĕ чĕнмерĕм, турткалашрăм, тапкалашрĕм кĕна. Тĕрĕсрех, турткалашнăн, тапкалашнăн хусканкаларăм, апăрша... Ара, малтанах турткалашмалла теççĕ те... Хирĕç калас сăмахăм вара... Калас сăмахăм та çукчĕ-ши ĕнтĕ ăшра?.. Е, тен, ытла нумайччĕ-ши вĕсем, ниме юрăхсăр тесе шутланă сăмахсем?.. Пĕр кала пуçласан, каласа та пĕтереймĕп терĕм-ши?.. Чĕмсĕррĕн, сывлама хăранăн тĕршĕнтĕм сан çумна... Упăшкам вĕт... Çу-ук, каласа пĕтереймĕп тени те мар-ха, аслă та илемлĕ япаласем пирки аслă та илемлĕ сăмахсемпе калаçмалла тесе шутлаттăм... Пĕлмен эпĕ вăл вăхăтра чи аслă сăмахсем - чи тÿрĕ сăмахсем, чи илемлĕ сăмахсем - чи ансат сăмахсем пулнине... Вунсаккăрти мĕнле хĕрĕн тÿпери çăлтăрсен чĕлхипелен калаçас килмест, ара?.. Вунсаккăрти епле хĕр хăраса та савăнса кĕтмест-ши пĕрремĕш савăшу каçне?.. (Шухăшлăн. Пуçне хушпу тăхăнать.) Эй тата, савăшу-аташу качки... Тарама-ха унăн мыскари... Пурнăç вĕт вăл савăшуран пуçланать те кайран пачах та урăх япаласенче тăсăлать. Хура-шурĕ унăн каярах килет, кÿршĕри вăрă евĕр, туслăн, кăмăллăн кулкаласа, ăшра вара сан телейÿнтен тата хăть мĕскер те пулин пĕçертсе тарас тесе... Упăшкам ман лайăх çынччĕ. Ырăскерччĕ, ĕç тĕлне пĕлекенскерччĕ. Ара, кăштах усалĕ пулнă пулсассăн та, усал темешкĕн епле чĕлхем çаврăнтăр - упăшка вĕт вăл, упăшка! Пĕр çитменлĕхĕ пурччĕ те çав ĕнтĕ, анчах та те çитменлĕхех вăл, тен, çитменлĕх те мар-тăр, ырă енĕсенчен пĕри-тĕр? Амăшне итлекенскерччĕ, нихăçан та амăш сăмахĕнчен иртместчĕ. Амăшĕ... Амăшĕ вара çирĕп карчăкчĕ!.. Хăй йăлт типсе хытса ларнăскер, анчах та ăшĕнче вут-çулăм çунать, пăрлă шыв шарласа юхать! Сăмахĕ те хăй пекех çирĕпскерччĕ вара. Чĕмсĕр çÿрет-çÿрет те, пĕр кун, ик кун, виç кун çÿрет, унтан мĕнле касса татать пĕрре - хăть çĕр тĕпне анса кай çавăнтах! Ара, хам та-ши ĕнтĕ алăкăн-тĕпелĕн кускаласа çÿрекен пĕчĕкçеççĕ кинĕ пулаймарăм пулĕ, ман хамăн та кăштах хуçа пулса курас килчĕ-ши? Сăмаха урлă-пирлĕ вылятассах çитмен те, анчах хуняма çăвара шыв сыпнăн çÿренисем те пулман мар малтанласа. Тепĕр тесен, йăпăлтатса-юраса çÿрекен кинсене савакан йышши карчăк марччĕ ман хуняма. Енчен те чăнласах хисеплесе, юратса калаçатăн пулсассăн, тархасшăн, вăл та хисеплесе хурав паратчĕ. Анчах та юри, пустуйланса чакăлтатса, ĕçлĕ пулса çÿренине чăтма пултараймастчĕ вăл. Çук-çук, хунямана та япăх тесе каламашкăн ниепле те чĕлхем çаврăнас çук. Лайăх карчăкчĕ, чăтăмлăскер, çирĕпскер. Ыратсан ыратнине каламастчĕ, вилсе выртсан вилсе выртрăм тесе сăмах хушас çукскерчĕ. Ĕçченскер, лаша пек ывăнма пĕлменскер. Шав малалла пăхаканскер, ыранхи кун пирки шутлаканскер. Алри çăкăр чĕллине, каçхи апат валли юлтăр тесе, тăраннă-тăранман сĕтел çинчен пуçтарса илетчĕ хушăран, тăраннă çийĕнчен пули-пулми кÿпсе ларнисене юратмастчĕ. Е, тен, мана çапла туйăнатчĕ-ши? Анчах каçхи апата нихçан та çăкăрсăр, тăварсăр ларман вара. (Куларах.) Ара, тамаша, ватăлнăçемĕн хам та чăн-чăн хуняма пулса пыра пуçларăм вĕт! Ячĕ те вĕт Чĕкеçчĕ унăн та. Мана “Пĕчĕк Хура Чĕкеç кин” тесе чĕне пуçларĕç качча пырсан, хунямана “Мăн Хура Чĕкеç” тетчĕç. Хутлă-хутлă, калама та кансĕр пекчĕ ятăмăрсем, анчах нихăçан та никамăн та, хунямана е мана ятран чĕннĕ чух, чĕлхи çыхланнине астумастăп, шыв юхнă пек шăнкăртаттарса калатчĕç ятăмăрсене пурте. Пĕр килте икĕ Хура Чĕкеç пулса тăтăмăр çапла. (Шухăшлăн.) Хунямана хурласа, хама хурлас-и ĕнтĕ манăн халь? Ахальтен каламан-тăр ваттисем% “Хунямăш тăпри çине кинĕ пусать,” - тесе. Пусрăм çав, пусрăм, хам та сиссе юлаймарăм мĕнле ярса пуснине! (Асилсе.) Эй тата, пĕр асилме тытăнсан, йăлт куç умне йăтăнса килет, пурăнса ирттернĕ пурнăç пачах та иртсе кайнăн туйăнмасть вара, йăлтах малашлăх çутинче курăнма тытăнать. (Çамрăкланса.) Кĕç-вĕç çеçкене ларассăн, шурăмпуç çуталса килессĕн... Кайăксем юрласа ярассăн... (Тарăннăн.) Кайăксем... Вĕçеннисем... Вĕçейменнисем... Хĕвел тухать, кун пуçланать... Янкăр тÿпере юрă янăрать... (Хурлăхлăн.) Анчах та санăн юрру мар ку... Санăн юррун сасси урăхла.... Чĕкеç юрри сăпай та вăтанчăк. Чуну хурлăхпа тулса килсен, кÿтсе çитсен чăтмалла мар, никама пĕр сăмах хушса калама çук чух хуллен-хуллен, шăппăн-шăппăн ĕнерле пуçлатăн та вара ăшунта, чунун чи вăрттăн кĕтесĕнче, кăшкăрса-кăшкăрса, анчах никам илтмелле мар - хурлăху та сĕврĕлсе çухалать таçта. Манатăн самантлăха пурнăç йывăрне. (Çутă улшăнать. Чĕкеç çийĕнчи прожектор сÿнет. Тепĕр тĕлти çуталиччен, Чĕкеç тĕттĕмлĕхре пĕр çавра юрă, авалхи халăх юрри юрлать. Хальхинче те тĕттĕмлĕхре Чĕкеçĕн кĕпи куракана вĕçен кайăкăн сĕмĕ пулса йăлтăртатса çуталса курăнать. Юрă çаври вĕçленнĕ тĕлелле çутă çутăлать, хальхинче тата урăх кĕтесре. Чĕкеç, монолог тăсăмне тĕттĕмре пуçласа, шухăшлăн, кулянса, çутта тухать.) Качча кайни нумай та пулмарĕ, вăрçă тухрĕ. Ытти арсемпеле пĕрле, ман упăшкана та çара илсе кайрĕç. Килтен тухса утиччен, пĕчĕк ывăлăмăра алă çине илчĕ те кăкăрĕ çумне пăчăртарĕ — вара темччен тăчĕ çапла пĕр хускалми. Макăрса ярас мар тесе, чунне хытарать хăй, кулкаласа, шÿтлесе калаçма тăрăшать. “Сана валли упа тытса килес-и вăрçăран, пысăк хăмăр упа, е аçтаха тытса килес-и, çунат вырăнне вут çулăмĕпеле сулкалашса вĕçекеннине?” - тет ывăлăмăра. “Çулăм çунатлине мар, упа тытса кил, атте, - тет ывăлăмăр чăнласа. - Анчах та пысăк упине мар, çурине тыт, вара эпир унпа пытанмалла выльăпăр”. Чăтаймарĕ упăшкам, шывланчĕç-шывланчĕçех куçĕсем. Мана кăштах та пулин те ыталамарĕ килтен тухса утнă чух, куçран пăхса илчĕ кăна çапла чĕмсĕррĕн, эпĕ те чĕмсĕррĕн, пĕр сăмах каламасăр, хирĕç пăхрăм - куçсен çав чĕмсĕр уйрăлăвĕнче пĕр-пĕрне мĕн калас тенине йăлтах, йăлтах каларăмăр... Ыталашу та, юрату та, шанăç та, хурлăх та - йăлтах, йăлтах пулчĕ çав чĕмсĕрлĕхре... Умĕнхи каç иксĕмĕр те чăлкăм куç хупмарăмăр... Хупаймарăмăр... Урамра шавлани, нумай саслăн калаçни, йĕни хытăрах та хытăрах илтĕнчĕ. Акă, пирĕн тĕле кĕпĕрленсе çитрĕç вăрçа тухса каян арсем. Çак йывăр самантра тĕреклĕх шыраса, пĕр-пĕрне хулпуççинчен ытамласа, чунри хурлăха пусарас тесе, хыттăн-хыттăн кăшкăрса юрласа, саркаланса утаççĕ арсем урам тăрăх. Ачи-пăчи, ашшĕ-амăшĕ, арăмĕсем хыçран лашисене çавăтса пыраççĕ. Пирĕн тĕле çитсен% “Эй, йĕкĕт, çитет сана маткуна чăмăртаса, хĕç аврине чăмăртамашкăн вăхăт çитрĕ! Атя, тух, кайрăмăр!..” - тесе кăшкăрчĕç арсем. Хуняма пÿрт хыçĕнчен çапăçу хирне тухса каяс хура лашамăра çавăтса килчĕ. Упăшкам аллинчи ывăла мана парасшăн пулчĕ, анчах та ывăлăмăр, ашшĕне мăйĕнчен ыталаса илнĕскер, аллисене вĕçертесшĕн пулмасăр, ăна тата çирĕпреххĕн, хытăраххăн, мĕнпур вăйран ыталаса илчĕ. Вара çапла тухса утрăмăр килтен% хуняма - лаша çавăтса, эпĕ çенĕкрен малтанах хатĕрлесе хунă çутă хĕçе йăтса тухрăм, ывăлăмăр – ашшĕ çинче, ашшĕне ыталаса... Сисрĕ пулĕ, мăнтарăн пĕчĕк чун, ашшĕне текех нихăçан та курас çуккине!.. (Пауза. Куççуль.) Чылайччен утрăмăр çапла, пĕтĕм ял-йыш, пĕтĕм халăх пĕрле. Вăрман хĕрне çитсессĕн, чарăнса тăтăмăр. Ваттисем арсене пил пачĕç, тăван çĕршыва чыслăн хÿтĕлеме, тăшмана çĕнтерсе тăван йăвана чĕрĕ-сывă таврăнмашкăн пехиллерĕç. Арсенчен чи асли пурин ячĕпелен ашшĕ-амăшĕсене, шăллĕ-йăмăкĕсене, ачи-пăчине, мăшăрĕсене тав сăмахĕ каларĕ, тăшмана çĕнтермешкĕн шантарса тупа турĕ, пурте пĕрле харăссăн% “Ант!.. Ант!.. Ант!..” - тесе кăшкăрчĕç. Вара учĕсем çине утланчĕç те, хĕçĕсене çĕклесе, ансăр çулпала вăрман ăшнелле кĕрсе çухалчĕç. Çапла ăсатса ячĕ хула хăйĕн арĕсене инçет, паллă мар, каялла таврăни-таврăнми çула. (Пауза хыççăн.) Арсем те юлмарĕç хулара, лашасем те. Килсем-çуртсем те, çынсем те, пуç урлă хура пĕркенчĕкпе витĕннĕн, чĕмсĕрлĕхĕн хура хурлă чаршавĕпе хупланчĕç. Малтанласа шанăçăмăр тапатчĕ чĕрере, чăтăм, вăй-хăват кÿретчĕ, анчах часах аслă Пÿлер хули тĕпĕ-йĕрĕпе, ним юлмиччен вутра çунса кайнă, тăшман эшкерĕсем Сăварпала Пăлхара çул тытнă текен хыпар çитрĕ. Пÿлер çунса кайни çинчен илтнĕ-илтмен манăн чун-чĕре темле тăруках лăштăр кайрĕ. Таçти тахăш сисĕмĕмпе сисрĕм эпĕ манăн мăшăрăм çут тĕнчерен яланлăхах уйрăлса кайнине, Пÿлер вутĕнче çунса кĕл пулнине, текех ăна нихăçан та курассăм çуккине. (Пауза. Халсăррăн, шанăçсăррăн.) Эй аслă Вут Ама!.. Ма чармарăн сăвапсăр вутна?!. Ма çунтартăн пирĕн тĕп хуламăра?!. Е тĕрĕсех калаççĕ-ши пĕлевçĕсем тухăçран талпăнса килекен йышлă тăшмана турăсем юри, мĕнпур халăха çылăхĕсемшĕн асаплантармашкăн çуратса янă тесе?.. (Чĕркуçленсе, аллисемпе тÿпенелле кармашса.) Эй турăсем!.. Апла пулсан, калăрсамччĕ тархасшăн% мĕнле каçарăнми çылăхăмăр пур пирĕн халăхăн, мĕншĕн пĕтересшĕн эсир пире?!. Мĕн туса айăпа кĕчĕ кăмăллă, сăпай, ĕçчен халăх çĕрпе тÿпе умĕнче?!. (Çамкипеле çĕре перĕнет, чылайччен çапла хуçланса ларать. Шăплăх. Унтан майĕпен ура çине çĕкленет, пурнăç çулĕ çинче аташса кайнăн, сцена тăрăх тĕлли-паллисĕр уткаласа çÿрет. Унтан тăруках, пуçне ик аллипе хупласа, ытларах хăйпе хăй калаçнăн.) Çылăхлă пуль çав, çылăхлă пуль!.. Юратмасăр качча кайса, юратман çынран ача çуратни çылăх мар-и вара?.. Упăшка ытамĕнче, упăшкам çумне тĕршĕнсе выртнă чухне шухăшăмра сар ачапа айкашни çылăх мар-и тата?.. Элле мăшăру вилнине туйса илнĕ самантра çĕр чăтайми хурлăхпа хурланманни, пăтрашăна-пăтрашăна пуçу çинчи çÿçÿсене кăкламанни, лăштăрпала, вăйсăрлăхпала пĕрле темле ăнланмалла мар лăпкăлăхпа канăçлăх, пушăлăхпа ирĕклĕх туйăмĕ пусса килни те çылăх мар-им?!. (Пауза хыççăн, лăпкăнраххăн.) Çапла, кусем уйрăм пĕр çыннăн, уйрăм пĕр хĕрарăмăн, манăн, путсĕрскерĕн, вăрттăн çылăхăмсем пулччăр, анчах кам, кам çирĕплетсе калама пултарĕ ытти хĕрарăмсем урăхла, ыттисем тасарах, сăваплăрах, ыттисем, пуçĕсене унашкал шухăш пырса кĕрсессĕн те, вĕсене тÿрех хăвалама, вĕсенчен яланлăхах хăтăлма тăрăшаççĕ тесе?! Çу-ук, ун пек шухăшсем кăшт хăваланипех каяс çук, вĕсенчен хăтăлмашкăн ĕмĕр пурăнса ирттерес пулать, вара тин ăнланса илетĕн – мĕн вăл чăн, мĕн вăл суя этем пурнăçĕнче, халăх пурнăçĕнче. Çамрăк чух вĕт йăлтах - çамрăкла, шарт-парт, паянхи кунпа пурăнатăн. Каярахпа тин, нумай-нумай çултан, аллу-уруна та, чун-чĕрÿне те тумхахлă пурнăç çулĕ çинче самай шăйăрса пĕтернĕ хыççăн, вăранатăн та çапла пĕр ирхине уруна, яланхилле çăмăллăн, вăш-ваш сиксе тăрас тесе, çĕрелле тăсатăн, анчах та тăруках, кĕтмен-туман çĕртен уру сана итлеменнине, ниепле те тăсăлманнине, вилнĕ пек, хытса чулланса ларнине туйса илетĕн. Уруна, çемçете-çемçете, хуçлата-хуçлата, тăсатăн-тăсатăнах, ярса пусатăн-пусатăнах урайне, анчах та ĕнтĕ çак иртен тытăнса ватлăху йăпшăнса киле пуçланине яр-уççăн ăнланса илетĕн. Ватлăхпала пĕрле унăн уйрăлми çулташĕсем - ăс-хавалпала вилĕм таплаттарса килеççĕ аякран. (Çутă сÿнет. Хăйне хăй, тĕлĕнерех, тĕттĕмлĕхре.) Вилĕм умĕнче кăна тăна кĕрет-ши этем?.. (Пауза. Хальхинче, тĕттĕмлĕхри пĕр кĕтесре çутă çуталса пынă май, Чĕкеç куракана пуçне чиксе тăнă пĕр юпа пек курăнать. Тата хальхинче ун çинче шурă пир кĕпе мар, хуп-хура вăрăм пир кĕпе. Çав малтанхи кĕпех тейĕн, шурă вырăнне хура кăна тата кăштах хĕрарăм манахсен пĕркенчĕкне асилтерет. Чĕкеç хăйĕн монологне хура юпа пулса пуçлать те ерипен хĕрарăм сĕмне таврăнать.) Пĕрре çапла çĕр варринче урамра чуна çÿçентерсе кăшкăрнипеле вăранса кайрăмăр. Пÿртрен чупса тухма та ĕлкĕреймерĕмĕр – пирĕн картишне ик-виçĕ юланут килсе те тăнă. Кукрашка хĕçĕсемпе хăртисене хатĕр тытнă - аяккалла пĕр утăм тусанах пуçа касма хатĕр. Куçĕсем хăйсенĕн хĕсĕкрех, хытса чулланса ларнă евĕр. Ăнланмалла мар чăрсăр чĕлхипелен темскер кăшкăрашаççĕ. Пире хунямапа иксĕмĕре, сăнă вĕçĕсемпе тĕрте-тĕрте, хула хĕрринчи уçланкăна хăваласа кайрĕç. Ывăлăма кăкăр çумне ыталаса тытрăм та, кăшкăрашнипеле вăраннăскер, каллех мăшăлтата-мăшăлтата çывăрса кайрĕ. Хулипелех уçланкăна хăваласа пуçтарнă иккен пурне те. Пĕр ар та çук% арсем инçете, Атăл леш енне, кайнăранпа пĕри те киле таврăнман. Тата, ахăртнех, - ахальтен мар сăйлать, касса ыратать чун - таврăнас та çук. Нихăçан та. Ватă-вĕтĕпеле уксах-чăлах, хĕрупраçпала инке-арăм кăна хулара. Пурте чĕмсĕр, шăп тăратпăр. Çĕр варринче темрен те тутлă ыйхăран тăратнă ача-пăча та хăранипеле, куçĕ-пуçĕсене чарса, хытса-шăпланчĕ. Пусăрăнчăк чăтмалла мар. Пĕр хуланăн, пĕр халăхăн мĕскĕн чунĕсем, пĕр-пĕрине чура куçĕпеле куçран пăхма намăсланса, куçсене айкинелле тартатпăр. Юланлă тăшмансем çаплах тем калаççĕ, калаççĕ, калаççĕ, анчах та хăлхара пачах та урăх сасă, урăх кĕвĕ янăрать - темле ăнланмалла мар хурлă та çĕкленÿллĕ, вутлă-çулăмлă, хĕлхемлĕ кĕвĕ. Тăвăл евĕр, сарăлса, кĕрлесе килет пек çав кĕвĕ таçтан инçетрен, аслă Атăл леш енчен, вутра çунса кĕлленнĕ сăваплă Пÿлер хулинчен. Ăна путарма хăтланса, хытăрах та хытăрах кăшкăрать, кĕрлет тăшман, çав аслă вут кĕвве путарасшăн тапăçланать, анчах та кĕвĕ аслăн, хăватлăн, никам çĕнтерес çукла янăрать! (Ывăнчăклăн, пауза хыççăн.) Ах анчах!.. Пирĕн хуламăра вут тĕртнĕ иккен тăшман!.. Хуламĕр çунать иккен çапла кĕрлесе, хăватланса, каç тĕттĕмлĕхне сирсе! Эй Вут-Ама!.. Йăлтах-им çунтарса ярас терĕн хăвăн халăхун çĕрне-шывне?!. Çитмерĕ-им сана Пÿлер, тĕпĕ-йĕррипех çĕрпе танлаштарса тухас терĕн-им асаплă Пăлхар çĕрне?!. Эй эсĕ, Вут-Аçа, ма чармастăн Амуна?!. Ма çунтарса ярас тетĕр пире?!. Тен, пире пĕтернĕ хыççăн пиртен лайăхрах, вăйлăрах, илемлĕрех халăх килсе чечеклентерĕ тетĕр-им ку çĕрсене?!. (Пауза.) Хуламăр ялтлатса, шартлатса çунать - пăхмашкăн вăй çитейрес çук! Хăпартланса, урса кайнă тăшман, кăшкăра-кăшкăра, юна-юна, икĕ ушкăна уйăрма тытăнчĕ пире. Пĕр енче - ватă-вĕтĕ, уксах-чăлах, вĕт-шакăр. Тепĕр енче – хĕрсемпеле арăмсем% тин çеç çеçкене ларма пикеннĕ хĕр пĕрчисенчен пуçласа тĕсне çухатма ĕлкĕреймен инке-арăм таранчченех. Хĕрарăмсем, çухраша-çухраша, ачисене хăйсенчен уйăрасшăн мар тапăçланаççĕ, темиçешер-темиçешерĕн хăйсен çумне пăчăртаççĕ. Тăшмансем ачасене шелсĕррĕн турта-турта илеççĕ, уксах-чăлахсемпе ватăсен еннелле тĕрте-тĕрте яраççĕ. Ачасем, хытса ларнă куçĕсемпеле амăшĕсене тилмĕрсе, йăлăнса пăхаççĕ, анчах та, амăшĕсем вĕсене текех нимĕнле те пулăшаяс çуккине ăнланса, пĕтĕм вăйран асламăшĕсемпе аслашшĕсен халсăр аллисенчен çавтăнаççĕ, хÿтлĕх шыраççĕ. Кусем - хăйсем тĕллĕн утакан, чупакан, алăран çавтăнма пултаракан шăпăрлансем. Унтан сасартăках, кĕтмен çĕртен, тăшман уксах-чăлаха, ватта-вĕтте каялла хуланалла, вут ăшнелле хăвалама пуçларĕ! Çынсем, хĕвĕше-хĕвĕше, пĕр-пĕринчен такăна-такăна, айккинелле чăл-пар саланма хăтланчĕç, анчах та ăçта çити, нумай-и тарса ÿкĕ ватă-вĕтĕпеле алăсăр-урасăр уксах-чăлах? Вĕсене, хĕç вĕçĕсемпе тĕке-тĕке, урасемпе тапа-тапа, лашисемпе таптаттара-таптаттара, ялкăшса çунакан тăван хуланалла хăвалаççĕ!.. Темиçе шурсухал тăшмана хирĕç алă çĕклеме тăчĕç кăна, вĕсене çийĕнчех тăшман хĕçĕ касса-чиксе пăрахрĕ. Манăн хуняма та, пĕвне-сийне хытарса, хурăн вулли пек тÿрĕ тытса, çынсем хушшинче хуланалла утрĕ. Хăй пуçне каялла пăрнă, куçĕ - ман çинче, тĕрĕсрех, кăкăрăм çумне ыталаса тытнă ывăлăм çинче, пĕчĕкçĕ мăнукĕ çинче хуняман куçĕсем. Вăраххăн утать, васкамасăр, ярăнса та пек кăштах темле, çын пек те мар, темле ăнланмалла мар çурма-çын, çурма-чĕрчун, çурма-кайăк тейĕн. Кун пеккине эпĕ ăна çак тарана çитсе нихăçан та курман - темле тарăхсан та, темле хаярлăхпа тулсан та, хуняма çын сăнне çухатни пулман. Халĕ вара, акă, çынсем хушшинче, çынсемпеле пĕрле утать вăл, анчах та – сисетĕп, туятăп - ахаль мар утать вăл, темскер тĕллевлесе, шухăшласа хунă. Пĕрисем ватта-вĕтте хуланалла хăваланă хушăра теприсем пĕчĕк ачасене, кăкăр пепкисене амăшĕсен аллисенчен турта-турта илме тытăнчĕç, туртса илеççĕ те утсен айккисене çакса янă кунтăксене икшерĕн-виçшерĕн тултараççĕ. Акă, юланутçăсенчен пĕри ман пата çывхарчĕ те, юланучĕ çинчен анмасăрах, кăнттаммăн алăри пĕчĕкçĕ ывăлăма туртса илме хăтланчĕ. Эпĕ, ачама çума хытăрах пăчăртаса, çурăмпала çаврăнса тăтăм. Тăшман мана çÿçрен ярса илчĕ те хыттăн хăй еннелле туртрĕ. Пуç тирĕ витĕр пĕтĕм çан-çурăм тирсе ыратса кайрĕ. Эпĕ пĕтĕм вăйран малалла туртăнтăм та сасартăках çĕрелле ывтăнса кайрăм. Ачана ыраттарас мар тесе, эпĕ айккинелле çаврăнса ÿкесшĕн пултăм, анчах та темле майсăррăн лапах çурăм çине персе антăм, ачана алăран вĕçертмерĕм* çурăмра темскер, хыттăн-хыттăн ыраттарса, тирсе-пĕçерсе кайрĕ... Малаллине çакна çеç астăватăп% вăйсăррăн, тĕлĕкри пек, пуçа çĕклеме хăтланатăп - çук, çĕкленесшĕн мар хура пуçăм... Кăшкăрма хăтланатăп - çук, кăшкăрасшăн мар юнпа хытса-типсе ларнă çăвар... Тавралăха итлеме хăтланатăп - çук, илтмеççĕ хăлхамсем нимĕскер те% илтесшĕн мар вĕсем хула халăхĕн чарăнми, татти-сыпписĕр, чуна çурса яракан йынăшĕвĕпе макăрăвне... Куçăмсем кăна - хаярлăхпа, чĕмсĕрлĕхпе, курайманлăхпа, юратупа, шанăçсăрлăхпа, шанăçпа тулса сарăлнă хура куçсем! - йăлтах, йăлтах – куçа курăнманнине те! – кураççĕ, çăл куçĕ евĕр, çĕрлехи аякри сивĕ çăлтăр евĕр, тÿпе сенкерлĕхĕ евĕр, йăлтах курса, йăлтах астуса юлма тăрăшаççĕ - малашлăх валли, пулас кунсем валли астуса юлса, кайран тахçан килес ăрăвăмăрсене халăхăмăрăн телейсĕр кунĕсем, хура элчелĕ çинчен каласа парас тесе... Акă, учĕ çинчен персе аннă хура тăшман ура çине çĕкленет те ман паталла пĕр утăм ярса пусать, унтан – тепĕр утăм... Акă, вăл ман паталла пĕшкĕнет... Манăн шелсĕр, туйăмсăр, çурма вилĕ куçăмсем сăнă евĕр ун куçĕсене тăрăнаççĕ... Акă, аллисене тăсать - ман кăкăр çинчи ывăлăма туртса илесшĕн... Арсăр хăварнăскерне, халĕ тата ывăлсăр хăварасшăн мана тăшман... Акă, пирĕн хушăра тытăçу пуçланать... Акă, çÿлтен пирĕн çинелле сарлака хура çунатлă темле кайăк вĕçсе килет... Кайăкăн сăмси вырăнĕнче - çап-çутă çивчĕ хĕç... Кайăк çап-çутă çивчĕ хĕçĕпе пĕрех сулласа ярать те - ман умри тăшманăн çаврака пуçĕ çарăк евĕр çĕре персе анать, пуçсăр кÿлепи, ман вар-хырăм çине лаплаттарса пусăрăнса ÿкет... Тăшман юнĕ, çурхи шыв евĕр, ман пĕçĕ хушшипе юхса анать.... Уйăх хушши килнĕ пек, ăшă та йăлмакаллă пулса каять мана... Кайăк ман паталла пĕшкĕнет, мана çамкаран ачашласа илет хăйĕн сарлака çуначĕсемпе, вара эпĕ тăруках кусем çунатсем мар, кăтрашкаллă, ватă çын аллисем пулнине туйса илетĕп... Тем калать мана хунямам, тем пăшăлтатать, те лăплантарать мана, те ÿкĕтлет, те пехиллет – нимĕскер те ăнланаймастăп, туятăп кăна - текех мана хăрушă мар, нимĕн те хăрушă мар, текех эпĕ пĕчĕк ывăлăмшăн та кулянмастăп, ăна эпĕ хуняман шанчăклă аллине шанса паратăп, хуняма ăна хăйĕн çуначĕсем çинче инçете-инçете, тăшман çук çĕре, тăшман нихăçан та çитес çук çĕре илсе кайĕ!.. Унта ман ывăлăм ÿсĕ, пысăкланĕ, хурлăха çĕнтерсе, вылĕ, кулĕ, савăнĕ, юратĕ!.. Эй Çÿлти Турă, телей пÿрсемччĕ ывăлăма, ашшĕпе амăшне курма тÿр килнĕ хурлăхран хăтарсамччĕ ăна!.. (Çĕре кукленсе, чĕркуçленсе, питне аллисемпе хуплать, савăнса - ывăлне çăлăнăç килессе сиссе - макăрать.) Акă, чăнах та, хуняма ывăлăма ман кăкăр çинчен илет - васкамасăр, хуллен, çупăрласа* унтан куштăрканă хыткан çуначĕсемпе пĕрре сулса илет, тепре, вара майĕпен-майĕпен çĕр çийĕн, аяллă-аяллă, вутра çунан тăван хуламăралла вĕçсе каять... Тăшман кĕлеткине хырăм çинчен илсе пăрахас тесе, пĕтĕм вăйран кăштах та пулин çĕкленме хăтланатăп, кĕлеткене тĕртетĕп, анчах та йывăр кĕлетке пĕр шит те хускалмасть. Тата тепĕр хут çĕкленме талпăнатăп, тĕкетĕп, тĕкетĕп пуçсăр, татăк кĕлеткене, пĕтĕм вăйран, юлашки вăйран - çук, çитеймест манăн вăйăм тăшмана сирсе пăрахма... Вара, ним тăвайман енне, куçа хупатăп... Куçа хупатăп та - юнлă, йăмăх-хĕрлĕ тÿпере кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпе хура пăнчăсем, хура кайăксем, ывăлăмăрсемпе хунямăрсем инçете-инçете çунат вырăнне аллисемпе сулкалашса вĕçсе кайнине куратăп... Вара сасартăках илтме тытăнатăп... Куçа шартса, темскер ялтлатса-çиçсе илет те çичĕ тÿпе тăрринчи Аслати тавралăха кĕмсĕртеттерсе янраса каять... Унччен те пулмасть, çÿлтен, алтăртан тăкнăн, шалкăм çумăр çăва пуçлать... Тепĕртакран вутри хуламăр темле чашкăрса тĕтĕмлене пуçлать, тавралăха йÿçĕ тĕтĕм хупăрласа илет... (Пауза. Шăплăх. Тен, шалкăм çумăр сасси пĕр хушă. Тĕттĕмлĕх. Прожектор сÿнет. Тепĕртакран çутă тепĕр кĕтесре çуталать, ку – урăх çутă. Паçăрхи сценăранпа самай вăхăт иртнĕ% тен, çич-сакăр çул, тен, вуннă-вунпиллĕк, тен, çирĕм те-и иртме пултарнă. Чĕкеç пусăрăннă, анчах çаплах хитрелĕхне çухатман-ха. Кантăк умне пырса тăрать. Тулалла пăхать, сăмахлать.) Нумай вăхăт иртрĕ унтанпа, анчах çав каç, е, тĕрĕсрех, çав çумăрлă ир мĕн пулса-иртнине эпĕ халĕ те тĕппи-йĕррипе ăнкараймастăп. (Асилме хăтланса.) Ахăртнех, эпĕ шалкăм çумăр айĕнче çавăнтах, çĕр çинчех выртса юлнă-тăр. Шалкăм çумăр сиввине те, хуламăрăн йÿçĕ тĕтĕмне те – нимĕскер те, нимĕскер те астумастăп. Вилнĕ тесе шутланă-ши мана, юнлă ар айĕнче выртаканскерне – пĕлместĕп. (Шухăшлăн.) Е, тен, мана вĕсем ытти хĕрарăмсемпе хăйсемпе пĕрле таçта инçете илсе кайнă? Анчах ăçта?.. Мĕн тума?.. Мĕне кирлĕ тăшман арĕсене парăнтарнă халăх хĕрарăмĕсем? (Асилеймесĕр.) Ахăртнех, эпĕ чылайлăхах тăн çухатнă-тăр ун чухне. (Пауза хыççăн, асилсе, йывăррăн, сÿрĕккĕн.) Темиçе çу иртнĕ, темиçе хĕл – эпĕ çаплах çăвар уçса калаçайман, çынсем мĕн каланине тăнкарайман. Мана пурте чĕлхесĕр тата ĕмĕрлĕхех ăсран тайăлнă тесе шутланă. Тепĕр тесен, çав темиçе çу тата темиçе хĕл кунĕсене эпĕ пачах та астумастăп. Тен, пулман та вĕсем, енчен те эпĕ вĕсене астумастăп пулсан? Эпĕ алăра пĕрехмай тăм пукане йăтса çÿренĕ иккен. Тата кашни кунах, хĕвелпеле пĕрле тăрса, хула варринчи масар çинчи чул юпасем патне çул тытнă та çав чĕмсĕр çиллес юпасене ачашласа тасатса çÿренĕ-мĕн. Ачашласа-тасатса çÿренисене астумастăп, анчах та - çине тăрса асилме хăтлансан - чул юпасен катăркас вулли евĕр темле йĕплĕ, тикĕс мар, касăк шăйрăкĕсем аса килнĕ пек тăруках. Çав яка мар шăйрăксем мана темскер каланă пек - çук, сăмахпа мар, сăмахсăр, вăрттăнăн, пытарăнчăккăн, хăйсен тикĕсмарлăхĕпе, темле ăспа ăнланмалла мар чуна çывăх та тарăн кăштăркалăлăхĕпе вĕсем мана атте-аннесен, асатте-асаннесен, тахçанхи авалхи-авалхи несĕлĕмĕрсен шăпине тата пиртен нумай-нумай çул каярах тĕнчене килес ăрăвăмăрсен пуласлăхне каланă пек. Çапла-çапла, астăватăп - акă, пĕррехинче эпĕ тăр-пĕччен чул юпасем хушшинче тĕлĕрсе лараттăм, тĕлĕкĕмре, яланхилле, йĕри-тавра вут çунатчĕ, çуртсем çунатчĕç, йывăçсем çунатчĕç, вăрман çунатчĕ, çĕр çунатчĕ, юханшывăн шывĕ те çунатчĕ, пĕлĕт çунатчĕ, сывлăш çунатчĕ... Анчах та унччен нихăçан та, нихăçан та, пĕтĕм тĕнче çунсассăн та... (Йывăррăн, халне çухатса.) тÿпери... тÿпери кайăксем çунмастчĕç!.. чĕкеçсем!.. хура чĕкеçсем çунмастчĕç!.. ывăлăма çунаттисем çинче илсе каян Хура Чĕкеç çунмастчĕ!.. çунакан тÿпе тăрăх ирĕклĕн те сыввăн вĕçетчĕ!.. (Пауза.) Элле... (Йывăррăн, асилме хăтланса, иртнĕлĕхе талпăнса.) элле...элле пурте вутра çунса кайнă?.. Пĕр эпĕ çеç юлнă?.. Эпĕ, тăр-пĕччен?.. Никамсăр?.. Ы-вă-лăм-сăр?!. (Вăйсăррăн пĕкĕрĕлсе-хутланса ларать. Шăплăх. Унтан тăруках хаяррăн, пĕтĕм тĕнчене хирĕç кĕрешме хатĕррĕн сиксе тăрать.) Çу-ук, суятăр, тĕлĕкĕмсем! Суятăр, шухăшăмсем! Хура Чĕкеç вутран вăйлăрах!.. Унăн çунаттисене нихăçан та вут илейрес çук!.. Чăн-чăн вут вăл пÿрт-çурт, вăрман-йывăç, çĕрпе пĕлĕт çунни мар. Чăн-чăн вут вăл ак кунта, ак çакăнта, ăшра çунать. Ытти вут вăл çунать те сÿнет, çунать те сÿнет, ак ку вара нихăçан та çунма пăрахас çук. Пĕр чĕререн тепĕр чĕрене сиксе хыпса илекенскер, халăхăн тĕксĕм çулне çутатса пырать вăл – куçа курăнми хăватлă хĕрÿ вут-çулăм. Çав çулăм халăхăмăра тĕппипех пĕтесрен çăлса, сыхласа, аталантарса пырать. Ăнланаймасть айван тăшман% халăха пĕтерес тесе, халăхăн йĕри-тавралли тĕнчине вутра çунтарса яма хăтланать. Халăха пĕтерес тесен, унăн тĕнчине çунтармалла мар, унăн ăшĕнче ялкăшса хĕмленекен вут-çулăма сÿнтермелле. Акă хăçан тĕп пулĕ халăх - ăшри вут сÿнсе ларсан, пурнăç хевти пĕтсе килсен. (Пауза.) Тÿпери кайăксем çунаттисем çинчен вут тăкса вĕçнине курсан, эпĕ темле тăруках çÿçенсе кайрăм, чарăнайми чĕтре пуçларăм. Манпа пĕрле масар çинчи пĕтĕм чул юпа сиксе чĕтре пуçларĕ. Йывăçсем-курăксем асар-писеррĕн силлене пуçларĕç. Тÿпе те, çĕр те манпа пĕрле чĕтрене ерчĕç. Вара тăруках манăн асăм янкăр уçăлса килчĕ – эпĕ иртнĕ шар кунĕсене йăлтах тин çеç куç умĕнче пулса иртнĕн асилсе кайрăм. Пăхрăм та йĕри-тавралла - пахча, пахчара – йывăçсем, курăксем, чечексем, вĕсен хушшинче - юпасем, юпасем çинче - касса-чутласа çырнă сăмахсем. Вулама хăтлантăм, анчах та вулаймарăм - эпир хĕр чух тĕрлесе çырнă йышши сăмахсем мар-мĕн кусем, урăхла, кукрашкаллă çавăрса, эрешлесе çырнă. Каярахпа пĕлтĕм вара - ку çĕнĕ çырулăх иккен. Тăна кĕнĕ самантра, юпасем çинче мĕн çырнине ăнланма хăтланнă май, йĕри-тавра тĕлĕнмелле шăплăх шăраннине асăрхарăм% ниçта пĕр сас-чÿ те çук. Анраса каймалла шăплăх. Унччен яланах вĕçĕмсĕр шав, анлă кĕрлев янăратчĕ пуçра. Мана хĕрхÿ асаилÿсенчен хупланă пулĕ ĕнтĕ çав шав. Халĕ вара эпĕ тăруках асаилĕвĕмпе куçа-куçăн юлтăм. Çав асра юлнă юлашки самантран - хуняма, хура чĕкеç пулса, ывăлăма çунаттисем çинче йăтса вĕçсе кайнă хыççăн - малалла мĕн пулнине асилме хăтлантăм. (Аран-аран, йывăррăн асилсе.) Мĕн чухлĕ выртнă-ши эпĕ çапла куçа хупса – пĕлместĕп. Икĕ-виçĕ сехет-ши?.. Е, тен, пĕр кун?.. Е пĕр эрне?.. Тен, пĕртен-пĕр пĕчĕкçĕ самант кăна?.. Пĕлместĕп. Кăштах тăна кĕнĕ пек эпĕ. Сасăсем илтĕнеççĕ. Çын сассисем. Палласа илес тесе, тимлесе итлеме тăрăшатăп. Çук, палламастăп. Палланă сасăсем мар. Анчах та - хамăрăн сасăсем, мĕншĕн тесессĕн хамăрăн чĕлхепе калаçаççĕ. Мĕн калаçнине ăнкарма хăтланатăп. Çук, ăнкараймастăп, ăнланса илмешкĕн вăй çитеймест. Сасартăках сасăсем мана асăрхамасăр аякран иртсе каяççĕ тесе пăлханма тытăнатăп. Хама асăрхаттарас тесе, сăмах хушас тесе, çăвар уçма хăтланатăп, тем калатăп, кăшкăратăп: ”Ан кайăр, ан кайăр, мана пăрахса ан хăварăр!” – тетĕп, анчах çăвар уçăласшăн мар, чĕнейместĕп. Вара, пĕтĕм вăя пухса, куçа уçма хăтланатăп. Куçсем сасартăках уçăлнăн туйăнса каяççĕ, çутă сенкер тÿпе çуталса каять тăруках куçра, анчах та пĕлетĕп – уçăлмарĕç куçăмсем, тÿпе сенкерлĕхĕ туйăнчĕ кăна. Пуçа пăрма хăтланатăп. Çук, пăрăнмасть, хытса чулланса ларнă. Çĕкленме хăтланатăп, çĕкленейместĕп, çĕр çумне çыпăçса ларнă. Сасартăк хырăм çинчи йывăрлăха туйса илетĕп, чăтма çук йывăр. Апла, тăшман арĕ çаплах ман çинче выртать?.. Алăсене хырăм патнелле тăсма хăтланатăп, алăсем, çывăрса хытса ларнăскерсем, туртса ыратса каяççĕ, шалтан тем тирнĕн. Тăсатăп-тăсатăп алăсене, анчах та тăшман арне тупаймастăп хырăм çинче. Вара урасене хускатма хăтланатăп. Пĕтĕм кĕлетке сăрăлтатса ыратса каять. Тата, тата кăштах... Акă, тинех, тинех хускалчĕ хăрах урам. Халĕ акă теприне, теприне хускататăп-ах... Урасем хускалчĕç. Халĕ вĕсем çине тăрас пулать. Хырăм çинче йывăр, чăтмалла мар йывăр. Тата тепре хыпашлатăп аллăмсемпе. Çук нимĕскер те, никам та. Ма йывăр-ха апла пулсан, никам та çук пулсан?.. Чăтаймастăп, куç хупăнать. Сассем çывăх-çывăх, куçсене калла уçма хăтланатăп, уçăлмаççĕ. Акă, сасăсем ман патах çывхарчĕç, ахăртнех, мана сăнаса пăхаççĕ-тĕр, эпĕ вара сасартăках çурăм айĕнчи йĕпене туйса илетĕп. Шалкăм çумăр нÿрри-ши ку е тар тапса килет çапла?.. Сасăсенчен пĕри ман хырăма, хырăмран аяларах перĕнет - мана темле сивĕ пулса каять. Кĕпесĕр-им, çарамас-им эпĕ элле?.. Сивĕ алă, хăрах айккинчен йăтса, мана тепĕр аяк çинелле çавăрма хăтланать – эпĕ каялла çурăм çине çаврăнса ÿкетĕп. Суран таврашĕ курăнмасть, тет мана çавăрса хума хăтланакан алă, хырăмĕ çинче те, çурăмĕ çинче те нимĕскер те çук пулас, тĕлĕнмелле. Мĕн тĕлĕнмелли, хуравлать ăна хирĕç тепĕр сасă, суранран кăна вилет тетĕн-им çын? Вара мана ал-ураран тытаççĕ те таçта йăтса каяççĕ. Ал-ура ыратать, кĕлеткем çĕр çинчи курăка сĕртĕнет. Кăштах кайсан, мана каллех çĕр çине хучĕç - типтерлĕн, çемçен, шеллесе. Вара каллех каялла çаврăнса утрĕç. Нумай та вăхăт иртмерĕ, сасăсем татах илтĕнчĕç. Каллех тем йăтса килчĕç, манпа юнашарах, çуммăн хучĕç те пăрăнса утрĕç. Сăмсана кÿ-ÿ!.. йывăр шăршă килсе çапрĕ, çĕре пуçланă виле шăрши. Тинех пуçа пырса çапрĕ манне - виле пуçтарса çÿреççĕ! Эппин, эпĕ те вилĕ?.. Мана та ытти вилесемпе пытарĕç, эппин? Анчах та эпĕ шухăшлатăп, туятăп – ăçтан-ха вилĕ пулам? Е, тен, ытти вилесем те çапла – туяççĕ, шухăшлаççĕ, кăштах çĕкленме, пуçа пăрма, куçа уçма тăрăшаççĕ? Ăçтан пĕлес-ха ытти вилесене, эпĕ нихăçан та вилсе курман? Вилсе курнă пулсассăн, пĕлнĕ пулăттăм, пĕлнĕ пулăттăм та пурне те пуçа çĕклеме, куçа уçма вĕрентнĕ пулăттăм! Акă, каллех йăтса килсе хучĕç. Унтан каллех. Татах, татах. Çук-çук, мĕнле те пулин уçасах пулать куçăма. Мĕнле ту пулин çĕклесех пулать пуçăма. Мĕнле те пулин пурăнмаллах. (Виле йăтса килекенсене.) Чимĕр-ха, чим!.. (Хăйне хăй.) Çук, илтмеççĕ. (Хăйне хăй хавхалантарса.) Хытăрах, хытăрах каламалла! (Хытăраххăн калама тăрăшса.) Чимĕр-ха, чим!.. (Кăштах хускалса илнĕ пек.) Эпĕ вил... (Каласа пĕтерме вăйĕ çитеймест. Тепĕр хут сывлăш çавăрса, çине тăрса.) ...мен... (Пауза. Вăраххăн, ерипен, аран-аран, кăшт çеç илтмелле.) Вил-мен... (Тата тепĕр хут.) Эпĕ... вил-мен... (Шăплăх пĕр хушă.) Вара вĕсем мана илтрĕç. Ман пата кукленчĕç, юн тымарне тытса пăхрĕç. Аллине чылай хушă ман юн тымарри çинчен илмесĕр: ”Эпĕ нимĕн те туймастăп, тапманпа пĕрех,- терĕ ар .- Тен, илтĕнчĕ пире?” “Хам хăлхампа хам илтрĕм икĕ хутчен “эпĕ вилмен” тесе каланине, - терĕ юлташĕ. - Çак хĕрарăмăн сасси пулчĕ вăл. Каларăм эпĕ сана паçăрах, тĕлĕнмелле, пĕр суран та çук. Вăйран кайса, халне çухатса тĕлĕрсе выртнă вăл эпир çакăнта йăтса килсе хуричченех. Эпир хускатнипе тĕлĕрĕвĕнчен вăранчĕ-тĕр, ахăртнех, анчах çийĕнчех каллех вăйне çухатрĕ пулас. Чим, халĕ ăна мĕнле те пулин калаçтармалла.” Вара пуçне ман кăкăр çумне çывăх-çывăх тытрĕ, анчах ним те илтеймерĕ пулас, вара ман кĕпене кăкăр тĕлĕнче ик еннелле туртса çурчĕ те хăлхипе ман сулахай кăкăр çумне сĕртĕнчĕ. “Тапать, тапать!..” - кăшкăрса ячĕ вăл самантран, мана темшĕн ытла та хавассăн кăшкăрнăн туйăнса кайрĕ. Вара мана куçран, хупă куçăмран тинкерчĕ те – пĕлместĕп, мĕнле курайрăм, мĕнле туяйрăм эпĕ çакна, анчах та куртăм, анчах та туйрăм!.. - манпа калаçа пуçларĕ. ”Тепре каласамччĕ мана çав паçăрхи сăмахна, тепĕр хут, васкамасăр, ерипен, вăраххăн-вăраххăн. Эпĕ вилмен, тесе каласамччĕ мана, тархасшăн. Пĕлетĕп, йывăр халĕ сана, йывăр сăмах хушмашкăн. Эппин, хăть йынăшса илсемччĕ кăштах та пулин. Каласамччĕ пĕр сасă та пулин.” Калас тесе каллех пĕтĕм вăя пуçтарма хăтланатăп, акă, пуçтартăм, акă, хатĕр, акă, калатăп% а... а... а... а... Йынăшăттăм та йынăшăттăм çапла чарăнмасăр% а-а-а-а-а-а... (Пауза.) Кайран вара... (Каллех пауза. Йывăррăн, асилме хăтланса.) Кайранхине каллех астумастăп. Темле тăрăшсан та, нимĕскер те аса илейместĕп. Куç умĕнче пĕрмай - вут, вут, вут... Ăшра тĕлкĕшекен вут-çулăм курăннă-ши мана çапла пĕрехмай?.. (Татах темсер асилнĕн.) Çапла, вут. Анчах кайăксем çунмастчĕç, вĕсене витерейместчĕ вут. Арсем хамăрла, тăван чĕлхепе калаçатчĕç. Çирĕп те хăюллă, уçă та хурлăхлăччĕ вĕсен сассисем. (Асилме хăтланса.) Çапла, çапла, уçă кăкăрăм çумне сĕртĕнен ар мана аллисемпе ытамласа илчĕ те вилесем хушшинчен таçта урăх çĕре йăтса илсе кайрĕ... (Тăруках хăраса, асаилĕвĕнчен хăтăлма хăтланса.) Çитет, çитет... Таврăнма вăхăт. Тата тепре шăлса тухам та çак эрешлĕ чул юпасене... (Тĕттĕмлĕхе кĕрсе çухалать. Прожектор сÿнет, унтан урăх çĕрте çуталать. Чĕкеç эрешлĕ шурă кĕпепе, пуç урлă йăм-хура пĕркенчĕк. Салхуллăн, пĕчченнĕн.) Çапла вара çак инçет хулана йăтса килнĕ мана вăл. Ахаль çын пулман иккен вăл, пирĕн патша ывăлĕ пулнă. Çапăçăва кĕрес умĕн патша хăйĕн чи шанчăклă тусне чĕнсе илнĕ те ÿссе çитеймен ывăлне вăрттăнăн çĕршывăн кай енне илсе кайса пытарса усрама хушнă – тăшман аллине лекес-тăвас пулсассăн та никам та ан пĕлтĕр вăл патша ачи пулнине. Çунакан вăрман витĕр, çырма-çатра тăрăх утнă чух пырса тухнă та вĕсем пирĕн хула тĕлне. Хула вырăнне вĕсен куçĕ умне çунса кĕлленнĕ пушă вырăн тухса тăнă. Кĕлпе шăмă хутăшăвĕ, унта-кунта чул кермен ишĕлчĕкĕсем. Тата инçех те мар, вутра пĕтнĕ хула тулашĕнче, тăшман вĕлернĕ çын кĕлеткисем йăванса выртнă. Тĕлĕнмелле, анчах та вилесене пĕр тискер кайăк та тĕкĕнмен пулнă. Ахăртнех, хула çуна пуçласан, тискер кайăксем, çĕнĕ вырăн шыраса, ку тăрăхсене пăрахса кайнă. Вĕсем иккĕшĕ, ваттисен йăлипе, вилесене çĕр чавса пытарнă. Пурне те пĕрле, пĕр шăтăка. Урăх никама та, пĕр чĕрĕ чуна та тĕл пулман вĕсем пирĕн хула вырăнĕнче. Пĕтĕм хуларан пĕртен-пĕр эпĕ чĕрĕ юлнă. Çавăн чухне сăмах хушма, йынăшма вăй çитереймен пулсассăн, эпĕ те тахçанах пĕрлехи шăтăкра çĕрсе выртнă пулăттăм халĕ. (Пауза хыççăн.) Çапла вара, масар çинчи юпасем хушшинче туйăмсăррăн тĕлленсе ларнă май, эпĕ сасартăках темиçе çул хушши тĕлĕрсе çÿренĕ ыйхăмран вăранса кайрăм, чылай япалана асилтĕм. Вара, асăмпала пĕрле, сăмахсем те таврăнчĕ, эпĕ калаçа пуçларăм. Ы-вă-лăм! – пулчĕ манăн пĕрремĕш сăмахăм. Ăçта эсĕ, ывăлăм?!. Чылайччен çÿрерĕм вара çапла тĕлсĕррĕн юпасем хушшинче. Манăн ниçта та каяс килмерĕ. Каç пулчĕ, тĕттĕмленсе килчĕ. Эпĕ пĕр юпа çумне сĕвентĕм те чылайччен куç илмесĕр çĕрлехи тÿпене пăхса лартăм. Унăн вăрттăнлăхĕсенче эпĕ хамăн шăпама, иртнĕлĕхĕмпе пуласлăхăма вулама хăтлантăм. Анчах маларах асилнинчен ытла тÿпе мана нимĕн те пĕлтересшĕн пулмарĕ. (Пауза.) Манăн юпасем хушшинчен ниçта та каяс килмерĕ. Манăн та, çĕрлехи тÿпепе пĕрлешсе, пĕр чул юпа пулса хытса тăрас килчĕ çакăнта, ĕмĕрхи лаштра йывăçсем айĕнче. Антив, тĕпĕ-йĕррипе ан пултăр, анчах та тăруках чылай япалана асилнĕскер, халĕ эпĕ хама вилнĕ хыççăн тепĕр темиçе çултан сасартăках çĕнĕрен чĕрĕлсе тăнăн туйрăм. Леш тĕнчепе ку тĕнче хушшинче тăраканскер, эпĕ ниепле те мана ытларах ăçта туртнине, ытларах хăш тĕнчере юлас килнине татса параймастăп пек. Астуман чухне пĕр хурлăхчĕ, халĕ, астăва пуçласан, шухăшла пуçласан, шухăшăмран пуçăм çаврăна пуçларĕ, пĕр хурлăх вырăнне çĕр хурлăх пусса килчĕ. Астуман чухне шав вут-çулăм витĕр хура чĕкеç ывăлăма çунаттисем çинче аякка-аякка илсе кайнине тĕлленеттĕм, малалли пирки шутламасттăм, халĕ вара ман ума тăруках ыйту хыççăн ыйту хĕвĕшсе киле пуçларĕ. Ăçталла выртайнă-ши хура чĕкеçĕн çулĕ? Вĕçсе çитейнĕ-ши çитес тенĕ çĕре? Ывăлăма тĕрĕс-тĕкел илсе çитерейнĕ-ши шанчăклă вырăна? Тата шанчăклах-ши пулнă çав шанчăклă тенĕ вырăнĕ? Кайран, кайран мĕн пулнă вĕсене? (Пауза.) Вăхăт иртрĕ, эпĕ вара çаплах, масартан тухса, кил еннелле ура ярса пусаймарăм. Темскер тухатларĕ мана çавăнта, темскер тыткăнларĕ. Манăн тати-сыпписĕр, вĕçĕ-хĕррисĕр калаçас килчĕ - никамсăр, хампа хам. Ирхи çутă киличчен лартăм çапла юпа çумĕнче хампа хам сăмахласа. Тен, сăмахласа тени тĕрĕсех те мар-и, мĕншĕн тесессĕн эпĕ çыпăçуллă сăмах çаврăнăшĕсем калас вырăнне уйрăм сăмахсем çеç калама пултартăм, малтанласа вĕсене ниепле те пĕр-пĕрин çумне сыпăнтараймарăм. Йăлтах, йăлтах куратăп, илтетĕп, ăнланатăп, мĕн калас килнине те йăлтах пĕлетĕп – анчах çавăрса калаймастăп. Çапла çĕнĕрен калаçма вĕрентĕм çав каç. Ир енне, шурăмпуç пайăркисемпеле пĕрле, сасартăках аякран шупăр евĕр шурă вăрăм тумлă пĕр çын утса килнине асăрхарăм. Васкамасăр, кашни юпа умĕнче чарăна-чарăна, хăйпе хăй калаçа-калаçа, суллана-суллана утать. Тарăн шухăша путнăскер, йĕри-тавралла пач пăхмасăр, ним асăрхамасăр, пĕр юпа патĕнчен тепĕр юпа патне куçса пырать. Акă, ман паталла çывхарчĕ. Эпĕ сĕвенсе ларнă юпа умне пырса тăчĕ. Чылайччен чĕмсĕррĕн пăхса тăчĕ çапла. Анчах шав юпа çине пăхать, мана асăрхамасть те тейĕн, куç хÿрипе те пулин пăхмасть ман çине. Мăкăртата-мăкăртата, кăшт çеç илтмелле, темле халиччен илтмен ăнланмалла мар сăмахсем калать, эпĕ вĕсене пĕрне те ăнланаймастăп, анчах ăнкаратăп, сисетĕп – кусем ахаль сăмахсем мар, кĕлĕ сăмахĕсем пулнине... Вара эпĕ тăруках, хам та сисмесĕр, çапла тума юраманнине пĕлсех, халиччен пĕксе ларнă пуçăма çĕклетĕп, питĕм çинчи чаршавăма сирсе, кĕлĕ сăмахĕсем калаканăн куçĕсенчен тинкеретĕп. Эй тĕнче!.. Ман умра сар ача тăра парать! Тахçан хĕр чух юратнă сар ача... Ватăлнă, чылай улшăннă пулин та, эпĕ ăна тÿрех палласа илтĕм. Пирвайхи самантра, мĕншĕнне хам та ăнланаймасăр, темле намăсланса, вăтанса кайрăм, çĕр тĕпне анса каяссăм килчĕ манăн... Ах, пăхминччĕ ман çине, палласа илейминччĕ мана!.. Каласа пĕтеринччĕ те часрах хăйĕн кĕллине пăрăнса утинччĕ!.. Анчах та, çу-ук, пăрăнса утмарĕ... Те эпĕ пăхнине сиссе, сасартăках куçĕсене юпа тăрринчен ман çине куçарчĕ те мана куçран тинкерчĕ. Унăн куçĕсенчен тарасшăн пулса, пуçа васкаварлăн çĕрелле пĕкрĕм, пит çинчи чаршавăма хупларăм. Вăл ман ума чĕркуçленсе тăчĕ те, мана ик хулпуççинчен тытса, шăппăн, кăшт çеç илтмелле% «Эсĕ ку, Чĕкеç!.. Эсĕ, Чĕкеç!..» - терĕ. Эпĕ, ним чĕнмесĕр, хирĕç пăхрăм. Унăн куçĕсем куççульпеле тулнăччĕ... Сăмахсем каллех таçта кайса çухалчĕç... Часах хĕвел туха пуçларĕ, йăмăх-хĕрлĕ хĕвел... Унăн çутинче сарă ачан кĕмĕлленнĕ сарă çÿç пайăркисем темле ытла та хĕрлĕн, юнпа пĕвеннĕн йăлтăртатнине асăрхатăп. Çÿçĕ çинчи юна шăлса илес тесе, пÿрнемсемпе перĕнтĕм унăн çÿç пайăркисене, анчах пайăркасем тĕсне улăштарасшăн пулмарĕç, пÿрнемсем перĕнмессерен вĕсем тата ытларах хĕрелсе пычĕç! Вара эпĕ сасартăках унăн куçĕсен тĕпĕнче хура пĕркенчĕклĕ пĕр хĕрарăма асăрхарăм... Акă, такамăн икĕ алли çав хĕрарăмăн пичĕ çинчи чаршава сирет те хĕрарăмăн çÿçĕсене ачашлама тытăнать... Хĕрарăмăн çÿçĕ вăрăм, хытă тата... шурă-шурă, кăн-кăвак!.. Çуталса килекен кун çути-ши çутатать çапла хĕрарăмăн çÿçне?.. «Кăн-кăвак-çке эсĕ, Чĕкеç!..» - тет хĕрлĕ çÿçлĕ сар ача, йывăрран сывласа. Вара тинех ăнкарса илетĕп унăн куçĕсен авăрĕнчи хĕрарăм эпĕ хам пулнине... Вара часрах аллăмсене илетĕп унăн хĕрлĕ çÿç пайăркисем çинчен, унăн аллисене кăвак çÿçсенчен уйăратăп, хулпуççи çине шуса аннă пĕркенчĕке калла пуç урлă витетĕп... Вара, сиксе вĕрекен юна тăпах пусарса, кĕске те татăклă сăмахсем килеççĕ чĕлхе вĕçне% «Кай, сар ача, кай!.. Кай!..» Вара çÿлте, пуç тăрринче, чĕкеçсем вĕçме тытăнаççĕ... Ирĕклĕн те сыввăн, васкамасăр, ярăнса вĕçеççĕ чĕкеçсем тÿпере... Вара йăмăх-хĕрлĕ çÿçлĕ сар ача ура çине çĕкленет те шурă вăрăм шупăрне тÿрлетет, ман çине юлашки хут пăхса илет... Эпĕ те юлашки хут ăна хирĕç пăхатăп... Хальхинче унăн куçĕсен тÿпинче чĕкеçсем вĕçнине куратăп... Вара, каллех темле ăнланмалла мар сăмахсем мăкăртата-мăкăртата, мана хуллен пуç таять те, мĕлке евĕр, ерипен, васкамасăр, хĕвеле хирĕç сĕтĕрĕнсе утса каять шурă шупăр... Пĕсмелле, пĕсмелле!.. Сывă пул, тахçан юратнă сар ача!.. Сывă пул, çамрăклăхăм!.. Пĕсмелле, пĕсмелле, сывă пул!.. (Пауза.) Хĕвел тухрĕ, кун килчĕ. Эпĕ масартан тухрăм та унччен çÿренĕ çулпалан хуланалла утрăм. Каçсерен ĕнтрĕк çутинче хуланалла таврăннă май шав куç умне тухнă ÿкерчĕксем аса килчĕç% Тарăн вар хĕрринчи утма çул... Вар урлă çÿллĕ сăрт... Сăрт çамкинче хула... Сăрт хыçĕнче, инçетре, пысăк шыв... Хула варринче чул çурт... Чул çуртра патша ывăлĕ... Мана аппа тесе чĕнекенскер... (Тăруках асăрхаса, хăраса, çари çухăрса.) Анчах мĕскер ку?!. Мĕн пулса иртнĕ кунта?!. (Хăраса, тĕлĕнсе.) Йывăçсем тÿне-тÿне кайнă... Вар тăпрапа хупланнă... Сăрт çурăлса, ирĕлсе кайнă... Хула вырăнĕнче пысăк çавра шăтăк... Шăтăк тулли пăтранчăк шыв... Шыв айĕнче кăпăкланса йынăшакан хула ишĕлчĕкĕсем... (Тарăннăн.) Хулана çĕр çăтнă... Лăштăр-р кайрĕç урасем, эпĕ халсăррăн çĕре тĕшĕрĕлсе антăм. Хĕвел çути ытла та çуттăн, тÿпе сенкерĕ ытла та кăваккăн курăнса кайрĕ мана. Çĕр çумне тăсăлса, çĕре ыталаса выртрăм вăйсăррăн. Те çĕр, те чĕрем хыттăн-хыттăн тапрĕ. Те манăн ÿт-пĕвĕм, те çĕрĕн шăмми-шакки вĕттĕн-вĕттĕн чĕтрерĕ. Вĕри, чăтмалла мар вĕри пĕçерсе килчĕ çĕр кăкри. Вара эпĕ, пиçсе каяс мар тесе, ура çине тăма хăтлантăм, йĕри-тавралла тинкертĕм. Тавралăх ним пулман пек лăпкăн, сÿрĕккĕн сĕнксе выртнине курсан, манăн чун хавалĕ тăруках тарăхупа тулса килчĕ. Ик аллăма тÿпенелле çĕклесе, мĕнпур вăйран% «Ылхан!.. Ылхан!.. Ылхан сана, тÿпе!.. Ылхан сана, çĕр!.. Ылхан сире, турăсем!..» - тесе кăшкăра пуçларăм... Те ман сăмахсене илтсе, çĕр тытса пăрахнă евĕр хыттăн чĕтре пуçларĕ... Эпĕ каллех ураран ÿкрĕм, анчах, парăнасшăн пулмасăр, шав малалла кăшкăртăм... Никам та, нимĕскер те, нимле турă та чараяс çукла антăхса, чыхăнса кăшкăртăм эпĕ тăвăнса, тулса килнĕ ылхан сăмахĕсене!.. Эпĕ - ахаль кăна çын, хĕрарăм! - эпĕ аслă турăсене ылхантăм, айван!.. (Пауза.) Кăшкăрсан-кăшкăрсан, чунăм пусăрăнса лăпланчĕ, ик куçăмри куççуль кăна çаплах чарăна пĕлмерĕ. Çĕр те темиçе хутчен туртăнкаласа илчĕ те лăпланчĕ. Эпĕ, ним тума пĕлмесĕр, каялла масаралла уттартăм. Лаштра йывăçсем пекех, масар çинчи юпасем те чылайăшĕ кая-кая ÿкнĕ, суранланнăн, тăлăххăн пăхса выртаççĕ çĕр питĕнче чечек-курăк хушшинче.. Каç асамĕнче мăнаçлăн тÿпенелле кармашакан юпасем хĕвеллĕ кун çутинче мĕн тери вăйсăр та хавшак иккен!.. Пĕчĕк ачасене ачашланă евĕр, эпĕ вĕсене пĕрерĕн-пĕрерĕн куççулĕмпе çуса тасатса тухрăм. (Пауза.) Унтан, ывăнса çитнĕскер, эпĕ юпасем хушшинче, юпасене ыталаса, тĕлĕрсе кайнă... (Пауза хыççăн, таçта инçетре-инçетре юрă сасси çуралать.) Малалли те тĕлĕк, те чăн% эпĕ сасартăках юрă сассипелен вăранса каятăп... Пысăк йышлă сасăпа юрлакан юрă... Пĕтĕм ял, пĕтĕм хула, пĕтĕм халăх юрлать пек... (Чăнах та, таçта инçетре, аякра пысăк хор юрлани илтĕнет.) Вилнисем те, чĕррисем те – пурте пĕрле юрлаççĕ пек... Хам та сисместĕп, эпĕ те вĕсемпе пĕрле юрла пуçлатăп... Вара юрлатпăр çапла чылайччен... Юрлас та юрлас килет чарăнми... (Çутă сÿнет. Хăватлă хор юрри сĕм-тĕттĕмре янăрать, тĕттĕмлĕхе çутатса... Юрă вĕçленнĕ тĕлелле пĕр кĕтесре шурă çутă çутăлать, çутă айĕнче – шап-шурă Чĕкеç-карчăк.) Вара пурне те куртăм харăсах - палланисене те, палламансене те... Çынсене те, турăсене те... Пĕтĕм ял-йыша, пĕтĕм халăха куртăм... Хунямана та, упăшкама та тĕл пултăм... Ывăлăма кăна кураймарăм... Каллех тĕнче касса çÿреме тухса кайнă иккен, шăпăрлан... И-и, тепĕр тесен, çÿретĕрех, кастартăрах ара тĕнчине... Ара. ывăл тени килте ларни пулать-и вăл хăçан та пулин?.. (Каллех çутă ылмашăвĕ. Çурма тĕттĕм, çурма çутăра шурă Чĕкеç-карчăк аллисене сарса сцена тăрăх ярăнса утать – чĕкеç вĕçнĕ евĕр çĕр çийĕн. Утнă майăн.) Хир-хир урлă, хир урлă, уй-уй урлă, уй урлă, ял-ял урлă, ял урлă, пĕчĕкçеççĕ пит-куçлă, эреветлĕ-теветлĕ, чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхеллĕ – пĕтĕр сăт!.. (Чĕкеç-карчăк çунаттисене сарнă чĕкеç евĕр хытса тăрать, çапла тăнă çĕртен монологне малалла тăсать.) Чĕкеç ятпа çуралнăскер, чĕкеç пулса кĕтĕм çапла вĕçсĕрлĕхе. Чĕкеç пулса вĕçрĕм тăван çĕр-шывăн уйĕ-хирĕ, улăхĕ-çаранĕ, вăрманĕ-кати, çырми-çатри, ялĕ-хули, масарĕ-çăви çийĕн. Тăван халăхăн телейĕ манăн телейĕм пулчĕ, тăван халăхăн хуйхи манăн хуйхăм пулчĕ. Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул, ĕмĕр хыççăн ĕмĕр иртрĕ çапла. Нумай шыв юхса кайрĕ унтанпа, нумай чул купаланса юлчĕ анлă Атăлтан та анлăрах пурнăç юхăмĕн çыранĕсенче. (Монолог тăсăлнă май сцена çинчи çутă ерипен малтанхи, драма пуçламăшĕнчи асамлă кĕтрет çутине таврăнать. Чĕкеç те майĕпен каллех вăрăм шупăрне тăхăнать, тутăрне çыхать.) Аслă шывсем типе-типе ларчĕç, пĕчĕк шывсем сарăлса юха пуçларĕç. Пĕтĕм тĕнчене шыва ярас йĕпе вăхăтсем вутлă-çулăмлă типĕ выçлăх çулĕсемпе ылмашăнчĕç. Мĕнле кăна самана килсе çапмарĕ пуль, мĕнле кăна юпа, мĕнле кăна хĕрес килсе лармарĕ пуль çак çĕр çине! Мĕнле кăна юпа, мĕнле кăна хĕрес çĕрсе ишĕлмерĕ пуль çак çĕр çинче! Анчах та çĕр хăй вырăнĕнчен хускалмарĕ, хăй сассинчен ютшăнмарĕ, хăй халăхне пăрахмарĕ. (Пауза хыççăн.) Пĕчĕкçĕ хура чĕкеçсем те, тем пек инçете вĕçе-вĕçе кайсан та, кашни çулах, çу кунĕ çитнĕ-çитмен, тăван çĕре килме пăрахмарĕç. (Чÿрече патне пырса, чÿречене яри уçса ярса. Куракансене.) Чĕвĕл чĕлхеллĕ тăванăмсем!.. Чĕкеçĕмсем!.. Эреветлĕ-теветлĕ – пăчăн-тăрр!..

Кĕлчечексем ][ Борис Чиндыков / Paris Căntăk

Иосиф Дмитриева

Ытла та канăççăрланать кĕçĕр, ним тума пĕлмест Эрре. Чун ыратать. Мĕнрен пуçланчĕ-ха ырату? Э-э, спектакль вăхăтĕнче Эрре сасартăк залалла пăхса илчĕ те темĕнле кĕтмен çĕртен, тăрук чĕре чиксе ырата пуçларĕ. Вара малалла выляймарĕ вăл, малалла вăл пурăнма тытăнчĕ. Сцена çинчи пĕр-икĕ сехете тăсăлакан ĕмĕрлĕх пурнăçпа. Халĕ, ак, аса илме тăрăшать те — нимĕн те аса килмест, мĕн асăрханă-ха вăл çурма тĕттĕм залра çав териех чуна ыраттаракан япала? Нимскер те куçа тыткăнламарĕ. Ăста артистсем нихăçан та залалла тинкерсе пăхмаççĕ, вĕсемшĕн — зал çук, вĕсемшĕн пĕртен-пĕр тĕнче — сцена. Училищĕре та çаплах вĕрентетчĕç, анчах та Эрре темшĕн пултараймасть çапла тума. Зала курмасăр выляни ăна куракансăр, пуша вырăнта вылянăн туйăнать. Ку вара ăста артистсемшĕн те — хăрушă, пушă çĕрте, пушă залра, выляма калама çук тискер. Вĕрентекенсем ăна пĕрмай ăс паратчĕç: «Залалла пăхсан, çухалса, аташса кайма та час, тата вылянă чух хăвăн чунна çеç курмалла, хăвăн чунна çеç илтмелле» — тетчĕç. Вăл, ав, тытăнса тăрать-тăрать те — кĕтмен çĕртен, хăй сисмесĕрех вĕлт çеç зал варринелле куç ывăтса илет. Нихăçан та куç тĕлне уйрăм сăн-сăпат лекмест, яланах темĕнле пĕтĕмĕшле ÿкерчĕк — йĕрки-йĕрки пуç. Паян та çавах. Тата темле ăнланмалла мар хурлăх тăратчĕ сывлăшра. Юпа уйахĕнче йывăçсем, декораци евĕр, тăлăххăн, тĕлсĕррĕн сĕнксе лараççĕ, кĕç-вĕç шăнса хытас шăрчăксем пек. Театр ик енче вăйсăр çил çĕтĕле пуçланă афишăсене амаçури ачашĕпе çупарлать... Чăнах та, савăнăçлах мар.

Пĕрремĕш çул кăна театрта ĕçлет Эрре, кăçал вĕсем — çирĕм ултă чăваш çамрăкĕ — Мускавра театр училищинчен вĕренсе тухрĕç те районсем тăрăх гастрольте çÿрерĕç. Халĕ, ак, пĕр уйăх каялла театрта сезон уçăлчĕ, Эрресен ушкăнĕ училищĕри режиссерсемпе пĕрле хатĕрленĕ спектакльсене кăтартать. Шекспирăн «Ромеопа Джульеттине» паян, ак, виççĕмĕш хут вылярĕç ĕнтĕ Шупашкар сцени çинче. Эррене тĕп роль шанса панă ку спектакльте. Ăссăрла юратса пăрахнă яша вылясса вылять те, анчах - тĕлĕнмелле! — хăй ку тарана çитсе нихăçан та юратса курман.

Шупашкарта ĕçлеме тытăннă-тытăнманах паллашрĕ-ха вăл пĕринпе — вырăс театрĕнче кулач пек кăпăшка хуçа хĕрĕсене вылякан Маринкăпа. Спектакльсенче ялан тенĕ пекех Маня е Дуня, хушăран Дуняша е Манюша тесе чĕнеççĕ ăна. Телейсĕр мĕскĕн хĕрарăм, шухăшлать ун пирки Эрре, мĕскĕн те телейсĕр хĕрарăм. Провинцири актриса. Пирĕн хăть, чăвашсен, провинцийĕ те, тĕп хули те Шупашкартах, таçта инçе шыраса каймалла мар. Пуласлăх та, иртни те — йăлтах хамăртах. Вырăс актерĕсен шăпи вара кунта, тем тесен те, ăнланмаллах мар...

Шăпах çапла шухăшласа выртнă вăхăтра телефон шăнкăртатрĕ. Эрре сĕтел çинчи йывăç сехет çине пăхса илчĕ, çурçĕр иртни икĕ сехет те çирĕм минут. Унтан трубкăна тытрĕ.

— Але! Эррене чĕнеймĕр-ши телефон патне?

— Эпĕ итлетĕп, — терĕ Эрре тĕлĕнерех.

— Ырă каç, Ромео! Эсир мана пĕлместĕр, эпĕ... эпĕ Джульетта. Джулия, эппин, ну, Юлия, хамăрла каласан... Кĕçĕр эпĕ сирĕн театрта пултăм та вара, акă, халĕ сирĕн пата шăнкăравлатăп... Мана калама çук килĕшрĕ эсир вылякан Ромео, анчах Джульетта сирĕн темле... йÿçленкĕрех... хĕрлĕх курăнмасть унра...

Эрре, тÿрех ним калама пĕлменнипе, ÿсĕркелесе илчĕ те:

— Вара? — тесе ыйтрĕ.

— Эпĕ... эпĕ сире тав тăвасшăн, питĕ лайах вылярăр эсир... эпĕ... эсир чăн-чăн Ромео, тата, çитменнине, чăваш чунлĕ Ромео эсир... Тав сире, Ромео, тавах...

— Тархасшăн, тархасшăн, — терĕ Эрре.

— Эпĕ... манăн халĕ питĕ-питĕ сире курас килет, — терĕ йĕрес пек сасăпа Юлия.

— Ыран кăнтăрлахи спектакле пырăр, эппин, шăпах «Ромео»,— терĕ Эрре шăппăн.

— Манăн сире халь курас килет, — хĕр сасси кĕтмен çĕртен лăпкăн та салхун илтĕнчĕ.

— Халь... май çук, — тавăрчĕ Эрре.

— Арăмăр килте-и? — хăвăрт ыйтрĕ хĕр.

— Ман пĕчĕкçĕ хĕрачам, — терĕ Эрре шÿтлерех те тарăхарах, — тахçанах каç пулнă ĕнтĕ, çĕрле. Вăхăт çур çĕр иртни икĕ сехет те çирĕм минут. Çывăрма выртас пулать санăн. Каçсерен йĕркеллĕ çывăрман хĕрачаран нихăçан та çĕршывшăн усăллă та пархатарлă çын пулаймĕ атту. — Вара трубкăна хучĕ.

Шуйттан, шăнкăравлаççĕ кирлĕ-кирлĕ мара! Номерне ăçтан тупаççĕ-ши? Театра шăнкăравласа пĕлеççĕ ĕнтĕ, тăванĕсем тесе... Телефонĕ ал айĕнче пулни лайăх-ха вăл, мĕнпур хула ал тупанĕ çинчи пекех — пĕр çеккунтрах кирек хăш кĕтесе те çитетĕн. Мĕн кирлине йăпăртах калаçса илетĕн. Ăнчĕ те çав Эррен, ним те калаймăн, чăннипех те ăнчĕ, пиччĕшĕ авланчĕ те арамĕ патне пурăнма куçрĕ, ку хваттерне вара Эррене вăхăтлăха пачĕ. Кивĕ пулсан та — юрать. Тăват кĕтес пултăр...

Телефон каллех шăнкăртатрĕ.

Эрре трубкăна çĕклерĕ те сăмах хушасса кĕтрĕ.

— Але, — терĕ пачах та палламан сасă, хĕр сасси, - темиçе минут калла сирĕн пата ман юлташ хĕр шăнкăравларĕ. Эсир ăна каçарсамăр, вăл сире юратса пăрахнă та хăй мĕн тунине хăй те пĕлмест. Алло, илтетĕр-и эсир? Вăл сире юратса пăрахнă та, хăй мĕн тунине те хăй те пĕлмест. Алло, ма чĕнместĕр?

— Эпĕ итлетĕп, — аптраса ÿкрĕ Эрре.

— Алло, тархасшăн, калаçса илĕрсем Юльăпа, тархаслатăп сире, — ÿкĕтлерĕ палламан сасă.

— Ырă хĕр пек пулса ман пата текех ан шăнкăравлăр, юрĕ-и? — терĕ Эрре.

— Тархаслатăп сире, ăнланăрччĕ мана, вăл хăй мĕн тунине хăй те пĕлмест. Вăл сире юратать!

— Эпĕ айăплă-им? — хуравĕ-ыйтăвĕ айваннăн илтĕннине хăй те туйрĕ Эрре, анчах мĕн те пулин чĕнмелле-çке.

— Эсир, — терĕ хĕр. — Мĕншĕн тесессĕн вăл сире юратать. Эсир çын чунне аван туятăр вĕт, юрату хавалне лайăх пĕлетĕр.

— Пĕлместĕп, — татса хучĕ Эрре. — Пирĕнтен ытларахăшне юратса курма тÿр килмест çав.

— Тархаслатăп сире, Юльăна виçĕ сăмах та пулин хушăрсам. Мĕн те пулин калăрсам, — терĕ хĕр. Вара вăл васкаварлăн тантăшне тем калани илтĕнчĕ. Трубкăна Юлия тытрĕ пулас.

— Але, каçарăр та, эсир сăвăсем юрататăр-и? - илтĕнчĕ трубкăра.

— Юрататăп, — терĕ Эрре.

— Мĕн те пулин вуласа памăр-ши?

— Мĕн çинчен? — ыйтрĕ Эрре. — Юрату çинчен-и?

— Çук. Чун çинчен.

Эрре хăлхине, питне, куçĕсене лини тепĕр вĕçĕнчен вĕри сывлăш хумĕ пырса тăрăннине туйрĕ.

— Юрать, — терĕ вара вăл. — Итлĕр.

Вара шăппăн, юнашар Маринка çывăрнă каçсенче пăхмасăр çĕнĕ роль вĕреннĕ чухнехи пек, васкамасăр вуларĕ:

Тата: кĕлчечексем çеçке тăкаççĕ...
çывăракан çук - тĕлленни çеç пур!

чĕтренекен çулăм евĕр!

ăна - туйма та çукскерне -

курми вырăнсен
япалисен çунмалла:

тĕпне
вырăн парса
пуринне те:

тата тусаннăнне,

тата чунăнне:

çапла хама сапалăттăм эпĕ

çапла, "или лима" тени пулмĕччĕ!

çапла: кĕлчечексем пурччĕ

çапла:

вĕсем çук

— Пĕтрĕ те-и? — ыйтрĕ Юлия ăнланмасăртарах, пĕр хушă шăп тăнă хыççăн.

— Пĕтрĕ. Килĕшрĕ-и?

— Килĕшрĕ. Тавтапуç.

— Ăнлантăр-и?

— Ăнлантăм.

— Йăлтах ăнлантăр-и, Юлия? — ыйтрĕ Эрре, асаплăн кулса.

— Йăлтах, — терĕ Юлия. Унтан, пĕр самантран: - Манăн трубкăна хурас-и? — терĕ.

— Çук, ан хурăр, — терĕ Эрре. — Эсир кĕлчечексем юрататăр-и?

— Юрататăп.

— Тата мĕн юрататăр эсир, Юлия?

— Сире тата кĕлчечексене.

— Тата сăвăсем итлеме, çапла-и?

— Тата тĕттĕм каçсене.

— Ăçтан шăнкăравлатăр эсир?

— Урамран, автоматран.

- Урамра унта çумăр-çке. Сивĕ мар-и?

- Сивĕ.

— Эсир хĕр тусăрпа иксĕрех-и?

— Çук, вăл кайрĕ. Эпĕ пĕчченех.

— Çывăхра унта такси таврашĕ курăнмасть-и, Джулия? Эсир такси тытăр та халех ман пата килĕр, юрать-и?

— Çук, — терĕ Юлия хурлăхлăн. — Такси кунта темиçе те тăрать, анчах мана пĕри те кирлĕ мар.

— Эсир хăвăрăн Ромеона халех курасшăнччĕ-çке...

— Эпĕ сире куртăм ĕнтĕ.

— Ăçта, мĕнле? Сирĕн унта видеотелефон-им?

— Эпĕ сирĕн сассăра куртăм. Сирĕн сассăр çав тери илемлĕ, çемçе, ачаш, кушак çури пекех.

Эрре сасăпах кулса ячĕ.

Юлия, кулнине илтсе, пĕр самант ним калама аптраса тăчĕ те: «Çав териех кулăшла-им эпĕ?» — тесе хучĕ.

— Эпир сирĕнпе иксĕмĕр икĕ кушак çури, кушак çурисемсĕр пуçне тата кам калаçтăр-ха телефонпа çурçĕр иртни икĕ сехетре. Çапла-и?

— Каçарăр эсир мана кая юлса шăнкăравланăшăн. Сирĕн çывăрас пулать пуль ĕнтĕ, чипер юлăр, — терĕ хĕр сасартăк.

— Тăхтăр-ха, тăхтăр! Ну, мĕскер эсĕ, Джулия, урамрах çĕр каçасшăн-и?

— Ма урамрах? Тавах турра, кил пур ман. Киле кĕрсе çывăрăп. Килтен те шăнкăравлама пултарăттăм, анчах та унта аттепе анне илтме пултараççĕ.

— Джулия, ну, килĕрсем ман пата. Ромеон хăйĕн Джульеттине халех курас килет, — йăлăнса каларĕ Эрре.

— Ыран кăнтăрлахи спектакльте курăр хăвăрăн йÿçленкĕ Джульеттăра, ыран шăпах «Ромео», — терĕ Юлия кулса.

— Эсир те пырăр вара, юрĕ-и?

— Юрĕ, — терĕ Юлия. Тепĕр хут каçару ыйтрĕ, унтан ырă каç сунчĕ те трубкăна хучĕ.

Эрре пуçран пуртăпа çапнă пек ним ăнкараймасăр ларчĕ-ларчĕ те кофе авăртма тытăнчĕ.

Каллех телефон шăнкăртатрĕ.

— Калаçатăн-тăк калаçатăн! — илтрĕ Эрре Маринкăн кулач пек кăпăшка сассине. — Пĕр сехете яхăн шăнкăравлатăп. Кĕскен пиклетет кăна. Ман çинчен шутламастăн та.

— Эпĕ сана юрататăп, Маринка. Эпĕ сана юрататăп.

— Курăнать-ха юратни. Аса та илместĕн.

— Пĕрмай сана асра тытатăп, Маринка...

— Ну-ну, çапла пуль... — Унтан, лăпкăрах та чăмăртарах сасăпа, — Мĕн ĕçлетĕн?

— Çывăрма выртас тетĕп.

— Мансăрах-и?

— Санпа, паллах. Сана асра тытса.

— Эпĕ такси чĕнтернĕ ĕнтĕ, кĕçех çитмелле. Эсĕ вара мана кĕтместĕн-и?

— Паянлăха эпĕ санăн сăнарупа пуплес тетĕп. Таксине вара эсĕ каялла ăсатах. Чĕнтернĕ хакне ыран сана процентсемпех тÿлесе татăп.

— Мана йăлтах ăн-лан-мал-ла! Йăлтах паллă! Кам пур сан унта, Лина-и? — Маринка сасси тулашса кайрĕ.

— Пуш-пушах ман хваттер. Каç. Сăвăсемпе кĕлчечексем. Тата Марио Варгас Льоса, унăн "Хулио инкепе çырашки", — тавăрчĕ Эрре. — Ан пăшăрхан эсĕ ман пирки. Лăплан та çывăрма вырт.

Темшĕн пачах та курас килмест кĕçĕр Маринкăна.

— Асту, макăрăн кайран. Кĕлчечексем те чечекне тăкаççĕ.

Вара трубкăна хыттăн печĕ пулас Маринка.

Эрре вырăн çине кайса выртрĕ те алла журнал илчĕ. Тĕлĕрсе кайрĕ.

Тепĕр кунне спектакль вăхăтĕнче час-часах залалла тинкерчĕ Эрре, ăçта-ши вăл?. Анчах никам та нимĕнпе те уйрăммăн куçа тыткăнламарĕ. Вылясса темле эрленерех, хумханарах вылярĕ Эрре.

Спектакль хыççан актерсене чечек парнелерĕç. Эррене те вăрам çивĕтлĕ сăпай хĕр кĕлчечек çыххи тыттарчĕ. Çакă-ши? Сасси пачах урăхла пекчĕ.

Эрре хĕре тав турĕ те, лешĕ, именсе, часрах каялла çаврăнса утрĕ.

Çав каçхине темшĕн никам та шăнкăравламарĕ: Маринка та, туссем те, палламан хĕр те. Шăнкăравланине илтмесĕр юлас мар тесе, телефона кухньаран хăй пÿлĕмне куçарса лартрĕ те ĕнерхи романне алла тытрĕ Эрре. Выртсан-выртсан, ыйхăларĕ.

Телефон сассипе сиксе тăчĕ те трубкăна чăмăртаса ярса тытрĕ:

— Але!

— Але!

— Алĕ, але, эсĕ-и ку, Джульетта, Кĕлчечек Пики? Çавăн пек çухалма юрать-и вара?

— Эпĕ, — тавăрчĕ ĕнерхи сасă. — Эсир çывăрмастăр-и?

— Çук-çук, — терĕ Эрре хăпартланса. — Эпĕ çĕрĕпе эсир шăнкăравласса кĕтсе выртатăп.

— Эпĕ — çĕрлехи шăнкăрав, мĕн тери тĕлĕнмелле...

— Джулия, кĕлчечекĕм, эсир мĕншĕн театра пымарăр?

— Пынă-çке. Эсир турăлла вылярăр паян.

— Ман пата ма пымарăр вара спектакль хыççăн?

— Пынă-çке. Хам мар, ман элчĕсем — кĕлчечексем. Манпа юнашар вăрăм çивĕтлĕ хĕр ларатчĕ, эпĕ чечек çыххине ăна патăм та сире парнелеме ьйтрăм. Унăн çивĕчĕ çав тери вăрăмччĕ...

— Хăвăрăн чечекĕрсене хăвăрăнах памаллаччĕ ĕнтĕ, Джулия...

— Каçарăр та, эсир «Ан макăрăр, хĕрсем» ятлă сăвва пĕлместĕр-и?

— Пĕлмесĕр. Ак итле...

Эрре каласа пĕтерчĕ те, хĕр, тав туса, ырă каç сунчĕ, унтан трубкăна хучĕ.

Тепĕр каç каллех шăнкăравларĕ вăл, тепĕр çамрăк сăвăçăн çепĕç сăввине вуласа пама ыйтрĕ. Эрре вуларĕ.

Тата тепĕр каç та шăнкăравларĕ хĕр. Эрре каллех каларĕ.

Кашни каçах шăнкăравларĕ хĕр.

Эрре кашни каçах сăвă каларĕ.

«Ромеопа Джульетта» спектакль хыççăн кашнинчех Эррене йĕпкĕн хĕрлĕ саркаланчăк кĕлчечек çыххи парнелерĕ хĕр кам урлă та пулин. Хăй курăнмарĕ.

Пĕр каçхине Эрре куларах:

— Ун чухлĕ кĕлчечек туянса чухăна юлатăн-çке... — терĕ те, хĕр ăна: — Эпĕ сире туяннă кĕлчечек парнелеместĕп, Ромео, эпĕ — чечекçĕ, чечек ÿстеретĕп, Ромео ячĕпе, — терĕ. — Оранжерея пек илемлĕх вара театрта та, кинора та çук. Унта чăн-чăн илемлĕх. Чĕрĕ илемлĕх. Ачаранах чечексене юратса пурăнатăп эпĕ. Вĕсемпе чуна уçса калаçатăп. Вĕсем ăнланаççĕ мана. Манăн хĕрлĕ кĕлчечек пулас килет... Анчах та эпĕ хитре мар. Илемсĕр эпĕ. Чечексемсĕр пуçне никама та кирлĕ мар эпĕ, Ромео...

Эрре ăна лăплантарасшăн пулчĕ, тăрăшсах тем каларĕ-каларĕ, анчах та хĕр: - Сывă юлăр! — терĕ те трубкăна хучĕ, вара текех нихăçан та шăнкăравламарĕ.

Ромео рольне выляман каçсенче те чечексем парнелерĕç ăна. Кашни каçах çыххи-сыххи чечек пачĕç Эррене, анчах кĕлчечексем мар.

Çапах та пĕр каçхине, «Ромеопа Джульетта» спектакль хыççан, урамра, театр умĕнчи колонна çумĕнче, кĕлчечексене тĕл пулчĕ Эрре. Пĕрремĕш хут кĕлчечек çыххи тăсса панă вăрăм çивĕтлĕ сăпай хĕре тÿрех палласа илчĕ вăл.

— Юлия ăçта? — ыйтрĕ Эрре.

— Юлия? — терĕ хĕр. — Вăл çук.

— Юлия ăçта, калăрсам, — тепĕр хут йăлăнса ыйтрĕ Эрре.

— Вăл çук, — хуравларĕ хĕр. — Çук вăл. Çĕрле пĕчченех Атăла шыва кĕме кайнă та путса вилнĕ вăл.

Эрре ним чĕнмесĕр хĕр тăсса панă кĕлчечек çыххине илчĕ те мĕлке евĕр суллана-суллана Атăл хĕрринелле утрĕ.

Кĕлчечек çыххине, çыран хĕррине анса, шыв çине типтерлĕн хучĕ Эрре. Шыв, тем каласшăн пулса, пăшăлтата-пăшăлтата чечексене чуптăва пуçларĕ. Чечек çеçкисем сапалана-сапалана анаталла юхрĕç.

çапла: кĕлчечексем пурччĕ

çапла:

вĕсем çук... - куçне хупрĕ Эрре.

Киле сĕм тĕттĕм пулсан тин таврăнчĕ.

Ним тума пĕлмесĕр ун-кун уткаларĕ, чунра тунсăх кĕвĕ çуралчĕ.

Çурсĕр иртсен, телефон патне пычĕ. Трубкăна çĕклерĕ, телефон дискне çавăрчĕ те, нăйкăш янрав çĕтрĕ. Трубкăра шăп пулса тăчĕ. Вара Эрре чĕркуçленсе тăчĕ те, трубкăна тути çумне пăчăртаса, шăппан, Ромео монологне вула пуçларĕ...

1983, Мускав

Тухса кайиччен ][ Борис ЧИНДЫКОВ / Boris Chindykov

Мускава каймалла тенине илтсен, тĕпсакайĕнчен тула тухнă пекех туйăнса кайрĕ Веньăна. «Тинех, -терĕ вăл ăшĕнче, сасăпа вара, тĕлĕннĕ пек пулса: — Чăнах та-и?» — тесе ыйтрĕ.
— Чăнах, Вениамин, чăнах, — тепĕр хут çирĕплетсе каларĕ Пенюшкин доцент.
— Эпех-ши вара, Яков Иванович?
— Хе-хе-хе, — кушак аçи евĕр сарчĕ тутине Яков Иванович, — ачи эс пултаруллă, тавай, Мускавран пĕр кутамкка ăс пухса таврăн.
— Яковлевăна ямалла тетчĕç мар-и-ха? — асăрханса ыйтрĕ Веня.
— Так, сначчит, Яковлева, Яков­лева... Альтюк-и?
— Ийя, Альтюк, — терĕ Веня пăл-ханса.
— И-и-и, — тиха сассипе куланçи турĕ Яков Иванович, аякран пăхсан, тутипе мар, куçлăхĕпе кулнă пек, — пĕлеп, пĕлеп, эп, ара, йăлтах пĕлеп, тусăм. Пĕлнĕ пирки тăрăшатăп та ĕнтĕ, иксĕре яратпăр вĕт Мускава, ара, пĕр еннелле туртăнни аван вăл, пит аван, çĕрпе пĕлĕт те пĕр еннеллех туртăнаççĕ те ав...
Шак-шак шаккарĕç алăка.
Яков Иванович «Кĕрĕр!" теме çăвар уçма хатĕрленчĕ кăна, алăка тепĕр хут шăн-шăн шаккарĕç те, кафедрăна Яковлева кĕрсе тăчĕ.
— Здрасте!.. Здрасте!.. — йăл-йăл çиçет Яковлева. Катан пир пек сарлака та шурă шăлĕсене хутаçран кăларса кăтартнă пекех йăлтăртаттарать. — Яков Иванович, сире тем пысăкăш салам! Пелетĕр-и, паян ялтан килнĕ чух автобусра ман çумра пĕр старик лара парать, шĕвĕр сухаллăскер, ну, хăй ватах та мар ытлашши, куçлăхĕ хăйĕн хура куçлăх, ылтăн çĕрĕ тăхăннă, тата питĕ ăслă курăнать пăхма, çав тери ăслă, ара, куçлăхĕ те профессорăнни пекех те... Ман çине пăхкалать, эп, хам еккипе, кăшт кулкаласа илтĕм те, ман кăмăлсем çав тери чиперччĕ те çав, хĕрĕм, ăçталла, тет. Калатăп çав, кафедрăна, Яков Иванович патне васкатăп, теп. Мĕнле кафедрăна, тет. Чи чаплине, тетĕп. Хушамачĕ мĕнле, тет. Кафедрăн-и, ыйтатăп эпĕ. Вал кулать-кулать те, ийя, кафедрăн çав, Пенюшкин мар-и, тет. Эпĕ тĕлĕнсе хытса кайрăм та ăçтан пĕлетĕр тесе ыйтрăм. Ара, чи чаплă кафедрăна епле пĕлмĕн-ха, тет. Тата, унсăр пуçне, Пенюшкин Яккупа пер­ре çеç мар хĕрсем патне чуптарнă пĕрле, тет. Ăçта? — ăнланаймастăп эпĕ. Хаçатра, тет вăл, эп хам райхаçатра ĕçлетĕп, Якку редакторччĕ пирĕн пĕр хушă, вăт çавăн чухне пурнăç-тăк пурнăçчĕ-ĕ... Унтан шухăшлакаласа ларчĕ те, ну, хĕрпикем, юратнă профессорна салам кала манран, тет. Камран — сиртен-и, ыйтрăм эпĕ. Шишкорртан те, тет. Камран-камран? — тетĕп эпĕ. Шишов кор-респондентран, тет... Вăт, эп сире ун саламне тĕрĕс-тĕкĕлех çитерсе патăм ак...
— Ну, тавтапуç, Яковлева, — терĕ хумханчăк сасăпа Яков Иванович: те тĕмскер асне килчĕ ĕнтĕ, те темскер килĕшсех каймарĕ...
— Сире тавтапуç, Яков Иванович, сире тем пысăкăш тавтапуç! Эп мал­танах хам хăлхамсемпе илтнине те ĕненсе илеймерĕм, каярах çеç, тĕлĕкре, пачăшкă тухрĕ те, куçлăхне тата сухалне хывса, приказ вуласа пачĕ: сана, хĕрĕм, аслă Мускав хулине ăс пĕрчи шĕкĕлчеме ăсатас тăвас, тет...
— Мĕнлерехчĕ пачăшки, ман евĕрлĕрехскер-и? — чеен куçне хĕсрĕ Пенюшкин доцент.
— Э-э-э, çу-ук, — хăвăрттăн тавăрчĕ Альтюк, — пачах та сирен пек мар. Эсир мĕн, пĕрре пăхсах паллă наука çынни, лекци вулакан çын пулни, лешĕ вара, тĕлĕкри, сухалне хывсан та, ну, мĕнле калас, палăк пек кăнттамскер.
— Авташкин, калăр-ха, чăнах та тĕлĕксем куркалать-и мĕн Альтюк?— ыйтрĕ сасартăк Яков Иванович.
— Ара, курать те пуль, — хуравларĕ Веня.
— Вăт, эсир хăвăр. Авташкин, кĕçĕр мĕн курнă тĕлĕкĕрте?.. Э?..
— Курнăччĕ темскер, анчах çывăрса тăнă çĕре мĕн курнине тĕппипех манса каятăп çав эпĕ...
— Апла сан ăсу çирĕп мар,— тÿрех сăлтавне тупса пачĕ Яков Ива­нович.
— Çапла та пуль... — Веня каласа пĕтереймерĕ, чÿрече умĕнчи çы­ру сĕтелĕ çинчи хура телефон шăнкăртаттарса ячĕ.
— Тытас-и? — трубка çинелле кăтартрĕ çывăхрах тăракан Альтюк.
— Çиччас, — терĕ те Яков Ива­нович сĕтел патне вирхĕнсе çитрĕ.
— Ийя, эпĕ-ха. Ара, кам мар тетĕн? — калаçрĕ вăл трубкăри такампа.
— Мĕскер? Çĕрулми-и? Ара, хăв тата мĕн хыçса ларатăн, виç утăм тусан тем татăлса ÿкмест пуль?
Унтан куçĕсемпе маччаналла тинкерчĕ те, çăварне кăштах уçса, тимлĕн итлеме хатĕрленчĕ. Чăнах та, тепĕр темиçе минут хушши хура трубкăра шăна çатăлтатнă пек çăт-çат сасă шапăлтатнă май Яков Ива­нович хушăран: — Ийя, çапла, ара, çапла пулмасăр тата, — текелесе тăчĕ.
Альтюк Веня çине куларах, вылянчăккăн пăхса илчĕ. Веня, Альтюк мĕн каласшăн пулнине анкараймасăр, чÿречерен урамалла тинкерсе пăхрĕ.
Яков Иванович çаплах ийялатса тăрать.
Альтюка кичем пулса кайре пулас та, купарчипе çыру сĕтелĕ çине таянчĕ вăл.
Яков Иванович трубкине шанлаттарса пăрахрĕ те:
— Вăт çапла çав, пăрăç пек кускалатăн вара, — тесе хучĕ.
— Э-эй, пурнăçăн екки çав ĕнтĕ вал, — ват карчăкла ăслăн сăмах хушрĕ шап-шур шăллă Альтюк.
— Эс, Вениамин, тем салху ытла та, — терĕ Яков Иванович, — мĕскер, хăратать-им тĕп хула?
— Хăратасси харатмасть-ха, — пуçне сĕлтрĕ Веня, — анчах та Мус­кав Мускавах пуль çав тетĕп те, кирек мĕнле пулсан та, Шупашкар мар ĕнтĕ.
— И-и-и, ним те ан кулян, Мус­кав вăл Шупашкартан та лăпсăрккарах хула, — лаплантаранси турĕ Яков Иванович, — чи кирли — хăвна тытма пĕлес пулать. Ара, Мускавра унта пĕрмай сын çинче вĕт, кунти пек улах кĕтесре те пĕр кетÿ çын унта. Эп тахçан, çамрăк чух, комсомолăн аслă шкулĕнче вĕреннĕччĕ те çав унта, пит те килĕшнĕччĕ мана, уйрăмах марксизм-ленинизм лайăх вĕрентетчĕç пире, мĕншен ытларах кукуруза лартма кирлине...
— Вăт, Веня, эпир санпа ют çер çыннисем пекех янккаса çÿрĕпĕр-ха Мускав тарах, хамăрла палкаса, — шĕл кăваррăн ялкăшрĕ Альтюк.
— Хĕрсемпе паллашнă чух эпĕ ха­ма нидерландец теттĕмччĕ, — кула­рах аса илчĕ Яков Иванович.
— Вара? — хыпса çунса каясла ыйтре Альтюк.
— Вара, мĕн вара, çамрăксен пĕр ĕç ĕнтĕ: юрататтăмăрччĕ вара пĕр-пĕрне чун тухиччен...
Альтюк хихиклетсе кулса ячĕ те, Веня хăйĕн мĕн те пулин чĕнмеллине чухласа илчĕ.
— Ну, мĕн вара, Яков Иванович, чăвашсене тĕлпулкалаттăр-и ăнсăртран-хутран?
— Янташсене-и? Ара, курмасăр. Чăваш çитмен вырăн ниçта та çук пуль вăл, таçта та пур вĕт чăваш, таçта та хăнăхать, кирек ăçта та йăва çавăрасшăн тăрмашать.
— Чикĕ леш енче те-и? — вичкĕннĕн ыйтрĕ Альтюк.
— Чикĕ леш енче те, ара, — пĕр иккĕленмесĕр хуравларĕ Яков Ива­нович. — Вуламан-и «Человек за бортом» ятлă пĕр кĕнекене? Нумаях пулмасть Шупашкарта пичетлесе кăларнăччĕ ăна. Бразилире пурăнакан чăваш çинчен.
— Чăваш негр пулма пултарать-и? — лăпланмарĕ Альтюк.
— Кайăн — курăн, — тивĕçлипе тавăрчĕ Яков Иванович, унтан вăл Веня еннелле çаврăнчĕ те: — Ну, тусăм, сана текех тытса тăрас мар, тавай вĕçтер, тухса кайиччен шăнкăравла вара, тĕл пулса калаçса ларăпăр пăртак, — терĕ.
— Юрать, Яков Иванович. Тавах сире. Шăнкăравласса шăнкăравлатăпах, — терĕ те коридора тухрĕ Веня.
Юлашки хут, сывпуллашса тенĕ пек, Веня «Чăваш литератури кафедри» текен вывескăллă хăрăк алăк çи­не пăхса илчĕ те, шăлавар кĕсйинчен сăмса тутри кăларса, çамкине шăлса илчĕ. çав вăхăтра сĕм тĕттĕм коридорăн тепĕр вĕçĕнчен такам йытă евĕр кăшкăрнă сасă илтĕнсе кайрĕ:
— Эй, Авташкин, Веня!
Веня коридор леш вĕçĕнчи чÿрече сулли çинче темле хура кĕлетке ларнине асăрхарĕ те Сильвестров пуль тесе шутларĕ малтанах, анчах та çывхарса пынăçем урăхла сăн палăра пуçларĕ: шар пек çаврака сăн-пит, кĕреçе пек кĕлетке.
— Ну-с, саламлатăп сана, эс та­вай, тавай, верен, ху пĕлетĕн, хутла пĕлни çăкăр ыйтмасть. Чăвашсен чи паллă çурнăлисчĕ пулăн, вара ун чух, эп пысăк çын тесе, пире ман­са ан кай ĕнтĕ вуçех, пуç сĕлтесси чĕркуçленесси мар.
— Ăмсанатăн-им? — тÿррĕн ыйт­рĕ Авташкин.
— Çук-çук, мĕн ăмсанмалли пур-ха çав териех, турри паман пулсассăн? Пултарулăха кура уçăлаççĕ-çке алăксем те. — Сасси хăйĕн хупăнчăк темле, пăлханчăк. Темле тарăху вĕрет пырта.
— Эс ан пытар, тÿррипе кала.
- Тÿррипе? Тÿррипе тетĕн-и?.. Тÿррипе-тĕк тÿррипе. Сан çинчен мар эп. Сана, тен, тивĕçлипех яраççĕ пуль. Анчах эсĕ мана Яковлевăна Мускава мĕн тĕллевпе, мĕне кура янине ăнлантарса памăн-и, каçар та, тархасшăн? Çав тери пултаруллăскер-и-мĕн, е кăкăрĕсем тăп-тăп? Е ашшĕ пысăк пуçлăх?..
— Володя, енчен те санăн чăннине пĕлессÿ килет пулсассăн, кафедрăна кĕрсе Пенюшкинран ыйтса пĕлме пултаратăн. Е Яковлевăран хăйĕнчен, вăл та унтахчĕ.
— Кирлĕ мара ан калаç, Веня. Ухмах ача мар вĕт эсĕ, хăвах пĕлетĕн чăнлăха шырама кирлипе кирлĕ маррине.
— Енчен те мана Мускава тĕрĕс мар куçараççĕ тетĕн пулсассăн, пытармасăр кала эс.
Саламов хĕрсе кайса кулса ячĕ.
— Ман шутпа, пурне те пултарулăхне кура яраççĕ журфаксене, — терĕ Авташкин. — Çав шутра Яковлевăна та. Çавăнпа та эсĕ ăмсанса та кĕвĕçсе кăна калаçатăн. Тĕрĕссипе илес пулсан, сан пек çырма кашни ялкорах пултарать. Ялкор та мар, юнкор. «Пионер сассинче» «Юнкорсем пĕлтереççĕ» рубрикăпа пичетленеççĕ эсĕ çыракан йышши информашкăсем.
— Ну-ну, тавай, тавай, чăвашсен чи паллă çурнăлисчĕ! Асту, çухалса ан кай эс унта, Мускавра! Пысăк хула, теççĕ, Мускав, аннÿ , пурăнакан ял пек мар — шăнса вилĕн тата! — Саламов чÿрече ани çинчен сиксе анчĕ те аллисене офицер пек сарлакан сулкаласа таплаттарса утса кайре.
— Стенхаçатçă!.. — тарăхуллăн пăхса юлчĕ Авташкин.
Саламова нихăçан та ытлашши кÿрентерменччĕ Пенюшкин, çавăнпа та Мускав университетне ярас пулсан, чăн малтанах ăна ярасса пурте пĕлсех тăратчĕç. Анчах, ав, мĕн пулнă-ха юлашки самантра? Мĕншĕн улăштарнă шухăшне Пенюшкин? Саламовĕ, паллах, нихăçан та ытлашши яка та лайăх япала çырни пулман. Ытларах куçарупа ларатчĕ. ТАСС материалĕсене чăвашла куçарассипех специализациленес, тетчĕ. Тен, çавна кура? Чаплă куçаруçă çухаласран хăраса? Чăваш чĕлхине Мускавра мар ĕнтĕ, паллах, Шупашкартах вĕренес пулать. Саламовĕ вара, кÿреннипе, ниçта кайса кĕрейми ялкăшать. Чунĕ çунать пулас, е чĕри, е ăмсанăвĕ.
«Ара, мен туса тăратăп эпĕ кунта», — пуçа пырса кĕчĕ сасартăк, ва­ра Авташкин васкамасăр вырăнтан хускалчĕ.
Остановкăра Юльăна тĕл пулчĕ. Медфакра вĕренекеннине. Пĕлтĕр çулла стройотрядра пĕрле ĕçленĕччĕ.
— Салам, — сывлăх сунчĕ Веня.
— Привет, — хуравларĕ Юля. Чăвашла вăтанарах калаçать вăл: те райцентрта çуралса ÿснĕрен, те тата урăх сăлтавпа. — Ăçта васкатăн?
- Мускава, — персе ячĕ Веня. Кăштах мăнкăмăлланса курас килчĕ пуль ĕнтĕ, атту ахаль чух калаçса пăх-ха медиксемпе: санпа çынпа калаçнă пĕкех калаçаççĕ-ха, анчах та сан çине питĕ тимлĕ тинкерсе пăхаççĕ те, сана кĕç-вĕç хăвăнне мĕн те пулин касса илессĕн туйăнать. Веньăна яланах теме пула чĕлхене касассăн курăнать. Мĕнпур чăваша пĕрле пуçтарĕç те, республикăри мĕнпур больницăсенчи тухтăрсем пĕрерĕн-пĕрерĕн чĕлхесене касса илме тытăнĕç. Чĕлхерен мĕн те пулин пĕçерсе çиес тĕллевпе мар, мĕн тума кирлĕ-ха си­ре, чăвашсене, чĕлхе, тесе.
Юрату пекки те пулнăччĕ вĕсен Юльăпа. Пĕрре çапла, каç енне, ĕç пĕтерсен (ĕçлессе поселокран пĕр-икĕ çухрăмри комплексра ĕçлетчĕç), столовăйĕнче темĕнле уява паллă тăватчĕ отряд. Юля сасартăках вăр-­вар пуçтарăнса тухса кайрĕ — анчах тем тери хыпаланнă пек курăнсан та Веня ларакан кĕтеселле куç ывăтса илме ĕлкĕрчех вăл — вара пÿртÿкинче вирах кăштăртата пуçларĕ. Бинт салтса тем çыхма: ара, пĕр ĕç ĕнтĕ стройотрядри врачăн — шурă бинта хуратасси. Веня хыççăнах васкаса сиксе тухрĕ те («... мĕнлерех калас-ши? тÿрех е майĕпен? Е, тен, хап ярса илес те, манăн санпа çеç пулас килет кĕçĕр, эпĕ сана вилсе каясла юрататăп, хам та пĕлместĕп мĕншĕнне, анчах вилетĕп эпĕ сансăр, тес-и?») пĕр сăмахсăрах Юльăна хыçалтан, хулпуççинчен ытамларĕ. Юля çакна çеç кĕтсе тăнă тейĕн: ÿкнĕ пек каялла сулăнчĕ те, Веня унăн ÿтне туйса илчĕ, ва­ра унăн аллисем хĕр хулпуççийĕсем çинчен кăлтăрти кăкăрсем çине куçрĕç, ăшă-ăшă пулса кайрĕ алăсене, ăшă тата вăйсăр. Унтан алăсем çеç мар, пĕтĕм ÿт-пÿ хĕр еннелле туртăна пуçларĕ. Темле хĕрсе-пăлханса кайрĕç ăшри пăнчă евĕр юн чăмаккисем, Веня пилĕкĕпе хĕр çурăмне сĕртĕнчĕ те хытса тăчĕ. («Тен, кун пек ытла тăрук? Кĕтмелле, тен, кăштах? Тепĕр тесен тата, ун пек япаласемпе хăтланнă чух ытлашши пакăлтатса тăни сиен çеç кÿрет теççĕ-çке...»). Хал пĕтсе килнĕ пек туйăнчĕ. Чăн та, канлех мар. Иĕрĕнчĕклĕ, йĕксÿ евĕр. («...вăхăт, вăхăт, вăхăт...») Юля пичĕпе çаврăнчĕ Ве­ня енне, куçран тилмĕрсе тинкерчĕ, Веня хăраса кайрĕ, унтан хĕр аллисемпе ăна мăйран çупăрласа тытрĕ те çамкипе янах шăммине перĕнчĕ — Веньăн тарас килсе кайрĕ тĕнче хĕррине («халех мар, халех мар, халех мар, ман пĕр кăмăл та çук халь, пултараймастăп эпĕ халь...»). Веня аптраса ÿкрĕ, пĕлет-ха вăл Юля мĕнлерех хĕр иккенне, илтмен мар ун çинчен, анчах мĕнле сăмахсемпе мĕнле каласа ăнлантармалла-ха? Унсăр пуçне тата, вăл мĕнле хĕрне пĕлнĕ çĕртех килĕштерет-çке-ха ăна Веня, килĕштерет, чун-чĕререн, пĕтĕм кăмăлтан. Юля: ай, ман айванскерĕм, ухмахскерĕм, ну мĕн пăхса тăратăн, поэт, терĕ, вара каллех ун хăлхисене, çÿç пĕрчисене перĕнчĕ, пиншак тÿмисене йăвалама тытăнчĕ. Кунта мар, атя урăх çĕре, кунта хĕрсем пур-иç, терĕ Веня шăппăн-шăппăн («...ай, мĕн кăшкăратăп-ха эпĕ?.. халех мар, ха­лех мар... тен, иккĕмĕш корпу­са кайăпăр, унта пенопласт нумайччĕ, таса та шурă пенопласт... э, сук, унта асăрхама пултараççĕ, луччĕ шыв будкине, анчах будкăра питĕ тăвăр мар-ши, выртмалăх та сук пуль?..»), хай хăюлăхĕнчен хăй хăраса ÿкрĕ Веня, Юльăн хастар-лăхĕпе харсăрлăхĕ самай шиклентерчĕç ăна.
«Мĕнрен тытăнмаллине ниепле те ăнкарса илме çук-çке, нивушлĕ пур-нăç тăршшĕпех çакăн пек виçепе виçсе пурăнмалла? — тăнран кайрĕ Веня, — ялан пĕр япала ман: пуçласса пуçлатăп, прелюдийĕ питĕ лайăх тухать, анчах япалине хăйне выляма пуçлаймастăп ниепле те; э-э, хăратăп, хăратăп иккен, мĕншĕн тесессĕн пĕрремĕш хут, çавăнпа хăрăтăп та... ан хăрасам, ну, тытăн, вунсаккăрта ĕнтĕ эсĕ, ухмах, Китайра, ав, вуниккĕрех авлантараççĕ, тет». Веня, терĕ хĕр, каччă ятне темле асамлăн вылятса; хăвна алла илсем, поэт-и, поэт мар-и эс, аса ил-ха пĕр чăваш поэчĕ каланине: юрат, юрат, юрат, ма тесессĕн юратма — юрать, çутçанталăк юратмашкăн хăй хушать, браво! браво! ăçтаччĕ-ха? Э-э, Культура керменĕнче, тĕлпулу хыççăн, сăра курки умĕнче: литкружокри пĕр çамрăк хĕр ыйтăвне çаплалла хуравларĕ поэт, лешĕ юрату çинчен çырма юрать-и, хăв юратмастăн пулсан та, тесе ыйтрĕ те. Юрат, Ве-еня-я, юрат, çутçанталăк, чăваш поэчĕ пек, юратмашкăн хăй хушать!
— Мускав пуйăсĕ кайнă вĕт, тăрса юлнă ĕнтĕ эсĕ. Е эсĕ самолетпа-и каçхипе? — ыйтрĕ Юля.
— Эп паян мар, — терĕ Веня.
— А мĕн тума вара эс Мускава, Эрмитаж курма-и? — ыйтса пĕлесшĕн çунчĕ Юля.
— Эрмитаж курма та кайса килĕп, унтан Ленинграда, — терĕ Веня.
— Нумайлăха каятан-и?
— Виçĕ çуллăха.
— Виçĕ çуллăха?.. Эп санран чанласа ыйтатăп.
— Эп те сана чйнласа хуравлатăп.
— Ну, сансăр тунсăхласа вилеççĕ вĕт вара ЧО херĕсем...
— Вилеççĕ, тет çав, вунсаккăрмĕ ĕмерте...
Çапла, вунсаккăрмĕш ĕмĕр.
Çав каç вĕсем, столовăйĕнчен тухсан, шоссе тăрах поселокалла уттарчĕç. Каçĕ тÿлек те лăпкăччĕ, чиперччĕ. Çывăрас килмен каçсенчен пĕри. Пĕр-пĕрне аллисемпе çурăмăн аял пайĕнчен çупăрласа тытнă та, шоссе хĕррипе касу ачисем пек пыраççĕ. Умра таранах мар çырма, унта — çурт-йĕр, тахăш организацин сарайĕ-склачĕ. Пĕр-пĕрне пĕр сăмах хушмасăрах склад картишне илсе кĕрсе каякан ансăр машшин çулĕ си­не пăрăнчĕç. Веня ăшра тĕнче пĕтсе килес умĕнхи туйăм амалана пуçланине туйса илчĕ те, хай вăйсăрлăхĕнчен хăраса, куç хĕррипе каялла çаврăнчĕ. («...вутри, шыври ку ме­дичка, ун ытамĕнчен ниепле хăтăлаймăн, канăçсăр та, илемлĕ вăл, пĕрмай шырать, шырать, тупсан ва­ра — вĕçерĕнме ай-яй, ма тесессĕн ăна тивĕçли пинте пĕрре, хăйне тивĕçлисемшĕн хăйĕн шеп кĕлеткине, чысне çеç мар, ылтăн çÿçлĕ çамрăк пуçне те хума хатĕр çав вутри-и, шыври-и...>). Шоссе тăрах икĕ çутă кĕлти чуптара параççĕ — çиле хирĕç тăрса ташласа. Çилĕ сулхăнланнă кăштах, каçĕ пекех тÿлек те ăшă, темле пăтранчăк çил тути пурах çав каç сĕмĕнче. Арпашăнса кай­ре Веня: каялла çаврăнас килнĕрен мар, малалла çитсе тăрсан м ĕ н тата мĕнлерех хăтланмаллинчен хăраса каялла пăхрĕ вăл, уксах ĕне сĕнкĕлтете-сĕнкĕлтете кĕтÿрен уйрăмрах, тырă ани çывăхнерех çÿренĕ пек.
Акă, çитсе те пыраççĕ. Тимĕр алăк. («Ан уçăлтăрах!») Вееняя, тет хĕр, Вееняя, илтетĕн-иии. Мĕскер? Тăп тÿрленсе тăрать каччă. Илтместĕн-им, Вееняя? Илтетĕп, илтетĕп, илтетĕп, хуравларĕ каччă. Мĕн илтетĕн, савниçĕм, терĕ медичка. Сана, тавăрчĕ каччă. Вееняя, эсĕ чăнахах та поэт-и? Çепĕççĕн ыйтрĕ хĕр. Ма ыйтатăн? Ма тесессĕн савнах вĕт-ха пĕр-пĕр чаплă, ăслă, вĕри княгиня Саша Пушкина, е тарăн чунлă, салху куçлă пĕр-пĕр çамрăк мадам хăйĕн пекех çамрăк Лермонтова, терĕ хĕр. Е ытларах чух хăйĕнчен пилĕк-ултă çул аслăраххине, тавăрчĕ каччă. Эпĕ сана юрататăп, Пушкина юратнă пек юрататăп, çуллăрах та çуллăрах илтĕнчĕç хĕр сăмахĕсем. Эпĕ те сана юрататăп, Пушкин юратăвĕпе юрататăп, хумханса тавăрчĕ каччă. Пĕр хушă нихăшĕ те чĕнмеççĕ. Иккĕшĕ те вакка чăмас умĕнхи пек тарăннăн та, сывлăш çитмесле сывлаççĕ. («Е, тен, сăвă вуламалла? Ытахальтен-им Пушкинпа Лермонтова тапратрăмăр? Мĕн çиччен вулас-ха, çăлтăрсем çинчен-и? Тата мĕнлерех пуçламаллам-ши? Итлесем, савниçĕм, манăн чи чаплă сăввăма, темелле-ши? Сан куçусем, тарăн та синкер куçсем çуратнă çак сăвва — сан куçусем...»)
Иккĕшĕ те тытăнасшăн, ытлашши нумай кĕттерсен, çунса ирĕлсе кай­ма пултарать. Анчах пĕри, пуçлама тивĕçли, хăй тивĕçĕнчен те мар, пуласлăхран та мар, пĕлменлĕхрен, хăй тĕттĕмлĕхенчен хăраса, ниепле те тытăнаймасть. Тепри вара, ăна-кăна тĕрлĕрен процессен ячĕсем таранах чухлаканскер пулин те (тĕрĕссипе, ытларах çав япалапа çыхăннă чир-чĕр ячĕсене хутлав таблицине пĕлнĕ пекех пĕлекенскер), хăйне ытла чарусăр кăтартасшăн пулманнипе çеç тытăнаймасть, пĕр-пĕр хваттерте, урăххипе пулнă пулсассăн, тен, паçăрах тытăннăччĕ те пулĕ, анчах та уй варринче, сарай çумĕнче хÿтлĕх шыранă самантра йывăр иккен ăшри хевтÿне тĕппипех çулташна парасси. Тата, мур пĕлет-и, пурнăç çулĕсем ăнсăртран çак сарай хÿттинчех хĕресленĕç те малалла та пĕр йĕрпеле чуптарĕç — вара ĕмĕр тăршшĕпех сăмах пĕтмĕ, çавăнпа та пĕрремĕш хут, тĕрĕс-тĕкел пек курăнмалла, хăтланмалла, антив, таса та сăваплă хĕрлĕхне эпĕ илтĕм унăнне, тесе шутлатăр. Хăй, ахăртнех: пĕрремĕш хут пулас, ах, юратмастăп-çке пĕрремĕш хут çеç кураканнисемпе, ыт­ла та нерĕç, ытла та ачалла, сăмах та сăмах кăна, сăмахпа çырлахмалла-и-мĕн, е поэтсем пурте çавнашкал-ши вĕсем? Тен, ăна манри хĕрарăмлăх мар, сăввисене итлекен çеç кирлĕ? Ахальтен каламаççĕ-çке таçти урăх галактикăран вĕсем, сăвăçсем, тесе?
Манăн сана пĕр япала каламалли пур, Юля, терĕ сасартăк Веня, унăн сасси каçхи шăплăхра çумăр чашлаттарса çунă пекех илтĕнчĕ. Кала, эппин, терĕ Юля, ăшĕнче: тинех тытăнчĕ, шеремет, атту кĕтсе чун тухать вĕт, тесе шухăшласа илчĕ. Юля, санăн чуну таса-и? ыйтрĕ сасартăках хăрушла çинçе сасăпа Ве­ня. Чун («ну, мĕскер сÿпĕлтетсе тăрать-ха вăл, ача-пăча...»)? Юля, хуравла, ма чĕнместĕн, хуравласам, Юля, тепĕр хут ыйтрĕ Веня, анчах хĕр пĕр самантрах чĕмсĕрленсе, тĕссĕрленсе кайрĕ — темскер çурăлса кайрĕ тейĕн ăшĕнче.
Атя каялла, терĕ вăл. Çук-çук, Юля, ăçта васкас, каçĕ епле ытамлă, пакăлтатрĕ Веня, анчах сăмаххисем унăн, сывлăш евĕр, куçа та курăнмарĕç, хăлхана та кĕмерĕç. Юля, Юля, атя сада çул тытар, унта, садра, питĕ-питĕ илемлĕ, унта улмуççисем, шурă-шурă улмуççисем, паллах, халь шурă мар вĕсем, çуркуннепе çеç шурă-шурă вĕсем, халь вара, каç чăтлăхĕнче, хура та хыткан, армак-чармак. Юля чĕнмерĕ, хăв эсĕ, ача-пăча, улмуççи туратти, армак-чармак хыткан, тесе шутласа илчĕ çеç.
Эй, уçлăх! кăшкăрса ячĕ сасартăк Веня, илтетĕн-и эсĕ мана, уçлăх (уçлăх илтмест), куратăн-и эсĕ мана, уçлăх (уçлăх курмасть), туятăн-и эсĕ мана, уçлăх (уçлăх туймасть), эй уçлăх, эпĕ те сан пекех уçлăх, эпир иксĕмĕр те уçлăхсем, пĕлетĕн-и эсĕ, уçлăх (уçлăх пĕлмест), кăшкăрчĕ те кăшкăрчĕ Веня, пăшăлтатрĕ те пăшăлтатрĕ. Е, тен, пачах та нимĕн те тумарĕ вăл тута-çăвар таврашĕпе, тен, уçлăх хăй, ытлашши сисĕнкĕ пулнăран, тем илтме пултарнă, тем туйма пултарнă. Эй, уçлăх! кăшкăрчĕ Веня, уçлăх, уçăлсам! Уçлăх ни кăшкăрмарĕ, ни уçăлмарĕ.
Юля, эй, Юля, çаврăнса (!) пăхса илсем ман çине (?) эпĕ сана юрататăп (!?) Юля-----
Çитет çапкаланса çÿресе, пĕрех пулмарĕ кĕçĕр, луччă çывăрас кайса, хăйне хăй вăрçрĕ хĕр. Кăмăлĕ кала­ма çук пысăкчĕ унăн çак каç, анчах ма хĕр пулса çуралнă-ши пĕреххут, епле калăнха ман санпа çума-çумăн пулас килет тесе? Шăпа-тăк шăпа телейсĕр чăваш хĕрĕн, шухăшларĕ райцентрта çуралса ÿснĕ телейсĕр чăваш хĕрĕ: мĕн тăвас килнине те тăваймастăн, тьху, тĕттĕмлĕх, провинци, Швецире, ав, тĕнче-тĕк тĕнче! Секс ыйтăвне тахçанах татса панă ĕнтĕ тĕнчере, эпир çеç, мĕскĕн чăваш хĕрĕсем, ача пăрахма та вĕренсе çитеймен-ха путлĕ, тарăха-тарăха калаçрĕ Юля: те тĕлĕкĕнче, те чăн.
Поэт вара, мĕскĕн чăваш поэчĕ, çамрăк поэт, юрату çинчен, Юльăн чапĕпе вилĕмсĕр илемĕ, мăнкăмăллăхĕпе шурă-шурă вăрăм урисем, ăшри тасалăхĕпе тулашри кĕвĕçмелле асар-писер хитрелĕхĕ, турăлăхĕпе шуйттанлăхĕ çинчен шутларĕ канăçа пĕлми, чунне, ăс-хакăлне, ÿт-пÿ туйăмлăхне ăшаларĕ шухăш çатми çинче. Куçĕсем çав самантра унăн ирхи чечек çинчи сывлăм евĕр йĕпе те сивĕччĕ, сăнĕ каçхи шăпчăк евĕр çăмăлкка та вĕлтĕртиччĕ, антăха-антăха илем тулăкне ăша хыватчĕ çав самантра поэт. Анчах поэтсем чăнахах та çĕр çинчисем мар пулĕ, каç шăплăхĕнче хĕрарăма ыт­ларах чух мĕн кирлине чухласа илмелĕх те ăс çитереймеççĕ пулсан, çавна ăсласа илмелĕх те ăсе çит-мест пулсан вĕсен, — анчах вĕсен урăхла ăс, вĕсен ĕмерхи ăс, вĕсен сăваплă ăс, вĕсем çĕр лаприне асăрхамаççĕ, вĕсем шурă хутпа, чаплăран-чаплă, тÿрĕрен те тÿрĕ, мăнаçран та мăнаç кĕвĕпе кăна пуплеççĕ. Хĕрарăмшăн вилеççĕ, мĕншĕн тесессĕн хĕрарăм — уçлăх илемĕ, хĕрарăма кураймаççĕ, мĕншĕн тесессĕн хĕрарăм — хура та нĕрсĕр, выçкăн та çăтăх. Тĕнче тĕрлĕрен, сăвăҫ кĕнчели те тĕрлĕ. Тăвас тенине те тăвайман сăвăç сăвăç-и вăл? Шухăш-ласа хума та ĕлкĕреймен — туса та хунă. сăвăç-и ку? Е вăл, е ку. Е пĕ­ри, е тепри. Мур пĕлет-и, тепĕр те­сен.
Ан килен, Веня.
АН кулян.
Эпĕ сана саватăп, Юля, тесшĕнччĕ вăл, анчах чĕлхе мĕн тет-ха: сана савиччен çак тĕттĕм каçа савăм, тет. Лăпчăнсам хам çума, ман сана сивĕрен хÿтĕлес килет, тесшĕнччĕ, чĕлхе вара хăйĕннех перет: сана ыталиччен хăрăк юман тураттинчен çакăнса тăракан виçе вĕçлĕ вĕрен ункине кайса чикем пуçа, тет. Юля, манăн сана хам ăша илес килет, тес­шĕнччĕ, анчах: Юля, манăн сана курас килмест, тет.
Аптраса укнĕ Юля каялла çаврăнса пăхмасăр поселокалла чуптарчĕ. Пуçра тĕрлĕ шухăш мĕлтлетрĕ: хăрушă чир, мани, шиз, паранойя, шиз, ухмах, тăмпуç! Халех психушкăна!
Юля, Юля, ăçта чупатăн, мĕн пулчĕ сана, Юля, хăваласа çитесшĕн тапаçланчĕ Веня.
Тархасшăн, ан çулăх ман çума, нĕрсĕр те мемме эсĕ, кăшкăрчĕ хĕр.
Юля, Юля, каçарсам мана, ăнлансам, каçарсам, Юля, океан çурăкĕнчен пек янраса-чĕтренсе тухрĕ пыртан туртăнса ларнă хирĕнчĕк сасă.
Сентименталист, кивелккă, — кашкăрчĕ те кăшкăрчĕ ăна хирĕç хĕр,— XVIII ĕмĕр юлашки! Чухăн Лизасене савас пулать санăн, неччу XX ĕмĕр хĕрĕсем хыççăн чупма! Кама кирлĕ эсĕ хăвăн ÿпке пек чăвашла сăмаххусемпе! Ÿпке мар, чĕре, вĕри чĕре кирлĕ паянхи хĕрсене, вĕри чĕре тата вĕри юн!
Монолог-тăк монолог, тавăрчĕ Ве­ня, XXVIII ĕмĕрте ĕнесем, е, тен, пăрусем калаçа пуçлĕç çакнашкал. Вĕри чĕресемпе вĕри юнсене вара мансăрах туп, хăвах шыраса туп, хамăн таса вĕри юна санпа пайлама намăса пĕлес пулать!
Ухмах! Пакăлти! Ÿсентăран!
(Ха-ха-ха.)
Итле-ха, çĕт куç умĕнчен, ман са­на курас килмест, тÿсме пултараймастăп, чăтаймастăп, эсĕ — Бенджи, ухмах Бенджи эсĕ!
(Эс малтан чăтса кур-ха, кайран сăмахне кала, хуравласшăнччĕ Ве­ня.)
Мĕн калаçатăн, мĕскер Бенджийĕ пултăр манра, çавна та пĕлместĕн, Бенджи, Бенджи! Ухмах-тăк ухмах пултăр вăл, Ухмах Иăван пекки, тăванни, хамăрăнни!
Эй, ачу-пăчупа, мĕне кăна вĕрентеççĕ сире унта филфакра, Фолкне­ра та вулаттармаççĕ пулсан! Юбка хыççăн чупма та, Фолкнера вулама та вĕрентмеççĕ пулсан сире, мĕнле филфак вăл сирĕн!
Кушак амисем! Уткасакансем!
Итле-ха, Веня, сана эп арçын ача пуль тенĕччĕ, паянтан вара иккĕлене пуçларăм, е гомосек е герма­фродит эсĕ!
Чăнах та, ку тарана çити хĕрарăм хăйне сĕннĕ чух хĕрарăмран таракан арçын ачасене курма тÿр килменччĕ халиччен Юльăна.
Ан лăпăртат, пÿлчĕ ăна сасартăк хаяррăн Веня.
Пуçра пĕр шухăш: Бенджи, Бенд­жи, Бенджи!
Вара вĕсем, уйрăлса, ик еннелле уттарчĕç: пĕри — каялла, тепри — поселокалла.
Сарай хыçне çите пуçласан, хăлхана çырмари шапасен шăв-шăвĕ пырса кĕчĕ. Темĕнле ытла та палланă пек вĕсен юрри. Чим-ха, ытла та лайăх пĕлнĕ сасă... Çапла, Юля сасси, Юля юрри. Юля. Савниçĕм, савни...
Пысăк та вăйлă туйăм яваласа илчĕ поэта сарай хыçĕнче, вара вăл малтанласа чылайччен тем пирки шухăша кайса тăчĕ, унтан пăшăлтатса вырăсла сăвă вуларĕ, аллисем вара хăйсем тĕллĕнех вĕриленсе пăчăртанчĕç, сăвă йĕркисем вĕрирех те вĕрирех, çулăмлăрах та çулăмлăрах юхрĕç каç сĕмĕнче...
Сивĕ. Сулхăн. Çил.
Аякра, поселокра — çутăсем.
Çырмара — шапасем.
Поселокра та — Шапасем.
Тата — йытăсемпе Йытăсем. Чи пысăк йытă студентсенчен инçех мар пурăнать — унчченхи райĕçтăвком председателĕ килхушшинче. Чаплă та мăнкăмăллă йытă вăл, хуçи пекех, чĕнессе те ют чĕлхепе чĕнеççĕ-çке-ха: Октоубэ — Октябрь, Юпа.
Веня васкамасăр поселока утса çитрĕ те чÿречерен карăнса пăхрĕ. Пÿлĕмре — çутă. Поселокри «мăкăльсенчен» пĕри — Сейф хушма-ятлă услап лара ларать унăн кравачĕ çинче. Юльăпа пĕрле. Чуптăвашаççĕ.
Чÿречерен шаккарĕ Веня. Сейф тĕлĕнерех чÿрече патне пычĕ те, Веньăна курсан, Старик, каçар эс ма­на, пĕр-ик сехет чăт ĕнтĕ, ав çавăнта, çырма леш енче, хурăн катинче уçăлса çÿреймĕн-ши пăртак, э, терĕ. Ан хăра, Сейф, кăмăлсăррăн тавăрчĕ Веня, эпĕ каятăп, кирлĕ мар мана сан аму та, кату та. Ăçта? асăрханса ыйтрĕ Сейф. Аçта каясси — ман ĕç, терĕ Веня, эс мана кравать айĕнчен ман сумкăна тупса пар-ха. О'кей, Сейф те савăнса, те хăраса кравать айне пуçне чикрĕ. На, тыт, терĕ вăл тепĕр минутран. Çулу такăр пултăр, скатерть пек, Веня сумкине хулпуççи урлă çакрĕ те шоссе тĕрах Калининăна уттарчĕ. Вунçичĕ çухрăм...
Çапла, пур енчен пăхсан та, XVIII ĕмĕрти юрату эпилоге.
Ĕмĕрсен туйăмлăха ăнланас расналăхĕ пĕтерсе пăрахрĕ ĕç-пуçа. Расналăхĕ çеç пулинччĕ — тĕрлĕрен вĕрилĕх, тĕрлĕрен хăвăртлăх. Пĕр-пĕринпе ниепле те килĕшсе тăма пултарайман темпераментсем.
Чылайччен тел пулманччĕ пĕр-пĕрне унтанпа. Темле ăнсăртран тĕп корпусра тĕл пулчĕç.
Салам, эскулап, тере Веня.
Привет, поэзи, тавăрчĕ Юля. Ăçта чуптаратăн?
XVIII ĕмĕрĕн чиккине.
Иксĕмĕрĕнне-и?
Сан та пырассу килет-им? — Ыйту çине ыйту.
А мĕн, санпала кирек ăçта та пыратăп эпĕ, эсĕ шанчăклă, тĕкĕнес çук кирек епле лару-тăрура та, кулчĕ Юля.
(Ку вăхăталла университет масштабĕпе самаях паллă çынччĕ ĕнтĕ Веня: пĕр-икĕ хутчен ун сăввисем журналсенче çапăнса тухнăччĕ, те­левидении çамрăксен программинче те сăвă вуланăччĕ вăл, унтан тата университетри «Ульяновец» хаçатăн кашни номерĕнче тенĕ пекех ун статйисем çапăнатчĕç.)
Хăçантанпа? Пурăнса йăлăхтарчĕ-им вĕри чĕресемпе? — ыйтрĕ Веня вăлтарах.
Хуть те хăçан, яланах — тути йăл-йăл çиçет Юльăн.
Вара пĕр-пĕринчен уртăнса университетран тухрĕç те студгородокалла уттарчĕç.
Ăçта каятпăр эпир? ыйтрĕ сасартăк Веня.
Хуть те ăçта, чеен кулса ответлерĕ Юля.
Ăçта вара вăл, хуть те ăçта?
Ăçта? Чунсенче пуль, ахăртнех, тавăрчĕ хĕр.
Хăшпĕр хăтланкаларăшсенче марччĕ-и çав? тĕртсе илчĕ Веня.
Чун хăтланусенче палăрмасть-и вара? тарăннăн хуравларĕ-ыйтрĕ Юля (Энгельсина доктор пекех, шутласа илчĕ Веня; Энгельсини кан­дидат кăна-ха, анчах темшĕн, те юратса, те кураймасăр, Веня ăна ăшĕнче доктор тет яланах; диамат-па Веньăна «неуд» лартса панăччĕ те Энгельсина, çавăнпа çав диамат шурлăхне чăтма пултараймасть Ве­ня).
...Кайран вĕсем сывпуллашнăччĕ. Ну-с, Бенджи, чао, тенĕччĕ Юля. Чао, Джулия, чао. А-а, çапах та вуласа тухма хал çитертĕн-им? çук, уншăн мар, эсир сăмах чăптисем-çке. Эсир вара ÿт-пÿ чăптисем, касма та чăлахлама çеç пултаратăр. Урăх ним тума та. Хăратăп эпĕ сиртен, кураймастăп сире, çын чирĕ çинче пуйса, укçа çапса пурăнатăр! эсир, чир-чĕр ĕрчетсе хăвăра кирлĕ пек. Эсир хăвăр — чир! Çăпан — халăхăн хул хушши айĕнчи! Цице­рон, Медицина Сиенĕ çинчен... Ан кул, терĕ Веня, вара сăмахне малалла тăсрĕ: хӳме, хӳме, хӳме, хӳме. Тата йăмăкăмăн вараланчăк йĕм тĕпĕ, каллех хӳме, хӳме, хӳме, чупаççĕ,! Чупаççĕ,, чупаççĕ, çунаççĕ, çунаççĕ,! Çунаçĕ, хÿме, хÿме, хÿме... Чупаççĕ, чупаççĕ, чупаççĕ... А-ав çав хĕрлĕ кирпĕчлĕ çурт хыçне илсе каяççĕ, Бенджи, хуйса ан кай, асту! Оо, йес, ман васкас пулать, чао! Мана, мĕскер, ăсатса та ярасшăн мар-им? Сельхоз общагине-и? Ма — сельхозăнне? Ну, физвосăнне. Тен, филфакăннех, а? Ман пÿлĕме-и? Тен? Эппин, айта. Ăслă чăваш хăнана яланах уçă алăкпа кĕтсе илекен! теççĕ, чăн та, çамрăк ăслă чăваш (е| тен, ăслах та мар-и вăл) хăйĕн хитре хĕр хăнине алăка уçсах кĕтсе илчĕ, вара каярах çеç, пĕр хушă ĕçкелесе! сыпкаласан, алăк çăри икĕ хут çаврăнса шăкăрт çеç питĕрĕнсе ларчĕ...
...• 4 троллейбус çитсе чарăнчĕ те, Ну, чао! терĕ Веня.
Тăхта-ха, Бенджи, тăхта, чĕнчĕ ăна Юля, манăн та 4-пе каяс пулать.
Лар, терĕ Веня.
Ларчĕç.
Веня икĕ билет туянчĕ.
Ман единый, тере Юля.
Маттур, апла пулсан, терĕ Бенджи.
Шăв-шавпа хаярлăх, аса илчĕ Джули.
Хаярлăх генезисĕ — шăв-шав, анлантарчĕ Бенджи.
Шăв-шав генезисе вара — шăплăх, ăнланчĕ курăнать Джули.
— Э-эй, Авташкин, — илтĕнсе кай­ре троллейбус тепĕр вĕçĕнчен темле ытла та хаваслă сасă.
Карт сикрĕ Авташкин.
— Салам, Авташкин!
Кăсăя сасси. Кăсăя! Синицын. Пĕр курс каярах вĕренет. Сахал мар чей ĕçнĕ пĕрле, сахал мар сăвă каланă, чăваш мĕнне те пĕрлех пуçа хунă.
— Саламлатăп, Вениамин. Тивĕçлипех саламлатăп. Пултаратăн, чăваш ятне çирĕп тыт, çилçунатçă ятне ан çĕрт! — пехиллерĕ Кăсăя.
— Эй, Мускаву-качку...
— Ну, Вениамин, кирлĕ мар пĕчĕкленме!.. Ăçта çаклатса янă вара эсĕ кунашкал хитре чиперккене? Салампи те юнашар тăма именнĕ пулĕччĕ сирĕнпе, мадемуазель, — хăлаçлана-хăлаçлана калаçрĕ Кăсăя,— чăн-чăн Изольда вĕт эсир.
—- Ара, нимсĕр хулара та нимсĕрех мар пуль ĕнтĕ,— терĕ, айăплăн кулса, Веня, тутисене юриех юратуллăн сарса — часрах хăпасчĕ Кăсăяран тесе.
— У-у, масштаблă шухăшлан, Мускавла шухăшлан! ахăрса-кулса ячĕ те Синицын-Кăсăя, трол­лейбус чарăнчĕ, вара Кăсăя, анас умĕн тесе, каллех тем хăлаçлана-хăлаçлана: «Эс, Веня, асту, «çилçунат» шанăçне тÿрре кăлар, эс— пирĕн çăлтăр, халлĕхе>, — терĕ те йăпăрт кăна сиксе анса юлчĕ, пĕтĕм трол­лейбус пĕрре Синицын-Кăсăян кăсăя хырăмĕ евĕр çурăмĕ çине, тепре çаплипех-ха кантăк витĕр тулалла пăхакан Авташкин çиине, тата тепре хальтерех шавласа иртнĕ интермеди яхăнне те пыман Изольда çине тинкерсе пăха пуçларĕ — савăнса та шĕкĕлчесе: ăçтан сиксе тухма пултарнă çакăн йышши типсем, вăтăрмĕш çулсенчен тăрса тарса килмен-ши тесе хăра-хăра.
— Ну и поэт, — терĕ Юля кулса. — Наци малашлăхĕ.
— Çук-çук, ним тусан та. Паянхи кунĕ те вĕсем мар,— хăвăрт хирĕçлерĕ Веня. — Тата Кăсăя нихăçан та поэт пулман та, пулаймĕ те. Кăсăя çилхăван йышшисенчен.
Пĕр хушă шăп тăрсан, Юля юриех пуль: «Итле-ха, мĕнле кайăк вăл, кăсăя?» — тесе ыйтрĕ.
- Синица, —тавăрчĕ Веня. Урăхла каласа пурпĕрех ăнлантарайман пулĕччĕ.
Николаев урамне çитеспе Веня хăй анассине пĕлтерчĕ. Эпĕ те анатăп, терĕ Юля. Веня: Ăçта каян? те­се ыйтрĕ. Санпала, терĕ Юля. Ăçта, манпала? Ман пата, хăнана, е пырса курасшăн та мар-и эсĕ эпĕ мĕнле пурăннине? Аçта пурăнатăн вара эсĕ? Кунтан инçех мар, виçĕ утăм кăна. Кампала, инкÿсем патенче-и? ыйтрĕ Веня. çу-ук, хам килте, йĕкĕлтерех тавăрчĕ Юля. Сан кил те пур-и вара Шупашкарта, çукчĕ-çке унччен? Ĕмĕрех çук пулмалла-и ва­ра, çук-тăк, тăвас пулать, чеен кулса пĕлтерче Юля, обмен туса пачĕç мана папмам. А-а, тинех тавçăрса илчĕ Веня, пĕчченех пурăнатăн-и вара, хăрамастăн-и? Хăратăп çав, çавăнпа пĕччен пурăнмастăп та, упăшкампа. Упăшку ăçта вара, мана кĕртет-и-ха хăнана? Упăшка командировкăра, сасăпах кулса ячĕ Юля, тĕплĕскер иккен эсĕ, ну, пыратăн-и?
— Атя.
Юля чавсаран уртăнчĕ те, Веньăна ăшă хÿмĕ, хĕрарăм хÿмĕ пырса çапрĕ, хум кĕпе витĕр ăшалла кĕчĕ, кăтăклана-кăтăклана пуçалла хăпарчĕ, юлашкинчен пуç мимине çавăрттарма ерчĕ.
— Бенджи, — терĕ Юля, чĕпĕ евĕр, куçне мăчлаттарса, — Бенджи, эсĕ чисти Байрон паян.
— Ну-ну, Турци султăнĕн гаремне çакланнă Чайльд-Гарольд. Хыçалтан пăхас пулать экспонатсем çи­не, тата алăпа тĕкĕнме юрамасть,— шутласа илчĕ хăй ăшĕнче Веня, çа­пах та, куларах пулин те, Байронпа танлаштарни хăйне, мĕнле калас, кашăкпа шÿрпе сыптарнă пекех аван туйăнчĕ.
Çав вăхăтра çурăм хыçĕнче урхамах кĕçеннĕ евĕр чăн-чан! сасă янăраса кайрĕ:
— Авташкин! Авташки-ин!..
Хытса тăчĕ Авташкин. Юля та карт сикрĕ.
Илтетĕп пулин те, илтмене перес, шутласа илчĕ Веня.
— Э-эй, Авташки-ин!.. Илтместĕн-им?.. — Çывăхарах та çывăхарах сасă.
Веня çаплипех малалла утать.
Хăлха çумĕнчех пăрулас ĕне пек хашлатса сывлани илтĕнсе кайре.
— Кăшкăрап-кăшкăрап, эс çаплах утан, эп тата хытăрах кăшкăрап, эс тата хытăрах утан. — Ку — Олег Воробьев, пĕрле вĕреннĕ тусĕ, пĕр класра, пĕр кĕтесре тăн пухнă.
— Машинăсем шавлаççĕ те, ăçта унта илтме,— тÿрре тухма хăтланчĕ Веня, унтан: витĕмлĕ мар, юри тарап тесе шутласа илĕ тата, сăмахламалла та сăмахламалла манăн, эпĕ аванмарланни ан курăнтăр.
— Ăçтан? —- тÿррĕн ыйтрĕ Во­робьев.
— Хутла вĕренсе таврăнатăп та ав, — хуравларă Веня, ăшĕнче Олег ыйтнишĕн савăнса, атту хăйĕн мĕн те пулин шутласа кăларма лекетчĕ.
- Курăнать çав, пĕрре пăхсах,— те кулса, те чăнласа пуçне сĕлтрĕ Воробьев. — Халь ăçта?
Хыçран сыхласа çÿрекен вĕшле йытă пекех, мĕлтлетсе илчĕ пуçра,— чăн-чăн Барбос, Шупашкар варианчĕ.
— Хăнана.
— Ăçта — хăнана? Хамăр классем патне-и?
— Ман пата, — терĕ сиввĕн Юля, Воробьев Олег çине ĕне-выльăх çи­не пăхнă пек пăхса.
— Апла — пардон, мадам,— Олег Воробьев каялла çаврăнчĕ. — Авташкин, яла хăçан каятăн?
— Тахçан, пĕлместĕп, — терĕ Веня.
— Ну, латнă, эп вĕçтерем-ха, — Воробьев хăй çулĕпе уттарчĕ тинех, вара Юля аранах ирĕклĕн сывласа ячĕ.
Юля пурăнакан çурт умне çитме те ĕлкĕреймерĕç, аялти хутра вырнаçнă кафе-мороженăйран икĕ çамрăках мар хĕр кăвакалсем пек шиплетсе тухрĕç те тÿрех Веня умне пырса тăчĕç.
— Салам, — терĕ Веня, кĕç-вĕç çĕре персе анасла.
— Салам, салам, Авташкин, мĕн туса çÿретĕн? — Хĕрсем куласса пÿрт тăррине хăпартса çакнă тăм пукане евĕр кулмасла, ăнланмасла кулаççĕ. — Ай-яй, асту, вырăс майрисене хулран çаклатнă та калаçасшăн та мар...
— Мĕн вырăс майри ĕнтĕ, сирĕн пекех чăваш пики, — кулса-шÿтлесе ирттерсе яма хăтланчĕ Веня.
— Пирĕнни пирĕн пекех мар та, русски отделенинчен пулма пултарĕ...
— Юрать, хĕр чĕпписем, вĕçтерĕр апла хăвăрăн каччăрсем патне, атту хурланнипе чĕлĕм туртма ерсе кайĕç тата.
— Ай-уй, пăх-ха эс ăна, Мускава куçать те пире палламасть те.
— Ну-у, сире палламасан ĕнтĕ! Тава тивĕçлĕ учительницăсем пулма турă вăй-хăват патăрах сире!
— Турра ĕненместпĕр çав, — пĕр харăсах ответлерĕç хĕрсем.
— Ра-ая-я-а!.. — илтĕнсе кайрĕ урам леш енчен. Çаврăнса пăхрĕç те
Тамара Сахманова. Пысăк сумккине тем тултарнă та каснă-лартнă буфетчица евĕр тăра парать.
— Ну-с, хĕрпикесем, а-ав сирĕн каччăр çитрĕ, — терĕ те Веня, тарма сăлтав тупăннишĕн савăнса хăвăртрах Юльăна аллинчен ярса тытрĕ.
— Асту, Авташкин, пире манса ан кай, сан патна Мускава хăнана пыр­са курас тетпĕр-ха, — сывпуллашрĕç шапăлти чăваш хĕрĕсем.
— ЧОран-им? — ыйтрĕ те кĕвĕçерех, те йĕрĕнерех Юля.
— Чăваш уйрăмĕнчен, аха, — тавăрчĕ Веня аванмарланса.
«Мĕн япала ку паян? — шутларĕ хăй ăшĕнче. — Урама тухма та çук, кашни кĕтесре палланă сасă, палланă хускану, палланă çын. Мĕнле пурăнмалла капла? Малтан ун пекех марччĕ-çке. Пурте пĕр стаканра ишсе çÿреççĕ тейĕн. Пĕр салонта лараççĕ.»
— Хула-тăк хула, — ун шухăшне вуларĕ тейĕн Юля, — пĕр сăмах кăна ĕнтĕ — провинци. Периферия. Пĕр утăм тăваймастăн вĕт пĕччен. Пин куçлă та пин хăлхаллă апăрша хули. Иăлтах илтеççĕ, йăлтах кураççĕ, йăлтах куç умĕнче. йăлăхтарчĕ веç пурăнса. Луччĕ пĕр-пĕр Таймыра кайса пурăннă пулăттăм.
— Çапла, — ун хуйхине пит аван ăнланчĕ Веня. —- Тав турра, ман одиссея вĕçленчĕ халлĕхе, татăлчĕ.
— Эс ан таврăн Мускавран, май туп унта мĕнле те пулин юлмашкăн, таврăнсан кайран хăвна ĕмĕр тăршшĕ ÿпкелесе пурăнăн. Не упускай такую возможность. Халь нимех те мар-ха сана, эс авланса пăх, унта вара пурнăç пĕтрĕ. Хупăнса-питĕрĕнсе сĕтел айĕнче лармалли çеç юлать. Алран çавтăнса пăх-ха унта пиччÿпе те пу­лин, кам та пулин куратех. Хăв курмастăн никама та, сана пĕрех кураççех. Вара элек тухать. Лайăх çав аякри хуласенчен килнĕ хĕрсене, а мĕн эпир — ялтан тухнăскерсем... Яла та сăмах çитет. Вăт çапла...
Текех урама тухмарĕ Веня. Шăнкăравласса пĕр-икĕ хутчен шăнкăравласа илчĕ те паллан-тăвансем патне, чирлесе ÿкрĕм тесе каçару ыйтрĕ, хăнана çÿрес темерĕ. Çĕрĕпе, тепĕр кунне кунĕпе Юльăпа иккĕшĕ пулчĕç вĕсем, каç пулттипе вара, пуйăс каясси çур сехет юлсан, вокзала уттарчĕç.
Никама та курас марччĕ тесе, юриех кĕтесерех пытанса тăчĕç. Юля хăйĕн юратăвĕ çинчен каларĕ-каларĕ, Веня ытларах чĕнмесĕр тăчĕ.
Хыттăн ахăрса кулни илтĕнсе кайрĕ инçех мар. Веня çаврăнса пăхрĕ те Альтюка курах кайре. Тем çÿллĕш патвар арçынпа тата аппăшĕпе тăраççĕ. Виççĕшĕ те хĕвел пекех кулаççĕ. Веня çурăмĕпе çаврăнса тăчĕ вĕсен енне. «Мĕскер халĕ те килсе тăратман паян пуйăсне?— вĕчĕрхенчĕ вăл. — Атту пулсан кĕрсе лармалла та».
Тепĕр самантран пуйăс вырнаçса тăчĕ те, Веня хăвăртрах вакуна кĕрсе ларчĕ. Тапранса каясси пилĕк-ултă минут юлсан. Юля анчĕ. Чÿречерен калаçса тăчĕĕ. Юри тенĕ пекех, Веньăн вакунĕ шăп та лап вокзал çуртёнчен платформа сине илсе! тухакан алăкпа тĕлме-тĕл.
Юля хĕрсех тем çинчен (Веня чăнах та илтмерĕ, чăнах та илтес тумарĕ) хĕрсе кайса калаçнă чух вокзал алăкĕнчен икĕ эрĕш-мерĕш кĕлетке вирхĕнсе тухрĕç. Веня, курăнас мар тесе, айккинерех пăрăнса тăчĕ, Юля ăнланаймасăр: Веня! Веня! тесе чĕнчĕ, анчах икĕ кĕлетке Веньăна асăрхама ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, чÿрече патне чупса пычĕç те: О-о, салам! терĕç. Салам, савăнна пек курăнчĕ Веня. Каланăччĕ-ха Хрум, са­на, Мускава куçараççĕ тесе, апла каятăн ĕнтĕ, да? Çапла, терĕ Веня, кайса пăхас терĕм. Веня, часах тапранса каятăн вĕт, на-кă, терĕç те чÿречерен сумка тыттарчĕç, эпĕр çиччас. Кусем те Мускава пыраççĕ-ши, шухăшласа илчĕ Веня, çав вăхăтра хăйсем те çитсе-кĕрсе тăчĕç. Ну, ус, Санкжов, терĕ Генни, виçĕ минут юлнă. Санюковĕ тăрмашать-тăрмашать, кĕленчи уçăлмасть. Тай хама, терĕ те хаçатра ĕçлекен фото­графĕ, самантрах уçрĕ. Ĕçрĕç. Веня ура çинчех, Юля çине пăхса тăрать. Яр, старик, терĕ фотограф-Гена. Ве­ня стакана ÿпĕнтерчĕ. Санюковне стакан пачĕç. Санюковĕ: итле-ха, Ге­на, мĕн эс мана сахалтарах ярса па­тăн, терĕ. Ĕç часрах, икĕ минут та­та, кунта микрофон умĕнче мар, хуравларĕ Гена, вара Санюковĕ ĕçрĕ. Татах тепрер. Ну-и, старик, тавай, лайăх пурăн, лайăх верен, терĕ Са­нюков Веньăна. Санюков патне пĕр-икĕ материал çаптар уйăха, укçа вăл этеме пăсмасть, уйрăмах студента, терĕ фотограф-Гена. Унта ман «Ре­портер» çук-çке, тÿрре тухас пек каларĕ Веня, Санюковĕ: юрату çинчен çыр, терĕ, юрату çинчен шавламаççĕ, çавăнпа та микрофон умĕнче мар, хут умĕнче чуна уçаççĕ. Ну, пока, старик! терĕ те фотограф-Гена, Санюковпа иккĕшĕ мĕнле чупса килнĕ, çавăн пекех чупса каллех вокзала кĕрсе çухалчĕç.
— Эсĕ мана манмăн-и, Веня? — чĕтренкĕ сассипе ыйтрĕ Юля.
— Çук-çук,— терĕ Веня.
— Веня, эсĕ мана каçар, юрать-и? терĕ хумханса-пăлханса, макăрасла Юля.
— Мĕскер каçарăвĕ, — ăнланаймарĕ Веня.
— Пĕлтĕрхишĕн, стройотрядришĕн, — макăрса ярас пек Юля.
— Аса ан ил эс текех ăна, — лаплантарчĕ Веня.
- Каçаратăн-и, Веня, каçаратăн-и?
— Тахçанах каçарнă ĕнтĕ эпĕ са­на. Юля, Джули...
Пуйăс йывăррăн туртăнса вырăнтан хускалчĕ. Юля пуйăс хыççăн темиçе утăм турĕ те аллипе сулма тытăнчĕ.
Веня, хурланчăк куçĕсемпе Юля çине пăхса тăраканскер, сасартăк вок­зал алăкĕ çумĕнче Сильвестрова
асăрхарĕ. Шлепкепе, тĕссĕр плащпа. Аллинче — папка. Юратсах каймасть Сильвестрова Веня. Веня кăна-и, — пурте. Пĕрре юлташĕнчен пĕр хĕвеланăç рок-группин кассетине çыртарса илнĕччĕ Веня, çырнă чухне ăнсăртран Сильвестров çеçчĕ пÿлĕмре, çапах та тепĕр виçĕ кунтан Веньăна, унтан юлташне университетра чĕнтерсех вăрçнăччĕ. Çавăн хыççăн вара Сильвестрова сывлăх сунма пăрахнăччĕ вĕсем. Вокзалта мĕн туса тăрать-ха? Куç илмесĕр пуйăс çине пăхса тăрать. Ĕçлĕ сăн-сăпат. Сильвестров, çил вĕçтерекен... Çил кăна вĕçтеринччĕ-и, асту...
Пуйăс хытарах та хытăрах ыткăна пуçларĕ, Веня вырнаçса ларчĕ, унпа пĕрле икĕ карчăкпа пĕр ватăрах арçын.
Арçынĕ хаçат вуласа ларать, карчăкĕсем таçтан Кавказ енчен пулас, хăйсемле шавлаçĕ-калаçаççĕ. Веня, чăвашсен чи паллă çурнăлисчĕ (Саламов калашле), Шупашкар çулĕсем пирки. урамсем пирки шутланă пек шутласа ларать, хăш çулталăкне ан ил — каçхине çутă çутман урам пек таксам...
Пуйăс ыткăнать-ыткăнать, арçын вулать-вулать, хĕрарăмсем калаçаççĕ-калаçаççĕ, Веня шухăшлать-шухăшлать, юнашар вакунра пĕр çамрăк хĕрпике, тăп-тăп кăкăрлăскер, Веня ларакан вакуналла васкать. Пĕрле вĕренекен, сокурсница, шухăшласа илет ун пирки Веня.
— Хэлло, чао! — илтĕнсе каять те пуç çийĕнчех, Веня пуçне çĕклет; умра Альтюк танине курсан, ывăнчăк пуçне текех нихăçан та йăтмасла каллех çĕрелле пĕкет...
1983.