Тухса кайиччен ][ Борис ЧИНДЫКОВ / Boris Chindykov

Мускава каймалла тенине илтсен, тĕпсакайĕнчен тула тухнă пекех туйăнса кайрĕ Веньăна. «Тинех, -терĕ вăл ăшĕнче, сасăпа вара, тĕлĕннĕ пек пулса: — Чăнах та-и?» — тесе ыйтрĕ.
— Чăнах, Вениамин, чăнах, — тепĕр хут çирĕплетсе каларĕ Пенюшкин доцент.
— Эпех-ши вара, Яков Иванович?
— Хе-хе-хе, — кушак аçи евĕр сарчĕ тутине Яков Иванович, — ачи эс пултаруллă, тавай, Мускавран пĕр кутамкка ăс пухса таврăн.
— Яковлевăна ямалла тетчĕç мар-и-ха? — асăрханса ыйтрĕ Веня.
— Так, сначчит, Яковлева, Яков­лева... Альтюк-и?
— Ийя, Альтюк, — терĕ Веня пăл-ханса.
— И-и-и, — тиха сассипе куланçи турĕ Яков Иванович, аякран пăхсан, тутипе мар, куçлăхĕпе кулнă пек, — пĕлеп, пĕлеп, эп, ара, йăлтах пĕлеп, тусăм. Пĕлнĕ пирки тăрăшатăп та ĕнтĕ, иксĕре яратпăр вĕт Мускава, ара, пĕр еннелле туртăнни аван вăл, пит аван, çĕрпе пĕлĕт те пĕр еннеллех туртăнаççĕ те ав...
Шак-шак шаккарĕç алăка.
Яков Иванович «Кĕрĕр!" теме çăвар уçма хатĕрленчĕ кăна, алăка тепĕр хут шăн-шăн шаккарĕç те, кафедрăна Яковлева кĕрсе тăчĕ.
— Здрасте!.. Здрасте!.. — йăл-йăл çиçет Яковлева. Катан пир пек сарлака та шурă шăлĕсене хутаçран кăларса кăтартнă пекех йăлтăртаттарать. — Яков Иванович, сире тем пысăкăш салам! Пелетĕр-и, паян ялтан килнĕ чух автобусра ман çумра пĕр старик лара парать, шĕвĕр сухаллăскер, ну, хăй ватах та мар ытлашши, куçлăхĕ хăйĕн хура куçлăх, ылтăн çĕрĕ тăхăннă, тата питĕ ăслă курăнать пăхма, çав тери ăслă, ара, куçлăхĕ те профессорăнни пекех те... Ман çине пăхкалать, эп, хам еккипе, кăшт кулкаласа илтĕм те, ман кăмăлсем çав тери чиперччĕ те çав, хĕрĕм, ăçталла, тет. Калатăп çав, кафедрăна, Яков Иванович патне васкатăп, теп. Мĕнле кафедрăна, тет. Чи чаплине, тетĕп. Хушамачĕ мĕнле, тет. Кафедрăн-и, ыйтатăп эпĕ. Вал кулать-кулать те, ийя, кафедрăн çав, Пенюшкин мар-и, тет. Эпĕ тĕлĕнсе хытса кайрăм та ăçтан пĕлетĕр тесе ыйтрăм. Ара, чи чаплă кафедрăна епле пĕлмĕн-ха, тет. Тата, унсăр пуçне, Пенюшкин Яккупа пер­ре çеç мар хĕрсем патне чуптарнă пĕрле, тет. Ăçта? — ăнланаймастăп эпĕ. Хаçатра, тет вăл, эп хам райхаçатра ĕçлетĕп, Якку редакторччĕ пирĕн пĕр хушă, вăт çавăн чухне пурнăç-тăк пурнăçчĕ-ĕ... Унтан шухăшлакаласа ларчĕ те, ну, хĕрпикем, юратнă профессорна салам кала манран, тет. Камран — сиртен-и, ыйтрăм эпĕ. Шишкорртан те, тет. Камран-камран? — тетĕп эпĕ. Шишов кор-респондентран, тет... Вăт, эп сире ун саламне тĕрĕс-тĕкĕлех çитерсе патăм ак...
— Ну, тавтапуç, Яковлева, — терĕ хумханчăк сасăпа Яков Иванович: те тĕмскер асне килчĕ ĕнтĕ, те темскер килĕшсех каймарĕ...
— Сире тавтапуç, Яков Иванович, сире тем пысăкăш тавтапуç! Эп мал­танах хам хăлхамсемпе илтнине те ĕненсе илеймерĕм, каярах çеç, тĕлĕкре, пачăшкă тухрĕ те, куçлăхне тата сухалне хывса, приказ вуласа пачĕ: сана, хĕрĕм, аслă Мускав хулине ăс пĕрчи шĕкĕлчеме ăсатас тăвас, тет...
— Мĕнлерехчĕ пачăшки, ман евĕрлĕрехскер-и? — чеен куçне хĕсрĕ Пенюшкин доцент.
— Э-э-э, çу-ук, — хăвăрттăн тавăрчĕ Альтюк, — пачах та сирен пек мар. Эсир мĕн, пĕрре пăхсах паллă наука çынни, лекци вулакан çын пулни, лешĕ вара, тĕлĕкри, сухалне хывсан та, ну, мĕнле калас, палăк пек кăнттамскер.
— Авташкин, калăр-ха, чăнах та тĕлĕксем куркалать-и мĕн Альтюк?— ыйтрĕ сасартăк Яков Иванович.
— Ара, курать те пуль, — хуравларĕ Веня.
— Вăт, эсир хăвăр. Авташкин, кĕçĕр мĕн курнă тĕлĕкĕрте?.. Э?..
— Курнăччĕ темскер, анчах çывăрса тăнă çĕре мĕн курнине тĕппипех манса каятăп çав эпĕ...
— Апла сан ăсу çирĕп мар,— тÿрех сăлтавне тупса пачĕ Яков Ива­нович.
— Çапла та пуль... — Веня каласа пĕтереймерĕ, чÿрече умĕнчи çы­ру сĕтелĕ çинчи хура телефон шăнкăртаттарса ячĕ.
— Тытас-и? — трубка çинелле кăтартрĕ çывăхрах тăракан Альтюк.
— Çиччас, — терĕ те Яков Ива­нович сĕтел патне вирхĕнсе çитрĕ.
— Ийя, эпĕ-ха. Ара, кам мар тетĕн? — калаçрĕ вăл трубкăри такампа.
— Мĕскер? Çĕрулми-и? Ара, хăв тата мĕн хыçса ларатăн, виç утăм тусан тем татăлса ÿкмест пуль?
Унтан куçĕсемпе маччаналла тинкерчĕ те, çăварне кăштах уçса, тимлĕн итлеме хатĕрленчĕ. Чăнах та, тепĕр темиçе минут хушши хура трубкăра шăна çатăлтатнă пек çăт-çат сасă шапăлтатнă май Яков Ива­нович хушăран: — Ийя, çапла, ара, çапла пулмасăр тата, — текелесе тăчĕ.
Альтюк Веня çине куларах, вылянчăккăн пăхса илчĕ. Веня, Альтюк мĕн каласшăн пулнине анкараймасăр, чÿречерен урамалла тинкерсе пăхрĕ.
Яков Иванович çаплах ийялатса тăрать.
Альтюка кичем пулса кайре пулас та, купарчипе çыру сĕтелĕ çине таянчĕ вăл.
Яков Иванович трубкине шанлаттарса пăрахрĕ те:
— Вăт çапла çав, пăрăç пек кускалатăн вара, — тесе хучĕ.
— Э-эй, пурнăçăн екки çав ĕнтĕ вал, — ват карчăкла ăслăн сăмах хушрĕ шап-шур шăллă Альтюк.
— Эс, Вениамин, тем салху ытла та, — терĕ Яков Иванович, — мĕскер, хăратать-им тĕп хула?
— Хăратасси харатмасть-ха, — пуçне сĕлтрĕ Веня, — анчах та Мус­кав Мускавах пуль çав тетĕп те, кирек мĕнле пулсан та, Шупашкар мар ĕнтĕ.
— И-и-и, ним те ан кулян, Мус­кав вăл Шупашкартан та лăпсăрккарах хула, — лаплантаранси турĕ Яков Иванович, — чи кирли — хăвна тытма пĕлес пулать. Ара, Мускавра унта пĕрмай сын çинче вĕт, кунти пек улах кĕтесре те пĕр кетÿ çын унта. Эп тахçан, çамрăк чух, комсомолăн аслă шкулĕнче вĕреннĕччĕ те çав унта, пит те килĕшнĕччĕ мана, уйрăмах марксизм-ленинизм лайăх вĕрентетчĕç пире, мĕншен ытларах кукуруза лартма кирлине...
— Вăт, Веня, эпир санпа ют çер çыннисем пекех янккаса çÿрĕпĕр-ха Мускав тарах, хамăрла палкаса, — шĕл кăваррăн ялкăшрĕ Альтюк.
— Хĕрсемпе паллашнă чух эпĕ ха­ма нидерландец теттĕмччĕ, — кула­рах аса илчĕ Яков Иванович.
— Вара? — хыпса çунса каясла ыйтре Альтюк.
— Вара, мĕн вара, çамрăксен пĕр ĕç ĕнтĕ: юрататтăмăрччĕ вара пĕр-пĕрне чун тухиччен...
Альтюк хихиклетсе кулса ячĕ те, Веня хăйĕн мĕн те пулин чĕнмеллине чухласа илчĕ.
— Ну, мĕн вара, Яков Иванович, чăвашсене тĕлпулкалаттăр-и ăнсăртран-хутран?
— Янташсене-и? Ара, курмасăр. Чăваш çитмен вырăн ниçта та çук пуль вăл, таçта та пур вĕт чăваш, таçта та хăнăхать, кирек ăçта та йăва çавăрасшăн тăрмашать.
— Чикĕ леш енче те-и? — вичкĕннĕн ыйтрĕ Альтюк.
— Чикĕ леш енче те, ара, — пĕр иккĕленмесĕр хуравларĕ Яков Ива­нович. — Вуламан-и «Человек за бортом» ятлă пĕр кĕнекене? Нумаях пулмасть Шупашкарта пичетлесе кăларнăччĕ ăна. Бразилире пурăнакан чăваш çинчен.
— Чăваш негр пулма пултарать-и? — лăпланмарĕ Альтюк.
— Кайăн — курăн, — тивĕçлипе тавăрчĕ Яков Иванович, унтан вăл Веня еннелле çаврăнчĕ те: — Ну, тусăм, сана текех тытса тăрас мар, тавай вĕçтер, тухса кайиччен шăнкăравла вара, тĕл пулса калаçса ларăпăр пăртак, — терĕ.
— Юрать, Яков Иванович. Тавах сире. Шăнкăравласса шăнкăравлатăпах, — терĕ те коридора тухрĕ Веня.
Юлашки хут, сывпуллашса тенĕ пек, Веня «Чăваш литератури кафедри» текен вывескăллă хăрăк алăк çи­не пăхса илчĕ те, шăлавар кĕсйинчен сăмса тутри кăларса, çамкине шăлса илчĕ. çав вăхăтра сĕм тĕттĕм коридорăн тепĕр вĕçĕнчен такам йытă евĕр кăшкăрнă сасă илтĕнсе кайрĕ:
— Эй, Авташкин, Веня!
Веня коридор леш вĕçĕнчи чÿрече сулли çинче темле хура кĕлетке ларнине асăрхарĕ те Сильвестров пуль тесе шутларĕ малтанах, анчах та çывхарса пынăçем урăхла сăн палăра пуçларĕ: шар пек çаврака сăн-пит, кĕреçе пек кĕлетке.
— Ну-с, саламлатăп сана, эс та­вай, тавай, верен, ху пĕлетĕн, хутла пĕлни çăкăр ыйтмасть. Чăвашсен чи паллă çурнăлисчĕ пулăн, вара ун чух, эп пысăк çын тесе, пире ман­са ан кай ĕнтĕ вуçех, пуç сĕлтесси чĕркуçленесси мар.
— Ăмсанатăн-им? — тÿррĕн ыйт­рĕ Авташкин.
— Çук-çук, мĕн ăмсанмалли пур-ха çав териех, турри паман пулсассăн? Пултарулăха кура уçăлаççĕ-çке алăксем те. — Сасси хăйĕн хупăнчăк темле, пăлханчăк. Темле тарăху вĕрет пырта.
— Эс ан пытар, тÿррипе кала.
- Тÿррипе? Тÿррипе тетĕн-и?.. Тÿррипе-тĕк тÿррипе. Сан çинчен мар эп. Сана, тен, тивĕçлипех яраççĕ пуль. Анчах эсĕ мана Яковлевăна Мускава мĕн тĕллевпе, мĕне кура янине ăнлантарса памăн-и, каçар та, тархасшăн? Çав тери пултаруллăскер-и-мĕн, е кăкăрĕсем тăп-тăп? Е ашшĕ пысăк пуçлăх?..
— Володя, енчен те санăн чăннине пĕлессÿ килет пулсассăн, кафедрăна кĕрсе Пенюшкинран ыйтса пĕлме пултаратăн. Е Яковлевăран хăйĕнчен, вăл та унтахчĕ.
— Кирлĕ мара ан калаç, Веня. Ухмах ача мар вĕт эсĕ, хăвах пĕлетĕн чăнлăха шырама кирлипе кирлĕ маррине.
— Енчен те мана Мускава тĕрĕс мар куçараççĕ тетĕн пулсассăн, пытармасăр кала эс.
Саламов хĕрсе кайса кулса ячĕ.
— Ман шутпа, пурне те пултарулăхне кура яраççĕ журфаксене, — терĕ Авташкин. — Çав шутра Яковлевăна та. Çавăнпа та эсĕ ăмсанса та кĕвĕçсе кăна калаçатăн. Тĕрĕссипе илес пулсан, сан пек çырма кашни ялкорах пултарать. Ялкор та мар, юнкор. «Пионер сассинче» «Юнкорсем пĕлтереççĕ» рубрикăпа пичетленеççĕ эсĕ çыракан йышши информашкăсем.
— Ну-ну, тавай, тавай, чăвашсен чи паллă çурнăлисчĕ! Асту, çухалса ан кай эс унта, Мускавра! Пысăк хула, теççĕ, Мускав, аннÿ , пурăнакан ял пек мар — шăнса вилĕн тата! — Саламов чÿрече ани çинчен сиксе анчĕ те аллисене офицер пек сарлакан сулкаласа таплаттарса утса кайре.
— Стенхаçатçă!.. — тарăхуллăн пăхса юлчĕ Авташкин.
Саламова нихăçан та ытлашши кÿрентерменччĕ Пенюшкин, çавăнпа та Мускав университетне ярас пулсан, чăн малтанах ăна ярасса пурте пĕлсех тăратчĕç. Анчах, ав, мĕн пулнă-ха юлашки самантра? Мĕншĕн улăштарнă шухăшне Пенюшкин? Саламовĕ, паллах, нихăçан та ытлашши яка та лайăх япала çырни пулман. Ытларах куçарупа ларатчĕ. ТАСС материалĕсене чăвашла куçарассипех специализациленес, тетчĕ. Тен, çавна кура? Чаплă куçаруçă çухаласран хăраса? Чăваш чĕлхине Мускавра мар ĕнтĕ, паллах, Шупашкартах вĕренес пулать. Саламовĕ вара, кÿреннипе, ниçта кайса кĕрейми ялкăшать. Чунĕ çунать пулас, е чĕри, е ăмсанăвĕ.
«Ара, мен туса тăратăп эпĕ кунта», — пуçа пырса кĕчĕ сасартăк, ва­ра Авташкин васкамасăр вырăнтан хускалчĕ.
Остановкăра Юльăна тĕл пулчĕ. Медфакра вĕренекеннине. Пĕлтĕр çулла стройотрядра пĕрле ĕçленĕччĕ.
— Салам, — сывлăх сунчĕ Веня.
— Привет, — хуравларĕ Юля. Чăвашла вăтанарах калаçать вăл: те райцентрта çуралса ÿснĕрен, те тата урăх сăлтавпа. — Ăçта васкатăн?
- Мускава, — персе ячĕ Веня. Кăштах мăнкăмăлланса курас килчĕ пуль ĕнтĕ, атту ахаль чух калаçса пăх-ха медиксемпе: санпа çынпа калаçнă пĕкех калаçаççĕ-ха, анчах та сан çине питĕ тимлĕ тинкерсе пăхаççĕ те, сана кĕç-вĕç хăвăнне мĕн те пулин касса илессĕн туйăнать. Веньăна яланах теме пула чĕлхене касассăн курăнать. Мĕнпур чăваша пĕрле пуçтарĕç те, республикăри мĕнпур больницăсенчи тухтăрсем пĕрерĕн-пĕрерĕн чĕлхесене касса илме тытăнĕç. Чĕлхерен мĕн те пулин пĕçерсе çиес тĕллевпе мар, мĕн тума кирлĕ-ха си­ре, чăвашсене, чĕлхе, тесе.
Юрату пекки те пулнăччĕ вĕсен Юльăпа. Пĕрре çапла, каç енне, ĕç пĕтерсен (ĕçлессе поселокран пĕр-икĕ çухрăмри комплексра ĕçлетчĕç), столовăйĕнче темĕнле уява паллă тăватчĕ отряд. Юля сасартăках вăр-­вар пуçтарăнса тухса кайрĕ — анчах тем тери хыпаланнă пек курăнсан та Веня ларакан кĕтеселле куç ывăтса илме ĕлкĕрчех вăл — вара пÿртÿкинче вирах кăштăртата пуçларĕ. Бинт салтса тем çыхма: ара, пĕр ĕç ĕнтĕ стройотрядри врачăн — шурă бинта хуратасси. Веня хыççăнах васкаса сиксе тухрĕ те («... мĕнлерех калас-ши? тÿрех е майĕпен? Е, тен, хап ярса илес те, манăн санпа çеç пулас килет кĕçĕр, эпĕ сана вилсе каясла юрататăп, хам та пĕлместĕп мĕншĕнне, анчах вилетĕп эпĕ сансăр, тес-и?») пĕр сăмахсăрах Юльăна хыçалтан, хулпуççинчен ытамларĕ. Юля çакна çеç кĕтсе тăнă тейĕн: ÿкнĕ пек каялла сулăнчĕ те, Веня унăн ÿтне туйса илчĕ, ва­ра унăн аллисем хĕр хулпуççийĕсем çинчен кăлтăрти кăкăрсем çине куçрĕç, ăшă-ăшă пулса кайрĕ алăсене, ăшă тата вăйсăр. Унтан алăсем çеç мар, пĕтĕм ÿт-пÿ хĕр еннелле туртăна пуçларĕ. Темле хĕрсе-пăлханса кайрĕç ăшри пăнчă евĕр юн чăмаккисем, Веня пилĕкĕпе хĕр çурăмне сĕртĕнчĕ те хытса тăчĕ. («Тен, кун пек ытла тăрук? Кĕтмелле, тен, кăштах? Тепĕр тесен тата, ун пек япаласемпе хăтланнă чух ытлашши пакăлтатса тăни сиен çеç кÿрет теççĕ-çке...»). Хал пĕтсе килнĕ пек туйăнчĕ. Чăн та, канлех мар. Иĕрĕнчĕклĕ, йĕксÿ евĕр. («...вăхăт, вăхăт, вăхăт...») Юля пичĕпе çаврăнчĕ Ве­ня енне, куçран тилмĕрсе тинкерчĕ, Веня хăраса кайрĕ, унтан хĕр аллисемпе ăна мăйран çупăрласа тытрĕ те çамкипе янах шăммине перĕнчĕ — Веньăн тарас килсе кайрĕ тĕнче хĕррине («халех мар, халех мар, халех мар, ман пĕр кăмăл та çук халь, пултараймастăп эпĕ халь...»). Веня аптраса ÿкрĕ, пĕлет-ха вăл Юля мĕнлерех хĕр иккенне, илтмен мар ун çинчен, анчах мĕнле сăмахсемпе мĕнле каласа ăнлантармалла-ха? Унсăр пуçне тата, вăл мĕнле хĕрне пĕлнĕ çĕртех килĕштерет-çке-ха ăна Веня, килĕштерет, чун-чĕререн, пĕтĕм кăмăлтан. Юля: ай, ман айванскерĕм, ухмахскерĕм, ну мĕн пăхса тăратăн, поэт, терĕ, вара каллех ун хăлхисене, çÿç пĕрчисене перĕнчĕ, пиншак тÿмисене йăвалама тытăнчĕ. Кунта мар, атя урăх çĕре, кунта хĕрсем пур-иç, терĕ Веня шăппăн-шăппăн («...ай, мĕн кăшкăратăп-ха эпĕ?.. халех мар, ха­лех мар... тен, иккĕмĕш корпу­са кайăпăр, унта пенопласт нумайччĕ, таса та шурă пенопласт... э, сук, унта асăрхама пултараççĕ, луччĕ шыв будкине, анчах будкăра питĕ тăвăр мар-ши, выртмалăх та сук пуль?..»), хай хăюлăхĕнчен хăй хăраса ÿкрĕ Веня, Юльăн хастар-лăхĕпе харсăрлăхĕ самай шиклентерчĕç ăна.
«Мĕнрен тытăнмаллине ниепле те ăнкарса илме çук-çке, нивушлĕ пур-нăç тăршшĕпех çакăн пек виçепе виçсе пурăнмалла? — тăнран кайрĕ Веня, — ялан пĕр япала ман: пуçласса пуçлатăп, прелюдийĕ питĕ лайăх тухать, анчах япалине хăйне выляма пуçлаймастăп ниепле те; э-э, хăратăп, хăратăп иккен, мĕншĕн тесессĕн пĕрремĕш хут, çавăнпа хăрăтăп та... ан хăрасам, ну, тытăн, вунсаккăрта ĕнтĕ эсĕ, ухмах, Китайра, ав, вуниккĕрех авлантараççĕ, тет». Веня, терĕ хĕр, каччă ятне темле асамлăн вылятса; хăвна алла илсем, поэт-и, поэт мар-и эс, аса ил-ха пĕр чăваш поэчĕ каланине: юрат, юрат, юрат, ма тесессĕн юратма — юрать, çутçанталăк юратмашкăн хăй хушать, браво! браво! ăçтаччĕ-ха? Э-э, Культура керменĕнче, тĕлпулу хыççăн, сăра курки умĕнче: литкружокри пĕр çамрăк хĕр ыйтăвне çаплалла хуравларĕ поэт, лешĕ юрату çинчен çырма юрать-и, хăв юратмастăн пулсан та, тесе ыйтрĕ те. Юрат, Ве-еня-я, юрат, çутçанталăк, чăваш поэчĕ пек, юратмашкăн хăй хушать!
— Мускав пуйăсĕ кайнă вĕт, тăрса юлнă ĕнтĕ эсĕ. Е эсĕ самолетпа-и каçхипе? — ыйтрĕ Юля.
— Эп паян мар, — терĕ Веня.
— А мĕн тума вара эс Мускава, Эрмитаж курма-и? — ыйтса пĕлесшĕн çунчĕ Юля.
— Эрмитаж курма та кайса килĕп, унтан Ленинграда, — терĕ Веня.
— Нумайлăха каятан-и?
— Виçĕ çуллăха.
— Виçĕ çуллăха?.. Эп санран чанласа ыйтатăп.
— Эп те сана чйнласа хуравлатăп.
— Ну, сансăр тунсăхласа вилеççĕ вĕт вара ЧО херĕсем...
— Вилеççĕ, тет çав, вунсаккăрмĕ ĕмерте...
Çапла, вунсаккăрмĕш ĕмĕр.
Çав каç вĕсем, столовăйĕнчен тухсан, шоссе тăрах поселокалла уттарчĕç. Каçĕ тÿлек те лăпкăччĕ, чиперччĕ. Çывăрас килмен каçсенчен пĕри. Пĕр-пĕрне аллисемпе çурăмăн аял пайĕнчен çупăрласа тытнă та, шоссе хĕррипе касу ачисем пек пыраççĕ. Умра таранах мар çырма, унта — çурт-йĕр, тахăш организацин сарайĕ-склачĕ. Пĕр-пĕрне пĕр сăмах хушмасăрах склад картишне илсе кĕрсе каякан ансăр машшин çулĕ си­не пăрăнчĕç. Веня ăшра тĕнче пĕтсе килес умĕнхи туйăм амалана пуçланине туйса илчĕ те, хай вăйсăрлăхĕнчен хăраса, куç хĕррипе каялла çаврăнчĕ. («...вутри, шыври ку ме­дичка, ун ытамĕнчен ниепле хăтăлаймăн, канăçсăр та, илемлĕ вăл, пĕрмай шырать, шырать, тупсан ва­ра — вĕçерĕнме ай-яй, ма тесессĕн ăна тивĕçли пинте пĕрре, хăйне тивĕçлисемшĕн хăйĕн шеп кĕлеткине, чысне çеç мар, ылтăн çÿçлĕ çамрăк пуçне те хума хатĕр çав вутри-и, шыври-и...>). Шоссе тăрах икĕ çутă кĕлти чуптара параççĕ — çиле хирĕç тăрса ташласа. Çилĕ сулхăнланнă кăштах, каçĕ пекех тÿлек те ăшă, темле пăтранчăк çил тути пурах çав каç сĕмĕнче. Арпашăнса кай­ре Веня: каялла çаврăнас килнĕрен мар, малалла çитсе тăрсан м ĕ н тата мĕнлерех хăтланмаллинчен хăраса каялла пăхрĕ вăл, уксах ĕне сĕнкĕлтете-сĕнкĕлтете кĕтÿрен уйрăмрах, тырă ани çывăхнерех çÿренĕ пек.
Акă, çитсе те пыраççĕ. Тимĕр алăк. («Ан уçăлтăрах!») Вееняя, тет хĕр, Вееняя, илтетĕн-иии. Мĕскер? Тăп тÿрленсе тăрать каччă. Илтместĕн-им, Вееняя? Илтетĕп, илтетĕп, илтетĕп, хуравларĕ каччă. Мĕн илтетĕн, савниçĕм, терĕ медичка. Сана, тавăрчĕ каччă. Вееняя, эсĕ чăнахах та поэт-и? Çепĕççĕн ыйтрĕ хĕр. Ма ыйтатăн? Ма тесессĕн савнах вĕт-ха пĕр-пĕр чаплă, ăслă, вĕри княгиня Саша Пушкина, е тарăн чунлă, салху куçлă пĕр-пĕр çамрăк мадам хăйĕн пекех çамрăк Лермонтова, терĕ хĕр. Е ытларах чух хăйĕнчен пилĕк-ултă çул аслăраххине, тавăрчĕ каччă. Эпĕ сана юрататăп, Пушкина юратнă пек юрататăп, çуллăрах та çуллăрах илтĕнчĕç хĕр сăмахĕсем. Эпĕ те сана юрататăп, Пушкин юратăвĕпе юрататăп, хумханса тавăрчĕ каччă. Пĕр хушă нихăшĕ те чĕнмеççĕ. Иккĕшĕ те вакка чăмас умĕнхи пек тарăннăн та, сывлăш çитмесле сывлаççĕ. («Е, тен, сăвă вуламалла? Ытахальтен-им Пушкинпа Лермонтова тапратрăмăр? Мĕн çиччен вулас-ха, çăлтăрсем çинчен-и? Тата мĕнлерех пуçламаллам-ши? Итлесем, савниçĕм, манăн чи чаплă сăввăма, темелле-ши? Сан куçусем, тарăн та синкер куçсем çуратнă çак сăвва — сан куçусем...»)
Иккĕшĕ те тытăнасшăн, ытлашши нумай кĕттерсен, çунса ирĕлсе кай­ма пултарать. Анчах пĕри, пуçлама тивĕçли, хăй тивĕçĕнчен те мар, пуласлăхран та мар, пĕлменлĕхрен, хăй тĕттĕмлĕхенчен хăраса, ниепле те тытăнаймасть. Тепри вара, ăна-кăна тĕрлĕрен процессен ячĕсем таранах чухлаканскер пулин те (тĕрĕссипе, ытларах çав япалапа çыхăннă чир-чĕр ячĕсене хутлав таблицине пĕлнĕ пекех пĕлекенскер), хăйне ытла чарусăр кăтартасшăн пулманнипе çеç тытăнаймасть, пĕр-пĕр хваттерте, урăххипе пулнă пулсассăн, тен, паçăрах тытăннăччĕ те пулĕ, анчах та уй варринче, сарай çумĕнче хÿтлĕх шыранă самантра йывăр иккен ăшри хевтÿне тĕппипех çулташна парасси. Тата, мур пĕлет-и, пурнăç çулĕсем ăнсăртран çак сарай хÿттинчех хĕресленĕç те малалла та пĕр йĕрпеле чуптарĕç — вара ĕмĕр тăршшĕпех сăмах пĕтмĕ, çавăнпа та пĕрремĕш хут, тĕрĕс-тĕкел пек курăнмалла, хăтланмалла, антив, таса та сăваплă хĕрлĕхне эпĕ илтĕм унăнне, тесе шутлатăр. Хăй, ахăртнех: пĕрремĕш хут пулас, ах, юратмастăп-çке пĕрремĕш хут çеç кураканнисемпе, ыт­ла та нерĕç, ытла та ачалла, сăмах та сăмах кăна, сăмахпа çырлахмалла-и-мĕн, е поэтсем пурте çавнашкал-ши вĕсем? Тен, ăна манри хĕрарăмлăх мар, сăввисене итлекен çеç кирлĕ? Ахальтен каламаççĕ-çке таçти урăх галактикăран вĕсем, сăвăçсем, тесе?
Манăн сана пĕр япала каламалли пур, Юля, терĕ сасартăк Веня, унăн сасси каçхи шăплăхра çумăр чашлаттарса çунă пекех илтĕнчĕ. Кала, эппин, терĕ Юля, ăшĕнче: тинех тытăнчĕ, шеремет, атту кĕтсе чун тухать вĕт, тесе шухăшласа илчĕ. Юля, санăн чуну таса-и? ыйтрĕ сасартăках хăрушла çинçе сасăпа Ве­ня. Чун («ну, мĕскер сÿпĕлтетсе тăрать-ха вăл, ача-пăча...»)? Юля, хуравла, ма чĕнместĕн, хуравласам, Юля, тепĕр хут ыйтрĕ Веня, анчах хĕр пĕр самантрах чĕмсĕрленсе, тĕссĕрленсе кайрĕ — темскер çурăлса кайрĕ тейĕн ăшĕнче.
Атя каялла, терĕ вăл. Çук-çук, Юля, ăçта васкас, каçĕ епле ытамлă, пакăлтатрĕ Веня, анчах сăмаххисем унăн, сывлăш евĕр, куçа та курăнмарĕç, хăлхана та кĕмерĕç. Юля, Юля, атя сада çул тытар, унта, садра, питĕ-питĕ илемлĕ, унта улмуççисем, шурă-шурă улмуççисем, паллах, халь шурă мар вĕсем, çуркуннепе çеç шурă-шурă вĕсем, халь вара, каç чăтлăхĕнче, хура та хыткан, армак-чармак. Юля чĕнмерĕ, хăв эсĕ, ача-пăча, улмуççи туратти, армак-чармак хыткан, тесе шутласа илчĕ çеç.
Эй, уçлăх! кăшкăрса ячĕ сасартăк Веня, илтетĕн-и эсĕ мана, уçлăх (уçлăх илтмест), куратăн-и эсĕ мана, уçлăх (уçлăх курмасть), туятăн-и эсĕ мана, уçлăх (уçлăх туймасть), эй уçлăх, эпĕ те сан пекех уçлăх, эпир иксĕмĕр те уçлăхсем, пĕлетĕн-и эсĕ, уçлăх (уçлăх пĕлмест), кăшкăрчĕ те кăшкăрчĕ Веня, пăшăлтатрĕ те пăшăлтатрĕ. Е, тен, пачах та нимĕн те тумарĕ вăл тута-çăвар таврашĕпе, тен, уçлăх хăй, ытлашши сисĕнкĕ пулнăран, тем илтме пултарнă, тем туйма пултарнă. Эй, уçлăх! кăшкăрчĕ Веня, уçлăх, уçăлсам! Уçлăх ни кăшкăрмарĕ, ни уçăлмарĕ.
Юля, эй, Юля, çаврăнса (!) пăхса илсем ман çине (?) эпĕ сана юрататăп (!?) Юля-----
Çитет çапкаланса çÿресе, пĕрех пулмарĕ кĕçĕр, луччă çывăрас кайса, хăйне хăй вăрçрĕ хĕр. Кăмăлĕ кала­ма çук пысăкчĕ унăн çак каç, анчах ма хĕр пулса çуралнă-ши пĕреххут, епле калăнха ман санпа çума-çумăн пулас килет тесе? Шăпа-тăк шăпа телейсĕр чăваш хĕрĕн, шухăшларĕ райцентрта çуралса ÿснĕ телейсĕр чăваш хĕрĕ: мĕн тăвас килнине те тăваймастăн, тьху, тĕттĕмлĕх, провинци, Швецире, ав, тĕнче-тĕк тĕнче! Секс ыйтăвне тахçанах татса панă ĕнтĕ тĕнчере, эпир çеç, мĕскĕн чăваш хĕрĕсем, ача пăрахма та вĕренсе çитеймен-ха путлĕ, тарăха-тарăха калаçрĕ Юля: те тĕлĕкĕнче, те чăн.
Поэт вара, мĕскĕн чăваш поэчĕ, çамрăк поэт, юрату çинчен, Юльăн чапĕпе вилĕмсĕр илемĕ, мăнкăмăллăхĕпе шурă-шурă вăрăм урисем, ăшри тасалăхĕпе тулашри кĕвĕçмелле асар-писер хитрелĕхĕ, турăлăхĕпе шуйттанлăхĕ çинчен шутларĕ канăçа пĕлми, чунне, ăс-хакăлне, ÿт-пÿ туйăмлăхне ăшаларĕ шухăш çатми çинче. Куçĕсем çав самантра унăн ирхи чечек çинчи сывлăм евĕр йĕпе те сивĕччĕ, сăнĕ каçхи шăпчăк евĕр çăмăлкка та вĕлтĕртиччĕ, антăха-антăха илем тулăкне ăша хыватчĕ çав самантра поэт. Анчах поэтсем чăнахах та çĕр çинчисем мар пулĕ, каç шăплăхĕнче хĕрарăма ыт­ларах чух мĕн кирлине чухласа илмелĕх те ăс çитереймеççĕ пулсан, çавна ăсласа илмелĕх те ăсе çит-мест пулсан вĕсен, — анчах вĕсен урăхла ăс, вĕсен ĕмерхи ăс, вĕсен сăваплă ăс, вĕсем çĕр лаприне асăрхамаççĕ, вĕсем шурă хутпа, чаплăран-чаплă, тÿрĕрен те тÿрĕ, мăнаçран та мăнаç кĕвĕпе кăна пуплеççĕ. Хĕрарăмшăн вилеççĕ, мĕншĕн тесессĕн хĕрарăм — уçлăх илемĕ, хĕрарăма кураймаççĕ, мĕншĕн тесессĕн хĕрарăм — хура та нĕрсĕр, выçкăн та çăтăх. Тĕнче тĕрлĕрен, сăвăҫ кĕнчели те тĕрлĕ. Тăвас тенине те тăвайман сăвăç сăвăç-и вăл? Шухăш-ласа хума та ĕлкĕреймен — туса та хунă. сăвăç-и ку? Е вăл, е ку. Е пĕ­ри, е тепри. Мур пĕлет-и, тепĕр те­сен.
Ан килен, Веня.
АН кулян.
Эпĕ сана саватăп, Юля, тесшĕнччĕ вăл, анчах чĕлхе мĕн тет-ха: сана савиччен çак тĕттĕм каçа савăм, тет. Лăпчăнсам хам çума, ман сана сивĕрен хÿтĕлес килет, тесшĕнччĕ, чĕлхе вара хăйĕннех перет: сана ыталиччен хăрăк юман тураттинчен çакăнса тăракан виçе вĕçлĕ вĕрен ункине кайса чикем пуçа, тет. Юля, манăн сана хам ăша илес килет, тес­шĕнччĕ, анчах: Юля, манăн сана курас килмест, тет.
Аптраса укнĕ Юля каялла çаврăнса пăхмасăр поселокалла чуптарчĕ. Пуçра тĕрлĕ шухăш мĕлтлетрĕ: хăрушă чир, мани, шиз, паранойя, шиз, ухмах, тăмпуç! Халех психушкăна!
Юля, Юля, ăçта чупатăн, мĕн пулчĕ сана, Юля, хăваласа çитесшĕн тапаçланчĕ Веня.
Тархасшăн, ан çулăх ман çума, нĕрсĕр те мемме эсĕ, кăшкăрчĕ хĕр.
Юля, Юля, каçарсам мана, ăнлансам, каçарсам, Юля, океан çурăкĕнчен пек янраса-чĕтренсе тухрĕ пыртан туртăнса ларнă хирĕнчĕк сасă.
Сентименталист, кивелккă, — кашкăрчĕ те кăшкăрчĕ ăна хирĕç хĕр,— XVIII ĕмĕр юлашки! Чухăн Лизасене савас пулать санăн, неччу XX ĕмĕр хĕрĕсем хыççăн чупма! Кама кирлĕ эсĕ хăвăн ÿпке пек чăвашла сăмаххусемпе! Ÿпке мар, чĕре, вĕри чĕре кирлĕ паянхи хĕрсене, вĕри чĕре тата вĕри юн!
Монолог-тăк монолог, тавăрчĕ Ве­ня, XXVIII ĕмĕрте ĕнесем, е, тен, пăрусем калаçа пуçлĕç çакнашкал. Вĕри чĕресемпе вĕри юнсене вара мансăрах туп, хăвах шыраса туп, хамăн таса вĕри юна санпа пайлама намăса пĕлес пулать!
Ухмах! Пакăлти! Ÿсентăран!
(Ха-ха-ха.)
Итле-ха, çĕт куç умĕнчен, ман са­на курас килмест, тÿсме пултараймастăп, чăтаймастăп, эсĕ — Бенджи, ухмах Бенджи эсĕ!
(Эс малтан чăтса кур-ха, кайран сăмахне кала, хуравласшăнччĕ Ве­ня.)
Мĕн калаçатăн, мĕскер Бенджийĕ пултăр манра, çавна та пĕлместĕн, Бенджи, Бенджи! Ухмах-тăк ухмах пултăр вăл, Ухмах Иăван пекки, тăванни, хамăрăнни!
Эй, ачу-пăчупа, мĕне кăна вĕрентеççĕ сире унта филфакра, Фолкне­ра та вулаттармаççĕ пулсан! Юбка хыççăн чупма та, Фолкнера вулама та вĕрентмеççĕ пулсан сире, мĕнле филфак вăл сирĕн!
Кушак амисем! Уткасакансем!
Итле-ха, Веня, сана эп арçын ача пуль тенĕччĕ, паянтан вара иккĕлене пуçларăм, е гомосек е герма­фродит эсĕ!
Чăнах та, ку тарана çити хĕрарăм хăйне сĕннĕ чух хĕрарăмран таракан арçын ачасене курма тÿр килменччĕ халиччен Юльăна.
Ан лăпăртат, пÿлчĕ ăна сасартăк хаяррăн Веня.
Пуçра пĕр шухăш: Бенджи, Бенд­жи, Бенджи!
Вара вĕсем, уйрăлса, ик еннелле уттарчĕç: пĕри — каялла, тепри — поселокалла.
Сарай хыçне çите пуçласан, хăлхана çырмари шапасен шăв-шăвĕ пырса кĕчĕ. Темĕнле ытла та палланă пек вĕсен юрри. Чим-ха, ытла та лайăх пĕлнĕ сасă... Çапла, Юля сасси, Юля юрри. Юля. Савниçĕм, савни...
Пысăк та вăйлă туйăм яваласа илчĕ поэта сарай хыçĕнче, вара вăл малтанласа чылайччен тем пирки шухăша кайса тăчĕ, унтан пăшăлтатса вырăсла сăвă вуларĕ, аллисем вара хăйсем тĕллĕнех вĕриленсе пăчăртанчĕç, сăвă йĕркисем вĕрирех те вĕрирех, çулăмлăрах та çулăмлăрах юхрĕç каç сĕмĕнче...
Сивĕ. Сулхăн. Çил.
Аякра, поселокра — çутăсем.
Çырмара — шапасем.
Поселокра та — Шапасем.
Тата — йытăсемпе Йытăсем. Чи пысăк йытă студентсенчен инçех мар пурăнать — унчченхи райĕçтăвком председателĕ килхушшинче. Чаплă та мăнкăмăллă йытă вăл, хуçи пекех, чĕнессе те ют чĕлхепе чĕнеççĕ-çке-ха: Октоубэ — Октябрь, Юпа.
Веня васкамасăр поселока утса çитрĕ те чÿречерен карăнса пăхрĕ. Пÿлĕмре — çутă. Поселокри «мăкăльсенчен» пĕри — Сейф хушма-ятлă услап лара ларать унăн кравачĕ çинче. Юльăпа пĕрле. Чуптăвашаççĕ.
Чÿречерен шаккарĕ Веня. Сейф тĕлĕнерех чÿрече патне пычĕ те, Веньăна курсан, Старик, каçар эс ма­на, пĕр-ик сехет чăт ĕнтĕ, ав çавăнта, çырма леш енче, хурăн катинче уçăлса çÿреймĕн-ши пăртак, э, терĕ. Ан хăра, Сейф, кăмăлсăррăн тавăрчĕ Веня, эпĕ каятăп, кирлĕ мар мана сан аму та, кату та. Ăçта? асăрханса ыйтрĕ Сейф. Аçта каясси — ман ĕç, терĕ Веня, эс мана кравать айĕнчен ман сумкăна тупса пар-ха. О'кей, Сейф те савăнса, те хăраса кравать айне пуçне чикрĕ. На, тыт, терĕ вăл тепĕр минутран. Çулу такăр пултăр, скатерть пек, Веня сумкине хулпуççи урлă çакрĕ те шоссе тĕрах Калининăна уттарчĕ. Вунçичĕ çухрăм...
Çапла, пур енчен пăхсан та, XVIII ĕмĕрти юрату эпилоге.
Ĕмĕрсен туйăмлăха ăнланас расналăхĕ пĕтерсе пăрахрĕ ĕç-пуçа. Расналăхĕ çеç пулинччĕ — тĕрлĕрен вĕрилĕх, тĕрлĕрен хăвăртлăх. Пĕр-пĕринпе ниепле те килĕшсе тăма пултарайман темпераментсем.
Чылайччен тел пулманччĕ пĕр-пĕрне унтанпа. Темле ăнсăртран тĕп корпусра тĕл пулчĕç.
Салам, эскулап, тере Веня.
Привет, поэзи, тавăрчĕ Юля. Ăçта чуптаратăн?
XVIII ĕмĕрĕн чиккине.
Иксĕмĕрĕнне-и?
Сан та пырассу килет-им? — Ыйту çине ыйту.
А мĕн, санпала кирек ăçта та пыратăп эпĕ, эсĕ шанчăклă, тĕкĕнес çук кирек епле лару-тăрура та, кулчĕ Юля.
(Ку вăхăталла университет масштабĕпе самаях паллă çынччĕ ĕнтĕ Веня: пĕр-икĕ хутчен ун сăввисем журналсенче çапăнса тухнăччĕ, те­левидении çамрăксен программинче те сăвă вуланăччĕ вăл, унтан тата университетри «Ульяновец» хаçатăн кашни номерĕнче тенĕ пекех ун статйисем çапăнатчĕç.)
Хăçантанпа? Пурăнса йăлăхтарчĕ-им вĕри чĕресемпе? — ыйтрĕ Веня вăлтарах.
Хуть те хăçан, яланах — тути йăл-йăл çиçет Юльăн.
Вара пĕр-пĕринчен уртăнса университетран тухрĕç те студгородокалла уттарчĕç.
Ăçта каятпăр эпир? ыйтрĕ сасартăк Веня.
Хуть те ăçта, чеен кулса ответлерĕ Юля.
Ăçта вара вăл, хуть те ăçта?
Ăçта? Чунсенче пуль, ахăртнех, тавăрчĕ хĕр.
Хăшпĕр хăтланкаларăшсенче марччĕ-и çав? тĕртсе илчĕ Веня.
Чун хăтланусенче палăрмасть-и вара? тарăннăн хуравларĕ-ыйтрĕ Юля (Энгельсина доктор пекех, шутласа илчĕ Веня; Энгельсини кан­дидат кăна-ха, анчах темшĕн, те юратса, те кураймасăр, Веня ăна ăшĕнче доктор тет яланах; диамат-па Веньăна «неуд» лартса панăччĕ те Энгельсина, çавăнпа çав диамат шурлăхне чăтма пултараймасть Ве­ня).
...Кайран вĕсем сывпуллашнăччĕ. Ну-с, Бенджи, чао, тенĕччĕ Юля. Чао, Джулия, чао. А-а, çапах та вуласа тухма хал çитертĕн-им? çук, уншăн мар, эсир сăмах чăптисем-çке. Эсир вара ÿт-пÿ чăптисем, касма та чăлахлама çеç пултаратăр. Урăх ним тума та. Хăратăп эпĕ сиртен, кураймастăп сире, çын чирĕ çинче пуйса, укçа çапса пурăнатăр! эсир, чир-чĕр ĕрчетсе хăвăра кирлĕ пек. Эсир хăвăр — чир! Çăпан — халăхăн хул хушши айĕнчи! Цице­рон, Медицина Сиенĕ çинчен... Ан кул, терĕ Веня, вара сăмахне малалла тăсрĕ: хӳме, хӳме, хӳме, хӳме. Тата йăмăкăмăн вараланчăк йĕм тĕпĕ, каллех хӳме, хӳме, хӳме, чупаççĕ,! Чупаççĕ,, чупаççĕ, çунаççĕ, çунаççĕ,! Çунаçĕ, хÿме, хÿме, хÿме... Чупаççĕ, чупаççĕ, чупаççĕ... А-ав çав хĕрлĕ кирпĕчлĕ çурт хыçне илсе каяççĕ, Бенджи, хуйса ан кай, асту! Оо, йес, ман васкас пулать, чао! Мана, мĕскер, ăсатса та ярасшăн мар-им? Сельхоз общагине-и? Ма — сельхозăнне? Ну, физвосăнне. Тен, филфакăннех, а? Ман пÿлĕме-и? Тен? Эппин, айта. Ăслă чăваш хăнана яланах уçă алăкпа кĕтсе илекен! теççĕ, чăн та, çамрăк ăслă чăваш (е| тен, ăслах та мар-и вăл) хăйĕн хитре хĕр хăнине алăка уçсах кĕтсе илчĕ, вара каярах çеç, пĕр хушă ĕçкелесе! сыпкаласан, алăк çăри икĕ хут çаврăнса шăкăрт çеç питĕрĕнсе ларчĕ...
...• 4 троллейбус çитсе чарăнчĕ те, Ну, чао! терĕ Веня.
Тăхта-ха, Бенджи, тăхта, чĕнчĕ ăна Юля, манăн та 4-пе каяс пулать.
Лар, терĕ Веня.
Ларчĕç.
Веня икĕ билет туянчĕ.
Ман единый, тере Юля.
Маттур, апла пулсан, терĕ Бенджи.
Шăв-шавпа хаярлăх, аса илчĕ Джули.
Хаярлăх генезисĕ — шăв-шав, анлантарчĕ Бенджи.
Шăв-шав генезисе вара — шăплăх, ăнланчĕ курăнать Джули.
— Э-эй, Авташкин, — илтĕнсе кай­ре троллейбус тепĕр вĕçĕнчен темле ытла та хаваслă сасă.
Карт сикрĕ Авташкин.
— Салам, Авташкин!
Кăсăя сасси. Кăсăя! Синицын. Пĕр курс каярах вĕренет. Сахал мар чей ĕçнĕ пĕрле, сахал мар сăвă каланă, чăваш мĕнне те пĕрлех пуçа хунă.
— Саламлатăп, Вениамин. Тивĕçлипех саламлатăп. Пултаратăн, чăваш ятне çирĕп тыт, çилçунатçă ятне ан çĕрт! — пехиллерĕ Кăсăя.
— Эй, Мускаву-качку...
— Ну, Вениамин, кирлĕ мар пĕчĕкленме!.. Ăçта çаклатса янă вара эсĕ кунашкал хитре чиперккене? Салампи те юнашар тăма именнĕ пулĕччĕ сирĕнпе, мадемуазель, — хăлаçлана-хăлаçлана калаçрĕ Кăсăя,— чăн-чăн Изольда вĕт эсир.
—- Ара, нимсĕр хулара та нимсĕрех мар пуль ĕнтĕ,— терĕ, айăплăн кулса, Веня, тутисене юриех юратуллăн сарса — часрах хăпасчĕ Кăсăяран тесе.
— У-у, масштаблă шухăшлан, Мускавла шухăшлан! ахăрса-кулса ячĕ те Синицын-Кăсăя, трол­лейбус чарăнчĕ, вара Кăсăя, анас умĕн тесе, каллех тем хăлаçлана-хăлаçлана: «Эс, Веня, асту, «çилçунат» шанăçне тÿрре кăлар, эс— пирĕн çăлтăр, халлĕхе>, — терĕ те йăпăрт кăна сиксе анса юлчĕ, пĕтĕм трол­лейбус пĕрре Синицын-Кăсăян кăсăя хырăмĕ евĕр çурăмĕ çине, тепре çаплипех-ха кантăк витĕр тулалла пăхакан Авташкин çиине, тата тепре хальтерех шавласа иртнĕ интермеди яхăнне те пыман Изольда çине тинкерсе пăха пуçларĕ — савăнса та шĕкĕлчесе: ăçтан сиксе тухма пултарнă çакăн йышши типсем, вăтăрмĕш çулсенчен тăрса тарса килмен-ши тесе хăра-хăра.
— Ну и поэт, — терĕ Юля кулса. — Наци малашлăхĕ.
— Çук-çук, ним тусан та. Паянхи кунĕ те вĕсем мар,— хăвăрт хирĕçлерĕ Веня. — Тата Кăсăя нихăçан та поэт пулман та, пулаймĕ те. Кăсăя çилхăван йышшисенчен.
Пĕр хушă шăп тăрсан, Юля юриех пуль: «Итле-ха, мĕнле кайăк вăл, кăсăя?» — тесе ыйтрĕ.
- Синица, —тавăрчĕ Веня. Урăхла каласа пурпĕрех ăнлантарайман пулĕччĕ.
Николаев урамне çитеспе Веня хăй анассине пĕлтерчĕ. Эпĕ те анатăп, терĕ Юля. Веня: Ăçта каян? те­се ыйтрĕ. Санпала, терĕ Юля. Ăçта, манпала? Ман пата, хăнана, е пырса курасшăн та мар-и эсĕ эпĕ мĕнле пурăннине? Аçта пурăнатăн вара эсĕ? Кунтан инçех мар, виçĕ утăм кăна. Кампала, инкÿсем патенче-и? ыйтрĕ Веня. çу-ук, хам килте, йĕкĕлтерех тавăрчĕ Юля. Сан кил те пур-и вара Шупашкарта, çукчĕ-çке унччен? Ĕмĕрех çук пулмалла-и ва­ра, çук-тăк, тăвас пулать, чеен кулса пĕлтерче Юля, обмен туса пачĕç мана папмам. А-а, тинех тавçăрса илчĕ Веня, пĕчченех пурăнатăн-и вара, хăрамастăн-и? Хăратăп çав, çавăнпа пĕччен пурăнмастăп та, упăшкампа. Упăшку ăçта вара, мана кĕртет-и-ха хăнана? Упăшка командировкăра, сасăпах кулса ячĕ Юля, тĕплĕскер иккен эсĕ, ну, пыратăн-и?
— Атя.
Юля чавсаран уртăнчĕ те, Веньăна ăшă хÿмĕ, хĕрарăм хÿмĕ пырса çапрĕ, хум кĕпе витĕр ăшалла кĕчĕ, кăтăклана-кăтăклана пуçалла хăпарчĕ, юлашкинчен пуç мимине çавăрттарма ерчĕ.
— Бенджи, — терĕ Юля, чĕпĕ евĕр, куçне мăчлаттарса, — Бенджи, эсĕ чисти Байрон паян.
— Ну-ну, Турци султăнĕн гаремне çакланнă Чайльд-Гарольд. Хыçалтан пăхас пулать экспонатсем çи­не, тата алăпа тĕкĕнме юрамасть,— шутласа илчĕ хăй ăшĕнче Веня, çа­пах та, куларах пулин те, Байронпа танлаштарни хăйне, мĕнле калас, кашăкпа шÿрпе сыптарнă пекех аван туйăнчĕ.
Çав вăхăтра çурăм хыçĕнче урхамах кĕçеннĕ евĕр чăн-чан! сасă янăраса кайрĕ:
— Авташкин! Авташки-ин!..
Хытса тăчĕ Авташкин. Юля та карт сикрĕ.
Илтетĕп пулин те, илтмене перес, шутласа илчĕ Веня.
— Э-эй, Авташки-ин!.. Илтместĕн-им?.. — Çывăхарах та çывăхарах сасă.
Веня çаплипех малалла утать.
Хăлха çумĕнчех пăрулас ĕне пек хашлатса сывлани илтĕнсе кайре.
— Кăшкăрап-кăшкăрап, эс çаплах утан, эп тата хытăрах кăшкăрап, эс тата хытăрах утан. — Ку — Олег Воробьев, пĕрле вĕреннĕ тусĕ, пĕр класра, пĕр кĕтесре тăн пухнă.
— Машинăсем шавлаççĕ те, ăçта унта илтме,— тÿрре тухма хăтланчĕ Веня, унтан: витĕмлĕ мар, юри тарап тесе шутласа илĕ тата, сăмахламалла та сăмахламалла манăн, эпĕ аванмарланни ан курăнтăр.
— Ăçтан? —- тÿррĕн ыйтрĕ Во­робьев.
— Хутла вĕренсе таврăнатăп та ав, — хуравларă Веня, ăшĕнче Олег ыйтнишĕн савăнса, атту хăйĕн мĕн те пулин шутласа кăларма лекетчĕ.
- Курăнать çав, пĕрре пăхсах,— те кулса, те чăнласа пуçне сĕлтрĕ Воробьев. — Халь ăçта?
Хыçран сыхласа çÿрекен вĕшле йытă пекех, мĕлтлетсе илчĕ пуçра,— чăн-чăн Барбос, Шупашкар варианчĕ.
— Хăнана.
— Ăçта — хăнана? Хамăр классем патне-и?
— Ман пата, — терĕ сиввĕн Юля, Воробьев Олег çине ĕне-выльăх çи­не пăхнă пек пăхса.
— Апла — пардон, мадам,— Олег Воробьев каялла çаврăнчĕ. — Авташкин, яла хăçан каятăн?
— Тахçан, пĕлместĕп, — терĕ Веня.
— Ну, латнă, эп вĕçтерем-ха, — Воробьев хăй çулĕпе уттарчĕ тинех, вара Юля аранах ирĕклĕн сывласа ячĕ.
Юля пурăнакан çурт умне çитме те ĕлкĕреймерĕç, аялти хутра вырнаçнă кафе-мороженăйран икĕ çамрăках мар хĕр кăвакалсем пек шиплетсе тухрĕç те тÿрех Веня умне пырса тăчĕç.
— Салам, — терĕ Веня, кĕç-вĕç çĕре персе анасла.
— Салам, салам, Авташкин, мĕн туса çÿретĕн? — Хĕрсем куласса пÿрт тăррине хăпартса çакнă тăм пукане евĕр кулмасла, ăнланмасла кулаççĕ. — Ай-яй, асту, вырăс майрисене хулран çаклатнă та калаçасшăн та мар...
— Мĕн вырăс майри ĕнтĕ, сирĕн пекех чăваш пики, — кулса-шÿтлесе ирттерсе яма хăтланчĕ Веня.
— Пирĕнни пирĕн пекех мар та, русски отделенинчен пулма пултарĕ...
— Юрать, хĕр чĕпписем, вĕçтерĕр апла хăвăрăн каччăрсем патне, атту хурланнипе чĕлĕм туртма ерсе кайĕç тата.
— Ай-уй, пăх-ха эс ăна, Мускава куçать те пире палламасть те.
— Ну-у, сире палламасан ĕнтĕ! Тава тивĕçлĕ учительницăсем пулма турă вăй-хăват патăрах сире!
— Турра ĕненместпĕр çав, — пĕр харăсах ответлерĕç хĕрсем.
— Ра-ая-я-а!.. — илтĕнсе кайрĕ урам леш енчен. Çаврăнса пăхрĕç те
Тамара Сахманова. Пысăк сумккине тем тултарнă та каснă-лартнă буфетчица евĕр тăра парать.
— Ну-с, хĕрпикесем, а-ав сирĕн каччăр çитрĕ, — терĕ те Веня, тарма сăлтав тупăннишĕн савăнса хăвăртрах Юльăна аллинчен ярса тытрĕ.
— Асту, Авташкин, пире манса ан кай, сан патна Мускава хăнана пыр­са курас тетпĕр-ха, — сывпуллашрĕç шапăлти чăваш хĕрĕсем.
— ЧОран-им? — ыйтрĕ те кĕвĕçерех, те йĕрĕнерех Юля.
— Чăваш уйрăмĕнчен, аха, — тавăрчĕ Веня аванмарланса.
«Мĕн япала ку паян? — шутларĕ хăй ăшĕнче. — Урама тухма та çук, кашни кĕтесре палланă сасă, палланă хускану, палланă çын. Мĕнле пурăнмалла капла? Малтан ун пекех марччĕ-çке. Пурте пĕр стаканра ишсе çÿреççĕ тейĕн. Пĕр салонта лараççĕ.»
— Хула-тăк хула, — ун шухăшне вуларĕ тейĕн Юля, — пĕр сăмах кăна ĕнтĕ — провинци. Периферия. Пĕр утăм тăваймастăн вĕт пĕччен. Пин куçлă та пин хăлхаллă апăрша хули. Иăлтах илтеççĕ, йăлтах кураççĕ, йăлтах куç умĕнче. йăлăхтарчĕ веç пурăнса. Луччĕ пĕр-пĕр Таймыра кайса пурăннă пулăттăм.
— Çапла, — ун хуйхине пит аван ăнланчĕ Веня. —- Тав турра, ман одиссея вĕçленчĕ халлĕхе, татăлчĕ.
— Эс ан таврăн Мускавран, май туп унта мĕнле те пулин юлмашкăн, таврăнсан кайран хăвна ĕмĕр тăршшĕ ÿпкелесе пурăнăн. Не упускай такую возможность. Халь нимех те мар-ха сана, эс авланса пăх, унта вара пурнăç пĕтрĕ. Хупăнса-питĕрĕнсе сĕтел айĕнче лармалли çеç юлать. Алран çавтăнса пăх-ха унта пиччÿпе те пу­лин, кам та пулин куратех. Хăв курмастăн никама та, сана пĕрех кураççех. Вара элек тухать. Лайăх çав аякри хуласенчен килнĕ хĕрсене, а мĕн эпир — ялтан тухнăскерсем... Яла та сăмах çитет. Вăт çапла...
Текех урама тухмарĕ Веня. Шăнкăравласса пĕр-икĕ хутчен шăнкăравласа илчĕ те паллан-тăвансем патне, чирлесе ÿкрĕм тесе каçару ыйтрĕ, хăнана çÿрес темерĕ. Çĕрĕпе, тепĕр кунне кунĕпе Юльăпа иккĕшĕ пулчĕç вĕсем, каç пулттипе вара, пуйăс каясси çур сехет юлсан, вокзала уттарчĕç.
Никама та курас марччĕ тесе, юриех кĕтесерех пытанса тăчĕç. Юля хăйĕн юратăвĕ çинчен каларĕ-каларĕ, Веня ытларах чĕнмесĕр тăчĕ.
Хыттăн ахăрса кулни илтĕнсе кайрĕ инçех мар. Веня çаврăнса пăхрĕ те Альтюка курах кайре. Тем çÿллĕш патвар арçынпа тата аппăшĕпе тăраççĕ. Виççĕшĕ те хĕвел пекех кулаççĕ. Веня çурăмĕпе çаврăнса тăчĕ вĕсен енне. «Мĕскер халĕ те килсе тăратман паян пуйăсне?— вĕчĕрхенчĕ вăл. — Атту пулсан кĕрсе лармалла та».
Тепĕр самантран пуйăс вырнаçса тăчĕ те, Веня хăвăртрах вакуна кĕрсе ларчĕ. Тапранса каясси пилĕк-ултă минут юлсан. Юля анчĕ. Чÿречерен калаçса тăчĕĕ. Юри тенĕ пекех, Веньăн вакунĕ шăп та лап вокзал çуртёнчен платформа сине илсе! тухакан алăкпа тĕлме-тĕл.
Юля хĕрсех тем çинчен (Веня чăнах та илтмерĕ, чăнах та илтес тумарĕ) хĕрсе кайса калаçнă чух вокзал алăкĕнчен икĕ эрĕш-мерĕш кĕлетке вирхĕнсе тухрĕç. Веня, курăнас мар тесе, айккинерех пăрăнса тăчĕ, Юля ăнланаймасăр: Веня! Веня! тесе чĕнчĕ, анчах икĕ кĕлетке Веньăна асăрхама ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, чÿрече патне чупса пычĕç те: О-о, салам! терĕç. Салам, савăнна пек курăнчĕ Веня. Каланăччĕ-ха Хрум, са­на, Мускава куçараççĕ тесе, апла каятăн ĕнтĕ, да? Çапла, терĕ Веня, кайса пăхас терĕм. Веня, часах тапранса каятăн вĕт, на-кă, терĕç те чÿречерен сумка тыттарчĕç, эпĕр çиччас. Кусем те Мускава пыраççĕ-ши, шухăшласа илчĕ Веня, çав вăхăтра хăйсем те çитсе-кĕрсе тăчĕç. Ну, ус, Санкжов, терĕ Генни, виçĕ минут юлнă. Санюковĕ тăрмашать-тăрмашать, кĕленчи уçăлмасть. Тай хама, терĕ те хаçатра ĕçлекен фото­графĕ, самантрах уçрĕ. Ĕçрĕç. Веня ура çинчех, Юля çине пăхса тăрать. Яр, старик, терĕ фотограф-Гена. Ве­ня стакана ÿпĕнтерчĕ. Санюковне стакан пачĕç. Санюковĕ: итле-ха, Ге­на, мĕн эс мана сахалтарах ярса па­тăн, терĕ. Ĕç часрах, икĕ минут та­та, кунта микрофон умĕнче мар, хуравларĕ Гена, вара Санюковĕ ĕçрĕ. Татах тепрер. Ну-и, старик, тавай, лайăх пурăн, лайăх верен, терĕ Са­нюков Веньăна. Санюков патне пĕр-икĕ материал çаптар уйăха, укçа вăл этеме пăсмасть, уйрăмах студента, терĕ фотограф-Гена. Унта ман «Ре­портер» çук-çке, тÿрре тухас пек каларĕ Веня, Санюковĕ: юрату çинчен çыр, терĕ, юрату çинчен шавламаççĕ, çавăнпа та микрофон умĕнче мар, хут умĕнче чуна уçаççĕ. Ну, пока, старик! терĕ те фотограф-Гена, Санюковпа иккĕшĕ мĕнле чупса килнĕ, çавăн пекех чупса каллех вокзала кĕрсе çухалчĕç.
— Эсĕ мана манмăн-и, Веня? — чĕтренкĕ сассипе ыйтрĕ Юля.
— Çук-çук,— терĕ Веня.
— Веня, эсĕ мана каçар, юрать-и? терĕ хумханса-пăлханса, макăрасла Юля.
— Мĕскер каçарăвĕ, — ăнланаймарĕ Веня.
— Пĕлтĕрхишĕн, стройотрядришĕн, — макăрса ярас пек Юля.
— Аса ан ил эс текех ăна, — лаплантарчĕ Веня.
- Каçаратăн-и, Веня, каçаратăн-и?
— Тахçанах каçарнă ĕнтĕ эпĕ са­на. Юля, Джули...
Пуйăс йывăррăн туртăнса вырăнтан хускалчĕ. Юля пуйăс хыççăн темиçе утăм турĕ те аллипе сулма тытăнчĕ.
Веня, хурланчăк куçĕсемпе Юля çине пăхса тăраканскер, сасартăк вок­зал алăкĕ çумĕнче Сильвестрова
асăрхарĕ. Шлепкепе, тĕссĕр плащпа. Аллинче — папка. Юратсах каймасть Сильвестрова Веня. Веня кăна-и, — пурте. Пĕрре юлташĕнчен пĕр хĕвеланăç рок-группин кассетине çыртарса илнĕччĕ Веня, çырнă чухне ăнсăртран Сильвестров çеçчĕ пÿлĕмре, çапах та тепĕр виçĕ кунтан Веньăна, унтан юлташне университетра чĕнтерсех вăрçнăччĕ. Çавăн хыççăн вара Сильвестрова сывлăх сунма пăрахнăччĕ вĕсем. Вокзалта мĕн туса тăрать-ха? Куç илмесĕр пуйăс çине пăхса тăрать. Ĕçлĕ сăн-сăпат. Сильвестров, çил вĕçтерекен... Çил кăна вĕçтеринччĕ-и, асту...
Пуйăс хытарах та хытăрах ыткăна пуçларĕ, Веня вырнаçса ларчĕ, унпа пĕрле икĕ карчăкпа пĕр ватăрах арçын.
Арçынĕ хаçат вуласа ларать, карчăкĕсем таçтан Кавказ енчен пулас, хăйсемле шавлаçĕ-калаçаççĕ. Веня, чăвашсен чи паллă çурнăлисчĕ (Саламов калашле), Шупашкар çулĕсем пирки. урамсем пирки шутланă пек шутласа ларать, хăш çулталăкне ан ил — каçхине çутă çутман урам пек таксам...
Пуйăс ыткăнать-ыткăнать, арçын вулать-вулать, хĕрарăмсем калаçаççĕ-калаçаççĕ, Веня шухăшлать-шухăшлать, юнашар вакунра пĕр çамрăк хĕрпике, тăп-тăп кăкăрлăскер, Веня ларакан вакуналла васкать. Пĕрле вĕренекен, сокурсница, шухăшласа илет ун пирки Веня.
— Хэлло, чао! — илтĕнсе каять те пуç çийĕнчех, Веня пуçне çĕклет; умра Альтюк танине курсан, ывăнчăк пуçне текех нихăçан та йăтмасла каллех çĕрелле пĕкет...
1983.