Кĕлчечексем ][ Борис Чиндыков / Paris Căntăk

Иосиф Дмитриева

Ытла та канăççăрланать кĕçĕр, ним тума пĕлмест Эрре. Чун ыратать. Мĕнрен пуçланчĕ-ха ырату? Э-э, спектакль вăхăтĕнче Эрре сасартăк залалла пăхса илчĕ те темĕнле кĕтмен çĕртен, тăрук чĕре чиксе ырата пуçларĕ. Вара малалла выляймарĕ вăл, малалла вăл пурăнма тытăнчĕ. Сцена çинчи пĕр-икĕ сехете тăсăлакан ĕмĕрлĕх пурнăçпа. Халĕ, ак, аса илме тăрăшать те — нимĕн те аса килмест, мĕн асăрханă-ха вăл çурма тĕттĕм залра çав териех чуна ыраттаракан япала? Нимскер те куçа тыткăнламарĕ. Ăста артистсем нихăçан та залалла тинкерсе пăхмаççĕ, вĕсемшĕн — зал çук, вĕсемшĕн пĕртен-пĕр тĕнче — сцена. Училищĕре та çаплах вĕрентетчĕç, анчах та Эрре темшĕн пултараймасть çапла тума. Зала курмасăр выляни ăна куракансăр, пуша вырăнта вылянăн туйăнать. Ку вара ăста артистсемшĕн те — хăрушă, пушă çĕрте, пушă залра, выляма калама çук тискер. Вĕрентекенсем ăна пĕрмай ăс паратчĕç: «Залалла пăхсан, çухалса, аташса кайма та час, тата вылянă чух хăвăн чунна çеç курмалла, хăвăн чунна çеç илтмелле» — тетчĕç. Вăл, ав, тытăнса тăрать-тăрать те — кĕтмен çĕртен, хăй сисмесĕрех вĕлт çеç зал варринелле куç ывăтса илет. Нихăçан та куç тĕлне уйрăм сăн-сăпат лекмест, яланах темĕнле пĕтĕмĕшле ÿкерчĕк — йĕрки-йĕрки пуç. Паян та çавах. Тата темле ăнланмалла мар хурлăх тăратчĕ сывлăшра. Юпа уйахĕнче йывăçсем, декораци евĕр, тăлăххăн, тĕлсĕррĕн сĕнксе лараççĕ, кĕç-вĕç шăнса хытас шăрчăксем пек. Театр ик енче вăйсăр çил çĕтĕле пуçланă афишăсене амаçури ачашĕпе çупарлать... Чăнах та, савăнăçлах мар.

Пĕрремĕш çул кăна театрта ĕçлет Эрре, кăçал вĕсем — çирĕм ултă чăваш çамрăкĕ — Мускавра театр училищинчен вĕренсе тухрĕç те районсем тăрăх гастрольте çÿрерĕç. Халĕ, ак, пĕр уйăх каялла театрта сезон уçăлчĕ, Эрресен ушкăнĕ училищĕри режиссерсемпе пĕрле хатĕрленĕ спектакльсене кăтартать. Шекспирăн «Ромеопа Джульеттине» паян, ак, виççĕмĕш хут вылярĕç ĕнтĕ Шупашкар сцени çинче. Эррене тĕп роль шанса панă ку спектакльте. Ăссăрла юратса пăрахнă яша вылясса вылять те, анчах - тĕлĕнмелле! — хăй ку тарана çитсе нихăçан та юратса курман.

Шупашкарта ĕçлеме тытăннă-тытăнманах паллашрĕ-ха вăл пĕринпе — вырăс театрĕнче кулач пек кăпăшка хуçа хĕрĕсене вылякан Маринкăпа. Спектакльсенче ялан тенĕ пекех Маня е Дуня, хушăран Дуняша е Манюша тесе чĕнеççĕ ăна. Телейсĕр мĕскĕн хĕрарăм, шухăшлать ун пирки Эрре, мĕскĕн те телейсĕр хĕрарăм. Провинцири актриса. Пирĕн хăть, чăвашсен, провинцийĕ те, тĕп хули те Шупашкартах, таçта инçе шыраса каймалла мар. Пуласлăх та, иртни те — йăлтах хамăртах. Вырăс актерĕсен шăпи вара кунта, тем тесен те, ăнланмаллах мар...

Шăпах çапла шухăшласа выртнă вăхăтра телефон шăнкăртатрĕ. Эрре сĕтел çинчи йывăç сехет çине пăхса илчĕ, çурçĕр иртни икĕ сехет те çирĕм минут. Унтан трубкăна тытрĕ.

— Але! Эррене чĕнеймĕр-ши телефон патне?

— Эпĕ итлетĕп, — терĕ Эрре тĕлĕнерех.

— Ырă каç, Ромео! Эсир мана пĕлместĕр, эпĕ... эпĕ Джульетта. Джулия, эппин, ну, Юлия, хамăрла каласан... Кĕçĕр эпĕ сирĕн театрта пултăм та вара, акă, халĕ сирĕн пата шăнкăравлатăп... Мана калама çук килĕшрĕ эсир вылякан Ромео, анчах Джульетта сирĕн темле... йÿçленкĕрех... хĕрлĕх курăнмасть унра...

Эрре, тÿрех ним калама пĕлменнипе, ÿсĕркелесе илчĕ те:

— Вара? — тесе ыйтрĕ.

— Эпĕ... эпĕ сире тав тăвасшăн, питĕ лайах вылярăр эсир... эпĕ... эсир чăн-чăн Ромео, тата, çитменнине, чăваш чунлĕ Ромео эсир... Тав сире, Ромео, тавах...

— Тархасшăн, тархасшăн, — терĕ Эрре.

— Эпĕ... манăн халĕ питĕ-питĕ сире курас килет, — терĕ йĕрес пек сасăпа Юлия.

— Ыран кăнтăрлахи спектакле пырăр, эппин, шăпах «Ромео»,— терĕ Эрре шăппăн.

— Манăн сире халь курас килет, — хĕр сасси кĕтмен çĕртен лăпкăн та салхун илтĕнчĕ.

— Халь... май çук, — тавăрчĕ Эрре.

— Арăмăр килте-и? — хăвăрт ыйтрĕ хĕр.

— Ман пĕчĕкçĕ хĕрачам, — терĕ Эрре шÿтлерех те тарăхарах, — тахçанах каç пулнă ĕнтĕ, çĕрле. Вăхăт çур çĕр иртни икĕ сехет те çирĕм минут. Çывăрма выртас пулать санăн. Каçсерен йĕркеллĕ çывăрман хĕрачаран нихăçан та çĕршывшăн усăллă та пархатарлă çын пулаймĕ атту. — Вара трубкăна хучĕ.

Шуйттан, шăнкăравлаççĕ кирлĕ-кирлĕ мара! Номерне ăçтан тупаççĕ-ши? Театра шăнкăравласа пĕлеççĕ ĕнтĕ, тăванĕсем тесе... Телефонĕ ал айĕнче пулни лайăх-ха вăл, мĕнпур хула ал тупанĕ çинчи пекех — пĕр çеккунтрах кирек хăш кĕтесе те çитетĕн. Мĕн кирлине йăпăртах калаçса илетĕн. Ăнчĕ те çав Эррен, ним те калаймăн, чăннипех те ăнчĕ, пиччĕшĕ авланчĕ те арамĕ патне пурăнма куçрĕ, ку хваттерне вара Эррене вăхăтлăха пачĕ. Кивĕ пулсан та — юрать. Тăват кĕтес пултăр...

Телефон каллех шăнкăртатрĕ.

Эрре трубкăна çĕклерĕ те сăмах хушасса кĕтрĕ.

— Але, — терĕ пачах та палламан сасă, хĕр сасси, - темиçе минут калла сирĕн пата ман юлташ хĕр шăнкăравларĕ. Эсир ăна каçарсамăр, вăл сире юратса пăрахнă та хăй мĕн тунине хăй те пĕлмест. Алло, илтетĕр-и эсир? Вăл сире юратса пăрахнă та, хăй мĕн тунине те хăй те пĕлмест. Алло, ма чĕнместĕр?

— Эпĕ итлетĕп, — аптраса ÿкрĕ Эрре.

— Алло, тархасшăн, калаçса илĕрсем Юльăпа, тархаслатăп сире, — ÿкĕтлерĕ палламан сасă.

— Ырă хĕр пек пулса ман пата текех ан шăнкăравлăр, юрĕ-и? — терĕ Эрре.

— Тархаслатăп сире, ăнланăрччĕ мана, вăл хăй мĕн тунине хăй те пĕлмест. Вăл сире юратать!

— Эпĕ айăплă-им? — хуравĕ-ыйтăвĕ айваннăн илтĕннине хăй те туйрĕ Эрре, анчах мĕн те пулин чĕнмелле-çке.

— Эсир, — терĕ хĕр. — Мĕншĕн тесессĕн вăл сире юратать. Эсир çын чунне аван туятăр вĕт, юрату хавалне лайăх пĕлетĕр.

— Пĕлместĕп, — татса хучĕ Эрре. — Пирĕнтен ытларахăшне юратса курма тÿр килмест çав.

— Тархаслатăп сире, Юльăна виçĕ сăмах та пулин хушăрсам. Мĕн те пулин калăрсам, — терĕ хĕр. Вара вăл васкаварлăн тантăшне тем калани илтĕнчĕ. Трубкăна Юлия тытрĕ пулас.

— Але, каçарăр та, эсир сăвăсем юрататăр-и? - илтĕнчĕ трубкăра.

— Юрататăп, — терĕ Эрре.

— Мĕн те пулин вуласа памăр-ши?

— Мĕн çинчен? — ыйтрĕ Эрре. — Юрату çинчен-и?

— Çук. Чун çинчен.

Эрре хăлхине, питне, куçĕсене лини тепĕр вĕçĕнчен вĕри сывлăш хумĕ пырса тăрăннине туйрĕ.

— Юрать, — терĕ вара вăл. — Итлĕр.

Вара шăппăн, юнашар Маринка çывăрнă каçсенче пăхмасăр çĕнĕ роль вĕреннĕ чухнехи пек, васкамасăр вуларĕ:

Тата: кĕлчечексем çеçке тăкаççĕ...
çывăракан çук - тĕлленни çеç пур!

чĕтренекен çулăм евĕр!

ăна - туйма та çукскерне -

курми вырăнсен
япалисен çунмалла:

тĕпне
вырăн парса
пуринне те:

тата тусаннăнне,

тата чунăнне:

çапла хама сапалăттăм эпĕ

çапла, "или лима" тени пулмĕччĕ!

çапла: кĕлчечексем пурччĕ

çапла:

вĕсем çук

— Пĕтрĕ те-и? — ыйтрĕ Юлия ăнланмасăртарах, пĕр хушă шăп тăнă хыççăн.

— Пĕтрĕ. Килĕшрĕ-и?

— Килĕшрĕ. Тавтапуç.

— Ăнлантăр-и?

— Ăнлантăм.

— Йăлтах ăнлантăр-и, Юлия? — ыйтрĕ Эрре, асаплăн кулса.

— Йăлтах, — терĕ Юлия. Унтан, пĕр самантран: - Манăн трубкăна хурас-и? — терĕ.

— Çук, ан хурăр, — терĕ Эрре. — Эсир кĕлчечексем юрататăр-и?

— Юрататăп.

— Тата мĕн юрататăр эсир, Юлия?

— Сире тата кĕлчечексене.

— Тата сăвăсем итлеме, çапла-и?

— Тата тĕттĕм каçсене.

— Ăçтан шăнкăравлатăр эсир?

— Урамран, автоматран.

- Урамра унта çумăр-çке. Сивĕ мар-и?

- Сивĕ.

— Эсир хĕр тусăрпа иксĕрех-и?

— Çук, вăл кайрĕ. Эпĕ пĕчченех.

— Çывăхра унта такси таврашĕ курăнмасть-и, Джулия? Эсир такси тытăр та халех ман пата килĕр, юрать-и?

— Çук, — терĕ Юлия хурлăхлăн. — Такси кунта темиçе те тăрать, анчах мана пĕри те кирлĕ мар.

— Эсир хăвăрăн Ромеона халех курасшăнччĕ-çке...

— Эпĕ сире куртăм ĕнтĕ.

— Ăçта, мĕнле? Сирĕн унта видеотелефон-им?

— Эпĕ сирĕн сассăра куртăм. Сирĕн сассăр çав тери илемлĕ, çемçе, ачаш, кушак çури пекех.

Эрре сасăпах кулса ячĕ.

Юлия, кулнине илтсе, пĕр самант ним калама аптраса тăчĕ те: «Çав териех кулăшла-им эпĕ?» — тесе хучĕ.

— Эпир сирĕнпе иксĕмĕр икĕ кушак çури, кушак çурисемсĕр пуçне тата кам калаçтăр-ха телефонпа çурçĕр иртни икĕ сехетре. Çапла-и?

— Каçарăр эсир мана кая юлса шăнкăравланăшăн. Сирĕн çывăрас пулать пуль ĕнтĕ, чипер юлăр, — терĕ хĕр сасартăк.

— Тăхтăр-ха, тăхтăр! Ну, мĕскер эсĕ, Джулия, урамрах çĕр каçасшăн-и?

— Ма урамрах? Тавах турра, кил пур ман. Киле кĕрсе çывăрăп. Килтен те шăнкăравлама пултарăттăм, анчах та унта аттепе анне илтме пултараççĕ.

— Джулия, ну, килĕрсем ман пата. Ромеон хăйĕн Джульеттине халех курас килет, — йăлăнса каларĕ Эрре.

— Ыран кăнтăрлахи спектакльте курăр хăвăрăн йÿçленкĕ Джульеттăра, ыран шăпах «Ромео», — терĕ Юлия кулса.

— Эсир те пырăр вара, юрĕ-и?

— Юрĕ, — терĕ Юлия. Тепĕр хут каçару ыйтрĕ, унтан ырă каç сунчĕ те трубкăна хучĕ.

Эрре пуçран пуртăпа çапнă пек ним ăнкараймасăр ларчĕ-ларчĕ те кофе авăртма тытăнчĕ.

Каллех телефон шăнкăртатрĕ.

— Калаçатăн-тăк калаçатăн! — илтрĕ Эрре Маринкăн кулач пек кăпăшка сассине. — Пĕр сехете яхăн шăнкăравлатăп. Кĕскен пиклетет кăна. Ман çинчен шутламастăн та.

— Эпĕ сана юрататăп, Маринка. Эпĕ сана юрататăп.

— Курăнать-ха юратни. Аса та илместĕн.

— Пĕрмай сана асра тытатăп, Маринка...

— Ну-ну, çапла пуль... — Унтан, лăпкăрах та чăмăртарах сасăпа, — Мĕн ĕçлетĕн?

— Çывăрма выртас тетĕп.

— Мансăрах-и?

— Санпа, паллах. Сана асра тытса.

— Эпĕ такси чĕнтернĕ ĕнтĕ, кĕçех çитмелле. Эсĕ вара мана кĕтместĕн-и?

— Паянлăха эпĕ санăн сăнарупа пуплес тетĕп. Таксине вара эсĕ каялла ăсатах. Чĕнтернĕ хакне ыран сана процентсемпех тÿлесе татăп.

— Мана йăлтах ăн-лан-мал-ла! Йăлтах паллă! Кам пур сан унта, Лина-и? — Маринка сасси тулашса кайрĕ.

— Пуш-пушах ман хваттер. Каç. Сăвăсемпе кĕлчечексем. Тата Марио Варгас Льоса, унăн "Хулио инкепе çырашки", — тавăрчĕ Эрре. — Ан пăшăрхан эсĕ ман пирки. Лăплан та çывăрма вырт.

Темшĕн пачах та курас килмест кĕçĕр Маринкăна.

— Асту, макăрăн кайран. Кĕлчечексем те чечекне тăкаççĕ.

Вара трубкăна хыттăн печĕ пулас Маринка.

Эрре вырăн çине кайса выртрĕ те алла журнал илчĕ. Тĕлĕрсе кайрĕ.

Тепĕр кунне спектакль вăхăтĕнче час-часах залалла тинкерчĕ Эрре, ăçта-ши вăл?. Анчах никам та нимĕнпе те уйрăммăн куçа тыткăнламарĕ. Вылясса темле эрленерех, хумханарах вылярĕ Эрре.

Спектакль хыççан актерсене чечек парнелерĕç. Эррене те вăрам çивĕтлĕ сăпай хĕр кĕлчечек çыххи тыттарчĕ. Çакă-ши? Сасси пачах урăхла пекчĕ.

Эрре хĕре тав турĕ те, лешĕ, именсе, часрах каялла çаврăнса утрĕ.

Çав каçхине темшĕн никам та шăнкăравламарĕ: Маринка та, туссем те, палламан хĕр те. Шăнкăравланине илтмесĕр юлас мар тесе, телефона кухньаран хăй пÿлĕмне куçарса лартрĕ те ĕнерхи романне алла тытрĕ Эрре. Выртсан-выртсан, ыйхăларĕ.

Телефон сассипе сиксе тăчĕ те трубкăна чăмăртаса ярса тытрĕ:

— Але!

— Але!

— Алĕ, але, эсĕ-и ку, Джульетта, Кĕлчечек Пики? Çавăн пек çухалма юрать-и вара?

— Эпĕ, — тавăрчĕ ĕнерхи сасă. — Эсир çывăрмастăр-и?

— Çук-çук, — терĕ Эрре хăпартланса. — Эпĕ çĕрĕпе эсир шăнкăравласса кĕтсе выртатăп.

— Эпĕ — çĕрлехи шăнкăрав, мĕн тери тĕлĕнмелле...

— Джулия, кĕлчечекĕм, эсир мĕншĕн театра пымарăр?

— Пынă-çке. Эсир турăлла вылярăр паян.

— Ман пата ма пымарăр вара спектакль хыççăн?

— Пынă-çке. Хам мар, ман элчĕсем — кĕлчечексем. Манпа юнашар вăрăм çивĕтлĕ хĕр ларатчĕ, эпĕ чечек çыххине ăна патăм та сире парнелеме ьйтрăм. Унăн çивĕчĕ çав тери вăрăмччĕ...

— Хăвăрăн чечекĕрсене хăвăрăнах памаллаччĕ ĕнтĕ, Джулия...

— Каçарăр та, эсир «Ан макăрăр, хĕрсем» ятлă сăвва пĕлместĕр-и?

— Пĕлмесĕр. Ак итле...

Эрре каласа пĕтерчĕ те, хĕр, тав туса, ырă каç сунчĕ, унтан трубкăна хучĕ.

Тепĕр каç каллех шăнкăравларĕ вăл, тепĕр çамрăк сăвăçăн çепĕç сăввине вуласа пама ыйтрĕ. Эрре вуларĕ.

Тата тепĕр каç та шăнкăравларĕ хĕр. Эрре каллех каларĕ.

Кашни каçах шăнкăравларĕ хĕр.

Эрре кашни каçах сăвă каларĕ.

«Ромеопа Джульетта» спектакль хыççăн кашнинчех Эррене йĕпкĕн хĕрлĕ саркаланчăк кĕлчечек çыххи парнелерĕ хĕр кам урлă та пулин. Хăй курăнмарĕ.

Пĕр каçхине Эрре куларах:

— Ун чухлĕ кĕлчечек туянса чухăна юлатăн-çке... — терĕ те, хĕр ăна: — Эпĕ сире туяннă кĕлчечек парнелеместĕп, Ромео, эпĕ — чечекçĕ, чечек ÿстеретĕп, Ромео ячĕпе, — терĕ. — Оранжерея пек илемлĕх вара театрта та, кинора та çук. Унта чăн-чăн илемлĕх. Чĕрĕ илемлĕх. Ачаранах чечексене юратса пурăнатăп эпĕ. Вĕсемпе чуна уçса калаçатăп. Вĕсем ăнланаççĕ мана. Манăн хĕрлĕ кĕлчечек пулас килет... Анчах та эпĕ хитре мар. Илемсĕр эпĕ. Чечексемсĕр пуçне никама та кирлĕ мар эпĕ, Ромео...

Эрре ăна лăплантарасшăн пулчĕ, тăрăшсах тем каларĕ-каларĕ, анчах та хĕр: - Сывă юлăр! — терĕ те трубкăна хучĕ, вара текех нихăçан та шăнкăравламарĕ.

Ромео рольне выляман каçсенче те чечексем парнелерĕç ăна. Кашни каçах çыххи-сыххи чечек пачĕç Эррене, анчах кĕлчечексем мар.

Çапах та пĕр каçхине, «Ромеопа Джульетта» спектакль хыççан, урамра, театр умĕнчи колонна çумĕнче, кĕлчечексене тĕл пулчĕ Эрре. Пĕрремĕш хут кĕлчечек çыххи тăсса панă вăрăм çивĕтлĕ сăпай хĕре тÿрех палласа илчĕ вăл.

— Юлия ăçта? — ыйтрĕ Эрре.

— Юлия? — терĕ хĕр. — Вăл çук.

— Юлия ăçта, калăрсам, — тепĕр хут йăлăнса ыйтрĕ Эрре.

— Вăл çук, — хуравларĕ хĕр. — Çук вăл. Çĕрле пĕчченех Атăла шыва кĕме кайнă та путса вилнĕ вăл.

Эрре ним чĕнмесĕр хĕр тăсса панă кĕлчечек çыххине илчĕ те мĕлке евĕр суллана-суллана Атăл хĕрринелле утрĕ.

Кĕлчечек çыххине, çыран хĕррине анса, шыв çине типтерлĕн хучĕ Эрре. Шыв, тем каласшăн пулса, пăшăлтата-пăшăлтата чечексене чуптăва пуçларĕ. Чечек çеçкисем сапалана-сапалана анаталла юхрĕç.

çапла: кĕлчечексем пурччĕ

çапла:

вĕсем çук... - куçне хупрĕ Эрре.

Киле сĕм тĕттĕм пулсан тин таврăнчĕ.

Ним тума пĕлмесĕр ун-кун уткаларĕ, чунра тунсăх кĕвĕ çуралчĕ.

Çурсĕр иртсен, телефон патне пычĕ. Трубкăна çĕклерĕ, телефон дискне çавăрчĕ те, нăйкăш янрав çĕтрĕ. Трубкăра шăп пулса тăчĕ. Вара Эрре чĕркуçленсе тăчĕ те, трубкăна тути çумне пăчăртаса, шăппан, Ромео монологне вула пуçларĕ...

1983, Мускав