Хăнасем тухса кайрĕç. Степан пĕчченех юлчĕ пушă çуртра. Кантăк патне пычĕ: «Хăшĕ ĕнтĕ халĕ тинех хăни: вĕсем—ши е вăл хăех?»
Çĕнĕ кил хуçипе арăмĕ тата Степан амăшĕн аппăшĕ, урам урлă каçса, Тимак Витти карти хĕррипе тăвăлла утрĕç. Тăкăрлăка пăрăнаспа арçынĕ тăпах чарăнчĕ, Степансен çуртне тимлесерех пăхма пикенчĕ. Хĕрарăмсем те çаврăнчĕç. Çарахви аппăш саппун аркипе куçне шăлкаларĕ. Упашки арăмне темĕн каларĕ, лешĕ кăмăлсăртараххăн ал сулчĕ те патлаттарса утса кайрĕ. Кĕçех весем Çарахви аппăшĕпе иккĕш тăкăрлăкра çухалчĕç. Арçынĕ çаплах çурт çинчен куç илмерĕ.
Степан кантăк патĕнчен пăрăнчĕ. Сутаканни мар, туянаканни хăй пулнăн, пÿрт ăшчиккине тĕсерĕ: пиçĕхсе ларнă пĕренесем, анăç енне самай сулăннă хĕвелĕн кантăкран карăнса ÿкен хĕрлĕрех çутинче вĕсем хĕмленсе тăнăн йăлтăртатаççĕ, çуттăн, тасан - Çарахви аппăш хăйăрпах сăтăрса çурăм терĕ; Кăмакине шуратнă, типсе çитичченех хутнă пулмалла та, тĕл-тĕл çуркаланнă; кантăк каррисем, турăш кĕтесне çакнă алшăлли чăлт-шурă, хĕррисене вĕттĕн-вĕттĕн тĕрленĕ, — Степан хăйсен кун пеккисем пуррине астумасть: Çарахви аппăш хăйĕннех илсе килнĕ-тĕр; йывăç кравать, пуçелĕк тĕлне эрешленĕ, ашшĕ ăсталанăскерех; çаптарккă çивитти; урайне кивĕ пир-пусма таврашĕнчен килте тĕртсе тунă палас пекки сарнă.
Çутă. Таса. Ӑшă. Хăтлă. Тирпейлĕ.
Темĕн пырса тиврĕ Степан чунне, пăчăртаса ыраттарма пикенчĕ. Питех те шел пулса кайрĕ ăна çуртне сутнăшăн. Ĕнер те, паçăр та кун пирки асра та çукчĕ, шухăш та пулман. Халĕ тин туйса илчĕ вăл, — чунĕпе, пĕтĕм ăш-чикĕпе, — ку пĕтĕмпех, йăлтах паянлăха çеç пур уншăн. Паянлăха кăна. Урăх нихăçан та пулмасть. Нихăçан та пулмаççĕ текех унăн пурнăçĕнче çак пÿрт тасалăхĕ те, хăтлăхĕ те, çак пиçĕхсе ларнă перенесем, шуратнă кăмака, çак çурт кантăкĕнчех пысăкланнăçемĕн пысăкланса, хĕрелнĕçемĕн хĕрелсе анан хĕвел те. Çак çурта сутнипе пĕрлех тата темĕн чи хаклине, чи кирлине, нихăçан та текех каялла таврăнмаслине çухатнăн туйăнчĕ. Анчах мĕне? — чухласа, ăнкарса илеймерĕ.
Çĕнĕ кил хуçисем мăкариçе илсе килнĕ пилеш эрехне стакан тĕпне икĕ пÿрне пек ячĕ. Кăшт тутанчĕ, такам сăнанăн туйăнчĕ те — лартрĕ. Пуçне çĕклерĕ — куçĕ стена çинчи сăнÿкерчĕксем тĕлне пулчĕ: амăшĕ, ашшĕ, ача чухнехи хăй. Вĕсем чăнах та ун çине тинкернĕ пек. Унăн вăрттăн шухăшĕсене итлесе тăнăнах. Степан, пĕр-пĕр килĕшÿллĕ мар ĕç тунă самантра тытнăн, аванмарланса ÿкрĕ. Амăшĕ яланхиллех тутине тăп тытнă, куçĕнче — хĕрарăмăн ĕмĕрхи шухăшлăхĕ. «Анчах та ку шухăшлăх сутнă çурт пирки мар», — пĕтĕмлетрĕ Степан. Ашшĕн куçĕнче — ашшĕшĕн пачах ют çăмăлттайла хаваслăх, — ахăртнех, сăнÿкерчĕкне купăс каланă самантра ÿкернĕ, ун пек чухне унăн пичĕ темле шуххăн çуталса тăратчĕ. Пĕчĕк чухнехи хăйĕн кăна, темен каласшăн пулнăн, тути хĕрри кăшт уçă, — Степан çине амăшĕпе ашшĕнчен уйрăларах тинкерет. Те ÿпкелесерех, те хĕрхенерех?
Степан пÿрт ăшчиккине тепĕр хут пăхса çаврăнчĕ, текех кунта тăрасси килмерĕ унăн, вара килкартине тухрĕ. Пÿртум пусми çине ларчĕ, пирус тивертрĕ. Ӑшра çак картишпе, лупасайпа, лаçпа — куç тĕлне мĕн лекнĕ, çавăнпа яланлăхах сывпуллашрĕ.
Кĕçналăк шашулкки шăнкăлт туни татрĕ шухăш йĕрне, алăк чĕриклетсе уçăлчĕ — картишпе Палюкарăм карчăк кăштăртатса кĕчĕ.
— Картишĕнчех-çке... Сĕт кÿрсе парас терĕм, кин ĕне сурĕ те, свешĕ сĕт, килнĕ терĕç те... Сраçте!
Степан тăчĕ, пирусне сÿнтерчĕ, карчăка хирĕç утрĕ.
— Аван-и, Палюкарăм инке? Аван-и?
«Палюкарăм инке... Хитрех мар пулса тухрĕ те ĕнтĕ, ачаран çапла хăнăхнă та, çапла, каласа...» — алă пачĕ. Палюкарăм карчăк савăтне лартрĕ, саппун вĕçĕпе аллине сăтăркаларĕ, тин тăсрĕ:
— Сраçте. Тавну курманни, Çÿппи Лекçейчă, тавну... Хăвăрла хулалла чĕне пĕлеймерĕм те ĕнтĕ — айăп ан тăвăр, Çÿппи Лекçейчă, пирĕн чĕлхи те хамăрла, ара, ялтилле. Айăп ан тăвăр.
«Çÿппи...» — çепĕç кĕвĕллĕн пырса тиврĕ вăл Степан чунне. Ăшăтса, çутатса ячĕ. Турăçăм, хăçантанпа ăна никам та çавнашкал чĕнмен, хăйĕн чан ятне те манса кайнă-çке вăл.
— Хамăрла чĕн, Палюкарăм инке, хулалли унтах юлтăр, хамăрли — кăмăллăрах, — шÿте çавăрасшăнччĕ Степан. — Капла анне чĕннĕнех, — тесе хушса хучĕ те тĕксĕмленчĕ.
Палюкарăм та пĕр вăхăт чĕнмерĕ, ассăн сывласа илчĕ:
— Телейĕ пулмарĕ çав Çинукăн, пурăнмаллаччĕ те... Шăпине çавнашкал çырнă-тăр. Раскалĕсем пулмарĕç. Лекçейĕн те... Иккĕшĕн те, аре... Çамрăклах çĕре кĕрсе выртма тиврĕ... Ыр курса пурăнмалли вăхăт чух... Шăпах...
Калаçу татăлчĕ. Палюкарăм куçне шăлкаларĕ.
— Эп ак çурта сутрăм. Çурта сутрам,— шăппăн сăмах хушрĕ Степан.
— Ара терĕç çав. Илтрĕм-ха. Каларĕç, — пуçне çĕклерĕ карчăк. — Сутасса сутасах пулать-ха ĕнтĕ: çĕрĕшсе кăна ларать. Ху килсе пурăнас çук тинех. Унта йăва çавăрнăскер. Пурăнман çурт ĕмĕрĕ кĕске — вăхăтра вырнаçтарни вырăнлăрах ĕнтĕ. Укçи-тенки те çапах... Хакне нумаях та ыйтман тесе калаçкаларĕç няк-ха...
— Укçи-мĕнĕ... Пиртен пĕрех çĕрме пуян пулас çук. Пысăк укçа — пысăк шухăш... Çыннисем те кăмăллă пекскерсем пулчĕç, пурнăçĕ те нушаллăрах, тет.
— Инкеклĕрех пулчĕ çав: çунса кайрĕç. Кÿршисенчен тивсе. Лешсен ачисем лупасайĕнче çăмарта пĕçернĕ терĕç няк. Хăйсем ĕçре ĕнтĕ. Наçтаçĕ сухан çумланă çĕрте, Кĕçтенкки — машшинсем панче. Кам пулса ĕçлет унта — пĕлейместĕп. Пирĕн Веньккапа пĕрлеччĕ те-ха...
— Вăл мĕнле пурăнать-ха тата? Курманни чылай. Пирус туртмалла каçса лартăр. Юлташа.
— Эс илтмен пулмалла çав. Паçăрах ыйтас теттĕм те, унта тĕл пулкаламастăн-и тесе?
— Хулара-им вара вăл?
— Пиллĕкмĕш çула та кайрĕ пуль ĕнтĕ. Принуд йĕркипе виçĕ çула янăччĕ те. Унтах хĕрарăм тупса киле кĕнĕ. Срукĕ тухсан килсе кайнăччĕ. Хут уйăрттарма. Тем ухмахланчĕ? Кин кĕтсе тăнă çĕртех. Халь ак таврăнасшăн пек çырать пулать. Хам хутнех пĕлейместĕп, кин каларĕ. Ачасемсĕр пурăнаймасть имĕш. Леш йепе кучĕпе ăнтарайман курăнать пурнăçне. Ачисене ашшĕ кирлĕ те-ха... Кирлĕ ĕнтĕ. Кин хирĕç мар. Анчах каснă чĕлĕ çыпăçĕ-ши? Сăмах-юмахĕ те урăхланнă пуль. Мĕн ухмахланчĕ? Кин те чипер, сăнĕ-пуçĕнчен те катăк мар, чунĕпе те ырă, тепри пулсан тахçанах тухса каймалла, турă сывлăх патăрах, пăрахмасть, амăшне пăхнă пекех пăхса пурăнать.
Хĕрхенеп хăйне те питĕ, турă сывлăх патăрах ĕнтĕ. Ачисем те канфет пек, иккĕн тан вĕт, — сук, тем ухмахланчĕ Венькка. Мĕн çитмерĕ?
— Мен айăпне кĕнĕ вара вăл?
— Ялта ытларах мĕнпе винаватлă пулаç ĕнтĕ? Ĕçкĕпе. Машшинпа, — ахăртнех, хытăрах хăвăланă пуль, Геннади Хветорччăна, — эс пĕлейместĕн-тĕр-ха, кăшарсем, учитель, — çапса хăварнă. Телейĕ пулнă, юрать, иккĕшĕн те — вилмеллех мар, халь уксахласа çÿрет. Хăй те айăплă пулнă, теç те, Веньккан винавачĕ ытларах ĕнтĕ: ÿсĕр пулнă та-ха... Машшин çине ларма юраман та çав, — кунта, ялта, пăхаççĕ-им? Ирĕкре. Тем хăтланса пĕтрĕ. Чипер пурăннă çĕртенех.
Урамра çинçен «асанне» тени илтĕнчĕ.
— Ак ман Лександр йĕрлесе çитрĕ те... Веньккан. Кĕçĕнни. Эс, Çÿппи Лекçейчă, курас-тăвас пулсан кала-ха ăна, кин шухăшне улăштарман те. Ачасене ашшĕ кирлех-тĕр çав. Каçараççĕ тесе кала. Кĕтеççĕ те. Пурнăç тăршшĕ вĕрен тăршшĕ кăна мар, аре, явăнсан-явăнсан сыпăнса кайĕ, тен.
Хапха леш енче çине-çинех нăшăклатрĕç. Палюкарăм карчăк, çиччас, çиччас текелесе, ăшталанса тухса кайрĕ.
Лайăхах хупăнаймасăр юлнă кĕçналăк, чĕриклетсе, тепĕр хут уçăлчĕ. Ӑна хупма тапраннă Степан лаçпа хапха хутлăхĕнчи пĕр хăми айккинерех сĕвенсе пулнă хушăкра карчăкпа мăнукне асăрхарĕ те тăпах чарăнчĕ.
Пĕкĕрĕлсех ларнă-мĕн Палюкарăм карчăк. Умнелле ÿпĕнерех кăштăртатса утать. Юнашар пилĕк-ултă çулсенчи ача çăмăллăн сиккелесе пырать. Хытанкаскер. Çÿçне шакла кастарнă. Темĕн кăсăкли каласа кăтартать пулмалла, пĕрехмай çинçешке аллисемпе хăлаçланкалать, хыттăнах кăлтăртатса кула-кула ярать. Асламăшĕ хушăран хушă, тĕлĕннĕ пек пулса-тăр, аллине шарт çапать.
Ку самант та пурнăçĕнче юлашки пулма пултарасси çинчен шутласа илчĕ Степан. Унăн халĕ карчăкпа имшеркке ачана чăтма çук каялла тавăрас, вĕсене хăй çумне ачашшăн, ăшшăн пăчăртаса, вĕсен хуйхипе савăнăçне пĕрле пайлас килчĕ.
Тинех ăнланса илчĕ вăл çак çурта сутнипе пĕрлех хăй яланлăхах çухатакан чи хакли, чп кирли, каялла нихăçан текех таврăнмасли мĕн пулнине. Çак çурт, — çĕрĕшсе кăна ларнă пулин те, Степан ăна манăçа кăларса çеç пурăннă пулин те, — вăл ăна хăйĕн ачалăхĕпе, вилнĕ ашшĕ-амăшĕпе, хăйĕн тахçанхи пурнăçĕпе, ача чухнехи тĕв тунă шухăш-ĕмĕчĕсемпе, тахçанхи хăйĕнпе çыхăнтарса тăнă; çак пĕкĕрелсе ÿкнĕ карчăкпа, çÿçне шакла кастарнă ачапа, — вăл пуррине Степан халĕ тин çеç пĕлчĕ пулин те, пĕрех унпа та,— вĕсемпе пĕрлех вĕсем пекех хăйсен хуйхи-савăнăçĕллĕ Степан тахçан хутшăнса пурăннă ытти ентешĕсемпе, хăйĕн çуралнă кĕтесĕпе — çак ялпа, çак тавралăхпа, йывăç-курăкĕпе, тен, вăл халь кăкăр туллин сывлакан çак сывлăшпа та унăн — Степанăн — хушшинчи юлашки чи черченкĕ, халь-халь татăлса каяс çыхăну пуль. Çурт, вĕсем çичен хутран-ситрен кăна пулсан та, — çапах та, — аса илтерсе тăмалли сăлтав пулнă, Вăл пулман пулсанах, халиччен чунĕ тĕпĕнче хăй сисмесĕрех, туймасăрах упранса тытăнкаласа тăнă çаксем пурте тахçанах сĕвĕрĕлсе манăçа тухнă пулĕччĕç-и?
Степан, пусма çине ларчĕ, пирус тивертрĕ. Те каç умĕнхи сулхăн пырса тиврĕ ăна, тен, шухăшĕсем те шăнтса ячĕç чунне, ĕнтĕркенĕ пек пулчĕ, пÿрте кĕрсе пиншакне илсе тухрĕ, уртса ячĕ. Пысăк пахчана тухрĕ, карта хĕррипе çырма еннелле утрĕ. Кайран пĕр ансăр сукмак çине ÿкрĕ те, вăл ăна çырма хĕррипе пăрахăçа тухнă панулми сачĕ хушшипе, тырă пуссисемпе, явăна-явăна, çăва çине илсе çитерчĕ.
Таврăннă çĕрелле пĕтĕм ял вăрçă шавĕпе, вырăсла, нимĕçле калаçусемпе янăраса тăратчĕ: телевизорпа кино пырать. Ыйхă килмесĕр аптрасан, хăть çак шăв-шава итлесе выртмалла пултăр тесе, кантăкне яриех уçса хучĕ. Выртрĕ. Сăнÿкерчĕксене тĕсерĕ. Ашшĕпе амăшĕн сăнĕсем каç сĕмĕпе хутăшса, пĕрлешсе палăрмаççĕ те. Ача куçĕ кăна, — урам çути тĕкĕр çине ÿксе шăпах ун сăнне вăйсăррăн çутатать те, — кăштах ялтăраса тăрать.
Степан ача çинчен куç илмерĕ. Халь-халь калаçса каяссăн туйăнчĕ вăл.
Хуллен, асăрханса силлерĕç пек Степана. «Пичче, ырă пиччем, ман вырăна кăшт кăна тырă вырма пултараймастăн-ши эсĕ? Кăшт кăна. Унта нумай юлман», — пырса кĕчĕ хăлхине. Куçне уçрĕ — умĕнче лапăшка тум уртса янă пĕчĕк ача тăрать.
— ... Эп атту алла кастартăм çурлапа. Вăл ман кĕçех иртсе каять. Çавапа касни вăл час тÿрленмест, çурлапа — темех мар. Ак тăпрапа тытатăп та. Тăпра питĕ сиплĕ вăл. Эп пĕрре мар ун пек сыватнă. Кайран эп хамах вырăп, эс мана кăшт кăна пулăш. Эп сана уншăн хам пашалăва парăп. Мăян вăрринчен пулсан та, пи-и-итĕ тутлă вăл, эп хам кăнтăр апачĕсĕр те пултаратăп. Вă—ă—ăн, çав йыт çырлине çиетĕп те, вă—ă—ăн, хураскер, хĕвел çинче йăлтăртатать, вара ирччен хырăм выçмасть. Эс мана кăштик çеç пулăш, кайран эп хамах...
Турăçăм! Ӑçта курнă ку ачана Степан? Мĕншĕн-ха ăна питех те çывăх пелнĕ пек туйăнать? Мĕншĕн ун сăнлă-ха çак имшеркке ача? Мĕншĕн ун сассипе калаçать? Степан тăрса ларчĕ.
— Эсĕ мана асилеймерĕн-и? Вă-ă-ăн, асту ха, эп сана перре инçе çула ăсатма тухначче. «Мĕнле инçе çула? Хăçан?» — ыйтасшăнччĕ Степан.
— Хулана тухса кайрăн эс ун чухне. Вĕренме.
Степан хăй хулана тухса кайнă куна куç умне кăларма тăрăшать — нимĕн те асне килмест.
— Асилеймерĕн-и? Кутамккуна йăтса пытăм ун чух. Çă-ă-мăлччĕ вăл, эп ывăнмарăм та. Анне унта пĕçернĕ тăватă çĕрулми чикнĕччĕ. Тата икĕ пашалу. Эс сисиччен эп тата хамăнне хутăм. Икĕ кун çимерĕм те. Кайран эс ларса кайрăн. Лавпа. Эп чупрăм, чупрăм хыçран. Вара çул юппинче тăрса юлтăм. Эп малтан макăрманччĕ. Эсир курăнми пулсан кăна. Лартăм та... Çу-у-ук, эп урăх макăрман. Анне вилсен кăна. Ун чух эп макăртăм. Ман тата та макăрас килетчĕ — атте: «Халь ĕнтĕ куççульпе те чĕртес çук ăна, ытлашши ан макăр, макăрсан, пуçу ыратма пуçлать, аннÿ те ытла хуйхăрнăран пуç хеснипе çĕре кĕчĕ, ан макăр», — терĕ те, вара эп макăрмарăм.
Степан çав вăхăта каялла тавраннăнах яруççăн, вак-тĕвек таранах, аса илчĕ çак куна. Пысăк савăнăçпа пуçланнăччĕ вăл: пĕрле вĕренекенсем ăна журналта сăввисем пичетленсе тухни çинчен пĕлтерчĕç. Пĕрремĕш хут. Сăнÿкерчĕкпе. Ятлă-сумлă поэт умсăмахĕпех. Малтанах вĕсем хула тăрăх çав журнала шыраса çÿрерĕç. Кайран, юлташĕсем çине тăрсах ÿкĕтлерĕç те, ресторана кайса ларчĕç. Шăпах стипенди илнĕ кунччĕ. Общежитие таврăнчĕç — телеграмма. Степан тÿрех вокзала вĕçтерчĕ. Юлашки автобуссем те кайса пĕтнĕ.—Таксистсем, çул япăх, шыв-шур тесе, килĕшесшĕнех пулмарĕç. Пĕри çеç хĕрхеннĕ пек пулчĕ. Хуларан тухиченех: «Анне вăл анне, пĕртен-пĕрре», — ассăн сывласа пычĕ. Унтан кĕтмен çĕртен чарчĕ те укçине малтанах парса хума ыйтрĕ: «Çирĕм пилĕк тенкĕ». «Тăватă çыншăн тÿлесен те унта çитме вуникĕ тенкĕ çеç вĕт»,— хирĕçлеме пăхрĕ Степан. «Сак самантра та укçа çинчен шухăшлатни эс? Аннÿ вилнĕ вĕт! Мĕн укçи пирки калаçан эс тата!» — харах кăшкăрса пăрахрĕ таксист. Икĕ тенкĕ ытларах çитмерĕ. «Картузу сĕлĕмскер, аптрамасть»,— лăпланнă пек пулчĕ лешĕ. Район центрĕнчен малалла кайма килĕшмерĕ. Тăр-пылчăк, йĕп-йĕпе пырса кĕчĕ килне Степан. Амăшĕ пÿлĕм варринче тупăкра выртатчĕ. Тутине яланхи пекех тăп тытнă. Палюкарăм карчăк хурлăхлăн виле юрри ĕнĕретчĕ.
— Эс ан макăр, — сăмах хушрĕ ача. — Атту пуçу ыратма пуçлать. Атя юрлатпăр луччă. Астăватни, анне мĕнле хитре юрлатчĕ пирĕн.
Симĕс курăк шăтрĕ пуль, Шăтрĕ пуль те типрĕ пуль,
типре пуль...
Ача тăруках шăпланчĕ. Ассăн сывласа илчĕ:
— Аннен силĕмрех тухатчĕ çав. Эс мĕншĕн юрламастăн? — Степана куçран тинкерчĕ. — Сана килĕшмест-и ку юрă? Эс ăна вĕçĕм ĕнĕрлесе çÿреттĕн вĕт. Сăмахĕсене манса кайнă-и? Ман хыççăн юрла эппин.
Пирĕншĕн те кун пулчĕ пуль, Пулчĕ пуль те иртрĕ пуль,
иртрĕ пуль...
Ачан куçĕ шывланчĕ. Степан сăмса тутри кăларчĕ, шăлса типĕтрĕ.
— Çу-у-ук, эп макăрмастăп. Аннене аса илтем те, куççуль хăйех тапса тухрĕ. Эс те ан макăр. Атя, эппин, луччă хаваслине юрлатпăр. Эс хăшне астăван?
Степан хăй ача чухне юрланă юрăсене асаилесшĕн пулчĕ. Анчах нихăше те аса килмерĕ. — Йăлтах манăçнă-и? Шел. Атя, эппин, эп пуçлап, эс тулĕк юрла, атту эп çавăрса илейместĕп:
Пчик карчăк, пчик карчăк, ни юрру çук,
сассу çук...
Çук, пĕччен тухмасть çав. Купăссăр уйрăмах. Эс астăватни, атте купăс калатчĕ, анне юрлатчĕ. Атте купăс каланă чух куçĕ вĕçĕмех хупăччĕ унăн. Эп вара тĕлĕнеттĕм, мĕнле-ха тÿмисене пăтраштармасть тесе. Пÿрнисем хăйсем тĕллĕнех кирлĕ тÿмисене тупатчĕç.
Питĕ авалхи купăс тетчĕ ашшĕ. Степан аслашшĕнчен юлнăскерех тетчĕ. Ӑна вара пĕр инçетри вырăс, йывăç каскаласа çÿрекенскер, парнеленĕ. Степан астăвать-ха, ашшĕ пĕр тÿмине çеç пусатчĕ, сасси вара икĕ тĕрлĕ тухатчĕ: пермине пĕр еннелле туртсан — пĕр тĕрлĕ, тепĕр еннелле туртсан — тепĕр тĕрлĕ.
— Атте купăс каланă чух анне чÿхенсе кăна тăратчĕ. Эп вара: «Мĕншĕн эпир яланах çавăн пек телейлĕ маар-ши?» — тесе шутлаттăм.
— Халь купăсĕ ăçта вăл?
— Анне вилнĕ хыççăн атте ăна пĕрре те тытмарĕ. Мачча çине ывăтрĕ те. Эп те унпа атте пекех ăста калама вĕренесшĕнччĕ — аван мар пуль терĕм атте умĕнче. Кайран ăна атте Лександр Семеновичпа çĕлĕкле улăштарчĕ. Вă-ăн санăн сарă çĕлĕк пурччĕ. Шăпах çавăнпа. Сана ун чух хулара çÿреме çĕлĕк кирлĕччĕ, аттен вара туянма укçи пулмарĕ. Хитреччĕ çĕлĕкĕ.
Степан хăйне ун чухне мĕншĕн çĕлĕк кирлĕ пулнине аса илчĕ те çак пĕчĕк ачаран вăтанса хĕрелсе кайрĕ. Çав вăхăталла вăл юнашар ушкăнра веренекен пĕр херачана килĕштерсе пăрахнăччĕ. Хитреччĕ хăй. Питĕ яту тумланса çÿретчĕ. Мăн кăмăллăччĕ те ĕнтĕ. Мĕнле хăйнă Степан ăна савма? Тата, çитменнине, хĕрачине тахăшĕ ун чун тĕпĕнчи туйăмĕсене сиссе пĕлтернĕ, лешĕ вара Степан пирки «путлĕ çĕлĕк те илсе тăхăнаймасть» тенĕ пулать. Те чăнах та çапла каланă, тен, Степанран шÿтлесе кулнă çеç юлташĕсем, — апла-и, капла-и — вăл ун чухне хăйĕн мĕскĕнлĕхĕнчен вăтанса, çитмен пурнăçа тарăхса, чутах пĕтĕм тĕнчене курайми пулса тăратчĕ. Шăпах çавăн чухне ашшĕнчен укçа тархасланă та пуле.
— Халь ăçта вăл сан çав çĕлĕкÿ? — Степан асилĕвне татрĕ ача.
«Чăнах та, ăçта вăл? Хитреччĕ çĕлĕкĕ. Сарă йытă тирĕнчен çĕленĕскер».
— Пурччĕ. Астăватăп.
— Шел. Мана халь вăл шăпах питĕ кирлĕччĕ. Кĕçех хĕл. Ман вара çĕлĕк те сук. Ачасем пурте урамра. Çунашкапа ярăнаç. Вĕсем хаваслă. Манăн та вĕсемпе выляс килет. Э-эх, каллех чÿречерен кăна пăхса ларас пулать ĕнтĕ. Шел, эс вăл çĕлĕке çухатман пулсассăн, мĕнлерех лайăх пулатчĕ халь. Тупăнмасть-ши? Эс тĕплĕрех шыраса пăх-ха, юрать-и?
— Эп сана вĕр-çĕнни илсе парăп. Пурте сана пăхса ăмсанччăр.
— Вĕр-çĕнни? Çу-у-ук, кирлĕ мар çĕнни. Вăл хаклă вĕт. Ун чухлĕ укçа ăçтан тупан? Сан купăс та сук вĕт сутма.
— Чи хаклине туянатпăр эпир санпа. Йăм-хура тĕслине.
— Çук, çук. Мана çĕнни кирлĕ мар. Эп ăна тăхăнма та вăтанăп. Мана эс луччă киввине илсе пар, эп ăна тирпейлĕн тыткалăп. Эп тирпейлĕ ача. Мана, вăн, анне хăй пурăннă чухнех улача кĕпе çĕлесе панăччĕ. Эп ăна уявсенче кăна тăхăнатăп. Çĕнĕ пекех вăл. Çунăран çеç кăштах шупкаланнă. Атте, ак, вырма иртсен, тырă лайăх тухсан, шăлавар туянса парăп терĕ. Чăн-чăннине-е! Тăхăннă хыççăн эп ăна кашнийĕнчех тÿшек айне хурăп. Вара вăл якатнă пекех пулать. Тырри çеç лайăх тухтăрччĕ. Çавăнпа эп вырнă чухне пĕр пучахне те ÿкерсе хăвармастăп. Эсĕ те, ырă пиччем, мана пулăшса вырас пулсан, пĕр пĕрчине те, пĕр пучахне те ан хăвар пăрахса. Юрать-и? Мана шăлавар питĕ кирлĕ. Ман кĕçех шкула каймалла пулать вĕт. Унта, пĕлетĕн-и, кĕнеке параççĕ. Кĕнеке вара çынна питĕ ăслă тăвать. Ман та ăслă пулас килет. Атте калать: «Тăрăш, ачам, верен, — тет. — Çутта тух, çынна тух, — тет. — Пирĕн пек нуша курса пурăнмалла ан пултăр, — тет. — Эс çын пулсан, пире те çăмăлрах пулĕччĕ», — тет. Ман çавăнпа питĕ тăрăшса вĕренмелле. Çынна тухмалла. Эп çавăнпа шкула каяссине пи-итĕ-питĕ чăтăмсăррăн кĕтетĕп.
— Çутта тухăн та, пĕчĕкскерĕм, çын пулăн та, çак çутă ĕмĕтÿсем те, шухăшусем те манăçа тухмĕç-ши? Чуну сĕвĕрĕлсе пĕтмĕ-ши? Ун пекки тăтăшах пулкалать вăл. Лайăх, пуян пурăнма пуçлăн та...
— Мĕн эс, ыр пиччем. Эп уп пек пулмастăп. Эп аттепе аннене саватăп вĕт. Тата пи-и-тĕ-питĕ шеллетĕп. Весем те мана питĕ-питĕ хĕрхенеççĕ. Атте, пĕрре хулана кайсан, пĕремĕк те илсе килнĕччĕ. Уййй! Мĕнле тутлăччĕ вăл. Эп ăна тÿрех çисе ямарăм. Пĕчĕккĕн, пĕчĕккĕн. Атте калать: «Çынна тухсан, кашни кун пĕремĕк çиме пултарăн»,— тет. Вă-ă-ăт! Сана пĕр вăрттăнлăх пĕлтерем-и? Эс тулĕк никама та ан кала, юрать-и? Çынна тухсан, эпĕ икĕ ещĕк пĕремĕк туянатăп. Пĕрне — атте вăлли, тепĕрне — Кампурпа иксĕмĕре. Кампура та питĕ килĕшет вăл. Пĕремĕкпе варланнă алла, пĕлетни, мĕнлерех çуларĕ? Çулать те шăршлать, çулать те шăршлать. Аттуш тутлă апат пĕрре те сисе кураймасть вăл. Ялан — апат юлашки. Эпĕ ăна та питĕ хĕрхенетĕп.
— Эх, ачам, каярахпа йăлт манăçаççĕ çав кусем...
— Çук, çук, пичче. Эп манмастăп. Эп вĕт тупа тунă. Хура тăпра çыртса; манас пулсан, эп курăк пек типеп, йывăç пек хăратăп. Ман вара питĕ-пи-и-тĕ пурăнас килет. Ман пурăнас килет. Аттуш аттене ватлăхра та пулин кам ырлăх курса пурăнмалла тăвать-ха? Ман ăна Карсук пек намăс кăтартас килмест. Ӑна вăн ачисем хĕнеççĕ. Атте калать: «Хăй айăплă, — тет. — Ачисене ытла иртĕхтерсе ÿстерчĕ, пĕчĕклех янтине хăнăхрĕç, — тет. — Ача хыççăн кайса вакка сикнĕ, теç, çавă пулчĕ ĕнтĕ ку, — тет». Эп вĕсене малтанласа пи-и-тĕ ăмсанаттăм. Хĕлле вĕсем, ман пек, кантăкран пăхса лармаççĕ. Йĕлтĕр те пур вĕсен. Иккĕ те. Чăн-чăнни. Пÿрчĕ те вĕсен нихăçан та сивĕ пулмасть пуль; мăрйинчен пĕр вĕçĕм тĕтĕм тухать. Тырă та вырмаççĕ — пилĕкĕсем те сурмаççĕ-тĕр. «Ун вырăнне, — тет атте, — эсĕ чăн-чăн çын пулатан, — тет. — Ку вара чи кирли, чи пысăк мул», — тет. Эп те çаплах шутлатап. Эп — Карсук ачисем пек пулмастăп.
— Карсук... Карсук...
— Мĕнле? — ялтах сикрĕ ача. — Эс ăна та манса кайна-и? Карсук Ваççи! Вăн, пĕр вĕçĕм сăран пиншакпа çÿретчĕ. Кирза атăпа. Пĕррехинче, ав, вĕсем виççĕн килчĕç те, — аса илтĕн-и? — ĕнене çавăтса тухса кайрĕç. Картишĕнченех. Анне шăпах ĕне суса ларатчĕ. Астумастăн-и? Анне питĕ макăрчĕ ун чух. Йăлăнса та пăхрĕ: «Ман ача пĕчĕк-ха, сĕтсĕр мĕнле усрас-ха? Тепĕр хĕл каçсанах хамăрах пырса леçĕпĕр»,— терĕ. Карсук Ваççи урине сĕт чашкине лектерчĕ те, — ятарласах çавăн пек туре вăл, эп пĕлеп ăна, — сĕт тăкăнса кайре. Вăхăтра çуратма пелес пулать тесе, лĕх-лĕх кулчĕ. Унтан хĕвĕнчен хут кăларчĕ. «Эсир, мĕн, постановление хирĕç-им?» — терĕ. Атте çенĕкрен сиксе тухрĕ. Эп аттене нихăçан та ун пек хаяр пулнине курман. Аллинче — мăлатук. Карсук Ваççипе килнисенчен пери: «Влаç çине алă çĕклен, манса кайран-им аçу ăçта çĕрнине?» — терĕ те, атте вара текех шарламарĕ. Унтан лешĕ Карсук Ваççине: «Мĕнле йĕрке кунта сирĕн? Воспитани ĕçне япăх туса пыратăр»,— терĕ. Карсук Ваççи атте сине пăхса илчĕ те хĕрелсе кайрĕ. Эп ăна намăс пулнишĕн питĕ савăнтăм. «Çавă кирле-ха сана, аттуш пĕрмай хуçа пулса çÿрен»,— терĕм ăшра. Ĕнине пĕрех çавăтса кайрĕç. Вăл та вĕсемпе пырасшăн марччĕ. Пирĕн пекех макăрчĕ пуль, ялтан тухичченех мĕкĕрчĕ. Лайăхчĕ ĕни. Анне калатчĕ: «Сĕтне лайăх антарать,— тетчĕ. — Вăл пулман пулсан, ыйткалакана тухмалли çеç», — тесе хаш сывлатчĕ.
— Шурă ĕнеччĕ вăл.
— Ӑхă, ăхă. Асилтĕн-и? Малти урисем...
— ...хура пушмаклăччĕ.
— Калап вĕт, асилен тесе. Тата вăл сана, пĕчĕкскере, мăйракипе кĕпÿнтен çаклататчĕ те картиш тăрах йăтса çÿретчĕ.
— Уйрăмах эп хура кĕпе тăхăнсан.
— Аха, аха. Анне вара сана вĕçертсе илетчĕ те ыталаса çав каска çине ларса макăратчĕ.
— Аса илтĕм. Аса илтĕм, — ачалла хĕпĕртесе ÿкрĕ Степан. — Эп çавăн чухне хăранипех пуль тытăнчăклăрах калаçма пуçланăччĕ.
— Уншăн мар.
— Тата мĕншĕн?
— Астăватна, пĕр вăхăтра аттепе анне района стройкăна çÿретчĕç. Пирĕн пÿрт питĕ юхăнса кайнăччĕ, тăм сĕрсен те, ăшă тытми пулчĕ. Вара аттепе анне урăх çурт туянас пирки шут турĕç. Çĕнни лартма вăй çитереймесрен шикленчĕç. Колхозра ун чух укçа памастчĕç. Стройкара туса пулмасть-ши терĕç. Эс вара яра куна тăр-пĕчченех тăрса юлаттăн килте. Анне калатчĕ: «Çавăнтанах тытăнчăклă калаçма пуçларĕ», — тетчĕ.
Степан тĕтрелĕх витĕр пек çав вăхăта пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн аса илме пуçларĕ. Малтанласа пасарса ларнă турăш кĕтесĕ килчĕ асне. Унтан кăштах уçăмлăраххăн — шăннă кантăксем. Степан хай кантăкпа сĕтел хушшинчи вăрăм сак сине хăпарса тăнă та урамалла пăхасшăн: кĕçех килмелле пек ĕнтĕ ашшĕпе амăшĕ те. Шăн витĕр нимĕн те курăнмасть ăна. Вара вăл кăкăр туллин сывласа илет те антăхса кайиччен вĕрет. Çапла тăрмашсан-тăрмашсан, пăр ирĕлет, турат куçĕ пек пĕчĕк кăна уçлăх пулать. Пурпĕрех нимĕн те курăнмасть: кантăкăн урам енчи хучĕ те йăлтах пăрланса ларнă. Куляннипе чунĕ кÿтсе килет. Шăрçаланма пуçланă куççульне фуфайка çаннипе шăлса типĕтет те шăн çине чĕрне вĕçĕпе чĕрмелеме пуçлать. Вăл яланах пĕр япала ÿкерет — пÿрт. Пы-ы-сăк. Шĕвĕр тăрăллăскер. Ашшĕпе амăшĕ тĕв тунă çурт шăпах çапла пулассăн туйăнать ăна. Пÿрт çамкине вĕтĕ-вĕтĕ чечексемпе эрешлет. Ялта кун пекки, хитрескер, пысăкскер, никамăн та çук-ха. Карсук Ваççисен те Степанăнне çитеймест. Чылайччен пăхса киленет унпа Степан. Пĕлет, кăмака хутсанах вăл ирĕлет. Пултăрин. Ыран вăл каллех ÿкерме пултарать. Тен, ыран тата та хитререх тухать. Шăнма пуçланă шĕвĕр пÿрнине вĕре-вĕре ăшăтать те мăрйинчен тĕтĕм тухнине ÿкерет. Малтан йăсăрланнă пек çеç пулса тухнăччĕ тĕтĕмĕ, вара çăралатать. Питĕ—питĕ ăшă тăвас килет унăн çĕнĕ çуртне. Турăш кĕтесĕ нихăçан та ан пасартăр: ун çине пăхмассерен Степана хăй питĕ-питĕ шăнса ĕнтĕркенĕ пек туйăнать. Урайĕ те сивĕ ан пултăр, атту ура пĕрмаях шăнать. Ак халĕ те кÿтсе кайнăпа пĕрех. Степан сак çинчен шуса анать те алăкăн-тĕпелĕн чупкалама, сиккелеме пикенет. Амăшĕпе ашшĕ çапла верентсе хăварнă ăна: шăнсан, пĕр вырăнта хытса тăмалла мар. Унтан ташлама пуçлать. Тăрăшсах тăрăс! тăрăс! сикет вăл, йăкăш-йăкăш шукалать. Çулла çамрăксем улăха вăййа тухсан — мĕнле хăтланнисене аса илсе, весем пек тума пăхăть. «Купăссăр ăнăçлах тухмасть çав», — ассăн-ассăн сывлать вăл сывлăш çавăрса яма чарăннă май. Вара, хăй пĕлнĕ пек, кĕвĕ евĕр ĕнĕрлеме тытăнать:
Кăнтăр—кăнтăр—кăнтăри—ри—ри
тăртари—ри—ри тăрта—ри
кăнтăр—кăнтăр—кăнтăри—ри—ри
кăнтăр—кăнтăр—тăрта—ри
Илес тенĕ тутрине
çын илмесен юринччĕ
Ман чун савни мĕнлине
çып пĕлмесен юринччĕ
ак ĕнтĕ пăх ĕнтĕ
калама та çук ĕнтĕ
сылтăм ура хĕрсе кайре
чарăнма та çук ĕнтĕ
атте те вăрçать мана
анне те вăрçать мана
вĕсем вăрçни ним те мар
савни юратать мана.
Урăх нимĕнле сăмахсем те асне килмеççĕ. Вара хăй сăвăлама пуçлать:
Кĕçех атте те килет
анне те кĕçех килет
вĕсем кмака хутса яраç
вĕсем яшка пĕçереç
вара пÿрт те ăшăнать
вара эп те савăнап
ăнна-тăр-тăр-тăр-тăр-и
ăнна-тăр-тăр-тăр-тăр-и...
Ташласа ĕшенет те Степан, йăлт ăшша пиçнĕскер, кравать пуçне купаласа хунă вырăн çумне сĕвĕнет. Темĕнччен пехлетсе выртать. «Ах! Ах! Вилетĕп! Ах! Вилетĕп!» текелет. Хăй çавнашкал аташкаласа, ашкăнса выртни ăна тата та астарса ярать. Чунне каçăхтарсах. Сасăсăр антăха-антăха кайса кулать вăл. Ку самантра унран савăнăçли те, унран телейлĕреххи те никам та çук пек туйăнать ăна. Савăнăçĕ, телейĕ хăйĕнчен темиçе хут, темиçе çĕр хут пысăк пек, вĕрсе хăпартнă хăмпă евĕр хăйне таçта-таçта куç курми çÿле йăтса хăпарса каяссăн туйăнать.
— Лайăх ташлаттăн çав эсĕ. Çавăн чухнех вĕрентĕн пуль. Икĕ кил урлă пурăнакан Вирук аппа сана вĕçĕмех пĕрер ывăç кантăр вăрри парса ташлаттаратчĕ. «Лекçи, — тетчĕ вăл аттене. — Çÿппине артиса ярас пулать, артист пулмах çуралнă вăл, талайĕ пур, каларĕ тейĕн Вирук, эп витĕр курап, турри çаплах çырнă ун раскалне, артис пулма çуралнă вăл»,— тетчĕ. Атте шарламастчĕ хирĕç. Сан çине çеç шеллесерех пăхса илетчĕ те: «Халăха хамран култарни те çитет», — тетчĕ.
— Мĕншĕн кулнă вара пирĕн аттерен? Вăл усал çын пулман-çке...
— Эс манса кайнă пуль çав. Пĕрре Кулькка тете килсе ларчĕ. «Атя, — терĕ, — Элекçей, платнике, сан Аллу-уру пырать, стройкинче пĕрех укçа ытлашши ÿкес çук унта, сан çурт лартас пулать, мана юлташ кирлĕ», — терĕ. Атте шутласа ларчĕ-ларчĕ те килĕшрĕ. Вара весем Чĕмпĕр енне тухса кайрĕç. Шăп çавăн чухне хаçатра çапса кăларчĕç те ун çинчен. Укерчĕкпе. Аттен хăрах аллинче — пуртă, тепринче — пăчкă. Хăй хутаç çакнă. Пы-ы-сăк хутаç. Укерчĕкĕ айĕнче сăвă пекки те пурччĕ.
Степан вăл кун Кĕрлевукра ешĕл вĕлтĕрен пуçтарса çÿретчĕ. Амăшĕ ăна каçхине çăмах яшки пĕçерсе парас пек калаçнăччĕ. Чăтăмсăррăн кĕтетчĕ вăл амăшĕ ĕçрен таврăнасса. Укăлчара çуйхашнă сасăсем илтĕнчĕç. Степан пуçне çĕклерĕ — ун енне пĕр кĕтÿ ача чупать. Сухăрашаççĕ хăйсем, аллисемпе хăлаçланаç. Амăшне тем пулман-ши тесе хăрасах ÿкнĕччĕ. Чи малтан Карсук Санькки вĕçтерсе çитрĕ. Пашкать. Сывлăш çавăрса илем пек пулчĕ те патлаттарса хучĕ: «Сан аçуна хаçата кăларнă. Сăвăласах», — терĕ. Мĕнпе тивĕç пулнă вара Степан ашшĕ çавăн пек чапа тухма? Вăл, мĕн, пĕр-пĕр паттăрла ĕç тунă-им? Ыттисем те чупса çитрĕç. Санькка тетĕшĕ — Гури — васкамасăр хаçатне сарчĕ, хыттăн кăшкăрса вулама пуçларĕ:
Сурнă эп колхоз сине,
Илес пысăк хутаçне,
Тухса каяс çын çине,
Çапса килес укçипе.
Унтан хаçатне Степан еннелле тăсрĕ. «Курса савăн аçуна, чылайранпа курман вĕт. Аçу килсен, пĕр аллă пус паран вуласа панăшăн. Ав, мĕн чухлĕ укçа йăтса килет вăл»,— терĕ. Пурте ахăлтатса кулса ячĕç. Степан аптраса вырăнтах шак хытса тăчĕ. Мĕн тумаллачче халĕ унăн? Макăрса ямаллаччĕ-и? Хăвăртрах кунтан пăрахса тармаллаччĕ-и? Хаçатне çĕтсе тăкмаллаччĕ-и? Тăчĕ те тăчĕ вăл çапла ахăракан ушкăн варринче. Шăлĕсене йĕрсе пăрахнă ачасем çине тĕлĕннипе, аптраса ÿкнипе чарăлса кайнă куçĕпе пăхса.
— Астăватна, Ванюк тетесен Манькки сан патна таплаттарса пычĕ те: «Эпир санпа тек вылямастпăр. Эсир пирĕн ĕрет ятне яратăр. Анне те çаплах калать: «Çын умĕнче хамăр тăван теме намăс, кĕлмĕçсем тет», — тесе хучĕ. Манькка сăмахĕсем, уйрăмах «кĕлмеçсем» тени, пĕчĕк Степан чĕрине чăтма çук ыраттармалла пырса тиврĕ. Самантлăха вăл хаçат çинчен те манчĕ. Чунĕ кÿтсе килчĕ. Пырне темен капланчĕ. Шăлне çыртса, тухас куççульне чарса тăчĕ. Ачасем чылай аяккалла пăрахса кайсан тин кукленсе ларчĕ те ÿлесе макăрса ячĕ. Мĕншĕн çав териех телейсĕр-ши вăл? Мĕншĕн çавăн пек чухăн пурăнаççĕ-ши вĕсем? Мĕншĕн тетĕш çук-ши унăн, вăл пулсанах ăна çапла кÿрентереймен пулĕччĕç. Хăçан çĕнĕ çурт туса лартĕç-ши вĕсем? Вара ун чух тăванĕсем те ютшăнмĕччĕç. Хăçан пысăк пулĕ-ши вăл? Ун чухне вăл çынна тухĕччĕ. Чи ырă, чи лайăх çын пулĕччĕ. Пурте тĕлĕнĕччĕç, кам ачи ку тесен, çавăн ачи тейĕччĕç. Хăçан пысăкланĕ-ши вăл? Ун чух кăтартĕччĕ хăйне. Учитель пулĕччĕ. Ун чухне Манькка та, Карсук Гурийĕ те унран каçару ыйтĕччĕç. Ма телейсĕр-ши вăл? Мĕншĕн çапла çырнă-ши турри? Çук, вăл телейлĕ пулать. Чи телейли пулать.
Степан аллисемпе курăка тымарĕнченех çатăрласа тытрĕ, пуçне çĕклерĕ, куççуль витĕр тÿпенелле пăхса тинкерчĕ.
Эй, эс, Тура! Ырă пÿлĕхçĕм! Илтетĕн-и эс ăпа?
Çук, вăл телейлĕ пулать! Чи телейли пулать! Уссе çитсен, чи ырă, чи лайăх çын пулать! Амăшне те, ашшĕне те чи телейли тăвать! Ĕçлеме пуçлать те çурт лартать. Чи çÿллĕ, чи пысăк, ,чи хитре çурт. Вĕсене пурте пăхса ăмсанĕç ун чух. Ӑна хăйне те пурте ăмсанĕç! Ашшĕпе амăшне ăмсанĕç! Вăл телейлĕ пулать! Чи телейли!
Килне вăл чылай каç пулсан çеç çитрĕ. Амăшĕ яшка антарчĕ. Çăмах яшки. Качака сĕчĕпе юрчĕ. Степан пĕр-ик кашăк хыпрĕ те сĕтел хушшинчен тухрĕ. Амăшĕ нимĕн те шарламарĕ. Çывăрма выртсан кăна: «Аçуна ан çиллен, курайми ан пул. Аçу мар айăпли — пурнăç. Лайăх çын вăл, айăпĕ çук ун. Пурнăçĕ çапла килсе тухрĕ ĕнтĕ пирĕн. Çурт тăвас хуйхă пулмасанах намăса кĕрес çук та...» — терĕ.
— Анне, эпир мĕншĕп çавнашкалах чухăп пурăнатпăр? — шăппăн ыйтрĕ Степан.
Амăшĕ тÿрех хуравламарĕ. Кăштахран тин:
— Кам пĕлет ĕнтĕ ăна... Шăпи çапла çырнă-тăр пире. Вăрçăчченех çуртне лартнă пулсан, нушине унашкалах кураяс çукчĕ-и, тен? Ĕлкĕреймерĕç. Кайран ĕнтĕ аçу вăрçăран йывăрланса таврăнчĕ. Пĕччен вăй çитереймерĕм курăнать. Аслаçупа чипер, тĕрĕс-тĕкел пулнă пулсан, чиперех майлашăнса каяттăмăр пуле те...
Степан пĕлет, аслашшĕне Çĕпĕре пуç янă.
— Анне, асаттене мĕншĕн тытса кайнă пирĕнне? Атте калать: «Питĕ ăслă, вĕреннĕ çын пулнă», — тет.
— Лайăх çынччĕ аслаçу. Чунĕ ырăччĕ. Йывăр тăпри çăмăл пултăрах. Çын сăмахĕ айне турĕç пулинех ăна. Пăтрашуллăччĕ çав вăхăчĕ, пăтрашуллăччĕ. Турă пек таса çынна халăх тăшманĕ турĕç те...— юлашки сăмахĕсене питĕ шăппăн каларĕ амăшĕ, — пăтрашуллă пулмасăр... Çын ăмсанăвĕ, курайманлăхĕ тĕп турĕ пулинех. Йывăр тăпри çăмăл пултăр ĕнте. Кăмăллă çынччĕ пит. Калхуссем тума пуçласан, пĕтĕм пурлăхне калхуса кайса пачĕ те... Хăйсене валли нимех те хăварман тесе калаçкалатчĕç. Пурăнма та çак çурта куçрĕç.
— Унччен ăçта пурăннă вара вĕсем?
— Вăн хальхи клуб çуртĕнче.
Клубра пĕрре мар пулса курнă Степан. Пысăк, çутă. Уявсем вăхăтĕнче варринчи стенине çĕклесе мачча çумне çаклатса хураççĕ.
— Анне, вăл кулак пулнă-им? — яштах тăрса ларчĕ.
— Кулаксем ăна, вăн, Макаçсем пулнă. Тара тытса ĕçлеттеретчĕç. Трактирсенчи ÿсĕр халăха çаратса пуйса килнĕ тетчĕç хуларан. Пулнă та пуль. Лайăх мар çынсемччĕ
— Эп пайтах ыйтнă ун пирки аттерен. Тулĕк шарламастчĕ вăл. Йăвашшăн кулса: «Ах, эс, çурăк пĕрене», — тетчĕ те кашнинчех сăмаха айккине пăрса яратчĕ. Пĕррехинче çеç: «Суппи, эс пĕчĕк ача мар текех, шĕшлĕ аврипе танлашрăн, çурла тытма пултаран, çакна яланах асра тыт: çынна ырă тумасан та, ăна усал тавасран хăвна ху яланах чарса тăр», — терĕ. Эп вара çаван чухне хама сăмах патăм: атте самахне нихăçан та манмастăп тесе. Эп çаванпа пурне те хĕрхенетĕп: чечеке те, йывăçа та, курăка та — пурне те, пурне те... Тепĕр чух Карсук Ваççине те кăштах. Гурийĕ вĕçĕмех ÿсĕр çÿрет вĕсен. Латти çук. Тăршшипех харкашаççĕ. Вара ашшĕне ял тăрах хăвăласа çÿрет. Аллинче мĕн пур, çавăнпа çапать. Пĕр каçхине, йĕпхÿ пĕрĕхетчĕ ун чух, пылчăклăччĕ, Карсук Ваççи пирĕн хапха умĕнчи сак çине ларчĕ те чылайччен макăрчĕ. Чăлха вĕççĕнех хăй, пиншак кăна уртса янă. Эп ăна шеллесех кайрăм, ăшăнма пÿрте те кĕртесшĕнччĕ — хăрарăм тулĕк: каллех «заразăсем» тесе вăрçасран. Аттепе аннене яланах çапла кăшкăратчĕ те вăл. »
— Эп вара ăна тавăрма тĕв тунăччĕ.
— Эп астăватăп. Вăл çулхине атте колхозра ĕçлемест тесе пирĕн пахчана туртса илчĕç.
— Анне ун чухне колхозрах ĕçлетчĕ вĕт-ха. Ун пек ирĕк пулнă-и вара вĕсен?
— Анне те çаплах шутлатчĕ те. Пĕрех. Çынсем çĕрулми лартрĕç, пирĕн пахчана вара Карсук Ваççисем килчĕç те трактор кĕртсе кукуруза акса хăварчĕç.
Çав куна аса илчĕ те Степан, питех те намăс, аван мар пулса кайрĕ ăна çак пĕчĕкçĕ, хăй çине лапăшка тум уртса янă ача умĕнче. Ӑна куçĕнчен пăхма та хăюлăх çитереймерĕ. Мĕнле чунпа пурăннă вара вăл халиччен? Нивушлĕ çакна та çăмăллăнах манăçа кăларма пултарнă?
Трактор юлашки çаврăм турĕ, пахчаран тухса чăхăмлатса чарăнчĕ. Кабинăран Мекке Лÿнькки тухрĕ. Тайкаланса, Степанпа амăшĕ патнелле утрĕ. Хăраса ÿкнĕччĕ Степан. Лÿньккана хирĕç тăма пултарайманшăн, хăй питех те мĕскĕн, вăйсăр пулнăшăн чунĕ кÿтсе килнĕччĕ. Лÿнькка Степан амăшне хулĕнчен ярса тытрĕ. Степана шалтах тĕлентерсе, сасăпах йĕрсе ячĕ.
Халĕ акă чĕрĕлсе тăнă евĕр тепĕр хут хыттăн янăраса кайрĕç ун сăмахĕсем: «Эп айăплă мар, Çинук аппа, сан умăнта! Карсуксем ăна! Вĕсем! Каçарăр эсир мана, ухмаха! Эп çавăнпа ĕçрĕм! Намăсран ĕçрĕм! Мĕнле пăхас малашне сирĕн куçран? Вĕсем! Вĕсем çылăха кĕртрĕç мана! Турăшăн та! Эп намăсран ĕçрĕм! Эп çавăнпа ÿсĕр! Каçар эс мана, Çинук аппа! Карсуксем! Карсуксем ăна йăлтах!..»
Лÿнькка, тракторне тапса ывăтас пек, кирза аттипе лаçлаттарчĕ, уксахласа, çырманалла анса кайрĕ.
Тракторне каç пуласпа тин Карсук Ваççипе Лександр Семенович хускатса илсе кайрĕç.
Тепĕр кунхине, чылай çĕрлеччĕ ĕнтĕ, амăшĕ Степана хура тум тăхăнтартрĕ. Хăй те саппунне хура тĕслипе улăштарчĕ, хура тутăр çыхрĕ. Нимĕскер ăнкарса илеймен Степана хăйпе юнашар турăш умне тăратрĕ, «Ман хыççăн сăхсăх», — терĕ хытарса. Пăшăлтатма пуçларĕ: «Эй, Турă, çÿлти пÿлĕхçĕ. Сан умăнта хуть хăçан та таса пулас тесе пурăннă. Сана, хисеплĕ Туррăмăр, нихăçан та хамăра пула намăса кĕртес теменччĕ. Каçар эс пире, сан умна эпир усал шухăшпа тăтăмăр. Пирĕн çылăхăмăрсене курмăш пул, ырă пÿлĕхçĕм. Иртĕнсе мар, йывăр пурнăç вăрлама хистет...»
«Анне, вăрлани лайăх мар вĕт, хăвах çапла калаттăн вĕт»,— тесшĕнччĕ Степан. Амăшĕ айăкран кăлт тĕкрĕ: «Сăхсăх, каçар мана, ырă Турăçăм, те». Степан амăш хушнă пек тăвать.
Картишне тухсан тин хăй шухăшне пĕлтерет. Тÿрех хуравламасть амăш. Лаçа кĕрсе, икĕ витре йăтса тухрĕ. Вара тин: «Хамăрăнне вăрлатпăр, çыннăнне мар. Усалпа усалах пулмалла-тăр çав. Пĕр тĕрĕсмарлăх теприне çуратать. Сан пурнăçунта кăна кун пекки ан пултарăчче ĕнте, ачам, ан пултарчче», — тесе хаш сывларĕ.
Степан нимĕн те ăнланмасть-ха. Мĕн варлама каяççĕ весем? Аçта? Мĕн-ма амăшĕ ăна кĕреçе тыттарать?
Весом Мекке кукуруза акнă пахчана тухаççĕ.
Сĕм-тĕттĕм. Ниçта пĕр çутă çук. Çăлтăрсем те пат-пат кăна курăнкалаççĕ. Ял вĕçĕнчи колхоз витинче сурăхсем ÿсĕркеленисĕр пуçне урăх пĕр сас—чĕв те илтĕнмест.
Хăрушă Степана. Хăть уйăх пăхинчче. Кĕреçине хытăрах ярса тытать вăл. Тĕттĕмлĕхре амăшĕ пăшăлтатать: «Эп кунтах, кунтах». Степан сасă еннелле утать.
Питĕ пумай вăхăт утнăн туйăнать ăна. Килĕ тахçанах аякка—аякка тăрса юлнă пек.
«Çитрĕмĕр»,— терĕ амăшĕ. Ӑçта халь вĕсем, мĕн вăрламалли пур вара кунта — Степан ăнкарма тăрăшать — куçран чиксен те нимĕн те курăнмасть.
Амăшĕ кĕреçепе тăпрана хускатать те Степана кĕреçе айне пĕрер çĕрулми пăрахма хушать. «Куçне çÿлелле ту, вара хăвăртрах шăтса тухать», — вĕрентет. Çакă пулать-и вара вăрлани, çĕрулми кăна лартаççĕ-иç. Степаншăн шикленни те иртсе каять. Амăшĕ хыççăн ĕлкĕрсе пырас тесе пикенсе ĕçлет. Пит çине пăчăр-пăчăр тапса тухать тарĕ çĕр сивви типнĕ алă çине тумламăн-тумламăн ÿксе ăшăтса ярать. Сурăмĕ çумне çыпăçать кĕпи. Килĕшет Степана хăй çапла ĕçлеме пултарни. Шиклĕх пирки шухăшламасть те вăл текех. Хыпалапать. Нăтăрт-нăтăрт! тăвать амăш ури айĕнчи кĕреçе. Степан тăрăшсах витре тĕпне хыпалать. Ак пĕр çĕрулми те лекмест алла.
Хаваслă, çĕкленÿллĕ кăмăлпа утать вăл каялла. Пĕр-пĕр кĕвĕ манер шăхăркаланă та пулĕччĕ те — юрамасть çав. Амăшĕн те кăмăлĕ çемçелнĕ пулас, паçăрхи пек хытарса калаçмасть, ыран мунча хутас пек, шăппăн сăмахлать.
— Çывăрмастăр эппин... — ку сасă çак хура тĕттĕм шăплăха кĕсрентерсе янăранăн туйăнать Степана. Шартах сикет вăл, умĕнче тăп чарăннă амăшне пырса тăрăпать.
— ...заразăсем!
Степан паçăр суккăр пек пулнă та, сасартăк куçĕ уçăлса кайнăн, халь ак ăна яр-уççăн курать: кирза атăна, сăран пиншакпа, аллине кесйине чикнĕ, тутине илемсĕррĕн йерсе лĕхлетсе тăрать.
Степан çав саманта аса илчĕ те çÿçенсе кайре, чĕтреве ерчĕ. Ун чухне те вăл сиксе чĕтреме пуçланăччĕ.
— Эпир мар, эсĕ ху — зарази, пĕтĕм пурнăçа варласа пурăнан, йĕксĕк чун. Хăçан кăна шалчу тулĕ?! — кăшкăрсах ячĕ амăшĕ.
— Шăпрах эс, яла вăратан, — хăрăлтатрĕ Карсук.
— Вăрантăр! Халăх умĕнче пирĕн нимшĕн те намăсланмалли çук. Эпир ун умĕнче çак ача чунĕ пекех таса. Эпир ним айăпсăр çынсене Çĕпĕре ăсатман. Эпир халăхран мăшкăлласа пурăнмастпăр. Халăх умĕнче намăсланмалли çук пирĕн. Эс ун чухнех пĕтересшĕн пултăн пире. Хале те вĕчĕ тытса çÿрен. Çитет сана пăхăнса, сан мăшкăлна тÿссе!
Амăшĕ Степанран кĕреçине тăпăлтарса илчĕ, — шари! çухăрса ячĕ Степан, — кĕреçе карта юпине çапăнса чанклатрĕ.
Пĕр авăк тĕлĕнсе каймалла шăп пулчĕ. Хăрушла шăплăх. Кăштахран тин: «Тĕппипех пĕтермелле пулнă та ун чух, хĕрхентĕм пулать заразăсене», — тытăнчăклăраххăн хăрăл—татрĕ Карсук Ваççи. Хальхинче ун сасси чылай аякра илтĕнчĕ.
Амăшĕ кукленсе ларнă та шăппăн ĕсĕклет.
Ӑна херхенсе Степанăн та йĕрес килет, анчах куççуле тухмасть. Амашĕ тăчĕ, Степана хулĕнчен çатăрласа тытрĕ, Карсук Ваççи кайнă еннелле хыттăн кашкăрчĕ:
— Çÿппи, акă кам санăн çăкăрна туртса илнĕ. Акă кам сана ачалăхсăр хăварнă! Лайăхрах пăхса юл эс ăна! Асунта хăвар!
Степан çавăн чухне Карсук Ваççине тавăрма тĕв турĕ. Хура тăпра çыртса.
Амашĕ çу каçипех кăмранса пурăнчĕ вăл çул. Çывăхра пĕр-пĕр трактор сасси пулсанах четреве еретчĕ. Çерулми лартса хăварнă пахчана халь-халь тепер хут сухаласа пăрахассăн туйăнатчĕ ăна. Кукуруза пÿ яма пуçласан тин лăпланна пек пулче.
Кĕр çитрĕ. Çынсем çĕрулми кăларма пуçличчен чылай маларах пĕр каçкулĕм тухрĕç те мĕн пулнине пуçтарса кĕртрĕç.
— Лайăх тухначчĕ ун чух çерулмийе. Шултăра. Йăвă. «Эх, — тетче анне, — пахчипех лартнă пулсан, патшалăха сутмалăх пулатчĕ иккен. Ал çавăрса янă пулăттăмăр. Кун пеккишĕн те тавах ĕнтĕ турра. Пăрахмарĕ», — тесе ассăн-ассăн сывлатчĕ.
Кукуруза лайăх ÿсмерĕ. Тĕл-тĕл шăтмарĕ те вăл çаплах хура лаптăксем выртатчĕç. Çум-курăк ашкăрса кайнăччĕ. Никамах та кирлех пулмарĕ пулмалла вăл, çаплах юр айне кĕчĕ. Атте пĕрех хут уссăр пĕтесрен вырса пăрахмалла марши тесе те шухăш тытнăччĕ —анне чарчĕ: «Каллех сăмах илтме тивĕ, хăйсенне хăйсем пĕлеç-тĕр» , — тере.
Йывăр çул пулчĕ ун чух. Нушалла. Анчах хĕн—терчĕпе юнашарах телейĕ те çурет пуль çав. Пĕррехинче вĕсем патне куршĕ ялти Семен Митрофанович учитель пырса ларчĕ. Степан шăпах урама тухма тăнăччĕ. Хайĕн верентекенĕ вĕсем патне мĕнле сăлтавпа килнине пите пĕлес килетчĕ те — пÿртрех юлма именчĕ. Чылайччен ларчĕ Семен Митрофанович.
Кайран Степан пÿрте кĕрсен, ашшĕ алăкăн—тĕпелĕн уткалатчĕ. Хăй питĕ хавхаланнă, купăс каланă чухне çеç çакăн пек çуталса тăрать сăнĕ. Степан умĕнче чарăнчĕ те: «Çÿппи, Карсук Ваççисем пек çынсем вĕсем тĕнчере пĕрре, иккĕ, ку виççĕ пултăр. Ыттисем — чăн-чăн çынсем. Лайăх çынсем. Карсуксене кураймасăр пулса ыттисем çинчен усал шухăшламалла мар. Курайми пулмалла мар. Ыррине сума сумалла, хисеп тумалла. Хăвăн та ырă пулма тăшмалла. Чăн-чăн çын пулма. Ак, Семен митрофанович пек. Çынна яланах ырă ту, кайран хăв патнах çаврăнса çитет вăл», — терĕ.
Мĕнпе çавăн пекех савăнтарнă вара Степан учителĕ ашшĕне? Тем пекех ыйтас килетчĕ — именчĕ. Кайран тин пĕлчĕ сăлтавне. Ашшĕ амăшне хыпар тунинчен. Семен Митрофановича ачисем хулана куçарса каясшăн-мĕн. Пÿртне вара Степансене сутма кăмăл тунă. Йÿнĕ хакпах. «Çитейменнине хăçан та пулсан тавăрса парăр-ха. Ак, Çÿппи те ÿсет», — тенĕ тет. Степан аслашшĕ хăйсене те сахал мар ырă тунă имĕш. Лайăх çын çав Семен Митрофанович, Карсук Ваççи пек мар. Шкулта ăна хăшпĕрисем усал тесе шутлаççĕ пулин те. Шутлаччăрах. Степан ăна пурпĕрех чунтанах килĕштерет. Пÿртне хăйсене сутмасан та, пĕрех шухăшне улăштарас çук. Шăпах Семен Митрофанович пек лайăх сын пулма тăрăшĕ те вал. Тата аслашшĕ пек. Амăш ахальтен каламасть çав, аслаçу пит ырă çынччĕ тесе. Семен Митрофановича та пулăшнă, тет, ав. Вирук аппа вара Степана аслашшĕне хывнă, тет. Эппин, унăн ниепле те начар çын пулма юрамасть.
Степан пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ыйха путать. Тĕлĕкĕнче çĕнĕ çурт курать вăл. Кантăк çине, шăн çине, укерекеннисенех çитмест те, пёрех пысак, хăтлă, ăшă пек. Степан, çитĕнсен, ун çамкине эрешсемпе илемлетет. Чи тăррине йывăçран касса автан вырнаçтарать. Сухăрпа çăттарать те ăна (ку меслете ашшĕнчен вĕренне-ха вал, унăн та чиперех пулать), вара вал хĕвел шевлипе йăлтăр-йăлтăр кăна çиçсе тăма пуçлать. Темĕнччен киленсе пăхать, ун çине Степан. Акă вăл, хăмаран касса кăларнăскер, Степана тĕлĕнтерсех, куç умĕнчех чĕрĕлет, çунатне çапса авăтса яратъ: ки-ки-ри-кук! ки-ки-ри-кук!
Сак сасăпах вăранса кайрĕ Степан. Чăн—чăн автансемех авăтаççĕ иккен. Шарлаттарса. Ял тăрăх тăкăрлăксемпе, çуртсен хÿттипе, урай кукăрĕсемпе вĕçрен вĕçе, енчен енне кумать автансен çĕкленÿллĕ янăравĕ. Тепĕр чух çитес çĕре ĕлкĕреймест те, ахрăм евĕр ванса—вакланса, пĕтĕм тавралăха сапаланать. Кÿршĕсен автанĕ те сас пачĕ. Çăвăр пулас, сасси уçăлсах та çитеймен-ха. Пурпĕрех ăна хуравлакан та тупăнчĕ. Хăйĕн пекех çăвăр автан. Унтан тата тепри. Тăваттăмĕш, пиллĕкмĕш...
Чылай хушă итлесе выртрĕ çав асамлă янăрава Степан. Киленсе. Чунпа каçăхса.
— Сирĕн унта хулара автансем çук-им? — пăшăл турĕ ача сасси.
Степан тăрса ларчĕ. Никам та çук юнашар. Пĕчченех. Хăй те пушă пÿрт кана. Кантăксем хушка кăваккăн çуталаççĕ, хĕвелтухăç еннеле тухаканнине кăна хĕрлĕрех тĕс çапнă кăштах.
— Тул çутăлать. Тăрас пулать. Эх, хăçан хĕл çитĕ-ши? Ун чухне каç вăрăмрах. Тырă та вырмалла мар, — çине-çинех ассăн сывласа илчĕ ача.
Степан пуçне çĕклерĕ — унпа куçа-куçăи тĕл пулчĕ. Тути хĕрри кăшт уçă. Тата темен калассăн пулнăн. Кĕтрĕ, кĕтрĕ Степан. Ача текех чĕнмерĕ. Çаплах тинкерсе пăхрĕ. Рама ăшĕнчен. Кантăк витĕр.
Степан тĕпелелле иртрĕ. Шыв ĕçрĕ. Пирус тивертрĕ те картишне тухрĕ. Пÿртум пусми çине ларчĕ. Питĕ килĕштеретчĕ ача чухне çакăнта тÿхса ларма. Хĕвел питтине. Чĕркуççисене ыталаса, янахĕпе тĕренсе ларма. Куçне хупатчĕ те, вара пылак çутă ĕмĕчĕсем хĕвел ăшшипе пĕрле ачашшăн çупăрласа илсе, аякка-аякка йăтса кайнăнах туйăнса тăратчĕ. Тепĕр чухне ашшĕ юнашар пырса ларатчĕ. Аллине хулпуççи çине хуратчĕ: «Ĕмĕтлен, ĕмĕтлен, Çÿппи, ĕмĕт пурнăçа çутă тăвать, шанчăка çухатма памасть», — тетчĕ. Вара амăшĕ пырса чăрмантаричченех иккĕшĕ шăппăн сăмахласа ларатчĕç. Уйрăмах Степана ашшĕ ылтăн кĕнекесем çинчен каласа пани питĕ килĕшетчĕ. Вĕсене çыракансене кавайт çинче те çунтарнă имĕш, тĕрмере те çĕртнĕ, хăйсем пурăннă вырăнсенчен те кăлара-кăлара янă. Вĕсем пĕрех çырма пăрахман.
Ашшĕ каласа панă чухне вĕсене питĕ пысăк, питĕ хулăн, пĕтĕмпех ылтăнран тăракан кĕнекесем пуле тесе шутланăччĕ. Пĕррехинче ашшĕ çав кĕнекесене курма илсе кайсан, — кÿршĕ яла, çырма хĕрринчи пĕчĕк çурта кĕчĕç пек, пĕччен ватă кăна пурччĕ, кăмака хутатчĕ ахăр, те шкаф умне çавăтса пычĕ Степана ашшĕ, те çÿлĕк умне — кусене астумасть те, çĕтĕк хуплашкасем çеç халĕ те шăкăринех куçĕ умĕнче, — вĕсем пĕчĕкскерсем, çÿхескерсем кăна иккен. Степаншăн ку малтанах кÿренмелле те пулнăччĕ, кайран шутласа илчĕ те, çак пĕчĕкскерсемшĕнех çынсем хăйсен пурнăçне те хĕрхенмен те, эпиин, питĕ хаклă, ăслă кенекесем вĕсем.
— Атте, çак кĕнекесене çыракансене мĕншĕп çавăн пекех курайман? Мĕншĕн çырма чарнă? — ыйтнăччĕ ашшĕнчен Степан. Ашшĕ ун чухне нимĕн те шарламарĕ. Каялла килнĕ чухне çеç Степана куçран тинкерчĕ те шăппăн пăшăлтатрĕ:
— Вĕсем тĕрĕслĕх çинчен çырнă, чăнне каланă. Чăнни вара пурин кăмăлне те каймасть. Тĕрĕслĕх куçĕнчен пăхма хăюлăх кирлĕ, меншен тесен вăл тепĕр чух питĕ илемсĕр, чапрас, хура. Эпир вара, тăванăм, ытларах йăлтăрккана юрататпăр, юмаха. Мĕншĕн тесен вăл чун йăпатмăш.
Мĕнле кĕнекесем пулнă-ши вĕсем, камсен-ши? Тен, ашшĕ каланă-тăр та — халь пĕр хушамат та аса килмерĕ. Хăй çаплах ача чухнехилле чĕркуççине янахпа тĕренсе, урисене ыталаса ларнине асăрхарĕ те, сăн-пичĕ çуталчĕ, чунĕнче ырă, ачаш пулса кайрĕ.
Тăчĕ, картиш тăрăх уткаларĕ, тахçан Мекке кукуруза акнă пахчана тухрĕ. Кÿ! çапрĕ клевер шăрши. Карта хĕррипе анаталла утрĕ.
Таçтан текерлĕк тупăнчĕ, ахăртнех Кĕрлевук енчен вĕçсе килчĕ пулмалла, пуç çийĕн хурлăхлăн, тăлăххăн шуйханса иртрĕ те Степанăн лăпланнă чунне тепĕр хут пăлхатса хăварчĕ. «Эс шăпах çакăнта Карсук Ваççине тавăрма тĕв тунăччĕ», — пăшăлтатрĕ ача. Степан тăпах чарăнчĕ. Питĕ уççăн туйса илчĕ çăварĕнче! тăпра тутине. Каллех пуç çийĕнче текерлĕкĕн-шуйхануллă сасси илтĕнчĕ. Степан хăлхине амăшĕн пăшăлтатăвĕ пырса кĕчĕ: «Эп кунта, кунта». Степан çав сасă еннелле утрĕ.
Сăва çинчен таврăнса укăлчаран кĕчĕ кăна — Кремль куранчĕсен сасси ялти шăв-шава хупласа хучĕ. Улттă çапрĕç. «Пуçтарăнма та вăхăт»,— шутласа илчĕ Степан.
Тăкăрлăкран пăрăнаспа Тимак Виттин карти витĕрех хăйсен хапхи умĕнчи сак çинче такам ларнине асăрхарĕ. Ватăрах çын пек курăнчĕ. Кивĕ фуфайкапа. Симĕс шлепкепе. Пуçне сĕнкерех ларать. «Карсук! — вĕлтлетрĕ пуçра. — Ман патах-ши? Е çула май кăна чарăннă? Мĕншĕн кирлĕ пулса тухрăм-ха эп ăна? Ку кăна çитменччĕ çула тухас чух...»
«Мекке Лÿнькки вĕт вăл», — пăшăлтатрĕ ача.
Степана асăрхаса тÿрленсе ларчĕ ватă.
— Ман патра хăна иккен. Салам пултăр, Лÿнькка тете. Ырă ир. Мĕнле пурăнаç? — алă пачĕ.
— Манман, — тăруках кăмăлсăрланнă пекрех пулчĕ Мекке. — Эппин, эп мĕншĕн килнипе чухлан кăштах.
— Пĕлеймерĕм-ха...
«Шахвăртан, шăллăм, шахвăртан», — ăшĕнче йÿççĕн кулса илчĕ Лÿнькка.
Степан «Беломор» кăларчĕ, Лÿньккана сĕнчĕ. Лешĕ илчĕ, анчах тивертмерĕ, хăлхи хыçне хĕстерчĕ.
— Çÿппи Лекçейч, эс мана каçар та... ман калаçу йывăр, пÿрте кĕрсен вырăнлăрах пуль. Кунта кăмăллах мар пек...
Пÿрте кĕчĕç. Лÿнькка пÿрт ăшчиккине пăхса çаврăнчĕ, куçĕ стена çинчи сăнÿкерчĕксем çине ÿкрĕ те — пĕтĕм хăюлăхĕ, Степан патпе килме хатĕрленсе пĕчĕккĕн—пĕчĕккĕн пуçтарăннă харсăрлăхĕ лăпах сÿнчĕ:
— Эп, мĕн... чăрмантарасси-мĕнĕ... кхм! кхм!.. эс çуртна сутнă терĕç те...
— Çĕрĕшсе кăна ларать, хамăн килсех пурăнасси пулмасть ĕнтĕ текех... — Лÿньккана калаçăвне пуçарса яма çăмăлрах пултăр тесе сăмах хушрĕ Степан.
— Вăл çапли çапла-ха ĕнтĕ. Унсăр та май çук. Вăхăтра вырнаçтармалла. Вара... Сутнă терĕç те... эппин, текех килеес те сук пирĕн тăрăха эс. Савăнпа курасси пулать-и сана, Çÿппи Лекçейч, пулмасть те-и...
Лÿнькка хĕвĕнчен шурă эрех кăларчĕ, сĕтел патне таплаттарса пычĕ те лартрĕ, — Эп çылăх каçарттарма килтĕм. Текех кураяс та çук сана, çылăхпа çĕре кĕрес килмест, — терĕ те çăмăллăн сывласа ячĕ.
— Мĕн эс, Лунькка тете? Мĕн çылăхĕ унта... — аптраса ÿкрĕ Степан.
— Çылăхлă-и, çылăхлă мар-и, Çÿппи Лекçейч, айăпăм пур. Айăплă сирĕн умăрта.
Лÿнькка бутылкине уçма хăтланчĕ — пултараймарĕ, Степан енне тăсрĕ:
— Атя, уç-ха.
— Тен, кирлех мар, Лунькка тете. Ĕнертен юлни те, пилеш эрехĕ, çаплипех, çĕнĕ кил хуçисем мăкариçе илсе килнĕччĕ те...
— Çук, çук, Çÿппи Лекçейч, ун пек юрамасть. Кăмăла ан хăвар. Чунра ахаль те канлĕх çук. Пĕлен, сан çула тухмалла, хам та кунпа иртĕнменни чылайранпа. Ячĕшĕн çеç хăть. Ятарласа районтан илсе килтертĕм. Сан ятпа. Кăмăла ан хăвар.
— Сана мĕн-ма айăплас, Лунькка тете? Ӑнланатăп, хуçисем вĕсем пулнă.
Степан бутылкине уçрĕ. Лунькка черккесене тултарчĕ.
— Вĕсем хуçаланатчĕç çав ун чух. Карсуксем. Хăйсене çĕр кăваписем пек шутлатчĕç. Хам та айăплă ĕнтĕ. Хам та. Мĕн-ма урăххи мар, мен-ма шăпах эп килĕшнĕ-ха сирĕн пахчана сухаласа пăрахма? Мĕн-ма урăххи мар? Шăпах эп. Вĕт малтан Симун Кулине хушнăччĕ. Вăл яхăнне те ямарĕ. Трифун Никитича. Мĕн, мана ытлашши кирлĕ пулнă-им? Кирлĕ пулнă-тăр çав. Çурт лартас ĕмĕтпе пурăнаттăм. Карсуксене юрас тенĕ пуле. Мĕскĕн чун. Каçарма пултараймастăп хама.
Лунькка чĕтреве ернĕ аллисемпе çатăрласа тытрĕ те черккене (Степана черкки халь-халь чĕлтĕртетсе ванса каяссăн туйăнчĕ) тĕппипех çавăрса хучĕ. Çыртмарĕ. Пируспа сарăхса ларнă шĕвĕр пÿрнине икĕ хутчен кăкăр туллин шăршласа илчĕ, куçне хупрĕ. Питçăмартисем илемсĕррĕн туртăнкаларĕç. Пуçне усрĕ Лÿнькка.
Шăп пулчĕ.
Степан, ку кăмăллах мар самант ытлашшипех вăраха тăсăлнине туйса илчĕ пулин те, татăлнă калаçăва сыпăнтарса е пачах та урăх еннерех çавăрса ямашкăн ниепле те сăмах тупаймарĕ. Шăплăха сирмелле, аптранă енне, ÿсĕркелесе илчĕ, пирус тивертрĕ.
Лÿнькка пуçне çĕклерĕ.
— Эс мана айăп ан ту, Çÿппи Лекçейч. Каçар. Ман пурăнасси те шутлă кăна, ахăр. Ман — рак. Каламаççĕ те — сисетĕп эп, — хăйне вăхăтсăр пÿлесрен асăрханнăн васкарах сăмахлама пуçларĕ Лунькка. Степан чуне сÿлетсе илчĕ, — ахальтен хулара икшер уйăх таранчченех вырттарас çук. Ну, ку тем мар, харама. Мура-ха. Кун чул пурăннă — çитет.
Лÿнькка шăпланчĕ. Степан ним калама аптрарĕ.
— Эп, тĕрĕссипе, Çÿппи Лекçейч, вăл-ку пирки тахçанах маннăччĕ. Суяс мар. Эс çуртна сутан текен сас-хура тухрĕ те, тен, пурнăç çинчен шухăшланăран та-тăр, тепĕр хут тапса тухрĕ асра эс çав кун ман çине мĕнлерех куçпа пахни. Вăт лăскать те лăскать чуна, пĕр канăç çук, çыврайми пултăм. Куçа хупап — çав куç, вăранса каяп — çав куç. Тăршшĕпе йĕрлет. Йĕрлет, йĕрлет... Канăç памасть. Ил эс ăна каялла, Çÿппи Лекçейч, ил каялла. Турă пул.
Шăпланчĕ. Пуçне усрĕ.
— Санра мар айăпĕ, Лунькка тете. Вăхăчĕ çапла пулнă ĕнтĕ. Самани. Ӑнланатăп. Мĕншĕн пире Карсук Ваççи çавнашкалах юратман, тăршшĕпех такăнтарма тăрăшнă? Аттерен нумай ыйтнă кун пирки. Шарламастчĕ темшĕн.
Лунькка тÿрех чĕнмерĕ. Хăлха тăррине хĕстернĕ пирусне илчĕ, пÿрни вĕçĕпе çемçетрĕ, шăрпăк кăларчĕ, анчах тивертмерĕ.
— Мĕншĕн юратмастчĕ?.. Кама юратнă вăл Карсук?
Ашшĕ юлхав пулнă ун. Макаçсемпе те, — эс астăваймастăн пуль-ха ĕнтĕ вĕсене...
— Анне каланинчен пĕлеп кăштах. Усĕрсене çаратса пуйнă тетчĕ.
— Вăт, вăт, шăпах çавсемпе те ермешкелесе пурăнчĕ пĕр вăхăт. Пуйма та пуçланă текелетчĕç те, кайран ĕçке ярăнса кайрĕ. Хисеп-мĕнне пĕлмен ĕнтĕ вĕсем. Ваççи те ӳркевлĕрех ӳсрĕ. Ҫăмăлттайлăрахчĕ. Хулине те ахальтенех тухса каймарĕ-тĕр. Янтине шыраса. Аслаçусем вĕсем тăн-тăн пçрăнатчĕҫ. Тĕрĕссипе, мĕн кУла-кĕсем пУлнă та ĕнтĕ пирĕн ялсенче. Кам ĕҫ-ленĕ — начар мар пурăннă. Макаçсем — вăт вĕсем чăнах та кулаксем. Халăха хĕсĕрлесе тăратчĕç. Халăхран кулса, мăшкăлласа. Аслаçусем тĕплĕ çынсем пулнă. Ёçчен, тăрăшуллă. Хытăрах текелетчĕç те, анчах хыткукарлăх марччĕ вăл — тирпейлĕх, шута хисеплени. Иртĕхсе пурăнман. Халăх ăна суйласшăн пулчĕ коммунара. Ваççана яхăнне те ямарĕ. Лешĕ, Унпа килни, наганĕпе юнасах: «Кăна капла хăвармастăп, эсир Совета хирĕç, контреволюци, кивĕ тĕнче юлашкисем»,— тесе пĕтерчĕ. Тепĕр эрнерен, чăнахах та, — эпир хăрасах ӳкнĕччĕ, — аслаçуна лартса тухса кайрĕç. Коммнуара Ваççана çирĕплетсе хăварчĕç.
Вăт вара Ваççа иртĕхрĕ. Аçусене пайтах шар кăтартрĕ. Пĕрлешӳрен те кăларса пăрахрĕ. Чылай мăшкăлларĕ ĕнтĕ — мĕн каласси пур.
Аслаçу тепĕр çур çултан таврăнчĕ-ши вăл? Пĕтсе кайнăччĕ. Сасси кăна хăйĕнччĕ. Йăлтах Улшăннă. Тăрантаспах курсе ячĕ ăна темле вырăс. Пысăк пуçлăх тенĕ пек те астăвап. Хăтлăха пуçтарттарчĕ. Сăмах каларĕ. Аслаçун айăпĕ çукки çинчен каларĕ, ссыльнăйсен йăхĕнчен терĕ, ăна председателе суйлама сĕнчĕ. Ваççа вара тепĕр куннех ялтан çухалчĕ.
Каярахри саманине ху та чухлан ĕнтĕ, пĕлен пуль, — Ун пирки пĕр вăхăт самай шавлака-ларĕç, — питĕ пăтрашуллă пулчĕ. Хăрушă самана. Аса илсен, халĕ те ак-ак кантăкран тан! тан! шаккассăн туйăнать. Карсук çав вăхăталла таврăнчĕ яла. Уполномоченной туса янă текен сас-хура та çӳретчĕ. Пулнă та пуль çав, Малтанах Петкассинчи Ваçли Егорч учитель çухалчĕ пулмалла. Хаçата та çыркаласа тăратче-ха вăл. Лайăх çынччĕ. Сирĕн аслаçăр — кăштахран. Района чĕнтерчĕç те ăна — Унтан таврăнаймарĕ. Упраймарăмăр. Каçартăрах ĕнтĕ. Хута кĕреймерĕмĕр — хăратса çитернĕччĕ халăха. Аçуна та — Элекçей тетене — çав шăпах кĕтетчĕ пуле те, ахăртнех, аслăраххисем вĕрентрĕç-тĕр, каларĕç пуль ялтан вăхăтлăха çухалма. Вара вал Мускавах тухса кайнă текелетчĕç. Вăрçă хыççăн кăна кӳрнăçрăмăр эпир. Ана, каçартăр та, никам та çын пулать тесе шутламан. Пуçран аманса таврăннă вăл.
Контузи пулнă. Тăнлавĕнче, сылтăм енче, мăкăль пурччĕ ун. Чăмăркка пысăкăш. Калаçма та, йывăра ан илтĕр те, тин чĕлхе уçан ача пек калаçатчĕ. Чипер ларнă çĕртенех ним сăлтавсăрах тискерленсе каятчĕ. Ахăр, пуç пăтраннă самантсем пулнă пуль. Аннÿне питĕ хĕрхенеттĕмĕр эпир ун чух. Мĕнле çавăн пек çынпа качча тухма шикленсе тăмарĕ? Хĕрхенсе-тĕр. Сар çу пекчĕ ун кăмăлĕ. Ырăччĕ. Нумай нуша курчĕ ĕнтĕ вăл. Аçу питĕ вăрах вăхăт ĕçлеймерĕ. Тухтăрсем мăкăльне касма хăракалатчĕç пулмалла. Таçта та çитсе пахреç. Юрать, кăшарсем, Власов Кули ачи, хулара тухтăр пулса ĕçлетчĕ, шикленсе тăмарĕ. Çав çын турĕ ĕнтĕ аçуна. Аннÿ те нумай тăрăшрĕ. Маттур хĕрарăмччĕ. Телейĕ пулмарĕ. Пулмаре.
Лÿнькка черккесене тултарчĕ. Сĕтел çине тумлатрĕ. «Элекçей тетепе Çинук аппа ятне пултăр. Асăнар» тесе, тĕппипех ĕçрĕ.
Пĕр самант чĕнмесĕр ларчĕç. Степан пирус тивертрĕ. Лÿнькка пирусне çавăркаласа пăхкаласа ларчĕ те шăрпăкне сĕрчĕ.
— Çапла... Нумай иртĕхрĕ вăл Карсук. Пайтах. Турă курать, теç те... Курмасть пуль çав. Йĕксĕке паян кун та Йăтса çÿрет çр. Эп фронтран килеп. Шыçăнса, юхăнса кайнă, тавар пуйăсĕсемпе килсе пыйтланса ларнă йăлт. Çурма çулта Ваççа хуса çитрĕ. Тăрантаспа. Хăйен сăранĕпе, аттисем — кĕленче пек. Йăлтăртатаç. Эпĕ тăватă çул фронтра пулса пĕр медаль пекки çакнă, вăл, ордене курăнтăр тесех пуль, сăранне йÿле янă. «Эс, мĕн тата, медальпе кăна таврăнан?» — тет. Мухтанать пулать. Чăтаймарăм — анса утрăм. Пĕлеп эп, мĕнле илнĕ вăл орденне.
Питçăмартисем илемсĕррĕн туртăна-туртăнă илчĕç.
— Лÿнькка тете, самани тĕрлĕрен пулнă. Карсук епле майпа тăршшĕпех председательте тăркаласа юлма пултарнă?
— Самани те весем майлă пулчĕ-тĕр ун чух. Тарăн тымар ярса хăварчĕç пулмалла çав хăйсен вăхăтĕнче. Эс хирĕç каласа пăх-ха ун чух орденлă çынна. Тур сиртĕр. Тĕрĕс-и, тĕрĕс мар-и — вĕсем хуçаччĕ.
Лÿнькка Степан енне туртăнчĕ.
— Хамăр хушăмăрта пултăр та, эп шутлап, çавăн чухне уйрăлса кайрăмăр пуль эпир хуçасемпе ыттисем çине. Çавăнтанах пуль. Пуçлăхсене юрама тăрăшасси, пĕр-пĕрне пуçлăх умĕнче сутасси, элек сарасси, кĕвĕçÿ çав вăхăталла пуçланчĕ-тĕр. Суйма суясах мар та, Карсук миçе çыннăн кумĕ пулмарĕ-ши? Тур каçартăр та, хам та чутах çылăха кĕреттĕм. Тавах, Ваççа хăй яхăнне ямарĕ. Хăй саманинче çÿлереххисен картине кĕрсе юлчĕ те вăл, унтисем пĕр-пĕрне кÿрентерме памаççĕ пулмалла çав, — пурнăçне ирттерчĕ çапла. Хуçалăхсене пĕрлештерсен кантура Петкассине куçарса кайрĕç. Унти халăхĕ Карсука çывăха та ярасшăн пулмарĕ. Нумай пăтранчĕç ун чух — астăвап. Карсука çапах та ÿксе юлма памарĕç районтисем, бригадира лартрĕç. Халь вăл бригадир такамах мар пек. Ун чух — уй! пысăк çынччĕ. Фигурăччĕ! Пахча сухаламалла — ун патне кайса йăлăнан, лаша кирлĕ — каллех ун патне.
— 60-мĕш çулсенче вара вăл бригадир кăна пулнă-им? Эп ăна председатель тесе шутланă, — пÿлсе ыйтрĕ Степан.
— Бригадире бригадир кăначчĕ те — хуса йытти хуçинчен ирттерет. Тĕрĕс сăмах ку. Каярахпа Камышина, — лешне, хайхине, каларăм-ске, Ваççана коммунара лартасшăн пулчĕ терĕм, аслаçуна малтан тыттарса яраканни, районта ĕçлетчĕ вăл, — унтан пăрчĕç пулмалла та пирĕн пата ярса пачĕç. Карсук каллех йăл илче. Пĕр урана çинчисем вĕсем: Карсук Ваççи те, Камышине те. Ун хÿттипе пайтах иртĕхрĕ Ваççа.
Лÿнькка пĕр вăхăт кантăкран пăхса тинкерчĕ. Чĕнмерĕ. Пирусне кăкăр туллин ĕмрĕ.
— Вăт мана мĕн тарăхтарать, Çÿпии Лекçейч, — Степан енне çаврăнчĕ Лÿнькка. — Карсука мĕнле кăна ылханмарĕ пулĕ халăх — вăл хăнк та çук — чĕрĕ, сывах. Эп никамах та унашкалах хур туман пек ĕнтĕ... Халь ĕнтĕ, тепĕр тесен, пурнăçĕ унăн та ăмсанмалăхах çук: кашни кун патак çиет, теç, пылчăк-и, çил-тăман-и — килĕнчен кăлара-кăлара яраç, ачисем путсĕр ун, Гурийĕ те, Санькки те, улми йывăççинчен аякках ÿкмест-ха ĕнтĕ, тĕрĕсех ку, ун пек-и, куп пек-и — пĕрех пурăнать. Пурăнать. Çук-тăр çав турри, аттуш курмаллах вăл.
Лÿнькка пĕр авăк чĕнмерĕ. Унтан картах туртăнса илчĕ.
— Е юриех пурăнтарашăн-ши ăна? Э? Ятарласах. Калăпăр, ĕлĕк иртĕхнишĕн çăварне пĕçертмелĕх. Нуша мĕн иккенне чухламалăх, тутине-масине пĕлмелĕх. Мĕнле шутлан? А, мĕн, пулма та пултарать. Мĕншĕн пулмалла мар? Тен, çаплах та шăпах. Пурăнтăр эппин. Атя-ха апла-тăк, Çÿппи Лекçейч, Карсук сывлăхĕшĕн ĕçер, — йÿççĕн кулса илчĕ Лÿнькка. — Атя, ун сывлăхĕшĕн пултăр та, эп вара сулланам. Сана чарса кăна тăрап пуль. Нумай калаçса кайрăм.
Лÿнькка шалт тутарчĕ. Хăяр татăкĕ хыпрĕ. Аллине Степан енне тăсрĕ:
— Курнăçасси пулать-и текех, пулмасть те-и, Çÿппи Лекçейч, мĕн пулни пулнă ĕнтĕ, йывăра ан ил, эс мана каçар та айăп ан ту. Эп ун чух Элекçей тетене виçĕ мишук çĕрулми парасшăнччĕ — вăл хирĕçлерĕ, иккĕшне илме çапах ÿкĕте кĕчĕ. Тавах, кăмăла хăвармарĕ. Эсĕ те, Çÿппи Лекçейч, кăмăла ан хуç. Ну, сывă пул. Сывă пул...
Лÿнькка Степана ыталаса илчĕ.
Кантăкран Лÿнькка урам урлă каçни курăнчĕ. Чарăнчĕ. Вăрттăн хĕрес хыврĕ. Пуç тайрĕ. Вара тăкăрлăка кĕрсе çухалчĕ.
Степан сĕтел çине пуçтарчĕ. Амăшĕн, ашшĕн сăнÿкерчĕкĕсене пăтаран вĕçертсе илчĕ, рама ăшĕнчен кăларчĕ, тусанне шăлчĕ, тирпейлĕн дипломачĕ тĕпне хучĕ. Ача чухнехи хăй патне кармашнăччĕ — куçпа куç пулчĕç те, вырăнтах хытса тăчĕ. Çапла чылайччен пĕр-пĕрне тинкерчĕç вĕсем.
— Тавах сана, пĕчĕкскерĕм, эс мана манăçнă пурнăçăма аса илтертĕн, — пăшăлтатрĕ Степан, — çухатнă чунăма тавăрса патăн. Каçар эс мана, эп сана та асран кăларнă.
Степан шартах сикрĕ: куç умĕнчех ача сăнĕ улшăннăçемĕн улшăнса пычĕ, шуранкаскере, чăн-чăн сăн тĕсĕ çапрĕ, вăраххăн-вăраххăн чĕрĕлĕхе куçрĕ, кăшт уçăлса тăран тути ерипен-ерипен хускалса илчĕ те, ача сасси уçăмлăнах илтĕнме пуçларĕ:
— Мап сана питĕ-питĕ курас килетчĕ. Мĕнлерех пулса кайнă-ши тесе шухăшлаттăм вĕçĕм. Эп шутланă, эс çаплах имшеркке тесе. Уй-уй! Мĕн чухлĕ кăвакарнă çÿç санăн!
Ача тăруках шăпланчĕ. Сăнĕ тĕксĕмленчĕ.
— Эс тата темен каласшăнччĕ пулас? — ыйтрĕ Степан.
— Çук, нимех те...
— Кала, кала, пĕчĕкскерĕм.
— Эс ан кÿрен тулĕк. Юрать-и? — Степан çине тата та тимлесерех тинкерчĕ. — Эс пÿрте сутмасăр пултараяттăн-и? — терĕ те вăл хĕрелсе кайрĕ.
— Сутмасăр? Ну... ĕнтĕ... — ним калама аптрарĕ Степан. — Мĕншĕн сутмалла марче-ха?
Ача куçне айккинелле тартрĕ.
— Ӑçта пурăнăп-ха ĕнтĕ эпĕ малашне?.. — ассăн сывласа ячĕ.
— Мĕн эс, пĕчĕкскерĕм, эп сана кунта пĕччен хăвармăп текех. Эп сана хампа илсе каятăп. Хулана. Хам пата.
— Хулана?
— А, мĕн?.. Хулана. Ман унта иксĕмĕре те вырăн ситет. Эпир яланах пĕрле пулăпăр. Текех нихăçан та уйрăлмăпăр. Иккĕн хаваслăрах та.
— Иккĕн лайăхрах-ха. Çапах та...
— Пĕлетĕн-и, çитетпĕр те ак хулана икĕ ещĕк пĕремĕк туянатпăр. Вара сан пĕр ĕмĕтÿ тулать те.
— Çук, иккĕ кирлĕ мар. Атте сук вет текех. Кампур та... — салхуланчĕ ача сăнĕ.
Степанăн та кăмăлĕ хуçăлчĕ:
— Каçар.
— Хулана кайма ман çипуç та çук вĕт пĕрех. Унта лайăх тумланса çеç сÿреççĕ пулĕ. Манран пурте мăшкăлласа кулĕç кăна.
— Мĕн кирлине — эпир пурне те туянăпăр. Чи-чи лайăххисене. Унта лавкка нумай. Чан-чан шăлаварпа çÿреме пуçлан вара.
— Чĕп пиçиххиллипе-и?
— Чĕн пиçиххиллипе. Эс ĕмĕтленеттĕн вĕт ун çинчен?
— Ĕмĕтленетĕп те... Анчах та... — иккĕленсе тăчĕ ача. Самантранах йăлтăр çиçсе илчĕ сăнĕ:
— Унта кĕнекесем параççĕ-и?
— Кĕнекесем?.. Ман хамăнах икĕ пысăк шкаф тулли.
— Икĕ шкаф?! Эппин, атте каланисем те пур пуле унта сан?
— Пур-тăр та... Эп ячĕсене çеç халь манăçа кăларнă.
— Эп вĕсене хуплашкинченех уйăрса илме пултаратăп. Питĕ çĕтĕк хуплашкаллăччĕ.
Урама вĕсем алăран алă çавтăнса тухрĕç. Ача шупкарах хĕрлĕ улача кĕпепе, тÿмисене çăт тÿмеленĕ. Тĕссĕрленнĕ пир шăлаварпа. Пушмакĕсем, ăптăр-каптăр пулин те, çупа сăтăрнăран çуталса тăраççĕ. Çÿçне тирпейлĕн туранă. Ытлашши йĕпетнипе йăмхуран йăлтăртатать.
Иккĕшен те кăмăлĕсем çĕкленÿллĕ. Хушăран куçпа куç тĕл пулаççĕ те, сăнĕсенче пĕчĕк хĕвел пек шевле выляма пуçлать. Кун пек самантсенче Степан ача аллине хытăрах пăчăртать, Çÿппи вара унăн аллин ăшшине туять. Ырă пулса каять чунне. Çепĕç, ачаш туйăмсем ăна ура тупанĕнчен пуç тÿпине çитиех çупăрласа илеççĕ.
«Шел, Карсуксем кураймаççĕ кăна, — пăшăрханса шухăшлать вăл, — мĕнлерех ăмсаннă пулĕччĕç вĕсем халĕ Çÿппине, кÿрентерме те хăяйман пулĕччĕç».
Гурипе çапах та курнăçма пÿрнĕ-мĕн вĕсене. Усĕр хăй. Явархисен тĕлĕнчи пура çумне мелсĕррĕн сĕвеннĕ, ура çинче аран тытăнкаласа тăрать.
Çÿппи вăрттăн, курмăш пулса иртсе каясшăнччĕ — Степан сăмах хушрĕ:
— Салам пултăр, Гури. Мĕнле пурăнаççĕ? Лешĕ кăлт сикрĕ, йывăррăн пуçне çĕклерĕ.
Куçĕ — урмăш, сăн-пичĕ тăртаннă, шăртланса ларнă. Хăйĕнпе сăмахлакансене курман пекех туйăнса кайрĕ вăл Çÿппине. Вĕсем витĕр инçене-инçене пăхса тинкернĕ пек. Сÿппи асăрханкаласа икĕ утăм чакрĕ.
— Палласа илеймерĕн курăнать, — сăмах хушрĕ Степан.
Гури чĕлхесĕр çын евĕр темен мăкăлтатрĕ. Кăштахран тин уйăрса илем пек пулчĕ те тутине кулнă чухнехилле илемсĕррĕн йĕлпĕрчĕ, армак-чармаккăн хăласланкаласа, ыталама хăтланчĕ, чуптăвасшăн пулчĕ.
Ку Çÿппине тарăхтарсах ячĕ: «Мĕнле хăять вăл çапла çулăхма. Пĕр именÿсĕр. Намăса та пĕлмест. Хăть Степан умĕнче вăтанасчĕ. Унашкал çапкаланчăк мар вĕт вăл. Хула сынни. Культурăллă».
Юратÿллă куçпа пăхать Çÿппи Степан сине. «Мĕн тери чипер, хитре çын вăл. Çутă сăнлă. Шап-шурă кĕпепе. Галстукпа. Пиншакне сылтăм хулĕнчен уртса янă. Пачах урăх çын çав, Гурипе танлаштарсан».
Гурин чĕлхи кăштах уçăлчĕ пек. Хăшпĕр сăмахсене уççăнах уйăрса илет Çÿппи. «Атя тет, тĕл пулнă ятпа тет».
— Каçар, васкас пулать,— сехетне шаккаса кăтартать Степан.
Гури те воссм хыççăн ăнтăлнă пек пулчĕ — çумĕнчен кăшт хăпсанах тĕшĕрĕлсе анчĕ.
Унпа тĕл пулнă хыççăн иккĕшĕн те сăнĕсем тĕксĕмленчĕç. Степан çын шăпи, ăраскалĕ пирки шухăшларĕ. Çÿппи Гуришĕн Степан умĕнче намăса кĕме тивнĕшĕн кулянчĕ: «Хулара вĕсен унта, паллах, Гури пек этем манерне çухатнă çынсем çук ĕнтĕ. Карсук та Сÿппишĕн никам та мар та, çапах та пĕр ялсем вĕт. Эппин, пĕр-пĕриншĕн явап тытмалла. Çапла
— Ĕмĕтлен, Çÿппи, ĕмĕтлен. Ĕмĕт чуна çутатать, пурнăçа илем кÿрет. Эпир нихăçан та текех хамăр кам ачисем пулнине манăçа кăлармăпăр, — сăмах хушрĕ Степан. Ача аллине паçăрхинчен те хытăрах пăчăртать. Çÿппи каллех ун аллине туять. Каллех иккĕшĕн те чунĕсенче ырă, сăнĕсем çуталаççĕ.
Ванюк тетĕшсен пÿрчĕ умĕпе иртнĕ чух, пушмак кантрине майланă пек туса, юриех, ятарласа тăхтаса тăчĕ Çÿппи. Питĕ пăхтарас килетчĕ унăн Маньккана кантăкран. Манькка сăнĕ курăнмарĕ. «Ахăртнех, каллех района йăркканă пулĕ-ха. Çырла сутма. У-у! усламăç. Çÿпписемпе тăванлă пулнăшăн намăсланать пулать тата. Хăй вăл ĕрет ятне ярать», — сăмахларĕ хăй тĕллĕн Çÿппи.
Укăлчаран тухрĕç. Кăштах иртрĕç те чарăнчĕç. Ял енне çаврăнчĕç. Пĕр самант чĕнмесĕр тăчĕç — ялпа сывпуллашрĕç. Вара ансăр çул вĕсене тырă хушшине илсе кĕрсе кайрĕ.
Тырă пуссинчен тухас чух Çÿппи тăпах чарăнчĕ.
— Мĕн пулчĕ? — ыйтрĕ Степан.
— Эс малалла пĕчченех ут, эп сана кайран хуса çитетĕп, — пăшăлтатрĕ ача. Сăнĕ тĕксĕмленчĕ.
— Мĕншĕн? Мĕн пулчĕ тăруках? — ача умне кукленчĕ Степан
br/>br/> куçĕнчен тинкерчĕ.
— Карсук Ваççи. Ав, хирĕç килет. Эп унран хăратăп. Вăл каллех «заразăсем» тесе кăшкăрса пăрахĕ. Эп кайран хуса çитеп сана.
Степан малалла тинкерчĕ — Кĕрлевук енчен пĕр пĕкĕрĕлсе ларнă ватă кăштăртатса хăпарать. Авă мĕнлерех иккен вăл халь Карсук Ваççи. Уйăрса илеес те сук.
— Ан хăра, пĕчĕкскерĕм. Вăл пире текех тĕкĕнес çук. Кăшкăрма та хаяймĕ. Атя, атя пĕрлех.
— Эп пĕрех хăратăп унран. Сана та вăл асаттене тыттарса янă пекех тыттарса яре те...
— Э—э, çук, Сÿппи, Карсуксем текех хуçаланаймĕç. Халь урăх самана. Пирĕн вара унпа тел пулмаллах. Санпа перле мана та çăмăлрах. Эпир сăмах хушмăпăр та унпа. Курăнăпăр та — çав кăна. Эпир калас тенине вăл хăех шухăшласа илет. Тата мĕнлерех! Атя, атя, кайрăмăр.
Çÿппи Степана аллинчен хыттăн сатăрласа тытрĕ. Çумнерех тĕршĕнчĕ. Чĕри, тапса тухасла, хыттăн-хыттăн тапма пикенчĕ. Степан хăй те пăлханать ахăр: палăртасшăнах мар та, сапах та Çÿппи туять, вăл çине-çинех ÿсĕркелесе илчĕ, — Карсукпа калаçма хатерленсе пырне тасатрĕ-ши, — курăк татса шăл хушшине хучĕ.
Сÿппи йăнăшмарĕ. Степанăн, чăнах та, çиеле тапса тухрĕ халь ача чухне тăпра çыртса тупа туни, вăл каллех амăшĕн пăшăлтатăвне илтрĕ:
«Акă кам санăн çăкăрна туртса илнĕ, акă кам сана ачалăхсăр хăварнă, лайăхрах пăхса юл эс ăна, асунта хăвар!» Унăн Карсукпа куçа-куçăн тăрса, куçран куçа пăхса калаçас, аслашшĕн телейсĕр шăпине, ашшĕпе амăшĕн хĕн-тертлĕ пурнăçне асилтерес килчĕ. Паллах, илемсĕр, йĕркесĕр пуль вăйпитти, чĕрĕ-сывă çамрăк çын ватă çынна тавăрасшăн хĕмленни. Анчах та хуть кам пулсан та, малтан-и, кайран-и — хăçан та пулин пĕрех явап тытмаллах пĕрре. Чăнлăха пурте куçран пăхма тивĕç.
Карсук вĕсене çул парса сукмак айккинерех пăрăнса тăчĕ. Акă вăл умрах (Çÿппи Степан хыçнерех пытанчĕ). Лутра та типшĕм ватă, çĕтĕк-çатăк, шăтса çуркаланса пĕтнĕ сăранĕпе, саплăк çине саплăк галифепе, уринче — манертан тухнă кĕлисĕр атă.
Степан шăппăн кăна, лăпкăн (Çÿппи, кăна кĕтменскер, шалтах аптраса ÿкрĕ) сăмах хушрĕ:
— Автобус иртсе каймарĕ-ши-ха?
— Асархамарăм пек. Çул юппинче чараканччĕ. Тем, уйăрса илеймерĕм-ха, — Степана кăнн! тинкерчĕ Карсук, — Курнă сăн пек те...
— Паллаймастăр пуль. Ку тăрăхра пулманни те ĕнтĕ... Ну, тавах хыпаршăн. Автобусран юлас мар тата...
Степан утса кайрĕ. Кĕтмен çĕртен пулнăран Çÿппи чутах Карсукпа тăрса юлатчĕ.
Пĕр вăхăт нихăшĕ те сăмах хушмарĕ. Кăштахран тин Степан, вылянса, шуххăн Çÿппие куç хĕссе илчĕ:
— Мĕн, ыйтмастăн тата? Чухлап-çке, чĕлхÿ чăтма çук кĕçĕтсе тăрать. Çапла пуль?
— Эп шутланăччĕ, эс ăна мен тесе...
— Мĕн тесе?..
— Ну, кăштах...
— Карсук Ваççи пулмарĕ çав вăл, Çÿппи. Карсук мар.
— Мĕнле Карсук мар? — тăпах чаранчĕ Çÿппи. — Шăп та лăп вăл пулчĕ-иç? Эс ăна манăçа çеç кăларнă. Хамăр ялсенех пăтраштармастăп ĕнтĕ. Эп ăна кашни кунах курап вĕт.
— Çук, Çÿппи. Эс тĕрĕс ача. Маттур ача.' Аслă ача. Анчах та кăна халлĕхе сана ăнланма йывăртарах-ха. Каярахпа чухлама пуçлăн хăвах. Ку Карсук пулмарĕ. Вăл вилнĕ.
— ?!. Мĕнле вилнĕ? Хăçан?
— Хăçанне пĕлместĕп. Анчах текех сук вăл...
— Ку вара кам пулчĕ эппин?
— Ку Карсук Ваççи мар. Унăн мелки çеç, Çĕр хăй патне йышăнман мĕлки. Чунĕн юлашкийĕ çеç.
«Мĕнле-ха капла? Чипер, тĕрĕс-тĕкел утса çÿрекен çынах — вилĕ, мĕлке кăна. Мĕлке çеç пулсан, епле апла вăя калаçма пултарать?» — Çÿппи Степан каланине ăнланма тăрăшать, анчах ниепле те чухласа илеймест.
Степан аллине Çÿппи хулпуççи сине хучĕ, хăй çумне пăчăртарĕ. Унтан пиншакне Çÿппи сине уртса ячĕ. Ача Степан хулана çитсенех ун валли хăйĕнни пек хаклă пусмаран çеленĕ пиншак, чĕн пиçиххиллĕ шăлавар туянма пулни çинчен аса илчĕ те, тин çеç канăç паман шухăшĕсем çийĕнчех сĕвĕрĕлчĕç унăн, çутă ĕмĕчĕсем çупăрласа илчĕç. Çĕнĕ, вĕр-çĕнĕ çипуçпа яла таврăнать вăл. Пысăк çаврăм тусах ятарласа, ял витĕр (пахча хыçĕпе мар) пырса кĕрет килне. Пурте пăхса амсанĕç ăна. Çĕнĕ пиншакпа шăлаварне пÿрне вĕçĕсемпе тыта-тыта пăхĕç. Кам ачи ку — çавăн ачи тейĕç. Шел, васкарах сутрĕ çав çуртне Степан. Халь ăçта чарăнĕ-ха ĕнтĕ вăл яла килес-тăвас пулсан? Сарахви аппăш патне пулсан кăна. Халь вăл та ак пĕчченех тăрса юлчĕ. Тепĕр чух Çÿпписем патне пÿртне пăхкаласа тăма пыркалатчĕ те, чылайччен калаçса ларатчĕç вĕсем иккĕш. Шăппăн, шăкăл-шăкăл. Ӑна та питĕ шел пулса кайрĕ. Халь кампа çапла чунне уçса сăмах хушĕ ĕнтĕ вăл? Васкарĕ пуль çав Çÿппи Степанпа пĕрле хулана кайма кăмăл туса. Çапла та... Анчах Çÿппин те хулана кайса курас килет. Унăн та çынна тухмаллах вĕт. Карсук Саньккипе Гури пек çапкаланчăк пулас килмест унăн. Степан пек пулас килет. Вĕреннĕ çын. Культурăллă.
Хĕвел куçа шартарать. Шăрăх. Степан кĕпе тÿмине вĕçертет... Ӑна кура Çÿппи те. Таçта, тÿпере, канăç пĕлмесĕр тăри юрă кĕвĕлет: «Тăр—тăри, тăр—тăри, Çÿппи хулана каять — куртăр-и? Тăр—тăри, тăр—тăри...»
Сукмак вĕсене аслă çул çине илсе тухрĕ. Хĕвел çинче тĕкĕр евĕр йăлтăр—йăлтăр çиçсе выртать асфальт. Çÿппи пĕлет: унпа утсан-утсан, района пырса кĕретĕн, унтан тухсан вара Степан пурăнакан хуланах илсе çитерет пуль. Вĕсем лаштра йăмра айне сĕвенчĕç. Сулхăн кунта. Ырă. Те çĕркаç çывăрса тăранайманран, тен, Карсукпа тĕл пулас умĕн ытлашши хытă пăлханнăран та, Çÿппи хăйне питĕ ĕшеннĕ пек туйса илет, Степан хулпуçсийĕ çине сĕвенчĕ те тутлăн тĕлĕрсе кайрĕ.
Тĕлĕкĕнче улăх курăнчĕ ăна. Аслă улăх. Куçа шăнăçайми. Йыт çырли сăрса илнĕ пек, ăна йăлтах. Урăх нимĕнле курăк та, пĕр чечек те курăнмасть, вĕтĕ-вĕтĕ йăм-хура çырласем кăна, лапкăшпех шăкăрин сапса тухнăн, хĕвел шевли çине кăшт лексенех, куçа шартарса, чăлтăр-чăлтăр çиçе-çиçе илеççĕ.
Аякран-аякран Çÿппи еннелле пĕр пĕчĕкçĕ пăнчă çывхарма пуçлать. Çывхарнăçемĕн пысăкланса, пысăкланса пырать вăл, йытă мелки евĕр курăнма тытăнать. Тепĕртакран Çÿппи йыттине хăйнех уççăн уйăрса илет. Пы—ы—сăк йытă. Хура тĕслĕскер. Питĕ çăмламас. Вирхĕнсе чупать вăл. Çывхарнăçемĕн çывхарать. Çÿппи унăн сăнне те лайăхах курать. Куçĕсем — йăваш. Тунсăхлă.
«Кампур! Кампур!» — палласа илчĕ ăна Çÿппи. Ытама илме аллине сарать. Анчах йыта сасартăках пач çухалать.
Тепĕр самантран пĕчĕк кăна хура пăнчă каллех çывхарма пуçлать. Каллех йытă мĕлкине, унтан хăйне те уйăрса илет Çÿппи. Вирхĕнсех чупать йытă. Çÿппи патне çитсессĕнех, каллех тĕтреленсе, шупкаланса çухалать.
Унтан тепĕр хут. Татах. Татах...
«Кампур! Кампур! — йĕрсе ярассăнах Çÿппи. Антăлса йытта хирĕç чупать вăл. — Кампур! Кампур! Эп сана хампа пĕрле илетĕп хулана! Эп сана пĕччен хăвармăп текех! Хулара пĕремĕк нумай унта! Пурне те çитет!»
«Пĕремĕк?..» — тăпах чарăнать йытă. Çÿппине куçран тинкерет.
«Çук, ман кунтах юлмалла. Аттепе анне мĕнле-ха мансăр? Кам пăхса тăре вĕсен вилтăприсене? Çук, эп хулана пымастăп. Ман кунтах юлмалла. Эс каçар мана. Ан кÿрен тулĕк», — ассăн сывлать те пуçне пĕкет.
Автобус килни курăнчĕ.
Степан Çÿппи умне пĕшкĕнчĕ.
Ачан куç хăрпăкĕсем хушшипе тăп-тăрă, тап-таса, çап-çутă куççуль шăрçаланса пăчăртанса тухрĕ.
Канăçа пĕлмесĕр юрлакан тăри шăпланчĕ.