Тархаслу

***
Ырă çыннăм! Турă вырăнне пул, хуçа вырăнне пул! Мана çак кĕтмен синкертен хăтăлма пулăш. Эпĕ тархасласа ыйтни ахаль пулмĕ. Ырă туни ырăпах таврăнĕ, манăн сăвап сан умна килĕ...

***
Сире, «ырă» çынсем, Турă пулăштăр. Ывăлтан ывăл тытма патăр, хĕртен хĕр тытма патăр, кинтен кин тытма патăр. Виç тĕслĕ выльăхне-чĕрлĕхне виç карта тытма патăр, пĕртен çĕре çитертĕр. Турă пĕртен пине çитертĕр. Çурт çине çурт тытма патăр, мул çине мул тытма патăр. Сутас суттине хаклатса сутма патăр, илес суттине йÿнетсе илме патăр.
Çичĕ тĕслĕ тырра çичĕ кĕлетре тытма патăр, пĕртен çĕре, çĕртен пине çитертĕр. Ăшă çилĕнчен, ăшă çумăрĕнчен çавăрса çутарса патăр Турă. Çил-тăвăлĕнчен, çумăрĕнчен аяккалла сирсе ятăр Турă. Пĕрчине патăр пăрçа пек, кутне — хăмăш пек. Сивĕ сывлăмран, сивĕ куçран аяккалла сирсе ятăр Турă.
Ултă ураллă хуртне те Атăл варринчен, тинĕс варринчен, чул хуш-шинчен куçса килмешкĕн патăр, пĕртен çĕре, çĕртен пине çитертĕр. Ка-рас çумне карас хуштăр, ама çумне аçа ертĕр.
Тиек-тăлмач умне тăрсассăн, хула-шехер хушшине кайсассăн чĕлхи-çăварĕнчен ăсне, хавне, пилне парса тăтăр Турă. Выçса килекене тăрант-са яма патăр Турă. Вăрăран, тип шартан, хури-шурĕнчен аяккалла сирсе ятăр Турă.

***
Ывăлăм! Ман ватă пуçăмпа каланă сăмахсен ÿкĕтне кĕрсемччĕ! Пулни пулнах пултăр, иртни иртмен пултăр, кĕтни çитмен пултăр, чун ыратни канăç памин пултăр. Анчах кĕтмен инкеке шăл хăйраса, усал сунса тунă теместĕп. Ĕмĕртен пĕрле пурăнтăмăр, ĕмĕртен тачă хутшăнтăмăр, нихçан та урлă пулса курман, нихçан та сивĕ сăмах каласа курман. Куллянса тăрса каçару ыйтап, çĕр çыртса тупа тăватăп, каçар, ывăлăм! Санăн пĕрле пурăнасси малалла, пурнас пурнăçра тата тем курасси пулĕ. Кÿршĕ-ар-шăна, ял-йыша [...] тăвансене каçар, пуçна тай!