КУЛЛЕНХИ СУНĂМСЕМ

Çынсем пĕр-пĕрне е Турра, хĕвеле, çĕре т. ыт. калакан сунăм сăмахĕсен тĕсĕсем нумай: ыйту-тархаслу, пуçтай, ÿкĕт, витĕм, хушăм, хÿхе, пил, пехил, халал, тав, мухтав, тупа ... Вĕсем уйрăм халълĕн тĕрлĕ çĕрте, тĕрлĕ вăхăтра, тĕрлĕ çын хушшинче илтĕнеççĕ. Сунăмсемпе пилсене пурнăçри йăласенчен, пулăмсенчен уйăрма çук. Çынпа кил-йыш хушшинчи пысăк ĕçсене пурне те сăмахпа палăртса пынă. Саптака панă— пиллесе янă, качча панă— пехилле-се янă, ача çуралнă — каллех ыр сунса каланă. Çавăнпа пил-пехил сăмахĕсем çав ĕçсен йĕркисен кĕлли-сăвапĕсем шутнех кĕреççĕ. Çапах та халăхра ытти чухне те час-часах калакан ырă сунăмсем пур. Вĕсенчен хăш-пĕрисене кунта кĕртрĕмĕр, ыттисене хăйсен йăлисен йышне кĕртнĕ.