Ав, çăлтăр ÿкрĕ умăмрах,
Хăй хыççăн çутă йĕр хăварчĕ.
Шеллерĕм эпĕ çăлтăра, —
Ун хыççăн хамăн ÿкес марччĕ.
Çăлтăр ÿксессĕн, вăл сÿнсессĕн
Пĕр чун каять тет çĕр çинчен.
Çавăнпала калатăн эсĕ:
«Ман çăлтăр тÿпере! Ӳкмен».
Вара чун лăпланать. Хаваслăх
Ӑша тулмашкăн тапратать.
Пурнакан çĕр, чăнах та, аслăн,
Вĕç-хĕрсĕр пулнăн туйăнать.
Сăн-пит çинче йăл-йăлтăр кулă
Ачашшăн выляса илет.
Çынна курсан: «Телейлĕ пулăр!»
Тесе чунтан калас килет.
Мĕн пуласса пĕлекен майлă
Пăхатăн эсĕ тавралла.
Ман йăмăксем те уссе кайнă,
Хĕр шутне кĕчĕç пулмалла.
Ма çăлтăр ÿкрĕ туперен!
Тÿпе, тен, хĕсĕк пулнă уншăн!
Ман вăранасчĕ ирсерен
Ӗçпе хĕрен кĕрлевлĕ куншăн...