Чăваш сăмахлăхĕн вăрманĕ ][ Георгий Ефимов / Keorkĭ Jeffimăf

Чăваш сăмахлăхĕн вăрманĕ
Ялан та чĕрĕ, ешерет:
Унта кĕрсен, чуну сан канĕ,
Вăй пухĕ шанчăксăр чĕре.

Чăваш сăмахлăхĕн уй-хирĕ
Сап-сар пучахĕпе вылять:
Кашни пĕрчин хĕвеллĕ ирĕ
Туптавлă куншăн вăй пухать.

Чăваш сăмахлăхĕн çыранĕ
Чечексемпе çуллен пуян:
Чечек çине пыл хурчĕ анĕ
Чăн пыл пухас тесе ялан.

Чăваш сăмахлăхĕн çăлкуçĕ
Хĕр юрринче те ват çынра:
Йăхран йăха тăванлăн куçĕ, —
Чĕлхем шăнкрав пек янăрать.
Чăваш сăмахлăхĕ — вăл Атăл,
Ун хăй йĕрки те хăй екки,
Çавăнпала савса калатăп:
«Çуках тăван чĕлхе пекки!»