«Чăваш йăхĕнчен тухнă тата аслă шкулсенче вĕренмен çын путлĕ япалана ăçтан çырайтăр?» - тесе ыйтанçи пулать мăнттайланнă вырăс тÿри – шари. Вырăс сăмахлăхĕн патриархĕ Михаил Васильевич Ломоносов та пулăç ачи кăна пулнă. В.Жуковский çыравçă каларăшле, вăл аслашшĕнчен çăка шăхăрчăк илсе юлнă, мăнукĕсене вара пальма шăхличсем парса хăварнă…
Çапла шутласа, эпĕ те, хам М.В.Ломоносовăн пушмак тĕпĕ çеç пулсан та, пуçланă ĕçрен пăрăнас теместĕп…»