Ах, эсě, Юнка, ман тăван кěтес,
Ман сăпкана сиктернě çěрěм,
Сыв пул, сыв пул – чунпа йěрсе
Эп сансăр тăлăх пулăп ěмěр.
Тăван çěршывăм, сывă пул,
Сыв пул, сыв пул, ачалăх кунě.
Таçти юта кайсан та, чун
Сире савса пěр вěçсěр çунě.
Йăлт илсе каймě урхамах,
Юлать кунта ман пурнăç пайě.
Илсем ăна яланлăхах –
Ман чěрене санпа çеç лайăх!