Спиридон Михайлович Михайлов – чăваш хушшинчен тухнă чи пирвайхи писатель, этнограф, тата историк. Вăл Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Чикме уезĕнчи Мăн Сĕнтĕр вулăсĕнче, Юнкăпуç ялĕнче,(хальхи Чăваш Республикин Муркаш районĕ) хресчен кил – йышĕнче, 1821 çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕнче çуралнă.
Вăл çичĕ çултах ашшĕ-амăшне пулăшма тытăннă. Спиридон Михайлович ача чухне ку таврара шкулсем пулманпа пĕрех. Çавăнпа та вăл, хутла вĕренме ĕмĕтленнĕскер, хăйне хулана яма ыйтнă. Вара унăн ашшĕ ăна Чикме хулине Михеев сутăç патне вырăсла калаçма, вулама тата çырма вĕренмешкĕн янă.
Унта вăл чиркÿ азбукине тата тĕн кĕнекине вулама хăнăхнă. Вĕрентме пулнă купсан чăваш ачипе аппаланас килмен. Вăл ытларах хăйĕн усламĕшĕн хыпса çуннă. Чăваш ачин ытларах тарçă пулса ĕçлеме тата хăйне тĕллĕн вĕренме тивнĕ. Хула мещенĕсемпе купса тарçисем чăваш ачинчен тăтăшах мăшкăлласа кулнă. 1833 çулта пулас писатель купса çуртĕнчен пăрахса кайнă та чăваш вулăсĕн кантурне ĕçе вырнаçнă...
Malalline VULA: http://vulacv.googlepages.com/%D0%BF%D0%B8%D1%80%C4%95%D0%BD%D0%B5%D0%BD%D1%82%D0%B5%D1%88%D1%81.%D0%BC.%D0%BC%D0%B8%D1%85%D0%B0%D0%B9%D0%BB%D0%BE%D0%B2%E2%80%93%D1%8F%D0%BD%D1%82%D1%83%D1%88