Силпи ялĕнче
Пуш уйăхăн вĕçĕнче
Хĕвел пăхрĕ ăшăтса,
Силпи чăваш ялĕнче
Юр ирĕлчĕ васкаса.
Тусем, сăртсем хуп-хура
Юрĕ кайса пĕтнĕрен,
Тухать курăк çăп-çăра
Хĕвел хытă хĕртнĕрен.
Сивĕ, хаяр хĕл иртет,
Каять йĕрсе, хурланса,
Сивĕ куççулĕпе йĕрет
Иртнĕ куншăн хуйхăрса.
Путăксемпе, варсемпе
Çĕмĕрĕлсе шыв кĕрлет.
Анчах мĕнле йĕрсен те,
Хĕвел хĕртнĕçем хĕртет.
Хĕл куççулĕ шавласа
Юхса кайрĕ çырмара.
Ачи-пăчи выляса
Чупса çÿрет урамра.
Килчĕ ырă çуркунне,
Килчĕ, ячĕ ăшăтса.
Хĕвел савать тĕнчене
Хĕл ыйхинчен вăратса.
Тĕттĕм вăрман чĕрĕлет,
Ешĕл тумтир тăхăнать,
Çеçен хир те ешерет,
Илемĕпе мухтанать.
Тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексен
Ырă шăрши сарăлать,
Пур çĕрте те кайăксен
Лайăх юрри янăрать.
Çÿлте, пĕлĕт айĕнче,
Тăри юрри илтĕнет,
Çемçе курăк çийĕнче
Путек-сурăх сиккелет.
Хăй кĕтĕвĕ патĕнче
Ача шăхличĕ калать,
Хырăмĕ пит выçнипе
Силпи ялнелле пăхать.
Силпи ялĕ — пуян ял,
Ларать вăрман ăшĕнче.
Кантур пекех çурчĕсем
Ват йăмрасем айĕнче.
Ялĕ тавра укăлча,
Çĕнĕ çатан укăлча.
Кив капанлă анкарти,
Тĕрлĕ çимĕçлĕ пахча.
Аслă урам тăршшĕпе
Хăма витнĕ çурчĕсем;
Урам икĕ айккипе
Ем-ешĕлех сачĕсем.
Çуртсем тавра кил карти
Чул хÿме пек çавăрнă;
Сарă хапха килсерен
Чĕнтĕрленĕ тăрăллă.
Силпи ялĕ — аслă ял,
Хула тейĕн инçетрен.
Ахăр, кунти чăвашсен
Мулĕ пур-тăр çав вĕсен.
Çырма юхать кĕрлесе
Аслă ялăн çумĕпе,
Хĕвел тĕрĕ тĕрлесе
Вылять унăн шывĕпе.
Тăрă шывăн ăшĕнче
Кăвак пĕлĕт явăнать,
Ватă йăмра тайăлса
Тĕсне пăхса савăнать.
Акă кĕпер çийĕнче
Старик ларать вăлтапа:
Йăпăрт-япăрт пуллине
Улталасшăн ăманпа.
Ав ачасем çÿл енче
Шывра ишсе çÿреççĕ,
Пулă тытан ваттине
Хирĕçтерме пĕлеççĕ.
Акă пĕр çын кĕперпе
Каçса пырать çырмана.
Çырма урлă каçрĕ те
Кĕрсе кайрĕ вăрмана.
Çăтмах пекех туйăнать
Силпи чăваш ялĕнче,
Вăхăт иртни сисĕнмест
Савăнăçлă кунсенче.
Кайăк юрри, çын сасси
Ян-ян ярать таврана,
Çуркуннехи хавас юрă
Килсе кĕрет хăлхана.
Урам тăрăх çыннисем
Улпут пекех утаççĕ.
Пÿрт хыçĕнче шавласа
Ачи-пăчисем выляççĕ.
Нар пек хитре хĕрĕсем
Акăшсем пек утаççĕ,
Чăнкăр-чăнкăр тенкисем
Йăлтăртатса пыраççĕ.
Çĕр çĕмĕрсе каччăсем
Ташлать хапха умĕнче.
Пурăнăçсем, ах, аван
Аслă Силпи ялĕнче!
Çакă çутă тĕнчере
Вăйли çук та этемрен:
Шывсем çинче, çĕр çинче
Хуçа пулса вăл тăрать.
Анчах вăйлă этем те
Хăй тĕнчине пăхăнать.
Укçапала эрехех
Çынна ăсран кăларать.
Аслă Калăм эрнинче
Мĕнле чăваш ĕçмен-ши?!
Тарăн нÿхреп ăшĕнче
Мĕн чул сăра пĕтмен-ши?!
Ĕçнĕ те çав, çинĕ те,
Йĕркипеле сикнĕ те;
Унсăр пуçне еплелле
Тăвас тетен праçнике?
Кун иртнĕçем урамра
Ÿсĕр çынсем нумайрах,
Каç пулнăçем вăрмана
Сасă каять хытăрах.
Ĕçе-ĕçе, каçалла
Ÿсĕр чăваш ывăнать,
Çуркуннехи пылчăк та
Канма çемçе туйăнать.
Выртать чăваш улпут пек,
Шухăшламасть ăçтине,
Пĕтĕм урам тăршшĕне
Кăшкăрать хăй юррине:
«Нумай ĕçле, нумай çи,
Хытă тарла, хытă ĕç!
Эрех тесен ĕç çынни
Нихăшĕ те тиркемест.
Вăхăчĕпе ĕçлĕпĕр,
Вăхăчĕпе ĕçĕпĕр.
Килте ĕçме пулмасан
Кÿршĕ патне кĕрĕпĕр.
Кÿршĕн ĕçме пулмасан
Уйранне те ĕçĕпĕр.
Уйранĕ те пулмасан
Турă парасса кĕтĕпĕр».
Калăм иртет, юр пĕтет,
Çурхи суха та çитет;
Чăваш часах урăлмасть,
Мухмăр иртсе каяймасть.
Ĕнтĕ ÿсĕр чăвашсем,
Урăр çине тăрăр-ха!
Ем-ешĕлех çÿл тусем,
Шыв та чакнă çырмара.
Эй, пиччесем, тăрăр-ха,
Урлă-пирлĕ пăхăр-ха:
Ака пуçне тÿрлетес,
Урапана тирпейлес.
Сивĕ шывпа çăвăнсам,
Питне-куçна тĕс кĕтĕр;
Авантарах апатлан,
Ака тума вăй кĕтĕр.
Кÿлес ĕнтĕ лашана,
Тухса каяс акана.
Эй Турăçăм, сывлăх пар,
Акнă тыррăма ăнтар!
Сарă хĕр
Ешĕл курăк хушшинче
Сап-сарă чечек ÿсет,
Аслă Силпи ялĕнче
Нарспи ятлă хĕр ÿсет.
Пичĕ-куçĕ пит хÿхĕм,
Хирти сарă чечек пек.
Икĕ куçĕ хуп-хура,
Икĕ хура шăрçа пек.
Явăнаççĕ хыçалта
Çивĕт вĕçĕ кăтрисем.
Утса-утса пынă чух
Шăнкăртатать тенкисем.
Куçĕсемпе пăхнă чух
Каччăн чĕри çĕкленет,
Çÿхе тути кулнă чух
Каччăн чунĕ çемçелет.
Хирти сарă чечеке
Ăшă куçпа кам пăхмĕ?
Ун пек лайăх хитре хĕре
Мĕнле каччă юратмĕ?
Хĕвел анса ларсăнах
Питне çăвать, шăлăнать,
Вăййа тухма шÿлкеме
Кăкăрĕ çине çакать,
Шăнкăр-шăнкăр теветне
Хулпуççи урлă ярать,
Хĕрлĕ пурçăн тутăрне
Хĕрле çавăрса çыхать.
Вăйăсенче ун сасси
Кайăк сасси евĕрлĕ,
Ахăлтатса кулнă чух
Çирĕп çын ку темелле.
Вăйă саланичченех
Савăнтарать сассипе.
Ирхи çăлтăр хăпарса
Йăл-йăл кулать тÿпере.
Хăйĕн ашшĕ килĕнче
Нарспи канлĕ çывăрать:
Ырă тĕлĕксем курса
Тĕлĕкре те савăнать.
Ирех тăрать, тумланать,
Нарспи ĕçе тытăнать:
Е пурçăн çип илет те
Юрла-юрла тĕрĕ тăвать;
Е çĕлеме ларать те,
Çĕвви шăрçа пек пулать —
Сÿс хÿреллĕ хурçă йытă
Пĕр кĕрет те пĕр тухать;
Е пир тĕртме ларать те
Вылянтарать ăсине;
Е хултăрчă тытать те
Çипне тиет çĕррине;
Е сак çинчи кушакĕ
Питне çăва пуçласан,
Апат хатĕр хăнашăн
Алли-ури çăмăлран...
Аван иртрĕ пурăнăç
Хĕрĕн çулĕ туличчен,
Ашшĕ килне хăтана
Çичĕ ютран киличчен.
Нарспи ашшĕ Михетер
Çĕрме пуян пурăнать.
Вăл хăй хĕрне юратать,
Нарспийĕпе мухтанать:
«Ман хĕр пекки камăн пур?
Кама пÿрнĕ ун пек хĕр?
Пушмак çук-и хĕрĕмĕн?
Çÿрет-и вăл тенкĕсĕр?
Силпи ялĕ ĕмĕрне
Ун пек хĕрсем курас çук!
Пĕр чăваш та хăй хĕрне
Михетер пек пăхас çук!
Михетере мĕн çитмен?
Мĕнĕм çук-ши çуртăмра?
Кĕмĕл тенкĕ, тĕртнĕ пир
Сахал-ши-мĕн çÿпçемре?
Тырă-пулă туллиех
Ишĕлмест-и кĕлетре?
Çу, сĕт-турăх, сăра-пыл
Тулли мар-и нÿхрепре?»
Чăн сăмахăн суйи çук:
Михетерĕн мĕн çитмест?
Пĕтĕм ялта пĕр пуян,
Ăна никам çитеймест.
Унăн çурчĕ хула пек,
Кĕрсен витĕр тухма çук.
Хуралтисен тăррине
Чăх-чĕп вĕçсе çитме çук.
Картиш тулли япала
Купаланса выртаççĕ.
Кĕлет тулли тыррисем
Тăкăнас пек тăраççĕ.
Урхамах пек лашисем
Утă-сĕлĕ çиеççĕ,
Унăн выльăх-чĕрлĕхсем
Пичĕке пек çÿреççĕ.
Турикасри çак кил-çурт
Аякранах курăнать —
Пирĕн ватă Михетер
Тивĕçлипе мухтанать.
Çак ырă çын Михетер,
Хăйĕн хĕрне юратса,
Аслă çăварни хыççăнах
Хучĕ ăна çураçса.
Пулас туя ял-йышсем
Тÿсеймесĕр кĕтеççĕ:
— Икĕ пуян пĕрлешсен
Шеп те пулĕ туй! — теççĕ. -
Çинçе хăçан çитĕ-ши?
Епле вăхăт ирттерес?
Çимĕк кунĕ инçе-ши?
Епле унчченех тÿсес? —
Михетерĕн килĕнче
Парне валли çĕлеççĕ.
Туйăн хăватне сиссе,
Вăйран тухса ĕçлеççĕ.
Анчах Нарспи, сарă хĕр,
Туй пуласран хурланать:
Вăрттăн-вăрттăн вăл йĕрет,
Сетнер ятне асăнать.
Ял вĕçĕнче, тукасра,
Пĕчĕкçеççĕ пÿрт ларать.
Амăшĕпе çак пÿртре
Сетнер ача пурăнать.
Чипер ача Сетнерĕн
Пĕр урхамах лаши пур,
Ватă карчăк амăш пур,
Вĕри юнлă чĕри пур,
Кунĕн-çĕрĕн ĕçлеме
Икĕ вăйлă алли пур.
Тăшман пуçне пĕтерме
Вĕри вут пек çилли пур.
Унтан урăх Сетнерĕн
Нимĕн те çук япала.
(Анчах асту: Михетер
Хĕрне памасть çукалла.)
Пирĕн Нарспи, сарă хĕр,
Çав Сетнере юратать,
Çавăнпала сарă хĕр
Туй пуласран хурланать.
Çÿллĕ валак патĕнче
Ватă йăмра ешерет.
Куллен ирех çавăнта
Сетнер Нарспие кĕтет.
Кĕте-кĕтех шăварать
Урхамах пек лашине.
Шыва анать витрепе
Нарспи куллен ирхине.
Нарспи икĕ витрипе
Шăлтăр-шалтăр килет-çке,
Савăннипе Сетнерĕн
Чĕри кăлт-кăлт сикет-çке.
Нарспин çÿхе тутисем
Кулаççĕ-çке таçтанах,
Çÿллĕ валак пуçĕнче
Сетнер тăрать çутăлсах.
Йăлтăр-ялтăр куçĕсем
Сар хĕр çине пăхаççĕ,
Сар мăйăхлă тутисем
Ăшă сăмах калаççĕ.
Çимĕк каçĕ
Шăнкăртатса шыв юхать
Çÿллĕ валак пуçĕнче,
Кĕмĕл пекех ялтăрать
Шывĕ хĕвел çутинче.
Кĕмĕл мерчен тухьяпа
Сарă хĕрĕ шыв ăсать,
Сарă каччă калаçса
Хăй лашине шăварать.
Çÿллĕ йăмра ăшĕнче
Кайăк юрлать юррине,
Лаши ĕçсе тăнăçем
Каччă калать сăмахне:
«Çаплах вара, Нарспиçĕм,
Çук-ши манăн ăрăскал?
Çаплах сана ют çĕре
Илсе кайĕ-шим усал?
Ах, телейĕм çук-тăр çав,
Аçу-аннÿ пит пуян!
Хăйсен пуянлăхĕпе
Пăрăнаççĕ çук çынран».
«Ан ÿпкелешсем, Сетнер,
Мĕншĕн çынна ÿпкелес?
Ăçта тарса каяс-ха
Пуян атте-аннерен?
Атте-анне ухмах çав,
Мĕн каласа кăнтарас?
Мĕн тăвар-ха, кала-ха,
Мĕнле пирĕн май тупас?
Хĕвел ансан, каç пулсан,
Паян туя лартаççĕ,
Хушăлкари пуянпа
Манăн туя пуçлаççё.
Тăшман ытла хаяр тет,
Епле унтан хăтăлас?
Сетнер, Сетнер, кала-ха,
Ăçта каяс, мĕн тăвас?
Сана тем пек юратса,
Савса эпĕ пурăнтăм.
Анчах çапах çак куна
Çамрăк пуçăмпа куртăм».
«Пĕртен-пĕрех пуçăм пур,
Вĕри юнлă чĕрем пур,
Ватă карчăк аннем пур,
Урхамах пек утăм пур,
Вĕсенчен те хаклăрах
Чунăм савни эсĕ пур,
Анчах сана та паян
Туртса илен тăшман пур,
Вăл тăшмана пĕтерме
Икĕ вăйлă аллăм пур,
Анчах, ăна пĕтерсен,
Унран усал тĕнче пур.
Хăвăн кăмăлу пулсан
Лашам çине лартăттăм,
Аяккаллах ку ялтан
Вĕçĕттĕм те кайăттăм».
— Сетнер, таврăн хăвăртрах,
Шыва анать пĕр арăм...
Чун савнипе калаçса
Уйрăлассăн туймарăм.
«Сывă пул эппин, Нарспи,
Ан ман эппин мĕскĕне!»
Лаши сикрĕ, ыткăнчĕ,
Вĕçсе кайрĕ килнелле.
Нарспи ăна хурланса
Пăхса юлчĕ хыçĕнчен,
Хускалмарĕ вырăнтан
Савни куçран кайиччен:
«Сывă пулах, сывă пул!
Епле сана манăп-ши?
Санпа пĕрле пулмасан
Епле ютра пулăп-ши?»
— Мĕншĕн, Нарспи, хуйхăран?
Каччу ытла ватă-им?
Парнÿ ытла сахал-им?
— Терĕ арăм çитрĕ те.
Нарспи шывне ăсрĕ те
Килне утрĕ хуйхăрса,
Килне çитрĕ, йĕрсе ячĕ
Сетнерĕшĕн хурланса.
Пÿртре ватă карчăкĕ
Вăрçса çÿрет ахалех.
Сиплет тулта Михетер
Туй кÿмине пĕчченех.
Ĕçлет ватă пуçĕпе,
Пурттипеле каскалать.
Савнă хĕршĕн тăрăшса
Пичĕ тăрăх тар юхать:
«Мĕн кĕçĕнрен ÿстертĕм
Çак тарана çитерме,
Ĕнтĕ паян юлашки
Ĕçĕм пултăр хĕрĕме.
Усрĕ çитрĕ, пулчĕ хĕр —
Пуян упăшка кирлĕ,
Упăшкине тупрăмăр —
Кÿми лайăхрах кирлĕ.
Çитрĕ ĕнтĕ Çимĕк те,
Хĕрĕн туйне тумалла.
Тантăшăмсем пухăнсан
Кĕçĕр туйне лартмалла».
Михетерĕн килĕнче
Сăра пичĕки кусать,
Ялти тантăш-тăвансен
Пырĕ тĕпĕ ярăнать.
Икĕ пысăк кăмака
Тĕрлĕ апат пăсланать,
Ялти тантăш-тăвансен
Тута-çăвар çуланать.
Хура пÿртре шăпăрçă
Ларать шăпăр тÿрлетсе,
Ялти çамрăк каччăсен
Ури каять çĕкленсе.
Туйăн хăватне кĕтсе
Пурте вĕçсе çÿреççĕ,
Килти пĕр чун хуйхине
Пĕртте вĕсем сисмеççĕ.
Нарспи ларать лаççинче
Икерчĕсем çуласа,
Çураçнине асăнса,
Ларать мĕскĕн хуйхăрса:
— Çичĕ ютран килчĕ ют
Атте килне хăтана.
Сарă хĕре çураçать
Çичĕ ютри пуяна.
Атте-анне, ан васкăр,
Тата пĕр çул тăрăр-ха,
Пĕртен-пĕрех хĕрĕре
Тата пĕр çул усрăр-ха.
Атте-анне ÿсĕрпе
Хĕрне итлес темерĕ,
Каччи пуян тенипе
Хĕрĕн чунне пĕлмерĕ. —
Ватă чун та хытнă чун,
Хытса кайнă кĕççе çав.
Çамрăк чун та пĕчĕк чун,
Чунĕ ытла çемçе çав.
Кайăк чунĕ пулсассăн
Йĕрĕччĕ те кулĕччĕ;
Çуначĕсем пулсассăн
Вĕçĕччĕ те кайĕччĕ.
Хĕвел анчĕ хĕрелсе
Хура вăрман хыçнелле.
Кĕтÿ анчĕ кĕрлесе
Аслă Силпи ялнелле.
Ав унта хитре хĕрсем
Ĕни хыççăн чупаççĕ,
Чее маттур каччисем
Вĕсем хыççăн юлмаççĕ.
Акă пĕр этем чупать,
Ула ĕни мĕкĕрет,
Сĕмсĕр сысни çухăрать,
Пĕтĕм яла çĕмĕрет,
Кĕтÿ хыççăн урампа
Хура тусан хăпарать.
Акă тусан ăшĕнче
Карчăк аран çеç утать.
Хăй вăл хăрах аллипе
Йăтнă сăра чĕресси:
Ай-хай, хĕн пек çĕклесси,
Ай-хай, çăмăл ĕçесси!
Пирĕн ватă Михетер
Тантăшсене йыхăрать;
Унăн ватă карчăкки
Сăра йăтнă, уттарать.
Тантăш патне кĕрет те
Уçать сăра чĕресне.
Туя пыма йыхăрса
Ĕçтерет туй сăрине:
— Ырă тантăш-тăвансем!
Пире хисеп тумăр-ши?
Хĕре качча паратпăр,
Турикаса утмăр-ши?
— Пырăпăрах, пырăпăр,
Пымасăрах юлмăпăр!
Турă пÿрсен, сывă пулсан,
Кăмăлăра татмăпăр! —
Карчăк яла ĕретлет,
Тĕттĕм те пулса çитет;
Карчăк çÿрет килĕнче,
Çăкăр-тăвар хатĕрлет.
— Ыра тантăш-тăвансем,
Турикаса уттарар!
Перекетлĕ сăрана
Ĕçе-ĕçе туй лартар!
Пирĕн тăван хĕр парать,
Пире унта йыхăрать,
Хăйĕн савнă хĕрĕшĕн
Урăм-сурăм туй пуçлать.
Туйне-çуйне пуçличчен
Авал чăваш йăлипе
Ваттисене асăнса
Тăкар çăкăр-тăварне:
«Ват аттесем, аннесем,
Ырă курăр çăтмахра,
Пирĕн çăкăр-тăварсем
Пулччăр сирĕн умăрта.
Пирĕн савнă Нарспие
Парăр ырă пурăнăç,
Парăр унăн телейне
Ырăлăхпа савăнăç!»
Ваттисене асăнчĕç
Авалхисен йĕркипе,
Унтан туя пуçлама
Кĕчĕç шурă кĕлете.
Курка тулли сăрипе
Ашшĕ-амăш пехиллет,
Ашшĕ-амăш умĕнче
Хĕрĕ хурланса йĕрет.
— Нарспи, хĕрĕм, пил сана!
Упăшкуна ан пăрах,
Аван пурăн унпала,
Тату пулăр яланах.
Итле ăна, йăваш пул,
Усал çынпа ан çыхлан,
Ĕçне ĕçле, ĕçчен пул,
Кирлĕ марпа ан хăтлан! —
Атте-анне ÿкётлет
Хĕр куççульне юхтарса.
Шăпăр сасси чăйлатать,
Туя ячĕç пуçласа.
Силпи ялĕ харлатса
Вилнĕ çын пек çывăрать.
Тĕнче лăпкине курса
Çÿлте уйăх савăнать.
Кĕрсе пĕтнё вăйăран
Сарă хĕрсем, каччăсем.
Туй халăхĕ çывăрать,
Çывăраççĕ хуçисем.
Ашă сывлăш сивĕнет,
Сасă-чĕвĕ илтĕнмест;
Пĕр йытă çеç вĕркелет,
Çăвар карма ÿркенмест.
Автан çур çĕр авăтать,
Ларнă çĕрте çывăрать.
Хуллен-хуллен уйăх та
Вăрман хыçне пытанать.
Ырă тутлă ыйхăпа
Чăваш çынни çывăрать.
Пĕр чунăн çеç хуйхăпа
Çав каç чĕри çурăлать.
Туй
Хĕвел тухнă-тухманах
Тĕтĕм кайрĕ ял çинче.
Куçне уçнă-уçманах
Чăваш ларать мунчинче.
Çимĕк кунĕ йăлипе
Çынсем мунча кĕреççĕ,
Çимĕк курăкĕпеле
Çан-çурăмне хĕртеççĕ.
(Ват аттесем, аннесем
Çапла хушса хăварнă.)
Çапла паян чăвашсем
Мунча кĕрсе тасалнă.
Çĕнĕ кĕпе-йĕмпеле
Тухрĕç вĕсем урама,
Тухрĕç вĕсем ерипе,
Утрĕç ирех туй курма.
— Акă туй та акă туй,
Пирĕн туйсем çаплалла! —
Турикасри туй сасси
Янăратать çур яла.
Михетерĕн кил-çурчĕ
Аякранах курăнать.
Урам енчи хапхаран
Çын кĕрет те çын тухать.
Пÿрт умĕнче çын нумай,
Килнĕ вĕсем туй курма.
Ваттисем те сахал мар:
Килнĕ вĕсем сăра ĕçме.
Ярăнтарса, явăнса
Шăпăр кĕвви ташлатать.
Ырă хуçа хушнипе
Туй халăхĕ туй тăвать.
Туй халăхĕ туй туса
Ывăнать те савăнать.
Шăпăр сасси чарăнсан
Туй юррийĕ пуçланать:
«Мĕншĕн шăппăн ларатăр?
Мĕншĕн шăппăн ларатăр?
Шăппăн-шăппăн лармашкăн
Шăпчăк чĕппи мар эпир!»
Анчах шăпăр хăлăхсăр:
Татах ташлама чĕнет,
Кĕрĕс-кĕрĕс ташласа,
Пÿрт урайĕ силленет.
Ырă хăнасем тĕпелте
Ĕçсе-çисе савăнаççĕ,
Хĕрĕпеле каччине
Ырă кунсем сунаççĕ:
«Сывă пулччăр, пур пулччăр,
Ача-пăчаллă пулччăр;
Ырă-тату пурăнччăр,
Усал сăмах ан илтчĕр.
Ĕçер-çиер, тăвансем,
Ĕмĕр пĕрле пурăнар!
Хĕрпе качча юратса
Атьăр шепрех туй тăвар!»
Акă ĕнтĕ, пăх ĕнтĕ,
Епле ташлать ват хуçа!
Хĕрĕн туйин савнăçĕ
Çĕклет иккен ват пуçа!
Маттур пуса каччисем
Вăйран тухса сикеççĕ,
Вĕсен хыççăн хĕрĕсем
Такмакĕпе сĕтеççё.
Пурçăн çÿçеллĕ чаршав
Маччаранах сулланать.
Хĕрлĕ чаршав хыçĕнче
Пĕркенчĕкпе хĕр ларать.
Хĕр ларать те хĕр йĕрет,
Пĕркенчĕкне çĕклемест.
Хĕр çуммисем юрласа
Унăн сасси илтĕнмест.
Хĕр çуммисем юрринче
Асăнаççĕ Нарспие,
Михетерĕн Нарспине,
Тăваççĕ-мĕн ун туйне:
«Шурă сухал Тăхтаман
Упăшкийĕ пулмалла,
Хăйĕн чунĕ савнинчен
Каймаллипех каймалла.
Эсĕ юта кайсассăн
Мĕн тăвĕ-ши Сетнерÿ?
Ырă Нарспи аппаçăм,
Ăçта санăн телейÿ?»
Туй тăваççĕ çĕмĕрсе,
Унăн вĕçĕ-хĕрри çук.
Тантăш патне çÿресе,
Ялта тантăш пĕтес çук.
Çÿллĕ сăран кÿмийĕ
Тантăш патне çÿретет.
Хĕр çуммисен юррийĕ
Таçта çити илтёнет.
Кунĕн-çĕрĕн выляма
Шăпăрĕ те чаранмасть,
Кунĕн-çĕрĕн ташлама
Пуса каччи ывăнмасть.
Пĕтĕм ялти ача-пăча
Туйĕ хыççăн хăвалать.
Вилес пекех ватă çын
Пÿрт хыçĕнче çывăрать.
Туй тăвăр та шеп тăвăр,
Ватă çыннăн халĕ çук,
Выртнă çĕрте сиккелет,
Анчах тăма вăйĕ çук.
Юмăç патĕнче
Пĕчĕкçеççĕ хура пÿрт,
Шурă старик сак çинче.
Çутă кĕртмест нимĕн те
Тĕнĕ пек çеç чÿрече.
Уçса хунă алăк çеç
Пÿртĕн ăшне çутатать;
Хĕвел çути пайăрки
Урай тăрăх ав шăвать.
Ларать старик тĕпелте
Çăпатине сапласа,
Ват ал-ура йĕркипе
Мĕшĕл-мĕшĕл маташса.
Акă хĕвел çутийĕ
Шуса-шуса пычĕ те
Сиксе ларчĕ старикĕн
Кăвак çÿçлĕ пуç çине.
Çимĕк çуйĕ урамран
Çĕклентерет чĕрине,
Хĕвелĕ те выляса
Çутатать çÿç пĕрчине.
Мăкăртатса, мăшлатса,
Çăпатине сапласа
Ларнă çĕрте сисмен те,
Çын килнине пĕлмен те:
Уçă алăк умĕнче
Карчăк тăра парать-мĕн,
Кăвак çÿçлĕ старике
Ăшă сăмах калать-мĕн.
Ăшă сăмах калакан
Сетнер амăш пулнă-мĕн.
Ун ывăлне Сетнерне
Усал-тĕсел ернĕ-мĕн.
Çавăнпала амăшĕ
Юмăç патне уттарчĕ;
Ах-ахлатса, хуйхăрса
Хăй хуйхине каларĕ.
Нумай вĕсем старикпе
Ларчĕç сăмах калаçса,
Калаçнă чух хушăран
Ĕлĕкхине асăнса.
Юлашкинчен тин вара
Килĕшрĕ леш старикки:
Мăшăр чăлха, пĕр кĕпе
Пама пулчĕ карчăкки.
Вара старик тăчĕ те,
Хăйĕн ĕçне пăрахса,
Хупса хучĕ алăкне,
Турчăкипе çаклатса;
Çине кĕрĕк тăхăнса
Çĕлĕк тытрĕ хул айне;
Ури айне шăрт хурса
Укçа хучĕ хăй умне;
Унтан шурă сухалне,
Кăвак çÿçне якатса
Укçа çине, суккăрскер,
Пăхрĕ куçне чакăртса.
Пăхса тăчĕ-тăче те,
Шур сухалне якатса,
Каларĕ вăл ерипе
Карчăк енне çаврăнса:
«Çамки шăтăк — хупăнмĕ,
Чĕри татăк — сыпăнмĕ.
Пÿлĕх Турă пÿрнинчен
Нимĕнпе те иртеймĕ.
Панă ăна Пÿлĕхçĕ
Вĕри юнпа çемçе чун.
Пÿрнĕ ăна Пÿлĕхçĕ
Кĕске ĕмĕр, йывăр кун.
Сивĕ кунсем килĕç те,
Шăнса кайĕ вĕри юн.
Хытă кунсем килĕç те,
Хытса кайĕ çемçе чун.
Вĕри кунсем килĕç те,
Вĕриленĕ шăннă юн.
Хытнă çĕртен ирĕлсе
Çунса кайĕ çемçе чун».
Унтан старик чарăнса
Шухăшласа тăчĕ те,
Кĕрĕкĕпе çĕлĕкне
Сакки çине хучĕ те
Çапла татах каларĕ,
Карчăк енне çаврăнса
(Ларать карчăк сак çинче
Урлă-пирлĕ тайăлса):
«Тĕрлĕ усал-тĕсел мар,
Киреметре хывни мар,
Чир-чĕр ертен йĕрĕх мар,
Çын тухатса хуни мар;
Çук, кин, санăн ывăлна
Турă çырни çаплалла.
Ан йĕр, кинĕм,
Пÿлĕхçе Епле хирĕç пымалла?»
Старик çапла каларĕ,
Нимĕн тума пĕлмерĕ,
Хăйĕн ĕçне тытрĕ те
Пĕр сăмах та чĕнмерĕ.
Пуçне усса, хурланса
Тухса кайрĕ карчăкĕ.
Çăпатине сапласа
Ларса юлчĕ старикĕ.
Мăкăртатса, мăшлатса,
Аптăраса ларать вăл:
«Мĕнле вара ку паян? —
Хăй ăшĕнче ыйтать вăл, —
Халичченех çынсене
Юмăç пăхса параттăм,
Суя сăмах суяйса
Улталаса яраттăм.
Мĕнле вара ку паян
Чĕре чăнах пĕлчĕ-шим?
Суйса парас тенĕччĕ —
Ак тамаша! тĕрĕс-шим?»
Тарни
Хĕвел анса пытанать,
Силпи ялĕ лăпланать.
Тĕттĕм пулса çитеспе
Пирĕн туй та саланать.
Ялти хĕрсем, каччăсем
Вăййа тухнă выляма,
Тухнă пирĕн Нарспи те
Хĕр ĕмĕрне ăсатма:
Юлашки каç выляса
Юлас арăм пуличчен,
Юлашки каç Сетнере
Курас юта кайиччен.
Сетнер тăрать çавăнтах
Пуçне усса хуйхăрса.
Сарă хёрĕн куçĕнчен
Анать куççулĕ юхса.
Вăйă çынни салансан
Пайтах вĕсем калаçрĕç,
Ыталаса пĕр-пĕрне
Тĕттĕм çĕрте çухалчĕç.
Вĕт çăлтăрсем тахçанах
Пĕлĕт айне хупланчĕç.
Вăрман тĕлне хуп-хурах
Сĕм пĕлĕтсем капланчĕç.
Çумăр çăвать, шыв юхать,
Хура вăрман кĕр кĕрлет.
Çил тухать те çил каять,
Выçă кашкăр пек ÿлет.
Çиçĕм пĕрмай çуттипе
Вăрман ăшне çутатать.
Тĕттĕм вăрман ăшĕпе
Пĕр юланут кустарать.
Лаша пырать тулхăрса,
Вăрман ăшне янтратса,
Иккĕн ларнă утланса,
Лаша çитет ывăнса.
Йывăç ларать улăп пек,
Тĕттĕм çĕрте кашласа:
«Чипер кайăр!» — теет те
Пуçне таять çул парса.
Çурăмпуçĕ çап-çутах,
Хĕвел тухас пек тăрать.
Çурăмпуçĕ шурсанах
Туй халăхĕ пухăнать.
Хăй йĕркипе ташлама
Вăхăт пуса каччисен;
Хăй йĕркипе юрлама
Вăхăт çитнĕ хĕрçумсен.
Шăпăр сасси илтĕнмест,
Шăпăрçи те курăнмасть.
Ырă хăна хушшинче
Эрех-сăра тăкăнмасть.
Стариккипе карчăкки
Хура пÿртре вăрçаççĕ.
Мĕн пулнă-ши çав тĕрлех —
Пурте шăппăн лараççĕ!
Шăппăн-шăппăн лармасăр:
Вĕсен хĕрĕ çук паян,
Нарспи усал Сетнерпе
Тарса кайнă вăйăран.
Виç юланут вăрманта
Йĕр йĕрлесе çÿреççĕ.
Пĕри кунта, леш унта,
Темĕнле йĕр йĕрлеççĕ.
Йĕр йĕрлеççĕ, итлеççĕ:
Пĕрер сасă пулмĕ-ши?
Хĕвел тухать çутатса —
Кирлĕ çула уçмĕ-ши?
Анчах нимĕн паллă мар,
Кĕрес тата шаларах.
Вăрçас килет çиллипе:
Тупасчĕ-çке хăвăртрах!
Вăрман çăра, пит тискер,
Унăн ăшĕ чăв та чав!
Йĕр ниçта та паллă мар,
Ниçта кайма аптăрав!
Виç юланут вăрманта
Йĕр йĕрлесе çÿреççĕ.
Пĕри кунта, леш унта,
Темĕнле йĕр йĕрлеççĕ.
Сетнер тутлă çывăрать
Çÿллĕ юман кутĕнче,
Нарспи ларать тĕлĕрсе
Сетнер пуçĕ вĕçĕнче.
Нарспи тĕлĕк тĕлленет:
Ашшĕ йытă пулнă та
Шăлĕсемпе шаккаса
Сиксе çÿрет вăрманта:
«Ăçта тартăн, усал хĕр?
Пуçна çийĕп тупăнсан!»
Йытă ури айĕнче
Шатăртатать сĕм вăрман.
Çывăх, çывăх, ак çитет!
Нарспи ялтах вăранать.
Пăхать: хăйĕн патнелле
Виç юланут кустарать.
— Сетнер, Сетнер!
Тытрĕç-çке! Тăр, тăр!
Тарса хăтăлар!
Ай, пĕтрĕмĕр, пĕтрĕмĕр!
Ăçта тарса пытанар!
Маттур шăпăрçă паян
Икĕ пуса каччипе
Тытса килчĕ вăрмантан
Сетнерпеле Нарспие.
Карчăк вĕçсе тухрĕ те
Çÿçрен яврĕ Нарспине.
Старик чупса тухрĕ те
Чышкă пачĕ Сетнерне.
— Эй, аннеçĕм, аннеçĕм,
Мана çÿçрен ан сĕтĕр,
Мана апла вĕрентсе,
Манран ырă ан кĕтĕр.
— Эй, Михетер асатте,
Хĕненипе усси çук.
Эсĕ мана хĕнесе
Кĕлрен вутă тăвас çук! —
Урнă йытă Михетер
Хăй саламат йăтрĕ те
Тытăнчĕ-çке тулама
Çыхса хунă Сетнере.
Картишĕнче çын нумай —
Туйне курма килнĕ пек.
Хура тăпра çийĕнче
Выртать Сетнер вилнĕ пек.
Амăшĕ те çавăнтах
Тăрать йĕрсе, ылханса;
Ярать ăнсăр ывăлне
Икĕ çынна йăттарса.
Хура пÿртре Нарспинне
Питне-куçне çăваççĕ,
Татах пĕркенчĕк айне
Чаршав хыçне лартаççĕ.
Тăпăр-тăпăр-тăпăртăк,
Атьăр шепрех туй тăвар!
Анчах хальхи ĕç çинчен
Çĕн кĕрĕве калас мар!
Акă туй та çакă туй,
Пысăк туй та пăсăк туй!
Икĕ туй
Çуркуннехи вут хĕвел
Каç еннелле сулăнать.
Ял вĕçĕнчи сĕм вăрман
Темĕншĕн пит янăрать.
Халăх кĕтет тахçанах
Анат хапха патĕнче.
Туй килнине çавăнтах
Систерчĕçĕ евĕче.
Кĕпĕр-кĕпĕр сиктерсе
Килсе тухрĕ вăрмантан
Ыттисенчен маларах
Çĕнĕ кĕрÿ Тăхтаман.
Лаптак сăмса, хĕсĕк куç,
Сарă çÿçпе сар сухал;
Лаши вĕçсе пырупа
Пичĕ-куçĕ пит усал.
Хура сăхман, сар çĕлĕк,
Çамки çинче тенкĕпе;
Шурă чăлха-çăпата
Пит килĕшет кĕрĕве.
Арçын туйĕ юрласа
Урам тăрăх уттарать.
Ырă евĕчĕн хапхисем
Уçăлать те хупăнать.
Хĕр туйĕ те тукасран
Хирĕç анать çĕмĕрсе.
Нарспи тутăр айĕнче
Тăрса пырать хĕр йĕрсе.
Сарă хĕрĕн чĕринче
Вутра çуннă пек çунать.
Ватă каччине курса
Нарспи хытă хурланать:
«Эй, аттеçĕм, аннеçĕм,
Мĕншĕн çирĕр хĕр пуçне,
Мĕншĕн патăр хĕрĕре
Çичĕ ютăн аллине?
Эй, каччăмçăм, Тăхтаман,
Манпа ырă курас çук.
Эпĕ, чунăм пĕтсен те,
Санпа пĕрле пулас çук».
Ырă евĕчĕ сăрапа,
Туя хирĕç вăл тухать.
Хушăлкасен мăн кĕрÿ,
Хăй такмакне вăл калать;
Хăй аллинчи сăрана
Тăка-тăка çаптарать.
Хура лаша тĕк тăмасть —
Çĕнĕ кĕрÿ çунтарать.
Çĕнĕ кĕрÿ çумĕнче
Çичĕ юланут ташлать,
Пĕтĕм яла çĕмёрсе
Çăвар карса антăхать.
Çĕнĕ хапха айĕнчен
Кĕрсе пĕтмест урапа,
Хапха тăрри шатлатать
Саламатпа çапупа...
Ырă евĕчĕ килĕнче
Туйне турĕç ытлашши.
Тепĕр кунне урамра
Турĕç ялта вăй килли.
Турёç туя виçĕ кун
Хушăлкари хăтасем.
Анчах кайма тепĕр кун
Вăхăт теççĕ хăнасем.
Арçын туйĕ пухăнать,
Хушăлкана каяс тет;
Кунта туя турăмăр,
Ĕнтĕ киле тарас тет.
«Ан васкăр-ха, хăтасем,
Тепĕр киле каяр-ха,
Халех киле кайиччен,
Туя шепрех тăвар-ха!»
Татах тепĕр тапхăрне
Туйне турĕç çунтарса.
Юлашкинчен хăтасен
Халĕ пĕтрĕ туй туса.
Арçын туйĕ пухăнса
Килне кайма хускалчĕ.
Каян туя ăсатма
Пĕтĕм Силпи пухăнчĕ.
Аслă масар тĕлĕнче
Туй лашисем тăраççĕ.
Хĕрин туйне ăсатма
Ашшĕ-амăш пыраççĕ.
Туйĕ тавра ял-йышсем
Кĕпĕртетсе тăраççĕ;
Ваттисене асăнсан,
Хĕр кайнине сăнаççĕ.
Чирлĕ Сетнер çавăнтах
Тăрать хăйĕн амăшпе,
Чун савнине Нарспине
Шырать чирлĕ куçĕпе.
Михетерпе карчăкки
Пехиллерĕç хăй хĕрне,
Мĕн пур тантăша йĕртсе
Тăкрĕç ăшă куççульне,
Савнă хĕрне сăмах та
Каламарĕç намăсшăн:
Сетнерпеле вăрмана
Намăс туса тарнăшăн.
Пехиллесен, мĕн тусан
Кайрĕ туйĕ хускалса.
Сетнер çине пăхрĕ те
Нарспи кайрĕ макăрса.
Туй кайсассăн тахçанччен
Янтăрарĕ сĕм вăрман.
Ял-йыш утрĕ килнелле
Туйĕ куçран çухалсан.
Амăшĕпе Сетнер те
Килне утрĕ хуйхăрса.
Чун савнинчен ĕмĕрех
Ячĕç ăна уйăрса:
«Эх, пурăнăç, пурăнăç!
Вилме анчах юлчё çав.
Эх, пурăнăç, Нарспи те
Çичĕ юта кайрĕ çав.
Унсăр пуçне мĕн тăвас
Ăрăскалсăр пуçăмпа?
Ăçта кайса кĕрес-ха
Хамăн усал хуйхăмпа?»
Нарспи кайрĕ ют яла.
Сетнер утрĕ хăй килне.
Икĕ чун та савнă чун
Сĕнеймерĕç тăшманне.
Икĕ савни тарнине
Хуплаймарĕ сĕм вăрман,
Сарă хĕре Нарспие
Илчĕ-илчех Тăхтаман.
Тăрса юлчĕ кăлăхах
Сетнер, çавтер чун савни —
Турă çырни, ахăрах,
Сапла-тăр çав самани.
Ялта нумай ун çинчен
Урлă-пирлĕ калаçрĕç.
Темтер ăслă çынсем те
Кутне-пуçне тупмарĕç.
Нарспи кайрё ют çĕре,
Сетнер юлчĕ кăлăхах.
Ашшĕ çирё хăй хĕрнех,
Тăван çирĕ тăванах.
Хушăлкара
Хушăлкара туй иккен,
Туйĕ ытла шеп иккен;
Шур сухаллă Тăхтаман
Туйне тăвать тет иккен.
Чипер каччă Тăхтаман
Силпи хĕрне çаклатнă.
Çавтер аван мăшăра
Урăм-сурăм туй лартнă.
Туй тăваççĕ ташласа
Çамрăк пуса каччисем.
Туй юррисем юрласа
Ывăнаççĕ çăварсем.
Ĕнер Силпи ялĕнчен
Туйĕ килчĕ таврăнса.
Паян кĕрÿ хĕр туйне
Кĕтет хĕрÿ туй туса.
Паян, хĕр туйĕ килсен,
Каçпа хĕве хупмалла.
Ыран ирех тăмалла,
Хĕртен арăм тумалла.
Аслă ял та Хушăлка
Икĕ тăвăн хушшинче;
Туйне туса Тăхтаман
Ларать сĕтел хушшинче.
Тĕрлĕ апат айĕнче
Çăка сĕтел авăнать;
ÿсĕр кĕрÿ пуçĕнче
Тĕнче вăр-вăр çаврăнать.
Тулта хĕвел çутатать,
Кăнтăрлана суланать;
Кĕрÿ пуçĕ ÿсĕрпе
Аялалла усăнать.
Çеçен хирте путене,
Вăхăт-вăхăт вăл юрлать;
Туй килмест-и-ха тесе,
Текех кĕрÿ йĕтетет.
Кĕрÿ çинчи шур кĕпен
Арки вăр-вăр тăвать-çке;
Туя кĕтсе, ват пуçăн
Чунĕ вăр-вăр тăвать-çке.
Шăнкăр-шăнкăр шăнкăрав
Шăнкăртатать çулпала:
Хĕр туй килет çĕмĕрсе
Урам тăрăх ялпала.
Вунă арăм хушпупа —
Сăран кÿме çийĕнче,
Хĕрĕх виçĕ урапа
Сăран кÿме хыçĕнче.
Çичĕ çĕрте урамра
Чарăнчĕç туй çыннисем:
Хирĕç тухрĕç сăрапа
Хушăлкари тантăшсем.
Юрлаççĕ те кĕреççĕ
Ырă кĕрÿ хапхинчен,
Ĕçеççĕ те çиеççĕ
Инçе çулсем хыçĕнчен.
Кăнтăрла та çитмен-ха,
Каçчен вăхăт нумай-ха.
Каç пуличчен туй тума
Пире вăхăт нумай-ха.
Шыв-шур пуçĕ пуçласан
Тĕттĕмчченех сикрĕç те
Тăхтаманпа Нарспие
Хĕве хупрĕç кĕлете.
Ăслă çынсем уçăпах
Питĕрчеç туй кĕлетне,
Йăл-йăл кула-кула çеç
Кĕрсе кайрĕç пÿртнелле.
Акă каччă, пĕр каччă,
Кĕлет тавра явăнать.
Те итлеме, те пăхма
Пушă вырăн вăл шырать.
Тăват-пилĕк ача-пăча
Явăнаççĕ çавăнтах:
Ай, намăссăр, ача-пăча!
Мĕн кирлиех пур унта?!
Анчах акă итлеççĕ,
Илтĕнет те пулмалла;
Ав, усалсем, лăпланчĕç:
«Хĕр калаçать, ан шавла!»
Шалта Нарспи темĕскер
Тăхтамана каларĕ,
Анчах хуллен сăмахне
Пĕртте илтсе пулмарĕ.
«Асту, Нарспи, йĕвенÿ
Ман алăра малашне! —
Терĕ хытах Тăхтаман
Чараймасăр çиллине. —
Туйна анчах ăсатам,
Унтан мана пĕлĕн-çке;
Мĕн пуласне пĕлме çук —
Ху курасне курăн-çке!»
Урăх нимĕн илтĕнмест,
Пĕр сăмах та чĕнмерĕç.
Итлекенсем, кĕтсен те,
Пĕр сăмах та илтмерĕç.
Ачи-пăчи çавăнтах
Ашшĕ килне чупаççĕ.
Илтни çинчен çав хутрах
Ялта сăмах сараççĕ.
Илтен-тăран сар каччă
Вăрманалла уттарчĕ,
Хăлха илтнĕ сăмаха
Хăй ăшĕнче пытарчĕ.
Ун çилĕллĕ куçĕнчен
Йăлтăр-ялтăр вут кайрĕ.
Кĕрен-тухан ялти çын
Каччă çине пăхмарĕ.
Юман анчах вăрманта
Хăй кÿршине систерчĕ:
Çав вăрмана кĕнĕ çын
Пирĕн тăван Сетнерччĕ.
Пÿртре сĕтел çийĕнче
Пăтă пăсне кăларать:
Çĕнĕ кĕрÿ Тăхтаман
Хăнасене ăсатать.
Ырă кĕрÿ Тăхтаман
Туй пăттипе сăйласа
Туй халăхне пуç таять,
Çапла сăмах каласа:
«Ан ÿпкелĕр, хăтасем,
Сăйăм питех нумай мар.
Ĕçĕр-çийĕр, тăвансем,
Ĕмĕр пĕрле пурăнар».
Виле ÿсĕр хăтасем
Урăм-сурăм кĕрлеççĕ.
Виле ÿсĕр пулсан та,
Мĕн каласне пĕлеççĕ:
«Эй, кĕрÿçĕм Тăхтаман,
Сана ÿпкев çук пиртен.
Пирĕн хĕре хытă пăх,
Тату пулăр виличчен».
Картишĕнче лашасем
Тăраççĕ-çке ташласа,
Тухса кайрĕç хăтасем
Ырă юрă юрласа:
«Атьăр каяр çулпала
Курка тулли пылпала...»
Ураписем хыçĕнчен
Тусан кайрĕ çулпала,
Ав шăнкăрав янăрать,
Силпинелле чуптарать.
Лаши чупать пуç ухса,
ÿсĕр хуçи хăвалать.
Туй пĕтрĕ те, туй каять,
Такăр çулпа чуптарать;
Пĕрер ватти тĕл пулсан:
«Тавси, тавси!» — кăшкăрать.
Каян туйăн сассине
Нарспи юлчĕ итлесе.
Таçта-таçта инçетре
Тусан кайрĕ çĕкленсе.
Çимĕк иртсен
Иртрĕ çимĕк, иртрĕ туй,
Иртрĕ туйри савăнăç.
Кайрĕ пĕр пек тăсăлса
Кунран-кунах пурăнăç.
Хирте ака айĕнче
Çерем лап-лап касăлать;
Усал хуйхă-суйхăран
Нарспи чунĕ касăлать.
Хирте çава айĕнче
Курăк вăш-ваш йăванать;
Усал хуйхă-суйхăран
Нарспи пуçĕ усăнать.
Куллен-кунах тĕнчене
Хĕвел хĕртнĕçем хĕртет;
Хуйхă-суйхă кунран-кун
Нарспи чĕрине çиет.
Куллен-кунах саламат
Анать-ĕçке пăтаран;
Хытă тытать пулмалла
Хăй арăмне Тăхтаман.
Чипер ача Сентти пур,
Чупса çÿрет урамра.
Кĕвентине утланса
Ача вылять лашалла.
Аслă урам тăршшĕпе
Чиксĕр тусан кăларать,
Хура чикан пек хура
Каçпа килне таврăнать.
Чипер ача Сентти пур,
Чупса килет лашипе,
Хăйĕн пĕчĕк чĕлхипе
Пакăлтатать инкĕшпе.
Çĕнĕ çын та, Нарспи кин,
Пĕрмаях вăл хуйхăрать,
Пăяхăшин ачине
Сенттие çеç юратать.
Çĕнĕ çын та, Нарспи кин,
Пĕрмаях вăл хуйхăрать.
Сенттипе çеç калаçса
Хăй хуйхине пусарать.
Çавтер ырă ачана
Турă чунне панă çав,
Кулса сиксе выляма
Кайăк чунĕ янă çав.
Çичĕ çулхи ачара
Чăваш чунĕ ларать çав.
Пĕчĕк куçĕ йĕрсен те,
Йăваш тути кулать çав.
Чипер ача Сентти пур,
Инкĕш патне ăнтăлать;
Хăйĕн пĕчĕк чĕлхипе
Инкĕшне вăл йăпатать:
«Ан йĕр, инкем, ан йĕрсем,
Тутăрупа шăл куçна.
Ан хуйхăрсам, инкеçĕм,
Хăваласам хуйхăна».
Ырă кĕрÿ Тăхтаман
Туй кĕлетне астăвать,
Куллен-кунах арăмне
Саламатпа кастарать.
Мĕскĕн арăмĕ тÿсет
Асапсене чĕнмесĕр.
Ухмах упăшка хĕнет
Мĕн пуласне пĕлмесĕр.
Пĕрре пĕр çын килчĕ те,
Тăхтаманпа калаçрĕç,
Нарспи пÿртре çук чухне
Пăшăл-пăшăл калаçрĕç.
Нарспи кĕчĕ сăрапа,
Леш хăнана ĕçтерет.
Хăна тухса кайсанах
Саламачĕ вĕрентет:
«Эсĕ апла хĕр иккен,
Эсĕ апла Сетнерпе
Тарнă-мĕн-ха вăрмана
Туйна тунă çĕртенех!»
Хĕнет, хĕнет Тăхтаман,
Тĕрлĕ асап кăтартать.
Ялти çынсем хушшинче
Текех сăмах сарăлать.
Çапли-капли çавă çав:
Ун пек нумай тĕнчере,
Чылай усал ĕç пулать
Вăрттăн çĕрте тĕттĕмре.
Атте-анне хăй хĕрне
Юратса çеç ÿстерет.
Хĕртен арăм пулсассăн
Ват упăшка кÿлешет.
Тупрĕ пуян упăшка
Атте-анне хăй хĕрне,
Анчах унта мĕн усси —
Юратмасан пĕр-пĕрне?
Тату, ырă, килĕшсе
Иккĕш пĕрле пурăнсан,
Çĕр хут ытла телейлĕ
Юрлă çын та пуянран...
Хĕне, хĕне, Тăхтаман,
Чунне кăлар унăнне!
Асаплантар, Тăхтаман,
Хурсам йытă вырăнне!
Хĕне, хĕне, Тăхтаман,
Санран çамрăк ан култăр!
Асаплантар, Тăхтаман,
Нарспи часрах ватăлтăр!
Анчах кайран хăвăнах
ÿкĕнмелле ан пултăр,
Хĕне, хĕне, Тăхтаман,
Санран çамрăк ан култăр!..
Иртсе кайрĕ виç эрне
Çимĕк эрни хыçĕнчен,
Ват упăшка хĕснине
Нарспи тÿсрĕ çавăнччен.
Анчах тепĕр эрнинче,
Пĕрре уяр ырă каç...
(Чим-ха, кăна калама
Вăхăтсăрах юрамасть.)
Нарспи ĕçĕ
Хĕвел тухать, улăхать
Çÿллĕ тусем тăррине,
Хăй çутипе ăшăтать
Таçти-таçти çĕрсене.
Çак çуллахи ырă кун
Хушăлкана та савать.
Пур тĕнчери чĕрĕ чун
Ташлать, сикет, савăнать.
Ячĕç юрă юрласа
Сĕм вăрманти кайăксем.
Акăшсем пек ярăнса
Анчĕç шыва сар хĕрсем.
Анчах акă шурă пÿрт,
Пĕр сасă та илтĕнмест.
Шурă пÿртре çĕнĕ çын
Ларать, пуçне çĕклемест.
Ирех хырăм тăрантса
Кайрĕ хире Тăхтаман.
Пуçне чиксе, хуйхăрса
Ларать арăмĕ паян:
«Арăм пултăм ирĕксĕр
Атте-анне хушнипе.
Анчах хĕрĕр, мĕскĕнĕр,
Ырă курмасть каччипе.
Хĕрхенмесĕр хĕрĕре
Çичĕ ютăн аллине,
Çичĕ юта, ют çĕре
Парса ятăр мĕскĕне.
Халĕ хĕрĕр, мĕскĕнĕр,
Асап курса пурăнать.
Ăна ватă упăшки
Йытă вырăнне хурать.
Мĕншĕн мана савнинчен
Çаплах ятăр уйăрса?
Мĕншĕн кунта киличчен
Çимерĕм-ши хам пуçа?
Мĕншĕн хаяр тăшманпа
Ман пĕр çуртра пурăнас?
Пĕтес мар-ши пуçăмпа?
Епле тÿссе пурăнас?!
Качча пачĕç ирĕксĕр —
Пулмарĕ-çке ырлăха.
Атте-анне ăссăрри
Ырлăха мар, хурлăха.
Качча пачĕç ирĕксĕр —
Савăнăç çук ку тĕнчен.
Атте-анне ăссăртан
Савни юлчĕ пĕр-пĕччен.
Качча пачĕç ирĕксĕр —
Ятăм çĕрчĕ тахçанах.
Атте-анне ăссăртан
Пулчĕ асапăм анчах.
Качча пачĕç ирĕксĕр —
Манăн пурăнăç хĕн-хур.
Атте-анне ăссăртан
Капла пурăнса мĕн пур?
Качча пачĕç ирĕксĕр —
Пулмарĕ-çке ырлăха,
Атте-анне ăссăрри
Ырлăха мар, хурлăха.
Анчах манăн савни пур —
Çăлаймĕ-шим вăл мана?
Унăн вăйлă аллисем
Пĕтермĕç-шим тăшмана?
Çук, пуçăма çийиччен
Тăшманăма пĕтерем,
Асапланса тÿсиччен
Тăхтамана... вĕлерем.
Анчах вăйăм çитĕ-ши?!
Епле кунтан çăлăнас?
Эй, Пÿлĕхçĕм, пулăшсам!
Чунăм çунать, мĕн тăвас?..
Пĕтсен пĕтем, пĕт, тăшман, —
Пурăнăçăм ырах мар.
Наркăмăшăм, эс паян
Хăвăн ĕçне туса пар!» —
Çапла паян пÿртĕнче
Нарспи, мĕскĕн, хурланать,
Чунĕ вĕркет, пуçĕнче
Усал шухăш хускалать.
Вут пек хĕвел выляса
Çÿл тÿпене хăпарать;
Хуллен-хуллен ярăнса
Кăнтăрлана сулăнать.
Тулта тĕнче хĕпĕртет,
Тулта - тĕнче ялтăрать.
Нарспи пÿртĕнче йĕрет,
Унăн чĕри çурăлать.
Сентти килет сиктерсе,
Кĕвентине утланса;
Инкĕш патне çĕмĕрсе,
Кĕрсе кайрĕ ахăрса.
Çапать паттăр лашине
Хăй аллинчи хуллипе,
Ăнсăртранах инкĕшне
Тапса илет урипе.
Анчах вăл та выляма
Аптăрарё инкĕшпе,
Аптăраса урама
Тухса кайрĕ лашипе.
Вĕрет, сурать сарă кин
Хăй яшкине пăтратса;
Хуран айĕ çĕлен пек,
Çунать вучĕ явăнса:
«Çитмĕл тинĕс леш енчен
Килет карчăк Шапатан.
Вĕр, сур, карчăк, яшкана —
Пĕттĕр усал Тăхтаман!
Утмăл тинĕс уттинче
Ларать, сикет йĕс пукан.
Сикех, сикех, йĕс пукан, —
Пĕттĕр усал Тăхтаман!
Вăтăр та пĕр ту çинче
Йĕс хуранра пиç, яшка.
Çав яшкара пиç, çĕлен,
Пиç тамăкра, упăшка!»
Вĕрет, сурать сарă кин
Хăй яшкине пăтратса;
Вилĕм яшки вĕрет-çке
Çĕлен пекех чашлатса.
Каç пулсассăн упăшки
Килчĕ хиртен çаврăнса.
Сĕтел çийĕнче яшки
Ларать пăсне кăларса.
Кашăк илчĕ Тăхтаман,
Ларчĕ сĕтел хушшине.
«Яшка тутлă-çке паян», —
Тесе мухтать яшкине.
Усал куçпа çавăрса,
Кăтартать вăл чăмăрне:
«Яшка тутлă, çи ларса!» —
Кăшкăрать вăл арăмне.
«Çийĕп-çке-ха кайран та,
Пит çиессĕмех килмест». —
Ах, Нарспийĕ çавăнта
Тухса каять, тÿсеймест.
Тулта ларать, куççульне
Тăпра çине юхтарса.
Пÿртри çиет яшкине
Урлă-пирлĕ тайăлса.
Çиех, çиех, Тăхтаман,
Наркăмăшлă яшкана,
Ĕнтĕ эсĕ малашне
Упăшка мар арăмна.
Пĕтрĕн ĕнтĕ, Тăхтаман,
Çутă тĕнче санăн мар!..
«Нарспи, часрах кĕр пÿрте!
Ыйхă килет, вырăн сар!
Ака турăм, ĕтлентĕм,
Ăшăм çунать çавтерех.
Яшка хыççăн шыв ĕçрĕм,
Туйăнчĕ эрех пекех».
Нарспи кĕчĕ итлесе,
Çĕрте ларать упăшки:
Пĕтĕм ăшне-чиккине
Çурать хăватлă яшки.
Арăм сарчĕ вырăнне,
Упăшкине вырттарчĕ.
Çĕкле-çĕкле çапрĕ те
Чунĕ ÿтне хăварчĕ.
Пĕтрĕ пĕр чун тĕнчере,
Ĕçĕсемшĕн хупланчĕ.
Пĕтрĕ чăваш ĕмĕрĕ,
Унăн чĕри лăпланчĕ.
Пÿртри сĕтел-пукансем
Хăратаççĕ арăмне,
Пайтах пăхрĕç шеллесе
Хуçин сивĕ виллине;
Анчах çĕрле пулчĕ те,
Сĕм хупларĕ пÿрт ăшне,
Хăйĕн вăрăм аллипе
Хăратать вăл Нарспие.
Пĕтрĕ чăваш ĕмĕрĕ,
Вырăн çинчен тăрас çук,
Выçă выльăх-чĕрлĕхне
Тăрса апат парас çук.
Выçă ака лашисем
Кĕçенеççĕ картара,
Анчах эсир, тăлăхсем,
Курассăр çук хуçăра!
Ял вĕçĕнче сĕм вăрман
Чăшăлтатать çулçипе.
Хушка çăлтăр вылятать
Çÿл тÿпере çутипе.
Хушăлкари чăвашсем
Çывăраççĕ харлатса.
Анкартинчи тăмана
Анчах вĕçет ухлатса.
Уйăх кукри ярăнса
Тухрĕ вăрман хыçĕнчен.
Шăппăн-шăппăн çеç утса
Тухрĕ Нарспи пÿртĕнчен.
Кайрĕ мĕлке пек шуса
Анкартисем хыçнелле.
Ялтан тухрĕ, ыткăнса
Чупрĕ вăрман ăшнелле.
Курас тесе ăнтăлса
Уйăх чупрĕ тахçанччен,
Вăрман анчах шавласа
Юлчĕ Нарспи хыçĕнчен.
Нарспи пырать вăрманпа
Темшĕн ытла ыткăнса.
Шăппăн тăрать сĕм вăрман
Нарспи чунне хăратса.
Армак-чармак йывăçсем
Пуçĕсемпе суллаççĕ,
Нарспи иртсе пынă чух
Çулне пÿлсе тăраççĕ.
Ват йывăçсем хушшинче
Арçурисем выляççĕ,
Нарспи иртсе пынă чух
Аллисене тăсаççĕ.
Сасартăках çил тухса
Асрĕ кайрĕ сĕм вăрман,
Йĕри-тавра ахăрать:
«Тыт арăмна, Тăхтаман!
Тыт арăмна, упăшка,
Тарать усал арăму!»
Вăтăр та пĕр шуйттан пек,
Вăрман улать: у-у-у!
Ирех тăрса тумланса
Сентти тухрĕ выляма.
Кĕвентине утланса
Чупрĕ инкĕшне курма.
Анчах инкĕш курăнмасть,
Пиччĕш халь те çывăрать,
Тăратса та вăранмасть —
Сентти шăпах аптăрать.
Пĕр çын килсе кĕчĕ те
Хытса кайрĕ вырăнтах.
Пăхса тăчĕ-тăчĕ те
Тухса кайрĕ çавăнтах.
Пăртак тăрсан, вăл кайсан,
Тулчĕ пÿрте тулли çын:
Епле вилнĕ Тăхтаман?
Ăçта кайнă Нарспи кин?
Çук, мĕн чухлĕ ыйтсан та,
Сире виле калас çук.
Нарспи çÿрет вăрманта,
Эсир ăна тупас çук.
Силпире
Аслă Силпи ялĕнче
Хуллен шăвать пурăнăç.
Иртсе кайрĕç Çимĕкри
Ырăлăхпа савăнăç.
Чăваш кĕпи улача,
Хир варринче кăн-кăвак.
Ĕçчен чăваш вăкăр пек,
Юрла-юрла ĕç тăвать.
Тăрать çурăмпуçĕпе,
Ирех хире вăл тухать.
Кăшт-кашт апат тăвать те
Çутă çава вăл йăтать.
Учук хыççăн чăвашсем
Айкашрĕçĕ хирсенче:
Валем, купа, капансем
Ларчĕç улăх варринче.
Çивĕч çава вашлатрĕ
Çулман çаран çийĕнче,
Пуçлă ыраш саралчĕ
Çеçен хирсен хушшинче.
Сăмах нумай ял çинче
Çемçе чĕлхе вĕçĕнче.
Тĕрĕсси те пур-тăр çав
Ялти сăмах хушшинче.
Силпире те этемсем:
«Нарспи, Тăхтаман», — теççĕ.
Вĕсем тахçан Тăхтаман
Хаяррине пĕлеççĕ.
Михетертен шикленсе,
Вăрттăн çĕрте сăмахсем;
Пуçне чиксе, шеллесе,
Аптăраççĕ чăвашсем.
Сетнер ача, çынсенчен
Çав сăмаха илтсенех,
Амăшĕнчен уйрăлса
Кайрĕ таçта пĕчченех.
Çынсем хирте ĕçлесе
Каçпа килне килеççĕ,
Каçхи апат тунă чух:
«Нарспи, Сетнер», — тееççĕ.
Сетнер утрĕ пĕр-пĕччен,
Кĕрсе кайрĕ вăрмана.
Нарспи асапне илтсе
Вилĕм сунать тăшмана:
«Тĕттĕм пулĕ, каç пулĕ
Тăшман патне çитиччен,
Тăшман чĕри лăпланĕ
Хĕвел кусса тухиччен.
Хĕвел тухĕ, çутатĕ,
Этем тăрĕ ыйхăран.
Тăшман анчах вăранмĕ
Ыйхи ытла йывăртан.
Хĕвел тухĕ, çутатĕ,
Эпĕ пулăп вăрманта.
Тăшман, выртăн, хускалмăн,
Нарспи пулмĕ çуртăнта».
Анчах Нарспи унсăрах
Кĕçĕр тухрĕ килĕнчен.
Хăех тарчĕ тăшманран
Савни пырса çитиччен.
Вăрманта
Шавлать, кашлать сĕм вăрман,
Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть.
Кутсăр-пуçсăр çил тухсан
Чарăнассăн туйăнмасть.
Шавлать, кашлать сĕм вăрман,
Тамăкри пек ахăрать.
Те арçури, те шуйттан
Çав териех ашкăнать.
Тапхăр-тапхăр çил килет
Пăлтăр-палтăр çавăрса.
Тĕттĕм вăрман ÿхĕрет
Çĕре çитех авăнса.
Хура пĕлĕт пĕрмаях
Шăвать вăрман тăрринче.
Ярать çиçĕм çĕр çурсах
Хура пĕлĕт хушшинче.
Аçа çапать, шартлатать,
Пĕтĕм тĕнче кисренет.
Çумăр çырма пек юхать,
Лупашкасенче кĕрлет.
Сĕм-сĕм вăрман, сĕм вăрман,
Мĕншĕн хытă шавлатăн?
Мĕншĕн шăй-шай шăхăрса
Мĕскĕн чуна хăрататăн?
Вăрман тата хытăрах
Шавлать, йĕрет, ахăрать.
Турă çырлах, ан пăрах!
Ахăрсаман хускалать!
Ах, çылăхлă пуçăма
Ăçта чиксе хурам-ши?
Ах, çылăхлă чунăма
Епле тытса чарам-ши?..
Епле Сетнер мĕскĕн-çке
Урнă вăрман ăшĕнче.
Епле çирĕп йывăçсем
Юрлаççĕ пуç тăрринче.
Вăрман хĕсĕк çулĕпе,
Ăш çуннине пусарса,
Вăрман шавне хуплас пек,
Пырать Сетнер юрласа:
«Сĕм-сĕм вăрман, сĕм вăрман,
Мĕншĕн хытă шавлатăн?
Мĕншĕн шăй-шай шăхăрса
Мĕскĕн чуна хăрататăн?
Ах, ман хуйхăм, итле-ха:
Мĕншĕн мана çунтаратăн?
Мĕншĕн мана, тăлăха,
Савăнăçа мантаратăн?
Çуралтăм-мĕн аннерен
Хĕн-хур, асап курма çеç.
Çав асапран, хĕнлĕхрен
Самрăк пуçăм пĕтни çеç.
Çамрăк пуçăм пĕтмĕччĕ,
Мулăм çукки пĕтерчĕ.
Вăл та пулин юрĕччĕ,
Çын ухмаххи пĕтерчĕ.
Çын ухмаххи юрĕччĕ,
Усал тăшман тупăнчĕ.
Усал тăшман пĕтĕччĕ,
Турă çырни курăнчĕ».
Сетнер юрлать юррине.
Вăйлă тăвăл тапранса,
Сетнер юррине илсе,
Вĕçет йĕрсе, ахăрса.
Çав хуйхăллă сасăсем
Чуна çурса йĕреççĕ,
Вăйлă тăвăлпа пĕрле
Таçта çитех çитеççĕ.
Хура вăрман ăшĕнче
Хуллен-хуллен пĕтеççĕ.
Çав юрăри куççульсем
Пĕр чун патне çитеççĕ.
Таçтан-таçтан аякран
Тепри хирĕç макăрать,
Усал асап-хуйхăран
Унта тепĕр чун çунать.
Такам юррин сассисем
Кĕрет Сетнер хăлхине.
Вăйлă тăвăлпа пĕрле
Юрлать Сетнер юррине:
«Хура вăрман, сĕм вăрман,
Мĕншĕн хытă шавлатăн?
Савни пекех юрласа,
Вилнĕ чуна вăрататăн?
Тĕттĕм вăрман, сĕм вăрман,
Ан ултала тăлăха.
Савни пекех юрласа
Ан хăварсам хурлăха.
Аслă вăрман, сĕм вăрман,
Мана чăнне кала-ха!
Мĕскĕн чуна шеллесе,
Чун савнине кăтарт-ха.
Анчах утать кунталла
Ман паталла хĕрарăм:
Ырă Турă, çырлахсам!
Нарспи, Нарспи, эсĕ-им?»
Икĕ савни пĕрлешсен
Пуçне тайрĕ ват юман.
Пĕр-ик тапхăр çил вĕрсен
Шăп лăпланчĕ сĕм вăрман.
Хура пĕлĕт саланса
Пĕтрĕ вăрман хыçĕнче.
Хĕвел пăхать шăратса,
Кайăк юрлать йăвинче.
Курăк çинчи сывлăма
Хĕвел парать ăшшине.
Икĕ чуна савăшма
Хĕвел парать çутине.
Ялтăртатать ырă кун,
Усал кунăн мĕн ĕç пур?
Савăнса утать ик чун,
Çичĕ ютăн мĕн ĕç пур?
Анчах вăрман ăшĕнче
Хура кайăк чăйлатать:
Ай, Тăхтаман, Тăхтаман,
Нарспи чунне вăл шырать!
Атте-анне
Сетнер пĕчĕк пÿртĕнче
Вĕсем иккĕш лараççĕ.
Лутра сĕтел хушшинче
Каçхи апат тăваççĕ.
Сетнер ватă амăшĕ
Турăх тупрĕ кÿршĕрен,
Çăкăр-тăвар кăларса
Хучĕ сĕтел ăшĕнчен.
Апатланса икĕ чун
Хĕрÿ сăмах калаçать.
Ватă карчăк-амăшĕ
Шăппăн итлесе ларать.
Асăнаççĕ ĕлĕкхи
Ырă, лăпкă пурнăçне:
Каçхи вăйă-улаха,
Çимĕкченхи кунсене.
Сасартăках илтĕнчĕ
Ура сасси пăлтăртан.
Михетерпе карчăкĕ
Килчĕç кĕчĕç алăкран.
Карчăк
Пирĕн Нарспи ку пÿртре
Çук-ши тесе килтĕмĕр,
Ялти ырă çынсенчен
Кунта тесе илтрĕмĕр.
Михетер
Эх, хĕр, хĕ-ĕр, хĕр-и эс!
Нарспи, мĕскер хăтлантăн?
Епле çынсем умĕнче
Çак намăса кăтартрăн?
Мĕн çитмерĕ-ши сана,
Мĕн çитмерĕ тĕнчере?
Мĕншĕн, хĕрĕм, мĕн пуртан,
Юрататăн Сетнере?
Пуян хĕрĕ пуçупа
Мĕншĕн çапла хăтлантăн?
Ĕмĕр курман намăса
Ват пуçăма кăтартрăн?..
Карчăк
Мĕн çитмен-ши ухмаха
Упăшкине вĕлерме,
Çак Сетнерпе вăрманта
Лапăштатса çÿреме?
Михетер
Турра шĕкĕр, халиччен
Усал сăмах илтменччĕ,
Çак тарана çитиччен
Киремет те тивменччĕ,
Манăн килĕм-çуртăма
Ырă пирĕшти пăхатчĕ,
Ырă пирĕшти пăхнипе
Ялта ятăм кайманччĕ,
Пÿлĕх, Хăрпан, Çут Тĕнче
Мана савса тăратчĕç,
Кăвак Хуппи, Çут Хĕвел
Мана тупăш паратчĕç.
Çак тарана çитрĕм те,
Ватă пуçăм усăнчĕ.
Эсĕ çапла пулнипе
Ырă кунăм пăсăлчĕ...
Карчăк (Михетере)
Вăрçсам ĕнтĕ хытăрах,
Пăсăрлантар Сетнерне:
Ĕçре хытнă аллипе
Ан хапсăнтăр çын хĕрне!
Михетер
Мĕн кĕçĕнрен ÿстертĕм,
Хĕр кăмăлне татмарăм.
Савнă хĕршĕн пуянлăх
Кунĕн-çĕрĕн пуçтартăм.
Кăнтăрла та, çĕрле те
Канлĕ ыйхă курмарăм.
Хĕрĕмшĕнех тăрăшса
Куçăмсене хупмарăм.
Епле качча парăп-ши
Тесе ялан шутларăм.
Хĕр телейĕшĕн тăрăшса
Пуян каччă шырарăм.
Качча патăм, туй турăм,
Паян акă мĕн çитрĕ,
Манăн ватă пуçăма
Паян акă мĕн çирĕ!
Карчăк
Шеллеместĕн аннÿне,
Ах, çĕр çăтманă пуçна!
Камăн хĕрĕ пултăн-ши,
Кам ÿстерчĕ-ши сана?
Михетер
Мĕн кĕçĕнрен ÿстертĕм
Питне пăхса савăнма.
Çак тарана çитрĕм те,
Хĕрĕм çирĕ пуçăма.
Аçу-аннÿ ирĕкĕ
Пулчĕ çĕрĕ вырăнне.
Пĕр Сетнершĕн тăктартăн
Аçу-аннÿн шур çÿçне.
Пулăшмарĕ пуянлăх,
Пулăшмарĕ сăмах та.
Пуян каччă çумĕнче
Апла пулмĕ ухмах та.
Нарспи
Эй, аттеçĕм, çамрăк чух
Мĕншĕн патăр хĕрĕре?
Пуянлăхра анчах мар,
Ыр курасси çыннинче...
Карчăк
Е-е, усал, ытлашши
Ан кар ĕнтĕ çăварна.
Аннÿн ăшне çунтаран,
Турăран килешшĕ пуçна!
Михетер
Çак намăса кăтартрăн, —
Ялти çынсем мĕн калĕç?
«Хĕрне ан ман, ват супнă!» —
Аçу çине кăтартĕç.
Анчах ялти çăварсем
Кирек те мĕн калаçчăр,
Яту çĕрнĕ пулсан та,
Çапах эсĕ манăн хĕр.
Атя, хĕрĕм, таврăнар
Шăтăк-шатăк ку пÿртрен.
Тепрер каччă тупăпăр
Яту çĕрсех кайиччен.
Атя, Нарспи, ан хуйхăр:
Санăн аçу пур вĕт-ха.
Яту пĕтнĕ пулсан та,
Аçун мулĕ пур вĕт-ха.
Карчăк
Атя, йытă, хăвăртрах,
Пĕртте мана пăхмастăн.
Сетнер, йытă, кĕççе пит,
Пуян хĕрне ан хапсăн!
Нарспи
Эй, аттеçĕм, аттеçĕм,
Мĕншĕн мана çиетĕн?
Намăс кÿнĕ хĕрĕре
Хăвăн патна чĕнетĕн?..
Карчăк
Ав тата мĕн калаçать!
Савнă хĕрне итле-ха!
Михетер
Çитĕ, карчăк, вулашма,
Хĕр сăмахне итлер-ха.
Нарспи
Арăм пулнă пуçăмпа
Киле пырса тăрăп-и?
Савман качча кайсассăн
Татах асап чăтăп-и?
Çук, çук, атте, ан чĕн те:
Халь тин киле пыраймăп,
Çапла пулса пĕтсен тин
Каччă кĕтсе лараймăп.
Эсир мана ÿстертĕр,
Ача чухне юратрăр,
Анчах ÿссе çитрĕм те,
Хĕрĕр чунне курмарăр.
Эпĕ сире кĕлтурăм,
Эпĕ сире йăлăнтăм,
Вĕçне çите пуçласан
Йăваланса макăртăм.
Анчах эсир хĕрĕре
Ÿстерессе ÿстертĕр,
Ÿстертĕр те — укçашăн
Сутса ярса пĕтертĕр.
Ача чухне хĕрĕре:
Юрататпăр теттĕрччĕ,
Савнă хĕрĕр мĕн ыйтнă —
Ăна пурте хатĕрччĕ.
Ÿссе çитрĕм, аттене:
Пĕр çул кĕт-ха терĕм те,
Атте вăрçса пĕтерчĕ,
Анне çÿçрен сĕтĕрчĕ.
Мĕншĕн манăн кăмăла,
Çав юлашки кăмăла,
Тумарăн-ши, аттеçĕм?
Халь пулмăттăм каплалла.
Мĕншĕн çапла ху хĕрне
Парса ятăн кашкăра?
Саншăн çав пур ырăлăх
Мĕн пурĕ те укçара...
Эпĕ асап курнишĕн
Ху айăплă, эпĕ мар.
Сетнер кĕрÿ пулмасан,
Эпĕ сирĕн хĕрĕр мар.
Эй, аттеçĕм, аннеçĕм,
Сетнерпеле пехиллĕр —
Çавăн чухне тин вара
Емĕр пĕрле пулăпăр.
Карчăк
Ав, ав, хĕрÿ мĕн калать —
Сетнер, шуйттан, илĕртнĕ.
И-и, Михетер, каяр-ха,
Хĕрÿ çине сур ĕнтĕ!
Михетер
Ы-ых, Сетнер, астăвăн:
Манăн хĕре эс çирĕн!
Эсĕ, çавтер усал хĕр,
Хура пÿртрех тип эппин!
Аçу килне, чим-халĕ,
Хăвах чупса пырăн-ха.
Аçу мĕнле ыррине
Çавăн чухне курăн-ха.
Атя, ватă карчăкăм,
Каяр ĕнтĕ килелле.
Ĕнтĕ сăмах пĕтрĕ пулĕ
Паян пирĕн хĕрпеле!
Карчăк
Пĕтĕр, типĕр çакăнта,
Типĕр хăрăк турат пек!
Шăммăр-шаккăр çĕриччен
Асапланăр йытă пек! —
Тухса кайрĕç ылханса
Ашшĕ-амăш хăй хĕрне.
Урам тăрăх карчăкĕ
Çаптарать хăй сăмахне.
Намăсланса, хĕрелсе
Хĕвел анчĕ, пытанчĕ.
Сетнер амăш, ахлатса,
Сĕтел çине пуçтарчĕ.
Тăватă вилĕ
Йывăр ĕçсем хыçĕнчен
Ыйхă темрен те паха:
Силпи ялĕн çыннисем
Кайрĕç тутлă ыйăха.
Çывăраççĕ этемсем,
Хура вăрман тĕк тăрать.
Тăрсан-тăрсан, чашласа,
Çил вĕрнипе вăранать...
Килсе тухрĕç вăрмантан
Акă икĕ урапа.
Шăппăн шурĕç ялалла
Парăн-парăн лашапа...
Акă сасă илтĕнет,
Чуна çурса ян ярать.
Авă сасса илтнĕ те,
Пĕр çын урампа чупать...
Шăлтăр-шалтăр ташласа
Урапасем кустарчĕç.
Вăрман ăшне кустарса
Кĕрсе кайрĕç, çухалчĕç...
Шăри-шари çын шавлать,
Урам тăрăх чупкалать.
— Михетере çаратнă! —
Тесе пĕри кăшкăрать.
Пурте турикасалла
Хашка-хашка чупаççĕ.
«Мĕн пулнă?» та «мĕн пулнă?» —
Пĕр-пĕринчен ыйтаççĕ.
— Михетере çаратнă,
Пĕр япала хăварман!
Çĕр çăтманă вăрăсем
Турăран та хăраман:
Михетерпе карчăкне
Иккĕшне те вĕлернĕ!
Çичĕ тарçи-тĕрçине
Эрех парса ÿсĕртнĕ.
Сетнер чупса çитнĕ-мĕн
Илтсе карчăк сассине,
Вăрă, шуйттан, пурттипе
Пуçнех çурнă унăнне!
Михетере вĕлернĕ,
Мулне-мĕнне хăварман,
Сĕмсĕр-пуçсăр вăррисем
Турăран та хăраман!
Пĕтнĕ мĕскĕн Сетнер те
Усал вăрă пурттинчен.
Кун пек усал ĕç курман
Силпи ялĕ халиччен.
Михетерĕн Нарспийĕ
Пĕр куççуль те юхтармасть:
Ашшĕн пушă килĕнче
Вырăнтан та хускалмасть.
Кăтăр-кăтăр арман чулĕ
Чĕре çинче авăрать.
Арман чулĕ айĕнче
Мĕскĕн чĕре çурăлать.
Ах, çурăлса кайрĕ те,
Нарспи кайрĕ йăванса;
Тин ăн килсе кĕчĕ те,
Йĕрсе ячĕ кăшкăрса:
«Эй, аттеçĕм, аннеçĕм,
Мĕншĕн мана çуратрăр?
Тĕнче асапне курма
Кун çутине кăтартрăр.
Эй, Турăçăм-пÿлĕхçĕм,
Мĕншĕн мана чун патăн?
Мĕскĕн çамрăк пуçăма
Пĕр телей те ямарăн.
Эй, чунăмçăм, çамрăк пуç,
Мĕншĕн капла пултăн-ши?
Пĕтĕм тĕнче хушшинче
Эсĕ пултăн ытлашши».
Йĕре-йĕре хуйхăрса
Нарспи утрĕ хирелле.
Ялтан тухрĕ, уттарчĕ
Кантăр варĕ еннелле.
Ялти çынсем шеллесе
Пăхса юлчĕç хыçĕнчен,
Паян пулнă ĕç çинчен
Пакăлтатрĕç тĕттĕмччен.
Тепĕр кунне ирхине
Чăваш хире тухмарĕ.
Эрнекуна асăнса,
Нимĕн ĕç те тумарĕ.
Ĕлĕкхи пек урама
Сарă хĕрсем тухмарĕç.
Вăйă ташши ташлама
Каччисем те хăймарĕç.
Тĕрлĕ çĕрте ваттисем
Ушкăн-ушкăн тăраççĕ,
Михетерĕн кил-çуртне
Сутма канаш тăваççĕ.
Нарспи таçта кайнăран
Ячĕç ăна шырама.
Михетерпе карчăкне
Пурте утрĕç пытарма.
Аслă масар-хăямат,
Виçĕ виле шăтăкра,
Ача чипер Сетнер те
Выртать юман тупăкра.
Кăнтăрлапа пĕтĕм ял
Пĕççисене шарт çапать:
Нарспи виллине тупса
Нимĕн тума аптăрать.
Шыракансем таврăнчĕç
Лашисене çунтарса:
Кантăр варта йăмраран
Вилнĕ терĕç çакăнса...
Вара вилнĕ вырăннех
Хучĕç ăна пытарса.
Тăпри тавра шĕшкĕрен
Çатан лартрĕç çавăрса.
Хĕвел анчĕ, каç пулчĕ,
Чăваш çынни çывăрать.
Хĕвел тухрĕ, çутăлчĕ,
Чаваш ĕçе тытăнать.
Анчах пирĕн Нарспишĕн
Ĕмĕрлĕхе каç пулчĕ.
Ĕмĕр тĕттĕм тупăкра
Хуйхи-суйхи татăлчĕ.
Çапла иртрĕ пурăнăç,
Пуçĕ пĕтрĕ çамрăклах,
Ашшĕ-амăш ухмахран
Пĕтрĕ хуйхă-суйхăпах.
Курчĕ çутă тĕнчене
Пÿлĕх-Турă пÿрнипе,
ÿсрĕ, пулчĕ сарă хĕр
Атте-анне пăхнипе.
Пÿлĕх-Туррăн кăмăлĕ
Ăслă турĕ хăй хĕрне,
Атте-анне ирĕкĕ
Çирĕ сарă хĕр пуçне.
Выртрĕ хĕсĕк тупăка,
Ячĕ юлчĕ ял çинче.
Ун хурлăхлă юррисем
Юлчĕç çынсен асĕнче.
Халь те пулин Силпире
Асăнаççĕ мĕскĕне.
Ялан, çумăр çумасан,
Шыв сапаççĕ тăприне.