Пÿлер, Пÿлерĕм, вăйăм та хăватăм,
Хĕрÿлĕхе çулупала чĕртсе,
Пуçа тайса сан умăнта тăратăп
«Сывах-и, хĕрĕм?» – теессе кĕтсе.
Пĕлетĕп-ха, никам та сывлăх сунмĕ,
Никам та ăшшăн сасă парас çук.
Кĕрен чечеклĕ, курăклă вал умĕ
Хускалнăнах туятăп тепĕр чух.
Кунта ман йăх юн тăкнине-и манăп.
Тăшман сăнни кашнин ÿтне кĕрсе,
Çич ĕмĕр витĕр тăрăннă мана та,
Ик енлĕ кĕрешÿ çитсен хĕрсе!
Асаттесем ахлатнине туятăп,
Тин пултараймăп пулăшу пама.
Пĕртен-пĕр тивĕçĕм – тупа тăватăп
Чыспа, чунпа, ĕçпе таса пулма.
Ман йăх нумай тутаннă йÿçĕ эрĕм,
Мĕскĕнлĕхе те нишлĕхе тÿссе.
Çуралнă тăрăхăм, Пÿлер, Пÿлерĕм,
Ыйтатăп каçару пуçа пĕксе.
* * *
Кама-тăр вăрттăн килĕштернĕ,
Кама-тăр уççăн юратман.
Усал шутлисене хÿтернĕ,
Ыр тунине часах манман,
Именчĕклĕ, ытла сăпайлă,
Çын куласран хăра-хăра,
Çапла эп çитĕннĕ хам майлă,
Вăрманлă, лăпкă тăрăхра.
Ачалăхăм – çырла утравĕ,
Шап-шурă Çĕмĕртлĕ тĕнчи.
Ыйтсассăн вырăс-и, тутар-и,
Калаттăм эп: «Пÿлер енчи».
Мăнаçчĕ çав самант ман сăнăм,
Кĕрен витсен те питĕме,
Умра уксах Тимур хăй тăнăн,
Сапатчĕ куçăм хĕлхеме.
Пĕртен-пĕр хурçă сăнă евĕр,
Шăтарасла пăхса илсе,
Эп хатĕрччĕ çич ĕмĕр витĕр,
Ямашкăн çулăмсăр ĕнтсе.
Çапла ман кăмăл тĕрекленнĕ,
Аваллăхăн ятне яман.
...Кама-тăр вăрттăн килĕштернĕ,
Кама-тăр уççăн юратман.