Шанпа Шак (Уках Хурăнĕ повĕçрен) ][ Юрий Скворцов / Jurĭ Skvorzzof

Аякрах та мар училни кайăкĕ а-а-ах! тесе çухăрса ячĕ. Унтан юманлăх айĕнчен такама чĕннĕ евĕр:
- Ша-ан! – тесе кăшкăрчĕ темĕнле кайăк хурлăхлăн.

- Ша-а-ак! – тунсăхлăн хирĕç тавăрчĕ ăна тепĕр сасă çырма ку енчен.

Çак сасăсене илтнĕ май Укахви пĕр пĕчĕк юмах аса илчĕ.

Шанпа Шак малтан пĕр тăван арçын ачасем пулнă имĕш. Кайран ашшĕпе амăшĕ вĕсене пĕр-пĕринпе текех харкашнăшăн вăрмана килсе янă-мĕн. Шанпа Шак, çывăрнă чух, вăрмана килсе хунăскерсем, çĕрле вăранса кайнă та каллех тÿпелешме тытăннă. Çакна курса ларнă пĕр тăмана çĕре вĕçсе анса вĕсене çунатпа çапса хăварнă. Çакăн хыççăн Шанпа Шак çерçирен кăшт çеç пысăкрах икĕ пĕчĕк тăмана пулса тăнă, иккĕш икĕ еннелле вĕçсе кайнă. Питĕ хурланнă вĕсем ашшĕ-амăш ирĕкĕнчен тухнă пирки пĕр-пĕринчен çапла уйрăлса кайнăшăн. Анчах хăйсем пĕрне-пĕри шыранăçемĕн уймăллă вĕçнĕ.

Çакна аса илнĕ май Укахви хăй те хурланса илчĕ: «Эй, шеремет тăванĕсем! Тĕл пулса калаçайĕç-ши çума-çумăн ларса?» Ялта май пур çĕртех пĕр-пĕринпе çывăхланайманнине вăлтса çак юмаха аса илнĕччĕ Коля хăйĕн çырăвĕнче. «Пире те, Шанпа Шак шăпи майлă, тăмана çунатпа çапса хăварнă пулмалла», тенĕ вăл сăмах тĕксе, юптарса.