Кукша Кĕркури вăрмана хăрăк турат пуçтарма кайнă тет. Каялла таврăннă чухне уçланкăра çакна лесничий тĕл пулать.
– Мĕн, вăрман вăрласа килетĕн-им, ырă çыннăм, – тет вăл ырă кăмăллăн.
– ăçта вăрлама унта. Хăрăк турат пуçтарса килетĕн ак. Хĕл кунĕнче вăл та тем пекех, – тавăрать Кукша.
– Вара нихăçан та вăрман вăрламастăн-и? Эс ан хăра, эпĕ никама та каламастăп. Хула çынни эпĕ. Вăрмана сунара килетĕп. Кăсăкланатăп акă, хресченсем вăрман вăрламасăр епле йÿнеçтерсе пурăнаççĕ-ши? – тесе, – чееленет лесничий.
– Чăнах та вăрламасăр пурăнма питĕ йывăр. Укçа кирлĕ. унсăрăн куланайне епле тÿлесе татăн. Татмасан выльăх-чĕрлĕхсĕр, çуртсăр юлатăн. Капла акă, паян ирех чаплă пĕренесем тиесе килтĕм те хир енчи пĕр пуяна хаклă хакпа ярăнтартăм. Вулăс кантурне кĕрсе мĕнпур парăмсене татрăм, кĕсьере те кăштах юлчĕ. Халă акă хăрăк турат илсе килсе те ĕлкĕртĕм, – лăпланнăскер, пакăлтатма пуçлать Кукша.
– Маттур эсĕ, анчах чĕлхÿ хальхинче лектерчĕ сана. Тытса хупатăп сана улпут вăрманне вăрланăшăн. Эпĕ Сумароков улпутăн çĕнĕ лесничийĕ пулатăп, пĕлетĕн-и çавна?
– Питĕ хавас, эпĕ вара Кукша Кĕркури, ялти чи ăста суеçĕ. Паллашăпăр, – аллине тăсса парать Кĕркури.