Сан хурлăху манра янра пуçларĕ.
Перец Маркиш. «Геттори хĕр-ташăç»
Калаçкалаттăмăр санпа ăнсăртран урамра тĕл пулсан. Пĕррехинче вара татах тĕл пуласси çинчен ĕмĕтленнине пĕлтертĕн... Те савăнтăм ун чухне; Çапах та хирĕçлеме пултараймарăм.
Ас тăватăп çеç, куçусенчи хурлăха пытарса, чуна кăшлакан тунсăха пусарса, хăюсăр сассупа мана эс хăв патна пыма ыйтрăн. Эпĕ вара, калаçса татăлнă пек, каçа хирĕç сан патна хăнана çитрĕм. Пÿлĕме иртсенех темшĕн именсе кайрăм. Нихçанхилле. Эсĕ ытла та çамрăк пулнăран пуль. Черчен те хăюсăр пек туйăнтăн ун чухне. Çитменнине, çав каç телейсĕр юратăвна уçса патăн. Эпĕ сана итлесе лартăм. Ун пек чухне çынна итлемесĕр май çук. Анчах эпĕ хăнана пĕр килĕштермесĕрех пыманнине эсĕ шутлама та пултарайман-ши; Е хĕрхентерес шутпа хăвăн пирки каласа патăн; Сана итленĕ май чун-чĕрем шуйханнине асăрхамарăн та пулмалла. Те кĕвĕçÿ туйăмĕ сасартăках çуралчĕ вара; Пĕлместĕп. Анчах та чун-чĕремпе те, ăсăмпа та Њан тив, тахçан такам пулнă сан пурнăçунта, çапах та...Ќ эсĕ ăна юратнине лăпкăн йышăнма ытла та йывăр пулчĕ. Вăл сан юлташна качча илнĕ. Вĕсен туйне эс каймасăр пултарайман. Вăрттăн, çынсенчен пытанса макăрассишĕн кайнă. Кайнă та, чунна тата ытларах ыраттарса таврăннă. Унтанпа вара нумаях вăхăт иртрĕ-ши;
Юратуран тарса манра канлĕхпе çăлăнăç шырарăн. Туйрăм эпĕ çакна. Çавăнпа пурнăçна пырса кĕтĕм те.
Пĕр кун маларах сана урамра тĕл пулман пулсан-и, хăнана чĕнмен пулсан-и — пымастăмччĕ те сан патна. Халăх хушшинче кулса-савăнса çÿрекен хĕр тунсăхне те курма тÿр килместчĕ мана. Тата, вăл вăхăтра чун-чĕрем юратусăр кÿтсе çитнине, ăс-тăнăм çураçу шыраса аптранине туйман та пулăттăм.
— Тĕлĕнмелле япала вăл — юрату. Юратман чухне юратас килет, чун-чĕрене вĕри туйăмсемпе çунтарса хавхаланас килет. Юратнă чух вара ытла та аптăр-каптăрла пек туйăнать. Мĕншĕн; — терĕм сана итлесе пĕтернĕ хыççăн.
— Темшĕн;.. _ терĕн эсĕ хулпуççине вылятса.
Çапла вара тем те пĕр калаçсах пирвайхи юрату таврашне çитрĕмĕр.
— Каçар мана... — терĕм сана хĕрхенсе...
Эсĕ вара ăнланмасăр, мана сăнаса: «Мĕншĕн;» — тесе ыйтрăн.
— Санран именнĕшĕн, сана кÿрентересрен хăранăшăн...
— Мана; — тунсăха пусарса кулса ятăн эсĕ. — Манран хăратăн эсĕ;..
— Çук, санран мар. Ытларах юратасран хăратăп. Юратасран. Мĕншĕн тесен юрату ытла та хăрушла туйăм. Мĕншĕн тесен юратакан çын савнишĕн пĕтĕм тĕнчене тепĕр майлă çавăрса хума хатĕр. Анчах та хăвăнтан çÿллĕ сикеймĕн. Унтан ытла тата эпĕ сана нимĕн те шантараймастăп... Шантарма, ĕмĕтленме çыннăн чи малтан ыттисенчен ирĕклĕ пулмалла. Енчен те пĕр çын та пулин сан çумра пулсан, ăна хур кÿрсе теприне ырă тунипе телей кураймăн.
— Эпĕ нихăçан та, никамран та, нимĕн те кĕтмен ку таранччен. Санран та мана нимĕн те кирлĕ мар... — терĕн те эсĕ лăпкăн ман çумма йăпшăнса ыталасса кĕтрĕн.
Чăтаймарăм, аллăмсемпе сан хулпуççине, сан кĕлеткÿне перĕнсе вĕри ÿт сывлавне туйса илтĕм. Епле туймăн-ха, сĕм тĕттĕм пуличчен юрату çинчен пуплесе юрату серепине çаклантăмăр пулсан;
Ас тăватăн пулĕ;..
Çапла çуралчĕ пирĕн телейсĕр юрату.
— Юрату телейлĕ пулма пултараймасть-и-ха; — тесе ыйтаттăн пĕрмай.
— Çук пуль çав. Телей çеç кÿнĕ пулнă пулсан юрату ункин тĕввине халалласа пин-пин калав, пин-пин сăвă çырман пулĕччĕç çыравçăсем, сăвăçсем.
— Эппин, мĕншĕн-ха юратмалла; — каллех айванла ыйтаттăн эс юриех.
— Пур çын та юратма пĕлмест те, пултараймасть те... — теттĕм эпĕ. — Юратма пĕлекен çын _ чунĕпе юрăç. Юрăçсем вара ялан хăйсен, халăхăн ыратăвне пурин патне те çитерме тăрăшнă. Айккинчен сăнасан вĕсем мана темшĕн мазохизм енне туртăннă пек туйăнаççĕ. Хăйне юраттарасшăн çунакан çын вара нихăçан та юратма вĕренеймĕ, юрату туйăмĕпе çырлахса пурнăç илемĕпе каçăхаймĕ... Мĕншĕн тесен садистла характерлă этем юратма пĕлеймĕ нихăçан та. Хăйне юраттарса çын асапне курнипе çеç ун чунĕ канлĕх тупĕ.
Темшĕнех каларăм ĕнтĕ сана çак сăмахсене, темшĕнех ĕнентерме хăтлантăм хам юратнине.
Ун чухне эсĕ лăпкăлăх шыраса ман ытама ăвăнтăн, эпĕ сана йышăнтăм. Анчах та умĕн ăнланнă-и эпир пĕр-пĕрин хушшинче ытла та пысăк уйрăмлăх пуррине; Эсĕ çирĕмрен каçнă хĕр кăна-ха. Пурнăçунта юрату тутине пĕлме ĕлкĕрнĕ пуль те, çапах та пурнăç тути-масине тутаннах-ши; Эпĕ вара тахçанах вăтăртан каçнă, саншăн ватсупнă темеллискер арçын. Юратура та, пурнăçра та тем те пĕр курнăскер, çынна шанма пăрахнăскер. Çынна ĕненме пултарăп тепĕр чух, пурнăçăма шанса пама вара;..
Анчах та юратнă чух темле çын та суккăрла ĕненме, шанма пуçлать пуль. Эпĕ те çавнашкал, кашни сăмахна итлесшĕн пултăм та — эсĕ сăмах чĕнейменнипе, пĕрех хут, хама хам тĕрĕсех мар тытатăп-ши тесе асапланаттăм... Хăш-пĕр чухне тата, сана йăлăхтарса çитернĕ пек туйăннипе тарăхаттăм та. Пĕрех май сассуна илтес ĕмĕтпе сан тавра явăнаттăм... Сассуна илтес тесе сан патна шăнкăравлаттăм. Эсĕ вара ытларах чухне «Ман вăхăт çук...», «Калаçаймастăп-ха...» текелесех сивĕтесшĕн пултăн-ши хăвăнтан;
Ас илме тăрăшсам, еплерех тарăхаттăн пĕрмай сан патна шăнкăравласа сывлăху, кăмăлу еплереххине ыйтса пĕлнишĕн. Еплерех тата вăркăнаттăн манран кăшт та пулин иртерех пушанма ыйтсан. Юлташусемпе таçти барсенче, клубсенче çĕр хута çÿренишĕн пĕр сăмах та каламан сана эп, мĕншĕн тесен кÿрентересрен хăранă. Çакăншăн кăмăл хуçăлнипе тарăхаттăм пулсан та, пĕрех сан ирĕклĕхне хирĕçлеме вăй çитерейместĕм. Мĕншĕн тесен кашни çын ирĕклĕхпе пуян пулнине, анчах та пĕр çын та хăй туйăмĕсенчен ирĕклĕ пулма пултарайманнине ăнланнă-и-ха эпĕ ун чухне;
Çапла вара эп шăпăрт, пĕр сăмах чĕнми ларнă чухне эсĕ йăлтах ăнланнă пулсан та, пĕрех:
— Халĕ тата мĕн тĕрĕс мар турăм-ха;.. — тесе йăлăнаттăн.
Мĕн шутланине, мĕн туйнине калама хăю çитереймерĕм çав. Те йăнăшасран хăрарăм, те ытла та ачалла курăнасран; Çапах та чун сисет вĕт-ха. Чуна улталаймастăн.
Юратупа суккăрланнăскерсем, чуна çÿçентерекен канăçсăрлăх хăçан йăпшăнса килнине те сисеймерĕмĕр. Сиснĕ пулсан-и, сирсе яма хăват тупнă пулăттăмăр. Анчах та халĕ тин унран мĕнле хăпар-ши;..
Ас тăватăн-и, пирвайхи кунсенче уйрăлми çÿреттĕмĕр. Еплерех телейлĕччĕ эпир. Кăвакарчăнсемччĕ эпир санпала. Ăçтан усала туйма пултарнă-ха; Пире нимĕнле пăтăрмах та уйăраяс çук теттĕм те... Ĕнтĕ халĕ ас илетĕп те — çурхи кунсене ахалех санпа уйрăлми ирттертĕмĕр. Тен, ун чухне, пĕр-пĕриншĕн тунсăхлани пуçа минретмен пулсан-и, юратусăр пуçне тата урăххи çинчен те шутланă пулсан-и;.. Йăлăхтарман та пулăттăмăр пĕр-пĕрне... Ахалех санпалан кашни каç пĕлĕтелле тăрăнса, унта çеç юлма пултарнă тасалăхпа Атăлăн сĕвĕрĕле пуçланă мăнаçлăхĕ пирки калаçса юрату патне çитеттĕмĕр пĕрех май.
Калаçса, хутшăнса асап та савăнăç кÿреттĕмĕр пĕр-пĕрне. Юрату, е ача вăййи кăна пулчĕ пирĕн хутшăну, çапах та, çак кĕске саманара эс ман чун-чĕрене вырăнтан хускатрăн. Ним шантармасăрах ман канăçа вăрларăн. Мĕншĕн тесен, эпир санпа пĕр-пĕрне ăнланайман чухне, урамра çумăр çунă чухнехи пек, умра та, таврара та йăлтах исленнĕ пек туйăнатчĕ мана. Санăн куççулÿ умри чечеке ачашлани чуна ыраттаратчĕ. Пĕрех яланах иксĕмĕрччĕ. Эсĕ ман пата туртăннине туяттăм. Çавăнпах-ши тахçанах уйрăлмаллискерсем çакăн çинчен сăмах тапратма хăю çитереймерĕмĕр;
Çапах та мĕнле çуралчĕ пирĕн хушшăмăрта ăнланманлăх; Мĕн-ма пĕр вĕçĕмсĕр аса килсе канăçсăрлантаратăн; Сансăр чуна тунсăх пусарнипе пĕччен юлма та хăракан пулса çитрĕм. Пĕччен юлсан усал шухăш тытса тем туса хурасран асăрханнипе пуçа минретекен шухăшсене сирсе яма пĕрех май хуланалла ăвăнаттăм. Кама та пулин курас шутпа çынсен хушшинче паллакансене шыраса утаттăм, унтан ытла, кашни сар хĕре «Эс мар-ши;..» шухăшпа тинкерсе сăнаттăм. Такампа та калаçма хатĕр, анчах та тахçан палланă хĕрарăмсемпе чунра канăç тупассишĕн йăпанса, хам туйăмсене варалама хăват çитерейместĕп.
Иксĕмĕр юнашар выртсан та хамăрăн тĕссĕрленнĕ хутшăнăва аркатма шутламастăн. Чĕрене юрату суптарсан та кăлеткене аскăнлăхпа чеченлĕх вăркатать.
Сана юратмасăр та май çук. Текех юратма вăй-хал çитерейместĕп. Мĕншĕн тесен эсĕ мана юратманни, манран кулса çеç пурăнни куçкĕрет. Эсĕ паян та, ĕнерхи пекех, тем каласшăн ларатăн ман умра. Калаймарăн. Кÿрентерес мар терĕн-ши е тÿр сăмаха куçран калама хăю çитереймерĕн-ши;
Санăн пылак та илемлĕ ÿт-пĕвне ачашланă чух пуçри шухăшăмпа сыв пуллашаймарăм. Ăс-пуçа арпаштаракан шухăшра куçăма çиçтеретĕп. Кашни савăшăва юлашки тесе йышăнаттăм, кашни хупăшура ăссăрланса туйăм вĕçне тухаттăм. Унта тин йăлтах курăнĕ, йăлт ăнланма пулĕ: саншăн пурнăçунта тепĕр мĕскĕн тупăнчĕ иккен.
Мĕнех ара. Йăли-йĕрки çапла. Эс пĕр маншăн çеç çут тĕнчене килмен-çке. Эппин, сана ыттисемпе пайлас. Чеченлĕхне, кам тиркемест, ас тивтĕр. Вара пин арçынран пĕрин асне илемÿпе тăрса юлсассăн — эс тивĕç мухтава...
Утă, 2004.