Укахви, килкартине кĕрсе, кеçен алака шаклаттарса хупнă кăначчĕ, пÿртре такам, çинçерех саслăскер, самаях хыттăн ĕрлешнине илтсе, самантлăха тăпах хытса тăчĕ. Итлесе пăхрĕ. Ÿлесе йĕнĕнех туйăнчĕ.
- Ак ĕнтĕ, ак ĕнтĕ-ĕ... Хресчукăн чунĕ тухнă та-и вара? çаплах пулĕ çавă-ă, тухнах- тăр… - Хыпалансах хĕрес хывма пикенчĕ. — Çулти патшалăхра пултăр ĕнтĕ. Чунĕ ырăччĕ. Тасаччĕ. Тасапах пурăнса ирттерчĕ ĕмĕрне те. Çулти патшалăхра пултăр ĕнтĕ-ĕ...
Пĕр-икĕ эрне каялла-тăр аптраса ÿкрĕ Хресчук карчăк. Кÿрше — Укахви патне — мунча кĕме каçнăччĕ те, çавăнтан таврăннă чухне тивнĕ-ши сивви, малтанласа сунас пекки çеç аптратнă манер пулнăччĕ те, кĕçех вара вĕрилентерсех пăрахрĕ, пĕтĕм шăмшакĕ сурма пикеннĕн туйăна пуçларĕ. Укахви те, ытти кÿршĕ-аршă хĕрарăмĕсем те, ывăлĕ те, Палля, юнашар ялти пульницăран тухтăр чĕнсе килме те шут тытнăччĕ — Хресчук хăй чарчĕ. «Мĕн-ма чăрмантармалла çынна ытахалех, вăхăчĕ çитнĕ кайма тахçанах — сакăрвуннă урлă каçрăм пулать иккен те, асапланасси те пĕрех нумаях юлас çук, ĕнтĕ тинех эмел ĕçсе ăш-чике те варлам мар, тасанах каям,» — терĕ.
Куç умĕнчех сÿннĕçемĕн сÿнсе пычĕ Хресчук. Типсе кушăрканă алли пĕркеленчĕксемпе ытларах витĕнчĕ, сывлăшĕ çине-çинех пÿлĕне пуçларĕ, куçĕ путса кĕчĕ. Сăнĕ кăна çуталчĕ пек, питçăмартисем туртăнарах тулнăн туйăнчĕç. «Ах, хĕр пек выртать-çке. Чиперлене пуçларĕ, вилес умĕн сăн çапла хитреленет, чун илемĕ тапса тухать пите. Нумаях юлмарĕ иккен,» — ăнлантарчĕ çамрăкраххисене Вирук карчăк.
Хресчука Укахви пăхсах тăратчĕ-ха. Яра куна темиçе те хутлатчĕ кÿршĕ. Пальине шансах пĕтерме майĕ çук: ĕçкĕллĕ çыннăн шухăшĕсем те урăхларах, çавна пулах арăмĕ те, икĕ ачине ертсех, пăрахса тухса кайрĕ, хушăран килкелесе пăянамăшĕн кĕпи-çипуçне çуса, кил-çуртне тирпейлесе каять.
«Кинĕ ÿлет-и-ха вара? Çавăн пек сасси»,— шухăшласа илчĕ Укахви. Ытти чух калушне пăлтăртах хывса хăвараканскер, халĕ ун çинчен аса илмесĕрех хыпаланса пÿрте кăштăртатса кĕчĕ. Кĕчĕ те шаках хытса тăчĕ. Сăмах хушма çăварне те уçма пултараймарĕ.
Хресчук, ĕнер кăна йывăррăн хăрăлтата-хăрăлтата сывласа выртаканскер, урай варрине тăнă та урине тапа-тапа янрашать — сĕтел хушшинче пуçне чикерех ларакан ывăлпе вăрçать:
— ... чысна мар, сăнпуçна та çухатнă ĕнтĕ. Ĕретрен тухса ÿкнĕ йăлт, çын манере юлман вĕт. Кил-çурта сутса ĕçсе яр тата! Сутăн та-ха. Эп вилессе çеç кĕтен пулĕ-тĕр. Намăссăр! Мĕн тери çемйÿне аркатрăн. Аллуна кĕнĕ телейне кăларса пăрахрăн та, çын пулатăн-и эсĕ? Мĕне кура тулĕк асан? Мĕн çитмест сана? Мĕн ытлашши? Ах, ырăпа вĕçлейместĕн эс, ачам, пурнăçна, ырăпа мар. Туять чĕрем, туять, туять, туять... |
Хресчук, чунтан тарăхса, алă сулчĕ те пăрахса утрĕ. Кайри пÿрте иртрĕ. Укахвие асăрхарĕ.
— Лăпкăн кăна выртатăп та вилетĕп тенĕччĕ. Вилен кунта. Вилме выртнă çын мар, вилни тупăкĕнчен сиксе тăре. Эй, турах... Ытти чухне тарăхтарни, чуна илни çитмен, юлашкинчен те пулин тупса парать. Кай, кай... Çын пулмарĕ иккен. Вилсен тăхăнма тесе чăваш кĕпипе çăпата усраттăм. Кăтартнă-ха сана. Çавсене сутса ĕçсе янă. Намăссăр! «Илсе кĕр-ха» теп те, килсе хучĕ пуçелĕк умне... кивĕ улача кĕпепе çĕтĕк çăпата. «Ку пĕрех уйăраймасть» терĕ пуль. «Кама сутрăн?» теп те, «Шупашкара, тиатра» тет. Шутла-ха эс, Укахви кин, ĕçкĕ тесе, ăçта çити сĕтĕрĕнсе çÿрет. Тĕнчен тепĕр вĕçне вĕт. Упамсари Кирук хăта карта юпилĕх вутă хатĕрлесе хутăм тенĕччĕ, çавна кÿрсе килме вăхăт çук унăн, Шупашкарне çитме — тархасшăнах.
— Кайман эп унта, вĕсем хăйсем кÿршĕ яла килнĕччĕ, — сас пачĕ Палля мăкăртатарах.
— Ан чĕн луччĕ. Сассуна илтем мар пĕрех хут. Çухатнă йăлт намăс-симĕсне. Пуçу пур-и санăн хăть кăштах шухăшламалăх?..
Хресчук каллех малти пÿрте иртме тăчĕ.
— Атя, ан тарăх-ха, Хресчук аппа, лăпланса выртах. Атя, вырт, вырт, — чарма тăчй Укахви.
— Выртăн кунта лăпланса. Шутласа пăх-ха хăвах, вилсен выртма хатĕрленĕ çипуçа сутса ĕçсе янă та. Кай, кай, кай...
Хресчук, Укахви аллине сирсе, каллех малти пÿрте иртрĕ те ятлаçса вăрçма пикенчĕ.