Çĕршывăма тăван халăх... ][ Çеçпĕл Мишши
Çĕршывăма тăван халăх
Хавасламасан,
Чун савнă чăваш чĕлхине
Пĕтмелле пулсан, -
Усал курăк та ан шăттăр
Ман тăпра çине:
Çĕр çурăлтăр та çĕр çăттăр
Вил шăммăмсене.
Çеçпĕл Мишши
1921 ç. пуш
Шупашкар
Следующее
Предыдущее
Главная страница