Показаны сообщения с ярлыком Jurĭj Skvorzzof. Показать все сообщения
Показаны сообщения с ярлыком Jurĭj Skvorzzof. Показать все сообщения

Хĕлĕх хÿре кăвакал ][ Юрий Скворцов / Jurĭj Skvorzzof

I

Хĕлĕх хÿре вăл — кăвакал ами. Хÿри унăн — вĕтĕ хĕ-лĕх ала евĕрлĕ, çÿхе. Тĕсĕпе вăл — хăмăртарах сăрă, те-мĕнле çăвăнса тасалайман пек, вараланчăк пек. Хĕлĕх хÿрен тата юлташĕ те пур-ха...
Акă пуш уйăхĕнче пĕр сивĕ кун Хĕлĕх хÿре витерен утса тухрĕ те кăштран юр çинче хăрах ури шăнса кÿтнипе уксахлакаласа илчĕ, унтан тÿсеймесĕр ларчĕ, урисене çу-натти айне тартса кĕртрĕ. Шăнма тапратнă сăмсине те çунат айне чикрĕ. Вара витере çыпçăнса тулнă улăм çÿп-пине хÿри çинчен силлесе тăкрĕ те ылтăн çĕрĕ витĕр пăхнă пек курăнакан хура куçĕпе чăхсем çине ăмсанса тинкерчĕ. Темиçе чăх ĕне çурăмĕ çине хăпарса ларнă. Ура шăнас хуйхи çук вĕсен. Çывăрасса та вĕсем çавăнтах Çывăраççĕ, ирхине витерен те ун çине ларса тухаççĕ, çап-липех кил карти тавра уçăлкаласа çаврăнаççĕ. Çав шан-чăклă «транспортах» каçпа вĕсене витене илсе каять. Хĕлĕх хÿре патне чăхсем хуçа апат парсан кăна вĕçке-лесе анаççĕ. Хĕлĕх хÿре вĕсене сăхкаласа та илет, анчах та ăçта унта: вĕсем йышлă, пĕрне хăваланă çĕре ыттисем перер турам апат сăхса илсе аякка тарса ÿкме ĕлкĕрнĕ, ентĕ хăшĕ ăçта — çисе лараççĕ. Хĕлех хÿре мĕн юлнă пек-кине-те пулин çисе юлам тесе хыпалансах çăтать, ĕне çитсе сăмсине чикиччен темиçе çăвар хыпса ĕлкĕрет-ха вăл, вара пăрăнса каять те темиçе çăвар юр хыпнă хыç-çăн каллех яланхи пек чăмăртанса ларать. Паян та кăшт çеç çисе юлчĕ вăл юлташĕпе. Акă халь Хĕлĕх хÿ'ре карта тăррине ятарласа илемшĕн вырнаçтарса тухнă пек шă-кăрин ларса тулнă çерçисем çине ним шухăшсăррăн пă-хать. Карта урлă курăнакан йăмрасем çинче ун пекех ним хускалмасăр чанасем лараççĕ. Шутсăр нумай вĕсем. Тата темшĕн пур йăмра çинчисем те пĕр еннелле, çиле хирĕç, пăхса ларнă. Пурин те пуçĕсем — кăнтăралла, хÿрисем — çурçĕрелле.
Хĕлĕх хÿре кăшт кăтăшласа куçне хупнăччĕ те тĕлĕк тĕллене пуçланăччĕ çеç — çунат вашлатнипе шарт! сиксе вăранчĕ те ура çине сиксе тăрса кăшкăрсах ячĕ. Ку хăра-таканни пĕтĕмпе те кăвакарчăн кăна пулнă иккен. Хĕлĕх хÿре кăмăлсăрланчĕ. Унтан çĕнĕрен тĕлĕре пуçласа паçăр-хи тĕлĕкех курчĕ.
Тем пысăкăш кÿлĕ... Хăяхлă-кÿкĕрченлĕ, йывăçлă, шапа пăттиллĕ кÿлĕ... Ун çийĕнче ылтăн акăш пек хĕвел чÿхенет... Шыв çийĕпех ÿпресем нăйлатса çÿреççĕ...
Чăннипе илсен Хĕлĕх хÿре кун пысăкăш кÿлле хăй ĕмĕрĕнче курман та. Мĕнех «ĕмĕрĕ» ĕнтĕ унăн... Çура-ласса та пĕлтĕр çеç — çакăн пек ялтах, çакнашкал кил-çуртрах — пĕр йывăç койка айĕнчи çатан йăвара çуралнă. Пĕррехинче вăл çатан çинчен çĕре сикнĕччĕ те месерле ÿксе вăрахчен ÿпне çаврăнаймасăр тапкаланса выртнăччĕ. Тата темиçе хутчен питĕ хытă хăранине астăвать вăл, уй-рăмах — кĕркунне çитсен. Ун чухне кунсерен сайралса пыра пуçларĕ юлташсен йышĕ. Хуçа вĕсене пĕрерĕн-пĕре-рĕнех тытса кайса пĕтерчĕ.
Юлашкинчен Хĕлĕх хÿрене те тепĕр тăванĕпе пĕрле тытса тухрĕç. Вĕсене юнашар пĕр хутаçа чикрĕç те пуç-сене çеç курăнмалла туса хутаç анине мăй тĕлĕнчен çых-рĕç, урапа çине хурса таçта 'инçе илсе кайрĕç. Вĕсемпе пĕрлех урапа хыçĕнчен кăкарнă ĕне утса пычĕ. Тата юна-шарах миххе чикнĕ тепĕр сысна çури çул тăршшĕпех ка-нăçсăррăн çухăрашса, йынăшса пычĕ. Ана питĕ меллĕ мар пулчĕ ахăр, мĕншĕн тесен унăн миххи анине йăлтах çыхнă. Çавăнпа вăл тăпăртатрĕ, чупкаларĕ, пĕрре миххи-мĕнĕпех урапа çинчен те персе анчĕ. Хăрушшăн çихĕрсе ячĕ вара. Юлашкинчен вĕсем чуна калама çук хăрушлăх ÿкере-кен темле тутлăрах шăршăллă хÿ'ме патне çывхарчзç. Кун-та çывхарсан лаша та чăмăртанса тăчĕ, пуçне каçăртса хартлатма тытăнчĕ, каялла чакма хăтланчĕ, кĕçенчĕ, ан-чах хуçа ăна пурпĕрех çавăнталла хăваларĕ...
Кунта мĕн пулса иртнине ăнланмарĕ Хĕлĕх хÿре. Ăна пасара илсе кайрĕç. Хĕлĕх хÿрене хуçа çăнăх шăрши кĕрекен тумтирлĕ пĕр ют çынна парса ячĕ. Çынни ăна тепĕр палламан кăвакал çумне хăва карçинккана лартрĕ те сиелтен михĕпе витсе таçта илсе кайрĕ, çак витене килсе ячĕ. Кунта çитсен тин, урайне улăм сарнă пĕчĕк чÿречеллĕ витере, Хĕлĕх хÿре хăйĕн юлташĕ çине сăнаса пăхрĕ.
Кăшт пысăкрах та çÿллĕрех иккен вăл Хĕлĕх хÿререн. Тĕсĕпе — хурарах. Пуç тÿпи кукша çыннăнни пек çутă, икĕ пичĕ шурă, хырăмĕ шупка. Пĕсехи, мăйĕ тата икĕ çунаттин пĕр кĕтесси тĕксĕм симĕсрех те пурçăн пек йăлтăркка.
Сăмси çинче шурă пăнчă пур. Çазăнпа та ăна кил хуçисем Шур сăмса терĕç. Шур сăмса Хĕлĕх хÿререн илемлĕрех.
Хĕлĕх хÿрене килĕшрĕ вăл. Сасси унăн хăшăлтирех. Шур сăмсан та Хĕлĕх хÿрене курсан кăмăлĕ хуçăлмарĕ. Паллашнă кунхинех вĕсем юнашар пырса ларчĕç. Çывăрасса та пуçĕсене пĕр-пĕрин еннелле пăрса, сăмсисене шăнасран çунат айне чиксе хăрахшар куçĕпе хире-хирĕç пăхса çывăрчĕç. Туслă пурăнчĕç вĕсем, пĕр чашăкранах апат çирĕç, пĕрре те хирĕçмерĕç.

II

Виçĕ кун каялла пĕрремĕш харкашу пулчĕ туссем хушшинче. Шур сăмса, хĕлĕпе чĕмсĕр ларнăскер, кĕтмен çĕртен Хĕлĕх хÿре çумне пырса ларчĕ те хальчченхи пек мар тем те пĕр пакăлтатма тытăнчĕ, чылайччен темскер питĕ кăмăллăн-кăмăллăн калаçрĕ, вăл çапла ăшшăн калаçнинчен Хĕлĕх хÿрен пуçĕ çаврăнса, телейлĕн анкă-минкĕленсе кайрĕ. Çакăн пек телейлĕ туйăмпа сĕнксе ларнă вăхăтра Шур сăмса Хĕлĕх хÿрене кĕтмен çĕртен пуç тĕпекинчен сăхса илчĕ. Хĕлĕх хÿре вара шарт! сикрĕ те хăй мĕн тунине шухăшласа тăмасăрах хирĕç сăхрĕ, сăмси мелсĕр-рĕн Шур сăмса куçĕ тĕлне лекрĕ... Шур сăмса куçне мăч-латтарса илчĕ, кÿренсе тепĕр еннелле çаврăнса ларчĕ. Енер вăл юнашар та лармарĕ. Кăшт шыçăннă куçне çунат какĕ çумне хурса, Хĕлĕх хÿрене тÿртĕн ларса сывă куçĕпе кетеселле пăхса çывăрчĕ. Пĕрле апат та çимерĕ...
Хĕлĕх хÿре кил картинче тĕлĕрнĕ чухне халĕ акă кĕт-мен çĕртен вăл каллех юнашар килсе ларчĕ. Вĕрин-вĕрин пашăлтатма тытăнчĕ, малтанхинчен те кăмăллăн калаçрĕ вал: вĕсем хушшинче нимĕн те усалли пулман, Хĕлĕх хÿре ьна виçĕм кун куçран сăмсипе лектерсе ырă кăна тунă еиен. Хĕлĕх хÿрен пуçĕ каллех телейлĕн анкă-минкĕлен-се каирĕ...
Вара вĕсем витене те пĕрлех кĕчĕç. Тепĕр кунне ирпе кил картине те пĕрле тухрĕç.
Тулта ĕнтĕ хĕвел ăшăтса пăхать. Чăхсем те паян ĕне -çинчен аннă, кил хушшинче «çуранах» уçăлкаласа çÿреççĕ. Хуралтăсем çумĕнчи пăр-юра тумла, пăчкăпа каснă лек, тÿп-тÿрĕ касса татнă. Пÿрт картлашки умне шыв кÿлленнĕ. Хĕлĕх хÿрепе Шур сăмса çакна курсан хĕпĕр-тесе каçсах кайрĕç. Чупса пырса сăмсисене шыв кÿллен-чĕкне чикрĕç те шыва лăпăртаттарма тытăнчĕç, урисем çине çĕкленсе тăрса, çунаттисемпе çапса çăвăнчĕç. Вĕсем-пе пĕрлех кăшт аяккарах тумла айне пырса тăнă çерçи çавăн пекех ик çунаттипе çапса çăвăнчĕ.
Тепĕр кунне çанталăк татах ăшăтрĕ. Малашне пĕрин-чен тепри сарăрах кунсем кайрĕç, çуркунне палăрăмĕн чи малтанхи кĕвви—вăрман кăсăйин хÿхĕм юрри шăнкăрта-та-чĕнкĕлтете пуçларĕ,— чăн-чăн çуркунне пуçланчĕ. Çакна май Хĕлĕх хÿре кăмăлĕ те куллен-кун çекленсе пычĕ, ытарайми ĕмĕтлĕ савăк туйăмпа тулчĕ.
Пĕр кунхине иккĕш пĕрле урама тухсассăн çак тĕлĕн-термĕш савăк туйăм нихçанхинчен ытларах çĕкленсе кай-рĕ Хĕлĕх хÿрен. Çакăнпа пĕрлех чуна телейлĕ канăçсăр-лăх килчĕ. Хĕлĕх хÿре вара чупкалама тытăнчĕ. Унăн пĕр-пĕр лăпкă та хăтлă кĕтес тупас килчĕ. Çавăн пек кĕтес шыраса вăл кил картине чупса кĕчĕ, витене, картлашка пусми айне кĕрсе тухрĕ — ниçта та юрăхлă типĕ вырăн тупаймарĕ, каллех урамалла çул тытрĕ. Хăй канăçсăрлан-нăçемĕн канăçсăрланса пычĕ, юлташĕ патне пырса тем канаш ыйтрĕ, леш, юр шывĕнче рехет тупнăскер, «Ху пĕл, ку пĕл» тенĕ евĕр нартлатса илчĕ кăна. Хĕлĕх хÿре урам урлă нăкăлтатса каçса лаша вити кил картинелле вĕçтер-чĕ. Унта чупса çитрĕ те урăх ним пултараймассине туйса кил картинчи сукмак çинех, унта кăшт тăкăнса юлнă типĕ арпа-улăм çÿп-çапĕ çине, ларчĕ... Самантран вăл хăйĕн айĕнче асамлă чăмăркка пуррине туйса пуç анраса кай-малла ырлăхпа канăç туйăмне парăнчĕ, çав ырлăхпа ăшăнса пĕр хушă тĕлĕрсе те илчĕ. Тепĕртакран вăл сăм-сипе хыпса хăй йĕри-тавра улăм пĕрчисем илкелесе пăрах-ре, песехи çинчи çемçе мамăк тĕке тăпăлтара-тăпăлтара кăларчĕ, ăна хăй умне купаларĕ те кăштах ури çине çĕк-ленсе тĕксемпе улăм пĕрчисене хăй еннелле тĕртрĕ, ури çине çĕкленнипех çапла пĕр хушă хускалмасăр тăчĕ, ун-тан йăви çинчен анчĕ те, никам та курмарĕ-ши тенĕ евĕр, йĕри-тавралла пăхкаларĕ. Вăл тăрсан йăвара темиçе пĕрчĕ улăм пĕрчипе урлă-пирлĕ витĕнкеленĕ шупка си-мĕсрех тăсăкла çăмарта курăнчĕ. Хĕлĕх хÿре халь хăйĕн йăви енне çаврăнса пăхма та асăрханчĕ: хăй унталла пах-сан пĕр-пĕр кĕтмен тăшман та çавăнталла пăхĕ те йăвана шыраса тупĕ тесе шухăшларĕ. Хĕлĕх хÿре вара хăйĕн виçесĕр савăнăçĕ çинчен пĕлтерме юлташĕ патне чупрĕ. Шур сăмсана вăл паçăрхи шыв лупашки патĕнчех урам-ра тĕл пулчĕ. Хĕлĕх хÿре ăна тем каларĕ те виçĕ-тăватă хутчен мăйне турта-турта пуçне кĕлетки çумне лăпчăтса илчĕ: атя-ха ман хыççăн тени пулчĕ ĕнтĕ ку. Хăй малалла чупса кайрĕ, Шур сăмса ун хыççăн пычĕ. Лаша вити кил картине çитсен Хĕлĕх хÿре малтан сукмак çинче арпа-улăм тăкăннă вырăнта чарăнчĕ, унталла-кунталла пăхка-ларĕ... Лупас айне чупса кайрĕ — каялла таврăнчĕ, çул тăрăх нăкăлтаттарчĕ — каялла çаврăнчĕ, унтан хуралçă-сен пĕчĕк пÿрчĕ тавраллах такăрланнă сукмакпа çаврăм турĕ. Хăй текех кĕскен тем нартлаттарса пычĕ. Шур сăм-са та унран юлмасăр хыççăн чупрĕ. Юлашкинчен Хĕлĕх хÿре сукмак çинчи арпа вырăннех çитрĕ те юр çине ларчĕ. Унăн мăшăрĕ те çаплах турĕ. Вăрахчен хускалмасăр лар-чĕç вĕсем, пĕр хушă тĕлĕрсе те илчĕç. Унтан Шур сăмса кĕскен нартлатса сасă пачĕ те ура çине тăчĕ, малтан хăрах çунаттине каялла тăсса, кун хыççăн тепĕр урипе çу-наттине харăс хыçалла тăсса карăнчĕ. Хĕлĕх хÿре ури çине çын пек çĕкленсе тăрса, мăйне çÿлелле тăсса икĕ çу-наттипе харăс сулкалашса карăнчĕ, çунаттинчен тĕксем вĕçе-вĕçе тухрĕç, Хĕлĕх хÿре, кĕçех вĕçсе çĕкленес пек, пĕр-икĕ хут çĕртен хăпкаласа та илчĕ. Кун хыçăн вĕсем вырăнтан хускалчĕç те ерипен лаша вити çумĕпе иртрĕç. Вите тăрринче ларакан пĕр ула курак çĕрелле пăхса ка-ак! тесе кăшкăрчĕ те сăмсине улăм çине шăлса тасатса тулли кăмăлпа вĕçсе кайрĕ, вара ун чĕрнисенчен вĕçерĕннĕ шуп-карах симĕс япала, çăмăл та пушăскер, çилпе вĕçкелесе, вĕлтĕртетсе вите тăрринчен кусса анчĕ те çăмăллăн çĕре ÿкрĕ. Ку — çăмарта хуппи пулчĕ.

III

Тепĕр хутĕнче каллех Хĕлĕх хÿре лаша вити кил картине пычĕ. Хальхинче вал хăяккăн тăратса хунă çунасем айне кĕрсе çăмарта турĕ. Анчах йăвинчен тухма ĕлкĕрчĕ кăна—конюх, çакна асăрханăскер, кăвакал ларнă вырăна пешкĕнсе пăхрĕ те ăшă çăмартана кĕсйине илсе чикрĕ, Хĕлĕх хÿре çине çаврăнса пăхмасăрах уттара пачĕ. Унтан Хĕлĕх хÿре такамăн пăрахăç кил картине кĕрсе çапă айне темиçе çăмарта тунăччĕ, анчах йăва тепре пынă çĕре каш-нинчех пушăччĕ. Кунти çăмартасем ăçта çухалнине те пĕлчĕ вăл кайран: Хĕлĕх хÿре йăваран тухма та ĕлкĕрей-менччĕ пĕр кунхине — ун патне çинçе хырăмлă хăмăрта-рах вăрăм чĕр чун, йĕке хÿререн пысăкрахскер, чупса пычĕ те сăмсине тÿрех кăвакал айне чикрĕ,— Хĕлĕх хÿре хăй те аран-аран тарса хăтăлчĕ.
Хăй ăçта-ăçта çăмарта сапса тухнине астуса та çите-реймест Хĕлĕх хÿре. Темиçе хутчен тата кил хуçи ăна талăкшарлăхах витене хупа-хупа лартрĕ, ун чухне те çă-марта тунăччĕ.
Кĕçех пусма ларас вăхăт çитрĕ. Хĕлĕх хÿре, витене хупса лартнăскер, юлашки хут çăмарта турĕ те — текех тăмарĕ те ун çинчен. Кил хуçи ăна çатан карçинккана куçарса пÿрте илсе кĕчĕ, Хĕлĕх хÿре айне тата темиçе çă-марта хурса пачĕ.
Чăтăмлăн ларчĕ Хĕлĕх хÿре, талăк çуршар е икшер талăк йăвинчен тухмасăр. Çав тери ăш хыпсан кăна ка-нăçсăррăн нартлаттарса кил картине чупса тухрĕ, чашăка хурса пăнă апата кăп-кап хыпкаланă чух та хăй çав тери хыпаланнипе ниçта кайса кĕреймесĕр вĕçĕмсĕр ква-ква!.. тесе тăпăртаттарса тăчĕ, шыв сыпнă чух çеç шăпланса сăмсипе канăçлăн çÿлелле тĕллерĕ, шыв ĕçсе тăранмасăрах йăви патне чупрĕ. Тепĕр чух кил хуçи ăна апатне те, шывне те йăви умнех лартса пачĕ.
Пĕррехинче çапла вăл апат çиме тухрĕ те кунĕ çав тери ăшă та хĕвеллĕ пулнипе текех тÿссе тăраймасăр пĕвенех кайса килме шутларĕ. Кил карти хÿми урлă вĕçсе каçса пĕве патне çитиех вĕçрĕ. Кунта вĕçсе çитсен вара Хĕлĕх хÿре икĕ урипе шыв çине тăчĕ те ури çурхахĕсем çинче, йĕлтĕрпе ярăннă пек, икĕ-виçĕ метр шуса кайрĕ шыв çийĕн. Кунтах вăл Шур сăмсана тĕл пулчĕ. Иккĕш вара мăйĕсене, сăмсисене хире-хирĕç тăсса пĕр хушă каçса кайсах, темле ахăлтатса кулнă евĕр, «калаçса» илчĕç. Унтан чăма-чăма выляма тытăнчĕç. Çак рехетлĕ ырлăха парăнса Хĕлĕх хÿре хăйĕн йăви çинчен те тепĕр çур сехет-рен тин аса; илчĕ. Çакна аса илсен Хĕлĕх хуре хыпаланса, пăшăрханса ÿкрĕ, ишнĕ çĕрте ишсе, вĕçнĕ çĕрте вĕçсе шыв-ран тухрĕ, мĕн пур вăйĕпе килелле чупрĕ, чупнă май те-кех хăйне ятла-ятла вĕçĕмсĕр ква-ква! ква-ква!.. тесе пычĕ. Хăйне хăй тарăхнипе вара вăл виçĕ кун йăвинчен пĕрре тухмасăр ларчĕ. Хăй йăлтах ырханланса типсе ларчĕ, чир-лесех кайрĕ пулмалла — шăм-шакĕ татах вĕриленчĕ, айĕн-чи çăмартасем пĕçертсе çунтаракан пулчĕç, Хĕлĕх хÿре вĕсене ытлашши вĕриленсе каясран йăвинчен анмасăрах ури çине çĕкленсе тăрса сивĕткелерĕ те енчен енне çавăр-каласа хурса каллех ларчĕ.
Акă кĕтнĕ кун та çитрĕ... Çав кун çăмартасенче шиплетнисем илтĕнме тытăнчĕç. Анчах лăпах çак кунхине пÿртре çынсем çав тери шавласа урайне чĕтрентере-чĕт-рентере сикрĕç те, çăмартасенче шиплетнĕ сасăсем сай-ралчĕç. Тепĕр кунне харăсах тăватă чĕпĕ сăхса тухрĕ. Кил хуçи вĕсене амăшĕ таптаса вĕлересрен пушă кунтăка илсе ячĕ, çитерчĕ, шăварчĕ. Хĕлĕх хÿре юлашки темиçе çăмартаран чĕпĕсем тухасса кĕтсе тата темиçе кун ларчĕ, анчах вĕсенче пĕринче те чуна савăнтаракан сас-чĕв ил-тĕнмерĕ, кил хуçи ку çăмартасене йăваран кăларса илсен тин Хĕлĕх хÿре чĕпписем патне тухрĕ. Тепĕр икĕ чĕпĕ пулнă-мĕн те — вĕсем çăмартарах вилнĕ-мĕн. Ыттисем тăрă пулнă.
— Хăнасем хытă сикрĕç. Çав сасăпа путланнă ĕнтĕ ку чĕпĕсем,— терĕ кил хуçи вилнĕ чĕпĕсем пирки. Тăрă çă-мартасем пирки: витере пĕччен хупса усранăран тăрă пул-чĕç пуль терĕ.
Хĕлĕх хÿре хăйĕн тăватă чĕппишĕн калама çук савăн-чĕ. Çунат айĕнчен те кăларас килмелле мар вĕсене. Чĕп-писем апат çинĕ чухне амăшĕ пуçне кăшт чалăштарса хăрах куçĕпе чĕпписене савса сăнарĕ, тепĕр куçĕ тавра-лăхра хăрушлăх курăнасран хуралларĕ. Хĕпĕртенипе унăн апат та анмарĕ. Кил хуçи шыв пама çывхарсан та Хĕлĕх хÿре çунаттисене кăштах сарса, мăйне тăсса, сăмсине уçса чащкăркаласа илчĕ. Кушака вара пĕрре аванах лек-рĕ. ХĕлĕхЧ^ре^ун çине кĕтмен çĕртен вĕçсе ÿкрĕ те—кушак çухăрса ярса тухса тарчĕ, текех пÿрте кĕмете хăраса, çенĕк-ре е алăк урати çинче ларчĕ, хăй çапах та чĕпсене ăмсансă аяккалла пăрăнса кайма хал çитереймерĕ: тутине çула-каласа илчĕ, чĕпĕ çывхарсанах пĕшкĕнсе сикме хатĕрлен-чĕ, анчах Хĕлĕх хÿререн хăрарĕ. Хĕлĕх хÿре нартлатса-нах, вăл, хăйĕншĕн пурпĕрех пулнă пек, çăварне карса анаслакаласа илчĕ, тĕлĕрнĕ евĕр куçне хĕссе ларчĕ.
Темиçе кун пÿртрех усранă хыççăн хĕвеллĕ ăшă кун кил хуçи кăвакал пуслăхне кил картине кăларчĕ. :
Шур сăмса, мăшăрĕ пусса ларнă вăхăтра кил картинчен сайра тухкаланăскер, тăватă чĕпĕ ертсе тухнă Хĕлĕх хÿрене курсан савăнăçне ниçта шăнăçтараймасăр ташласа ячĕ. Ташласса вăл, паллах, ура хуçса, пĕç çĕклесе ташламарĕ — малтан сăпайлăн кăна, авалхи чăваш хĕре пек, урине çĕртен уйăрмасăр юхса-чупса çаврăнчĕ, унтан пĕр вырăнта тăпăртаттарса тăчĕ, тайкаланчĕ. Ку тăпăртаттар-са тăни ĕнтĕ хальхи эстрада артисчĕсене аса илтерчĕ: сасси çителĕклĕ маррине туйнă артистсем çапла сасă пултарулăх çитменлĕхне хуçкаланса тăнипе тултарма тăрăшаççĕ. Шур сăмса та хăйĕн савăнăçне урăхла палăртма пултарайманнипе кăна çапла турĕ. Вара вăл Хĕлĕх хÿрепе иккĕшĕн чĕпписене епле хапăл пулнине, вĕсене хÿтĕлесе такама хирĕç тăма та хатĕррине кăтартса, кил хуçи патне чашкăрса чупса пычĕ, унтан карта çинче сиккелесе, чим-чимлетсе ларакан çерçие асăрхарĕ те ăна карта çинелле вĕçсе ÿксе хăратса ячĕ, кун хыççăн пĕр-пĕриншĕн тунсăх-ланă Шур сăмсапа Хĕлĕх хÿре мăйĕсене хире-хирĕç тăсса, хăйсен чĕлхипе хăвăрт-хăвăрт нартлаттарса, пĕр-пĕрне тем халаса кăтартрĕç. Кайран ашшĕпе амăшĕ чĕпписене курăк çиме вĕрентмешкĕн пикенчĕç. Çурхи çерем курăкĕ ачаш та çемçе-ха, сĕтеклĕ те тутлă. Халсăр чĕпĕсем икĕ урипе ха-рăс тапса туртаççĕ ачаш курăк çулçине, çулçă кĕтмен çĕртен татăлса кайсан, кут çине лак! кайса лараççĕ е тата хушăран, çурăм çинех месерле çаврăнса ÿксе, тапкаланса выртаççĕ.
Тепĕр темиçе кунтан Хĕлĕх хÿрепе Шур сăмса хăйсен чĕпписене ял çумĕнчи вăрманти пĕвене ертсе кайрĕç. Чĕп-писем шывра çуралнă тейĕн, амăшĕ чĕнсен вĕсем ним шухăшласа тăмасăрах шыва кĕрсе кайрĕç. Пĕве çийĕн вăйсăр çил вĕрнипе вак хумсем тикĕссĕн чупатчĕç. Ашшĕ-пе амăшĕ пĕве варринелле ишсе кайрĕç, чĕпсене вара хум-сем каялла çыран хĕрнелле хăваларĕç, чĕпсем ашшĕпе амăшĕ хыççăн кайма хăтланса, урисемпе мĕн пур вăйран авăсса та, икĕ сарă маяк пек, пĕр вырăнта хытса тăчĕç кăна. Ашшĕпе амăшĕн вĕсене каялла таврăнса çыран хĕррипе ертсе каймалла пулчĕ. Чĕпĕсем кунта ним çи-мелли те тупаймарĕç-ха, вĕсем е çыран хĕрринчи çиме юрăхсăр курăксене турткаласа пăхрĕç, е шыв çинчи çÿп-çапа сăхкаларĕç. Ашшĕпе амăшĕ çыран хĕрринерех хăях-лă, шапа пăттиллĕ ăшăх вырăнта чылай киленĕçлĕ ĕç тупрĕç: пуçĕсене шыва чиксе лăпăртаттарчĕç, сайра хутра тапкаланакан чĕр чун та туртса кăларчĕç, чĕпписене сĕн-чĕç. Вĕсем, йыт пуллисем, тутлă пулас та, анчах питĕ пысăк—чĕп çăварĕсене кĕмеççĕ, çавăнпа ашшĕпе амăшĕ вĕсене хăйсемех çирĕç. Каç еннелле кăна, пĕве лăплансан, чĕпĕсем те хăйсене йăпанмалли тупрĕç: пĕве çийĕн çумăр умĕн ăшăтса ярсан ÿпресем вĕçме тытăнчĕç, вĕсем вĕтĕ те тутлă. Тытма та питех йывăр мар: шыв çийĕн ишсе пырса мăя тăсатăн та кап! кăна хыпса илетĕн сывлăшра-нах, чăнах та, самаях вăр-вар та çаврăнăçуллă пулмалла ĕнтĕ, кăшт хăваламалла, тата сиксе илме те тивет.
Кайрантарах амăшĕ вĕсене сасартăк хăрушшăн кăш-кăра-кăшкăра ярса хăй патне чĕнсе илчĕ. Унтан çакăн пек кăшкăрнă хыççăн мĕн -тумаллине вĕрентме тытăнчĕ: шыва чăммалла иккен. Амăшĕ чĕпписене хăй пек тума чĕнсе шыва чăмрĕ. Ашшĕ, чĕпписем мĕнле чăмнине сăна-нă май каçăхса: кайсах кулнă евĕр, ква-ква-ква! тесе ахăр-са тăчĕ. Чĕпписем, чăн та, питĕ кулăшла чăмрĕç: пуçĕсене шыва чикрĕç те, шыв çинче шăши хăлхи пек пĕчĕк çунат-тисем çатăлтатса пычĕç, сывлăшра кĕрхи кăпчанкă çулçи пек хĕрлĕ урисем те пуклак сарă хÿрисем тапăлтатрĕç. Каç енне вĕсем киле таврăнчĕç. Малта амăшĕ, ун хыç-çăн сарă мăйя ярăмĕ пек тăсăлса чĕпписем, хыçалтан ашшĕ пычĕç. Ашшĕ кăвакал, хăш чĕппи те пулин ретрен тух-санах: «Аçталла эс!» тенĕ пек нарт! тесе кăшкăрса пăрах-рĕ. Чĕппи вара çул айккинче куçа курăннă пĕр-пĕр çĕнĕ япала çимеллискер е çиме юрăхсăрскер пулнине пĕлей-месĕрех рете кĕрсе тăчĕ. Кил картине кĕричченех вĕсем карталанса пычĕç. Пĕсехисем пурин те тулли те чăмăр: пурин пĕсехине те пĕрер çăмарта чиксе хунă тейĕн.

IV

Пурăнаççĕ çапла Хĕлĕх хÿрепе Шур сăмса хăйсен тă-ватă чĕппипе. Хăш-пĕр чухне чакак, ула курак е хурчка-хĕрен вĕçсе иртет. Кусенчен хăрамаллиех те çук пулас. Тепвр__чухне, чăн та, хăрамаллаччĕ: тем пысăкăш кайăк пĕтĕм сывлăша та çĕре чĕтретсе, хăрушшăн кĕрлесе вĕçсе иртетчĕ. Унăн мĕлки те, тем пысăкăшскер, варсем, сăрт-сем, лупашкасем те пÿртсем çийĕн сиккелесе хăвăрт чупса иртетчĕ. Кун пек чухне чĕпсем пуçĕсене те амăшĕ айнех туртса кĕртетчĕç. Ашшĕпе амăшĕ те, тем пырса çапăнас-ран сыхланнă пек, пуçĕсене пĕшкĕртсе илетчĕç. Ку хăрушă кайăк пирки урамри ачасем «Самолет!» тесе кăшкăрса чупатчĕç.
Тата час-часах пĕр сысна чăрмантаркалатчĕ вĕсене кил картинче. Унран ашшĕ-кăвакал та хăратчĕ пулас: сăмсине карса, мăйĕпе хыçалалла каçăрăлса чашкăрнă май, текех каялла чакатчĕ. Лешĕ яланхи пекех никама ним тĕкĕнмесĕр чупса иртсен çеç Шур сăмса ăна хыçал-тан хăваланçи пулса темиçе утăм чупса каятчĕ те пуслăхĕ патне мăнаçлăн таврăнса хăшăлтатакан сасăпа лăпланма хушатчĕ: «Парăп эпĕ ăна сире тĕкĕнме! Сăхса тăкаттăм-ха та — ытла хытă тарчĕ, çитеймерĕм»,— тенĕ пек нартлатса тăратчĕ.
Пĕррехинче, чĕпсем ĕнтĕ амăш çунатти айне шăнăçай-миех пысăклансан, хурлăхлă ĕç пулса иртрĕ.
Тем тумаçке кÿршĕ пахчине кĕнĕччĕ вĕсем йышĕпех. Кайран кĕнĕ вырăнтанах, карта хушăкĕнчен, каялла урама тухрĕç. Кунта çакă палăрчĕ:,пĕр чĕппи ниепле те тух-малли шăтăка тупаймасть иккен, текех хурлăн шиплет-келесе пахчара карта хĕррипе уткаласа çÿрет. Шур сăмсапа Хĕлĕх хÿре те хăйсем ăçтан кĕрсе тухнине манса карта айĕнчи шăтăка — ун тĕлĕнчен темиçе иртсе те — текех тупаймарĕç. Вара урамах ларчĕç. Пахчана пĕр шăнкăрч вĕçсе ансан пĕччен юлнă чĕпĕ хăранипе кăшкăрса ячĕ. Темле кайăк вĕçсе аннине курса юлнă Шур сăмса та хи-рĕç кăшкăрчĕ те карта урлă вĕçсе каçма хăтланчĕ, пĕррех çатăлтатса çĕкленчĕ сывлăша, анчах, хăйĕн вĕçес хăватне тахçантанпах тĕрĕслесе пăхманскер, çунаттисемпе карта тăрринчен çапăнчĕ. Кăвакал аялалла ÿкрĕ, анчах унăн мăйĕ карта тăррин икĕ хăми хушшине хĕсĕнсе ларчĕ. Çап-каланчĕ-тапкаланчĕ Шур сăмса, чылайччен турткаланчĕ... Юлашкинчен — лăпланчĕ, тапкаланми те пулчĕ. Сăмси уçăлса кайрĕ...
— Енĕçмест пирĕн кайăк-кĕшĕк,— терĕç каçхине кил хуçисем.— Кăвакал аçи те пулин хĕсĕнсе вилчĕ... Тепĕр чĕпне хурчăка тапса кайнă пулас... Кăçалтан усрас мар кăвакал тавраш...

V

Кĕркуннечченех пурăнчĕ Хĕлĕх хÿре хăйĕн юлашки чĕпписемпе. Пĕр чĕппи тата ашшĕ сăнарлах пулчĕ. Шурă сăмсаллă, çутă пуçлă, амăшĕнчен пысăкрах... Сасси те унăн ашшĕн пекрех те, уçăлсах çитмен кăна: чĕпĕллерех сасă.
Пĕркунхине кил хуçи Хĕлĕх хÿрене витерен икĕ чĕп-пйпе кăна кăларса ячĕ, пĕр чĕппине тытса юлчĕ. Çавăн-танпа вара Хĕлĕх хÿре курмарĕ ăна урăх... Вăл пысăклан-нăччĕ ĕнтĕ, ыттисем пекех, тахçанах амăшĕнчен пулăшу ыйтма пăрахнăччĕ, çавăипа хуйхăра та пĕлмерĕ Хĕлĕх хÿре. Тепĕр икĕ чĕппи тата кĕтмен çĕртен та'çта кайса кĕчĕ. Ирхине пĕрлех кайнăччĕ вĕсем. Каç енне Хĕлĕх хÿре, пĕве хÿринче тутлăрах курăк тымарĕсем шыраса çÿ-ренĕскер, киле таврăнма хатĕрленчĕ те — тĕл пулаймарĕ чĕпписене. Пĕчченех таврăнчĕ вара. Чĕпписем килте те çукчĕ — те ют пуслăхпа ерсе кайрĕç ĕнтĕ вĕсем... Тепĕр кунне те, виççĕмĕш кунне те тупăнмарĕç. Кил хуçисем вара канăç çухатсах шырарĕç вĕсене. Тăр-пĕчченех çÿрерĕ Хĕ-лĕх хÿре. Пĕвене те питех чун туртмарĕ ĕнтĕ: шыв урамра та, кил картинче те çителĕклех, Хĕлĕх хÿре тахçанхи çу-мăртан юлнă пăнтăх кÿлленчĕке сăмсине чикет те сăмси витĕр шыв сăрăхтарса кăларса çăвара юлакан пăнтăх шыв хурчесене — планктонсене çиет. Сехечĕпех лăпăртат-тарса тăрать вара вăл пĕр-пĕр шыв лупашкинче. Тÿррипе каласан, пĕр тĕллев çеç тăрса юлчĕ Хĕлĕх хÿрен пурнăçра: хырăм тăрантарасси те каçхине киле вăхăтра таврăнасси. Урăх ним хаваслăхĕ те çук.
Çанталăк сивĕтсех пычĕ, çавна май ăшра ăнланмалла мар канăçсăрлăх вăранчĕ. Çав канăçсăрлăх — таçта инçе-инçе çула тухма чĕнекенскер. Анчах та ăçта каяс килни-ччĕ-ши ку — Хĕлĕх хÿре ăна хăй те тĕшмĕртеймерĕ.
Пĕррехинче, пĕве хĕррине тухсан, каç еннелле Хĕлĕх х\ре патне пĕр ушкăн кайăк кăвакалĕ анса ларчĕ. Чылай-йăнччĕ вĕсем ушкăнра. Пурте Хĕлĕх хÿререн кăшт пĕчĕк-рех, ырханрах, мăйĕсем вăрăмрах, анчах та хăйсем çав тери йăрă та чĕрĕ, шухă, куçĕсем пĕр вырăнта тăма пĕл-меççĕ, шуййăн выляççĕ, çунаççĕ, хăйсем те ташлакаласа кăна тăраççĕ, уттисем Хĕлĕх) хÿрен пек нăкăл-нăкăл мар — çирĕп, вăр-вар... Хупăрласа илчĕç вĕсем Хĕлĕх хÿрене, пуçларĕç калаçма хăйсен чĕлхипе... Вĕрин те хĕрÿллĕн калаçрĕç вĕсем. Тĕнчере çапла чунтан хĕрÿллĕн калаçа-кансене Хĕлĕх хÿре ĕмĕрте те курман-илтмен... Пуç çав-рăнса каять вĕсене итлесен... Хăвна çĕр çинче ниме тăман, ,ниме/к>рăхсăр кайăк вырăнĕнче туйма тытăнатăн, пачах çунатсăр, тĕксĕр чĕр чун вырăнĕнче туятăн. Вĕсен ăнран яракан вĕрилĕхĕнчен Хĕлĕх хÿре çакна ăнланса юлчĕ.
Халĕ кунта çакăн пек сивĕ кичем кунсем тăнă вăхăт-рах таçта, куç-пуç витми инçетре, хĕвеллĕ ăшă вырăн пур, унта тем пысăкăш кÿлĕсем, хăваллă-хăяхлă чăтлăх шур-лăхсем. Унта — юмах тĕнчи. Вĕсем — çак кайăк кăвакалĕ-сем — халĕ çавăнта кайма тухнă. Вырăнĕ вăл—Атăл хĕрри патнелле-мĕн, çĕнĕ тинĕс хĕрринче...
— Атя пĕрле,— теççĕ вĕсем Хĕлĕх хÿрене.— Мĕн туса пурăнатăн кунта? Мĕнле тĕллев санăн пурнăçра? Мĕншĕн пурăнатăн эсĕ?
— Пулмасть унран нимĕн те,— тет тепри.— Вăл килти кайăк çав... Ана ĕнтĕ алла вĕрентнĕ... Вĕçме те мантарнă... Вăл ĕнтĕ сивĕннĕ, пусăрăннă...
— Анчах та эс пирĕн тăванах-çке... Мĕнле çав тара-нах лакса ларнă эсĕ? Мĕнле çырлахнă хăвăн шăпупа? Мĕнле майпа вилĕмле лăпкăлăха путнă? Шухăшла, аса ил—çĕр çинче урăхла пурăнакансем пур: ирĕклĕ, хитре пурăнаççĕ вĕсем... Вĕри туйăмсемпе пурăнаççĕ, тинĕс урлă вĕçеççĕ... Вĕçеççĕ вĕсем, чĕрипе çунаççĕ. Çунса вилеççĕ, вĕçсе вилеççĕ... Телее хĕрÿлĕхре, ирĕклĕхре, алла пăхăн-маннинче тупаççĕ...
Çа'пла калаçрĕç вĕсем... Унтан тÿпене тухнă кĕрхи сивĕ çăлтăр çине пăхса илчĕç те хыпаланса ÿкрĕç... Çав çăлтăр еннелле вĕçмелле иккен вĕсен...
Вĕçсе хăпарчĕç вара вĕсем... Çунаттисем вĕсен темĕн-ле вичкĕннĕн шăхăрса! пычĕç, вуншар çунат харăссăн сыв-лăша кастарса шăхăртни мăнаçлă чăрсăр туйăм ÿкерекен вичкĕн музыка пек янраса юлчĕ.
Çакăн хыççăн Хĕлĕх хÿрен чĕринчи канăçсăрлăх тата ытларах амаланса кайрĕ. Канăçсăрлăхран вăл ыратăва, пысăк туртăма çаврăнчĕ. Тепĕр кунне Хĕлех хÿре ниçта кайса кĕме пĕлмесĕр чупкаларĕ, пĕрре çырма урлă та веçсе пăхрĕ. Çиес те, ĕçес те килмерĕ унăн. Чунĕ ыратни-пе хăрушшăн кăшкăра-кăшкăра ячĕ вăл. Малтан вăл лăп-кăн кăна ква-ква! ква-ква! тесе утатчĕ пулсан, халĕ ква! тенине çичшер сыпăкăн питĕ хăвăрт каласа тăкрĕ. Ку хăйне евĕр ырату юрри майлă тухрĕ. Хăйĕн пĕтĕм чун çуйханăвне вăл иккĕмĕш сыпăкне хучĕ. Ку сыпăка вăл чуна çурмалла шуййăн кăшкăрса ячĕ те, çичĕ сыпăклă юрăри çав сыпăк вара кульминаци вырăнне илтĕнчĕ. Кĕв-вĕн вĕçĕ такам тĕпсĕр шырлан тĕпнелле персе анса çу-халнă пек вĕçленчĕ. Ква-ква-ква-ква-ква-ква-ква! кăшкăр-чĕ вăл. Таçта вĕçсе каяс туртăм самантсерен ÿссе-ÿссе пырса виçесĕр ыратăва çаврăнса пычĕ. Хĕлĕх хÿре вĕçĕм-сĕр вĕткеленчĕ, кăшкăрашрĕ, вĕçрĕ. Унăн пĕтĕм пурнăç йĕрки пăсăлса кайрĕ: çиесси-ĕçесси, киле таврăнасси çин-чен те манчĕ вăл. Каç еннелле Хĕлĕх хÿре тÿпере каллех кайăк кăвакалĕсем вĕçнине курчĕ. Лешсем хальхинче Хĕлĕх хÿререн йĕкĕлтесе кулнă пек аялах анса ун тавра пĕр çаврăм турĕç те çунаттисемпе сывлăша вичкĕннĕн кас-тарса çÿле вĕçсе çĕкленчĕç.
Тÿссе тăраймарĕ хальхинче Хĕлĕх хÿре... Вăл мĕн пур вăйĕпе вĕсене хирĕç сасă парса кăшкăрса ячĕ, ку: «Пыра-тăп! Илĕр мана та хăвăрпа!»—тенĕ пек илтĕнчĕ, вара Хĕлĕх хÿре кайăк кăвакалĕсем хыççăн вĕçсе çĕкленчĕ. Лешсем çакăнтан тĕлĕннĕ пек пулчĕç, ун патнех ушкăнпа вĕçсе анчĕç, ăна хупăрласа илчĕç. «Атя, атя! Пултара-тăн!»—тенĕ евĕр сасă пачĕç, хăйсем вара ерипен карта-ланма тытăнчĕç. Хĕлĕх хÿрене те хăйсен картине чĕнчĕç. Анчах Хĕлĕх хÿре вĕсемпе тикĕс картана кĕреймерĕ, ен-чен енне тухкаласа кайрĕ, пĕчченех хитре чĕрĕ картана пăсса аяккинерехре вĕçсе пычĕ, пĕрре мала иртсе карта пуç кăвакалĕпе те танлашса пăхрĕ. Лешĕ унран кулса илнĕ пек кăна темле сасă пачĕ. Вăрман пĕви çийĕнчен вĕçсе иртнĕ чух сасартăк тепĕр мăшăр кăвакал вĕçсе хă-парса ушкăнпа пĕрлешрĕ, Вĕсем Хĕлĕх хÿрепе юнашарах вĕçсе пычĕç. Тĕлĕнсе кайнипе кĕçех çĕре татăлса анмарĕ.
Хĕлĕх хÿре: кусем — унăн çухалнă чĕпписем пулчĕç. Епле палламăн-ха хăвăн чĕппÿсене — сывлани те, амăшне çеç сисĕнекен хуçканăвĕсем те, пин сасăран уйăрса илмелле сасă уйрăмлăхĕ те — йăлтах тăван... Тулаш енчен те амă-шĕ çеç палласа уйăрса илмелле уйрăмлăхсем пур вĕсен... Чĕпĕсем те амăшне палласа хаваслăн сасă пачĕç. Виçе-сĕр савăнчĕ Хĕлĕх хÿре хăйĕн чĕпписене тĕл пулнăшăн. Пуринчен ытла вăл хăйĕн чĕпписемпе пĕрле çак ирĕклĕ, хĕрÿллĕ ушкăнпа тан вĕçме пултарнăшăн савăнчĕ. Авă мĕншĕн мăн кăмăллă иккен çак вĕри кайăксем! Вĕçнинче тупнă вĕсем телее!.. Чăн та, мĕн тери ырă иккен вĕçме! Кăштах шиклĕ пулин те — чунра виçесĕр мăнаçлăх çура-лать!
Хĕлĕх хÿре савăннипе темиçе хут пĕтĕм чун хавалĕпе кăшкăра-кăшкăра ячĕ, вĕри çивĕч тăванĕсем ăна хавха-лантарса хирĕç чĕнчĕç. Темле сиввĕн чĕтренекен кĕрхи çăлтăр еннелле вĕçрĕç вĕсем. Çав çăлтăр вара пĕлĕт витĕр те курăнса тăрать, çул кăтартать.
Анчах та Хĕлĕх хÿре çур çухрăма яхăн вĕçсенех ушкăн-ран юлса пыма пуçларĕ. Çапах та мĕн пур халне пухса вĕçрĕ-ха вăл. Чĕпписем те унран юлмарĕç. Пĕр пысăк вăрман урлă та каçрĕç, улăх урлă та. Анчах вĕçнĕçемĕн аялалла анса пычĕç. Хăйĕн кĕлетки йывăрланнăçемĕн йывăрланнине туйрĕ Хĕлĕх хÿре: мăнтăртарахчĕ çав вăл кайăк кăвакалĕсенчен. Кĕçех килти кăвакал юмах тĕнчинчен килнĕ тăванĕсем хыççăн урăх вĕçме хал çитереймес-сине ĕненчĕ. Улăх урлă каçсан питĕ палланă-пĕлнĕ вырăн пек туйăнчĕ ăна пĕр ял... Тен, çакăнта çуралман-ши вăл? «Атьăр, çакăнта анса ларар!»—терĕ Хĕлĕх хÿре хăйĕн чĕпписене кăвакалсем çеç ăнланакан чĕлхепе.
Ял тĕлĕнче Хĕлĕх хÿре аялалла анчĕ. Чĕпписем те ун-ран юлмарĕç. Анчах та пĕр чĕппине темскер пулчĕ — вăл кĕтмен çĕртен каллех çÿлелле хăпарса кайрĕ, кайăк кăва-калĕсем хыççăн талпăнчĕ. Ун хыççăн тепри те çÿлелле вирхĕнчĕ, анчах тем аса илчĕ пулас та — каялла çаврăнчĕ...
Хĕлĕх хÿре мăн урам варринех анса ларчĕ. Чĕри унăн, килти кăвакал чĕри, сиксе тухас пек тапрĕ. Телей туйăмĕ те, хурлăх туйăмĕ те пулчĕ унта...
Хĕлĕх хÿре мăйне тăсса тÿпенелле пăхса тăчĕ.
Пĕр чĕппи унăн — вĕçсех кайрĕ пулас, ниçта та курăн-марĕ. Тепĕр чĕппи йăмрасем çийĕн çаврăнса илсе амăш патнелле анчĕ... Анчах та кунта кĕтмен инкек пулса иртрĕ. Кăвакал чĕппи аялалла аннă чух вăр-вар пăрăнса илей-мерĕ те электричество пралукĕ çине пырса çапăнчĕ. Пра-луксем пăтранса кайрĕç... Вут ялтлатса илчĕ... Кăвакал чĕппи патах çĕре татăлса анчĕ... Кăвакал куçĕнче самант-лăха темĕнле çутă кÿлĕ кăнтăр хĕвелĕпе йăлкăшса çу-тăлса илчĕ те — ĕмĕрлĕхех сÿнчĕ...
Вăрахчен тăчĕ Хĕлĕх хÿре чĕппи тăрасса кĕтсе... Унтан урам варринчех пĕр хушă ларса канчĕ. Кайран, чĕппине текех чун кĕрес çуккине пĕлсен, тăчĕ те кăмăлĕпе йăлтах канăçлăха путса, пусăрăнса хăйне валли мăшăр шырамашкăн ял варринчи пĕве хĕрринелле нăкăлтатрĕ.

Уках Хурăнĕ ][ Юрий Скворцов / Jurĭj Skvorzzof

Повесть

Çÿлте кулюкка вĕçнĕ чух
Кунĕ пулчĕ тĕтреллĕ...
Халăх юрринчен.

1
Çут хĕвелпе çут тĕнче Вăй паччăр çак кунсенче.
К. Иванов
Укахви, вун çичче пуснă хĕр, çĕр çурринчех темиçе те вăрана-вăрана кайрĕ. Темскер хăрах хул — сулахаййи — чавса кукрашки тĕлĕнчен ыратакан пулса ларнă, те çывăрнă чух аяк айне лекнĕ вара: çĕрĕпех канăç памарĕ вăлг темĕнле шалтан туртса ыратать. Укахви, аптранă енне, ăна кăкăр çине хурса та, аяккалла тăсса та пăхрĕ — çук, ниçта чиксе те вырнаçнасть. Юлашкинчен Укахви ыратакан аллипе тимĕр койка пуçĕнчен тытса выртрĕ. Сивĕ тимĕр ыратăва кăшт лăш панă пек. Çапла майлашса Укахви пĕр çур çавра çывăрса илнĕ-и, çук-и — тепĕр авăкран вăл алă паçăрхинчен те ытларах ыратнипе вă-ранса кайрĕ те самантрах ăна тимĕртен вĕçертрĕ. Амăшĕ астутарнисем аса килчĕç. Вăл каланă тăрăх, тимĕртен тытса çывăрма юрамасть иккен, сивĕ тимĕр ÿт ăшшине хăй çине туртса илет-мĕн.
Чăн та, Укахви халь алă шăнса кайнă пек, сăсă вар-ринче темĕнле сивĕ япала шуса çÿренĕ пек туйрĕ. Кунсăр пуçне тата ăш хыпнă, пыр типсе кайнă, çăварта та тем çилĕм пек çыпçăнать.
Укахви, ĕç кипкипех выртнăскер, салтăнса ÿкнĕ тут-рине тÿшек çинче хыпаласа тупрĕ, хуллен ура çине тăчĕ те урайĕнче выртакан амăшĕпе вун иккĕри йăмăкĕ урлă каçса çенĕке тухрĕ; алă сĕмĕпе витре шырарĕ. Çурри ыт-ла пушă витре урана перĕнсе çĕрлехи шăплăхра хăруш-шăн чăнкăртатса илчĕ. Укахви шарт сикрĕ те пăшт пулса кăшт тăхтаса тăчĕ — никам та вăранмарĕ: кăнтăрла хал-тан ÿкесле ĕçлесе ĕшеннĕскерсем, халь весем хăйсене йăтса тухса кайсан та — мăшт тумĕç... Укахви умлăн-хыç-лăн икĕ курка сивĕ шыв ăçса ĕçрĕ. Пурпĕрех ăш канмарĕ пек. Вара вăл асăрхануллăн алăк сăлăпне кăларчĕ те çе-нĕк умне тухрĕ.
Мĕн вăхăт-ши? Час тул çутăлать-ши? Тухăçа кăшт çеç кăвак сăн çапнă. Автансем авăтни те илтĕнмест. Пÿртре çеç кăмака шăрчăкĕсем тупăшса чăрлаттараççĕ.
Шăпчăксем юрлама пăрахни те чылаях ĕнтĕ, куккук пырне те хăлчăк ларнă. Икĕ-виçĕ эрне каялла çеç-ха кай енчен каç пулса килетчĕ те, мал енчен çутăлса та çывха-ратчĕ. Кун таврăнни уйăх иртрĕ те — вăрăмлансах пы-рать ĕнтĕ çĕр. Тĕрĕссипе каласан, çĕрĕ вăрăм мар-ха, пĕр çавра ыйха тăраниччен çывăрса илмелĕх те çук. Кутăру-çăн Укахви кунсеренех çывăрса тăранаймасть. Тĕттĕмпе киле таврăнатăн та вырмаран апат çинĕ-çименех, ĕç çи-пуçĕпех, вырăн çине тăсăлса анатăн, тÿрех вилнĕ пек çывăрса каятăн: тĕлĕк те тĕлленместĕн... Выртатăн çеç — тен, çывăрса та кайман-и,— тăмалла та: тырă вырма кай-малла... Ку яхăнта тăтăшах çак çут çанталăкăн талăк шутĕнчен çĕр пачах тухса ÿкнĕн, унта кун çеç тăрса юл-нăн туйăнать.
Укахви турткаланса тăмасть — вăл хăех пĕлет ăшă ыйхăпа рехетленсе выртасси кахал йăли иккенне, тата хальхи вăхăтра — нимĕç фашисчĕсемпе хаяр вăрçă пы-нă тапхăрта, вăрçă хирĕнчи тантăшсем-салтаксем чăлăм куç хупмасăр тăхлан çумăр айĕнче выртнă чух — ăшă пÿртре çемçе вырăн çинче çывăрни те çут тĕнче умĕнче тем айăп тунăн туйăнтарса тăрать. Кунсерен ыйхă татас-синчен çăмăлрах терт çук та пек.
Çапах та пит-куç çывăрса тăранайманнипе кунĕпех шыçăнса кайнă пек çÿрет. Çапах та: «Хăçан пĕрре тăрани-ччен çывăрса курăпăр-ши?.. Пĕрре çеç манăн шăм-шак сăлпăр кайиччен ларса канасчĕ»,— тесе шухăшлать Уках-ви хăй ăшĕнче, анчах çăвар уçса çынна каламасть.
Укахви йăрă та чĕрĕ, хаваслă та калаçма, шÿт тума юратакан хĕр ачаччĕ. Халĕ вăл—вăрçă пуçланнăранпа, ахаль чух хăш-пĕр арçын та çитсе курас çук çĕр-тĕлсенче пулнă хыççăн, хăш-пĕр вăйпитти арçын та хуçăлса ÿкмел-ле ĕçсенче пулса курнă хыççăн — улшăнса кайрĕ: ярăнса утнă утти те, çивĕч чĕлхи те улшăнчĕ, янкăс сасси салху çемме куçрĕ, кăмăлĕпе пусăрăнчĕ, сăнне-питне хура-шур тĕсĕ, ĕшенчĕк сĕм çапрĕ.
Çакна Укахви хăй те сисет. Мĕн тăвас-ха, вăхăчĕ çап-ла килчĕ пулсан?
Виçĕ эрне кăна-ха вĕсем, ялти виçĕ хĕр: Укахви, Оль-га, Хĕветли — Е. тăрăхĕнчен окоп чавса таврăнни. Пĕлтĕр çурла уйăхĕнче тухса кайрĕç вĕсем. Мĕн-мĕн курман пулĕ çавă вун пĕр уйăхра — шартлама сивĕре шăн çĕре лум-семпе ватса чавнă чух, сивĕ бараксенче çĕр каçнă чух.
Çаксем сарăмсăрах аса киле пуçласан Укахви çÿçен-се илчĕ те шухăша урăх енне пăрма тăрăшрĕ.
Çук, аса илес килмест вĕсене!
Мĕн-мĕн курса тÿсмерĕ ĕнтĕ халăхĕ! Никама та çăмăл мар: вăрçăрисене те, ялтисене те. Авă халь пĕтĕм тыр-пула алпа выраççĕ. Машинсене майлама ăстаçăсем çук, машинне туртакан утне те тупаймăн — пур вăйпитти ар-çын кăна мар, лайăх лашасем те çара кайса пĕтнĕ. Мĕн-пур ака-суха ĕçĕ хĕрарăм çине тиеннĕ. Çапах та пысăк ĕç тăвать хĕрарăм...
Сахал кирлĕ-им фронта апат-çимĕç, тумтир?
...Укахви, картлашка çинче чарăннăскер, пуçне çĕклерĕ те тÿпенелле пăхса халь мĕн вăхăтне ăнкарма тă-рăшрĕ.
Кĕвенте çăлтăр пуçчиккĕн тăнă, хур кайăк çулĕ те чылаях çаврăннă, шупкалнă. Мал енчен кăштах пĕлĕт хĕрри кăвакарать.
Çур çĕр иртни пĕр-икĕ сехетсем урлă каçнах ĕнтĕ.
Тепре çывăрма выртас — кайран тăрасси татах хĕн, кăтăш пулма та ĕлкереймĕн халĕ — тĕрлĕ шухăш вăрка пуçланă хыççăн.
Укахви пуç тутрине каялла çавăрса çыхрĕ те кĕпине туртса юсарĕ, пĕрене хушăкне тирĕнтернĕ вĕтĕ шăллă çурлине илсе хулпуççи çине хучĕ, тепĕр самантран вăл вĕрлĕк хапхана хуллен уçса урама тухрĕ.
Урам курăкĕ çинче — шурă сывлăм. Пĕве çинчен йăс хăпарать. Ниçта пĕр чун курăнмасть. Пĕр сас-чĕв çук. Ял çинче — хура ашăк пек хура каç.
Укахви урам урлă каçса çырмана анчĕ те пĕве пуçĕпе иртсе ял вĕçнелле пăрăнчĕ. Улăха тухсан укăлча карти хĕррипе сăрт çине улăхрĕ, анкарти çумĕнчи сукмакпа ут-рĕ. Сукмак ăна ял хăрах урамĕн анкартийĕсенех тĕкĕнсе тăракан вар-çырлă пĕчĕк вăрмана илсе кĕчĕ.
Ку вăрман йĕри-тавра утса çаврăнма та çухрăм çурă-ран ытла мар. Вăл тахçан ялăн çурçĕр-хĕвел анăç енĕпе таçта çитиех сарăлса выртакан мăн хура вăрманпа пĕр-лешсех тăнă пулмалла, халĕ вăл ялпа пĕрле хăйĕн «амă-шĕнчен» пĕр çур çухрăма татăлса юлнă.
Ыраш пусси — вăрман урлă каçсанах — Мартин варĕ çумĕнчех.
Укахви вăрмана кĕрес умĕн хăй сисмесĕрех çÿçенсе кăшт тытăнса тăчĕ. Çĕрлехи вăрман кирек мĕнле пулсан та савăклах мар, чуна сивĕ пек — ирĕксĕрех шикленте-рет. Тата çакăн тĕлнех чуна тапратса тăмана ихĕрсе ячĕ.
— Тĕ-в-в-в-ик!..
Укахви чунне хытарса хăра-хăрах шĕшкĕлĕхе кĕрсе кайрĕ, пĕчĕк уçланка тухрĕ. Кунтан çул анаталла ÿкет, пĕчĕк çырма урлă каçсан — каллех тăвалла.
Уçланкăра темĕнле хура мĕлке тăрать. Сылтăмри йы-вăçсем хушшинче, такам çĕнĕ çăпатапа утнă пек, çăтăр-çăтăр, шăтăр-шăтăр тăвать.
Çак сасса кăнтăрла илтнĕ пулсан Укахви ача пек са-вăнса кайнă пулĕччĕ; халĕ вара вăл шиклĕн итлерĕ, ум-ри хура мĕлке çине пĕшкĕнсе пăхрĕ... Йывăç кăкĕ иккен.
«Каçхи куçа тем те курăнать,— шухăшларĕ Укахви.— Çак вырăнтах халиччен пĕлмен-илтмен япаласене те асăрхатăн...»
Кăнтăрла çакăнти тавралăх асамлă тĕнче пек туйă-натчĕ, халĕ вара пачах урăхла.
Çапах каçхи вăрманăн та тĕмĕнле хатарлăрах илем пур. Укахви чунне темĕнле ăнланма çук туйăм çавăрса илчĕ: пĕр енчен шиклĕрех те тепĕр енчен савăнăçлăрахскер. Ку савăнăçли вара: «Эпĕ санран, вăрманăм, кирек хăçан та шикленессĕм çук. Эсĕ мана кирек хăçан та кан-лĕх çеç кÿретĕн, кăмăла уçатăн»,— тенĕ майлăрахскер пулчĕ.
Укахви пек, çут çанталăк илемĕпе савăнма пултаракан кам пур-ши тепре çак таврашра?..
Ялтан эрнелĕхе пĕр çич-сакăр çухрăма çул юсама кай-сан та, внçĕ кунлăх Вăрнара, Çĕмĕрлене, Етĕрнене кан-тăр е тырă леçме кайсан та тăван тавралăхшăн чун тун-сăхласа çитет. Унран уйрăлса кайнă чух — кунта чун савни тăлăх тăрса юлнăнах ăш çунать. Çук, Укахви хăй тусран уйрăлнăн туять... Ун ытамне уяр кайăкĕ пек çу-натсене сарса ыткăнас килет.
Тен, савни çукран çапла-ши? Пĕртен-пĕрех чуна йă-патмалли, шухăш-кăмăла ним пытармасăр уçса памалли тÿрĕ тусĕ Укахвин—тăван тавралăх, ял çумĕнчи хура вăрман... Хăйĕн чи çывăх пĕр-тантăшĕсемпе те — Ольгă-па, Хĕветлипе — çак тавралăхпа калаçнă чухлĕ уççăн, чун татса калаçман Укахви. Хăйĕн мĕн тери хÿхĕм ĕмĕчĕсене каласа паман пулĕ вăл çак вăрмана! Вăл хăйĕн шухăш-ĕмĕтне, мĕн пур хуйхи-суйхине — ытти чăваш хĕрарăмĕ-сем пекех — юрăпа каласа панă. Чăваш çынни юрланине илтмесĕр — унăн шухăш кăмăлне, хуйхи-суйхине никам та пĕлеймĕ. Юрласса та вăл пурин умĕнче юрламĕ. Çывăх тусĕ умĕнче те, тен, упăшки умĕнче те...
Укахвишĕн вара унăн юррине итлеме тивĕç илнĕ çы-вăхран та çывăх тус — тăван тавралăх пулнă.
Çынна хăйĕн тусĕпе калаçнине илтмесĕр нихçан та ăн-ланма çук пулсан Укахвие те унăн чи çывăх тусĕсĕр — çак тавралăхсăр: вăрмансăр, хирсĕр, улăхсăр — ăнланай-мăн çав.
Вăрман ĕлĕкхине тем астуса тулашма тытăнсан — Укахви чунĕ те вăрман кăмăлĕ еннех çаврăнса ÿкнĕ, шел-ленĕ ăна, хĕрхеннĕ... ут чунĕ çав тавралăхăн, çут çанта-лăкăн кăмăл тĕкĕр пек пулнă. Мĕн тери чун ыратнă вăр-ман лăпкă мар чух, çил ачисем нимпе лăплантарса лăп-ланаймасăр йĕрмешнĕ чух, тÿпе сăн-сăпачĕ тĕксĕмленнĕ чух!
Вăрман та хăйĕн хуйхи-суйхине юрăпа каласа панă — кайăк юррисемпе, йывăç тăрри кашланипе, çулçăсем шел-тĕртетнипе...
Пулнă-ши ку таврара урăх кирек те кам пĕр çанталăк кăмăлĕшĕнех хĕпĕртесе ăвăсăн кĕсенлĕ вуллине ытала-кан, çăкан симĕс саппун пек туратти çине пуçа чиксе пĕр ахăлтатса кулакан, тепре куççульне шăлакан?
Ку, тен, темĕнле сывă мар хĕпĕртÿ-ши? Анчах Укахви çьш умĕнче кун пек мар-çке.
Пĕве кĕнĕ хĕр, чун хусканăвне пĕр туйса-сиссе тăра-канскер, хăйĕн ниçта шăнăçайми çамрăклăхĕ чун тусĕ ыйтнă вăхăта — пурнăçăн чи хаклă тапхăрне туссăр-сав-нисĕр ирттернĕ...
Çамрăклăх тан тапнă, çамрăк чĕре вутне, юратăва кама та пулин пĕр-пĕр куçлă-пуçлă, чунлă çынна халаллас килнĕ, анчах савнă туспа калаçасси çыру вĕçне юлнă, сăмах татман, чуна уçман каччи патне вăл виç сăмахлă тÿрмен çыру çеç пĕрререн-пĕрре çырма пултарнă. Хирĕç те çавăн пекех уçăмсăр хыпар илнĕ, каччă вара çĕтнĕ — сасă паман тек... Кун пирки тĕрлĕ хавха çÿренĕ: «вилнĕ», «тыткăна лекнĕ», «аманнă».
Укахви сукмакпа анаталла чупса анчĕ те çырма хĕр-рине çитсе тăчĕ,— сăрт айĕнче ним те курăнмасть. Укахви малалла ярса пусрĕ те — пылчăка ларчĕ.
Урăх сукмак пулмарĕ-ши ку?
Ку çырма кăнтăрла урăхларахчĕ пек: ăшăхрахчĕ те типĕччĕ, ту айĕн лапамĕнче тыллапуççисем те çукчĕ пулĕ.
Халиччен шăпăртах тăнă вăрман Укахвие курса вă-ранса кайрĕ тейĕн.
Çывăхрах çунат шăхăрттарса вашлатни илтĕнчĕ. Çĕр шапи ура айне пуласран пĕр-иккĕ сиксе аяккалла пăрăн-са юлчĕ. Аякрах та мар училни кайăкĕ а-а-ах! тесе çухăр-са ячĕ. Унтан юманлăх айĕнчен такама чĕннĕ евĕр:
— Ша-ан!—тесе кăшкăрчĕ темĕнле кайăк питĕ хур-лăн.
— Ша-а-ак!—тунсăхлăн хирĕç тавăрчĕ ăна тепĕр са-сă çырма ку енчен.
Çак сасăсене илтнĕ май Укахви пĕр пĕчĕк юмах аса илчĕ.
Шанпа Шак малтан пĕр тăван арçын ачасем пулнă имĕш. Кайран ашшĕпе амăшĕ вĕсене пĕр-пĕринпе текех харкашнăшăн вăрмана килсе янă-мĕн. Шанпа Шак, çы-вăрнă чух вăрмана килсе хунăскерсем, çĕрле вăранса кайнă та каллех тÿпелешме тытăннă. Çакна курса ларнă пĕр тăмана çĕре вĕçсе анса вĕсене çунатпа çапса хăвар-нă. Çакăн хыççăн Шанпа Шак çерçирен кăшт çеç пысăк-рах икĕ пĕчĕк тăмана пулса тăнă, иккĕш икĕ еннелле вĕç-се кайнă. Питĕ хурланнă вĕсем ашшĕ-амăш ирĕкĕнчен тухнă пирки пĕр-пĕринчен çапла уйрăлса кайнăшăн. Ан-чах хăйсем пĕрне-пĕри шыранăçемĕн уймăллă вĕçнĕ.
Çакна аса илнĕ май Укахви хăй те хурланса илчĕ: «Эй, шеремет тăванĕсем! Тĕл пулса калаçайĕç-ши çума-çумăн ларса?» Ялта май пур çĕртех пĕр-пĕринпе çывăх-ланайманнине вăлтса çак юмаха аса илнĕччĕ Коля хăйĕн çырăвĕнче. «Пире те, Шанпа Шак шăпи майлă, тăмана çунатпа çапса хăварнă пулмалла»,— тенĕ вăл сăмах тĕксе, юптарса.
Укахви çырма урлă каçрĕ те сукмакпа кăштах ваш-мăкла утсан пĕчĕкçĕ ĕшнене тухрĕ, унтан сасартăк çан-çурăм сÿ-ÿ! кайрĕ...
...Укахви умне кĕтмен çĕртен икĕ симĕс вут тухса тăчĕ.
Укахви хуллен ута пуçларĕ, симĕс куçсем çул çинчен пăрăнманнине кура чарăнса тăчĕ, унăн каялла çаврăнса тарас шухăш та вĕлтлетрĕ, анчах тарма хал çĕкленмерĕ.
— Кушак ку!— терĕ Укахви сасăпах.
Ун умĕнче, чăн та, тĕксĕмрех сĕмлĕ кушак тăрать, кун çутипе курас пулсан — вăл хĕрлĕрех тĕслĕ пулмалла.
«Кам кушакĕ ку, пысăкскер?— шутларĕ Укахви.— Та-кам вăрмана килсе янă пуль ĕнтĕ».
Укахви тепĕр утăм мала ярса пусрĕ те кушак виçĕ утăмра çеç тăнине кура каллех чарăнчĕ.
Кушак куçĕпе йăлтăртаттарса çĕрелле лăпчăнчĕ те талт! сикрĕ. Çак вăхăтрах кăкăр çине йывăр та сулмак-лă япала çакăнса ларчĕ. Кăкăр шĕвĕр чĕрне тăрăннипе пĕçерсе килчĕ.
Чĕре кăрт! турĕ.
— Прис!— кăшкăрчĕ Укахви кушакăн кăкăра çатăр-ласа илнĕ уринчен тытса.
Кушак урса кайса тăлпалама, чăрмалама пикенчĕ, хĕре мăйĕнчен те, питĕнчен те, аллинчен те темиçе хут çĕçĕ çивчĕшĕ сĕртĕннĕ пек пыра-пыра тиврĕ. Кушак çÿ-лелле кармашрĕ.
Укахви хăрах алăпа хăйĕн мăйне ярса тытрĕ, тепĕр алăпа хулпуççи çинчи çурлине илчĕ. Мăй çинчи алăран çыртса лартнă кушак, таçтан çурла тивнипе пулас, çĕрел-ле вăркăнчĕ, Укахви хирĕç çаврăнса тăрсан каллех сик-рĕ. Хальхинче вăл сылтăм хулпуççирен çакăнчĕ. Унтан каллех, таçтан çурла тивнипе пулас, кайри урипе тапса аякран хытă чĕрсе илчĕ те çĕре сиксе анчĕ, çĕнĕрен та-пăнма лăпчăнса ларчĕ, анчах—Укахви çурлине касмал-ла май ăна хирĕç тытнине асăрхаса-ши — сикмерĕ, та-пăнма меллĕрех вырăн шыранă пек, хуллен çын тавра çаврăнчĕ, çывăхри çăка вулли çине сикрĕ те каялла çав-рăнса пуçчиккĕн çакăнчĕ, çын çине кĕç-вĕç ыткăнас пек, симĕс куçне чарса пăхрĕ...
Укахви çурлине çивчĕш май кушак еннелле тытнипех хуллен кутăн чакрĕ. Икĕ утăм, виçĕ утăм... пиллĕк, вуннă...
Кушак çапла çÿлтен сикме хатĕрленсе тăнипех йывăç вуллинчен çакăнса тăрса юлчĕ... Çирĕм утăмран вăл йы-вăçсем хыçĕнче курăнми пулчĕ. Укахви вара çаврăнчĕ те
малалла чупрĕ.
Хире тухсан тин вăл чĕри хытă сикнине туйса хăйĕн ĕнер çеç виçсе илнĕ каçалăкĕ умне лăчăрăнса анчĕ. Кăш-тах сывлăш çавăрсан пит-куç, алă, кăкăр вут пек пĕçер-нине сисрĕ. «Мĕнле тискер чĕр 'чун пулчĕ ку?— шутларĕ вăл алăри ача пек кăшкăрса макăрса ярас килнине шă-нарса.— Тен, ку вăрман кушакĕ пулчĕ пуль?» Вăрçă енчен тĕрлĕ тискер кайăксем кунти лăпкă вăрмансене тарса килнĕ тенине нумай илтнĕччĕ вăл.
Укахви чĕре сикнине пусарас, çак ăнкайсăр япалана манас тесе васкасах тырă вырма пикенчĕ.
Пуçне çĕклемесĕрех вырчĕ вăл. Тул йăлтах çутăлса кайнине те сисмерĕ. Сывлăмпа нÿрелнĕ хăмăл нăтăрт та нăтăрт касăлчĕ. Хăй хыççăн тепĕр сехет каярах хире Хĕ-ветли тухсан хыçалалла çаврăнса пăхрĕ те Укахви — хăйĕнчен хăй тĕлĕнчĕ: тĕмĕ хыççăн тĕмĕ ларать.
— Ай, çак Укахви,— терĕ Хĕветли.— Эсĕ киле те кĕмен-и-мĕн кĕçĕр?
— Ара, тинтерех çеç тухрăм-ха,— терĕ Укахви.
— Тин пулмасăр... Сахалтан пĕр вун икĕ сотăх вырнă хăй. Ма мана та систермерĕн?
— Çывăртăр-ха, кăшт канса илтĕр терĕм,— сăмах та-вăрчĕ Укахви пусăрăнчăклăн. Хĕветли, тем калама тăнă-скер, шăпăрт пулчĕ те Укахви питĕнчен тинкерсе пăхрĕ.
— Укахви,— терĕ вăл шăппăн та хăраса.— Мĕн пулнă сана? Сăну та йăлтах кăвакарса кайнă... Тата...
— Ара, кăвак çутăллах тухнăскер — кăвак тул сăнĕ çапрĕ пуль,— каларĕ Укахви ним пулман пекех тутăр хутламĕсене юсакаласа.
— Шÿтпе мар-ха эс... Пит-куçна кам чĕрсе пĕтернĕ
санне? Аллу та чĕп-чĕр юн-иç... Укахви тĕмĕ çине ларчĕ.
— Пĕр киревсĕр кушак кулли пултăм çав паян эп, Хĕветли...
Укахви вăрманта мĕн пулса иртнине каласа парсан Хĕветлин куçĕ шывланса йăлкăшрĕ.
— Эй, Укахви,— терĕ вăл хурлăн.— Ма пăртак хĕр-хенместĕн ара хăвна ху? Пырас ман патăма — пĕрле ту-хаттăмăр... Вилетĕн эс капла, Укахви... Еçлесех вилетĕн! Окоп чавнă çĕрте те çапла хăтланаттăн.
— Вăхăчĕ çапла та,— терĕ Укахви, вара урăх ним те каламарĕ, çурла тытса тăваткаллансах кайнă пÿрнисене сурса йĕпетрĕ те каллех вырма пикенчĕ.
...Укахвипе Хĕветлин каçалăкĕсем пуçлă-вĕçлех. Тим-лесех вырчĕç вĕсем. Çынсем хире темĕн чухлĕ ир тухин те — Укахвипе Хĕветли чылай вырма ĕлкĕрчеç вĕсем ки-личчен, çан-çурăмĕсем тарпа çатăртатма та тапратрĕç. Кăнтăр, апачĕ тĕлне хирте çăкăр валеçрĕç. Çăкрине ĕнер кам мĕн чухлĕ вырнине шутласа параççĕ. Вун икĕ ар лаптăк пуçне пĕр кило.
Паян та Укахвипе Хĕветли никамран нумай çăкăр илчĕç. Иккĕшин те виçшер кило ытларах. Вĕсем хыççăн виççĕмĕше — Олыа. Ыттисен тÿпи — камăн икĕ кило, ка-мăн — кило çурăран та катăк.
Чи сахал илнисем яланхи пекех шăв-шав пуçларĕç.
— Ман каçалăкăм тĕлĕнче тырри хулăн пулчĕ те — епле халăхпа тан выраям... Мĕн, çак çăкăр татăкĕшĕн ĕç-лерĕм-и эп? Ара, ку чуп тусах пĕтет...
— Ман каçалăк тĕлĕнчи те хĕвĕшсе пулнă,— тет теп-ри.— Çынсем ав чи сайра вырана тăраççĕ те, виçĕ утăм-ран пĕрер пучах татса утсах тухса каяççĕ...
Çапла вара начар тыррах мухтама тапратаççĕ. Кĕр акнисем кăçал, чăн та, хулăн мар, тĕл-тĕл тата — çĕр шăнмасăрах юр ларнипе — çĕрсе кайнă, кайрантарах шăрăх пĕрсе хаварчĕ вĕсене.
— Вăйлă тырă çук кăçал пирĕн,— тет бригадир.— Эпĕ лаптака кăна мар, çĕмелсене те шутланă. Кÿренмел-ли çук! Чи хулăнни — клевер ури вырăнесем—Укахвипе Хĕветли каçалăкĕсем тĕлне лекнĕ. Вĕсене тăватшар кило памаллаччĕ паян, кахалсене хĕрхенсе вĕсен тÿпине касса илтĕм.
Капла каласан халăх кĕр! кĕрлесе каять.
— Пĕр-ик-виç кахалшăн халăха çапла калама ан хăйнă пултăр! Халăх кахал мар! Вăл ĕç пултăр тесе ĕçлет.
Бригадир чарăнать те хăй йăнăшне тÿрлетет:
— Эпĕ халăха каламан, ав Кăмпа Хĕветурисене калатăп. Халăха ятламастăп...
Кăмпа Хĕветури бригадира çулăхать:
— Эсех çи! Йĕпхĕричченех çи! Сана нумай кирлĕ... Çи, çи! Ашна кĕтĕр... Эс тăранмастăн, выльăх хăраххи. Вы-льăх хăй ĕмĕрĕнче виççĕ тутă пулса курать тет. Пуç пуçран иртекен марччĕ-ха.
— Ак тытсан хăвна тăлу-çăпатупах çисе яратăп,— тарăхса каять бригадир—Уксах Кантратти.
Уксах Кантраттие хĕрарăмсем хÿтĕлесен тин леш те çăварне хупать.
— Ан йăслăр-ха, хăлха йÿçĕхсе ларчĕ. Хире тух та — текех Хĕветура сасси ян-ян-ян!..— хута кереççĕ хĕрарăмсем.
Бригадир хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ кун пеккисене, çавăнпа вăл май килнĕ таран тава кĕмесĕр тăма тăрăшать.
— Фашистсене хăваласа \кăларса ярар çеç,— тет вăл сăмаха пăрса.— Ун чух çăкăр татăкĕшĕн харкашмăпăр...
Часах хире колхоз председателĕ Тарье — çамрăк хĕр-арăм килет. Вăл хаçатсем йăтнă.
— Ырă хыпар!—кăшкăрать вăл аякранах.— Паян пи-рĕннисем Ш. хулине илнĕ...
Халăх кĕпĕрех ун тавра пухăнать. Тарье хĕрÿллĕ вулать. Хĕрарăмсем хускалмасăр итлеççĕ. Тарье тепĕр хы-парне юриех кая хăварнă иккен. Пĕр гварди дивизин ча-çĕнчен Тарье ячĕпе колхозниксем патне çыру килнĕ-мĕн.
«Эпир, Н. чаçĕнчи гвардеецсем, эсир ярса панă парне-сене илтĕмĕр,— тенĕ çырура.— Тавтапуç сире ырă парнĕр-семшĕн. Сирĕн парнĕрсем вĕсем ахаль кучченеç мар — тăшман çине тылран вĕçекен снарядсем. Сирĕн шанăçăра тÿрре кăларăпăр. Эпир çĕнтеретпĕрех! Гвардеецла салам сире, тылри паттăрсене!..»
Аяла пĕр вăтăр-хĕрĕх çын алă пуснă.
— Тăванăмсем,— тет Тарье малалла,— пирĕн хамăрăн паттăр салтаксем валли паян каллех парнесем пухса ха-тĕрлемелле пулать.
— Пухас пулать ĕнтĕ,— килĕшет тахăшĕ. Çак вăхăтрах пăшăрханаканĕ те пур.
— Хамăр мĕнле пурăнăпăр-ши? Хĕрарăмсем шавласа каяççĕ:
— Хамăр пурăнăпăр! Халь çулла...
— Юрăра каланă пек, «ирхи-апат — çĕр çырли, кăн-тăрлахи — хурăн çырли»... Вилместпĕр.
Хĕрарăмсем каллех каçалăксем умне пĕшкĕнеççĕ. Ну-май кĕрлесе ларма вăхăт çук: ĕçлемелле.
Еçĕ вара — мăй таран. Пĕтĕм тыр-пул тăкăнса каяс пек. Сĕлĕ те çăкрĕ. Урпа пуç пăрахать. Пăрçа хутаççисем ана çинчех шартлата-шартлата çурăлса каяççĕ.
Укахвипе Хĕветли кăнтăр апатне киле кĕмерĕç. Пар-лакран пĕрер йĕкĕр ывăç хурăн çырли пуçтарчĕç те—çă-кăрпа çирĕç. Вар хушшине анса çăл куçĕнчен шыв ĕçрĕç.
Сывлăш пăчă. Вар хушшинчи çăл куç çеç каçхи сивве ку таранчченех хăйĕн шывĕнче упрать-ха.
Укахвипе Хĕветлн апат çинĕ хыççăн çынсем ĕçе тухиччен йывăç сулхăнне ларчĕç. Хăйсемпе пĕрлех илсе килнĕ çыхсах пĕтереймен алсасене кăларчĕç. Пĕр ăстрăм вĕсем ним калаçмасăр йĕпписене вылятрĕç. Вĕсене кашнине икшер кило çăм панă — фронта валли алса-чăлха çыхма.
Хĕвел пĕçертет. Темĕнле чĕпĕтекен типĕ шăрăх. Çак шăрăхра ÿт те ирĕлсе тăрать пек. Вăрманта çывăхрах те-мĕнле кайăк çавра хăйра çинче çĕçĕ хăйранă пек тăрлат-са ларать. Типĕ çил вĕрсе килет те, çĕмерт-пилеш йывăç-çисем хăйсен вĕт тураттисене алса çыхнă майлах хускат-калаççĕ, хĕвел шевлинчен чĕнтĕр çыхаççĕ. йывăçсем ай-ĕнче, чăн та, хĕвелĕн антăрлă-чĕнтĕрлĕ шевлисем чĕтре-неççĕ.
Хĕрсем чĕнмеççĕ. Харпăрин пуçĕнчех йывăр шухăшсем.
Тĕрлĕ аса илÿсем килсе ÿкеççĕ куç умне.
Нумай-ши аса илмеллисем вĕсен?..
Çапах хурли кăна мар, ырри те аса килкелет... Тÿр-рипе каласан, ырри-и вăл — калама хĕн, çапах та хăш-пĕр нимпе палăрса тăман кунсемех ытти чуна çÿçентерекен кунсем хушшинче тавăрма çук мăскаллă вăхăт пек ăш-ран тухмаççĕ.

2

Мĕн пулчĕ-ши çамрăк пуçăма?—
Кĕске çĕрте çиччĕ вăранчĕ.
Халăх юрринчен
Вăрçă пуçланнă çул Укахви вун пиллĕкреччĕ. Тин çеç саккăрмĕш класс пĕтернĕччĕ. Шкулĕ ялтан тăватă çух-рăмра. Вăрçă пуçлансан ялти чылай ытти ачасемпе пĕр-лех Укахви те шкула çÿреме пăрахрĕ: Тăван çĕр-шывшăн хаяр вăрçă пынă чух, пĕтĕм халăх мĕн пур вăй-халне тăшмана пĕтерме панă чух кунсерен улт-çич сехет шкул-та, икĕ сехет çул çинче, юлашкисене — кĕнеке çинче ларса ирттерме намăс пекчĕ Укахвие.
Малтанхи уйăхра шкула çÿрекеленĕ пулсан та — уроксене тĕллĕ, ĕретлĕ хатĕрленсе кайма питех те сайра тÿр килчĕ. Шкулĕнче те вĕренÿ тикĕс пыман — пĕтĕм шку-лĕпех пĕр-пĕр колхоза кайса е тырă вырнă, е çĕр улми кăларнă, е авăн çапнă.
Çапла Укахви шкулта вĕренме пăрахрĕ. Вăрçăн иккĕ-мĕш çулĕнче пăрахрĕ вăл шкула çÿреме.
Вун пиллĕкри хĕр ача — вăрçă тапрансан — мăн çын-семпе пĕрле колхоз улăхне утă çулма каятчĕ. Çавана альяррăн çеç сулсан паккусĕ ансăр пулатчĕ унăн. Уках-ви çынсенчен юлас мар тесе паккусне сарлака илме ăн-тăлса пĕвĕ çитменнипе мĕн пур кĕлетке сулăмĕпе çаврăн-са, малалла ÿпĕнсе çулатчĕ. Паккус вĕçне тухмасăр ча-рăнман, никама та хыçран таптаттарса пыман, халăхран уйрăм канма та ларман.
«Мĕнле ывăнма пĕлмест çак хĕр пĕрчĕк»,— тетчĕç ва-ра хĕрарăмсем.
Çук, ывăнмастчĕ мар Укахви. Çамрăк пĕвне йывăр килетчĕ çак хăйĕн çулĕсене кура мар пикеннĕ ĕçрен. Пак-кус варринчех кукленсе анас килетчĕ. Алăсем ывăнса тĕнсех ларатчĕç, хул-çурăм юлмастчĕ. Хытса çитмен çам-рăк шăм-шак ирсерен такам хĕнесе тăкнă пек суратчĕ. ^Çапах та салху марччĕ çамрăк чĕрере. Ун чухне мăн çын хуйхи тытма вĕренсе çитейменччĕ-ха вăл. Самана хушши йывăр пулнă пулсан та, мăн çынсем хуйхă-суйхă-па пусăхнă пулсан та — хĕр ача чĕрине çут çанталăк иле-мĕ те кăтăкланă, ăнлансах çитме çук ăрăмлă япаласем те пулнă çĕр çинче уншăн, хÿхĕм ĕмĕтсем те тин çеç сăм-саланнă—пĕр çынсем ахлатни çеç чĕрене шар! çурнă, час та часах хаваслă кăмăла сирсе сĕвĕрĕлтернĕ. Çынсем хуйхăрса калаçма тытăнсанах ăçта та пулин пăрахса та-рас килнĕ... Анчах çĕр-шыв çине йăтăнса аннă хура хуй-хăпа пусăрăнман тĕлсем пулман пулĕ ку вăхăтра...
Пĕртен-пĕр халĕ те хаваслă кĕтес çурхи-çуллахи вăр-ман пулнă. Кайăксем çав-çавах хаваслă юрланă, вылянă, савăшнă...
Шăп çак тапхăрта юратса пăрахнă ĕнтĕ Укахви вăр-мана, çут çанталăка. Анчах, юлашкинчен, вăрман та, тав-ралăх та çав халăх хуйхин сĕмĕпех касăхнă. Укахви вара ăнланнă: çĕр-шыва çăлса хăвармасăр, тăшмана хăваласа ямасăр никам пичĕ çинче те савăнăç выляс çук. Çапах та хĕрача чĕри—хĕр ачаннахчĕ çав. Хĕрарăмсемпе пĕрле уй-хир ĕçне, Укахви пекех, унран икĕ çул аслă Коля тухатчĕ.
Вăл 9-мĕш класа каятчĕ, художник пулма ĕмĕтленет-че. Укахви 7-мĕш класра вĕреннĕ чухнех вăтам шкул сте-на хаçачĕ ун ÿкерчĕкĕсемпе тухатчĕ.
Çулла, каникул вăхăтĕнче, Коля та уй-хирти пĕр ĕçрен те юлмастчĕ. Ĕçлекенсем канма ларсаиах вăл кĕсйинчен блокнот туртса кăларатчĕ те самантрах е тутăр çыхакан хĕрарăм пуçне, е пĕшкĕннине, е çава çупнине ÿкерсе илетчĕ.
Пĕррехинче утă çулакансем канма ларсан вăл тем-скер текех Укахви çине пăхса ларчĕ. Йăпăрт çеç пăха-пăха илет. Хĕр ача, çакна сиссе, хăй ĕмĕрĕнче малтанхи хут каччă пăхса илнĕшĕн хĕрелсе каять. Çав вăхăтрах чуна темскер çĕклесе ярать, чĕре ăнланма çук канăçсăр тапа пуçлать. Кăмăл та ун еннех çаврăнса пырать. Хĕр ача вара пĕрремĕш хут çын çапла пăхса илнипех чĕре пăлханса тапнине, çĕр çинче вĕçĕмсĕр пурăнас, ĕçлес, ĕмĕтленес килнине туять. Кăшт вăхăт иртнĕçемĕн кун çумне тата канăçсăррăн таçта туртăнни, çав вăхăтрах тем çитменни хутшăнать... Çак сисĕме каччă татах та татах вăрттăн пăха-пăха илни вăйлатса ярать.
Анчах Укахви çакă вăл мĕн иккенне ăнланмасть-ха... Çук, кăшт çеç ăнкарать те — шухăшлама та вăтанать ун çинчен. Пĕчĕк чухнех ăна ачасем Кольăпа пĕрле выляни-не курсан «Кольăпа варлă» тесе витлетчĕç. Вара Укахви арçын ачасенчен аяккарах пăрăнма тăрăшатчĕ. Çынсем халĕ те çапла кулассăн туйăнса тăрать. Çавăн пиркиех-ши халĕ те-ха Укахви унран пăрăнса çÿрет. Тата епле-ха халех?.. Ун тантăшесенчен никам та каччăпа çывăх пулни илтĕнмест.
Пĕр кунхине утă пуçтарнă чух хĕрарăмсем Укахвие кăшкăрса чĕнчĕç.
— Укахви! Уках!.. Кил-ха, кил!
Укахви чупса пычĕ те хĕрарăмсем пĕр ÿкерчĕк çине пăхса тăнине курчĕ.
— Эсĕ-çке ку? Палларăн-и?..
Хĕрарăмсем Коля ÿкернĕ укерчĕксене курса лараççĕ иккен. Пĕр уйрăм хут листи çинче яштак пÿ-силлĕ, шу-хăша ÿкнĕ хĕр ача çĕре тирĕнтернĕ сенĕк аври çине тая-нарах тăрать. Тутăрĕ пуç тÿпинчен ĕнси çине шуса аннă, çÿçĕ кăшт арпашнă. Хăй ăшша пиçсе хĕрелнĕ, ывăнни сисĕнет. Çав вăхăтрах хĕр ачан сăн-сăпатĕнче темĕнле çирĕплĕх палăрать, вăл — ĕшеннĕ пулин те — хăйи-хăйми теменле ырă япала çинчен ĕмĕтленсе мала пăхать. Анчах Укахви кунта пĕрер çулталăк-çулталăк çурă аслăрах тухнă: кăкăрĕ те чăмăр...
Тÿррипе каласан, ку шăп та лăп Укахвиех ĕнтĕ... Теп-рер çултан кăкăр та, чăнахах, ÿкерчĕкрипе шайлашĕ. Çа-пах мĕншĕн пурăнма васкатмалла пулнă-ха художникăн
Укахвие?
Укахви çакна курсан хĕрелсе кайрĕ те тÿрех пăрăнчĕ, Коля енне вăльт çеç куç ывăтса илчĕ. Коля та хĕрелсе кайса çавăнтах урăх ÿкерчĕксене кăтартма пикенчĕ.
— Эпĕ мар вăл,— терĕ Укахви кичем сасăпа. Хăйĕн вара чĕри васкарах сике пуçларĕ.
— Мĕнле эс мар?—терĕç çынсем.— Каснă-лартнă эсĕ.
Укахви ку мĕншĕн хăй мар иккенне те каласшăнччĕ — шарламарĕ, вара пачах урăх сăмах каласа хучĕ:
— Аппаланнă çав... Еçсĕр аптраса...
Коля та сăмах чĕнмерĕ, ÿкерчĕксене çеç йăпăр-япăр пуçтарса чикрĕ.
Укахви хуйăха та, савă1нăçа та пĕрешкелех тÿлеккĕн, никама нимĕнпе палăртмасДр чăтса, пытарса çÿреме вĕ-ренсе çите пуçланă ĕнтĕ. Чăвашсен «Аллу хуçăлсан — ал-са ăшне пытар» текен каларăшĕ — унăн чуннех кĕрсе ларнă. Хуйхă-и, савăнăç-и — пурпĕрех лăпкă çÿренĕ, лăп-кăн калаçнă. Пĕр ытлашши сăмах та вĕçерĕнсе кайман унăн. Вăл çапла çÿренĕ пирки «ку туйăмсăр, чунсăр хĕр ача» теме те пулнă. Анчах Укахвие хуйхă чух хуйхăрма-сăр, савăнăçлă чух хавасланмасăр, екки пур чух калаç-масăр чăтма пысăк чун вăйĕ кирлĕ пулнă. Кунта темĕнле хăйне евĕр чăтăм сисĕннĕ. Укахви кăмăлĕн çак енне тата ытларах ÿстерсе çирĕплетекен тепĕр сăлтав — вăхăт, вăр-çă вăхăчĕ пулнă.
Халăхăн хуйхи пысăк чух шÿт туни те, каччă хуйхи тытса çÿрени те — çын яла-пăла пулни пек туйăннă ăна...
Çак туйăм шăпах хĕр ачан талайĕ çирĕпленсе пынă чух чăмăртаннă май кайрантарах вăл хĕр ачан кăмăлне те, сăн-питне те ĕмĕрлĕхех витĕр çапнă.
Кольăн та çавăн пек туйăмсемех пулнă пулмалла. Укахвипе вăл нихçан та шÿтлемен, кулса та илмен, ачаш сăмах та каламан ăна.
Анчах калас килни сйсĕннĕ. Иккĕшĕн чунĕсем пĕр-пĕ-рин енне туртăнни те палăрнă. Çапах вĕсем нихçан та ик-кĕш çеç тĕл пулман, иккĕшĕн ятне пĕр ырă каç та килмен.
Тĕл пуласса вĕсем халăх хушшинче çеç, ĕçре, тĕл пул-нă, кунта та калаçман, анчах вĕсем калаçмасăрах пĕрне-пĕри килĕшнине туйнă.
Çак çулхине пĕрре çеç калаçрĕ Коля Укахвипе.
Укахвин пысăк çава... Аври вăрăм... Çĕççи касмасть. Йĕрессе çитрĕ Укахви. Çак вăхăтра ун умне Коля пырса тăчĕ те çавана хăй аллине илсе çавăркаласа пăхрĕ. Вă-рăм курăк татса илсе пĕр вĕçне çава кăвапинчен яваларĕ, тепĕр вĕçне тăпсипе тан татрĕ те — çава сăмси тĕлне ку-çарчĕ, çавăн ункисемпе пастарне кăларсах аппаланчĕ.
— Выртарах çулатăн эсĕ,— терĕ вăл юсаса пĕтерсен хĕр çине кăмăллăн пăхса.
— Тавах,— терĕ çеç хĕр. Çавине Коля питĕ меллĕ те селĕм туса панă иккен: вăшкăнать çеç.
Хĕрарăмсем кулма тытăнмин те — Укахви, тен, ăшăрах
сăмах та тупатчĕ пулĕ...
— Мăшăрлантармалла кăна кусене,— асăрхарĕ пĕри.— Кур-халĕ, чип-чипер çава туса пачĕ.
— Çук, эп ăна хам валли пăхса ÿстеретĕп-ха,— шах-вăртрĕ Кольăран кăшт аслăрах Ванька.— Çапла-и, Укахви?
Укахви хĕрелсе кайрĕ те ним чĕнмесен татах намăслантарасса.пĕлсе сăмах тавăрчĕ:
— Çапла çав! Шыври илтмен те...
— Эпĕ ватă, Коля пек мар,— терĕ леш пăшăрханнă пек.— Тиркет мана...
Укахви куна хирĕç те çийĕнчех сăмах тупрĕ:
— Ас кĕмесĕрех ан ватăл-ха.
Кун пек татса хурсан виртлешесси çийĕнчех сĕвĕрĕлсе кайрĕ.
— Э-э, кун çумне пули-пулми çыпăçаймĕ,— терĕç хĕрарăмсем, унтан Ванькăран хăйĕнчен кула пуçларĕç.— Так пит пĕçертĕн пĕрре ку хĕрпе...
Укахвин çак çу хыççăнхи хĕл — темиçе хут лава, вăр-ман ĕçлеме кайса килнисене шута илмесен — фронта вал-ли алса-чăлха çыхса иртрĕ. Пĕр вăтăр мăшăр çăм алса, çирĕм мăшăра яхăн чăлха çыхрĕ вăл.
Тепер çулхине Укахви вун ултта ярса пусрĕ, вăл халĕ, чăнахах, Коля иртнĕ çул ÿкернĕ ÿкерчĕкри пек хĕр пулса тăчĕ. Коля вун саккăра кайрĕ.
Ака-суха ĕçĕ пĕтсен çу уйăхĕн пĕр каçхине колхоз хăярĕ-купăстисене шăварса таврăнсан — Укахви патне çакăн пек хыпар çитрĕ: ыран ялти ар шутне кĕрсе пыракан иккĕрен икĕ каччă — Ваньăпа Коля — çара каяççĕ иккен...
Хĕвел аннăччĕ... Хăрах енчен кăштах пĕлĕт хăймаланатчĕ... Кăнтăрла хĕвел çути çăтса тултарнă çĕрĕн-шывăн, сывлăшăн ырă ăшшине те çывхарса килекен каç йăлтах каялла ĕмсе илейменччĕ. Сывлăшра серте-пултăран шăршиллĕ тĕтĕмпе хутăш чапăр курăк шăрши те кĕретчĕ...
Укахви ах!.. урама чупса тухрĕ.
Нумайлăха асра юлчĕ çав каç! Пĕртен-пĕр аса илмел-ли каçĕ те çакă çеç пулчĕ... Вĕсем —Укахви, Хĕветли, Ольга тата Ваньăпа Коля—вăрах вăхăт ларчĕç Укахвисен лаçĕ çуменчи каска çинче.
Шÿт пулмарĕ, вăйă калани илтĕнмерĕ. Шăпăрт çеç ларчĕç.
Укахви — Коля çумĕнче...
Коля пĕрмай шăппăн çаврăнса куçран пăхса илет те — Укахви пуçне чикет, унтан хăй черечĕпе ун çине пăхса илет. Куçсем пытанмалла выляççĕ — пĕрре çеç хире-хирĕç пулчĕç вĕсем, вара иккĕш те пăлханса, именсе кайрĕç.
Пурнăçра пĕрремĕш хут пĕр-пĕрин çумне ларса курнă хĕрпе каччăшăн, халиччен кун пирки ĕмĕр тума май çук япала çинчен шутланă пек çеç ĕмĕтленнĕскерсемшĕн, çап-ла ним чĕнмесĕр юнашар ларни те савăшса пиçнĕ яшсем ыталанса чуп тунинчен çĕр хут ытларах чĕрене сиктернĕ... Çак каç хăех вĕсемшĕн пĕр ĕмĕр пулнă. Чĕре .хытăрах та хытăрах тапнине туйса весем сăмах та хушайман, шыра-ман та — иккĕш пĕрле ларниех вĕсемшĕн темĕнле сăмах-тупаран та ăнланмалларахчĕ. Сăмахпа каласа вĕсем пур-пĕрех хăйсем мĕн туйнине ăнлантарса парайман пулĕччĕç. Çапла шăппăн ларнă чух вĕсем пĕрне-пĕри витĕртерех те ăнланнă...
Вĕсем мĕн калаçмаллине те, мĕнле уйрăлмаллине те пĕлмен.
Иккĕш çеç ларса юлсан Укахви киле кĕме васкарĕ. Коля ăна сасартăк аллинчен тытса чарчĕ:
— Тăхта!..
Укахви турткаланмарĕ, çапах та хăй каччă аллине тир-пейлĕн сирче. Каччă хапха умнех çитсе тăнă хĕре хирĕç пăхать.
— Ыран кăнт|рла тĕлне каятпăр,— тет вăл.
Укахви куна хăех пĕлет... Çапах та... Çапах та — ку сăмах çĕçĕ пек сĕрет чĕрене. Йĕрес килет...
Çапах та ял çумĕнчн вăрманта шăпчăк юрлать. Сасси уçă хăйĕн... «Укахви! Укахви!.. Чарăн-чарн-чарн-чарн!.. Халлĕ вăл, халлĕ вăл!.. Чăп, чăп, чăп... И-и, чăтăмсăр!..»— тет савăк кайăк, хуйхăра та пĕлмест.
— Каяс пулать ĕнтĕ,— тет Укахви чунне хытарса.— Çĕнтерсе таврăнăр...
Тата темскер ăшă сăмах калас килни пур — чĕлхе çав-рăнмасть. Укахви хăвăрт Коля çине пăхса илет те — ал-липе хапха юпине сăтăркалать. Унтан тем аса илет, ал-лине саппун кĕсйине чикет.
— Çакна упра эппин... Ман ятăмран...
Каччă хĕр аллинчен тĕрленĕ сăмса тутри илсе вăртах пуçне çĕклет.
— Укахви!—тет вăл йывăррăн тем çăтнă пек сăмах çавăрса.— Упратăп, Укахви! Упратăп!
Каччăн тата тем каласси пур — калаймасть; тем çит-мест ăна, тата тем тăвас сунăм пур — хăйне çĕнсе хăю-лăхне илеймест...
Укахвин те çĕрĕпех çапла тăрас килет. Çак саманта
çеç емер тăршшĕ тăсасчĕ... Анчах вăл хăлăпран тытать те кил карти хапхине уçать...
— Кĕрес пулать,— тет вăл аран-аран.— Укахви, тăхта!..
Укахви пĕр-ик чăлăма чарăнса тăхтать, кĕмех тăнă-скер — тата тепĕр утăм тăвать.
— Тăхта, Укахви.
— Кĕмелле,— тет Укахви.
«Тепре чĕнсенех — каялла çаврăнатăп,— шухăшлать хăй.— Тепре чĕнтĕр çеç...»
— Пĕр самантлăха çеç тăхта...
— Вăхăт нумай пулчĕ... Ирех каймастăр-çке-ха... Ку-рăпăр та, тен... Ырă каç,— тет Укахви.
Хĕр çакна сăмах çукран çеç калать, унăн та кĕресси килмест. «Тепĕр сăмах çеç илтсе юлас унран... Сасси те пулин хăлхара юлтăр...» Анчах вăл хăйĕн юлашки сăмах-не аса илет те, пыра кумкка ларнине çăтса, тĕтреленнĕ куçне вăйранах хĕссе картлашка тăрăх чупса хăпарать...
Çапла пулчĕ вĕсен малтанхи те юлашки калаçу. Кун-па пĕрлех... уйрăлу та.
Ирхине — хĕвел тухса сарăлсан — Укахви, Хĕветли, тата Ольга пĕрле пухăнса салтак тутри капăрлатрĕç. Çÿ-çеллĕ пурçăн тутăр варрине хĕрлĕ çăлтăр çĕлерĕç, йĕри-тавра тĕрлĕ тĕслĕ хăюсем çыпăçтарчĕç, ярапа ячĕç.
Укахви хăй Кольăна кунĕпех курмарĕ, вĕсем тутăр вĕçтерсе салтак чупнă чух çынсем куçĕсене шăлса хапха умĕнчен пăхса тăчĕç пулсан—Укахви пĕрре çеç кантăк витĕр урай варринче тăрса пăхса юлчĕ. Асатма та каймарĕ вăл, пĕтĕм ял-йыш укăлча хапхинче сывпуллашнă чух — кил картинчи карта хушăкĕнчен çеç кăшт пăхса тăчĕ. Кунта та вăл нумай тăраймарĕ — чун кÿтсе çитнипе пахча-налла вирхĕнчĕ... Вара вăрмана кайрĕ те каçченех çÿрерĕ унта...
Çук, чуна пусармалли, ăша вырттармалли, йывăр шу-хăшсенчен хăтăлмалли меслет çеç шырарĕ Укахви.
Кун пек мел те тупма пулать иккен. Ку вăл — кун ка-çа пуç çĕклемесĕр, пуçа шухăшлама памасăр ĕçлени.
Пикенсе ĕçленĕ чух пуçа шухăшсем ытлашшиех çу-лăхмаççĕ. Кайран вара ĕшенсе ÿкетĕн те киле çитсенех вырăн çине тăсăлса анатăн — пĕр талăк катăлчĕ ак...
Çапла шурĕ ик эрне. Икĕ эрне иртнĕ хыççăн вĕсене, ялти виçĕ хĕре: Укахвие тата Укахвирен пĕр çул аслăрах Хĕветлипе Ольгăна — Е. тăрăхне окоп чавма ăсатрĕç.
Çулталăка яхăн окоп чаврĕç вĕсем, çулталăкран акă халь уйăх каярах çеç яла таврăнчĕç...
Укахви малтанхинчен те пусăрăннă. Сăнне хурлă сĕм çапнă. Пичĕ-куçĕ туртăннă. Вăл ĕнтĕ халь вун çиччĕре. Çак иртнĕ çулта савăнмалли пĕрре çеç пулчĕ пулĕ... Ку савăнăç вăл — яла, тăван тавралăха ура ярса пуснă чух пулчĕ.
Эй, ытарми тăван çĕрĕ-шывĕ, кĕтесĕ!
Коля пирки вара никам çырăвĕ те ырă хыпар кÿмерĕ. Ванька та çухатнă ик^ен ăна. «Укахви çырăвие пĕрре те илменччĕ»,— тесе пĕлтерет ун пирки вăл.
Хăш çĕрте-шывра курăк таптать-ши?..

3
Шухăшламан чух шухăшăм çук,
Шухăшласан — пуçăм çаврăнать.
Халăх юрринчен
...Акă мĕн аса илчĕ Укахви Хĕветлипе пĕрле вăрман сулхăнне канма ларсан.
Шухăш çăмхи сÿтĕлме тытăнсан — тытса та чараймăн.
Аса килет тата Укахви хăй ялтан окоп чавма тухса кайни те...
Канаша çитнĕ çĕре Укахви, Хĕветли пек хĕрсем пĕр виç çĕр çынна яхăн пухăнчĕç.
Е. хули çывăхне илсе кайрĕç вĕсене... Çитсенех брига-дăн-бригадăн уйăрчĕç. Кашни бригадăра — вăтăршар хĕр. Бригадирĕсем те хăйсем хушшинченех.
Блиндажсем, танксене чармалли окопсем чавтарчĕç вĕсене — танк пынă çĕртех унта кĕрсе кайса каялла чава-ланса тухмалла мар шăтăксем. Кун пек окопа тăваттăн-пиллĕкĕн ик-виçшер кун чавма тиветчĕ. йывăрччĕ ĕç. Çа-пах та çĕр шăниччен, сивĕтиччен йывăрлăхĕ ытлах сисĕн-местчĕ. Кайран вăйсем те иксĕлчĕç пулмалла хĕрсен — тек-текех халтан кайнине туя пуçларĕç.
Чи йывăрри вара раштав, кăрлач сиввисем çитсен пуç-ланчĕ.
Пуринчен ытла çамрăк шăм-шаксене сивĕ хуçрĕ. Çил тумтир витĕр, ÿт-тир витĕр кастарса шăмăсенех çитсе кă-тăклать, сулăнтарса ярать; çĕр çумĕпе, вирт кайнă пек, сăлпăран кустарать. Пите кăшт çиле хирĕç тытсанах тăм илсе ярать, çул çинче те хăяккăн çеç, минутсерен çил енне çурăмпа çаврăна-çаврăна утатăн. Алла алса ăшĕнчех чăмăртаса тытатăн та — алса пÿрнескисем пушăллах сул-ланса пыраççĕ. Тăм илтерсе янă аллисене хĕрсем сивĕ шыва чикеççĕ те, çара алăранах пăр «перчетки» шăнкăлт! хывăнса ÿкет.
Кунсерен лум-кĕреçе йывăрланса пырать алăра, хĕр-сем чирлеççĕ, вĕсем вырăнне урăххисем килеççĕ...
Вĕсем малтан кăнтăрла ĕçлетчĕç пулсан, кайран ыт-ларах çĕрле ĕçлеме тытăнчĕç. Ку вăл пĕр-икĕ хут тăшман самолечĕсем тылах вĕçсе кĕрсе бомба пăрахса хăварнă хыççăн пуçланчĕ. Укахви малтанхи хут юпа уйăхĕнче илтрĕ бомба шăхăрса аннине. Чи хăрушши иккен — бомба çÿл-тен ÿлесе, шăхăрса анни. Пуç çинчех улать вăл, шăп та лăп— никам çине те мар — сан пуç çине анать пек; ÿкет те — çук, кăшт аяккарах ÿкнĕ иккен...
Çавăн чухне Укахвин чи çывăх тусне — Иваново хулинчи пĕр хĕре, Соньăна, вĕлерчĕç... Халĕ те-ха утти-тăр-ри куç умĕнче, сăмахĕсем хăлхара...
Укахви унта килтен пилĕк мăшăр çăпата, икĕ мăшăр хура çăм тăла илсе кайнăччĕ.
«Хĕр ача,— терĕ Соня, килсе кĕнĕ кунхинех Укахвие куç хывнăскер.— Мĕн ку сан урунти, э? Çаврăн-ха, çав-рăн, курам!»
«Çăпата»,— терĕ Укахви.
«Çăпата?—тĕлĕнчĕ хĕр ача.— Халĕ те сирĕн чăвашра çăпатана пăрахаймаççĕ-и?»
«Ма пăрахас,— тет Укахви.— Еç ури вăл пирĕн. Еçле-нĕ чух сыраççĕ. Мĕншĕн тесен урана çăмăл, тата ăшă та».
«Çăматăран та ăшă-и?»
«Санăннинчен ăшăрах ĕнтĕ»,— тет Укахви.
«Укахви, сан урăх çук-и çăпата? Пар мана — эпĕ те сыратăп!» ,
Çапла вĕсем иккĕш те çăпатапа çÿре пуçларĕç.
Тата мĕн тери хавхаланса каласа паратчĕ вăл хăйĕн савнийĕ çинчен. «Летчик вăл ман, икĕ орден илнĕ...»— тетчĕ Укахвие ыталаса.
Чуна йывăр çаксене аса илме... Çисе тăранайманни те, ыйхă татни те пĕрре мар пулнă. Сирена кăшкăртса шуй-хататчĕ те — ĕçе пăрахсах е çывăрнă çĕртен сиксе тăрсах хÿтлĕхе чупатăн...
Акă халь Укахви каллех — тăван ялта, тăван уй-хирте.
Палан хыççăн пилеш те тутлă. Акă халь, иртнипе тан-лаштарсан, çак тăван ял вăрманĕ хĕрринче ларни те — хăй вăл пĕр ĕмĕр.
Акă вăрман хĕррст... Вăрман тăп тăрать. Иывăçсене темĕнле ырă япала килсе çитессе кĕтсе ним хускалмасăр тăма хушнă тейĕн. Вăрман, сăпай çын пек, пăхăнать çапла тăма хушнине. Тĕл-тĕл хĕсĕнсе тăнă ăвăссем çеç, каласа итлемен чарусăр ачасем пек, çулçисемпе шапăлтатса ил-еççĕ-илеççех. Тата ав уйрăм ларакан ăвăш çил кăшт пырса тĕкĕнсенех йĕкĕрлĕ хĕрлĕ çырлисене вылятса тап-калашма тытăнать.
Хĕветли пуçне çĕклерĕ те Укахви çине пăхрĕ.
— Укахви,— терĕ вăл.— Эс халь мĕн шухăшлатăн?
— Нимех те,— тавăрчĕ Укахви алса йĕпписене хăвăрт вылятма тытăнса.— Эсĕ мĕн шухăшларăн?
— Эпĕ ак хамăр мĕн-мĕн курнисене аса илтĕм,— терĕ Хĕветли.— Хăш-пĕр ăнланман арçынсем калаçнине тата. Хамăр ялти аманса тайрăннă Мĕтри калани ăша кĕчĕ-ха. «Эсир, хĕрарăмсем,— тет вăл,— мĕн курнă? Окопра вырт-ман, бомба айĕнче пулман, пăшалпа тĕллесе тăман сире... Ларнă кунта ал усса, хуçалăха та япăхтарса янă». Шут-ла-ха, Укахви, хамăр мĕн-мĕн тÿсмерĕмĕр пулĕ... Астăва-тăн-и, мĕнле виç-тăват хĕрарăм пухăнса, сухапуçне кÿлĕнсе анкарти сухаларăмăр... Лашасем тĕртсе ярсан кайса ÿкеççĕ, камăн ĕни вăйлă — ĕне кÿлет... Арçын çапах ку таранччен сухапуçне кÿлĕнсе курман-ха... Эпĕ çăмăл теместĕп арçынсене, çапах та арçын çапла каланине илтсен чун ыратать.
Укахви тек аса илесшĕн пулмарĕ нимĕн те. — Ара, эс варлă теместчĕç-и унпа?—терĕ вăл сăмаха урăх еннелле пăрса.-—Мĕн вара çапла калать вăл сана.
— Çук, унпа пăрçа пиçмест пирĕн,— терĕ Хĕветли.— Ун тăванĕсене те юраса пурăнаймăн. Куна мана çураçас-шăн тенĕрен каларăм-ха. Хĕр пуçăмпа уччана качча тух-са лараймăп. Ваньккана кĕтетĕп эпĕ... Вăл пулман пул-сан — пыратчĕ те-и ĕне çукран качака. Тата, çынна ан шарла та-ха, аманасса та вăл вăрçăра аманман текен сас-хура пур...
— Апла вăл... сутăнчăк-иç!—пуçне çĕклерĕ Укахви.
— Çапла пулать вара...
— Кай! Тем ăслă çын та пур çĕр çинче! Ара, çакăн пек йывăр вăхăтра мĕнле этем çапла хăтлантăр? Мĕн пит-пе пăхать вăл çын куçĕнчен?!
Çак вăхăтра ялтан чан çапни илтĕнсе кайрĕ. Ку вăл — кăнтăр апачĕ иртрĕ, ĕçе тухмалла тенине пĕлтерчĕ.
Укахвипе Хĕветли ура çине тăрса хăйсен каçалăкĕсем умне утрĕç. Çакăнпа пĕрлех тĕмĕсем кутне канма выртнă хĕрарăмсем, сăвăрсем пек, пуçĕсене çĕклерĕç.
Хĕрарăмсем, хĕрсем каллех ĕçе пикенчĕç.
...Таçта инçетре хĕрсе çапăçу пырать. Хаяр çапăçу, ви-лĕмле çапăçу... Унта çак уйри халăхăн упăшкисем-тусĕ-сем... Тăван çĕр-шыва çăласшăн пырать хаяр вăрçă...
Каçалапа каллех колхоз председателĕ Тарье тухать.
— Юлташсем,— тет вăл.— Пирĕн ыран кăнтăрла тĕлне сахалтан та пĕр вунă тонна çĕнĕ тырă леçмелле.— Кĕçĕр çĕр хутах авăн çапма тивет. Никам та ыйхă çинчен ан шутлăр.
— Ыйхине чăтăпăр!..— тет Хĕветли.
Унтан Тарье савăнăçлах мар хыпар пĕлтерет: ялтан виçе çынна Н. тăрăхне торф кăларнă çĕре ямалла.
Никамах та тĕлĕнмест. Харкам хăех çапла шухăш-лать: «Ямалла пулсан— ямаллах. Анчах камсене ярĕç-ши?»

4
Аçта çитнĕ унта пĕр хĕвел,—
Çуралнă çĕр-шыв шел юлать.
Халăх юрринчен

Пăчă. Хĕвел çывăхран карталаннă — ку вăл тепĕр çур талăкран çанталăк пăсăласса. Сывлăшĕ те йывăр — шăм-шака ĕнтĕркеттерекенскер.
Таврара хатарлă шăплăх тăрать. Лăм та çук, варкăш çил те. Хĕвел пăхать пулин те, темĕнле тĕтре-тĕтĕм витĕр ÿкет ун çути, çавăнпа та таврара хĕвел тĕттĕмленнĕ чух-нехи пекрех тĕксĕм.
Çак шăплăхра хушăран хушă çеç çерем çинче амăшĕ апат тупса парасса кĕтсе ларакан курак чĕпписем, çунат-тисене сарса уçăлсах çитмен сассисемпе хăрушшăн хурах-латса кăшкăрса яраççĕ, унтан темскер тупнă амăшне хирĕç ынатланса сиксе пыраççĕ. Карта юписем çинче те пăшăхса ĕнтĕркене курак чĕпписем çунаттисене усса ла-раççĕ. Тата пÿрт-хуралтă умне вĕри тусана чавса кĕрсе выртнă чăхсем урисемпе чавкаласа нÿрĕ çĕр кăлараççĕ те çунаттисемпе çапса çăвăнаççĕ. Е тин çеç амăшĕ пăрах-нă çăвăр автан авăтма хăтланса питĕ айваннăн кăшкă-рашать.
Ял çинче те пĕтĕм таврара темĕнле хурлă юрă илтĕнсе тăрать пек. Çын мар, тавралăх хăй юрлать пек... Çĕр юрлать пек...
Сăмахсăр юрлать. Пысăк хор халăх йынăшнине кă-тартнă чух хупă çăварпа вăрăммăн, ним сăмахсăр юрла-са тăнă пек. Ку вăл такам, пысăк хуйхăпа та хуçăлмасăр, хăйĕн мĕн пур чун кÿттине юрăпа пĕрле тавралăха салат-нă пек... Çак кĕвве кашниех туять, илтет... Акă, чăн та, ял хыçĕнче çынсем юрла пуçларĕç.
Куна тырă выракан хĕрсем юрлаççĕ. Анчах сăмахĕ-сем илтĕнмеççĕ... Юрă сасси хиртен яла юхса кĕрет те çă-ра сулхăн ÿкерекен ват йăмрасене çапăнать. Ват йăмра-сем хăйсем юрлама пуçлаççĕ те — юррине кăштах çăтса. юлнă хыççăн сăрталла параççĕ; сăрт та ăна кăшт хăй ăш-не сăрхăнтарса илет, юлашкине малалла ĕнерсе парать, юрă сассине вăл улăх тăрăх анаталла ярать, шывсене, хирсене сапалать. Улăха çитнĕ çĕре вара юрăран, чăнах та, ним сăмахсăр ахрăм çеç тăрса юлать, вăл вăрăммăн та нумайччен илтĕнсе тăрать. Хĕрсем çаплах юрлаççĕ.
Каччисем инçетре, ялта пĕр яш та çук... Хăшĕ ашшĕ вилни çинчен хыпар илнĕ, тепри пиччĕшĕ çухални çинчен, Ольгăн тусĕ — аманнă, Укахвин — çухалнă. Хĕрсем юрлаççĕ...
Юрри тавралăх хурлăхĕпе кĕвĕллĕ. Тавралăх та тă-лăха юлнă: вăйпитти арçын аллисĕр, машинсăр, вăйлă лашасемсĕр, пĕрлĕхлĕ юратусăр...
Хĕрсем юрлаççĕ. Тÿрри-варлисем вăрçăра. Хушса юрламаллине улăх, вăрман, сăрт, шыв ярса илсе малалла тăсать.
Сăмахĕсем илтĕнмеççĕ...
«А-ă-м-м-м-м-м...»—вăрăммăн илтĕнсе тăрать таврара. Ушкăн хĕр çинче Укахви те юрлать. Вăл çап-çамрăк-ха: вун çиччĕре. Хĕветли те юрлать. Ольга та... Укахвин йăмăкĕ те, Анюта, вун иккĕри хĕр ача, кунтах... Вĕсем аслă уйра пĕр ушкăна пухăнса тăнă. Кĕçĕр чăлăм куç хупмасăр авăн çапнă хĕрсенчен — тăраканни тăррăн тăрать, лараканни ларать...
Акă пĕр хĕрарăм упăшкин вилнĕ хутне илнĕ... Сирсе сирĕлми хуйхăпа ах тесе те сывлăшĕ тухмасть: тăнран тухнă пек хытса кайнă та—валем çинче ларать... Хĕрсенчен никам та сăмах тапратса калаçмарĕ. Вĕсем паян хăйсен хушшинчен виççĕшне каллех инçе çула ăсатаççĕ: таçта, тахăш çĕре — торф кăларма теççĕ. Каякансем — виçĕ хĕр-тантăш: Укахви, Хĕветли, Ольга... Хăш çĕре яраççĕ вĕсене? Мĕн вăхăт пурăнмалла унта вĕсен? Ырлăх кĕтет-и унта, хурлăх-и?
Куна вĕсем ыйтмаççĕ, хăйсемех пĕлеççĕ кукка патне мар иккенне. Çĕр-шыва кирлĕ пулсан — каймалла, усăллă пултăр çеç, часрах тăшмана çĕнтерме пулăштăр çеç...
Хĕрсем карталанса тăнă. Çийĕнчи тумтирĕсем камăн мĕнле: пĕве илем кÿме мар тăхăннă, шукăльшăн мар. Кунта тумтирĕн пĕр пĕлтерĕшĕ çеç — ÿт ан курăнтăр, пит-ти лултăр.
Кăнтăрла иртсен пĕтĕм ял укăлча тулашне тухрĕ. Малти лав çинче — лавçă, кутамккасем. Пĕчĕк айтур ура-панах икĕ ут кÿлнĕ. Тĕпри — ырхан хушка, пичеври — пакрус тиха.
Хыçалти лав хыççăн виçĕ хĕр тата вĕсемпе пĕрле ха-лăх утать.
Ял тулашĕнче сывпуллаша пуçларĕç.
— Çулăр ăнăçлă пултăр ĕнтĕ...
— Чипер кайса, чипер таврăнмалла пултăр... Амăшĕсем ăс вĕрентессипех:
— Ну, тÿрĕ çÿрĕр, ачасем. Аслисене пăхăнăр, вĕсен ирĕкĕнчен ан тухăр... Ырă ятпа таврăнăр...
Каякан хĕрсенчен чи асли те — Хĕветли — вун саккăр-тан çеç иртнĕ.
Укахви амăшĕ чăтаймарĕ, нăшăклатса илчĕ те саппув кĕтессине çĕклесе тутине хупларĕ, унтан унăн куççуль ви-тĕр каланă сăмахĕ илтĕнчĕ:
— Ах, çав çĕрçăтманă Гитлере... Ма йытă çимест-ши пуçне! Ара, пĕве çитмен хĕрсене тĕнче тăрăх нуша курса çÿремелле килчĕ-иç...
— Вăл çеç куç тулличчĕ,— тет Хĕветли амăшĕ те хĕрĕ умĕнче хÿхлесе.— Ашшĕ вилчĕ, пиччĕшĕ çыру та çыр-масть. Ана пăхса çеç йăпанса пурăнаттăм.
— Эс чăтăн-ха, кин, çула каякан çынна хурлантарса ямаççĕ ăна,— тет Ольга амăшĕ.— Хăйсенне хăйсем пĕлсе çÿреччĕр ĕнтĕ. йывăр пулсан та — чăтмалла.
— Ачисем вĕсем маттур! Ниçта та аптăрамаççĕ,— тет председатель.— Лепе те колхозра ĕçленĕ пек ĕçлĕр.
Хĕрсем амăшĕсене лăплантараççĕ.
— Пирĕншĕн ан кулянăр,— тет Укахви.— Çын чăтнине чăтăпăр. Этем тума пултарнă ĕçех параççĕ пуль-ха...
Çакна каланă хыççăн хĕрсем часрах хускалса кайма васкаççĕ. Лавсем тапранаççĕ, хыçалти лав хыççăн халĕ виçĕ хĕр утать, ял пуçĕнчен иртсен вĕсем çаврăнса тăр-са алă сулаççĕ те урапа çине лараççĕ, юсталлă лашасем юртă çине ÿкеççĕ. Пĕкĕ унки шăкăртатни çеç паçăрах ил-тĕнсе юлнăскер, çынсен хăлхисенче халĕ те-ха йăн-йăн тăвать.
Лавсем вăрман кукринче курăнми пулсан çурлисене тĕмĕ айнех хăварнă хĕрарăмсем хире ыраш пуссинелле утаççĕ, хуллен утаççĕ...

5

Уя тухрăм,—уй куртăм:
Ик сар лаша вăрçаççĕ...
Хире тухрăм—хир куртăм:
Икĕ старик вăрçаççĕ...

Халăх юрринчен

Пĕр ушкăн хĕрарăм сĕлĕ вырать. Сĕлли лутра, çатра, сайра, пиçенлĕ, вĕçкĕнлĕ. Лутраскерне çĕр çумĕнченех вырнăран — пилĕк хуçăлсах анать. Тĕл-тĕл вырма та çук •çĕрте — кăклаççĕ.
«Хăçан машинпа вырăпăр-ши?..»
Вăрçă чарăнсан...
Тепĕр ушкăн хĕрарăм вăкăрсемпе кĕлте турттарать.
Чăвашра вăкăр кÿлме вăрçă вăхăтĕнче вĕренчĕç. Вă-кăр кăна мар, ĕне те кÿлеççĕ. Вăкăр çапах та лаша мар, темĕнле хăваласан та — йăраланать çеç: çур сехетре — çур çухрăм. Шыв курсан вара—вил те чараймастăн: тул-ли лавпах çырмана сикет. Вăкăрсем, лавĕ-мĕнĕпех кĕпер айне сиксе, икĕ хĕрарăма амантнă...
«Хăçан лашасемпе кĕлте турттарăпăр-ши?»
Вăрçă чарăнсан...
Хăçан хĕрарăм, аллине лăшт усса, пĕрре ларса курĕ-ши?..
Çан-çурăмра кĕçĕ. Чирлисене сыватма тухтăрсем çнт-меççĕ, фронта кайса пĕтнĕ...
Апат-çимĕçĕ тулăх мар. Ыйхисем çăмăл. Сăнĕ-пичĕ-сене çĕр сăнĕ çапнă.
Выльăхсене кас-кас касу чире килсе хуплать.
Енер тата ял çумĕпе умлăн-хыçлăн вун çичĕ çилхеллĕ кашкăр иртсе кайнă.
Вăрмансенче те вăрçă енчен тарса килнĕ тĕрлĕ кайăк-сем çуйхашнă... Çÿлевĕçсем, вăрман кушакĕсем, пурăшсем ерчесе кайнă.
...Хĕрарăмсем ĕçлеççĕ... Виçĕ каç çĕр каçа уйăху^çутипе вика çулчĕç. Куçсем хупăнса лараççĕ...
— Чăтмалли нумаях юлмарĕ,— тăшман тарать!
Çапла калаçать халăх.
Фронт вĕçĕмсĕр хĕç-пăшал, тумтир, апат-çимĕç ыйтать.
Лав хыççăн лав, лав, лав... Тырă лавĕ, тумтир лавĕ, çыру лавĕ... Пурте фронт енне... Пурте — хĕрарăм алли витĕр тухнă.
Станок умĕнче хĕрарăм тăнă.
Тимĕр тăпри хĕрарăм кăларнă.
Çĕр кăмрăк хĕрарăм кăларнă.
Анчах çĕр кăмрăкĕпе пуян вырăнсем—ташман аллин-чен е вĕсене юхăнтарса ишсе хăварнă. Пăравуссем вутăпа çÿреççĕ, электростанцисем торфпа ĕçлеççĕ.
Акă вăл торф...
Ана çĕршер çын хупăрласа илнĕ, тĕл-тĕл кĕреçесемпех чаваççĕ, вагонеткăсене тиеççĕ те тĕртсе каяççĕ. Тепĕр çĕр-те насуспа уçлаççĕ.
Еçлекенсем пурте — хĕрупраç... Тĕрлĕ çĕртен пуханна вĕсем: Тутартан, Марирен, Чăвашран...
Торф ушах вырăнта... Çиелтен пĕр си илетĕн те — аялта шыв.
Акă пĕр хĕр чаваланать... Фуфайкăпа, атăпа, çĕлĕкпе... Вăл, чĕркуççи таран шывра тăраканскер, кĕреçипе торф ăсса илет те — тачка.çине ывăтать.
Торф купи çинче ларакан хĕр хуллен ура çине тăрать те тачкăна хускатать, хăрах кустăрмаллă тачка тÿнсе каять.
— Хĕветли, эсĕ ывăннă пулĕ, кÿр, хам тĕртсе каям,— тет шывра тăраканни.
— Темех мар, Укахви,— тавăрать хĕр.— Кăшт кана-тăп та — хамах...
Укахви ятли тачкăна ярса илет те хăма тăрăх кустар-са каять. Хăми йăпăлка. Хĕр ури шуса каять. Атă кун-чинчен сивĕ шыв юхса кĕрет...
Нимех те мар! Пĕрремĕш хут-и-мĕн? Хĕр хĕрÿллĕ — чăтать.
— Пирĕннисем паян Минск хулине илнĕ,— тет тачка тÿнтерсе килнĕ Укахви.
— Илтрĕм,— тет Хĕветли.— Ман Ванька та çавăнта... Атя, пĕрле çыру çырар...
— Эпирех çĕнтеретпĕр ак, Хĕветли!
Хĕрсем каллех сивĕ шывра шампăлтатса кĕреçисене васкарах вылята пуçлаççĕ. Торф, торф, торф...

* * *

Торфпа ĕçлекен электростанцисем хĕç-пăшал завочĕ-сене те чиперех ĕçлеттереççĕ.
Фронтра — хаяр тытăçусем.
Тăшман сĕмсĕррĕн кĕрет... Снаряд хыççăн снаряд вĕ-çет тăшман çине. Фронт хĕç-пăшал ыйтать, снаряд, çăкăр...
Эшелон хыççăн эшелон шăвать — хĕç-пăшал эшелонĕ...
Эшелон хыççăн эшелон шăвать — апат-çимĕç эшелонĕ...
Тăшман сĕмсĕррĕн кĕрет... Тискеррĕн çывхараççĕ танксем... Вĕсене чарма пултарас вăй та çук пек тĕнчере...
Анчах... окопсем, блиндажсем хăшне-пĕрне валли хатĕрех. Тăшманăн хăш-пĕр танкĕсем валли те «шăтăксем» янтă. Вĕсем пынă çĕртех малтан чавса хатĕрленĕ шăтăк-сене пырса тăрăнаççĕ те — тухаймаççĕ, ÿпĕнсе каяççĕ, тухаймасăр чаваланаççĕ, е вĕсем чаваланнă вăхăтра вĕ-сене салтаксем çывăхах пырса гранатăпа чыхăнтараççĕ...
Тăшман тек малалла шума хăват çитереймест, каялла çаврăнать... Тарать.
...Салтаксем хĕрÿ атака хыççăн канма ларнă. Апат çи-еççĕ, çыру вулаççĕ...
Çыру! Хăш-пĕр çыру çапăçу хирĕнче снарядран вăйлă-рах.
— Ну, кам çырать? Мĕн çыраççĕ?-— ыйтаççĕ пĕр-пĕринчен.
— Ялтан... Пире часрах çĕнтерÿпе киле кĕтеççĕ. Ялта чиперех тет. Лайăх пурăнатпăр тет,— тавăрать пĕри,
— Заводран... Лайăх пурăнатпăр теççĕ. Пире çĕнтерÿпе кĕтеççĕ,— тавăрать тепри,
— Торф кăларнă çĕртен... Тантăш хĕрсем çыраççĕ — Укахви, Хĕветли, Ольга. Хĕветли чуп тăватăп тенĕ.
Ку Хĕветли тусĕн — Ваньккăн сасси...
Салтак тин çеç пуç çийĕн пульăсем шăхăрса вĕçнине те маннă, куçĕнче ăшă та ĕмĕтлĕ хĕлхемсем çиçсе илеççĕ, кăкăра вăй килсе кĕрет. Салтак каллех мĕн пур вăйпа пă-шалне чăмăртать...
Тăшман чăтаймасть — тарать, тарать...

6

Эпир утса тухнă вырăна
Ешĕл курăк шăтса юлмĕ-ши.
Халăх юрринчен

1945 çул. Майăн 9-мĕш кунĕ...
Çак кун кулă-савăнăç мĕн иккенне пĕлмен кăкăр ачи те амăшĕн асаплă пичĕ çинче пĕрремеш хут савăнăç асăр-хаса йăл кулма вĕренчĕ.
Çак кун тăватă çул хушшинче чĕрене капланса тулнă тарăху-çилĕ витĕр, тертпе хурлăх витĕр пысăк савăнăç хĕвелĕ пăхса илчĕ.
Çак кун çынсем кăна мар, çут çанталăк та, çĕр те, ка-йăксем те ирĕккĕн сывласа ячĕç.
Вăрçă чарăннă!..
Укахви, Хĕветли тата Ольга çак хыпара Н. таврашĕн-че торф кăларнă çĕртен таврăнмаллипех таврăннă чух киле çитме пĕр çухрăм çурра яхăн юлсан ирхине вунă се-хет тĕлнелле илтрĕç...
Тăватă çул хушшинче мĕнле йывăр вăхăтра та ывăн-тăм темен, ним ĕçлесен те хуçăлса ÿкмен хĕрсем çак хы-пара илтсен сасартăках хăйсем чăн-чăнах халтан кайни-не сиссе, тинех пĕрре канлĕн ларса канма юранине пĕл-се лăштăрах çул хĕррине лăчăрăнса анчĕç.
Пер тапхăр нихăшĕ те çăвар уçса ним калаймарĕ. Вă-рах вăхăт тăнă тăвăллă çанталăкра кÿлĕ çийĕ хумсемпе тулашнă чухнехи пек асаплăн туртăннă сăн-питсем акă, сасартăк çил чарăнса хумсем сирĕлсе кайнă евĕр, ерипен лăпланса якалчĕç те майĕпен çутăла-çутăла килчĕç: питри хурлăх йĕрĕсем хĕвеллĕ, савăк тĕспе ылмашрĕç. Унтан ви-çĕ хĕрĕн куçĕсенче харăсах çутă куççуль тумламĕсем йăл-тăртатса илчĕç, нÿрĕ йĕр хăварса пит çăмартисем тăрăх шуса кайрĕç.
Юнашар ларакан хĕрсем пĕр-пĕрин çумне тата тачăрах çыпçăнчĕç те сасартăк пĕрне-пĕри мăйран ыталаса илчĕç.
— Укахви!..
— Ольга!..
— Хĕветли!..
Сасартăк виççĕш те харăсах хухлеме тытăнчĕç...
— Ольга, Хĕветли! Атьăр пĕрре паян тăватă çул хуш-ши капланса пынă, тумлам кăлармасăр чăтнă мĕн пур хура куççуле ăшран тасатар! Атьăр макăрар пĕрре чун каниччен!..
Хĕрсем пĕрне-пĕри чăмăртаса вĕçĕмсĕр пĕр-пĕрин ячĕ-сене асăнчĕç, пĕр хушă куççулĕсене пытармасăр ача пек татăлса йĕчĕç...
Унтан харăсах чарăнчĕç те куçĕсене тутăр кĕтессиеем-пе шăлса типĕтрĕç. Сасартăк харăсах кулса ячĕç... Кал-лех ыталанса пĕрне-пĕри ятран чĕнсе кулчĕç... Куçĕсенчен хăйсен çав-çавах куççуль йăр-йăр юхрĕ.
— Хĕветли, Ольга! Ухмах эпир, тепĕр тесен... Ма ма-кăратпăр-ха халь тин? Тăватă çул хушшинче пĕрре ма-кăрманнине халĕ макăратпăр-и? Ольга, Хĕветли!.. Пирĕ-нех çĕнтерчĕ-çке, э? Эпирех çĕнтертĕмĕр! Çапах эпир те пулăшнах-çке çĕнтерме... Пирĕн тивлет те пур кунта, Оль-га, Хĕветли!..
Хĕрсем каллех вăрман хĕрринчи пĕлтĕрхи типĕ çулçă-
сем çинче, çуркунне малтанхи хут тăри сассине илтнĕ ача-пăча пек, пĕр-пĕрне ыталаса выртса йăваланчĕç... Унтан вĕсем ура çине сиксе тăчĕç, хул-çурăма вăй кĕрсе кайнă пек туйрĕç.
— Атьăр, хĕрсем, лепекле выляр!..— кăшкăрса ячĕ Укахви.— Лепек санра!..
-- Укахви Ольгăна çурăмĕнчен çапрĕ те тара пачĕ, хăй вăрман хĕрринчи карта çине хăпарса ларчĕ.
— Йывăç çинче — чур, чур. Тивме юрамасть!—терĕ вăл хаваслăн ахăлтатса. Ун хыççăн чупса çитнĕ Ольга, чарăнаймасăр, Укахви çинех пырса тăрăнчĕ те — Укахви «чур» тесен — Хĕветлие хулĕнчен çапрĕ, хăй чупса кайса тунката çине хăпарса тăчĕ. Хĕветли Укахви хыççăн вĕç-терчĕ...
Çапла пĕр пилĕк-ултă минута яхăн вылярĕç хĕрсем. Пĕр-пĕрне тытсан ача пек ахăлтатрĕç, кулчĕç...
— Ну, ача чух выляса юлайманнине халь вылярă-мăр,— терĕ Хĕветли юлашкинчен.
Хĕрсем вара кутамккисене çĕклерĕç те вăрман хĕрри-пе килелле утрĕç.
Вăрман кукринчен иртсен — вĕсен пĕчĕк ялĕнчи йăмра, пÿрт тăррисем курăнса кайрĕç.
Хĕрсем васкамарĕç, тăван тавралăхпа киленсе утрĕç.
Вăрман хĕрринче кÿпсе кайнă папкасем кĕç-вĕç çурăл-са каясла лараççĕ. Хăш-пĕр йывăç папкисем çурăлнă та ĕнтĕ.
Юр вăрман хĕрринчи вар тĕпне те улăхсенчи варсен хĕвеле тÿртĕн çыранĕ айĕнче çеç пĕрер-икшер тăрăх пир сармалăх саплăкăн-саплăкăн юлнă.
Укахви вăрман хĕрринчи вар пуçне çитсен юр лаптăкĕ курчĕ те — тÿрех вар хушшине сикрĕ. Юрăн çиелти сийĕ ирĕлсе, шăнса пăрçа пек пăр пĕрчисемпе хупăланнă. Уках-ви юрăн хытă хуппине çĕмĕрсе сахăр пек шап-шурă та таса, кĕрпеклĕ сивĕ юра пĕр йĕкĕр ывăç ывăçласа илчĕ, вара ăна, алă çинчех ирĕлсе тăраканскерне, çăвар тулли хыпса çиме пикенчĕ. Ольгăпа Хĕветли те çапла турĕç...
Акă вăл тăван кĕтес юрĕ!.. Мĕн тери тутлă вăл!..
Юр саплăкĕ хĕрринчен ĕнтĕ малтанхи юр ай курăкĕ, симĕсленсех те çитейменскер, шурăрах сарăскер, çĕр çум-не хуçланса лăпчăннăскер, тăрса ларма хăтланать. Юр айĕнчен пĕчĕкçеç васан туса шыв юхса тухать. Типĕ çĕ-ре кĕрен çеçкеллĕ çеçпĕл, сарă пуçлă упа хăнкăрми шăт-са ларнă.
Хĕрсем пĕрер çыхă чечек татрĕç те вăрман хĕрринчен ял енне пăрăнчĕç.
Ура айĕнче — пĕтĕ çĕр. Çемçе çерем çинче ура хытă-рах пусмассерен çĕр йăсăл-л! туса илет те сăра кăпăке сÿнсе пынă пек çăтăртатса лăпланать. Ку вăл — ăмансем, тăпран çиелти сийне ăшăнма тухнăскерсем, ура сассинб илтсе шаларах тарса кĕреççĕ...
Çул хĕрринчи канавра шыв кÿлленсе тăрать. Унăн питне çил пĕркелентерет те,— шыв тĕпĕ тăрăх пĕчĕк хум-сем витĕр тухса хуçăлнă хĕвел пайăркисем ылтăн хĕлĕх-сем пек шăваççĕ — лупашка тĕпĕпе ылтăн тетел сĕтĕрнĕ майлах.
Сывлăшра темĕн чухлĕ тăри хытса тăнă — нихăшĕн сассине те уйрăммăн илтме çук.
Акă вăл ирĕклĕ çĕр! Тăшмантан сыхласа хăварнă тă-ван çĕр! Тăшмантан сыхласа хăварнă тăрисем!..
Анчах та... Укахви сывах мар таврăннă пулнă çав.
Вăл ĕнтĕ çулталăк ытла хушшăн-хушшăн е хул, е ура шăмми ыратнине туятчĕ. Юлашки вăхăтра тапхăр-тапхăр чăтма çук ыратни те пулнă, анчах кун пирки никам умĕн-че те çăвар уçса каламан, мĕншĕн тесен пĕр çын ыратă-вĕ — вăхăтлăх ырату, халăхăнпе шайлаштарсан ытла та пĕчĕк, ниме тăман япала пулнă. Кашниннех тата — пĕр хуйхăсăр пуçне—хăйне уйрăм хуйхă пулнă, Укахви хуй-хисĕрех хуйхă çитнĕ Ольгăпа Хĕветлие те. «Вăрçă!.. Пур-не те чăтмалла, пурне те тÿсмелле!» Çапла шухăшланă Укахви.
Акă ĕнтĕ вăрçă чарăнчĕ...
Укахви халь яла таврăннăранпа хул асра-тĕсре çеç мар, тăтăшах ыратнинĕ туя пуçларĕ. Çапах вăл малтанах ни-кама та ним шарламарĕ, çынсемпе пĕрлех акана тухрĕ! Ака-суха ĕçĕ пĕтсен ял çумĕнчи мăн вăрмантан колхоз валли чуслăх пĕрене турттарчĕ. Кас-кас ыратакан алла пĕрене турттарнă чух татах ыраттарсан вара—чикки вĕç-не тухрĕ пулмалла: Укахви малтанхи хут çăвар уçрĕ. Тен, ку хутĕнче те каламастчĕ пулĕ вăл.
Пĕр ирхине Укахви стена çумĕнчи йăрхахран хăрах алăпа тытса уртăннине курчĕ амăшĕ.
— Мĕн хăтланатăн-ке эс, Укахви?— ыйтрĕ карчăк тĕлĕнсе.
— Темскер, хул ыратать çак чавса кукрашки тĕлĕн-чен,— тавăрчĕ Укахви аллине йывăç пăтаран вĕçертсе.
— Çывăрнă чух майсăр хурса выртрăн пуль,— терĕ амăшĕ.— Хул кĕлетке айне лексен юн çывăрса ларать те ыратакан пулать.
— Çу-ук,— терĕ ре ыратакан чавсине сылтăм алăпа тытса алăкăн-тĕпелĕн утса çаврăнчĕ Укахви.— Каплах Ыратакан марччĕ, ĕнер пĕрене çĕкленĕ чухне темĕнле мел-сĕр тытрăм-и — çатăр! ыратса килчĕ, халĕ те тамалмасть...
— Ара, мăкăлтарăн пуль,— терĕ карчăк, унтан хĕрĕн чавсине хыпаласа пăхрĕ:—Ахаль ма ыратать вăл. Тупата мăкăлтанă... Больницăна кайса пăхмаллаччĕ.
— Иртет вăл,— килĕшмерĕ хĕр.— Уншăнах больница таврашне чăрмантарса çÿре тата. Вун пилĕк çухрăм та-ранччен йыт урипе утиччен—пĕр ĕç туса пăрахам.
— Еçĕ ĕç-ха вăл, болъницăнах мар пулсан Матĕрне карчăк патне те пулин кайса кил. Мăкăлтаннă тавраша вăл шăкăлтах лартса яракан.
Матĕрне карчăк, чăнах та, ал-ура сикнине ансатах юсанă. Нумайăшĕн çăт та пат тÿрленнĕ.
Укахвие те вăл тарават йышăнчĕ. Чавса тĕлĕнчен су-пăнь кăпăкĕпе лачкарĕ те чылайччен сăтăрчĕ. Унтан — сисмен хутран — карт! тутрĕ алла. Алă чăтма çук ыратса кайрĕ. Карчăк алла хĕр тăна кĕриччен тепре туртрĕ.
Укахви текех шăлне çыртса та чăтса тăраймарĕ.
— Ай-й!..— чавсине ярса илчĕ вăл.— Кай, Матĕрне кинеми, «Çын алли-ха ку, ыратмасть» тесе çапла турта-тăн-и?
Укахви текех аллине тĕкĕнтермерĕ те, киле çитсен вара:
— Çав тери ыраттарса ячĕ,— терĕ хĕрелсе ларнă чав-сине кăтартса.
— Вырăнне лартрĕ-и?—ыйтрĕ амăшĕ.
— Кам пĕлет, тем турĕ вăл. Хăй кĕç мăкăлтаса яратчĕ.
— Ырансем, тепĕр кунсем паллă пулать ĕнтĕ, мăкăл-танни ларнă пулсан — ыратма пăрахать,— каларĕ амăшĕ.
Анчах та «ыран» та иртрĕ, тепĕр кун... Карчăк туртнă алă шыçса кайрĕ. Эрне çитрĕ — шыçă хухмарĕ, ыратнă-çемĕн ыратакан пулса пычĕ...

7

И, мĕн пуян, тăванăм?
Сывлăх пуян.
Сывлăх çул памасăр çта каян?

Митта Ваçлейĕ

Çимĕк... Çу уйăхĕн чи хÿхĕм вăхăчĕ... Хĕвел çĕре савса пăхать. Мĕн пур кайăк çак вăхăтра юрлать. Мĕн пур ку-рăк-чечек сарăлса çитет...
Çынсем — ĕлĕк пулсан — паянхи кун вăрмана е улăхă каймалла та пĕр-пĕр вырăнта чарăнса йĕри-тавра хĕрĕх те пĕр сиплĕ курăк татса пухмалла. Кирек хăш чиртен те мĕнле те пулин курăк пур теççĕ. Авалтан пыракан йăлана хисеп туса Укахви амăшĕ паян çапах та ирлесе мăн вăрмантан тĕрлĕ курăк татса килчĕ: пÿсĕр курăкĕ, ниш курăкĕ, чикеи курăкĕ, упа мăйри...
Хăшĕ-пĕрин, тен, Укахвишĕн те сиппи пулĕ...
Больницинчен тем каласа ярĕç ĕнтĕ. Матĕрне те, мурк масар çулне маннă катан карчăк, аллине йăлтах аймак-ласа янă. Мĕн тума çавăн патне ямалла пулчĕ хĕре? Сикнĕ алăпа сикмен алла уйăрса илеймест пулать те.
Мĕн-мĕн курмарĕ те ĕнтĕ хĕрĕ ачаллах.
Ашă çипуçсăр шăнчĕ те пуль... Талăкшар ăша хĕлхем ямасăр та çÿрерĕ пуль. Çавăнпах пÿрнĕ таран та çитĕ-неймерĕ: кĕлетки çын тиркемелле мар пулин те, вăрăм хĕр пуласскерччĕ...
Вĕреннĕ пулсан, тен, ĕçĕ çăмăлрах пулатчĕ-и, çавна та фашист мурĕ вĕренме памарĕ... Миçе ĕмĕте вăта çĕртен татмарĕ çав, йытă çиесшĕ пуçне!..
Çакăн пек шухăшсемпе пăтранчĕ Укахви амăшĕ хĕрĕ больницăна кайсан.

* * *

Больницăран таврăнакан Укахви çак вăхăтра кÿршĕ ялтан тухса ерипен кил еннелле утрĕ.
Çапах та мĕн тери савăк тăватă çул кунне-çĕрне пĕл-месĕр ĕçленĕ ĕç сая кайманнине туйса акă халь тăван тав-ралăхпа утма!
Умра — ыраш ÿйĕ. Кăçал вăл ирĕккĕн хумханать,— куçа савса, ĕмĕт парса...
Пĕр-пĕр лаптăка кас-кас вăйсăр пĕчĕк çил сĕртĕнсе иртет те, шăркари кăшт çеç шурăхнă ыраш хумхани-хум-ханми тайăлса илет, унтан тÿ'рленет те — çил хускатса хăварнăскер—хăйĕн малтанхи тăплăхне йышăнма ăнтăл-са, канлĕхлĕ йывăрăшне шыраса текех хăйĕн сулăмĕ май мĕн лăпланичченех тĕрлĕ енне пуç ухса ларать. Ыраш пусси çийĕн вара лаптăкăн-лаптăкăн хĕвел çутинчен те йăмăхрах шурă çутă саркăмĕсем пĕр вырăнтах ерипе каллĕ-маллĕ шуса, çаврăнса çÿренĕ пек курăнать.
Укахвишĕн çакăнти харпăр йывăç-курăкăнах темĕнле пĕлтерĕшĕ пур пек.
Акă ыраш пĕр тĕлте икĕ пуç çаврашки пек таптаннă. Ахăртнех, пĕр-пĕр мăшăр ларса каннă-тăр.
Акă кунта, сăрт хĕрринче, такам «савать-и, савмасть-и» текен чечек çеçкине татса тăкнă: ахăртнех, «юмăç янă» пулас: татса пĕтернĕ сар чашки çине ав пĕр мăшăр шур çеçке юлнă. Телейлĕ вăл хĕр!..
Таврăнĕ-ши Укахвин Коли? Хыпар-хăнарсăр çухални-сем те таврăнкалаиă тет ял-ялĕнче.
Укахви тайлăмри сĕлĕ ани хĕррипе иртет. Сĕлли ты-тăннă, кÿпсе кайнă пуçĕсем, амăшĕ пĕчĕк ачана симĕс кипкепе чĕркесе тытнă евĕрлĕ, кăшт çеç шерепи тăрри ку-рăнать.
Йăлăм çийĕн кăвак тăрна ярăнать. Тăрисем чу-у! анаç-çĕ. Вĕсем паçăртанпах юрлаççĕ иккен. Çакна Укахви тин асăрхарĕ.
Вĕсене итлетĕн-итлетĕн те — тăри юрри ăшра ирĕлсе кайса чуна хаваслă кăмăл ÿкерет те — сасси хăй, чипер янраса тăраканскерех, çын чунĕнче хăйĕн илемне хăварса илтĕнми пулать, урăх шухăша ярать. Кунсăр пуçне ăшра тата темĕнле эрлĕ кăмăл-туйăм хускалать. Çак туйăм та темĕнле курăнми кайăкăн юрă янăравĕнчен вăраннă та, юрри хăй — тăри юрри пекех — илтĕнми пулса çухалнăн туйăнать.
Çанталăк шăрăх паян. Хĕвелĕ те çунатлă, çути куçа çиет. Каçал енчен лăмăн-лăмăн çил килет. Лапамри чĕрĕ çаран сулхăнĕ те кăшт çапнă пек.
Çапах та мĕн тери илемлĕ çут тĕнче!
Анчах мĕншĕн-ха кăшт хурлăхлăрах чунра?
Çак тавралăх кĕрнекĕ килме тата тепĕр япала çит-мест-ха... Коля... Тен, вăл та мар пулĕ?..
Ах, ырату!.. Çавă-çке канăç памасть. «Аллу сан сик-мен,— терĕç болъницăра,— чир шăмă варрине, сăсса, кай-нă». Кунти больницăра ăна сыватаймаççĕ те иккен — Шупашкара больницăна кайма хут парса ячĕç.
Укахви улăха анчĕ. Кунта тахçанхи çирĕк тĕмисен вы-рăнĕсем ĕнтĕ тыллапуççи çеç пулса юлнă — курăкне те çулма çук, тыллапуççисем çинче текерлĕк йăвисем.
Çак улăхра мар-и-ха Укахви çине малтанхи хут Коля пăхса илнĕччĕ?..
Ахаль мар ĕнтĕ çак улăх тăрăх пĕрре утса тухасси те мен тери телей пек туйăнатчĕ ялтан аякра çÿренĕ чух!
Укахви шыв хĕррине анчĕ. Шыв çийĕн шур алса пек шур кăпăк татăкĕсем юхаççĕ. Шывĕ лĕп, кĕл тăрри пек çемçе. Укахви çырмаранах пĕр йĕкĕр ывăç шыв ăсса ĕçрĕ те каллех çырантан хăпарчĕ, вар хушшипе утрĕ.
Хурăн çырли хĕвел çинче пиçсе ирĕлсех кайнă та — вĕри, тата, кăштах йÿçĕхнĕскерĕн, эрех тути пур, пуçа çавăрса ярать.
Выçварла çырла çинипе-ши — Укахвин ăш-чик пăтран-чĕ. Чĕрере те сăркăланса кайрĕ.
Çан-çурăма лăм çапсан тин Укахви хăй каçалачченех улăхра çÿренинчен тĕлĕнсе ялалла ^л тытрĕ.
Ял патне çывхарнăçемĕн темшĕн-çке ăш вăрка пуçла-рĕ. Ун киле те кĕрес килмерĕ çак илемлĕ уй-улăхран. Вăл каялла çаврăнса тăчĕ те чылайччен тавраналла тĕмсĕлсе пăхрĕ. Вара — те çак илемпе туллин киленме çумра тус çуккишĕн — чун хурланса килчĕ. Урасем кунĕпе ута-ута çурăлса тухас пек тĕлкĕшрĕç.
Ялта килсеренех хура элем пек тĕтĕм тухать. Тутлă çимĕç шăрши сарăлать,— вăрçă вăхăтĕнчи пек йÿçĕ шăр-шă мар.
Укахви киле çитнĕ çĕре яла ĕнтĕ çывăхри хура вăр-ман мĕлки те тăсăлса кĕчĕ. Сулхăн çапрĕ.

* * *

Тепĕр кунне Укахви хулари больницăна тухса кайрĕте талăк иртсен тин таврăнчĕ.
Мĕнле чир палăртнă-ши? Мĕнпе сиплемелле-ши ăна?
Укахвисĕр хăйсĕр пуçне куна никам та пĕлеймерĕ. Больницăра ăна: «Çулталăк каярах сывалма тытăнмалла пулнă санăн»,— терĕç.
«...Мĕн тăвĕ ĕнтĕ вăл алăсăр?.. Хăш этем ывăл-хĕрне юрăхлă?.. Хура ĕç çынни алăсăр юлсан — çынах-ши вара вăл? Кама ырă кăтартса, кама савăнтарĕ?»
Çакăн пек шухăшсемпе таврăнчĕ больницăран вун тăх-хăра ярса пуснă хĕр, анчах килтисене вăл ним те уçса ка-ламарĕ — йăмăкне те, амăшне те.
Амăшĕ ыйтнине хирĕç хĕр ниме тăман япала çинчен сăмах пынă пек хавассăн каласа хучĕ:
— Сывалать терĕç, анне...
— Эмел парса ячĕç-и?—ыйтрĕ амăшĕ каллех.
— Ахалех иртет терĕç,— çавăн пекех çăмăл тавăрчĕ Укахви.— Ытлашши лутăркама каламарĕç ĕнтĕ.
Укахви вара çав каçхине кăшт кăмăла уçма тесех урама тухрĕ.
Вăрçă чарăннăранпа хĕрсем, инкесем каçсерен сăмах-юмах ваклама урама тухкаласа лара пуçларĕç.
Вăййи-кулли, ташши-юрри çук, ятнех калаçса, халап-ласа ларма, ăша пусарма тухаççĕ. Яш-кĕрĕмсемсĕр ăçтан вăйă-кулă кĕрнеклĕ пултăр ĕнтĕ: хăшĕсен вăрçăра пуç пĕтнĕ, теприсен çухалнă, çамрăксем таврăнайман-ха, ватă-раххисем çеç килкелеççĕ.
Укахви урама тухсан кăвакалсем килте çуккине кура пĕве хĕррине анчĕ.
Хĕвел анса ларнă çеç-ха. Çанталăкĕ тÿлек.
Кăнтăрлахи вăйсăр çил хĕвелпе пĕрлех таçта кайса çухалнă. Пĕве çийĕ тип-тикĕс. Тĕл-тĕл çеç, шыва тумлам ÿкнĕ пек, çип хулăнăш çавра хумсем кайăк куçĕ мăчлат-нă евĕр туха-туха сÿнеççĕ. Тата вĕтĕ шурă хăмпăсем çат-лата-çатлата çурăлаççĕ те, шалта, шывра, чуста йÿçсе аннă пек çатăртаттарса-чашăлтаттарса карассем курăк çиеççĕ.
Шыв çийĕпе кăнтăрла таçта пытанса ларнă тĕрлĕ кăпшанкă лăкă-лăках вĕçсе-çаврăнса çÿрет. Пĕве хÿрин-чен кăшт тăварахран пĕр ушкăн кăвакал пуçĕсене лача-кана чиксе, апатне кăмăллăн ырласа калаçа-калаçа, те-хĕмлĕн лăчăр-лăчăр туса анать. Хушăран хушă амăшĕ пуçне çĕклемесĕрех чĕпписене тем ятлакаласа илет те леш-сем çав-çавах хăлхана чнкменнине кура сасартăк чарăнса нарт! тесе хăтăрса пăрахать. Е тата шыв çинелле сисмен çĕртен çара çерçи вирхĕнсе ансан вăл, ку мĕнле кайăк иккенне чухласа ĕлкĕрейменскер, хатарлăн кăшкăрса ярать. Чĕпписем вара тĕрлĕ енчен амăшĕ енне кĕр-р! хус-калаççĕ. Ку сехре хăпартаканни пĕтĕмпе те çара çерçи çеç иккенне чухласа илнĕ амăшĕ ним хăрамалли те çукки çинчен тепре лăпкăн сас парсан тин чĕпĕсем ăçта çитнĕ çавăнтах чарăнса тăраççĕ те каллех хăйсен рехетлĕ ĕçне пикенеççĕ.
Укахвисен кăвакалĕсем шывран хăпма та шутламаççĕ. Вĕсем кăпшанкă тытма ятарласах каç енне тухнă иккен. Чĕпписем харпăр тĕллĕн пĕтĕм пĕвипех сапаланнă. Каш-ниех темĕнле кăпшанкă хăвалать.
Укахви вĕсене йыхăрса кăлăхах чăрмантарас та темерĕ. Чылайччен каçхи пĕве çине пăхса тăчĕ. Вара кăштах кă-мăл уçăлса кайнă пек туйрĕ.
Тепĕр авăкран вăл çырмаран кил енне улăхрĕ.
Укахвисемпе кÿршĕллĕ Ольгăсен тĕлне ик-виç хĕр-арăм, виç-тăват хĕр тата виçĕм кун çартан таврăннă Ми-хал, хăрах ура лаппине вăрçă хирне хăварнăскер, пухăнса ларнă. Кунта Ольгăпа Хĕветли те пур. Хĕветли Укахвие хăй çумне вырăн пачĕ.
Михал вăрçă асапĕсем çинчен каласа парать. Фашист-сен самолечĕсем çине йăмшак чĕреллĕ çынсен сехрине хăпартма юриех сирена лартии çинчен калать. Хăйĕн урине сусăртнă минăсем çинчен вăл кăшт мăшкăлларах та аса илет.
— Вĕтлĕхрен тухса пыратпăр хайхн,— тет вăл.— Ни-мĕнле сас-чĕв те çукчĕ... Унччен те пулмарĕ — пуçларĕç минăсем тăкăнма... Ша-ап! шап! тутарать, лÿ-ÿп! леп!.ту-тарать — ĕне тислĕк тăкнă пек...
Унтан Михал 42-мĕш çулта ăнсăртран Кольăсен чаçне лекни çинчен калать.
— Пĕр хĕрÿ çапăçу хыççăн пирĕн сайралнă ротăна тепĕр ротăпа пĕрл-ештерчĕç,— тет вăл.— Пăхатăп та, пĕр старшина утса килет. Пăхрăм илтĕм те пĕр виç-тăват утăм кайсан çав сăн-пите таçта курнă пек туйăнса кай-рĕ. Тепре çаврăнтăм, чеç патăм. Коля тăра парать!.. Ыта-лашса илтĕмĕр, ларса чĕлĕм туртрăмăр—сăмах та тупăн-масть калаçма: эп те, вăл та пĕлнĕ япаласем çинчен çеç калаçса ларатпăр. Нумай та калаçаймарăмăр — команда янраса кайрĕ. Иĕркеленсе тăтăмăр та — эпир тăшман ун-кине лекни çинчен пĕлтерчĕç, унка татса тухма хушрĕç... Каллех çухатрăм Кольăна. Эпир татса тухрăмăр, вĕсем çинчен нимĕнле сас-хура та пулмарĕ.
Ялти пĕртен-пĕр пĕлекен çын та çакна çеç каласа пама пултарать Укахви тусĕ çинчен.
Укахви чĕнмест, пуçне чиксе çĕрелле пăхса ларать.
Çерем çинче нăрăсем шăтăкĕсенчен йăраланса тухаççĕ те хыт çунат айне хуçлатса чикнĕ çурхах çуначĕсене каялла кăларса ярса вĕçсе хăпарма меллĕрех вырăн шыраса уткалаççĕ, сывлăшра унта та кунта вĕркеççĕ вĕсем, сайра хутра çын çумне нăрлатса пырса çапанаççĕ те патах çĕре ÿкеççĕ.
Каска çинче часах виçĕ хĕрупраç çеç ларса юлчĕ: Укахви, Ольга, Хĕветли.
— Чăтать çав халăхĕ,— терĕ Хĕветли кăшт тăхтарах-па,— мĕн чухлĕ ырă çын пĕтрĕ. Емĕтленсе ĕçлени çапах кăлăх пулмарĕ.
— Çакăн пек ирĕккĕн урама тухса ларасси çинчен те шутламан ĕнтĕ,— терĕ Укахви.— Çак та тем пахиех...
Виçĕ хĕр-тантăш пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнсе вăрах вă-хăт чĕнмесĕр ларчĕ. Хĕветли кĕтмен çĕртен нăшăклатса илчĕ. Укахвин те ним сăлтавсăрах куçĕ нÿрелме хăтла-нать. Анчах ăна каллех шăпчăк юрри чарать: «Укахви, Укахви!.. Чарăн, чарн, чарн, чарн! Халлĕ вăл, халлĕ вăл!.. Чăп-чăп-чăп-чăп!.. И-и, чăтăмсăр!»—тет шăпчăк виçĕ çул каяллахи пекех. "'
Чи малтан Ольга пуçне çĕклерĕ.
— Çапах та кĕтсе илтĕмĕр,— терĕ вăл.—Кĕçех ак савнисем таврăнĕç, алсăр-урасăр пулсан та... Пуç сывă пултăр çеç...
— Укахви,— терĕ Хĕветли,— эсĕ хытах сывмар теç-çĕ-и çак?..
— Ентĕ мĕн чухлĕ сĕлкĕшлĕ шывра чакаланман,— пă-шăрханса каларĕ Олыа.— Мĕн чухлĕ юрлă-юпăнчăллă çанталăкра...
— Кай, Ольга... Тархасшăн ан асăн-ха,— пÿлчĕ ăна Хĕветли.— Аса илсен чун çÿçенет. Сывлăхна упра, Уках-ви. Йывăрах пулсан—больницăна кайса вырт. Коля та чĕрех пуль-ха, ыран-паян персе çитĕ ак.
Укахви çакна хирĕç темĕнле хурлăн каласа ячĕ:
— Каччă кĕтсе ларасси иртрĕ пулĕ ĕнтĕ манăн...
— Кай, Укахви! Ытла шанчăксăрла ан пупле-ха. Ма çапла калатăн-ха?
Укахви хăйĕн тĕп хуйхине пытарса пачах урăх япала каласа хучĕ.
— Ара ĕнтĕ,— терĕ вăл такăнкаларах,— ырринех са-хал куртăмăр та... Вăрçă чăн-чăнах чарăннă тенине те ĕненессĕм килмен пек. Темĕнле çывăрмасăр курнă тĕлĕк пек туйăнать.
— Коля таврăнмасăр та ĕненместĕн ĕнтĕ эсĕ.
— Темле. Чун татса калаçман. Хăй те улшăнчĕ-тĕр, ютшăнчĕ те пуль. Таврăнсан туслă пуласси те — ик те-лейлĕ.
^ Ытлашши ан тусăн-ха, Укахви. Санăнни пек каччă çăмăл ăслă мар вăл. Пуçа илнине тăватех... Манăн ав пит ăнтăллă яшах пулмарĕ те,— шансах пĕтерейместĕп. Теп-лерен пĕрре хыпар ярать.../'
Хĕрсем çапла хура çĕрлечченех калаçса ларчĕç те ав-тансем çур çĕр авăтсан килĕсене кĕме тапранчĕç.
Ольгăпа Хĕветлин ыран каллех ялтан пĕр çитмĕл-са-кăр вун çухрăма вăрман ĕçлеме каймалла иккен.
— Сана та пирĕнпе ярасшăнччĕ,— терĕ Хĕветли.— «Вăл ахаль пăлахая перет, канаса кайрĕ»,— тет сан çин-чен паян Сахрун арăмĕ...
Укахви куна илтсен шартах сикрĕ. Кăмăлĕ хуçăлчĕ:
— Ах, шеремет чĕлхисем!—терĕ вăл сасартăках хал-тан кайнă евĕр.— Ма пуплеççĕ-ши чуххăм. Мĕн чухлĕ чун-на хытарса, шăлна çыртса ан тÿс — сулăиа панине таш-ланçи туса, макăрас килнине кулам пек туса... Татах çа-вăн пек йывăр ят илтсе лар... Тăрăнса анмасăр та ĕнен-меççĕ пуль çав...

8

Шинельне тăхăнчĕ пуль,
Кутамккине çакрĕ пуль;
Вăрçа кĕрсе, хыт аманса,
Асапланса выртрĕ пуль.

Халăх юрринчен

Укахви çĕр çывăраймарĕ: ал хурси те, хул та ыратать, шăмă сăслать. Кунсăр пуçне тата чĕре çинче тем йăшкаса тăрать: хăрушăскер, хатарлăскер.
Укахви хĕвелчченех тăрса ĕне суса кĕчĕ, сĕтне сĕрчĕ. Хăрах алăпа çеç сунипе вăрах ларчĕ вăл ĕне айĕнче. Сулахай алла çĕклесенех çатăр-р ыратса чунах пырса тиврĕ. Куçĕ те унăн, ыйхă татманнипе, юнăхса тăрать.
— Ĕне темскер сĕт тартрĕ паян,— каларĕ Укахви пÿрте кĕрсен,— ним чухлĕ те антармарĕ.
— Пăрупа икĕртмерĕн пуль,— терĕ амăшĕ.
— Пăрушĕ пехлерĕ-ха вăл. Кĕтÿре курăк çук,— тавăр-чĕ Укахви.— Çав вăрман хĕррисенче сĕтеклĕ-ха та. Малаш-не çавăтса çитерме каймалла мар-и тетĕп. Алă час тÿр-ленмесен, тен, ĕне çавăтса çÿрекеленинчен кăшт пайти пулĕ-и манран.
Амăшĕ кăн-н пăхрĕ: «Çула çитнĕ хĕр ĕне çавăтса çÿре-ни килĕшет-и?»— тесшĕнччĕ пулас,— чĕнмерĕ. Вара вăл хĕрĕ хăйĕн чирĕ пирки тем пытарса тăнине чухласа илчĕ.
— Эсĕ юсанать темерĕн-и?— ыйтрĕ вăл асăрханса.
— Юсанĕ-ха та...
Укахви сăмахне каласа пĕтермесĕрех кĕтÿç какăрĕн сассине илтсе пÿртрен тухрĕ те выльăхсене ял вĕçне пу-хăнакан кĕтĕве хăваласа кайрĕ. Кĕтÿ ярса таврăнсанах вăл ĕçе кайма пуçтарăнчĕ.
— Çимесĕрех каятăн тем? Енер те хĕлхем ăша ямарăн. Укахви апат анман çĕртенех, амăш кăмăлне, кăвас икерчи хуçса илчĕ. Амăш кунта та пăшăрханма пăрах-марĕ. Канăçсăр шухăш пусрĕ ăна: ахаль мар апат та ан-масть-ха унăн.
— Еçне больницăран хут пур çĕртех тухмасан та пы-ратче-и,— терĕ вăл çапах та лăпкăн.
— Ял çинче пăлахая перет теççĕ тет ав,— каларĕ Укахви.
— Кам калать?.. Сахрун арăмĕ-и? Çынна çимесĕр сă-мах тупаймасть ĕнтĕ çав. Ак ăс-пăс! Хĕр ачи ахаль пĕр вырăна çиччĕ пусать... Курам-ха эп ăна пĕрре!
— Хушша-хуппа ан кĕр, анне. Хăлха хăнăхнă ĕнтĕ.
Килте ларсан чун канмасть хамăн та. Çынсенчен катăк пек.
Амăшĕ киле пĕччен юлсан кĕпе кивме кайма хатĕр-ленчĕ. Кĕпе валашки пĕве хĕррине кайса лартрĕ, кĕвенти-сене леçрĕ, вара кĕлпе кĕлернĕ миххисене, тăлисене илме тепре хутларĕ.
Ялта çын сасси илтĕнмест, Тури пĕве хĕрринчен çеç такам лаптак тукмакпа кĕпе çапса яла янратать. Тата урама кăларнă чĕчĕ пăрушĕсем хĕвел ăшшипе савăнса каçăхсах кайнă та хÿрисене тăратса, тапхăр-тапхăр кил-петсĕррĕн мĕкĕрсе ярса, тĕр те тĕр каллĕ-маллĕ ĕрĕхсе чу-паççĕ.
Карчăк, хăй те уçах мар кăкăрлăскер, каллех хĕрĕ пир-ки шута кайрĕ.
«Çак чиртен çăлăнса юлсан хăй те ÿлĕм сыхланул-лăрах пулĕччĕ. Самана хушши чипер тăрă тăрсан пурнăçĕ майлансах каймалла-ха. Хĕрне качча та памалла пулĕ. Çав Колиех тĕрĕс каччăччĕ те. Укахвие арăм тумах уйлатчĕ. Çипуçне те пăхса тăмастчĕ пуль... Çапах хĕр япа-лине хатĕрлемелле-ха. Таврашлă хĕре никам та хирĕçех пулакан мар. Кĕркунне çав сыснана пусса сутсан — хура кĕрĕк çĕлетсе парас, хăнтăрĕсем янтă, йывăç çăвĕ те пур... Çипуç ырă пулсан çын кирек ăçта та хăюллă. «Таса тум-ланнă çынсем умĕнче ухмаха перетĕп те — тăратăп варă»,— тет шеремет хĕрĕ. Сывалĕ-и-ха ĕнтĕ. Çамрăкăн унăн ма-лалли ĕмĕтлĕ...»

* * *

Кăнтăрлаччен ÿркевлĕн те ерипе шунă хĕвел кăнтăрла иртсен васка пуçларĕ.
Кăнтăр апачĕ хыççăн ĕçе пуçăниччен çынсем, яланхи пекех, тĕрлĕ сăмах-юмах хускатрĕç.
Ытларах ваттисен кил-çурт, ĕç-пуç калаçăвĕ çиелте.
— Çичĕ пуслăх ача тарăхтарать,— тет пĕри выльăх-чĕрлĕх пирки сăмах хускалсан.— Кĕтĕве ярас — курăкĕ çук. Вăрман таврашĕнче пур та — мăн çыннăн сĕтĕрĕнсе çÿрес пулать.
Пĕри кинĕсене ÿпкелет:
— Анмарĕç çав кинсем... Ахаль каламаççĕ, кин ăш-ши — кипке ăшши тесе. Сĕтел умĕнчи çын пулман унта кайсан. Хăй-сем килсен вут пек сăра ĕçтеретĕп. Кукăль-çăмахĕ ĕмсе ямалла...
— Сан çапах кинÿсем-тăванусем нумай-ха. Тăван тă-валлах туртать вăл. Пырать-ха килех тăраççĕ. Пирĕн кам
çине таянас? Упăшка таврăнмарĕ, ывăл çухалчĕ,— тавă-рать ăна Коля амăшĕ.— Кин кĕртсе те пулмарĕ ав...
Укахви Коля амăшĕнчен ним йÿн-йÿтĕмсĕрех вăтанать. Коля çине çитни ăна хăй пирки калаçнăнах туйăнать, халĕ те вăл пит пĕçерсе килнине сисрĕ.
Коля амăшĕ те Укахвие юратать. «Эх, кин тăвасчĕ-ха ман сана»,— тет вăл, Укахви хăйсем патне пырсанах. Хăй, юмартскер, темĕнле васкамалла чух та апат лартмасăр ямасть.
Çак вăхăтра уя почтальон килчĕ те хаçатсем, çырусем валеçсе пачĕ, унтан çынсене шартах сиктерсе хĕрарăм кăшкăрса ячĕ.
— Коля! Колька! Сывă!.. Çыру çырса янă!.. Хĕрарăм аллипе хăлаçланса кăшкăрчĕ çакна. Вара çă-
мăлланса урипе тапрĕ:
— Э-эй! Ман мĕн кулянас тек!
Вăл вара çерем çине шăкăрах ларса тухнă хĕрарăмсене йĕркерен тыта-тыта тÿнтерме тытăнчĕ. Хĕрарăмсем те са-вăнчеç.
— Халлĕ, халлĕ... Сывах эппин?
— И-и, пирĕн кин яшлансах кайрĕ!
— Ватă-и эп халь?—хăпартланчĕ Коля амăшĕ.— Шу-хăш ватăлмасть, шăм-шак çеç ватăлать!.. Ывăл чĕрех халь! Ма пурăнас мар!..
Çакăн хыççăн хĕрарăм сасартăк шăпланса çырăва кă-кăрĕ çумне чăмăртама, чуп тума пуçларĕ, унтан çĕре ху-çăлса анчĕ те макăрса ячĕ. «Ывăлăм, ывăлăм! Чĕрĕ-им эс...»— пăшăлтатрĕ вăл.
— Хутне эс вуламасăрах ан лутăркаса пĕтер-ха,— терĕ тахăшĕ ун аллинчи çырăва илсе.— Ха, йĕпетсе пĕтернĕ, эккея...
— Кÿр,— терĕ Коля амăшĕ çырăва туртса илсе.— Укахви! Кил кунта. Вуласа пар, Укахви! Кин кĕртетĕп халь! Укахви пулать ман кинĕм—урăх никам та мар!
Укахви хĕп-хĕрлĕ пулчĕ. Хăй çапах та конверта илчĕ те типтерлĕ уçрĕ. Вуланă чух сасси унăн тытăнчĕ. Çырăва вăл пĕр вырăнта сиктерсе хăварнине шута илмесен кăл-тăксăр майлах вуласа пачĕ, анчах сиктерсе хăварнă йĕрке-семшĕн ăна тепĕртакран ытларах та намăс турĕç.
— Э-э, кунта çуррине сиктерсе хăварнă вăл,— терĕç хĕрарăмсем.
— Хăй çинчен çырнине сиктернĕ...
— Вулăр сасăпа!
Ик-виç хут вуласа пачĕç Укахви çинчен çырнине. Ун çинчен пĕтĕмпе те çакă çеçчĕ:
«...Укахвй мĕнле пурăнать-ши? Качча кайман-и? Хам таврăниччен тархасшăн пăхса усрăр ăна, качча илсе ан кайччăр».
Коля темĕнле уйрăм сăлтавсене пула халех киле таврă-нас çукки, ун патне пит тăтăш çыру çырма та юрасах кайманни çинчен çырнă. Анчах ку — ĕçĕн тĕрĕсне тĕпчесе пĕличчен çеç çапла иккен. «Шансах тăрăр, манăн чĕрем çинче пĕр чĕптĕм те хура тумха çук, таврăнатăпах» тесе вĕçлет вăл çырăвне.
Çакăнтан вара çыру вулакансем акă мĕн тавçăрса илчĕç.
Коля тыткăна лекнĕ ахăр. Вăл мĕнле майпа унта лек-нине тĕрĕслеççĕ пулас.
Ку пит тÿррех килмен. Коля малтанах тыткăна лекмен пулнă. Тăшман ункинчен хăтăлас çуккине пĕлсен вĕсен отделенийĕ партизана кайнă. 1945 çул пуçламăшĕнче тин вăл тыткăна лекнĕ.

9

Ума çакрăм ик саппун —
Хурипеле шуррине:
Хури — хуйхă пуçтарма,
Шурри — шухăш пуçтарма.

Халăх юрринчен

Çулсеренех тĕрлĕ чечек шăтать, тата çав пĕлтĕрхи-ви-çĕм çулхи чечексемех: чапăр курăкĕ, сар чечек...
Çынсем хушшинче те «çуркунне çитсен» çĕр çине «пĕл-тĕр-виçĕм çул» çуралнисем пеккиех çуралать пулмалла. Анни, Хĕветли, Укахви...— тахçан пĕрре çĕр çине килсе кайнăскерсемех.
Укахвисем, çулсерен шăтакан мăкăнь пек, яланах çуралма кирлĕ.
Харпăр чечекĕнех хăйĕн тĕсĕ, çулçи, çеçки, хăнăхăвĕ, чăтăмĕ пур. Укахвисен те çаплах. Укахвисем сăнĕпе те ну-май чух пĕр сăнарлăрах. Пĕр-пĕр пĕрешкел çĕрте çуралса ÿссен, пĕрешкел хура-шур курсан — вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрса илме те хĕн пуль: чăтăмĕ те, кăмăлĕ-хевти те пĕ-решкелех пулĕ, çавна май вара кун-çулĕ те пĕр евĕрлĕрех шăвĕ вĕсен, пĕр евĕрлĕ вĕçленĕ те...
Сăн-пуçĕпе те кĕлеткипе вăл — çамрăкла çĕмĕрĕлмесĕр, пур енчен те çителĕклĕ пурнăçпа пурăнса, савăнса-кулса ÿснĕ пулсан таврипе паллă хÿхĕм хĕрех пулма пултарнă. Пĕвĕ те, тен, вăрăмрах кайĕччĕ-и, халĕ вăл — вăтам пÿллĕ хĕр. Самай ÿснĕ тапхăрта тутлăхлă апат-çимĕçпе пурăннă пулсан пилĕкĕ çинçерех пулатчĕ-тĕр. Тарпа касăлмин те,— пичĕ тĕксĕмленместчĕ пуль, алли хытмастчĕ.
Хитре хĕр пулатчĕ Укахви.
Халĕ вăл пит тĕселлех мар — пĕрре пăхса асăрхамăр та-и?
Тата вăрçă вĕренме чăрмантарман пулсан Укахви ин-женер та, врач та, кирек кам та пулма пултарнă.
Мĕнле пулсан та ĕнтĕ вăл çĕр çинчех пурăнать,— шу-хăшлать, ĕмĕтленет, чунĕпе çунать.
Ун чух ачаччĕ-ха... Пĕр тăваттăсенче пулнă ахăр.
Укахви пÿрте чупса кĕчĕ те амăшĕнчен çапла ыйтрĕ:
— Анне, эпĕ Укахви иккенне чи-чи малтан эсĕ ăçтан пĕлтĕн, э?..
Амăшĕ кулса ячĕ те çапла каларĕ:
— Укахви пулмасăр кам-ха эсĕ? Куçу та хăмăр, çÿ-çÿ те...
— Хĕветлин те хăмăр,— терĕ Укахви, унтан çапла ка-ларĕ.— Çук, эпĕ Укахви мар,— Натали. Эп çитĕнсен На-тали пек пулатăп.
— Халь тин Натали пулаймăн çав,— терĕ амăшĕ.— Укахвиех ĕнтĕ.
Хĕр ача çаннине куç патне çĕклесе тытрĕ те макăрса ячĕ.
— Апла эп Уках аппа пек пулатăп ĕнтĕ,— каларĕ хĕр ача куççуль витĕр.
— Уках питĕ ĕçченччĕ вăл,— терĕ амăшĕ.— Еçпех лу-тăрканчĕ пуль...
«Уках аппа» текенни урам урлă пурăнакан хĕне кайнă хĕрччĕ, иккĕмĕш çул килтен ниçта тухаймасăр выртатчĕ.
Укахви вара çакăнтан пуçласа «Уках аппа» патне çÿ-реме вĕренчĕ; урама выляма тухсан та тÿрех çавăнта кĕрсе каять: ăна шыв пырса парать-мĕн, хăш чух килтен те çăкăр йăтса каять. «Уках аппа» та пĕчĕк Укахвисĕр тунсăхла пуçланă, кунсеренех ăна хăй патне чĕннĕ, хурлă юрăсем юрласа панă...
Укахви амăшĕ ак çакна хĕрĕ чире кайсан аса илчĕ. Эрне каялла çум çумлама кайрĕ те Укахви — ана çинчех хуçăлса анчĕ тет.
Акă ĕнтĕ Укахви пĕр эрне килтех... Çĕрĕпех хулне тытса шалттин! шалттин! утать пÿртре. Савăнăç симĕ па-чах çук. Килти ĕçехушма та аптравлă. «Шыв кÿрсе кил-ха» тетĕн те чипер таса чух — çăмăл шăм-шаклăскер йăпăр-япăр чупса кайса килет: мĕнле пĕр тумлам тăкмасăр чăп тулли витре киле çитернинчен çеç тĕлĕнсе тăратăн...
Амăшне çапла шухăш пуснă вăхăтра ĕне çитерме кайнă
Укахви пÿрте кĕчĕ. Хул хушшине хăй пĕрре çăмарта пĕ- çермелĕх тип шанкă хĕстернĕ. Таз пысăкăш пĕр çап-çамрăк хурама кăмпи йăтнă: хăех виç яшка пулать.
Тутрине вăл янах айĕнчен çавăрса хыçалалла çыхнă, икĕ пит çăмарти тĕлĕнчен икĕ хутлам тунă, çамка тĕлĕн-чен — кĕтес. Хĕреслĕ саппун аркине хăрах кĕтессинчен пилĕк пиççи хушшине тавăрса хĕстернĕ. Сулахай аллине куклек йывăç авмашки пек хытарса чĕре ани тĕлне тытнă.
Калаçасса ĕнтĕ вăл сайра калаçать.
— Больницине тепре каймаллаччĕ, хĕрĕм,— терĕ амă-шĕ.— Айăм-айăм темесен ая минтер хумĕç теççĕ ав.
— Ытлашши ан хăврăл-ха, анне,— тавăрчĕ Укахви.— Иртсе кайĕ-ха. Ахаль те кайсах тăратăп-çке. Эрнере пĕрре укола çÿреме хушаççĕ...
— Хăш чух çав чăваш эмелĕсемех сиплĕ пулаканччĕ. Анни инкÿ йÿç шыв тума ăстаçă та... Укçине те шăнкăрт-тăм кăларса парăттăм. Вучах пăхкала-ха эппин, кайса килем йăпăрт.
Вучахра çулăм тĕлĕ-тĕл тăвать.
Тĕрлĕ ырă мар шухăш явăçать пуçа.
Каймаллах-ши вара больницăна? Эрне каяллах пыма хушнăччĕ вĕсем. Татмалла... Пĕр кун та тăхтама юрамасть терĕç...
Çук, çук! Пуçăмпа пĕтĕпин пĕтем,— алăсăр юлас мар! Тем тусан та!..
Укахви вучах умне ларса сывă аллипе çÿç турарĕ. Те мунчара тăкăскă, хытă шыв пулчĕ — çÿç те уçăлмасть, тата çуç тунисем ыратаççĕ.
Укахви хĕрсе çунакан вучах умĕнче ăшша пиçрĕ те кантăк умне пычĕ, вара пĕр тапхăр урамалла пăхса тăчĕ.
Урамра шап-шур сысна çурисем хырăм выçнипе çĕ-хĕрсе-нăйкăшса амăшне çул варринчех тĕртсе ÿкерчĕç.
Аякра икĕ хутлă асамат кĕперри çĕкленчĕ. Аялти, пĕ-чĕкки, яртах уçăмлă, çÿлти — шупкарах та — хăвăртах ирĕлсе çухалчĕ, унтан тепри те хăрах вĕçĕнчен такам ĕмсе янă пек пĕтсе пычĕ.
Эй, Коля!.. Курайĕ-ши ăна Укахви?..
Мĕн тăвас-ха ăна курса тек? Çыру çырмалла-ши? Мĕн çырма пĕлес ун патне?
...Сисмен хутран алă туртса ыратса килчĕ те, темиçе вĕçленмен шухăш пĕр-пĕринпе çапăнса, хĕвĕшсе пĕр сă-махпа тухрĕ:
— А-ах!
Анчах шăппăн çеç, çын çук чух йынăшать Укахви.
Укахви пĕр курка сив шыв ăсса чавси çине ячĕ. Шыв янă самантрах пĕр авăка алă ыратма чарăнчĕ пек, анчах тепĕртакран малтанхинчен те ытларах ыратса килчĕ.

* * *

Йÿтетмĕш чир иртме мар, аталансах пычĕ, вăл ĕнтĕ куçăхас еннех кайрĕ — хĕр ăна никама та кăтартмасть...
Пĕр эрне вăл больницăра выртрĕ. Анчах унта выртасси тата хĕнтерех пек туйăнчĕ, çавăнпа Укахви хăйне киле яма ыйтрĕ. Врачсем хирĕçлемерĕç, виçĕ-тăватă кунта пĕрре хăй-сем пыра-пыра пăхма пулчĕç.
Паян кăнтăрла Матĕрне карчăк писмен илме килсе пă-тăр-патăр калаçса кайрĕ.
— Тĕлĕк тĕлленнĕ,— терĕ вăл, текерлĕк чĕппи пек шăп-пăн кĕрсе тăнăскер.— Сирĕн пахчара улмуççи пур пек. Уй, унччен те пулмарĕ, çавна касрĕç те шурă çурт туса ларт-рĕç... Темĕнччен шухăшласа выртрăм вăрансан. Ку,— те-тĕп,— Укахви пирки мар-и... Шурă çурт — тупăк тетчĕç те...
Укахви амăшĕ, лара-тăра пĕлмесĕр утаканскер:
— Ах, кин,— терĕ,— ытла йывăр ан кала-ха. Эсĕ, лăгь лантарас вырăнне, хуçсах хăваратăн... Ма намăс мар сана ват пуçупа çапла калаçма?
...Ыр çын килет, усă тăвать... Çав кăптăрмăш карчăк та-тах пăсса хăварчĕ кăмăла. Каласа парасчĕ мĕн те пулин ăш сĕрсе кулмалли, чун уçăлса кайĕччĕ.
Матĕрне карчăк тухса кайсан кÿршĕ ялĕнчи фельдшер, районти врачсем хушнипе виçĕ кунта пĕрре Укахви патне çÿрекенскер, укол тума килчĕ.

10
Мăн улăхри утине
Пĕр-ик паккус çулăттăм...

Халăх юрринчен

Утă вăхăчĕ... Çак вăхăт колхозниксемшĕн уявпа танах. Утă çулма пурте, вăййа тухнă пек, таса тумланса каяççĕ. Никам та килте лармасть.
Çынсем улăх сулхăнĕпе, сывлăш уççипе киленеççĕ. Канма ларсан — çырла çиеççĕ; хĕрсем улăхран пуç кăшăлĕ, чечек çыххи туса таврăнаççĕ...
Кам килте чăтса лартăр çак вăхăтра?
Анчах ялта пĕр вун тăххăрти хĕр пĕчченех килте ла-рать...
...Çумăр хĕвелĕ çунтарса пăхать.
Тин çеç çăкăр пĕçерсе кăларнă пÿртре, алăкне яри уçнă яулин те, пăчă. Чуна тăвăр. Çенĕкре те вĕри. Çенĕк сĕмне мачча-пĕрене хушăкĕсем витĕр кĕнĕ хĕвел пайăркисем, ылтăн пир каркăçсем пек, хутлăн-хутлăн касса каяççĕ, пĕчĕк шăтăксенчен те çенĕке ылтăн туясем тăрăнтара-тă-рăнтара хунă тейĕн.
Пÿрт çине витнĕ хĕç тимĕр, вĕриленсе кайнăскер, ним сăлтавсăрах чăнк-чанк туса илет. Е çак сасăпа шуйханнă 'Сăпса хăйĕн мачча кашти çумне çыпăçтарнă йăвинчен вĕçсе тухса нăйлатса çÿрет.
Çенĕке те вĕри çăкăр шăрши тухнă. Тата сухăр вĕлтĕ-рен шăрши пур.
Тулта ĕнтĕ, паллах, ырă...
Анчах Укахвин хулти сурансăр пуçне кăкăр айĕнче те, пилĕк тĕлнерех те пÿр туртать. Урасем тăртанса шыçа пуçларĕç.
Тăрасчĕ те чупасчĕ халь улăха çава йăтса! Тепре çеç, 'Ольгăпа, Хĕветлипе юнашар тăрса, тупăшса утă çуласчĕ!
Хăçанччĕ-ха, «Сан аллу çăмăл, эс пуçăнсан ĕç уçă пы-рать» тесе Укахвие карчăксем ĕç çине тухсан çурла хыв-таратчĕç?..
Укахви асăрханса ура çине тăчĕ. Сак хĕррипе тытка-ласа утсан урасем кăшт хĕрчĕç. Вăл вара тытмасăрах лÿртре иккĕ утса çаврăнчĕ. Итлесе тăчĕ.
Çĕве юхтарма çакнă тăпăрчă хутаççинчен çĕве шывĕ шетнике тумлани çеç илтĕнет. Тата кас-кас кантăк умĕнчи йăмра кăшăл-л та кăшăл-л! туса сас парать.
Укахви çенĕкрен тухрĕ те пусма картлашки çине ларчĕ.
Пуçра урăм-сурăм шухăш арпашрĕ.
Çÿлте пĕлĕт шамалса-шăмарса килчĕ. Аякра çиçĕм хĕ-ресленсе çиçет те хуçăлса тăкăнать...
Кĕтÿ ансан Укахви выльăхсене кил хушшине уçса кĕртрĕ.
«Чир уçăлать,— терĕ вăл ĕçрен таврăннă амăшĕпе йă-тмăкне.— Çăмăлрах пек...»
Каçхине вăл самай вăхăт чÿрече умĕнче хура кантăк çине пăхса ларчĕ. Кантăк çине, хăйă çутине кура, темĕн чухлĕ каçхи кăпшанкă ларса тулчĕ. Лĕпĕшсем те, темĕнле вĕтĕ кайăксем те лăкă-лăках унта. Вĕсем хĕвĕшсе вĕçĕмсĕр куçаççĕ, пĕр-пĕрин урлă сикеççĕ.
Укахви амăшĕпе йăмăке çывăрса кайсан чавса çинчи -арасланса тăракан суранне тупăрчăк хурса çыхрĕ.
Темĕнле ыйхă килсен те çывăрса кайма çук. Укахви тÿшекĕ çинче пĕр кушак çеç чăмăртанса çывăрать. Тăват-пилĕк кун ĕнтĕ хăйă та сÿнтермен.
Сисĕм тымарĕсем хушшăн-хушшăн тăвăнса çитсе ыра-тăва пачах туйми пулаççĕ. Кун пек чух Укахви пит-куçĕ те çутăрах курăнчĕ, куçĕ пĕрре пĕчĕк япала çинчен шутланă чухнехи пек хĕсĕнчĕ, унтан тем пысăккине аса илнĕ майлă — чарăлчĕ, шывланчĕ. Унăн халĕ, икĕ çул каяллахи пек, вăрман витĕр хирелле утас килсе кайрĕ.
Тепре çеç утса çаврăнасчĕ тăван тавралăхпа!
Укахви хуллен ура çине тăчĕ те пĕчĕк пиншакне уртса ячĕ, калуш тăхăнчĕ, мăн тутăр çыхрĕ.
— Аçта каян ара чирлĕ пуçупа çĕр хута?..
Куна амăш каларĕ. «Эп часах кĕретĕп»,— терĕ Укахви, кил хушшине тухрĕ. Тул çутăлать иккен.
Тулта кăштах тăрсан ял хуралçин паçăр илтĕнекен шакăрча сасси те йăнчĕ. Тÿпене шурăмпуç çăлтăрĕ çеç тăрса юлчĕ. Çĕр çинче — пĕлĕт йăтăнса аннă пек — шурă тĕтре выртать. Çурт çуначĕсенчен тата шулап тăрăх тĕтре тумламĕсем пăт-пат ÿккелеççĕ. Пите уççăн лăс çапать...
Ялта никам та вăранман-ха, пĕр хĕр çеç шăлне çыртса, кипкери ачана ал çинче сиктерсе çывратнă пек сулланса кил хушшинчи нÿрĕ каска çинче ларать...
...Çак кун районти врач хăй килчĕ те Укахвин малтанхи чирĕ çумне тата тепĕр чир хушăннине палăртрĕ. Ку чирсем йăлтах тахçан шăннинчен пухăнса пынă иккен.

11
Кĕтĕм вăрмана...
Тухрăм çаврăнса —
Юлчĕ тайăлса...

Халăх юрринчен

Укахви паян, ир енне çеç çывăрса кайнăскер, вырăс апачĕ тĕлнелле вăранчĕ те хăйĕнчен хăй тĕлĕнчĕ! «Мĕнле ку таранччен çывăрнă-ха?»
Темĕнле çав тери кирлĕ ĕç алă пымасăр юлнă пек, çав ĕç Укахви пуçĕ çинчех тăнă пек, çакăншăн ăна такам вăрçса тăкас пек хатарлă шик çĕкленчĕ чĕрере.
Укахви вырăн çинчен сиксе тăма пикенчĕ те — алă ыратса кайсан тин хăй мĕншĕн килте ку таранчченех выртнине ăнкарчĕ. Вара чĕрене ăнланма çук шик тата ытларах çавăрса илчĕ.
Укахви вырăн çинчен тăрса, кăшт уткаласа урисене çемçетрĕ. Урисем унăн пачах хăйĕн мар пек, сисĕм тыма-рĕсем тĕнсе ларнă пек сисрĕ. Тепĕр самантран вăл, чăнах та, пĕтĕм шăм-шакри, ал-урари ырату тамалнине туйрĕ те çакăншăн ача пек хĕпĕртесе ÿкрĕ, сĕтел хушшине ларса сухан-тăварĕпе çĕр улми нимĕрри çирĕ. Вара чун уялла, улăхалла туртрĕ.
Куçĕ унăн ирĕксĕрех кашни япала çинче вăрахчен ча-рăнса тăчĕ. Ним мар япалах паян темĕнле ача чухнехи пек асамлăн та ăнланма çук илемлĕн курăнчĕ. Укахви пÿрте питĕрчĕ те пĕчĕк пурак йăтса урама тухрĕ.
Тÿпене талккăшпех çÿхе шурă чатăр пек пĕлĕт хупăр-ласа илнĕ. Çанталăкĕ ăшă, лÿп çеç. Хĕвел хăш тĕлтине пĕлĕт çинче ирĕлсе тăракан шурă паллă тăрăх çеç ăнкар-ма пулать.
Йăмра тăррисем хумханаççĕ. Пĕлĕт тÿпинче пĕр хĕрен явăнать.
Укахви пусă хапхи витĕр уя тухрĕ, çĕртме ани урлă выртакан çерем пуснă сукмак çине кĕчĕ, вара вăрман енне çул илчĕ.
Каçхине пĕр касă шалкăм çумăр юхтарса, кăпăкланса çунăччĕ те — лупашкасенче халĕ те ăсла пек çăра шыв кÿлленсе тăрать. Ку — усăллă çумăр, ыраш çумăрĕ. Ыраш пучахĕсем, чăнах та, йывăрланса кайнă пек, сулмаклăн чăштăртатаççĕ. Çул хыттине çеç çумăр витеймен.
Акă каллех ăшă-ăшă çумăр, ним йепетмесĕр, куçа ку-рăнми шыв пĕрчĕкĕсемпе вĕтĕртетсе йăслама тытăнчĕ.
Укахви тутăрне салтрĕ те пуçне савăнăçлăн çĕклесе, сисĕни-сисĕнми çумăр айĕнче имлĕ-симлĕ сывлăшпа ки-ленсе хуллен утрĕ.
Инçех те мар темиçе пуслăх шăнкăрчă — пĕр ушкăн — хура ана çинчен хура тĕтĕм капламĕ пек вĕçсе çĕкленчĕ те çаврăнса-пĕтĕрĕнсе пĕрре чăмăртаннă май — çăралса, тепре саланнă май — шĕвелсе аякра ирĕлсе çухалчĕ. Çын çывхарнăçемĕн ыраш ăшĕнчен унтан та кунтан хăрахша-рăн уй çерçийĕсем хăмăлпа çыхланса аран-аран вĕçе-вĕçе тухаççĕ.
Çумăр тикĕс çуман: ял çумĕнче самаях нÿрĕ, кунта пăт-пат çеç ÿккеленĕ. Кăшт тÿпемрех вырăнти хура вăр-ман айĕ аякран пăхсан такам кăвайт хунă пек кăвак курă-нать. Укахвие вара çав вырăнта кирек хăçан та çын пур пек туйăнса тăрать.
Укахви чарăнса йĕри-тавралла пăхса тăчĕ.
Катара — ялсем. Кашни ял тулашĕнчех — ялăн пĕртен-пĕр тĕп хуçи пек — çил арманĕ, хăйĕн чĕпписене сыхлакан тăрна аçи евĕр, самантсерен çиле хирĕç çаврăна-çаврăна тăрса мăнаçлăн хăлаçланать.
Кирек хăш кĕтесе ан пăх, темĕнле уйрăм çынна кур-нăн туйăнать. Анчах курасса вара çыннине хăйне мар унăн чунне, кăмăлне куратăн пек. Куçпа мар, чунпа ку-ратăн. Çак тавралăхра, ачалăхпа тачă çыхăннăскерĕнче, хыçри инçе-инçе вăхăтри темĕнле ăрăмлă та илемлĕ ĕмĕр-лĕх япала, юмахлă-тĕлĕклĕскер, пур пек туйăнса тăрать.
Паянхи тÿлек вăрман, ешĕл çул, ăшă сывлăш...— пĕр-ле илсен темĕнле вăйлă та хитре, ырă кăмăллă та лăпкă, çав вăхăтрах малтанхи хут юратса пăрахнă та ачалла айван çынна аса илтерет. Вăл çын, вăйлăскер, хăйĕн вă-йĕпе пачах мухтанмасăр, ăна никама кăтартасшăн та ăн-тăлмасăр, мĕн пур чĕр чуна управлăн хăйĕн вĕри чунĕпе ăшăтать. Сана та, хăйпе танлаштарсан пĕчĕк те халсăр-скерне, пысăк хисепе хурса атте е савни ачашлăхĕпе хăйĕн ытамне илет. Таврара унăн кăкăрĕнче ăшăнса ирĕлнĕ, ун юратăвĕн ăшшипе тулнă сывлăш тăрать пек.
Эй, мăнтарăн Коли... Хăш çĕр уййинче çÿрет-ши? Хăш тинес уттинче?
Хĕвел те çаврăнса килет, хур кайăксем те таврăнса ки-леççĕ, салтаксем те киле таврăнчĕç — пĕр ăна çеç ку та-рана çитсе те каялла çул пулмарĕ-ха...
Çак вăрман, уй-хир, тавралăх — этем сăнарĕ йышăнас пулсан — мĕн тери илемлĕ, сатур та кăмăллă, ача пек та-са чунлă та итлекен çын пулмалла-мĕн... Коля пек...
Чăнах та-çке, çак тавралăх мар-и-ха çав çынсене ÿт-пуç, юн, сăнар параканни? Çак таврашра çуралмаллах-çке пĕр-пĕр шăп та шай çак тавралăх кăмăллĕ çын. Сĕт-кенне те вăл çак çĕртен-шывран, çак йывăç, ÿсен-тăран çимĕçĕсенчен илет... Чунне-чĕмне те çакăнтанах илет: ка-йăк юррисенчен, шевле чÿхеннинчен, чечек тусанĕсенчен...
Çакăн пек шухăшсемпе Укахви вăрмана кĕчĕ, ăвăслăх витер тухрĕ. Аваслăх айĕнче яланах нÿрем. Тата хăрса ÿкнĕ йăпшака йÿç ăвăссем нÿрелсе хĕрсе кайнă та, темĕнле канфет шăрши пек, çăра пылак тутăллă шăршă тăрать.
Укахви темиçе тĕлте те пĕчченшерĕн шăтса ларнă çÿ-хе.шурă шĕшкĕ кăмписем тупрĕ. Вĕсем шĕвĕр кутлă, çин-çе туналлă вăрăм черкке майлах, шала çурри таран çумăр шывĕ тулнă.
Укахви Утиван ĕшнине тухрĕ. Кунта тĕрлĕрен кăмпа пур: тин çеç шăтса тухнă мăнтăр кăмпа, ăвăс кăрăçĕ, кă-вакарнă лаша какайĕ тĕслĕ хурăн кăрăçĕ. Ешне тавра ташша тухма хатĕр хĕрупраç пек çамрăк ăвăссем карта-ланса тăнă.
Укахви çырма урлă каçса вĕтлĕх вăрман тăваткалĕнчи çул çине тухрĕ. Ват юмансене касса сайратнипе вăрман уçăлса юлнă — кунтан кÿршĕ ял пÿрчĕсем те, лесник çурчĕ те курăнаççĕ.
Вăрман илемĕ каллех тулса çитнĕ ăш-чике лăплантар-са Укахви чунне сăсăккăн-сăсăккăн хумхата пуçларĕ.
Темĕнле кайăксем çĕрте чупса çÿресе юрлаççĕ, çын çывхарсан тĕмĕ ăшне чăмаççĕ те тепĕр тĕлте шевлетме тытăнаççĕ. Сĕлхе текен хура кайăк çынна çывăхах ярать, ик-виç утăм юлсан тин, кăвакарчăн пысăкăшскер, сасартăк çунат çапса ярать те çынна шартах сиктерсе вĕçсе тарать.
Кăмпа пуракĕ паçăрах тулчĕ пулин те Укахви киле таврăнма шутламарĕ: ытарса тухаймăн вăрмантан, пăх-са тăранма мехел çук...
...Эй, вăрманăм, вăрман!.. Кампа калаçнă-ши эпĕ сан-па калаçнă пек чун уçса? Кама каласа панă-ши ăшри хуйха-суйха сан умăнти пек ним пытармасăр?
Чи мăскаллă шухăшăмсене эсĕ çеç пĕлетĕн. Чи юратнă усрав юррăмсене, çывăхран та çывăх çын умĕнче çеç юр-лама упраса усранăскерсене, эсĕ çеç илтнĕ.
Эй, вăрманăм-çунатăм!
Çакăнта сан хитре те ырă чунлă, мана çеç ăнланакан» маншăн пурăнакан темĕнле çуралман чун пур пекех... Вăл халь кайăк сассипе юрлать, çулçă ташшипе ташлать, хĕвел ăшшипе чуна ăшăтать, вĕри кăкăрĕпе питрен сывлать... Вăл мана савать, ăнланать... Вăл çуралатех! Çак тавралăх сĕткенĕнчен çуралать, ÿт-пĕвне çакăнтан илет!.. Укахвисем, Хĕветлисем, Кольăсем çĕнсе илнĕ çĕр çинче çуралать вăл, телейлĕскер, тĕлĕнмелле хитрескер...
Укахви ним курмасăр йывăçсем хушшипе утса хăй сисмесĕрех вăрманпа калаçма тытăнчĕ. Вăл, чир çинчен пачах манса кайнăскер, сасартăк ырату хĕссе килнипе карт сикрĕ те тунката çине ларчĕ, ыйхăран вăраннă пек пулса кайрĕ.
«Аçта эпĕ?»— шухăшларĕ вăл.
Пите те, ура хырăмне те туратсем чĕрсе хĕреслĕ-мĕ-реслĕ шурă çип пек йĕрсем хăварнă. Сывă алă тÿртне те-мĕнле майпа хăях каснă.
Укахви тăна кĕрсе тавралла сăнаса пăхрĕ.
Кăнтăрла иртнĕ пулас. Лăпкă вăрмана таçтан килсе кĕнĕ каскăн çил касси хускатрĕ, вăрман хирĕлсе юлчĕ. Юман, çăка, вĕрене тăррисем вут хыпнă пек карла пуçла~ рĕç. Чăн-чăн вăрман вăрçи тапранчĕ тейĕн.
Çакăн хыççăн сасартăках ăш-чик çаврăнма, кăмăл пăт-ранма тапратрĕ. Чуна çуйхăн ерчĕ. Укахви хăй сисмесĕрех темшĕн чĕрипе куляна пуçларĕ.
Куç умне иртнисем килсе ÿксен тата чирне, больницă-ра каланă сăмахсене ас туса илсен — каллех тĕрлĕ шухăщ пуçа çавăрма тытăнчĕ.
Укахвин куçĕнчен хăй сисмесĕрех куççуль тумламĕ кусса тухрĕ. Ку тарана çитсе пĕрремĕш хут тытса чарай-марĕ çакна хĕрупраç.
Ан айăпласам, çут тĕнче, çак куççульшĕн! Куççуль кă-•ларманччĕ темле таппа-тан йывăрлăхра та.
Телей ачашĕпе ÿсмен... Савăнăç шыраса чупман тĕнче тăрăх. Çамрăк ăс çа'мрăк чух çеç илемлĕ пулин те — халан кайăк пек авкаланса çÿремен. Ытла çамрăкла шухăша юлтăмăр. Пурне те халаллă хавас юрăпа та çителĕклĕ киленеймерĕмĕр. Пирĕн хĕв-шухăш — ĕç пулнă, тăшмана çĕнесси...
Телей хăй урапине туй кÿми пек çавăрса тăратмасть. Эпир тату, тăнăç пурнăç сахалтарах куртăмăр пулсан — пирĕн хыççăнхисем телейлĕ, тĕрĕс-тĕкел пурăнччăр...
Эй, пирĕн хыççăнхисем! Эпир хамăрăн хавасланассине ним тăккаламасăр сире хавасланма хăварна. Сире ăшă пултăр тесе — сивĕре кÿтнĕ. Эсир мăшăрлă пулайăрччĕ тесе — савас ачаран та чуп тумасăрах уйрăлса хăраххăн юлнă... Телейлĕ пулăр эсир!
...Пайтахчен тăчĕ Укахви вăрманта...
Пĕтĕм вăрман çывăрас умĕнхи пек канлĕн анасласа пит-куçа уçă сулхăнпа варкăштарчĕ. Пĕлĕт хĕрри йĕспе тытнă пек хĕрелсе çаврăнчĕ...
Утрĕ, утрĕ Укахви — утти ÿсĕнмерĕ.
Самантлăха шухăш айне пулнă ырату йăсăлтатма, çа-тăрттарма тытăнчĕ. Унтан хул сасартăках чăтма çук ыратса кайрĕ те, ырату шăмă тăрăх хăпарчĕ, кăкăра куçрĕ...
Укахви тĕшĕрĕлсех анчĕ.

12

Хĕрĕх тантăш, хĕр-тантăш —
Епле уйрăлса каям-ши?

Халăх юрринчен

Укахви вăрмана кайса килнĕ хыççăн урăх ниçта та тухаймарĕ. Сывă мар урасем шыçăнса ларчĕç.
...Çынсем хирте тырă выраççĕ. Укахви килте пĕчченех.
Акă ĕнтĕ икĕ эрнене яхăн вăл алăк сыпăран тĕпел сыппалла иртсе курман, тÿшек кукринчен тухман. Сыв-лахе самаиланмарĕ. Чирĕ хатар кайрĕ, çĕнсех пычĕ.
Питенчен юн тарчĕ. Хăй çын кипекĕ çеç тăрса юлчĕ... Хене кайрĕ.

* * *

Варман ентĕ асамат кĕперĕн сăрри-тĕсĕсене йышăнчĕ. Куракĕем кăнтăр енне кайма хатĕрленнĕ май ушкăнăн-ушкăнăй\ вĕçме вĕренеççĕ. Çĕрĕпех çывăраймаççĕ вĕсем...
Çавсен сассине итлесе выртать Укахви.
Чи йывăрри уншăн халь — киле пĕччен юласси... Вă-хăт вĕçĕмсĕр-вĕçĕмсĕр тăсăлать.
Пĕртен-пĕрех йăпанăç халь унăн — йăмăкĕ шкултан таврăнасса кĕтни.
Чим! Алăк сасси мар-и? Çук иккен, çил пăлтăр алăкне пырса тĕртрĕ.
Тÿнт! турĕ темскер. «Анюта мар-и?» Кушак иккен — кăмака çинчен сикрĕ...
Минутсем каллех минучĕ-пĕри ĕмĕр тăршшĕн тăсăлса ерипе иртеççĕ.

* * *

Паян вăрман ĕçлесе таврăннă Хĕветлипе Ольга Уках-вие курма килсе ларчĕç. Укахви вырăнпах выртнине кур-сан вĕсен кăмăлĕсем хуçăлчĕç пулин те, пăшăрханнине тантăшĕ йывăра илмеллех палăртмарĕç.
— Эс шавах ан вырт-ха, Укахви, тăрса уткаласа çÿре. Выртсан — выртсах кайăн тата,— терĕç вĕсем.
Укахви хăйĕн икĕ тусне курсан вăйранах тăрса ларчĕ, суранĕсене хупларĕ. Унтан тÿшек сакки хĕррине çуммăн ларнă тантăшĕсене сивĕ аллипе ыталаса илчĕ...
...Çакăнтан пуçласа кунсеренех кам та пулин кĕре-кĕре тухрĕ Укахви патне. Темĕнле вутлă-шывлă хушăра та — шыва аннă чух та, ĕçе кайнă чух та — чупса кĕрет Хĕвет-ли, чупса кĕрет Ольга.

* * *

— Кам килчĕ ара?.. Анюта-и?..
— Çук-ха, ку Анюта мар... Коля амăшĕ эпĕ. Чирлесех кайрăн-им ĕнтĕ? Эпĕ Кольăран каллех çыру илтĕм. Салам янă... Çуркунне киле таврăнатăп тет.
— Таврăнать-и?..— ыйтать хĕр.
— Таврăнать, ачам... Сăмахсерен сана асăнать. Ах, Укахви кинĕм... Каçар, эп сана кинĕм тесех чĕнĕп ÿлĕм. Сывал-ха часрах, сывал! Ак сан валли пыл илсе килтĕм...
— Ма чăрманан-ши?—тет Укахви хуллен.
— Кай, Укахви, эс ют çын пек ан калаç-ха, сиппи пул-тăрччĕ.
— Çуркуннеччен сывалăп-ха та. Тем пекех тав ĕнтĕ сăю-чысушăн.
— Таса пул, Укахви.

* * *

Авăн-çи.
Паян Укахви кантăк умĕнче ларма пулчĕ. Ăна амăшĕ кантăк умне вырăн сарса пачĕ те хăйне çавăтса пычĕ. Укахви чÿрече уçса кунĕпех урамалла пăхса ларчĕ.
Хăлхара кунĕпех йĕтем çинчи тапкăчра ут хăвалакан ачасем «О-йо-йой-йо-ой! Ну-ну-ну-у-у!..» тесе харăслатса ĕрлешни илтĕнсе тăчĕ. Сасă уçă каять, уй урлă яла çитнĕ хыççăн анатăн-тăвăн çаврăнса килет.
Çÿлте виç сийлĕ курак ушкăнĕ кашни сийĕ хăйне май енне вĕçнипе темĕнле хура тĕтĕм ăшши вĕлтĕртетсе тăнă пек курăнать.
Уйсенче лаптăкăн-лаптăкăн сарă хăмăл — хĕвел ури ÿкнĕ пекех — йĕс тĕслĕн çутăлать.
Çакна курса чуна кăшт савăк кăмăл таврăнать.
Укахви хăйĕн юхса тухнă çивĕтне тытса пăхрĕ. Ука тĕс, çуткамскер, ĕннĕ тĕслĕ пулса ларнă. Çÿç пĕрчи вĕçĕ-сем çурăлса юпленнĕ, таткаланнă, патрак. Елĕкхи пек шыв укипе пĕтĕрмелĕх çук.
Укахвин ĕнтĕ çип татмалăх та вăй юлмарĕ.

* * *

Паян пĕр ушкăн çамрăк — Хĕветли, Ольга, Манехви, Таня, Нина тата райкомолран килнĕ тепĕр хĕр кĕчĕç.
Укахви вĕсене хирĕç хĕвел пулса чупса тухаймарĕ, çук, вырăн çинчен те тăраймарĕ, сывă чавси çине çеç кăшт çĕкленчĕ...
Райкомолран килнĕ хĕр пĕчĕк сăмах каларĕ. Пĕтĕм ха-лăх паттăрлăхĕ, килес телейлĕ пурнăç çинчен... Унтан вăл Укахви кăкри çине медаль тирсе ячĕ. Медалĕ çине «1941 — 1945 çулсенче Отечествăллă аслă вăрçă вăхăтĕнче хас-тарлă ĕçленĕшĕн» тесе çырнă.
— Мĕнпе тав тума пĕлем-ши ĕнтĕ?
Çапла çеç тав тума пултарчĕ Укахви хăйне манман çĕр-шыва.

* * *

Паян Укахви патне колхоз председателĕ Тарье кĕрсе тухрĕ.
— Ну, Укахви,— терĕ вăл.— Часрах ура çине тăркала
Паян Укахви патне колхоз председателĕ Тарье кĕрсе тухрĕ.
— Ну, Укахви,— терĕ вăл.— Часрах ура çине тăркала та — санаторие каятăн. Кăнтăра. Железноводск хулине. Ак сана путевка.
Тарье çак путевка мĕнле тертпе тупăнни çинчен çеç пĕр сăмах та шарламарĕ. Райбольницăри тухтăрсемпе те, рай-комрисемпе те харкашса пăхрĕ вăл, юлашкинчен, сывлăх министрĕ патне çитрĕ. Пур çĕрте те: «Ура çине тăрайман çынна санатори йышăнмасть»,— терĕç ăна. Ахальтен мар Тарьене вăрçă вăхăтĕнче председателе лартнă çав: нимĕн-ле йывăрлăх умĕнче те пуçа пĕкмен вăл... Акă ĕнтĕ путев-ка ун аллинче.
— Тепĕр пилĕк кунтан тухса та каяс пулать, Укахви.
— Ах, Тарье инке,— терĕ Укахви.— Чуна татса па-рăттăм сана — сахал пулĕ... Анчах каяйăп-ши? Пĕр чĕр вăй та çук-çке.
— Унччен ура çине тăмалăх та пулин йăл илесчĕ,— терĕ Тарье.— Апатне лайăхрах çи, тухтăрсен сăмахĕнчен ан ирт, кулянса ăш-чике ан пĕтер. Уйăх çурă хушшинче чиперех сыватаççĕ. Кавказ тăвĕсем çинче ту качаки пек выляса çÿрĕн ак...
Укахви кăмăлĕ çĕкленсе юлчĕ.

* * *

Çакăн хыççăн тепĕр виçĕ кунтан Укахви йăмăкĕ аппă-шĕн сывлăшĕ кĕскелнине асăрхарĕ те амăшне çакăн пек хыпар пĕлтерчĕ:
— Больницăра Укахвин аллине татмалла тенĕ тет... Укахви таттарман...
Амăшĕ лăчăрăнса анчĕ. Çăвар та уçаймарĕ. Самантран тин вăл Анютăна тухтăр патне чуптарчĕ.
— Пуçне çеç çăласчĕ... Аллине те... татăр — татмаллах пулсан,— терĕ вăл тухтăр килсен.
Тухтăр, яланхи пекех, укол турĕ те çапла çеç каласа хăварчĕ:
— Аллине татма кирлĕ мар. Чир чĕрре кĕнĕ.
Çав каçхине вара Укахви ним вăранмасăрах çывăрчĕ. Канлĕн çывăрчĕ... Питĕ илемлĕ тĕлĕк курчĕ. Вăл, Укахви, кăнтăрта пек. Çÿллĕ тусене ыталаса илнĕ çемçе пĕлĕтсем ăшĕнче çÿрет пек. Коля Укахвие качча илет пек те — Укахви, хĕр япали валли, шурă тÿшек пичĕ ăшне çав çем-çе пĕлĕтсенчен тÿшек чыхать пек...

* * *

Çак çĕр йывăр тăм ÿкрĕ те, ирхине пĕтĕм йăмра çул-çисем хура-су сăнлă курăнса ларчĕç.
Çак ирхине Укахви пĕр çăмарта çирĕ, сĕт ĕçрĕ. Кăнтăр тĕлĕнче вăл сасартăк сывă чавси çине çĕкленсе пуçне тăратрĕ.
Куçĕсем унăн ялкăшса та чăл-чал пăхрĕç. Пур япала: çинче те темскер шыранă пек вăрахчен чарăнса тăчĕç.
— Ан-нюта... час килет-ши?..
Ку сасăран амăшĕ хăраса кайрĕ.
— Йывăр туятăн-им, хĕрĕм?..
— Çук!—терĕ Укахви темĕнле тарăхнă пек сасăпа.— Çăмăл! Кил хушшине тухса курасчĕ!
Хĕрĕ хăй çине темĕнле саланса кайнă куçпа хĕвеле хи-рĕç пăхнă пек пăхнине асăрхарĕ карчăк.
— Ытах тухмалла пулсан... алкум вĕçне çавăтса ту-хам эппин. Тăраятăн-и уру çине? Аллупа мăйран тыт-ха çапла...
...Тулта пĕр йытă ÿлесе вĕретчĕ. Карлăк çине лартнă чăп тулли витрери шыва çил килсе пĕрĕхтерет. Картлашка умĕнче — те краççын тăкăннă вара — çывăхран карталан-нă уйăх карти пек çаврашка сарăлса тăрать. Çан-çурăма авăн уйăх вĕçĕн сивĕ çилĕ хыпашласа каять. Вăхăтсăр татăлнă симĕс улмуççи çулçисем, салтаксем пек, сасартăк сиксе тăраççĕ те пĕр ăстрăм сапаланса хăвăрт-хăвăрт чупса каяççĕ, унтан лапах çĕре тăсăлса выртаççĕ, каллех; тăрса чупаççĕ.
Пахчара—кая юлса çурăлнă хĕвел çаврăнăш хĕвеле хирĕç чĕвенсе, чĕчĕ ĕмекен пăру пек малалла сике-сике-илет, тытамак тытнă пек каçăхса кайса тапкалашма ты-тăнать, хыçаланать, е шăнса кÿтнинчен ăшăнас тенĕ майлă,. çулçисене, çын аллисем пек, хире-хирĕç сăтăрать. Пĕри; тата—Укахви пек — тэйăлать, тÿнет, пуçне ниепле те тытаймасть.
Ял сăрчĕн хăрах çыранне кураксем пырса ларчĕç; ун-тан сывлăша çĕкленчĕç те — мĕлкисем те сăрт аяккипе-вĕçнĕ май — курак ушкăнĕ сасартăках икĕ хут йышланнă, пек курăнчĕ.
Çил ачисем малтан çÿлте йĕрмешетчĕç, халĕ аяларах: анчĕç, пÿрт кĕтессинчен çакланса шăхăрса тăчĕç.
Укахви мĕн пур çак сăнсем çине нихçан курмасла тĕм--сĕлсе пăхрĕ.
— Мана хĕреслĕ саппун çактарăр,— терĕ вăл сасар-тăк.— Патис тутăр çыхтарăр, хура ура сырса ярăр...
— Ах, Укахви! Чипер пупле-ха! Халĕ пурăнма та ты-тăнман-иç. Ара... Ыран санаторие каятăн-иç, çул çине-шăрттан та хатĕрлерĕм.
Укахви, малтан тăнпах калаçнăскер, урăх чĕнмерĕ, ку-çĕ çеç ялкăшрĕ. Чĕлхи çĕтрĕ.
Амăшĕ хĕрне аран-аран пÿрте кĕртсе вырттарчĕ. Уках-ви хăййăн çаврăнса ÿкрĕ те — сасартăк чĕлхи уçăлчĕ. Хĕр кĕтмен çĕртен хытă юрласа ячĕ:
Çÿлте кулюкка вĕçнĕ чух
Кунĕ пулчĕ тĕтреллĕ.
Амăшĕ хăраса хытса кайрĕ, вырăн умне ярса пусрĕ.
— Укахви... Мĕн... аптрарăн-им?..
Хĕр илтмерĕ, тата хытăрах юрла пуçларĕ.
— Ах, Укахви, хĕрĕм... Епле-ха, ара, капла... Эс юрлакан марччĕ-çке нихçан та...
Укахви илтмерĕ, ун сасси ăвăнса-ăвăнсах пычĕ. Урампа иртсе пыракан кÿршĕсем те, Укахви юррине уйăрса, «Сывалнă-им ку?» текелесе вĕсем патне çул тытрĕç.
Пÿртре çаплах-ха шалалла-шалалла кайса пыракан юрă янăрарĕ:
Эпир ÿссе çитнĕ чух Самани пулчĕ пит тертлĕ...
Унтан хĕрĕн пырĕнче тем хăйăлтатса илчĕ те, çав вăрăммăн хăйăлтатнинче — яла таврăнакан кĕтÿ сасси, вĕçленмен кĕвĕ çаврăмĕ, кайăк юррисем илтĕнсе кайнă пек туйăнчĕ...

13

Ашшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан
Хурăнĕ тăрăх сухăр юхать.

Халăх юрринчен

Çулла. Кун таврăннă çеç-ха.
Хĕвел, уяра пулас, кăшт тĕтреленет, çапах та витерсе пăхать.
Пĕр салтак мăн çул çинчен пăрăнса вăрман хĕррипе пĕчĕк ял еннелле утрĕ. Салтак çамрăк-ха. Янахĕ-пичĕ те— пуса каччилле — сухалсăр, мăйăхсăр. Кĕлетки яшт кăна. Çийĕнче — салтак тумĕ: погонлă гимнастерка, галифе, атă, хулпуççи урлă шинель уртнă, çурăм хыçĕнче кутамкка.
Салтак вăраххăн çеç «шухăш уттипе» утать.
Ку вăл — Коля...
Унăн — хăйĕн кун-çулĕ, хуйхи-суйхи... Çамрăклах çара кайнă. Вара çапăçусем. Унтан тăшман ункинче. Кайран партизанра. Кун хыççăн тыткăнри асапсем. Юлашкин-чен — çĕнтерÿ хыççăн — ирĕк. Анчах вĕсене йăпăр-япăрах киле ямарĕç. Кăçал тин акă Хĕрле Çăлтăр орденĕ парсах ăсатрĕç...
...Акă ĕнтĕ тÿперен утă уйăхĕн хĕвелĕ шăратса пăхать.
Умра çуралнă ем, тăван ен. Хĕвелĕ те ăшăрах кунта„ çилĕ те çепĕçрех, ачашрах.
Кунсăр пуçне тата кашни çыр-варăн ачалăхпа çыхăннă темĕнле кĕвви-çемми пур. Çапла, кĕвви-çемми!.. Кашни çыр-вартах çавна илтме пулать. Сасăпа янранине мар, хăл-хапа мар — чунпа, чун сисĕмĕпе илтетĕн, туятăн...
Кашни кукăр, тÿпем, лапам, уй-улăх, ĕшне-ката те-мĕнле хăйне çеç тивĕçлĕ, ăна курсан çеç, çак тĕлте çеç хускалакан ыттисенчен уйрăм туйăм вăратать чун-чĕрере.
Хăватлăн туйăнать çут тĕнче, ав çав сăрт çине пăхсан; е çав ял çумĕнчи пĕчĕк вăрман лаптăкне илсен... аваллăх аса килет. Асран кайми аки-сухи. Вăрăм сухаллă, йÿле пилĕклĕ, пир шăлаварлă, шур ураллă чăвашсем...
Акă вăрман касăкнелле майĕпен тайлăмланса чăмакан вар хушши.
Лапамра — тин туса лартнă шултра та çÿллĕ утă ку-писем, пусăрăнма та ĕлкĕрейменскерсем. Çĕр çийĕн тыл-лапуççисене çапăнса, сиккелесе пĕччен кайăк мĕлки шу-са иртет.
Çак вырăнăн та хăйĕн кĕвви-çемми пур, чуна эрлĕклĕн тыткăнласа илекенскер.
Ку таранччен çак таврара пулнă мĕн пур иртнĕ çам-рăклăх, иртнĕ юрату — кам вĕсемпе хăй вăхăтĕнче килен-се юлман — йăлтах çакăнта вĕçсе килнĕ те кунта пурă-нать пек туйăнать. Кольăн сарăлса çитеймен юратăвĕ те çакăнтах пек. Мĕн пур вĕçленеймен юрă, çитмен ĕмĕт — çакăнта çÿрет пек.
Пĕрре пăхма ку вырăн ют çыншăн кичем те.
Аичах çак вырăна хăйĕн тарăн туйăм-сисĕмлĕ чунĕпе илемлетекен çын пурăннă...
Вăл кунта утса çÿренĕ. Савăннă, юрланă, ĕçленĕ. Малтанхи хут вăл юратнă çак тавралăха. Хăйĕн юратăвĕпе, чун илемĕпе, ăшшипе илемлетнĕ ăна вăл... Унăн çав юратăвне, хуйхи-суйхине, юррине çĕр хăй ăшне сăхса илнĕ. Кашни çеçке, шăрка туни, шăрка тусанĕ, варкăш усрать кунта вĕсене. Вара çĕр халĕ те-ха, çав çын туйăмĕсемпе шÿсе каçăхнăскер, çав пархатарлă туйăмсене курăнми шевле пек ярăмласа каялла тавралăха сапалать. Çав пайăркасем сан чĕрÿне юхса кĕреççĕ те, чунна хурлăн-эрлĕн кĕнĕ туйăмран вара эсĕ кунта мĕнле çын утса çÿренине, вăл мĕн ĕмĕтленнине, пурнăçне мĕнле пурăнса ирттернине пелĕтĕн... Вара ирĕксĕрех чĕре пăлханса тапа пуçлать.
Ку вырăн Кольăшăн та ют мар... Вăл Кольăна та паллать.
Акă пĕчĕк çеç ăшăх пĕве... Çийĕ тип-тикĕс, шывĕ тăрă, тĕпĕ курăнать. Тĕпĕнчи хăйăр пĕве хуллен çеç хумханнă 'чухнехи пек хумлăн-хумлăн картланнă: вăл, чăнахах та, пĕве хумханнă вăхăтри пĕр хаклă самантне хăй çине 'ÿкерсе юлнă тейĕн. Тен, Коля кунта малтанхи хут çамрăк хĕр ачана юратса пăрахнă саманта пулĕ?
Çÿлте, вăрман кукринче, çăва.
Анчах ăçтан тупăннă-ха унта хурăн?
— Çав мĕнле хурăн вăл, кинемей?— кăшкăрса ыйтрĕ Коля тăван ялĕнчи чи малтан курнă çынран.
Пăру çавăтса каякан карчăк чарăнса тăчĕ.
— Ара... Коля пулмарĕ-и ку? Ентĕ таврăнтăн-им? Ху-рăнĕ... Мĕнле калас, Уках хурăнĕ тетпĕр...
— Уках хурăнĕ? Ма апла калаççĕ вара?
— Ара ĕнтĕ,— терĕ карчăк, унтан тем такăнчĕ те вас- каварлăн çапла хушса хучĕ:— Кайса пăхатăн-и эппин...
...Çапла... Кунта хурăн ларать. Пуçĕ сĕнк кайнă. Ше-репеллĕ тураттисем сĕвемĕн-сĕвемĕн усăнаççĕ. Яштак вуллин шурă хут пек хуппи тĕл-тĕл сĕвĕнкеленĕ, çилпе вĕçке-лет, ун айĕнчен шап-шурă таса çĕнĕ ÿт пек хупă тухать. Хурăн айĕнче — тĕмеске... Тĕмеске çинче хĕрлĕ юпа... Юпа çинче çап-çамрăк хĕр сăн ÿкерчĕкĕ...
Салтак сулăнса кайрĕ... Юпа çумне ларчĕ... Пилоткине хыврĕ.
Тăватă çул тем тÿссе те йĕпенмен куçсенчен ахах тумламсем кусса тухрĕç...
Чылай ларчĕ салтак.
Укахви!..
Çăмăл-ши тăпру сан, йывăр-ши?
Сăвап кăна тунă эс çынсене.
Çапла ĕнтĕ вăл вăрçă тăккалăш... Вăрçă хирĕнче кăна мар, тылра та çĕр-шывшăнах пуç хунă... ...Усал çын килет çĕр çине — сăтăр туса хăварать, ырă çын килет — усă туса хăварать...
Хурăн тавра çил çаврăнать, кун каçа хăй мĕлки утса çаврăнать. Хĕвел пăхсан хурăн вуллинчи тахçанхи турат куçĕнчен, куççуль пек, хура сухăр юхса тухать те — су-хăр шăрши сарăлать, çын кăкăрне кăтăклать. Çанталăк сивĕтсен, сулхăнлатсан сухăрĕ хытса ларать, юхма ча-рăнать.
Çав хурăн та — Укахви пекех — йывăр чухне, сивĕ чух-не чунне хытарса куççульне пытарать... Хĕвел пăхсан çеç чунĕ ăшăнса çемçелсе каять те иртнине аса илсен ирĕксĕрех куççулĕ тухать.
Çакăнта канлĕх тупнă хĕр халăхпа юнашар тăрса хаяр чытăçура сыхласа хăварнă хальхи ирĕк çĕр çинче паян вăл хăй утса çÿрейменшĕн, çак юнпа тÿлесе илнĕ çутă хĕвел ăшшипе киленейменшĕн хурланать пулĕ хурăн...
Çĕр-шыв ирĕкĕшĕн, этем телейĕшĕн пуçне хунă çынсем çинчен, вĕсен юнĕ çĕре ÿкменни çинчен, çак хальхи тăнăç пурнăç'шăн халăхăн мĕнешкел илемлĕ çынсене çухатма тквни çинчен калать çак хурăн...