Пултарни

PDF

Пултарни 1
Пултарни 2
Пултарни 3
Пултарни 4
Пултарни 5
Пултарни 6
Пултарни 7
Пултарни 8
Пултарни 9
Пултарни 10
Пултарни 11
Пултарни 12
Пултарни 13
Пултарни 14
Пултарни 15
Пултарни 16
Пултарни 17
Пултарни 18
Пултарни 19
Пултарни 20
Пултарни 21
Пултарни 22
Пултарни 23
Пултарни 24
Пултарни 25
Пултарни 26
Пултарни 27
Пултарни 28
Пултарни 29
Пултарни 30
Пултарни 31
Пултарни 32
Пултарни 33
Пултарни 34
Пултарни 35
Пултарни 36
Пултарни 37
Пултарни 38
Пултарни 39
Пултарни 40
Пултарни 41
Пултарни 42
Пултарни 43
Пултарни 44
Пултарни 45
Пултарни 46
Пултарни 47
Пултарни 48
Пултарни 49
Пултарни 50

МОИСЕЙĔН ПĔРРЕМĔШ КĔНЕКИ
ПУЛТАРНИ

1.
(1) Пуçламăшĕнче Турă тÿпепе çĕре пултарнă.
(2) Çĕрĕн сăнĕ-тĕсĕ те, нимĕн те пулман, тĕпсĕр шыв тĕлĕнче тĕттĕм тăнă, шыв çийĕн Турă Сывлăшĕ варкăшнă.
 (2) Çĕрĕн сăнĕтĕсĕ те, нимĕн те пулман, тĕпсĕр шыв тĕлĕнче тĕттĕм тăнă, шыв çийĕн Турă Сывлăшĕ варкăшнă.
(3) Турă каланă: çутă пултăр, тенĕ. Çутă пулса тăнă.
(4) Турă çутă аваннине курнă та, Турă çутта тĕттĕмрен уйăрнă.
(5) Турă çутта — кун, тĕттĕме каç тенĕ. Каç пулнă, ир пулнă: пĕрремĕш кун.
(6) Турă каланă: шыв хушшинче тĕрек пултăр, вăл шыва шывран уйăрса тăтăр, тенĕ. [Çапла пулса тăнă.]
(7) Турă тĕрек туса карнă та тĕрек айĕнчи шыва тĕрек тĕлĕнчи шывран уйăрнă. Çапла пулса тăнă.
(8) Тĕреке Турă тÿпе тенĕ. [Турă ку аваннине курнă.] Каç пулнă, ир пулнă: иккĕмĕш кун.
(9) Турă каланă: тÿпе айĕнчи шыв пĕр çĕре пухăнса тăтăр та, типĕ вырăн тухтăр, тенĕ. Çапла пулса тăнă. [Тÿпе айĕнчи шыв хăйĕн вырăнне пухăнса тăнă та, типĕ вырăн тухнă.]
(10) Типĕ вырăна Турă çĕр тенĕ, пухăнса тăнă шывсене тинĕссем тенĕ. Турă ку аваннине курнă.
(11) Турă каланă: çĕр ешĕлÿсен, [хăй йышши, хăй евĕрлĕ] вăрлăх сапакан курăксем, çĕр çинче хăй йышши çимĕç туса, ăшĕнче вăрлăхĕ пулакан çимĕçлĕ йывăçсем ÿстертĕр, тенĕ. Çапла пулса тăнă.
(12) Çĕр ешĕлÿсен, хăй йышши, [хăй евĕрлĕ] вăрлăх сапакан курăксем, [çĕр çинче] хăй йышши çимĕç туса, ăшĕнче вăрлăхĕ пулакан [çимĕçлĕ] йывăçсем ÿстерсе кăларнă. Турă ку аваннине курнă.
(13) Каç пулнă, ир пулнă: виççĕмĕш кун.
(14) Турă каланă: [çĕре çутатса тăма тата] куна каçран уйăрса тăма, хăватсем кăтартма тата вăхăта, куна, çулталăка палăртса тăма тÿпе тĕрекĕ çинче çутăсем пулччăр;
(15) çĕр çине çутă ярса тăмашкăн вĕсем тÿпе тĕрекĕ çинчи çутаткăçсем пулччăр, тенĕ. Çапла пулса тăнă.
(16) Турă икĕ пысăк çутă тунă: пысăкрах çутине куна тытса тăма, пĕчĕкрех çутине каçа тытса тăма тунă, çăлтăрсем те тунă;
(18) Турă вĕсене тÿпе тĕрекĕ çине лартнă: çĕре çутатса тăма,
(19) кунпа каçа тытса тăма, çутта тĕттĕмрен уйăрса тăма лартнă. Турă ку аваннине курнă.
(20) Каç пулнă, ир пулнă: тăваттăмĕш кун.
(21) Турă каланă: шывра чĕрĕ чунсем кĕшĕлтетчĕр; çĕр çийĕн, тÿпе тĕрекĕ айĕн вĕçен кайăксем вĕçсе çÿреччĕр, тенĕ. [Çапла пулса тăнă.]
(22) Шывра пулса тăнă мăн пулăсене, шывра кĕшĕлтетекен пур тĕрлĕ чĕрĕ чуна Турă ăрăвĕăрăвĕпе пултарнă, ăрăвĕăрăвĕпе тĕрлĕ вĕçен кайăк пултарнă. Турă ку аваннине курнă.
(23) Турă вĕсене пилленĕ: хунăр, йышлăланăр, тинĕс шывĕсене тулăр, çĕр çинче вĕçен кайăксем ĕрчеччĕр, тенĕ.
(24) Каç пулнă, ир пулнă: пиллĕкĕмĕш кун.
(25) Турă каланă: çĕр ăрăвĕăрăвĕпе чĕрĕ чунсем кăлартăр, выльăхсем, çĕленкалтасем, тискер кайăксем ăрăвĕăрăвĕпе кăлартăр, тенĕ. Çапла пулса тăнă.
(26) Çĕр çинчи тискер кайăксене Турă ăрăвĕăрăвĕпе пултарнă, выльăхсене те ăрăвĕăрăвĕпе пултарнă, пур çĕленкалтана та ăрăвĕăрăвĕпе пултарнă. Турă ку аваннине курнă.
(27) Турă каланă: Хамăр сăнарлă, Хамăр евĕрлĕ этем тăвар, вĕсем тинĕсри пулăсене, тÿпери вĕçен кайăксене, [тискер кайăксене,] выльăхчĕрлĕхе, пĕтĕм çĕре, çĕр çийĕн шуса çÿрекен мĕнпур çĕленкалтана пуç пулса тăччăр, тенĕ.
(28) Турă вара Хăй сăнарлă этем пултарнă, ăна Турă евĕрлĕ пултарнă; вĕсене арçыннине, хĕрарăмне пултарнă.
(29) Турă вĕсене пилленĕ, Турă вĕсене каланă: хунăр, йышлăланăр, çĕре туллиех тулăр, ăна тытса тăрăр; тинĕсри пулăсене, [тискер кайăксене,] тÿпери вĕçен кайăксене, [пур выльăхчĕрлĕхе, пĕтĕм çĕре,] çĕр çумĕн çÿрекен мĕнпур чĕрчуна пуç пулса тăрăр, тенĕ.
(30) Турă тата каланă: акă Эпĕ сире пĕтĕм çĕр çинчи мĕнпур курăка, вăрлăх сапакан тĕрлĕ тĕслĕ курăка тата йывăç çимĕçĕ кÿрекен, вăрлăх сапакан тĕрлĕ йывăç патăм,— çакă сире апат валли пулĕ;
(31) пĕтĕм чĕрĕ чуна — çĕр çинчи пур тискер кайăка, тÿпери мĕнпур вĕçен кайăка, çĕр çийĕн шуса çÿрекен пур [çĕленкалтана] — апат валли Эпĕ пĕтĕм ешĕл курăка патăм, тенĕ. Çапла пулса тăнă.
(32) Турă Хăй пултарнине пурне те курнă та: акă питех те аван. Каç пулнă, ир пулнă: улттăмĕш кун.
2
(1) Тÿпепе çĕре тата вĕсен мĕнпур çарне çапла йĕркелесе туса çитернĕ.
(2) Хăй тăвакан ĕçĕсене Турă çиччĕмĕш кун тĕлне туса çитернĕ, тумалли пĕтĕм ĕçне туса çитерсе, çиччĕмĕш куна Вăл канлĕхлĕ тунă.
(3) Турă çиччĕмĕш куна пилленĕ, ăна сăваплă тунă, мĕншĕн тесессĕн Хăйĕн тумалли, пултармалли пĕтĕм ĕçне туса çитерсе, Вăл çав куна канлĕхлĕ тунă.
(4) Тÿпепе çĕр çапла пулса кайнă, вĕсене çапла пултарнă, çавăн чухне, Çÿлхуçа Турă çĕрпе тÿпене пултарсассăн,
(5) çĕр çинче нимĕнле ÿсентăран та, нимĕнле курăк та ÿсменха, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа Турă çĕр çине çумăр çутарман, çĕр ĕçлесе тăма этем те пулман,
(6) анчах çĕр çинчен пăс тухса тăрса пĕтĕм çĕр питне шăварса тăнă.
(7) Çÿлхуçа Турă этеме çĕрти тăпраран тунă, унăн ăшне чĕрĕлĕх сывлăшĕ вĕрсе кĕртнĕ, этем вара чĕрĕ чунлă пулса тăнă.
(8) Хĕвелтухăç енче, Эдемра, Çÿлхуçа Турă рай пахчи лартса ÿстернĕ, Хăй пултарнă этеме çавăнта вырăнаçтарнă.
(9) Çÿлхуçа Турă çĕртен тĕрлĕ йывăç ÿстерсе кăларнă: пăхма — илемлĕ, апат валли лайăх пулнă вĕсем; рай варринче вара чĕрĕлĕх йывăçĕ тата ырăпа усала пĕлтерекен йывăç ÿстернĕ.
(10) Рая шăварса тăмашкăн Эдемран юханшыв юхса пынă; унтан вăл туратланса тăватă юханшыв пулса кайнă.
(11) Пĕри Фисон ятлă пулнă, вăл пĕтĕм Хавила çĕрĕ тавра юхса выртать, унта ылтăн пур;
(12) çав çĕрти ылтăн паха; унта бдолах тата оникс чулĕ пур.
(13) Иккĕмĕш юханшывĕн ячĕ Гихон [Геон]: вăл пĕтĕм Куш çĕрĕ тавра юхса выртать.
(14) Виççĕмĕш юханшывĕн ячĕ Хиддекель [Тигр]: вăл Ассири умĕнчен юхса иртет. Тăваттăмĕш юханшывĕ — Евфрат.
(15) Çÿлхуçа Турă [Хăй пултарнă] этеме ертсе пынă та ăна Эдем пахчине — çавăнта ĕçлесе тăма, пахчана сыхласа тăма — вырăнаçтарнă.
(16) Çÿлхуçа Турă этеме çапла вĕрентсе каланă: эсĕ пахчари пур йывăçăн çимĕçне те çийĕн,
(17) анчах ырăпа усала пĕлтерекен йывăç çимĕçне ан çи: унăн çимĕçне çинĕ кун эсĕ вилмелле пулăн, тенĕ.
(18) Çÿлхуçа Турă тата каланă: этеме пĕччен пурăнма аван мар; ăна пулăшса тăма хăй евĕрлĕскернех пултарар, тенĕ.
(19) Хирти мĕнпур чĕрчуна, тÿпери пур вĕçен кайăка Çÿлхуçа Турă çĕртен тунă, унтан, вĕсене мĕнле ят панине курас тесе, чĕрĕ чунсем хăйсене этем мĕнле ят парĕ, çавăн ятлă пулччăр тесе, [вĕсене] этем патне ертсе пынă.
(20) Этем пур выльăхчĕрлĕхе, тÿпери пур вĕçен кайăка, хирти пур тискер кайăка ят хурса тухнă; анчах этем валли ăна пулăшса тăма ун евĕрлĕскерĕ тупăнман.
(21) Çÿлхуçа Турă этем çине тарăн ыйхă янă; вăл çывăрса кайсассăн, унăн аяк пĕрчисенчен пĕрне кăларса илнĕ те çав вырăна ÿт илтернĕ.
(22) Этемрен илнĕ аяк пĕрчинчен Çÿлхуçа Турă арăм тунă та ăна этем патне ертсе пынă.
(23) Вара этем каланă: акă ку — манăн шăммăмран илнĕ шăмă, манăн ÿтĕмрен илнĕ ÿт; артан, [хăй] упăшкинчен, илнĕрен ăна арăм тейĕç, тенĕ.
(24) Çавăнпа ĕнтĕ этем хăйĕн ашшĕпе амăшне пăрахĕ те арăмĕ çумне çыпçăнĕ; вара [иккĕшĕ] пĕр ÿт пулĕç.
(25) Вĕсем иккĕшĕ те — Адам та, арăмĕ те — çарамас пулнă, пĕрпĕринчен вăтанман.
3
(1) Çÿлхуçа Турă пултарнă хир кайăкĕсенчен çĕлен пуринчен те чеерех пулнă. Çĕлен арăма каланă: Турă чăнах та: райри нихăш йывăçăн çимĕçне те ан çийĕр, тесе каларĕи? тенĕ.
(2) Арăм çĕлене каланă: эпир йывăçсен çимĕçĕсене çиме пултаратпăр,
(3) Турă: рай варринчи йывăçăн çимĕçне çеç ан çийĕр, терĕ, вĕсене ан тĕкĕнĕр, сирĕн вилмелле ан пултăр, терĕ, тенĕ.
(4) Çĕлен арăма каланă: çук, вилместĕр,
(5) Турă пĕлсе тăрать: эсир çав çимĕçе çисе пăхнă кун сирĕн куçăрсем уçăлĕç те, вара эсир ырăпа усала пĕлекен турăсем пек пулатăр, тенĕ.
(6) Йывăçĕ апат валли те лайăх иккен, куçпа пăхма та хитре иккен, пĕлÿ парассипе те сăхлантарать иккен, — арăм çакна курнă та унăн çимĕçне татса çинĕ; тата упăшкине те панă, вăл та çинĕ.
(7) Ĕнтĕ иккĕшĕн те куçĕсем уçăлнă, вĕсем хăйсем çарамас пулнине пĕлнĕ; вара смоква йывăçĕн çулçисене сыпасыпа çĕлесе пилĕкĕнчен çакса янă.
(8) Вĕсем кун сулхăнлатнă вăхăтра райра çÿрекен Çÿлхуçа Турă сассине илтнĕ; Адампа унăн арăмĕ Çÿлхуçа Турă умĕнчен райри йывăçсем хушшине пытаннă.
(9) Çÿлхуçа Турă Адама чĕнсе: [Адам,] эсĕ ăçта? тенĕ.
(10) Вăл: эпĕ Санăн сассуна райра илтрĕм те хам çарамас пулнипе хăраса пытантăм, тенĕ.
(11) [Турă] каланă: эсĕ çарамассине сана кам каларĕ? Эпĕ çиме хушман йывăçăн çимĕçне çимерĕни эсĕ? тенĕ.
(12) Адам каланă: йывăç çимĕçне мана çав арăм, Эсĕ панăскер, пачĕ те — эпĕ çирĕм, тенĕ.
(13) Çÿлхуçа Турă арăма каланă: эсĕ капла мĕн турăн? тенĕ. Арăм: мана çĕлен илĕртрĕ те — эпĕ çирĕм, тенĕ.
(14) Çÿлхуçа Турă çĕлĕне каланă: çакна тунăшăн эсĕ мĕнпур выльăхчĕрлĕх умĕнче, хирти пур тискер кайăк умĕнче ылханлă пулăн; эсĕ хырăмупа шуса çÿрĕн, хăвăн ĕмĕрÿ тăршшĕпех тăпра çисе пурăнăн;
(15) санпала арăм хушшине, сан вăрлăхупа арăм вăрлăхĕн хушшине тăшманлăх хурăп; арăмран çураласси санăн пуçна çапса çĕмĕрĕ, эсĕ ăна ури тупанĕнчен сăхăн, тенĕ.
(16) Арăма каланă: эсĕ йывăр çын чухне санăн асапна ÿстернĕçемĕн ÿстерсе пырăп; ачусене тертленсе çуратăн; эсĕ упăшкушăн тĕмсĕлĕн, вăл вара санăн хуçу пулĕ, тенĕ.
(17) Адама вара çапла каланă: арăмун сăмахне итленĕшĕн, Эпĕ сана «ан çи» тесе каланă йывăçăн çимĕçне çинĕшĕн çĕр сан пирки ылханлă пулĕ; ĕмĕрÿ тăршшĕпех эсĕ, асап курса, çĕртен тăранса пурăнăн;
(18) çĕр сана йĕплĕ курăксемпе çумкурăкĕсем ÿстерсе парĕ; эсĕ хирти курăкпа тăранса пурăнăн;
(19) çĕртен пулнăскер, эсĕ каялла çĕре кĕричченех çăкăрна тар юхтарса ĕçлесе çийĕн: эсĕ — тăпра, каллех тăпра пулăн, тенĕ.
(20) Адам хăйĕн арăмне Ева ятлă хунă, мĕншĕн тесессĕн вăл пĕтĕм пурăнакансенĕн амăшĕ пулса тăнă.
(21) Çÿлхуçа Турă Адампа унăн арăмĕ валлн тир тумтирсем туса вĕсене тăхăнтартнă.
(22) Çÿлхуçа Турă каланă: акă Адам, ырăпа усала пĕлсе, Пирĕнтен пĕри пек пулса тăчĕ; халĕ ĕнтĕ вăл тата, аллине тăсса, чĕрĕлĕх йывăçĕн çимĕçне те татса ан çитĕр, ĕмĕрех пурăнмалла ан пултăр, тенĕ.
(22) Çĕртен илнĕскер çĕр ĕçлесе пурăнтăр тесе Çÿлхуçа Турă ăна Эдем пахчинчен кăларса янă.
(24) Адама хăваласа янă та чĕрĕлĕх йывăçĕ патне пыракан çула сыхламашкăн Эдем пахчи умне, тухăç енне, Херувима тăратнă тата çавăрăнса тăракан вутлă хĕç хунă.
4
(1) Адам хăйĕн арăмĕпе Евăпа хутшăннă; Ева йывăр çын пулса Каина çуратнă, вăл: эпĕ Çÿлхуçаран çын тупрăм, тенĕ.
(2) Тата унăн шăллĕне, Авеле, çуратнă. Авель — сурăх кĕтекен çын, Каин çĕр ĕçлекен çын пулнă.
(3) Кăштах вăхăт иртсессĕн, Каин Çÿлхуçана çĕр çимĕçĕ парне кÿнĕ,
(4) Авель те хăйĕн кĕтĕвĕнчи малтан çуралнă путексене, чи самăррисене, парне кÿнĕ. Çÿлхуçа Авеле те, унăн парнине те кăмăл тунă,
(5) Каина вара хăйне те, унăн парнине те кăмăл туман. Каин питĕ тарăхнă, пуçне чиксе çÿренĕ.
(6) Çÿлхуçа [Турă] Каина каланă: эсĕ мĕншĕн тарăхрăн? мĕншĕн эсĕ пуçна чикрĕн?
(7) ырă тунă чухне пуçна çĕклеместĕни? ырă тумастăн пулсассăн, алăку умĕнче çылăх выртать; вăл сана хăй патне туртать, анчах эсĕ ăна пăхăнтар, ăна пуçлăх пул, тенĕ.
(8) Каин хăйĕн шăллĕне, Авеле, каланă: [атя хире каяр,] тенĕ. Хире тухсассăн, Каин хăйĕн шăллĕне, Авеле, хирĕç тăрса ăна вĕлернĕ.
(9) Çÿлхуçа [Турă] Каина каланă: Авель шăллу ăçта санăн? тенĕ. Вăл: пĕлместĕп; эпĕ шăллăма хуралçă-им? тенĕ.
(10) [Çÿлхуçа] каланă: мĕн турăн эсĕ? санăн шăллу юнĕн сассийĕ Мана çĕр çинчен кăшкăрса чĕнет;
(11) санăн аллу тăкнă юна, санăн шăллун юнне, çăтнă çĕр халĕ сана ылханчĕ;
(12) эсĕ çĕр ĕçленĕ чухне вăл сана текех хăйĕн вăйне парса тăмĕ, çĕр çинче эсĕ хăваласа янă çын, çапкаланчăк çын пулăн, тенĕ.
(13) Каин Çÿлхуçа [Турра] каланă: ман çине хунă хаса чăтас чăтăмран та пысăкрах:
(14) акă Эсĕ халĕ мана çĕр çинчен хăваласа яратăн, эпĕ Санăн куçу умĕнчен çухалăп, çĕр çинче эпĕ хăваласа янă çын, çапкаланчăк çын пулăп; мана тĕл пулакан кирек кам та мана вĕлерĕ, тенĕ.
(15) Çÿлхуçа [Турă] ăна каланă: кам Каина вĕлерĕ, ăна уншăн çичĕ хут тавăрмалла, тенĕ. Каина тĕл пулса никам та ан вĕлертĕр тесе, Çÿлхуçа [Турă] ăна паллă тунă.
(16) Вара Каин Çÿлхуçа умĕнчен пăрахса кайнă, вăл Эдемран тухăçалла, Нод çĕрне, кайса вырăнаçнă.
(17) Каин хăйĕн арăмĕпе хутшăннă; арăмĕ, йывăр çын пулса, Еноха çуратнă. Каин хула лартнă; хулине ывăлĕн ячĕпе Енох тенĕ.
(18) Енохăн Ирад [Гаидад] çуралнă; Ирадран Мехиаель [Малелеил] çуралнă; Мехиаелĕн Мафусал çуралнă; Мафусалран Ламех çуралнă.
(19) Ламех хăй валли икĕ арăм илнĕ: пĕри Ада ятлă, тепĕри Цилла [Селла] ятлă пулнă.
(20) Ада Иавала çуратнă: вăл кĕтÿ кĕтсе чатăрта пурăнакансенĕн ашшĕ пулнă.
(21) Унăн шăллĕн ячĕ Иувал: вăл пĕтĕм кĕслеçĕсен, шăхлич калакансен ашшĕ пулнă.
(22) Цилла та Тувалкаина [Фовела] çуратнă: вăл пăхăртан тата тимĕртен тĕрлĕ япала туптаса тăвакан ăста пулнă. Тувалкаинăн йăмăкĕ — Ноема.
(23) Ламех хăйĕн арăмĕсене каланă: эй Ада, эй Цилла! итлĕр эпĕ каланине; эй Ламех арăмĕсем! тăнлăр ман сăмахсене: суранăмшăн эпĕ ар пулнă çынна вĕлертĕм, хама амантнăшăн яш ачана вĕлертĕм;
(24) Каиншăн çичĕ хут тавăрас пулсассăн, Ламехшăн çитмĕл çичĕ хут тавăрĕç, тенĕ.
(25) Адам татах хăйĕн арăмĕпе, [Евăпа,] хутшăннă, Ева ывăл ача çуратнă, вăл ăна Сиф ятлă хунă, [вăл каланă:] Каин вĕлернĕ Авель вырăнне Турă мана тепĕр вăрлăх пачĕ, тенĕ.
(26) Сифăн та ывăл ача çуралнă: вăл ăна Енос ятлă хунă; çавăн чухне вара Çÿлхуçа [Турă] ятне асăнса чĕне пуçланă.
5
(1) Адамăн йăхĕ-кăкĕ çакă: Турă этеме пултарнă чухне, Вăл ăна Хăй евĕрлĕ тунă чухне,
(2) вăл вĕсене арçыннине тата хĕрарăмне пултарнă, вĕсене пилленĕ, вĕсене пултарнă кун вĕсене «этем» тесе ят хунă.
(3) Адам çĕр вăтăр [230] çул пурăннă та, унăн хăй евĕрлĕ, хăй сăнарлă ывăл çуралнă, вăл ăна Сиф ятлă хунă.
(4) Сиф çуралнă хыççăн Адамăн кунçулĕ сакăр çĕр [700] çула пынă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă.
(5) Адам пурăннă кунçул пурĕ тăхăрçĕр вăтăр çул пулнă; вара вăл вилнĕ.
(6) Сиф çĕр пилĕк [205] çул пурăннă та, унăн Енос çуралнă.
(7) Енос çуралнă хыççăн Сиф сакăрçĕр çичĕ [707] çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă.
(8) Сиф пурăннă кунçул пурĕ тăхăрçĕр вуникĕ çул пулнă; вара вăл вилнĕ.
(9) Енос тăхăрвунă [190] çул пурăннă та, унăн Каинан çуралнă.
(10) Каинан çуралнă хыççăн Енос сакăрçĕр вунпилĕк [715] çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă.
(11) Енос пурăннă кунçул пурĕ тăхăрçĕр пилĕк çул пулнă; вара вăл вилнĕ.
(12) Каинан çитмĕл [170] çул пурăннă та, унăн Малелеил çуралнă.
(13) Малелеил çуралнă хыççăн Каинан сакăрçĕр хĕрĕх [740] çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă.
(14) Каинан пурăннă кунçул пурĕ тăхăрçĕр вунă çул пулнă; вара вăл вилнĕ.
(15) Малелеил утмăл пилĕк [165] çул пурăннă та, унăн Иаред çуралнă.
(16) Иаред çуралнă хыççăн Малелеил сакăрçĕр вăтăр [730] çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă.
(17) Малелеил пурăннă кунçул пурĕ сакăрçĕр тăхăрвун пилĕк çул пулнă; вара вăл вилнĕ.
(18) Иаред çĕр утмăл çул пурăннă та, унăн Енох çуралнă.
(19) Енох çуралнă хыççăн Иаред сакăрçĕр çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă.
(20) Иаред пурăннă кунçул пурĕ тăхăрçĕр утмăл икĕ çул пулнă; вара вăл вилнĕ.
(21) Енох утмăл пилĕк [165] çул пурăннă та, унăн Мафусал çуралнă.
(22) Енох Турă умĕнче çÿренĕ, Мафусал çуралнă хыççăн вăл тата виççĕр [200] çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă.
(23) Енох пурăннă кунçул пурĕ виççĕр утмăл пилĕк çул пулнă.
(24) Енох Турă умĕнче çÿренĕ; унтан вăл курăнми пулнă, мĕншĕн тесессĕн Турă ăна Хăй патне илнĕ.
(25) Мафусал çĕр сакăрвун çичĕ çул пурăннă та, унăн Ламех çуралнă.
(26) Ламех çуралнă хыççăн Мафусал çичçĕр сакăрвун икĕ çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă.
(27) Мафусал пурăннă кунçул пурĕ тăхăрçĕр утмăл тăхăр çул пулнă; вара вăл вилнĕ.
(28) Ламех çĕр сакăрвун икĕ [188] çул пурăннă та, унăн ывăл ача çуралнă,
(29) хамăр ĕçе тунă чухне, Çÿлхуçа [Турă] ылханнă çĕре хамăр аллăмăрпа ĕçлесе тăнă чухне пире çакă лăплантарĕ тесе, Ламех ăна Ной ятлă хунă.
(30) Ной çуралнă хыççăн Ламех пилĕкçĕр тăхăрвун пилĕк [565] çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă.
(31) Ламех пурăннă кунçул пурĕ çичçĕр çитмĕл çичĕ [753] çул пулнă; вара вăл вилнĕ.
(32) Пилĕкçĕр çула çитсессĕн Нойăн [виçĕ ывăл] Сим, Хам тата Иафет çуралнă.
6
(1) Çĕр çинче этемсем ĕрче пуçласассăн, вĕсен хĕрĕсем те çуралсассăн,
(2) Турă ывăлĕсем этем хĕрĕсем илемлине курнă та вĕсене кам хăшне суйланă, çавна хăй валли качча илнĕ.
(3) Çÿлхуçа [Турă] каланă: çак çынсем Манăн Сывлăшăма ĕмĕрех хирĕç тăраймĕç, мĕншĕн тесессĕн вĕсем ÿт анчах; вĕсен кунçулĕ çĕр çирĕм çул пултăр, тенĕ.
(4) Çав вăхăтра çĕр çинче улăпсем пулнă, уйрăмах вĕсем Турă ывăлĕсем этем хĕрĕсем патне кĕре пуçласассăн, кусем вĕсем валли ача çурата пуçласассăн нумайланнă: вĕсем паттăр çынсем, мĕн авалтанпах чаплă çынсем пулнă.
(5) Çÿлхуçа [Турă] этемсем çĕр çинче питех те аскăнланса пурăннине курнă, вĕсен пĕтĕм шухăшĕ, чĕринчи пĕтĕм ĕмĕчĕ кирек хăçан та усал пулнă;
(6) çĕр çинче этеме пултарнăшăн Çÿлхуçа ÿкĕннĕ, Хăй ăшĕнче хытă куляннă.
(7) Вара Çÿлхуçа каланă: Хам пултарнă этемсене Эпĕ çĕр çийĕнчен пĕтеретĕп, этемрен пуçласа выльăхчĕрлĕх, çĕленкалта, тÿпери вĕçен кайăк таранах пĕтеретĕп, вĕсене пултарнăшăн Эпĕ ÿкĕнтĕм ĕнтĕ, тенĕ.
(8) Ной вара Çÿлхуçа [Турă] умĕнче тивлетлĕ пулнă.
(9) Акă Нойăн пурăнăçĕ: Ной хăйĕн ăрăвĕнче тÿрĕ çын, айăпсăр çын пулнă; Ной Турă умĕнче çÿренĕ.
(10) Нойăн Сим, Хам тата Иафет ятлă виçĕ ывăл çуралнă.
(11) Ĕнтĕ Турă куçĕ умĕнче çĕр ирсĕрленсе çитнĕ, çĕр усал ĕçпе тулнă.
(12) [Çÿлхуçа] Турă çĕр çине пăхнă та — акă çĕр пĕтĕмпе ирсĕрленнĕ, пурте хăйсен çĕр çинчи çулне пăсса пĕтернĕ.
(13) [Çÿлхуçа] Турă Ноя каланă: пĕтесси çитрĕ, мĕн пурри Манăн умăмра пĕтĕ, мĕншĕн тесессĕн çĕр вĕсенĕн усал ĕçĕсемпе тулса çитрĕ; акă Эпĕ вĕсене çĕр çинчен пĕтерĕп.
(14) Ху валли гофер йывăçĕнчен карап ту; карап ăшĕнче пÿлĕмсем ту, унăн шалашне те, тулашне те сăмалапа сĕрсе тух.
(15) Ăна çапла ту: карапăн тăршшĕ виççĕр чике, сарлакăшĕ аллă чике, çÿллĕшĕ вăтăр чике пултăр.
(16) Карапунта шăтăк туса хăвар, тăррине пĕр чикене çити ансăрлат, карапа кĕме унăн айккине алăк ту; пурăнмашкăн ун ăшĕнче аялти хутне, иккĕмĕш тата виççĕмĕш хутне ту.
(17) Акă Эпĕ ÿтĕнче чĕмĕ пуррине, тÿпе айĕнчине, пурне те пĕтермешкĕн çĕр çине шыв тултарăп; çĕр çинче мĕн пурри йăлтах вилсе пĕтĕ.
(18) Анчах Эпĕ санпала халал хывăп: эсĕ ху та, санăн ывăлусем те, арăму та, ывăлусен арăмĕсем те санпа пĕрле карап ăшне кĕрĕç.
(19) Çавăн пекех карап çине тата [пĕтĕм выльăхчĕрлĕхе, пĕтĕм çĕленкалтана тата] пĕтĕм чĕрчуна пĕрер мăшăр илсе кĕр, вĕсем санпа пĕрле чĕрĕ юлччăр; вĕсем аçаллăамаллă пулччăр.
(20) Санпа пĕрле чĕрĕ юлмашкăн сан патна вĕçен кайăксен кашни ăрăвĕнчен, выльăхчĕрлĕхсен кашни ăрăвĕнчен, çĕр çийĕн шуса çÿрекенсен кашни ăрăвĕнчен аçаллăамаллă пĕрер мăшăр кĕччĕр.
(21) Эсĕ ху валли çиме юрăхлă тĕрлĕ çимĕç ил, ăна хăв патна пухса хур; вăл саншăн та, вĕсемшĕн те апат пулĕ, тенĕ.
(22) Ной пĕтĕмпех тунă: [Çÿлхуçа] Турă ăна мĕнле хушнă, вăл çапла тунă.
7
(1) Çÿлхуçа [Турă] Ноя каланă: эсĕ ху та, санăн мĕнпур кил-йышу та карап ăшне кĕрĕр, мĕншĕн тесессĕн çак ăру хушшинче эсĕ Манăн умăмра тÿррине Эпĕ куртăм;
(2) пур таса выльăхран çичшер аçапа çичшер ама, таса мар выльăхран икшер аçапа икшер ама ил;
(3) çавăн пекех тата пĕтĕм çĕр валли йăх упраса хăвармашкăн [таса] вĕçен кайăксенчен çичшер аçапа çичшер ама, [пур таса мар вĕçен кайăкран икшер аçапа икшер ама] ил,
(4) мĕншĕн тесессĕн çичĕ кунран Эпĕ çĕр çине хĕрĕх кун та хĕрĕх каç хушши çумăр тăкăп; Хам мĕн пултарнине пурне те çĕр çинчен пĕтерĕп, тенĕ.
(5) Çÿлхуçа [Турă] хăйне мĕн хушнине Ной пĕтĕмпе тунă.
(6) Çĕр çине шыв тулнă вăхăтра Ной ултçĕр çулта пулнă.
(7) Ной хăй те, унпа пĕрле унăн ывăлĕсем те, арăмĕ те, ывăлĕсен арăмĕсем те çĕр çине шыв тулас умĕн карап ăшне кĕнĕ.
(8) [Таса вĕçен кайăксем те, таса мар вĕçен кайăксем те,] таса выльăхсем те, таса мар выльăхсем те, [тискер кайăксем те,] çĕр çийĕн шуса çÿрекенсем те —
(9) пурте, [Çÿлхуçа] Турă Ноя хушнă пек, Ной патне карап ăшне мăшăрăнмăшăрăн аçаллăамаллă кĕнĕ.
(10) Çичĕ кунран çĕр çине талай çитнĕ.
(11) Ной пурăнăçĕн ултçĕрмĕш çулĕнче, иккĕмĕш уйăхра, çак уйăхăн вунçиччĕмĕш [
(12) 27 ] кунĕнче, шăпах çав кун, аслă тĕпсĕр авăрсен пур çăлĕ те уçăлса кайнă, пĕлĕт чÿречисем те уçăлнă;
(13) вара çĕр çине хĕрĕх кун та хĕрĕх каç çумăр çунă.
(14) Шăп çав кун Ной карап ăшне кĕнĕ; Ной ывăлĕсем те,— Сим, Хам тата Иафет, — Ной арăмĕ те, унăн ывăлĕсен виçĕ арăмĕ те унпа пĕрле кĕнĕ.
(15) Хăйсем те кĕнĕ, вĕсемпе пĕрле ăрăвĕăрăвĕпе çĕр çинчи пур тискер кайăк, ăрăвĕăрăвĕпе пур выльăх, çĕр çинче шуса çÿрекен пур çĕленкалта та ăрăвĕăрăвĕпе, вĕçсе çÿрекенсем, пур вĕçен кайăк, пур çунатлă кайăк та ăрăвĕăрăвĕпе
(16) Ной патне карап ăшне кĕнĕ, ÿтĕнче чĕмĕ пуррисем пурте аçаллăамаллă, мăшăрăнмăшăрăн кĕнĕ;
(17) Ной патне карап ăшне кĕнĕ пур тĕрлĕ чĕрчун, [Çÿлхуçа] Турă Ноя хушнă пек, аçи те, ами те кĕнĕ. Çÿлхуçа [Турă] вĕсем кĕнĕ хыççăн карапа хупса лартнă.
(18) Çĕр çине шыв хĕрĕх кун та хĕрĕх каç тулса пынă, шыв хушăннăçемĕн хушăнса пынă та карапа çÿлелле çĕкленĕ, вăл çĕртен çÿлте пулнă;
(19) çĕр çинче шыв вăйлăлансах пынă, питех те тулса çитнĕ, карап шыв çийĕн ишсе çÿренĕ.
(20) Шыв çĕр çине шутсăр нумай капланса тулнă; пĕтĕм тÿпе айĕнчи çÿллĕ тусене пурне те шыв хупласа илнĕ;
(21) вĕсен тĕлĕнчи шыв вунпилĕк чике чухлĕ хăпарнă, çÿллĕ тусене пурне те шыв хупласа илнĕ.
(22) Çĕр çинче çÿрекен пур чĕрчун та вилсе пĕтнĕ: вçен кайăксем, выльăхчĕрлĕх, çĕр çийĕн шуса çÿрекен пур çĕленкалта, пур çын та вилсе пĕтнĕ;
(23) типĕ çĕрте пурăнăç сывлăшне сăмсапа сывлаканни пурте вилсе пĕтнĕ.
(24) Çĕр çинче пурăнаканнисем пурте пĕтнĕ; этемрен пуçласа выльăхĕчĕрлĕхĕ, çĕленкалти, тÿпе айĕнчи вĕçен кайăкĕ таран — пурте çĕр çинчен пĕтнĕ, Ной çеç, унпа пĕрле карап çинче пулнисем çеç тăрса юлнă.
(25) Шыв çĕр çинче çĕр аллă кун тулса пынă.
8
(1) Турă Ноя тата унпа пĕрле карап ăшĕнче пулнă пур тискер кайăка, пур выльăхчĕрлĕхе, [пур вĕçен кайăка, шуса çÿрекен пур çĕленкалтана] асне илнĕ; вара Турă çĕр çине çил янă та, шыв тулма чарăннă.
(2) Тĕпсĕр авăрăн çăлĕсем, пĕлĕт чÿречисем хупăнса ларнă, вара тÿперен çумăр çума чарăннă.
(3) Шыв майĕпен çĕр çинчен каялла кайнă, çĕр аллă кун иртсессĕн шыв чака пуçланă.
(4) Çиччĕмĕш уйăхра, çав уйăхăн вунçиччĕмĕш кунĕнче, карап Арарат тăвĕ çине пырса чарăннă.
(5) Вуннăмĕш уйăха çитиччен шыв пĕрмаях чакса пынă; вуннăмĕш уйăхăн пĕрремĕш кунĕнче ту тăррисем курăна пуçланă.
(6) Хĕрĕх кун иртсессĕн Ной хăй тунă карап чÿречине уçнă та
(7) [çĕр çинчен шыв чакнине пĕлмешкĕн] çăхана кăларса янă; вăл вĕçсе тухнă та çĕр çинчи шыв типичченех пĕр аяккалла вĕçсе кайнă, пĕр каялла вĕçсе килнĕ.
(8) Унтан çĕр çинчен шыв кайса пĕтнине пĕлмешкĕн Ной кăвакарчăна кăларса янă;
(9) анчах кăвакарчăнĕ урине пусса ларса канма вырăн тупайман та ун патне каялла карап çине вĕçсе килнĕ, мĕншĕн тесессĕн çĕр çинче пур тĕлте те шыв тăнă; Ной аллине тăснă та ăна ярса тытса хăй патне карап ăшне кĕртнĕ.
(10) Тата çичĕ кун кĕтсе тăнă та карап ăшĕнчен каллех кăвакарчăна кăларса янă.
(11) Кăвакарчăн ун патне каç пуласпа каялла вĕçсе çитнĕ, акă сăмсипе вăл çу йывăççин ешĕл чĕрĕ çулçине хыпса килнĕ; Ной вара çĕр çинчен шыв чакса кайнине пĕлнĕ.
(12) Вăл тата çичĕ кун кĕтсе тăнă та [каллех] кăвакарчăна кăларса янă; кăвакарчăн вара ун патне каялла таврăнман.
(13) [Ной пурăнăçĕн] ултçĕр пĕрремĕш çулĕнче, пĕрремĕш уйăхăн [пĕрремĕш] кунĕ тĕлне, çĕр çинче шыв юлман; Ной карап тăррине уçса пăхнă та — акă çĕр çийĕ кушăхнă.
(14) Иккĕмĕш уйăхра, уйăхăн çирĕм çиччĕмĕш кунĕ тĕлне, çĕр пĕтĕмпех типсе çитнĕ.
(15) Вара [Çÿлхуçа] Турă Ноя каланă:
(16) эсĕ хăв та тух, санăн арăму та, ывăлусем те, ывăлусен арăмĕсем те санпа пĕрле карап ăшĕнчен тухчăр;
(17) хăвăнпа пĕрле пулнă пур чĕрчуна та — вĕçен кайăксене, выльăхчĕрлĕхе, çĕр çийĕн шуса çÿрекен пур çĕленкалтана — хăвăнпа пĕрле илсе тух; вĕсем çĕр тăрăх саланччăр, çĕр çинче ĕрчеччĕр, хунаса пыччăр, тенĕ.
(18) Вара Ной тухнă, унпа пĕрле унăн ывăлĕсем те, арăмĕ те, ывăлĕсен арăмĕсем те тухнă;
(19) карап ăшĕнчен мĕнпур тискер кайăк, [мĕнпур выльăхчĕрлĕх,] мĕнпур çĕленкалта, мĕнпур вĕçен кайăк — çĕр çинче мĕн çÿрекенни пурте — ăрăвĕăрăвĕпе тухса кайнă.
(20) Вара Ной Çÿлхуçа валли парне вырăнĕ тунă; кашни таса выльăх ăрăвĕнчен, таса вĕçен кайăксен мĕнпур ăрăвĕнчен илсе, вĕсене парне вырăнĕ çинче пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿнĕ.
(21) Ырă шăршă Çÿлхуçана кăмăллă пулнă, вара Çÿлхуçа [Турă] Хăй ăшĕнче каланă: этем пирки çĕре урăх ылханмăп ĕнтĕ, мĕншĕн тесессĕн этем кăмăлĕ мĕн çамрăкранах усал; халĕ тунă пек тумăп, пĕтĕм пурăнакана урăх нихăçан та пĕтермĕп:
(22) çĕр сывă чухне акассипе вырасси, сивĕпе шăрăх, çупа хĕл, кунпа каç нихăçан та чарăнса лармĕç, тенĕ.
9
(1) Турă, Нойпа унăн ывăлĕсене пиллесе, вĕсене çапла каланă: ĕрчĕр, хунăр, çĕре тулса çитĕр, [ăна тытса тăрăр];
(2) çĕр çинчи пур тискер кайăк, [çĕр çинчи пур выльăхчĕрлĕх,] тÿпери пур вĕçен кайăк, çĕр çинчи пур кусанçÿрен, тинĕсри пур пулă сирĕнтен хăратăр, сирĕнтен чĕтресе тăтăр: вĕсене сирĕн алла панă;
(3) пĕтĕм пурăнакан кусанçÿрен сирĕн валли çимĕç пулĕ; унччен ешĕл курăк панă пек, çакна пурне те сире паратăп;
(4) анчах чунĕюнĕ пур ÿте ан çийĕр;
(5) Эпĕ хăвăр юнăра та шыраса илĕп: сирĕн пурăнăçăр — юнра, ăна кирек хăш тискер кайăкран та шыраса илĕп, çын чунне çын аллинчен, унăн тăванĕн аллинчен те шыраса илĕп;
(6) кам çын юнне тăкĕ, унăн юнне те çын аллиех тăкĕ, мĕншĕн тесессĕн этеме Турă сăнарлă пултарнă;
(7) эсир ĕнтĕ ĕрчĕр, хунăр, çĕр тăрăх сарăлăр, çĕр çинче йышлăлансах пырăр, тенĕ.
(8) Ноя, унпа пĕрле унăн ывăлĕсене Турă татах каланă:
(9) акă Эпĕ сирĕнпе тата сирĕнтен кайран килес тăхăмăрпа халал хыватăп,
(10) сирĕнпе пĕрле пулнă пур чĕрĕ чунпа — вĕçен кайăксемпе, выльăхчĕрлĕхпе, çĕр çинчи пур тискер кайăкпа — карап ăшĕнчен тухнисемпе пуринпе те, çĕр çинчи пур чĕрчунпа та халал хыватăп;
(11) урăх нимĕнле чĕрчуна та талай шывĕпе пĕтермĕп тесе, текех çĕре çука хăваракан талай пулмĕ тесе, Эпĕ сирĕнпе халал хыватăп, тенĕ.
(12) [Çÿлхуçа] Турă тата каланă: Манпа сирĕн хушшăмăра тата сирĕн патăрти пĕтĕм чĕрĕ чун хушшине ĕмĕртен ĕмĕре яланлăха хывнă халалăн палли çакă:
(13) Эпĕ пĕлĕт çине асамат кĕперĕ каратăп, вăл Манпа çĕр хушшине [ĕмĕрлĕхе] хывнă халал палли пултăр.
(14) Вара çапла пулĕ: Эпĕ çĕр çине çумăр пĕлĕчĕ ярсассăн, пĕлĕтре [Манăн] асамат кĕперĕ курăнĕ;
(15) вара Эпĕ Манпа сирĕн хушшăмăра тата кашни ÿтри чĕрĕ чун хушшине хывнă Хамăн халалăма аса илĕп; тĕнчене шыв илсе пĕтĕм чĕрчуна пĕтересси урăх пулмĕ.
(16) [Манăн] асамат кĕперĕ тÿпере пулĕ, Эпĕ ăна курăп та Турăпа [çĕр хушшине,] çĕр çинче пурăнакан кашни ÿтри кашни чĕрĕ чун хушшине хывнă ĕмĕрлĕх халалăма аса илĕп, тенĕ.
(17) Турă Ноя татах каланă: Манпа çĕр çинче пурăнакан кашни чĕрчун хушшине хывнă халал палли çакă ĕнтĕ, тенĕ.
(18) Нойăн карап ăшĕнчен тухнă ывăлĕсем çаксем пулнă: Сим, Хам тата Иафет. Хам вара Ханаанăн ашшĕ пулнă.
(19) Çаксем виççĕшĕ Нойăн ывăлĕсем пулнă; пĕтĕм çĕр çинчи халăх вĕсенчен пулса кайнă.
(20) Ной çĕр ĕçлеме пуçланă, вăл иçĕм çырли пахчи лартса ÿстернĕ;
(21) вăл иçĕм эрехĕ ĕçнĕ те ÿсĕрĕлнĕ, хăйĕн чатăрĕнче çарамас выртнă.
(22) Хам, Ханаан ашшĕ, хăй ашшĕ çарамасне курнă та тухса хăйĕн икĕ тăванне каласа панă.
(23) Симпа Иафет тумтир илнĕ те ăна хăйсен хулпуççийĕ çине хурса, кутăн кĕрсе ашшĕн çарамасне витсе тухнă; вĕсем хыçалалла пăхса пынă, хăйсен ашшĕн çарамасне курман.
(24) Ной мухмăртан урăлса тăнă та хăйне кĕçĕн ывăлĕ мĕн тунине пĕлсе
(25) каланă: Ханаан ылханлă пултăр; вăл хăйĕн тăванĕсем патĕнче чурасенĕн чури пулĕ, тенĕ.
(26) Унтан каланă: Симăн Çÿлхуçа Турри мухтавлă; Ханаан Симăн чури пулĕ;
(27) Турă Иафет йăхне хушсах пытăр, вăл Сим чатăрĕсене кĕрсе вырăнаçтăр; Ханаан унăн чури пулĕ, тенĕ.
(28) Тĕнчене шыв илнĕ хыççăн Ной виççĕр алă çул пурăннă.
(29) Ной пурăннă кунçул пурĕ тăхăрçĕр аллă çул пулнă, вăл вара вилнĕ.
10
(1) Ной ывăлĕсен — Симăн, Хамăн тата Иафетăн — йăхĕ-кăкĕ çакă. Талай хыççăн вĕсен ачапăча çуралнă.
(2) Иафет ывăлĕсем: Гомер, Магог, Мадай, Иаван, [Елиса,] Фувал, Мешех тата Фирас.
(3) Гомер ывăлĕсем: Аскеназ, Рифат тата Фогарма.
(4) Иаван ывăлĕсем: Елиса, Фарсис, Киттим тата Доданим.
(5) Вĕсенчен ĕрченĕ халăхсем утравсем çине ларса тухнă; кашнийĕ хăйсен çĕрне, хăйсен чĕлхипе калаçакансемпе пĕрле, хăйсен ăрăвĕнчен тухнисемпе пĕрле, хăйсен халăхĕ хушшине вырăнаçнă.
(6) Хам ывăлĕсем: Хуш, Мицраим, Фут тата Ханаан.
(7) Хуш ывăлĕсем: Сева, Хавила, Савта, Раама тата Савтеха. Раама ывăлĕсем: Шева тата Дедан.
(8) Хушăн тата Нимрод çуралнă; çавă çĕр çинче паттăра тухнă;
(9) вăл Çÿлхуçа [Турă] умĕнче паттăр кайăкçă пулнă, çавăнпа калаççĕ те ĕнтĕ: Çÿлхуçа [Турă] умĕнче паттăр кайăкçă Нимрод пек, теççĕ.
(10) Малтан унăн патшалăхĕ Сеннаар çĕрĕнчи Вавилон, Эрех, Аккад тата Халне хулисенчен тăнă.
(11) Çак çĕртен Ассур тухнă, вăл Ниневи, Реховофир, Калах хулисене туса лартнă,
(12) Ниневипе Калах хушшине Ресен хули лартнă; ку аслă хула.
(13) Мицраимран Лудим, Анамим, Легавим, Нафтухим,
(14) Патрусим, Каслухим çуралнă, çаксенчен Филисти халăхĕ пулса кайнă; Мицраимран тата Кафторим çуралнă.
(15) Ханаанран Сидон çуралнă, — ку унăн малтанхи ывăлĕ пулнă,— тата Хет,
(16) Иевусей, Аморрей, Гергесей,
(17) Евей, Аркей, Синей,
(18) Арвадей, Цемарей тата Химафей çуралнă. Каярахпа Ханаан ăрăвĕсем сапаланса кайнă,
(19) Ханаансен çĕрĕ Сидонран пуçласа Герар еннелле Газа патне çитнĕ, кунтан Содом, Гоморрă, Адма тата Цевоим еннелле Лăша патне çитнĕ.
(20) Кусем — хăйсен ăрăвĕсемпе, хăйсен халăхĕпе хăйсен çĕрне вырăнаçнă, хăйсен чĕлхипе калаçакан Хам ывăлĕсем.
(21) Симăн та ачисем пулнă, Сим вăл — Еверăн мĕнпур ывăлĕн ашшĕ, Иафетăн аслă пиччĕшĕ.
(22) Сим ывăлĕсем: Елам, Ассур, Арфаксад, Луд, Арам [тата Каинан].
(23) Арам ывăлĕсем: Уц, Хул, ГЕфер тата Маш.
(24) Арфаксадран [Каинан çуралнă, Каинанран] Сала çуралнă, Саларан Евер çуралнă.
(25) Еверăн икĕ ывăл çуралнă; пĕрин ячĕ Фалек, вăл çуралнă кунсенче çĕр уйăрнăран ăна çапла ят панă; унăн шăллĕн ячĕ — Иоктан.
(26) Иоктанран Алмодад, Шалеф, Хацармавеф, Иерах,
(27) Гадорам, Узал, Дикла,
(28) Овал, Авимаил, Шева,
(29) Офир, Хавила тата Иовав çуралнă. Çаксем пурте — Иоктан ывăлĕсем.
(30) Вĕсем вырăнаçнă çĕр Мешаран пуçласа тухăç енчи Сефар тăвĕ патне çитиччен тăсăлнă.
(31) Кусем — хăйсен ăрăвĕсемпе, хăйсен халăхĕпе хăйсен çĕрне вырăнаçнă, хăйсен чĕлхипе калаçакан Сим ывăлĕсем.
(32) Ной ывăлĕсен ăрăвĕсем çаксем ĕнтĕ, вĕсен йăхĕ-кăкĕ çакă ĕнтĕ. Талай хыççăн вĕсенчен халăхсем ĕрчесе кайса çĕр тăрăх саланнă.
11
(1) Пĕтĕм çĕр çинче пĕр чĕлхепе, пĕр пек калаçнă.
(2) Тухăç енчен тапранса кайса вĕсем Сеннаар çĕрĕнче тÿремлĕх тупнă та çавăнта вырăнаçнă.
(3) Вĕсем пĕрпĕрне каланă: атьăр кирпĕч тăвар та ăна вутпа хĕртер, тенĕ. Çапла вĕсенĕн чул вырăнне кирпĕч пулса тăнă, акшар вырăнне çĕр тикĕчĕ пулнă.
(4) Вара вĕсем каланă: хамăр валли хула лартар, тÿпене çитекен пашне тăвар, вара хамăр ята чапа кăларăпăр, пĕтĕм çĕр тăрăх сапаланса каймăпăр.
(5) Çÿлхуçа этем ывăлĕсем тăвакан хулапа пашнене пăхма аннă.
(6) Çÿлхуçа каланă: акă вĕсем пĕр халăх, пуринĕн те пĕр чĕлхе; вĕсем акă мĕн тума тытăнчĕç, вĕсем хăйсем мĕн тума шухăш тытнине пăрахас çук;
(7) анар та вĕсенĕн чĕлхине арпаштарса ярар, пĕри мĕн каланине тепĕри ан ăнланайтăр, тенĕ.
(8) Çÿлхуçа вĕсене çав тĕлтен пĕтĕм çĕре салатса янă; вĕсем вара хулипе пашнине тума чарăннă.
(9) Çавăнпа хулине Вавилон тесе ят панă, мĕншĕн тесессĕн унта Çÿлхуçа пĕтĕм çĕр чĕлхине арпаштарнă, Çÿлхуçа вĕсене çавăнтан пĕтĕм çĕр тăрăх салатса янă.
(10) Симăн йăхĕ-кăкĕ çакă: тĕнчене шыв илнĕ хыççăн икĕ çултан, çĕр çулта чухне, Симăн Арфаксад çуралнă;
(11) Арфаксад çуралнă хыççăн Сим тата пилĕкçĕр çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă, [вара вилнĕ].
(12) Арфаксад вăтăр пилĕк
(13) 5 çул пурăннă та, унăн [Каинан çуралнă. Каинан çуралнă хыççăн Арфаксад тата виççĕр вăтăр çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă, вăл вара вилнĕ. Каинан çĕр вăтăр çул пурăннă та, унăн] Сала çуралнă.
(14) Сала çуралнă хыççăн Арфаксад [Каинан] тăватçĕр виçĕ [330] çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă, [вара вилнĕ]. Сала вăтăр [130] çул пурăннă та, унăн Евер çуралнă.
(15) Евер çуралнă хыççăн Сала тăватçĕр виçĕ [330] çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă, [вара вилнĕ.]
(16) Евер вăтăр тăватă [134] çул пурăннă та, унăн Фалек çуралнă.
(17) Фалек çуралнă хыççăн Евер тăватçĕр вăтăр [370] çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă, [вара вилнĕ.]
(18) Фалек вăтăр [130] çул пурăннă та, унăн Рагав çуралнă.
(19) Рагав çуралнă хыççăн Фалек икçĕр тăхăр çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă, [вара вилнĕ].
(20) Рагав вăтăр икĕ [132] çул пурăннă та, унăн Серух çуралнă.
(21) Серух çуралнă хыççăн Рагав икçĕр çичĕ çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă, [вара вилнĕ].
(22) Серух вăтăр [130] çул пурăннă та, унăн Нахор çуралнă.
(23) Нахор çуралнă хыççăн Серух икçĕр çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă, [вара вилнĕ].
(24) Нахор çирĕм тăхăр [79] çул пурăннă та, унăн Фарра çуралнă.
(25) Фарра çуралнă хыççăн Нахор çĕр вунтăхăр [129] çул пурăннă, унăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă, [вара вилнĕ].
(26) Фарра çитмĕл çул пурăннă та, унăн Аврам, Нахор тата Аран çуралнă.
(27) Фарран йăхĕ-кăкĕ çакă: Фарран Аврам, Нахор тата Аран çуралнă. Аранăн Лот çуралнă.
(28) Аран хăйĕн ашшĕ Фарра пурăннă чухнех хăй çуралнă çĕрте, Халдейăри Ур çĕрĕнче, вилнĕ.
(29) Аврампа Нахор хăйсем валли арăмсем илнĕ; Аврам арăмĕ Сара ятлă пулнă; Нахор арăмĕ Милка ятлă пулнă. Милка Аранăн хĕрĕ пулнă, Аран Милка ашшĕ тата Иска ашшĕ пулнă.
(30) Сара тип варлă пулнă, унăн ача пулман.
(31) Фарра хăйĕн ывăлне Аврама, хăйĕн мăнукне — Лота, Аран ывăлне — тата Сарăна — хăйĕн кинне, хăй ывăлĕн Аврамăн арăмне — ертнĕ те, вĕсемпе пĕрле Ханаан çĕрне кайма тесе, Халдейăри Ур çĕрĕнчен тухса кайнă; анчах Харрана çитсессĕн, вĕсем çавăнта вырăнаçнă.
(32) Харран çĕрне çитнĕ чухне Фарра икçĕр пилĕк çулта пулнă, Фарра Харранра вилнĕ.
12
(1) Çÿлхуçа Аврама каланă: хăвăн çĕрÿнтен, тăванухурăнташу хушшинчен, аçу килĕнчен тух та Эпĕ сана кăтартакан çĕре кай;
(2) санран Эпĕ аслă халăх кăларăп, сана пиллĕп, санăн ятна мухтавлă тăвăп, эсĕ пиллĕхлĕ пулăн;
(3) Эпĕ сана пиллекенсене пиллĕп, сана ылханакансене ылханăп; сан урлă çĕр çинчи пур йăх та пиллĕх илĕ, тенĕ.
(4) Хăйне Çÿлхуçа каланă пек, Аврам тухса кайнă; унпа пĕрле Лот та кайнă. Харранран тухса кайнă чухне Аврам çитмĕл пилĕк çулта пулнă.
(5) Аврам хăйпе пĕрле хăйĕн арăмне Сарăна, хăйĕн тăванĕн ывăлне Лота, хăйсем пухнă мĕнпур пурлăхне тата Харранра чухне хăйсен аллинче тытнă мĕнпур çыннине илнĕ те Ханаан çĕрне кайма тухнă; унтан Ханаан çĕрне пырса çитнĕ.
(6) Аврам çав çĕр тăрăх Сихем теекен вырăна çитиччен, Море юманлăхне çитиччен, тăрăшшĕпех çÿресе тухнă. Çак çĕрте ун чухне Ханаансем [пурăннă].
(7) Аврама Çÿлхуçа курăннă, каланă [ăна]: çак çĕре Эпĕ санăн йăхна парăп, тенĕ. Унта Аврам хăйне курăннă Çÿлхуçа валли парне вырăнĕ тунă.
(8) Çав тĕлтен Аврам ту патнелле, Вефильрен тухăç еннелле, тапранса кайнă; вăл унта чатăрне çапла карса лартнă: Вефиль чатăртан анăçалла, Гай тухăçалла пулнă; çакăнта вăл Çÿлхуçана парне кÿмешкĕн парне вырăнĕ туса лартнă та [хăйне курăннă] Çÿлхуçа ятне асăнса чĕннĕ.
(9) Вара Аврам тапранса тухнă та малалла, кăнтăралла, кайнă.
(10) Çав çĕрте выçлăх пулнă. Çав çĕрте выçлăх вăйлăланса çитнĕрен Аврам Египета пурăнма кайнă.
(11) Египет патнелле çывăхарса çитнĕ чухне вăл Сарăна, хăйĕн арăмне, каланă: акă эсĕ питĕ илемлĕ хĕрарăм пулнине эпĕ пĕлетĕп;
(12) сана курсассăн Египет çыннисем: «ку унăн арăмĕ» тейĕç; вара мана вĕлерĕç, сана чĕрĕ хăварĕç;
(13) эсĕ: эпĕ унăн йăмăкĕ пулатăп, те, сан тĕлĕшпе мана аван пултăр, сан урлă манăн чунăм чĕрĕ юлтăр, тенĕ.
(14) Çаплах пулнă: Аврам Египета çитсессĕн, Египет çыннисем Сара питĕ илемлĕ хĕрарăм иккенне курнă;
(15) ăна фараонăн аслă улпучĕсем те курнă та ăна фараон умĕнче мухтанă; вара ăна фараон çуртне илсе пынă.
(16) Ун майĕпе Аврама аван пулнă; унăн вак выльăх та, шултăра выльăх та, ашаксем те, арçын чурасемпе хĕрарăм чурасем те, лашалла ашаксем те, тĕвесем те пулнă.
(17) Анчах Çÿлхуçа Сарăшăн, Аврам арăмĕшĕн, фараона хăйне те, унăн килне те йывăр асап кăтартнă.
(18) Вара фараон Аврама чĕнтерсе илнĕ те каланă: эсĕ мана мĕн турăн капла? вăл санăн арăму иккенне мана мĕншĕн каламарăн?
(19) мĕншĕн эсĕ: «вăл манăн йăмăк» терĕн? эпĕ ăна хам валли арăм тума илсеттĕм. Акă халĕ санăн арăму, илсе каях [ăна], тенĕ.
(20) Фараон хăй çыннисене хушнă та, вĕсем вара Аврама хăйне те, унăн арăмне те, унăн мĕн пуррине пурне те, [унпа пĕрле Лота та] кăларса янă.
13
(1) Аврам хăй те, унăн арăмĕ те хăйсен мĕнпур пурлăхне илнĕ те Египетран тапранса тухса кăнтăралла кайнă, унпа пĕрле Лот та пынă.
(2) Аврам выльăхчĕрлĕх тĕлĕшĕнчен те, ылтăнкĕмĕл тĕлĕшĕнчен те питĕ пуян пулнă.
(3) Вăл, кăнтăр енчен Вефиль патнелле куçакуçа пырса, унччен хăй Вефильпе Гай хушшине чатăр лартнă вырăна,
(4) хăй малтан парне вырăнĕ тунă çĕре, çитнĕ; унта Аврам Çÿлхуçа ятне асăнса чĕннĕ.
(5) Аврампа пĕрле çÿрекен Лотăн та çавăн пекех вак выльăх та, шултăра выльăх та, чатăрсем те пулнă.
(6) Вĕсене пĕрле пурăнма çĕр хĕсĕк пулнă, пурлăхĕ питех те нумай пулнăран вĕсем пĕрле пурăнайман.
(7) Аврам выльăхĕсен кĕтÿçисемпе Лот выльăхĕсен кĕтÿçисем хушшинче тавлашу тухнă; ун чухне çав çĕрте Ханаансемпе ферезейсем пурăннă.
(8) Аврам Лота каланă: санпа манăн хушшăмăрта, санăн кĕтÿçÿсемпе манăн кĕтÿçĕсем хушшинче хирĕçÿ ан пултăр: эпир — тăвансем;
(9) пĕтĕм çĕр санăн умăнта мари вара? уйăрăл манран: эсĕ сулахаялла кайсассăн, эпĕ сылтăмалла кайăп; эсĕ сылтăмалла кайсассăн, эпĕ сулахаялла кайăп, тенĕ.
(10) Лот пуçне çĕклесе пăхнă та Иордан таврашĕнчи пĕтĕм çĕре курнă: Çÿлхуçа Турă Содомпа Гоморрăна пĕтериччен çак çĕр Сигор таранчченех пĕтĕмпе Çÿлхуçа пахчи пек, Египет çĕрĕ пек шывпа шăварăнсанÿрленсе тăнă;
(11) Лот хăй валли Иордан таврашĕнчи пĕтĕм çĕре суйласа илнĕ те тухăçалла тапранса кайнă. Вара вĕсем пĕрпĕринчен уйăрăлнă.
(12) Аврам Ханаан çĕрĕнче пурăна пуçланă; Лот çав таврари хуласенче пурăннă, чатăрĕсене Содома çитиех лартса тухнă.
(13) Содом çыннисем усал пулнă, Çÿлхуçа умĕнче питĕ çылăхлă пулнă.
(14) Лот Аврамран уйăрăлнă хыççăн Çÿлхуçа Аврама каланă: пуçна çĕклесе пăхха, халĕ ху тăракан вырăнтан çурçĕрпе кăнтăр еннелле, тухăçпа анăç еннелле çаврăнса пăх;
(15) çак эсĕ куракан пĕтĕм çĕре Эпĕ сана, санăн йăхна ĕмĕрлĕхе парăп,
(16) санăн йăхна çĕр çинчи хăйăр пек тăвăп; çĕр çинчи хăйăр пĕрчине кам та пулин шутласа кăларма пултарайсассăн, санăн йăхна та шутласа кăларĕç;
(17) тăр, çак çĕрĕн тăршшĕне те, урлăшне те утса тух: ăна Эпĕ сана [тата санăн йăхна ĕмĕрлĕхе] парăп, тенĕ.
(18) Аврам чатăрне пуçтарса хускалса кайнă та Хевронри Мамре юманлăхне пырса ларнă; унта вăл Çÿлхуçана парне кÿмешкĕн парне вырăнĕ туса лартнă.
14
(1) Сеннаар патши Амрафел, Елласар патши Ариох, Елам патши Кедорлаомер тата Гоим патши Фидал пурăннă кунсенче
(2) çавсем Содом патшине Берана хирĕç, Гоморрă патшине Биршана хирĕç, Адма патшине Шинава, Севоим патшине Шемевера тата Сигор теекен Бела патшине хирĕç вăрçăпа тухнă.
(3) Вĕсем пурте хальхи Тăварлă тинĕс вырăнĕнче, Сиддим ятлă айлăмра, пĕр çĕре пуçтарăннă.
(4) Кедорлаомер вĕсене вуникĕ çул пăхăнтарса тăнă пулнă, вунвиççĕмĕш çулхине вара вĕсем пăлхав хускатнă.
(5) Вунтăваттăмĕш çулхине Кедорлаомер тата унпа пĕр канашлă патшасем çитнĕ те АштерофКарнаимри рефаимсене, Гам хулинчи зузимсене, ШавеКириафаимри эмимсене,
(6) хăйсенĕн Сеир теекен ту хушăкĕсенче пурăнакан хоррейсене пушхир çывăхĕнчи ЕлФаран патне çитичченех çĕмĕрсе тухнă.
(7) Унтан таврăнсассăн, вĕсем Мишпат çăлĕ патне — урăхла каласассăн, Кадес патне — пынă та амаликсен пĕтĕм çĕрне çĕмĕрсе тухнă, çавăн пекех Хацацон-Фамарьте пурăнакан аморрейсене те çĕмĕрсе тухнă.
(8) Содом патши, Гоморрă патши, Адма патши, Севоим патши тата Сигор теекен Бела патши вĕсене хирĕç тухнă; вĕсемпе Сиддим айлăмĕнче çапăçа пуçланă,
(9) Елам патшине Кедорлаомера хирĕç, Гоим патшине Фидала хирĕç, Сеннаар патшине Амрафела хирĕç, Елласар патшине Ариоха хирĕç çапăçнă,— тăватă патша пилĕк патшапа çапăçнă.
(10) Сиддим айлăмĕнче тикĕт шăтăкĕ нумай пулнă. Тара пуçланă Содом патшипе Гоморрă патши çав шăтăксене кĕрсе ÿкнĕ, ыттисем тусем çине тарнă.
(11) Çĕнтерекенсем Содомпа Гоморрăн мĕнпур пурлăхне тата сых ятне хатĕрленине те пĕтĕмпех илсе кайнă.
(12) Аврам тăванĕн ывăлне, Содомра пурăнакан Лота, унăн пĕтĕм пурлăхĕмĕнĕпех илсе кайнă.
(13) Хăтăлса юлнисенчен пĕри пынă та Аврам еврее хыпар тунă; Аврам ун чухне Мамре юманлăхĕнче пурăннă. Мамре вăл аморрей çынни, Эшколпа Анер тăванĕ, пулнă, кусем Аврампа пĕр канашлă тăнă.
(14) Аврам, хăйĕн йăхташĕ [Лот] тыткăна çакланнине илтсессĕн, хăй çуртĕнче çуралнă виççĕр вунсакăр чурине вăрçă кăралĕ тыттарнă та тăшмансем хыççăн Дан патне çитиччен хăваласа кайнă;
(15) вара ушкăнăнушкăнăн уйăрăлса, вăл хăйĕн чурисемпе пĕрле вĕсене çĕрле тапăннă та пĕтĕмпех çĕмĕрсе тăкнă; вĕсене Дамаскăн сулахай енчи Хова теекен вырăна çитичченех хăваласа кайнă;
(16) вĕсен пĕтĕм тупăшне туртса илнĕ, хăйĕн йăхташне Лота та, унăн мĕнпур пурлăхне те, çавăн пекех тата хĕрарăмĕсене те, халăхне те каялла тавăрнă.
(17) Вăл Кедорлаомера тата унпа пĕрле пулнă патшасене çĕмĕрсе тăкса каялла таврăннă чухне Содом патши ăна хирĕç Шаве айлăмне тухса тăнă, çав вырăна халĕ Патша айлăмĕ теççĕ;
(18) Салим патши Мелхиседек те çăкăрпа эрех илсе тухнă, — вăл Çÿлти Туррăн священникĕ пулнă,—
(19) Мелхиседек ăна пиллесе каланă: Çÿлти Турă, тÿпепе çĕр Патши, Аврама пиллĕхлĕ турĕ;
(20) тăшманусене хăвăн аллуна ÿкернĕ Çÿлти Турă мухтавлă, тенĕ. [Аврам] ăна хăйĕн пĕтĕм тупăшĕнчен вуннăмĕш пайне панă.
(21) Содом патши Аврама каланă: çыннисене мана пар, туприне хăвăн валли ил, тенĕ.
(22) Анчах Аврам Содом патшине каланă: аллăма Çÿлти Çÿлхуçа Турă енне, тÿпепе çĕр Патши енне, çĕклетĕп,
(23) санăн: эпĕ Аврама пуйтартăм темелле ан пултăр — санăн мĕнпур тупрунтан çипне те, ура сыррин чĕнне те илмĕп;
(24) хамăн чурасем çинисĕр пуçне, манпа пĕрле килнĕ çынсене тивĕçлĕ пайсемсĕр пуçне санăнне нимĕн те илмĕп; Анерпа Эшкол тата Мамрий хăйсен пайне илччĕр, тенĕ.
15
(1) Çак ĕçсем пулса иртнĕ хыççăн, [çĕрле] Аврама Çÿлхуçа Турă курăннă чухне, ăна Çÿлхуçаран сăмах пулнă, ăна каланă: Аврам, ан хăра; Эпĕ — санăн хÿттÿ; санăн тивлетÿ питех те пысăк [пулĕ], тенĕ.
(2) Аврам каланă: эй Çÿлхуçа Туррăм! Эсĕ мана мĕн парăн? акă эпĕ ачапăчасăр юлатăп; манăн çуртăма çак Елиезер, Дамаск çынни, пăхса тăрать, тенĕ.
(3) Аврам тата каланă: акă Эсĕ мана тăхăмлă тумарăн, акă ĕнтĕ манăн еткерçĕм хам çуртăмра çуралса ÿснĕ чура ывăлĕ, тенĕ.
(4) Ăна Çÿлхуçаран сăмах пулнă, ăна татах каланă: вăл санăн еткерçÿ пулмĕ; кам санран çуралĕ, санăн еткерçÿ çавă пулĕ, тенĕ.
(5) Унтан ăна тула илсе тухнă та каланă [ăна]: тÿпене пăхха, çăлтăрсене шутласа кăларма пултараятăн пулсассăн — шутласа кăлар, тенĕ. Ана тата каланă: санăн çавăн чухлĕ тăхăм пулĕ, тенĕ.
(6) Аврам Çÿлхуçана ĕненнĕ, çакна Вăл унăн сăваплăхĕ вырăнне хунă.
(7) Вара ăна каланă: Эпĕ Çÿлхуçа, çак çĕре санăн аллуна еткерлĕхе памашкăн сана Халдея çĕрĕнчи Ур хулинчен илсе тухрăм, тенĕ.
(8) Аврам каланă: эй Çÿлхуçа Туррăм! çак çĕре хам тытса тăрассине ăçтан пĕлес манăн? тенĕ.
(9) Çÿлхуçа ăна каланă: Ман валли виçĕ çулхи тына пăру, виçĕ çулхи качака, виçĕ çулхи така, улатăпа тата çамрăк кăвакарчăн ил, тенĕ.
(10) Аврам вĕсене пурне те илнĕ те, çурмаран касса, пĕр пайне тепĕр пайне хирĕç хунă; вĕçен кайăкĕсене çеç касман.
(11) Çав мĕн пусни çине темĕн чухлĕ çăткăн кайăк вĕçсе аннă, анчах Аврам вĕсене хăвалахăвала янă.
(12) Хĕвел аннă вăхăтра Аврама тарăн ыйхă пуснă: ăна хăрушă сĕмлĕх хупăрласа илнĕ.
(13) Çÿлхуçа Аврама каланă: пĕлсе тăр: санăн тăхăмусем ют çĕр çине пырса пурăнакансем пулĕç, вĕсене чура тăвĕç, вĕсене тăватçĕр çул хĕсĕрлесе пурăнĕç,
(14) анчах Эпĕ вĕсене чура туса пурăннă халăха сут тăвăп; çавăн хыççăн вĕсем [кунта] пысăк пурлăхпа тухса килĕç;
(15) эсĕ вара хăвăн аçусем патне канăçлăн ăсанăн, сана ыррăн ватăлса çитсессĕн пытарĕç;
(16) кунта вĕсенĕн тăваттăмĕш сыпăкĕ çаврăнса килĕ, мĕншĕн тесессĕн аморрейсен йĕркесĕр ĕçĕсен виçи тулса çитейменха, тенĕ.
(17) Хĕвел анса тĕттĕм пулса çитсессĕн, акă кăмакаран тухакан тĕтĕм пек тĕтĕм тата вут çулăмĕ касса çурнă выльăхсем хушшинчен иртсе кайнă.
(18) Çÿлхуçа çав кун, çапла каласа, Аврампа халал хывнă: çак çĕре Египет юханшывĕнчен пуçласа аслă юханшыв, Евфрат юханшывĕ, патне çитиччен Эпĕ санăн тăхăмна паратăп:
(19) ку вăл кенейсен, кенезейсен, кедмонейсен,
(20) хетсен, ферезейсен, рефаимсен,
(21) аморрейсен, Ханаансен, [евейсен], гергесейсен тата иевусейсен çĕрĕ, тенĕ.
16
(1) Анчах Сара — Аврам арăмĕ — ăна ача çуратса паман. Сарăн Агарь ятлă тарçă, Египет хĕрĕ, пулнă.
(2) Сара Аврама каланă: акă Çÿлхуçамăр манăн варăма ача çуратмалла мар питĕрсе лартнă; эсĕ манăн тарçăм патне кĕр: тен, манăн ун урлă ача пулĕ, тенĕ. Аврам Сара сăмахне итленĕ.
(3) Аврам Ханаан çĕрĕнче пурăна пуçлани вунă çул иртсессĕн, Аврам арăмĕ Сара хăйĕн тарçине, Египет хĕрне Агаре, упăшки валли арăмлăха панă.
(4) Аврам Агарь патне кĕнĕ те, Агарь йывăр çын пулнă. Йывăр çын пулнине кура Агарь хăйĕн хуçине, Сарăна, хисеплеми пулнă.
(5) Сара Аврама каланă: эпĕ хурлăха юлнишĕн эсĕ айăплă; эпĕ хамăн тарçăма санăн ытамна кĕртрĕм, вăл вара, хăй йывăр çын пулнине кура, мана хисеплеми пулчĕ; манпа санăн хушшăмăртине Çÿлхуçамăр татса патăр, тенĕ.
(6) Аврам Сарăна каланă: акă хăвăн тарçу хăвăн аллунта; мĕн тăвас тетĕн, çавна ту, тенĕ. Сара вара Агаре хĕсĕрлеме пуçланă, лешĕ ун патĕнчен тухса тарнă.
(7) Çÿлхуçа Ангелĕ Агаре пушхирте çăл патĕнче, Сур еннелле каякан çул çинчи çăл патĕнче, тĕл пулнă
(8) [Çÿлхуçа Ангелĕ ăна] каланă: Агарь, Сара тарçи! эсĕ ăçтан килтĕн, ăçта каятăн? тенĕ. Вăл: эпĕ Сарăран, хамăн хуçамăмран, таратăп, тенĕ.
(9) Çÿлхуçа Ангелĕ ăна каланă: хăвăн хуçу патне таврăн, ăна пăхăнса пурăн, тенĕ.
(10) Çÿлхуçа Ангелĕ ăна тата каланă: санăн йăхна йышлăлантарнăçемĕн йышлăлантарса пырăп, йышлă пулнăран ăна шутласа кăларма та пулмĕ, тенĕ.
(11) Çÿлхуçа Ангелĕ ăна татах каланă: акă эсĕ йывăр çын, эсĕ ывăл ача çуратăн, санăн асапна Çÿлхуçа илтнĕрен эсĕ ăна Измаил ятлă хурăн;
(12) вăл çынсем хушшинче хир ашакĕ пек пулĕ; унăн алли пурне те хирĕç пулĕ, пурин алли те ăна хирĕç пулĕ; вăл хăйĕн пĕтĕм тăванĕ умĕнче пурăнĕ, тенĕ.
(13) Хăйпе калаçакан Çÿлхуçана [Агарь] «Эсĕ мана куракан Турă» тесе ят панă. Мĕншĕн тесессĕн вăл: эпĕ çакăнта хама Куракана чăннипех куртăм, тенĕ.
(14) Çавăнпа та çав çăла Беэрлахайрои { Мана куракан Чĕрĕ Туррăн çăлĕ.} теççĕ. Вăл Кадеспа Баред хушшинче вырăнаçнă.
(15) Агарь Аврама ывăл çуратса панă; Агарьтен çуралнă ывăлне [Аврам] Измаил тесе ят хунă.
(16) Агарь Аврама Измаила çуратса панă чухне Аврам сакăрвун ултă çулта пулнă.
17
(1) Аврам тăхăрвун тăхăр çула çитсессĕн, ăна Çÿлхуçа курăннă, ăна каланă: Эпĕ — Пурне те Пултаракан Турă; Манăн умăмра çÿре, айăпсăр пул;
(2) Эпĕ санпа Хам хушшăма Хамăн халалăма хыватăп, сана питех те, питех те ĕрчетсе ярăп, тенĕ.
(3) Аврам çĕре ÿксе пуççапнă. Турă унпа калаçса ăна тата каланă:
(4) Манăн санпа хывас халалăм — Эпĕ Хам: эсĕ тĕрлĕ халăхсен ашшĕ пулăн;
(5) ÿлĕмрен сана Аврам тесе чĕнмĕç, санăн яту Авраам пулĕ, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ сана тĕрлĕ халăхсен ашшĕ тăвăп;
(6) сана питех те, питех те ĕрчетсе ярăп, санран халăхсем пулса кайĕç, санран патшасем тухĕç;
(7) санпа Хам хушшăма, сан хыççăн килес ăрăвусем хушшине Эпĕ йăхран йăха пыракан халалăма хывăп, Эпĕ санăн Турру пулассине, сан хыççăн килес ăрăвусен Турри пулассине çирĕплетсе ĕмĕрлĕх халал хывăп;
(8) сана тата сан хыççăн килес ăрăвусене çак хăв çÿрекен çĕре, пĕтĕм Ханаан çĕрне, ĕмĕрлĕхе еткерлĕхе парăп; вĕсенĕн Турри пулăп, тенĕ.
(9) Турă Авраама тата каланă: эсĕ вара Эпĕ хывнă халала уяса тăр, эсĕ хăв та уяса тăр, сан хыççăн килес ăрусем те сыпăкран сыпăка уяса тăччăр.
(10) Манпа сирĕн хушшăмăрти тата сан хыççăн килес ăрусен хушшинчи сыпăкран сыпăка пымалли, эсир уяса тăмалли Манăн халалăм акă çакă: сирĕн пур арçын та ÿт кастарнă пултăр; пÿтĕр хĕррине касăр: çакă Манпа сирĕн хушшăмăра хывнă халал палли пулĕ.
(11) Сирĕн ăрăвăрта пур арçын ачăр та çуралсан сакăр кунран ÿт кастарнă пултăр: хăвăр килĕрте çуралнине те, пĕрпĕр ют халăх çыннинчен кĕмĕл парса туяннă тăван мар ачана та ÿт касăр.
(12) Хăвăн çуртунта çуралнине те, кĕмĕл парса туяннисене те ÿтне каснă пултăр: Манăн халалăм сирĕн ÿтĕр çинче ĕмĕрлĕх халал пулĕ.
(13) Ÿт кастарман арçынна, [саккăрмĕш кунне] хĕрринчи ÿтне кастарманскере, çав чуна ĕнтĕ хăйĕн халăхĕ хушшинчен пĕтермелле, мĕншĕн тесессĕн вăл Манăн халала пăсать, тенĕ.
(14) Турă Авраама татах каланă: Сарăна, хăвăн арăмна, Сара тесе ан чĕн, унăн ячĕ Сарра пултăр;
(15) Эпĕ ăна пиллĕп, унран сан валли ывăл ача парăп; Саррăна пиллĕп, унран халăхсем ĕрчесе кайĕç, унран халăхсен патшисем тухĕç, тенĕ.
(16) Авраам çĕре ÿксе пуççапнă та кулса янă, хăй ăшĕнче вăл: çĕр çулхи çынран ывăл пулĕши вара? тăхăрвуннăри Сарра та çуратĕши вара? тенĕ.
(17) Авраам Турра каланă: эх, Санăн куçу умĕнче Измаил сывă пулсассăн та юрĕччĕ! тенĕ.
(18) Турă [Авраама] каланă: хăвăн арăму, Сарра, хăех сана ывăл ача çуратса парĕ, эсĕ ăна Исаак ятлă хурăн; Эпĕ унпа [Эпĕ унăн Турри пулăп тата] унăн килес ăрăвĕсен Турри пулăп тесе ĕмĕрлĕхе халал хывăп.
(19) Эсĕ Измаилшăн йăлăннине те Эпĕ илтрĕм: акă Эпĕ ăна пиллĕп, ăна йышлă тăвăп, питех те, питех те ĕрчетсе ярăп; унран вуникĕ çулпуç çуралĕ; Эпĕ унран аслă халăх кăларăп.
(20) Анчах Хамăн халалăма Исаакпа хывăп; ăна сана Сарра тепĕр çулхине шăп çак вăхăтра çуратса парĕ, тенĕ.
(21) Вара Турă Авраампа калаçма чарăннă та ун патĕнчен çĕкленсе кайнă.
(22) Авраам хăйĕн ывăлне Измаила, хăйĕн çуртĕнче çуралнисене пурне те, кĕмĕлне парса сутăн илнисене пурне те, хăйĕн çуртĕнчи
(23) мĕнпур арçынна, пухнă та, Турă хăйне каланă пек, çав кунах вĕсенĕн хĕрринчи ÿтне касса янă.
(24) Хăйĕн хĕрринчи ÿтне каснă чухне Авраам тăхăрвун тăхăр çулта пулнă.
(25) Унăн ывăлĕ Измаил вара хăйĕн хĕрринчи ÿтне каснă чухне вунвиçĕ çулта пулнă.
(26) Авраама та, унăн ывăлне Измаила та пĕр кунрах ÿт касса янă;
(27) унпа пĕрле унăн çуртĕнчи пур арçынна та — килте çуралнисене те, ют халăхран кĕмĕл парса сутăн илнисене те — ÿт каснă.
18
(1) Кăнтăрлахи шăрăхра Мамре юманлăхĕнче хăй чатăрĕн алăкĕ умĕнче ларнă чухне ăна Çÿлхуçа курăннă.
(2) Авраам пуçне çĕклесе пăхнă та — акă ун умĕнче виçĕ çын тăрать. Вĕсене курсассăн, вăл, чатăрĕн алăкĕ умĕнчен вĕсене хирĕç чупса кайса, çĕре ÿксе пуççапнă та
(3) каланă: эй Патша! эпĕ Сан умăнта ырăлăх тупрăм пулсассăн, Хăвăн чурунтан пăрăнса иртсе ан кай;
(4) кăштах шыв илсе килĕç, сирĕн урăрсене çăвĕç; вара çак йывăç айĕнче канса илĕр,
(5) эпĕ çăкăр илсе килĕп, эсир вара чĕрĕрсене сыпăнтарăр; унтан [хăвăр çулăрпа] кайăр; эсир хăвăр чурăр умĕнченех иртсе каятăрçке, тенĕ. Вĕсем: епле калатăн, çапла ту, тенĕ.
(6) Авраам васкасах Сарра патне чатăра кĕнĕ те каланă [ăна]: виçĕ сата паха çăнăхран хăвăртрах чуста çăрса тутлăлла çăкăр пĕçер, тенĕ.
(7) Авраам хăй кĕтĕвĕ патне чупса кайнă та, лайăх çамрăк пăру тытса, ăна тарçине панă, лешĕ ăна васкасах хатĕрле пуçланă.
(8) Авраам вара çу, сĕт тата пĕçерсе хатĕрленĕ пăрăвне илнĕ те вĕсен умне лартнă; хăй вĕсен çывăхĕнче йывăç айĕнче тăнă. Вĕсем çинĕ.
(9) Ăна: Сарра арăму ăçта? тенĕ. Вăл хуравланă: кунта, чатăрта, тенĕ.
(10) Вĕсенчен пĕри каланă: Эпĕ сан патна [тепĕр çулхине] çак вăхăтра татах килĕп, Саррăн вара, санăн арăмун, ывăл ача пулĕ, тенĕ. Сарра çакна ун хыçĕнче, чатăр алăкĕ патĕнче итлесе тăнă.
(11) Авраампа Сарра ватăлса çитнĕ, çулланнă çынсем пулнă; Саррăн хĕрарăмсен пулаканни те пулма пăрахнă ĕнтĕ.
(12) «Ватăлса çитсессĕн манăн çав савăнăçа курмалла пулĕши? ĕнтĕ манăн хуçамăм та ватă» тесе, Сарра хăй ăшĕнче кулса илнĕ.
(13) Çÿлхуçа Авраама каланă: мĕншĕнха Сарра [хăй ăшĕнче]: «чăнах та, ватăлса çитсен те çуратăпши?» тесе, кулса илчĕ?
(14) Çÿлхуçашăн йывăрри пури вара? Каласа хунă вăхăтра, тепĕр çулхине, Эпĕ сан патна килĕп, Саррăн ывăл ача [пулĕ], тенĕ.
(15) Сарра вара туннă, вăл: эпĕ кулман, тенĕ. Мĕншĕн тесессĕн вăл хăранă. Анчах Турă [ăна] каланă: çук, эсĕ култăн, тенĕ.
(16) Çав çынсем тăнă та Содом [тата Гоморрă] еннелле çул тытнă; Авраам вĕсемпе пĕрле вĕсене ăсатма кайнă.
(17) Çÿлхуçа каланă: Хам мĕн тăвас тенине [Хамăн чурамран] Авраамран пытарăпши вара?
(18) Авраамран чăннипе те аслă, вăйлă халăх тухĕ, çĕр çинчи халăхсем пурте ун урлă пиллĕх илĕç,
(19) мĕншĕн тесессĕн Эпĕ ăна вăл хăйĕн ывăлĕсене, хăйĕн кил-йышне хăйĕнчен кайран Çÿлхуçа çулĕпе çÿреме, тÿррине тума, тĕрĕс сут тума вĕрентсе хăвартăр тесе суйласа илтĕм; Çÿлхуçа Авраам тĕлĕшĕнчен мĕн каланине [пĕтĕмпех] туса çитерĕ, тенĕ.
(20) Çÿлхуçа татах каланă: Содомпа Гоморрăра — йĕрекен сасă, хăрушă сасă, вĕсенĕн çылăхĕ питех те йывăр çылăх;
(21) анам та пăхам: Ман патăма çитекен сасă — вĕсене тарăхса йĕни — тĕрĕсехи, вĕсем чăнах та çавăн пек тăваççĕи, çуки? пĕлем, тенĕ.
(22) Çак çынсем çавăнтан Содомалла çаврăнса кайнă; Авраам çаплах Çÿлхуçа умĕнче тăнă.
(23) Авраам çывăхарах пынă та каланă: Эсĕ тÿрĕ çынна та усал çынсемпе пĕрле пĕтерĕним вара, [тÿрĕ çынна та усал çынна мĕн пулниех пулĕши вара]?
(24) Тен, çак хулара тÿрĕ пурăнакан алă çын тупăнĕ? Эсĕ тÿрĕ пурăнăçлă алă çыншăн [вĕсем унта пурăнаççĕ пулсассăн] çак [пĕтĕм] вырăна хĕрхенмĕни, пĕтерсех пăрахăни?
(25) Эсĕ ун пек тăвас çук, тÿрĕ çынна усал çынпа пĕрле пĕтерес çук, тÿрĕ çынна та усал çынна мĕн пулниех пулмĕ; Эсĕ ун пек тума пултараймастăн! Пĕтĕм çĕр Тÿри тĕрĕс мар сут тăвĕи вара? тенĕ.
(26) Çÿлхуçа каланă: Содом хулинче Эпĕ тÿрĕ çын аллă тупас пулсассăн, Эпĕ вĕсемшĕн [пĕтĕм хулана тата] çак пĕтĕм вырăна хĕрхенĕп, тенĕ.
(27) Авраам хуравласа каланă: эпĕ — тусан, эпĕ — кĕл, акă эпĕ Патшама каламах тесе шутларăм:
(28) тен, тÿрĕ çынсене шутланă чухне аллă пулмашкăн пилĕк çын çитмĕ, пилĕк çын çитменшĕн Эсĕ пĕтĕм хулана пĕтерĕни вара? тенĕ. Вăл: хĕрĕх пилĕк çын тупас пулсассăн, пĕтерессĕм çук, тенĕ.
(29) Авраам Унпа калаçма чарăнмасăр татах каланă: тен, унта хĕрĕх çын тупăнĕ? тенĕ. Вăл: хĕрĕх çыншăн та çавна тăвассăм çук, тенĕ.
(30) Авраам татах каланă: эпĕ калаçнăшăн Патша Туррăм ан çиллентĕрччĕ: тен, унта вăтăр çын тупăнĕ? тенĕ. Вăл: унта вăтăр çын тупăнсассăн, пĕтермĕп, тенĕ.
(31) Авраам каланă: акă эпĕ Патшама каламах тесе шутларăм: тен, унта çирĕм çын тупăнĕ? тенĕ. Вăл: çирĕм çыншăн пĕтермĕп, тенĕ.
(32) Авраам каланă: эпĕ тата тепĕр хут каланăшăн Патша Туррăм ан çиллентĕрччĕ: тен, унта вунă çын тупăнĕ? тенĕ. Вăл: вунă çыншăн пĕтермĕп, тенĕ.
(33) Çÿлхуçа Авраампа калаçма чарăннă та кайнă; Авраам хăйĕн вырăнне таврăннă.
19
(1) Лот Содом хапхи патĕнче ларнă чухне хайхи икĕ Ангел каçпа Содома пырса çитнĕ. Лот курнă та вĕсене кĕтсе илме ура çине тăнă, вара вĕсене çĕре ÿксе пуççапнă та
(2) каланă: ырă çыннăмсем! хăвăр чурăр килне кĕрсемĕр, çĕр каçăр, урăрсене çăвăр, ирхине тăрăр та хăвăр каяс çула кайăр, тенĕ. Вĕсем: çук, эпир урамра çĕр каçатпăр, тенĕ.
(3) Вăл вĕсене хистесех чĕннĕ; вĕсем вара, ун патне кайса, унăн килне кĕнĕ. Вăл вĕсене хăна тунă, тутлăлла çăкăр пĕçернĕ, вĕсем çинĕ.
(4) Вĕсем çывăрма выртичченех Содом хулинче пурăнакан çынсем, çамрăккинчен пуçласа ватти таранах, пĕтĕм хула халăхĕ, çурта çавăрса илнĕ те,
(5) Лота чĕнсе кăларса, ăна çапла каланă: сан патна çĕр выртма кĕнĕ çынсем ăçта? вĕсене пирĕн пата кăларха, эпир вĕсемпе выртса паллашар, тенĕ.
(6) Лот, вĕсем патне алăк умне тухса, хăй хыççăн алăкне питĕрнĕ те
(7) каланă [вĕсене]: тăванăмсем, усал ан тăвăр;
(8) манăн акă икĕ хĕрĕм пур, вĕсем арçынпа хутшăнманха; пĕрех хут сирĕн пата çавсене кăларса парам, вĕсене хăвăр мĕн тăвас тетĕр, çавна тăвăр; анчах çак çынсене ан тĕкĕнĕр: вĕсем ман килĕмре чарăнса тăнă çынсем, тенĕ.
(9) Вĕсем [ăна]: кунтарах кил-ха, тенĕ. Унтан каланă: акă ютран килнĕ çын, пире çавă вĕрентесшĕни? халĕ эпир сана лешсене усал тунинчен те усалтарах тăвăпăр, тенĕ. Вĕсем çак çынна, Лота, тапăнмаххĕстермех пуçланă, ĕнтĕ алăкне çĕмĕрсе кĕме пырса капланнă.
(10) Вара леш çыннисем аллине тăснă та Лота хăйсем патне пÿрте туртса кĕртнĕ, [пÿрт] алăкне питĕрсе лартнă;
(11) пÿрт алăкĕ умĕнче тăракан çынсене вара — кĕçĕннинчен пуçласа асли таранах — суккăр тунă, вĕсем алăк шыраса хăшкăлсах çитнĕ.
(12) Леш çынсем Лота каланă: санăн кунта тата кам пур? кĕрĕвÿи, ывăлусеми, хĕрÿсеми, — санăн хулара кирек кам пулсассăн та, вĕсене пурне те çак вырăнтан илсе тух,
(13) эпир çак вырăна пĕтеретпĕр, мĕншĕн тесессĕн кунта пурăнакансем çынсене епле йĕртниасаплантарни Çÿлхуçа патне çитрĕ, Çÿлхуçа пире ăна пĕтерме ячĕ, тенĕ.
(14) Лот тухнă та, хăйĕн хĕрĕсене çураçнă кĕрÿшĕсемпе калаçса, вĕсене каланă: тăрăр та çак вырăнтан тухса кайăр, Çÿлхуçа ку хулана пĕтерет, тенĕ. Анчах та кĕрÿшĕсене вăл шÿт туса каланă пек туйăннă.
(15) Шурăмпуç çуталса килсессĕн, Ангелсем Лота васката пуçланă: тăр, арăмупа ху патăнти икĕ хĕрне илсе тух, хуланăн йĕркесĕр ĕçĕсемшĕн санăн пĕтмелле ан пултăр, тенĕ.
(16) Вăл васкаманран леш çынсем [Ангелсем], ăна Çÿлхуçа хĕрхеннипе, ăна хăйне те, арăмĕпе унăн икĕ хĕрне те аллинчен тытса илсе тухнă, ăна хула тулашне кăларса тăратнă.
(17) Вĕсене илсе тухсассăн, Ангелсенчен пĕри каланă: хăвăн чунна çăл; хыçалалла çаврăнса ан пăх, çак таврара нихăçта та чарăнса ан тăр; пĕтес мар тесессĕн — ту çинелле тарса хăтăл, тенĕ.
(18) Анчах Лот вĕсене каланă: çук, Патшамăм!
(19) акă Санăн чуру Санăн умăнта ырăлăх тупрĕ, Эсĕ мана питех те хĕрхеннипе манăн пурăнăçăма çăлса хăвартăн; анчах та эпĕ ту çине тарса ĕлкĕреймĕп: мана инкек хăваласа çитĕ, эпĕ çăлăнаймăп;
(20) акă çак хулана тарма çывăхарах, вăл пысăках та мар; эпĕ çавăнта тарам; манăн чунăм [Сан урлă] сыхă юлĕ, тенĕ.
(21) Вара ăна каланă: акă Эпĕ саншăн çакна та тăвăп: эсĕ калакан хулана пĕтерсе пăрахмăп;
(22) васка, çавăнта тарса хăтăл, эсĕ унта пырса çитмесĕр Эпĕ ĕçе тытăнаймастăп, тенĕ. Çавăнпа ĕнтĕ çак хулана Сигор тесе ят панă.
(23) Хĕвел тухнă, Лот Сигора пырса çитнĕ.
(24) Содомпа Гоморрă çине Çÿлхуçа тÿперен çумăр пек çăвакан кÿкĕртпе Çÿлхуçаран тухнă вутçулăм тăкнă,
(25) çак хуласене, çакăнти пĕтĕм тавралăха, çав хуласенче пурăнакан мĕнпур халăха, çĕр çинче мĕн ÿснине [пĕтĕмпех] тĕп тунă.
(26) Лот арăмĕ, ун хыçĕнче пыраканскер, каялла çаврăнса пăхнă та тăвар юпа пулса тăнă.
(27) Авраам ирхине ирех тăнă та хăй Çÿлхуçа умĕнче тăнă вырăна кайнă,
(28) вăл Содомпа Гоморрă енне, унти пĕтĕм тавралăх çине пăхса илнĕ те курнă — акă çĕр çийĕнчен кăмакаран тухакан тĕтĕм пек тĕтĕм хăпарать.
(29) Çав таврари [пĕтĕм] хулана пĕтернĕ чухне Турă Авраама асне илнĕ, вара Лот пурăнакан хуласене пĕтернĕ чухне ăна пĕтес çĕртен кăларса янă.
(30) Лот, Сигорта пурăнма хăраса, Сигортан кайнă та ту хăвăлĕнче пурăна пуçланă, унпа пĕрле икĕ хĕрĕ пулнă. Вăл ту хăвăлĕнче пурăннă, унпа пĕрле икĕ хĕрĕ пурăннă.
(31) Асли кĕçĕннине каланă: пирĕн атте ватă, пĕтĕм çĕр çинчи йăла тăрăх, пирĕн пата арçын кĕмелле, анчах çĕр çинче ун пек çын çук;
(32) апла аттене эрех ĕçтерсе ÿсĕртер те унпа выртса çывăрар, вара хамăр аттемĕртен йăх хăварăпăр, тенĕ.
(33) Çав каçхине вĕсем ашшĕне эрех ĕçтерсе ÿсĕртнĕ; асли [çав каçхине] кĕнĕ те хăйĕн ашшĕпе çывăрса тухнă; хĕрĕ хăçан выртса хăçан тăнине вăл пĕлмен.
(34) Тепĕр кунне асли кĕçĕннине каланă: акă эпĕ ĕнер аттепе çывăрса тухрăм; ăна кĕçĕр те эрех ĕçтерсе ÿсĕртер; эсĕ те кĕр, унпа çывăрса тух, хамăр аттемĕртен йăх хăварăпăр, тенĕ.
(35) Вĕсем çав каçхине те хăйсен ашшĕне эрех ĕçтерсе ÿсĕртнĕ; кĕçĕнни кĕнĕ те унпа çывăрса тухнă; хĕрĕ хăçан выртса хăçан тăнине вăл пĕлмен.
(36) Лотăн икĕ хĕрĕ те хăйсен ашшĕнчен йывăр çын пулнă;
(37) аслă хĕрĕ ывăл ача çуратнă, ăна [вăл хам аттемрен пулнă тесе] Моав ятлă хунă. Вăл халичченех моавсен ашшĕ шутланать.
(38) Кĕçĕн хĕрĕ те ывăл ача çуратнă, ăна [вăл хамăн йăх ывăлĕ тесе] Бен-Амми ятлă хунă. Вăл халичченех аммонсен ашшĕ шутланать.
20
(1) Авраам çав тĕлтен кăнтăралла куçса кайнă та Кадеспа Сур хушшине вырăнаçнă; пĕр вăхăт Герар хулинче пурăннă.
(2) Авраам Сарра çинчен, хăйĕн арăмĕ çинчен: вăл манăн йăмăк, тенĕ. [Çав хула çыннисем хăйне ун пирки вĕлересрен вăл: «ку — манăн арăм» тесе калама хăранă.] Авимелех, Герар патши, хăйĕн çыннисене янă та Саррăна хăй патне илсе пыртарнă.
(3) Авимелехе çĕрле тĕлĕкре Турă курăннă та ăна каланă: акă эсĕ хăв валли илнĕ хĕрарăмшăн вилетĕн, мĕншĕн тесессĕн унăн упăшки пур, тенĕ.
(4) Авимелех ăна тĕкĕнмен пулнă, вăл каланă: эй Патшамăм! Эсĕ [çакна пĕлмен халăха,] айăпсăр халăха пĕтерĕни вара?
(5) «Ку манăн йăмăкăм пулать» тесе, вăл мана хăех каламарĕ-и? Арăмĕ хăй те: «ку манăн пиччем пулать» терĕ. Эпĕ çакна таса чĕремпе, айăпсăр аллăмпа турăм, тенĕ.
(6) Турă ăна тĕлĕкре каланă: çакна эсĕ таса чĕрепе тунине Эпĕ те пĕлетĕп, çавăнпа сана Хамăн умăмра çылăха кĕресрен тытса чартăм, çавăнпа сана ăна тĕкĕнме памарăм;
(7) халех арăма упăшкине пар, вăл — пророк, вăл саншăн кĕлтăвĕ те, вара эсĕ чĕрĕ юлăн; тавăрса памасассăн, пĕлсех тăр: эсĕ хăв та, пĕтĕм кил-йышу та вилмесĕр юлас çук, тенĕ.
(8) Авимелех ирхине ирех тăнă та, хăйĕн пур чурине те чĕнсе илсе, çак сăмахсене пурне те илтĕнмелле каласа панă; çав çынсем [пурте] питех те хăраса ÿкнĕ.
(9) Авимелех Авраама чĕнтерсе илнĕ те ăна каланă: эсĕ пире мĕн турăн? эсĕ мана тата манăн патшалăха пысăк çылăха кĕртеттĕн, çапла тума сан умăнта мĕнле çылăх тунă эпĕ? Эсĕ ман тĕлĕшĕмрен тума юраман ĕç турăн, тенĕ.
(10) Авимелех Авраама тата каланă: çак ĕçе эсĕ мĕн шухăшпа турăн? тенĕ.
(11) Авраам ăна каланă: çак вырăнта Турăран хăракан çын çук пулĕ, мана арăмăмшăн вĕлереççĕ пулĕ тесе шухăшларăм;
(13) вăл чăнахах та манăн йăмăк пулать: вăл — ман аттемĕн хĕрĕ, анчах ман аннемĕн хĕрĕ мар; вăл манăн арăм пулчĕ;
(13) Турă мана аттем çуртĕнчен çула илсе тухнă чухне эпĕ арăма каларăм: маншăн ырă пулса çапла тусамччĕ: эпир кирек мĕнле вырăна çитсессĕн те, эсĕ ман çинчен: ку манăн пиччем пулать, те, терĕм.
(14) Авимелех вара [пин сикль кĕмĕл тата] вак выльăхпа шултăра выльăх, ар чурасемпе хĕрарăм чурасем илнĕ те Авраама панă; Саррăна та, арăмне, ăна каялла тавăрса панă.
(15) Авимелех [Авраама] каланă: акă манăн çĕрĕм сан умăнта; ăçта кăмăл тăватăн, çавăнта пурăн, тенĕ.
(16) Саррăна та каланă: акă эпĕ санăн пиччÿне пин сикль кĕмĕл патăм; вăл санăн хÿттÿ пулĕ, сана хăвăнпа пĕрле пурăнакан пĕтĕм çын куçĕ умĕнче тÿрре кăларĕ, тенĕ.
(17) Авраам Турра кĕлтунă та, Турă Авимелехе те, унăн арăмне те, унăн хăрхăмĕсене те сыватнă, вара вĕсем ача çурата пуçланă,
(18) мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа Авимелех килĕнчи пур арăм варне те Саррăшăн, Авраам арăмĕшĕн, хупса лартнă пулнă.
21
(1) Хăй каланă пек, Çÿлхуçа Сарра çине хĕрхенсе пăхнă, Çÿлхуçа Саррăшăн Хăй мĕн каланине тунă.
(2) Сарра йывăр çын пулнă та Авраама унăн ватăлмалăх кунĕнче, Турă ăна каласа хунă вăхăтра, ывăл ача çуратса панă;
(3) Авраам хăйĕн çуралнă ывăлне, Сарра çуратса панă ывăлне, Исаак ятлă хунă.
(4) Хăйне Турă каласа хунă пек, Авраам саккăрмĕш кунне Исаакăн, хăйĕн ывăлĕн, ÿтне каснă.
(5) Хăйĕн ывăлĕ Исаак çуралнă чухне Авраам çĕр çулта пулнă.
(6) Сарра каланă: Турă ман тĕлĕшрен кулмалла турĕ; ман çинчен илтсессĕн кирек кам та кулса ярĕ, тенĕ.
(7) Тата каланă: Сарра ача ĕмĕртĕ тесе Авраама кам калайĕччĕ? эпĕ ăна ватлăхĕнче ывăл çуратса патăм, тенĕ.
(8) Ача пысăкланнă, ăна кăкăр пăрахтарнă; [хăйĕн ывăлне] Исаака кăкăр пăрахтарнă кун Авраам пысăк ĕçкĕçикĕ тунă.
(9) Сарра [хăй ывăлĕнчен, Исаакран] Агарь — Египет хĕрĕ — Авраама çуратса панă ача кулнине курнă та
(10) Авраама каланă: çак хăрхăмпа унăн ывăлне хăваласа яр, çак хăрхăм ывăлĕ манăн Исаак ывăлăмпа пĕрле еткер илес çук, тенĕ.
(11) Авраама çакă хăйĕн ывăлĕшĕн [Измаилшăн] питех те аван мар пек туйăннă.
(12) Анчах Турă Авраама каланă: ачупа хăрхăмушăн ан пăшăрхан; Сарра хăвна мĕн каласассăн та, унăн сăмахне пурне те итле, мĕншĕн тесессĕн санăн вăрлăху Исаак урлă ĕрчĕ;
(13) Эпĕ хăрхăм ывăлĕнчен те [аслă] халăх кăларăп: вăл та санăн ывăлу, тенĕ.
(14) Авраам ирхине ирех тăнă та çăкăрпа пĕр сăран хутаç шыв илсе Агаре панă, ăна унăн хулпуççийĕ çине хунă, вара ăна ачипе пĕрле кăларса янă. Вăл ĕнтĕ тухса кайнă та Вирсавия пушхирĕнче аташса çÿренĕ.
(15) Хутаççинчи шывĕ пĕтнĕ, вăл ачине пĕр тĕм айне пăрахса хăварнă та
(16) аякка, ухă йĕппи вĕçсе ÿкес чухлĕ, кайса ларнă. Вăл: ачам вилĕмне ан курам, тенĕ. Вăл [аяккарах, ăна] хирĕç ларнă та йĕре пуçланă, кăшкăрсах йĕнĕ;
(17) Турă ачанăн сассине [вăл выртнă вырăнтан] илтнĕ; Турă Ангелĕ Агаре тÿперен чĕнсе каланă: Агарь, мĕн пулчĕ? ан хăра; Турă ачанăн сассине вăл выртакан вырăнтан илтрĕ;
(18) тăр, ачана çĕклесе тăрат та аллинчен çавăт ăна, Эпĕ унран аслă халăх кăларăп, тенĕ.
(19) Турă унăн куçне уçнă та, Агарь вара [чĕрĕ] шывлă пусă курнă, ун патне пырса хутаççине шыв тултарса ачине ĕçтернĕ.
(20) Турă ачапа пĕрле пулнă; вăл ÿссе çитĕннĕ те пушхирте пурăна пуçланă, ухă пеме вĕренсе çитнĕ.
(21) Вăл Фаран пушхирĕнче пурăннă; амăшĕ ăна Египет çĕрĕнчен арăм илсе панă.
(22) Çав вăхăтра тата çапла пулнă: Авимелех [Ахузафпа, хăйĕн тусĕпе, тата] Фихолпа, хăйĕн çарпуçĕпе, пĕрле Авраама каланă: эсĕ кирек мĕн тунă чухне те санпала Турă, тенĕ;
(23) эсĕ мана хама та, ывăлăма та, мăнукăма та хур тумăп тесе халĕ çакăнта Турăпа тупа ту; эпĕ саншăн епле лайăх пултăм, эсĕ те маншăн тата ху хăна пулса пурăнакан çĕршĕн çапла пул, тенĕ.
(24) Авраам: тупа тăватăп, тенĕ.
(25) Авимелех чурисем Авраамран шыв пуссине туртса илнĕ пулнă, çавăншăн Авраам Авимелехе ÿпкелесе калаçнă.
(26) Авимелех [ăна] каланă: çакна кам тунине пĕлместĕп, хăв та мана каламарăн: эпĕ ун çинчен халиччен те илтменçке, тенĕ.
(27) Авраам, вак выльăхпа шултăра выльăх илсе, Авимелехе панă, вĕсем иккĕшĕ пĕр канашлă тăма сăмах татнă.
(28) Вак выльăх кĕтĕвĕнчен илнĕ çичĕ путекне Авраам уйрăм уйăрса тăратнă.
(29) Авимелех вара Авраама каланă: эсĕ [сурăх кĕтĕвĕнчен илсе] уйрăм уйăрса тăратнă çичĕ путек кунта мĕне кирлĕ? тенĕ.
(30) [Авраам] каланă: çак çичĕ путеке ман аллăмран илсем, вĕсем шыв пуссине эпĕ алтнине кÿнтелесе тăччăр, тенĕ.
(31) Çавăнпа ĕнтĕ вăл çак вырăна Вирсавия тесе ят панă, мĕншĕн тесессĕн вĕсем иккĕшĕ те çакăнта тупа тунă,
(32) вĕсем пĕр канашлă тăмашкăн Вирсавияра сăмах татнă. Авимелех [Ахузафпа, хăйĕн тусĕпе, тата] хăйĕн çарпуçĕпе Фихолпа пĕрле тăнă та Филистимсен çĕрне каялла таврăннă.
(33) [Авраам] Вирсавияра ката лартса тухнă, унта вăл Çÿлхуçанăн, ĕмĕрхи Туррăн, ятне асăнса чĕннĕ.
(34) Ютран пынă çын пулса, Авраам Филистимсен çĕрĕнче нумай вăхăт пурăннă.
22
(1) Çак ĕçсем пулса иртнĕ хыççăн Турă Авраама сăнанă-тĕрĕсленĕ, ăна: Авраам! тенĕ. Вăл: эпĕ кунтах, тенĕ.
(2) Турă каланă: хăвăн ывăлна, хăвăн пĕртенпĕр савнă ывăлна, Исаака, ил те Мориа çĕрне кай, унта Эпĕ сана кăтартас пĕр ту çинче ăна, ывăлна, пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿр, тенĕ.
(3) Авраам ирхине ирех тăнă та ашакне йĕнерлесе тăратнă, хăйпе пĕрле икĕ тарçине тата хăйĕн ывăлне Исаака илнĕ; пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿме вутă çурнă, вара çийĕнчех хăйне Турă каланă вырăна тухса кайнă.
(4) Виççĕмĕш кунне Авраам пуçне çĕклесе пăхнă та çав вырăна аякранах курнă.
(5) Авраам хăйĕн тарçисене каланă: эсир çакăнта ашакпа пĕрле юлăр; эпир, ывăлăмпа иксĕмĕр, çавăнта кайса Турра пуççапăпăр та сирĕн пата таврăнăпăр, тенĕ.
(6) Авраам, пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿмешкĕн вутă илсе, ăна Исаакăн, хăйĕн ывăлĕн, хулпуççийĕ çине хунă; аллине вутчуль тата çĕçĕ тытнă та, иккĕшĕ пĕрле кайнă.
(7) Исаак хăйĕн ашшĕпе Авраампа калаçа пуçланă, вăл: аттем! тенĕ. Лешĕ: ывăлăм, эпĕ кунтах! тенĕ. Исаак: акă вутчуль те, вутă та пур, пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿме путекĕ ăçта? тенĕ.
(8) Авраам каланă: ывăлăм, пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли путеке Турă Хăй кăтартĕ, тенĕ. Вара иккĕшĕ пĕрле малалла кайнă.
(9) Вĕсем Турă каланă вырăна пырса çитнĕ; унта Авраам парне вырăнĕ тунă, вуттине купаласа хунă, хăй ывăлне Исаака çыхса, ăна парне вырăнĕ çине, вутă çине, вырттарнă.
(10) Авраам çĕçĕ тытнă та ывăлне пусас тесе аллине çĕкленĕ.
(11) Анчах ăна Çÿлхуçа Ангелĕ тÿперен чĕнсе каланă: Авраам! Авраам! тенĕ. Авраам: эпĕ кунтах! тенĕ.
(12) Ангел каланă: ачу çине аллуна ан çĕкле, ăна нимĕн те ан ту; халĕ ĕнтĕ Эпĕ эсĕ Турăран хăранине пĕлетĕп: эсĕ Маншăн хăвăн ывăлна, хăвăн пĕртенпĕррескерне, хĕрхенмерĕн, тенĕ.
(13) Авраам пуçне çĕклесе пăхнă та курах кайнă — акă хыçалта пĕр така, чăтлăхра мăйракипе çакланнăскер. Авраам пынă та, такана илсе, ăна хăйĕн ывăлĕ [Исаак] вырăнне пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿнĕ.
(14) Çав вырăна Авраам Яхвеире* {* Çÿлхуçа курĕ.} тесе ят панă. Çавăнпа халĕ те: Яхве тăвĕ çинче курăнĕ, теççĕ.
(15) Çÿлхуçа Ангелĕ Авраама тÿперен иккĕмĕш хут чĕнсе каланă:
(16) Çÿлхуçа çапла калать: Хампа тупа тăватăп, çак ĕçе тунăшăн, [Маншăн] хăвăн ывăлна, пĕртенпĕррескерне, хĕрхенменшĕн
(17) Эпĕ сана пиллесех пиллĕп, санăн вăрлăхна йышлăлантарнăçемĕн йышлăлантарăп, ăна тÿпери çăлтăрсем чухлĕ, тинĕс хĕрринчи хăйăр чухлĕ тăвăп; санăн вăрлăху хăйĕн тăшманĕсен хулисене туртса илĕ;
(18) эсĕ Манăн сăмахăма итленĕшĕн санăн вăрлăху урлă çĕр çинчи пур халăх та пиллĕх илĕ, тет, тенĕ.
(19) Авраам каялла хăйĕн тарçисем патне таврăннă, вара пурте пĕрле Вирсавияна кайнă; Авраам Вирсавияра пурăннă.
(20) Çак ĕçсем пулса иртнĕ хыççăн Авраам патне хыпар çитернĕ: акă Милка та Нахора, санăн тăванна, ывăлсем çуратса панă:
(21) малтанхи ывăлĕ Уц, унăн шăллĕ Вуз, Арам ашшĕ Кемуил,
(22) Кесед, Хазо, Пилдаш, Идлаф тата Вафуил çуралнă, тенĕ;
(23) Вафуилран Ревекка çуралнă. Нахора, Авраам тăванне, Милка çак сакăр [ывăла] çуратса панă;
(24) тата унăн çумарăмĕ, Реума ятлăскер, Теваха, Гахама, Тахаша тата Маахана çуратса панă.
23
(1) Сарра çĕр çирĕм çичĕ çул пурăннă: Сарра пурăннă кунçул çакă;
(2) Сарра Ханаан çĕрĕнче, [айлăм çĕрти] Кириаф-Арба текен вырăнта, вилнĕ, халĕ ăна Хеврон теççĕ. Авраам Саррăшăн макăрма, уншăн хурланса хÿхлеме пынă.
(3) Унтан Авраам хăйĕн вилнĕ арăмĕ патĕнчен кайнă та Хет ывăлĕсемпе калаçса вĕсене каланă:
(4) эпĕ сирĕн патăра ютран килсе ларнă çын; вилнĕскерĕме куçăм умĕнчен пытармашкăн мана хăвăр çĕрĕрте тупăк валли вырăн парсамăр, тенĕ.
(5) Хет ывăлĕсем Авраама хуравласа каланă:
(6) эй хуçамăр, пире итлеха; эсĕ пирĕн хушшăмăрта Турă лартнă пуçлăх; вилнĕ арăмна пирĕн виле пытаракан çĕрти чи лайăх вырăна пытар; санăн вилнĕ арăмна [унта] пытармашкăн пирĕнтен никам та сана пытармалли вырăн парас мар темĕ, тенĕ.
(7) Авраам тăнă та çав çĕр халăхĕ умĕнче, Хет ывăлĕсем умĕнче, çĕре çити тайăлнă;
(8) [Авраам] вĕсемпе калаçса каланă: эсир манăн вилнĕскерĕме пытарттарма килĕшетĕр пулсассăн — итлĕрха мана: Ефронран, Цохар ывăлĕнчен, маншăн ыйтăрха,
(9) вăл мана хăйĕн хирĕ вĕçĕнчи Махпела теекен сăрт хăвăлне патăрччĕ, çын пытармашкăн мана ăна пысăк хакпа сирĕн умăрта пуçĕпех патăрччĕ, тенĕ.
(10) Ефронĕ вара Хет ывăлĕсем хушшинче ларнă; хет çынни Ефрон хăйĕн хули хапхинчен кĕрекен мĕнпур Хет ывăлĕсем илтмелле Авраама хуравласа каланă: иçук, хуçамăм, итлеха мана: эпĕ сана хирне те, çав хирти сăрт хăвăлне те паратăп, хамăн халăхăн ывăлĕсен куçĕ умĕнче ăна сана парнелетĕп, вилнĕ арăмна пытар, тенĕ.
(12) Авраам çав çĕр халăхĕ умĕнче çĕре çити тайăлнă та
(13) çав çĕрти [пĕтĕм] халăх илтмелле Ефрона çапла каланă: килĕшетĕн пулсассăн, эпĕ сана хиршĕн кĕмĕл паратăп; илсемччĕ манран, эпĕ унта вилнĕскерĕме пытарам, тенĕ.
(14) Ефрон, Авраама хуравласа, ăна каланă:
(15) эй хуçамăм! итлеха мана: çак çĕр тăватçĕр сикль кĕмĕл хакне тăрать; манпа саншăн мĕн вăл? вилнĕ арăмна пытар, тенĕ.
(16) Авраам Ефрон сăмахĕпе килĕшнĕ; унтан Авраам Ефрона, лешĕ Хет ывăлĕсем илтмеллех мĕн чухлĕ ыйтнă, çавăн чухлĕ — сутуилÿ тăвакансем хушшинче çÿрекен кĕмĕл виçипе тăватçĕр сикль — виçсе панă.
(17) Çапла Ефрон хирĕ — Махпела патĕнчи, Мамре тĕлĕнчи хир — хирти сăрт хăвăлĕ, хирти тата ун таврашĕнчи пĕтĕм йывăç та
(18) хула хапхинчен кĕрекен мĕнпур Хет ывăлĕсен куçĕ умĕнче Авраам çĕрĕ пулса тăнă.
(19) Çакăн хыççăн Авраам Саррăна, хăйĕн арăмне, Махпелăри Мамре тĕлĕнчи хире, çавăнти сăрт хăвăлне, пытарнă, халĕ вăл Ханаан çĕрĕнчи Хеврон пулать.
(20) Çав хирпе çав сăрт хăвăлĕ, çын пытармашкăн Хет ывăлĕсенчен Авраам аллине куçса, çапла унăн харпăрлăхĕ пулса тăнă.
24
(1) Авраам ватă пулнă ĕнтĕ, вăл нумай çула çитнĕ. Çÿлхуçа Авраама пур тĕлĕшрен те пилленĕ.
(2) Авраам хăйĕн чурине, хăйĕн килĕнче мĕн пуррине пурне те пăхсаастуса тăракан аслă чурине, каланă: аллуна манăн пĕççĕм çине хур та
(3) мана Çÿлхуçамăрпа — тÿпе Туррипе, çĕр Туррипе — тупа туса кала: манăн [Исаак] ывăлăм валли арăм хам пурăнакан çĕртен, Ханаансен хĕрĕсенчен, илмĕн;
(4) эсĕ манăн çĕрĕме, эпĕ çуралнă çĕршыва, [манăн йăхăм патне] кайăн та манăн Исаак ывăлăм валли [çавăнтан] арăм илĕн, тенĕ.
(5) Чури ăна каланă: тен, хĕрарăмĕ манпа пĕрле çак çĕре килесшĕн пулмĕ? вара манăн санăн ывăлна эсĕ тухса килнĕ çĕре каялла илсе каймаллаи? тенĕ.
(6) Авраам ăна каланă: сыхлан, манăн ывăлăма унта илсе ан кай;
(7) мана аттем çуртĕнчен, хам çуралнă çĕртен илсе килнĕ Çÿлхуçамăр — тÿпе Турри [тата çĕр Турри] — мана каларĕ, Вăл мана тупа туса каларĕ: çак çĕре [сана тата] санăн йăхна парăп, терĕ. Вăл сан умăнтан Хăйĕн Ангелне ярĕ, эсĕ манăн [Исаак] ывăлăм валли çавăнтан арăм илĕн;
(8) хĕрарăмĕ [çак çĕре] санпа пĕрле килесшĕн мар пулсассăн, эсĕ çак эпĕ тупа тутарса каланă сăмахран хăтăлăн; анчах манăн ывăлăма унта илсе ан кай, тенĕ.
(9) Чура вара аллине Авраамăн, хăйĕн хуçин, пĕççийĕ çине хунă та çапла тумашкăн ун умĕнче тупа тунă.
(10) Чури хăй хуçин тĕвисенчен вунă тĕве илнĕ те кайнă. Унăн аллинче тата хăй хуçин тĕрлĕ пурлăхĕ пулнă. Вăл çапла Месопотамие, Нахор хулине тухса кайнă; "хĕрарăмсем шыв ăсма тухнă вăхăтра, каçалапа, вăл тĕвисене хула тулашне, шыв пусси патне, чарса тăратнă та
(12) каланă: эй Турă, Авраам хуçамăн Турри! çав хĕре паян мана хирĕç кăларсам, манăн Авраам хуçама ырăлăх тусам;
(13) акă эпĕ çăл патĕнче тăратăп, хула çыннисен хĕрĕсем шыв ăсма тухаççĕ;
(14) эпĕ пĕр хĕрне: кăкшăмна тайăлтарха, эпĕ шыв ĕçем, тейĕп; вăл [мана]: ĕç, эпĕ санăн тĕвÿсене те [тăраничченех] шăварăп, тейĕ. Эсĕ Хăвăн Исаак чуру валли суйласа хунă хĕр çавă пулĕ вара; Эсĕ манăн хуçама [Авраама] ырăлăх тунине эпĕ çакăнтан пĕлĕп, тенĕ.
(15) Вăл [хăй ăшĕнче] çапла каласа та пĕтереймен, акă Ревекка — Вафуил хĕрĕ, Авраам пиччĕшне Нахора арăмĕ, Милка, çуратса панă Вафуилăн хĕрĕ — тухать, кăкшăмне хулпуççийĕ çине лартнă;
(16) хĕрĕ питĕ илемлĕ пулнă, арçынпа хутшăнман хĕр пулнă. Вăл пусă патне аннă та, кăкшăмне тултарса, çÿлелле улăхнă.
(17) Чура ăна хирĕç чупса пырса каланă: кăкшăмунтан мана кăштах шыв ĕçтерсемччĕ, тенĕ.
(18) Хĕрĕ: ĕçех, ырă çыннăм, тенĕ. Çавăнтах кăкшăмне хулпуççийĕ çинчен антарса ăна шыв ĕçтернĕ.
(19) Ăна ĕçтерсе тăрантарсассăн каланă: эпĕ санăн тĕвÿсем валли те шыв ăсса [пурте] ĕçсе тăраничченех шăварăп, тенĕ.
(20) Вара çавăнтах хăй кăкшăмĕнчи шывне валашкана янă та татах пусă патне [шыв] ăсма чупса кайнă, унăн
(пур тĕви валли те шыв ăсса панă.
(21) Çак çын ун çине пĕр чĕнмесĕр тĕлĕнсе пăхса тăнă, вăл хăйĕн çулне Çÿлхуçа пилленипе пиллеменнине ăнкарасшăн пулнă.
(22) Тĕвисем ĕçсе тăрансассăн, çав çын хĕре çур сикль таякан ылтăн алка тата аллисене тăхăнмашкăн вунă сикль таякан икĕ ылтăн сулă кăларса панă;
(23) [вара унран ыйтса] каланă: калаха мана, эсĕ кам хĕрĕ? санăн аçу килĕнче пире çĕр каçма вырăн пулмĕши? тенĕ.
(24) Хĕр ăна каланă: эпĕ Вафуил хĕрĕ, Милка Нахора çуратса панă ывăлĕн хĕрĕ, тенĕ.
(25) Ăна татах каланă: пирĕн улăм та, выльăх апачĕ те нумай; çĕр каçма та вырăн пур, тенĕ.
(26) Вара çак çын тайăлса илнĕ, унтан çĕре ÿксе Çÿлхуçана пуççапнă та
(27) каланă: Авраам хуçамăн Çÿлхуçа Турри мухтавлă, Вăл манăн хуçама Хăйĕн ырăлăхĕнчен, Хăйĕн тÿрĕлĕхĕнчен татса хăвармарĕ! Çÿлхуçа мана тÿрĕ çулпа хуçам тăванĕн çурчĕ патнех илсе килчĕ, тенĕ.
(28) Хĕр чупса кайнă та килĕнче çакăн çинчен амăшне каласа кăтартнă.
(29) Ревеккăн Лаван ятлă пиччĕшĕ пулнă. Лаван çав çын патне, çăл патне, чупса кайнă.
(30) Вăл, йăмăкĕн хăлха алкине, аллисене тăхăннă сулăсене курсассăн, Ревекка, хăйĕн йăмăкĕ, мĕн каланине: çак çын манпала çапла калаçрĕ тенĕ сăмахсене илтсессĕн, çав çын патне пынă — акă вăл тĕвисем патĕнче çăл умĕнче тăрать;
(31) Лаван [ăна] каланă: Çÿлхуçа пилленĕскер, кĕрсем ман патăма! мĕншĕн тулта тăратăн? эпĕ пÿрт те, тĕвÿсем валли вырăн та хатĕрлесе хутăм, тенĕ.
(32) Çынни кĕнĕ. Лаван тĕвесем çинчи япаласене салтса илнĕ те тĕвисене улăм та, апат та панă; çыннине тата унпа пĕрле килнисене урисене çумашкăн шыв панă;
(33) унтан ăна апат сĕннĕ; анчах вăл: хам ĕçĕме каласа париччен çиессĕм çук, тенĕ. Ăна вара: кала, тенĕ.
(34) Вăл çапла каланă: эпĕ — Авраам чури;
(35) Çÿлхуçа Турă манăн хуçама питех те пиллерĕ, вăл асла тухрĕ: Çÿлхуçа ăна сурăхсемпе вăкăрсем, кĕмĕлпе ылтăн, ар чурасемпе хĕрарăм чурасем, тĕвесемпе
(ашаксем пачĕ;
(36) Сарра, манăн хуçамăн арăмĕ, ватăлса çитсессĕн манăн хуçама [пĕр] ывăл çуратса пачĕ, хуçамăм хăйĕн мĕн пуррине пĕтĕмпех ывăлне пачĕ;
(37) хуçамăм мана тупа тутарса каларĕ: манăн ывăлăм валли арăм хам пурăнакан çĕрти Ханаансен хĕрне ан ил,
(38) манăн аттем килне, манăн тăванăмсем патне кай, манăн ывăлăм валли арăм [çавăнтан] илĕн, терĕ.
(39) Эпĕ хамăн хуçама каларăм: тен, хĕрарăмĕ манпа пĕрле пырасшăн пулмĕ, терĕм.
(40) Вăл мана каларĕ: эпĕ Çÿлхуçа [Турă] умĕнче çÿретĕп, санпа пĕрле Вăл Хăйĕн Ангелне ярĕ, санăн çулна ăнăçлă тăвĕ, манăн ывăлăм валли арăм хамăн тăвансем хушшинчен, хамăн аттем килĕнчен, илĕн;
(41) манăн тăванăмсем патне кайса килсессĕн, эпĕ тутарнă тупаран хăтăлăн, вĕсем сана хĕр памасассăн та, эсĕ эпĕ тутарнă тупаран хăтăлăн, терĕ.
(42) Эпĕ паян çăл патне çитрĕм те каларăм: эй Турă, Авраам хуçамăн Турри! Эпĕ килнĕ çула Эсĕ ăнăçлă тăватăн пулсассăн,
(43) акă эпĕ çăл патĕнче тăратăп, [хула çыннисен хĕрĕсем шыв ăсма тухаççĕ,] шыв ăсма тухакан пĕр хĕрне эпĕ: кăкшăмунтан мана кăштах шыв ĕçтерсемччĕ, тейĕп,
(44) «хăв та ĕç, эпĕ тата санăн тĕвÿсене те ăсса парăп» тесе калакан хĕр манăн хуçамăн ывăлĕ валли [Хăйĕн Исаак чури валли] Çÿлхуçа тупса хунă хĕр пулĕ; [Эсĕ манăн Авраам хуçама ырăлăх тунине эпĕ çавăнтан пĕлĕп], терĕм.
(45) Хам ăшăмра çакна каласа та пĕтереймерĕм, акă Ревекка тухрĕ: хулпуççийĕ çине кăкшăмне лартнă, вăл çăл патне пычĕ те шыв ăсса илчĕ; эпĕ ăна: мана ĕçтерсем, терĕм.
(46) Вăл çавăнтах кăкшăмне хулпуççийĕ çинчен илчĕ те: ĕçех, эпĕ санăн тĕвÿсене те шăварăп, терĕ. Эпĕ ĕçрĕм, вăл [манăн] тĕвесене те шăварчĕ.
(47) Эпĕ унран ыйтса: [калаха мана,] эсĕ кам хĕрĕ? терĕм. Вăл: Милка Нахора çуратса панă Вафуилăн хĕрĕ, терĕ. Эпĕ ăна хăлха алки патăм, аллисене тăхăнмашкăн сулăсем патăм.
(48) Эпĕ вара чĕркуçленсе лартăм та Çÿлхуçана пуççапрăм,
(Çÿлхуçана — хамăн Авраам хуçамăн Туррине — мухтарăм: хуçам тăванĕн хĕрне унăн ывăлĕ валли илмешкĕн Вăл мана тÿрĕ çулпа илсе килчĕ.
(49) Халĕ калăр ĕнтĕ мана: сирĕн манăн хуçама ырăлăх кăтартма, кирлине тума кăмăлăр пури, çуки? каласамăр мана, вара эпĕ е сылтăмалла, е сулахаялла каям, тенĕ.
(50) Лаванпа Вафуил ăна хуравласа каланă: ку ĕç Çÿлхуçа Турăран килнĕ; эпир сана хирĕç усал та, ырă та калаймастпăр;
(51) акă Ревекка сан умăнта; ил те кай [ăна]; Çÿлхуçа каланă пек, вăл санăн хуçу ывăлĕн арăмĕ пултăр, тенĕ.
(52) Авраам чури, вĕсен сăмахне илтсессĕн, çĕре ÿксе Çÿлхуçана пуççапнă.
(53) Вăл кĕмĕл япаласемпе ылтăн япаласем, тумтирсем кăларса Ревеккăна панă; çавăн пекех унăн пиччĕшне те, унăн амăшне те чаплă парнесем панă.
(54) Вăл та, унпа пĕрле пынă çынсем те çинĕ, ĕçнĕ, çавăнта çĕр каçнă. Ирхине тăрсассăн, вăл: мана ярăр ĕнтĕ, [эпĕ] хамăн хуçам патне [каям], тенĕ.
(55) Анчах хĕрĕн пиччĕшĕпе амăшĕ каланă: хĕрĕмĕр пирĕнпе пĕрле вунă кун та пулин пурăнтăрха, вара кайăн, тенĕ.
(56) Вăл вĕсене каланă: чарса ан тăрăрха мана, Çÿлхуçа манăн çула ăнăçлă турĕ; мана ярăр ĕнтĕ, эпĕ хамăн хуçам патне каям, тенĕ.
(57) Вĕсем: хĕре чĕнсе кĕртер те унран ыйтар, вăл мĕн калĕ, тенĕ.
(58) Ĕнтĕ Ревеккăна чĕнсе кĕртнĕ те ăна каланă: çак çынпа пĕрле кайăни? тенĕ. Вăл: кайăп, тенĕ.
(59) Вара Ревеккăна, хăйсен йăмăкне, ăна пăхса ÿстернĕ хĕрарăмпа пĕрле янă; Авраам чурине те, унпа пĕрле килнĕ çынсене те янă.
(60) Ревеккăна пиллесе каланă: эй йăмăкăмăр! санран пин хутчен пин çын çуралтăр, санăн тăхăму хăйĕн тăшманĕсен çуртнейĕрне ярса илтĕр! тенĕ.
(61) Ревеккăпа унăн хĕрарăм тарçисем тăнă та тĕвесем çине ларса çав çын хыççăн кайнă. Чура çапла Ревеккăна илсе кайнă.
(62) Исаак вара Беэрлахайроирен таврăннă пулнă — вăл ун чухне кăнтăр енчи çĕрте пурăннă.
(63) Каç пулас умĕн Исаак хире шухăшламашкăн тухнă, вăл пуçне
(çĕклесе пăхнă та курах кайнă: акă тĕвесем килеççĕ.
(64) Ревекка пăхнă та, Исаака курса, тĕве çинчен аннă.
(65) Вăл чурана каланă: хир тăрăх пире хирĕç килекен çын кам вăл? тенĕ. Чура: манăн хуçам вăл, тенĕ. Ревекка вара пĕркенчĕк илсе пĕркеннĕ.
(66) Хăй мĕн тунине чура пурне те Исаака каласа панă.
(67) Исаак Ревеккăна хăйĕн амăшĕн, Саррăн, чатăрне илсе кĕнĕ, Исаак ăна арăм тунă, Ревекка унăн арăмĕ пулса тăнă, Исаак ăна питĕ юратнă; амăшĕшĕн [Саррăшăн] хуйхăрни пусарăннă вара.
25
(1) Авраам тата Хеттура ятлă арăм илнĕ.
(2) Арăмĕ ăна Зимран, Иокшан, Медан, Мадиан, Ишбак тата Шуах ятлă ачасем çуратса панă.
(3) Иокшанăн Шева, [Феман] тата Дедан çуралнă; Дедан ывăлĕсем çаксем пулнă: [Рагуил, Навдеил,] Ашурим, Летушим тата Леюмим.
(4) Мадиан ывăлĕсем: Ефа, Ефер, Ханох, Авида тата Елдага. Вĕсем пурте Хеттура ывăлĕсем.
(5) Хăйĕн мĕн пуррине пурне те Авраам [хăйĕн ывăлне] Исаака панă,
(6) çумарăмĕсем çуратнă ывăлĕсене Авраам парнесем панă та хăй сывă чухнех Исаакран, хăйĕн ывăлĕнчен, тухăç енне тухăçри çĕр çине уйăрса янă.
(7) Авраам пурăннă кунçул çĕр çитмĕл пилĕк çул пулнă;
(8) Авраам ватăлса çитсе, [пурăнăçпа] тăраниччен пурăнса вилнĕ, вара канăçлă халăхĕпе пĕрлешнĕ.
(9) Ăна Исаакпа Измаил, хăйĕн ывăлĕсем, Махпела текен сăрт хăвăлне, Ефронăн — хет çыннин, Цохар ывăлĕн — Мамре тĕлĕнчи хирне, пытарнă,
(10) çав çĕре [тата сăрт хăвăлне] Авраам Хет ывăлĕсенчен сутăн илнĕ пулнă. Унта Авраампа унăн арăмне Саррăна пытарнă.
(11) Авраам вилсессĕн, Турă унăн ывăлне, Исаака, пилленĕ. Исаак Беэрлахайрои çывăхĕнче пурăннă.
(12) Акă Египет хĕрĕ Агарь — Сарра тарçи — Авраама çуратса панă Измаилăн, Авраам ывăлĕн, йăхĕ-кăкĕ;
(13) акă Измаил ывăлĕсен ячĕсем, вĕçевĕçĕн çуралса пы
(нă ывăлĕсен ячĕсем: Измаилăн малтан çуралнă ывăлĕ Наваиоф, ун хыçĕнчен Кедар, Адбеел, Мивсам,
(14) Мишма, Дума, Масса,
(15) Хадад, Фема, Иетур, Нафиш тата Кедма.
(16) Хăйсен ялĕхулинче, хăйсен тапăрĕсенче пурăнакан Измаил ывăлĕсем çаксем ĕнтĕ, вĕсен ячĕсем çаксем ĕнтĕ. Вĕсем — хăйсен ăрăвĕсен вуникĕ çулпуçĕ.
(17) Измаил пурăннă кунçул çĕр вăтăр çичĕ çул пулнă; вара унăн ĕмĕрĕ иртнĕ, вăл вилнĕ, канăçлă халăхĕпе пĕрлешнĕ.
(18) Вĕсем Хавилапа Сур хушшинче пурăннă, Сур вара Ассирие кайнă чухне Египет тĕлĕнче юлать. Вĕсем хăйсен пĕтĕм тăванне хирĕçех вырăнаçса тухнă { Вĕсем хăйсен пĕтĕм тăванĕпе килĕштермесĕр пурăннă тесе те ăнланма пулать.}.
(19) Акă Исаакăн, Авраам ывăлĕн, йăхĕ-кăкĕ. Авраамран Исаак çуралнă.
(20) Ревеккăна — Месопотамире пурăнакан арамей çыннин Вафуилăн хĕрне, арамей çыннин Лаванăн йăмăкне — хăй валли качча илнĕ чухне Исаак хĕрĕх çулта пулнă.
(21) Исаак хăйĕн арăмĕшĕн [Ревеккăшăн] Çÿлхуçана кĕлтунă, мĕншĕн тесессĕн вăл тип варлă пулнă; Çÿлхуçа ăна илтнĕ, вара Ревекка, арăмĕ, йывăр çын пулнă.
(22) Ывăлĕсем ĕнтĕ унăн варĕнчех çапкалашма пуçланă, вăл вара: капла пулас пулсассăн, мĕн кĕтетха мана? тенĕ. Вара Çÿлхуçаран ыйтма кайнă.
(23) Çÿлхуçа ăна каланă: санăн ăшунта икĕ ăру; санăн варунтан икĕ тĕрлĕ халăх тухĕ: пĕр халăхĕ тепринчен вăйлăрах пулĕ, асли кĕçĕннине пăхăнса тăрĕ, тенĕ.
(24) Ĕнтĕ унăн çуратас вăхăчĕ çитнĕ: акă унăн варĕнче йĕкĕрешсеммĕн.
(25) Малтанхи хĕпхĕрлĕ çуралнă, пĕтĕмпе тир пек çăмлă пулнă, ăна Исав ятлă хунă.
(26) Унтан унăн шăллĕ çуралнă, вăл аллипе Исав ури тупанĕнчен тытса тухнă; ăна Иаков ятлă хунă. Вĕсем [Ревеккăран] çуралнă чухне Исаак утмăл çулта пулнă.
(27) Ачасем ÿссе çитĕннĕ; Исав кайăк тытма ăста çын пулнă, хир çынни пулнă; Иаков йăваш çын, чатăрта пурăнакан çын пулнă.
(28) Исаак Исав тытнă кайăк ашне кăмăлланă, çавăнпа вăл Исава юратнă, Ревекка вара Иакова юратнă.
(29) Иаков апат пĕçернĕ пулнă; Исав хиртен ĕшенсе килнĕ.
(30) Исав Иакова каланă: эсĕ мана хĕрлине, çак хĕрлине çиме парха, эпĕ ĕшенсе килтĕм, тенĕ. Çавăнпа ăна Эдом теме пуçланă.
(31) Анчах Иаков [Исава] каланă: малтан мана хăвăн аслăлăхна сут, тенĕ.
(32) Исав: акă эпĕ вилетĕп; малтан çурални мана мĕне кирлĕ? тенĕ.
(33) Иаков [ăна] каланă: тупату халех, тенĕ. Вăл ун умĕнче тупа тунă, çапла [Исав] хăйĕн аслăлăхне Иакова сутнă.
(34) Иаков Исава çăкăрпа ясмăк яшки панă; вăл çинĕ, ĕçнĕ, унтан тăрса тухса кайнă; çапла Исав хăйĕн аслăлăхне пăрахăçланă.
26
(1) Авраам пурăннă чухне пулнă выçлăхсăр пуçне çак çĕрте каллех выçлăх пулнă; Исаак Авимелех патне, Филисти патши патне, Герара кайнă.
(2) Çÿлхуçа ăна курăнса каланă: Египета ан кай; Эпĕ сана кăтартас çĕрте пурăн,
(3) çак çĕр тăрăх çÿре, Эпĕ санпа пĕрле пулăп, сана пиллĕп, çак çĕрсене пĕтĕмпех сана тата санăн йăхна парăп, Авраама, санăн аçуна, [Хам] тупа туса каланине вырăна килтерĕп;
(4)
(5) Авраам [санăн аçу] Манăн сăмахăма итленĕшĕн, Эпĕ мĕн тума каланине тунăшăн — Эпĕ хушнине, Манăн йĕркесене, Манăн саккунсене туса тăнăшăн — санăн йăхна тÿпери çăлтăр пек йышлă тăвăп, çак çĕрсене пурне те санăн йăхна парăп; çĕр çинчи пур халăх та санăн вăрлăху урлă пиллĕхлĕ пулĕ, тенĕ.
(6) Исаак Герара пырса вырăнаçнă.
(7) Çав вырăнти çынсем унăн арăмĕ [Ревекка] çинчен ыйтнă, вăл вĕсене: ку манăн йăмăкăм, тенĕ, мĕншĕн тесессĕн «ку манăн арăм» теме хăранă: вăл «Ревекка питех те илемлĕ пулнăран çак çĕрти çынсем мана уншăн ан вĕлерччĕр» тесе шухăшланă.
(8) Вăл унта пурăнни чылай вăхăт иртсессĕн, Авимелех — Филисти патши — чÿречерен пăхнă та Исаак Ревеккăпа, хăйĕн арăмĕпе, вылянине курнă.
(9) Вара Авимелех Исаака чĕнтерсе илсе каланă: акă ку санăн арăмуçке; еплеха эсĕ: вăл манăн йăмăк пулать, терĕн? тенĕ. Исаак ăна каланă: эпĕ манăн ун пирки вилес марччĕ тесе шухăшларăм, тенĕ.
(10) Авимелех [ăна] каланă: эсĕ капла пире мĕн турăн? [манăн] çынсенчен пĕри санăн арăмупа кăшт анчах хутшăнман, эсĕ пире çылăха кĕртеттĕн, тенĕ.
(11) Вара Авимелех пĕтĕм халăхне хытарса каланă: кам та кам çак çынна тата унăн арăмне тĕкĕнет, ăна вĕлерме тытса парĕç, тенĕ.
(12) Исаак çав çĕрте тырă акнă, çав çулхине çĕр хут нумайрах урпа пухса илнĕ: ăна Çÿлхуçа çапла пилленĕ.
(13) Çак çын асла тухнă, вăл, ытларан ытла çĕкленсе, питех те асла тухса кайнă.
(14) Унăн вак выльăх кĕтĕвĕсем те, шултăра выльăх кĕтĕвĕсем те пулнă, темĕн чухлĕ ана пулнă, Филистимсем ăна ăмсана пуçланă.
(15) Унăн ашшĕ Авраам пурăннă чухне ашшĕн чурисем алтнă пусăсене пĕтĕмпех Филистимсем ишсе, тăпра ярса хупласа лартнă.
(16) Авимелех Исаака каланă: пирĕн патăмăртан кай, эсĕ пирĕнтен чылай вăйлăрах пулса кайрăн, тенĕ.
(17) Вара Исаак унтан кайнă, Герар айлăмне çитсе, чатăрсем карса лартса, çавăнта вырăнаçнă.
(18) Хăйĕн ашшĕ Авраам пурăннă чухне алтнă пусăсене — [хăйĕн ашшĕ] Авраам вилсессĕн Филистимсем ишсехупласа лартнă пусăсене — Исаак çĕнĕрен чавса уçнă; вĕсене хăйĕн ашшĕ [Авраам] панă ятсенех парса тухнă.
(19) Исаак чурисем айлăмра [Герар айлăмĕнче] алтнă та унта чĕрĕ шывлă пусă чавса кăларнă.
(20) Герар кĕтÿçисемпе Исаак кĕтÿçисем: ку пирĕн шыв, тесе тавлашнă. Çапла тавлашнăран Исаак çак пусса Есек тесе ят панă.
(21) [Исаак унтан тапранса кайсассăн,] тепĕр пусă алтса кăларнă; ун пирки те çаплах тавлашнă; вăл ăна
(Ситна тесе ят панă.
(22) Вăл кунтан тапранса кайнă та урăх пусă алтнă, кун пирки тавлашман вара; ăна Реховоф ят панă, вăл: халĕ Çÿлхуçамăр пире ирĕк вырăн пачĕ, эпир çĕр çинче ĕрчĕпĕр, тенĕ.
(23) Кунтан вăл Вирсавияна куçнă.
(24) Çав каçхине ăна Çÿлхуçа курăнса каланă: Эпĕ — Авраамăн, санăн аçун, Турри; ан хăра, Эпĕ санпала пĕрле; сана пиллĕп, санăн йăхна йышлăлантарăп, çакна [санăн аçушăн] Авраамшăн, Хамăн чурамшăн, тăвăп, тенĕ.
(25) Вăл вара унта парне вырăнĕ тунă та Çÿлхуçа ятне асăнса чĕннĕ. Вăл унта чатăр карса лартнă, Исаак чурисем унта [Герар айлăмĕнче] пусă алтса кăларнă.
(26) Ун патне Герартан Авимелех хăйĕн тусĕпе Ахузафпа тата хăйĕн çарпуçĕпе Фихолпа пĕрле пынă.
(27) Исаак вĕсене каланă: эсир мана курайми пулса хăвăр патăртан хăваласа янă хыççăн ман патăма мĕншĕн килтĕр тата? тенĕ.
(28) Вĕсем каланă: Çÿлхуçа санпа пĕрле пулнине эпир уççăнах куртăмăр, çавăнпа эпир санпа хамăр хушшăмăрта тупа тăвас, санпа пĕр канашлă пулма сăмах татас терĕмĕр,
(29) эпир сана тивмесĕр, саншăн ыррине анчах туса тăрса, кăмăллăн ăсатса янă пек, эсĕ те пире усал ан тутăрччĕ терĕмĕр; халĕ сана Çÿлхуçа пиллĕхлĕ турĕ, тенĕ.
(30) Исаак вĕсемшĕн ĕçкĕçикĕ тунă, вĕсем ĕçнĕ, çинĕ.
(31) Ирхине ирех тăнă та пĕрнепĕри тупа тунă; вара Исаак вĕсене ăсатса янă, вĕсем ун патĕнчен кăмăллăн тухса кайнă.
(32) Çав кунах Исаак чурисем пырса ăна хăйсем алтакан пусă çинчен хыпар тунă, вĕсем ăна: эпир шыв тупрăмăр, тенĕ.
(33) Çав пусса вăл Шива тесе ят панă. Çавăнпа çав хула ку таранчченех Беэр-Шива [Вирсавия] ятлă.
(34) Исав хĕрĕх çулта пулнă, вăл хăй валли Иегудифăна — хет çыннин Беэрăн хĕрне — тата Васемафăна — хет çыннин Елонăн хĕрне — качча илнĕ.
(35) Вĕсем иккĕшĕ те Исаакпа Ревеккăна килĕшмен.
27
(1) Ватăлса çитсе куçĕ курми пулсассăн, Исаак хăйĕн аслă ывăлне Исава чĕнсе илнĕ те ăна каланă: эй ывăлăм! тенĕ. Лешĕ ăна: эпĕ кунтах, тенĕ.
(2) [Исаак] каланă: акă эпĕ ватăлтăм; хам вилес кунăма пĕлместĕп;
(3) халĕ хăвăн сăпрайна, ухă йĕппипе уххуна, ил те хире кайса ман валли кайăк тытса кил,
(4) ман валли хам юратакан апата хатĕрле те мана çитерме илсе кил, хам виличчен чунăм сана пиллесе хăвартăр, тенĕ.
(5) Исаак хăйĕн ывăлне Исава мĕн каланине Ревекка илтсе тăнă. Исав вара хире кайăк тытма кайнă;
(6) Ревекка хăйĕн [кĕçĕн] ывăлне Иакова каланă: акă эпĕ аçу санăн Исав пиччÿне мĕн каланине илтрĕм:
(7) ман валли кайăк тытса кил, мана апат хатĕрлесе пар; эпĕ çием, вара хам виличчен сана Çÿлхуçа умĕнче пиллем, терĕ.
(8) Ывăлăм, эсĕ халĕ эпĕ сана мĕн каланине, мĕн хушнине итле:
(9) кĕтÿ патне кай та унтан мана икĕ [çамрăк] качака путекки тытса килсе пар; эпĕ аçу валли хăй юратакан апатне хатĕрлесе парăп,
(10) эсĕ ăна аçу патне илсе кĕрĕн те, вăл çийĕ, хăй виличчен сана пиллесе хăварĕ, тенĕ.
(11) Иаков хăйĕн амăшне Ревеккăна каланă: манăн Исав пиччем çăмламас çын, эпĕ яка ÿтлĕ çын;
(12) тен, аттем мана хыпаласа пăхĕ те, эпĕ вара унăн куçĕ умĕнче ултавçă пулăп, хам çине пиллĕх вырăнне ылхан кÿрĕп, тенĕ.
(13) Амăшĕ ăна каланă: ывăлăм, сана тивес ылхан ман çие пултăр, эсĕ манăн сăмахăма çеç итле, кай, илсе килсе пар мана, тенĕ.
(14) Вăл кайнă та, тытса килсе, амăшне панă; амăшĕ вара унăн ашшĕ юратакан апатне пĕçерсе хунă.
(15) Килĕнчи тумтиртен Ревекка аслă ывăлĕн Исавăн чаплă тумне илнĕ те [ăна] кĕçĕн ывăлне Иакова тăхăнтартнă;
(16) унăн аллисене, çара мăйне качака путекки тирĕпе витсе çыхнă;
(17) унтан хăй хатĕрленĕ апачĕпе çăкăрне Иакова, хăйĕн ывăлне, тыттарнă.
(18) Вăл ашшĕ патне кĕнĕ те: аттем! тенĕ. Лешĕ каланă: эпĕ кунтах; ывăлăм, эсĕ кам? тенĕ.
(19) Иаков хăйĕн ашшĕне каланă: эпĕ Исав, малтанхи ывăлу, пурне те эсĕ каланă пек турăм; тăр та манăн кайăк ашне ларса çи, санăн чуну мана пиллемелле пултăр, тенĕ.
(20) Исаак хăйĕн ывăлне каланă: эй ывăлăм! епле эсĕ питĕ хăвăрт тупса килтĕн? тенĕ. Вăл: санăн Çÿлхуçа Турру ăна мана хирĕçех ячĕ, тенĕ.
(21) Вара Исаак Иакова каланă: [ман çывăхăма] килха, ывăлăм, эпĕ сана хыпаласа пăхам, эсĕ манăн Исав ывăлăми, вăл мари? тенĕ.
(22) Иаков Исаак патне, хăйĕн ашшĕ патне, пырса тăнă, ашшĕ ăна хыпаласа пăхнă та каланă: сасси — Иаков сасси, аллисем — Исав аллисем, тенĕ.
(23) Вăл ăна паллайман, мĕншĕн тесессĕн Иаков аллисем Исав пиччĕшĕн аллисем пекех çăмламас пулнă; вара ăна пиллесе
(24) каланă: манăн Исав ывăлăм эсĕи? тенĕ. Иаков: эпĕ, тенĕ.
(25) Исаак каланă: парха мана, эпĕ ывăлăм кайăкне çием, манăн чунăм сана пиллемелле пултăр, тенĕ. Иаков ăна панă, вăл çинĕ; ăна эрех те кÿрсе панă, вăл ĕçнĕ.
(26) Исаак, ашшĕ, ăна каланă: [ман патăма] килха, чупту мана, ывăлăм, тенĕ.
(27) Вăл ашшĕ патне пырса ăна чуптунă. Исаак унăн тумтирĕн шăршине туйса илнĕ, вăл ăна пиллесе каланă: ывăлăм шăрши — уйхир шăрши, Çÿлхуçамăр пилленĕ [тулли] уйхир шăрши;
(28) Турă сана тÿпери сывлăмран, çĕр тулăхĕнчен ырăлăх парса тăтăр, иксĕлми тырăпулă, эрех парса тăтăр;
(29) сана халăхсем пăхăнса тăччăр, сана этем йăхĕсем пуççапчăр; хăвăн тăванусен хуçи пулса пурăн, аннÿ ывăлĕсем сана пуççапчăр; сана ылханакансем — ылханлă; сана пиллекенсем — пиллĕхлĕ! тенĕ.
(30) Исаак [хăйĕн ывăлне] Иакова пиллĕх парсассăнах, Иаков Исаакăн, хăйĕн ашшĕн, куçĕ умĕнчен тухса кайсассăнах, Исав, пиччĕшĕ, кайăк тытса таврăннă.
(31) Вăл та апат пĕçернĕ те, хăйĕн ашшĕ патне илсе кĕрсе, ашшĕне каланă: тăрсам, аттем, ывăлун кайăкне çи, санăн чуну мана пиллемелле пултăр, тенĕ.
(32) Исаак вара, ашшĕ, ăна: кам эсĕ? тенĕ. Вăл: эпĕ санăн ывăлу, малтанхи ывăлу, Исав, тенĕ.
(33) Исаак темĕн тĕрлĕ хытă чĕтĕресе кайнă та каланă: [ман валли] кайăк тытса килекенĕ, мана кÿрсе параканĕ кам пулчĕ вара? эпĕ эсĕ киличчен пурне те çирĕм, эпĕ ăна пиллерĕм; ĕнтĕ вăлах пиллĕхлĕ пулать, тенĕ.
(34) Исав хăйĕн ашшĕн [Исаакăн] сăмахне итлесе пĕтерсессĕн хытă кăшкăрса хурланса йĕре пуçланă, вăл ашшĕне: эй аттем! мана та пиллесем, тенĕ.
(35) Анчах вăл [ăна]: санăн шăллу чееленсе килсе кĕчĕ те санăн пиллĕхне илсе тухрĕ, тенĕ.
(36) Вара [Исав] каланă: вăл мана икĕ хут такăнтарчĕ ĕнтĕ, ăна çавăнпах Иаков ятлă хумани? Вăл манăн аслăлăхăма туртса илчĕ, акă халĕ мана тивес пиллĕхе те илчĕ, тенĕ. [Исав хăйĕн ашшĕне] татах каланă: эсĕ ман валли [те] пиллĕх хăвармарăни вара? тенĕ.
(37) Исаак Исава хуравласа каланă: акă эпĕ ăна санăн хуçу туса хутăм, унăн тăванĕсене пурне те унăн чури турăм; ăна тырăпулă, эрех пиллерĕм; ывăлăм, саншăн эпĕ мĕн тăвайăп ĕнтĕ? тенĕ.
(38) Исав хăйĕн ашшĕне каланă: эй аттем, санăн пĕр пиллĕх анчахи вара? аттеçĕм, мана та пиллесем! тенĕ. [Исаак пĕр чĕнмесĕр тăнăран] Исав сасăпа йĕрсе янă.
(39) Исаак, ашшĕ, ăна хуравласа каланă: акă эсĕ çĕр тулăхĕнчен, тÿпе сывлăмĕнчен аякра пурăнăн;
(40) хĕçÿ мĕн тупать, çавăнпа пурăнăн, хăвăн тăванна пăхăнса тăрăн; вăхăт çитсессĕн, ăна хирĕç тăрса, унăн пусмăрне ĕнсÿ çинчен сирсе ывăтăн, тенĕ.
(41) Исав вара Иакова ашшĕ панă пиллĕхĕшĕн курайми пулнă; Исав хăй ăшĕнче: аттемшĕн йĕрес кунсем çывăхарса килеççĕ — Иакова, хамăн шăллăма, вĕлеретĕп, тенĕ.
(42) Аслă ывăлĕ Исав каланă сăмахсене Ревеккăна каласа панă; вăл хăйĕн кĕçĕн ывăлне Иакова чĕнтерсе илнĕ те ăна каланă: акă Исав пиччÿ сана вĕлерме хăмсарать;
(43) халĕ ĕнтĕ, ывăлăм, манăн сăмахăма итле, тăр та [Месопотамие] ма
(нăн Лаван пиччем патне, Харрана, тар;
(44) пиччÿн хаярлăхĕ çаврăниччен,
(45) пиччÿн сана çилленнĕ çилли пусăрăниччен пĕр вăхăт ун патĕнче пурăн; каярах вăл эсĕ хăйне мĕн тунине манĕ; эпĕ вара çын ярса сана унтан илсе килтерĕп; мĕншĕн манăн пĕр кунрах сире иксĕре те çухатасха? тенĕ.
(46) Исаака вара Ревекка çапла каланă: хетсен хĕрĕсем пирки манăн пурăнассăм та килмест; Иаков хетсен хĕрне качча илес пулсассăн, çаксем евĕрлине, çак çĕрти хĕрсем евĕрлине илес пулсассăн, мана пурăнăç мĕне кирлĕ? тенĕ.
28
(1) Исаак Иакова чĕнсе илнĕ те ăна пилленĕ, ăна ÿкĕтлесе каланă: хăв валли арăм Ханаансен хĕрне ан ил;
(2) тăр та Месопотамие Вафуилăн, аннÿ ашшĕн, килне кай, хăв валли арăм çавăнтан — Лаванăн, аннÿ пиччĕшĕн, хĕрĕсенчен пĕрне ил;
(3) Пурне те Пултаракан Турă сана пиллетĕр, сана ĕрчеттĕр, сана йышлă тутăр, санран темĕн чухлĕ халăх тухтăр;
(4) сана та, санпа пĕрле санăн тăхăмна та Авраамăн [манăн аттемĕн] пиллĕхне патăр, санăн хăв çÿресе тухнă çĕре — Турă Авраама панă çĕре — илмелле пултăр! тенĕ.
(5) Исаак вара Иаковпа сывпуллашнă, Иаков Месопотамие Лаван патне — арамей çыннин Вафуилăн ывăлĕ, Иаковпа Исав амăшĕн Ревеккăн пиччĕшĕ патне — тухса кайнă.
(6) Исаак Иакова пилленине, ăна Месопотамие çавăнтан арăм илме пиллесе янине, «Ханаан хĕрĕсенчен ху валли арăм ан ил» тесе ÿкĕтленине,
(7) Иаковĕ хăйĕн ашшĕпе амăшне итлесе Месопотамие тухса кайнине Исав курнă.
(8) Исав хăйĕн ашшĕ, Исаак, Ханаан хĕрĕсене килĕштерменнине те курнă;
(9) вара вăл Измаил патне кайнă та ытти арăмĕсемсĕр пуçне тата Махалафăна — Авраам ывăлĕн Измаилăн хĕрне, Наваиоф йăмăкне — хăй валли качча илнĕ.
(10) Иаковĕ Вирсавияран тух
(са Харрана кайнă, ипĕр тĕле çитнĕ те хĕвел анса ларнăран çавăнта çĕр каçма чарăннă. Çав вырăнти пĕр чула илнĕ те, ăна пуçелĕк вырăнне хурса, çавăнта çывăрма выртнă.
(12) Вăл тĕлĕк курнă: акă çĕр çинче пусма тăрать, унăн çÿл вĕçĕ тÿпенех перĕнет; акă Турă Ангелĕсем ун тăрăх пĕр улăхаççĕ, пĕр анаççĕ.
(13) Акă ун çинче Çÿлхуçа тăрать, Вăл çапла калать: Эпĕ Çÿлхуçа, санăн аçун Авраамăн Турри, Исаак Турри; [ан хăра]. Эсĕ выртакан çĕре Эпĕ сана, санăн йăхна парăп;
(14) санăн йăху çĕр çинчи хăйăр пек йышлă пулĕ; эсĕ анăçпа тухăç еннелле, çурçĕрпе кăнтăр еннелле сарăлăн; сан урлă, санăн вăрлăху урлă çĕр çинчи пур ăру та пиллĕхлĕ пулĕ;
(15) акă Эпĕ санпала пĕрле: эсĕ кирек ăçта кайсассăн та, сана пур çĕрте те сыхласа хăварăп; сана çак çĕр çине каялла çавăрса килĕп, сана Хам мĕн каланине туса çитермесĕр Эпĕ сана пăрахмăп, тет.
(16) Иаков ыйхинчен вăранса кайнă та: чăнах, ку вырăнта Çÿлхуçа пурăнать; эпĕ ăна пĕлмен! тенĕ.
(17) Вăл хăраса ÿкнĕ те каланă: ку вырăн епле хăрушă! ку ахаль вырăн мар, ку Турă çурчĕ, ку тÿпе хапхи, тенĕ.
(18) Иаков ирхине ирех тăнă та, пуç айне хурса выртнă чулне илсе, ăна палăк туса лартнă, ун çине çу юхтарнă.
(19) Вара [Иаков] çав вырăна Вефиль* {Турă çурчĕ} тесе ят панă, çав хулан ĕлĕкхи ячĕ Луз пулнă.
(20) Иаков тупа туса каланă: эхер те [Çÿлхуçа] Турă манпала пĕрле пулса эпĕ каякан çул çинче мана сыхă усрасассăн, çиме — çăкăр, тăхăнма тумтир парсассăн,
(21) эпĕ аттемĕн килне тăнăçлăн таврăнас пулсассăн, Çÿлхуçа манăн Туррăм пулас пулсассăн,
(22) çак хам лартнă чул, асăнмалăх лартнăскер, [маншăн] Турă çурчĕ пулĕ; эй Турă, Эсĕ мана мĕн парса тăнинчен вуннăмĕш пайне эпĕ Сана парăп, тенĕ.
29
(1) Иаков тăнă та тухăç ывăлĕсен çĕрне [Лаван патне — арамей çыннин Вафуилăн ывăлĕ, Иаковпа Исав амăшĕн Ревеккăн пиччĕшĕ патне] тухса кайнă.
(2) Вăл курах кайнă: акă хир варринче пусă, унта ун тавра виçĕ кĕтÿ вак выльăх выртать, мĕншĕн тесессĕн кĕтÿсене çав пусăран шăварнă. Пусă çăварне пысăк чулпа хупланă пулнă.
(3) Пусă çăварне хупласа тăракан чула мĕнпур кĕтÿ пухăнсассăн çеç йăвантарса яма юранă, сурăхсене çавăн чухне çеç шăварнă; унтан пусă çăварне каллех чулпа хупласа хунă.
(4) Иаков вĕсене [кĕтÿçĕсене]: тăванăмсем! эсир ăçтисем? тенĕ. Вĕсем: эпир Харранран, тенĕ.
(5) Вăл вĕсене каланă: эсир Лавана, Нахор ывăлне, пĕлетĕри? тенĕ. Вĕсем: пĕлетпĕр, тенĕ.
(6) Вăл вĕсене татах каланă: вăл сывă пурăнатьи? тенĕ. Вĕсем: сывă пурăнать; авă Рахиль, унăн хĕрĕ, сурăхсемпе килет, тенĕ.
(7) [Иаков] каланă: акă каç пуласси часах марха; выльăхсене пухма вăхăт çитменха; сурăхăрсене шăварăр та кайăр, кĕтсе çÿрĕр, тенĕ.
(8) Вĕсем каланă: мĕнпур кĕтÿ пуçтарăнса çитмесĕр, пусă çăварĕнчи чула йăвантарса ямасăр каяймастпăр; сурăхсене эпир çавăн чухне шăваратпăр, тенĕ.
(9) Иаков вĕсемпе калаçса тăнă хушăра ашшĕн вак выльăхĕпе Рахиль [Лаван хĕрĕ] пырса çитнĕ; вăл [ашшĕн вак выльăхне] кĕтсе çÿренĕ.
(10) Рахиле — Лаван хĕрне, амăш пиччĕшĕн хĕрне — тата Лаванăн, амăш пиччĕшĕн, сурăхĕсене курсассăн, Иаков пусă патне пынă та, ун çăварне хупланă чула йăвантарса ярса, Лаванăн, амăш пиччĕшĕн, сурăхĕсене ĕçтерсе тухнă.
(11) Унтан Иаков Рахиле чуптунă та сасăпах йĕрсе янă.
(12) Иаков Рахиле хăй унăн ашшĕн тăванĕ иккенне, Ревекка ывăлĕ иккенне каласа панă. Рахиль килне чупса кайнă та [çакна пĕтĕмпех] ашшĕне каласа кăтартнă.
(13) Лаван, Иаков çинчен — хăй йăмăкĕн ывăлĕ çинчен — илтсессĕн, ăна хирĕç
(чупса тухнă, ăна ыталаса илнĕ, чуптунă, унтан ăна хăй килне илсе кĕнĕ; вăл Лавана çакна пĕтĕмпех каласа панă.
(14) Лаван ăна: чăнах, эсĕ манăн шăммăм, манăн ÿтĕм, тенĕ. Вара Иаков ун патĕнче уйăхĕпех пурăннă.
(15) Лаван Иакова каланă: манăн тăванăм тесе эсĕ маншăн ахалех ĕçлесе тăрăни? кала мана, сана мĕн тÿлес? тенĕ.
(16) Лаванăн икĕ хĕр пулнă: асли Лия ятлă, кĕçĕнни Рахиль ятлă пулнă.
(17) Лийăн куçĕ витĕрех мар пулнă, Рахилĕн вара пĕвĕсийĕ те илемлĕ, сăнĕпичĕ те илемлĕ пулнă.
(18) Иаков Рахиле юратнă, вăл: Рахильшĕн, кĕçĕн хĕрÿшĕн, эпĕ сана çичĕ çул ĕçлесе тăрăп, тенĕ.
(19) Лаван [ăна] каланă: кама та пулин урăххине париччен манăн ăна сана парсассăн авантарах пулĕ; ман патăмра пурăн, тенĕ.
(20) Иаков вара Рахильшĕн çичĕ çул ĕçлесе пурăннă; ăна юратнипе уншăн çичĕ çул темиçе кун пек анчах туйăннă.
(21) Вара Иаков Лавана каланă: манăн арăмăма пар, манăн ун патне кĕме вăхăт çитрĕ ĕнтĕ, тенĕ.
(22) Лаван çав таврари çынсене пурне те чĕнсе пухнă та ĕçкĕçикĕ тунă.
(23) Каçхине [Лаван] ун патне хăйĕн хĕрне Лийăна илсе кĕнĕ; [Иаков] ун патне кĕнĕ.
(24) Тарçă ĕçне туса тăмашкăн хăйĕн Зелфа ятлă хăрхăмне Лаван хăйĕн хĕрне Лийăна панă.
(25) Ирхине ку Лия иккенни курăннă. [Иаков] Лавана каланă: эсĕ капла мана мĕн турăн? эпĕ сан патăнта Рахильшĕн ĕçлемерĕми вара? мĕншĕн эсĕ мана улталарăн? тенĕ.
(26) Лаван каланă: пирĕн енче апла тумаççĕ: кĕçĕннине аслинчен малтан качча памаççĕ;
(27) ĕнтĕ çакăн эрнине вĕçле те, вара сана теприне те парăпăр, уншăн эсĕ ман патăмра тата çичĕ çул ĕçлесе тăрăн, тенĕ.
(28) Иаков вара çапла тунă. Аслийĕн эрнине вĕçлесессĕн, Лаван ăна Рахиле, кĕçĕн хĕрне, качча панă.
(29) Тарçă ĕçне туса тăмашкăн хăйĕн Валла ятлă хăрхăмне Лаван хăйĕн хĕрне Рахиле панă.
(30) [Иаков] Рахиль патне те кĕнĕ, Рахиле вăл Лийă
(ран ытларах юратнă; çапла Лаван патĕнче тата çичĕ çул ĕçленĕ.
(31) Лийăна юратманнине Çÿлхуçа [Турă] курнă, çавăнпа унăн варне ĕрчевлĕ тунă, Рахиль вара тип варлă пулнă.
(32) Лия, йывăр çын пулса, [Иакова] ывăл ача çуратса панă, ăна Рувим ятлă хунă, мĕншĕн тесессĕн Лия каланă: манăн хурлăхăм çине Çÿлхуçамăр хĕрхенсе пăхрĕ те [мана ывăл ача пачĕ], халĕ ĕнтĕ мана упăшкам юратĕ, тенĕ.
(33) [Лия] каллех йывăр çын пулса [Иакова иккĕмĕш] ывăл çуратса панă та каланă: мана юратманнине Çÿлхуçамăр илтрĕ, çавăнпа мана кăна та пачĕ, тенĕ. Ана вăл Симеон ятлă хунă.
(34) Татах йывăр çын пулса ывăл çуратнă та каланă: халĕ ĕнтĕ упăшкам ман çума çыпçăнĕ, эпĕ ăна виçĕ ывăл çуратса патăм, тенĕ. Çавăнпа вăл ăна Левий ятлă хунă.
(35) Татах та йывăр çын пулса ывăл çуратнă та каланă: халĕ ĕнтĕ эпĕ Çÿлхуçамăра мухтăп, тенĕ. Çавăнпа вăл ăна Иуда ятлă хунă. Вара çуратма пăрахнă.
30
(1) Рахиль хăй Иакова ача çуратса парайманнине кура аппăшне ăмсана пуçланă, вара Иакова: мана ача пар, унсăрăн эпĕ вилетĕп, тенĕ.
(2) Иаков Рахиле çилленнĕ те [ăна]: эпĕ сан варна ача çуратмалла мар тунă Турă-им? тенĕ.
(3) Рахиль каланă: акă манăн Валла тарçăм; эсĕ ун патне кĕр; вăл манăн аркăм çине çуратса патăр, ун урлă эпĕ те ачаллă пулам, тенĕ.
(4) Вара Рахиль Валлăна, хăйĕн тарçине, ăна арăмлăха панă; Иаков ун патне кĕнĕ.
(5) Валла [Рахиль тарçи], йывăр çын пулса, Иакова ывăл çуратса панă.
(6) Рахиль каланă: Турă мана тÿрре кăларчĕ, манăн сассăма илтрĕ, мана ывăл пачĕ, тенĕ. Çавăнпа ăна Дан ятлă хунă.
(7) Валла, Рахиль тарçи, татах йывăр çын пулса, Иакова тепĕр ывăл çуратса панă.
(8) Рахиль каланă: эпĕ аппампа вăйлă тавлашу кăларса тавлашрăм, ăна çĕнтертĕм, тенĕ. Ана вара Неффалим ятлă хунă.
(9) Лия хăй çуратма пăрахнине курнă та хăйĕн тарçине Зелфăна илсе Иакова арăмлăха панă, [Иаков ун патне кĕнĕ].
(10) Зелфа, Лия тарçи, [йывăр çын пулнă та] Иакова ывăл çуратса панă.
(11) Лия: хутшăнчĕ, тенĕ. Вăл ăна Гад ятлă хунă.
(12) Зелфа, Лия тарçи, [татах йывăр çын пулнă та] Иакова тепĕр ывăл çуратса панă.
(13) Лия каланă: ку манăн телее пулчĕ, мĕншĕн тесессĕн хĕрарăмсем мана телейлĕ тейĕç. Ана вара Асир ятлă хунă.
(14) Тулă вырнă вăхăтра Рувим хире тухнă та унта мандрагор улми тупнă, ăна Лийăна, хăйĕн амăшне, илсе килсе панă. Рахиль [хăйĕн аппăшне] Лийăна: ывăлун мандрагорне мана парха, тенĕ.
(15) Анчах [Лия] ăна каланă: манăн упăшкама хăвăн аллуна илни сахалим сана? манăн ывăлăн мандрагорне те илесшĕн хапсăнатăн, тенĕ. Рахиль каланă: ывăлун мандрагорĕшĕн кĕçĕр вăл санпала вырттăр эппин, тенĕ.
(16) Иаков каçпа хиртен таврăннă, Лия ăна хирĕç тухнă та каланă: [паян] ман патăма кĕр, эпĕ ывăлăм мандрагорне парса сана сутăн илтĕм, тенĕ. Çав каçхине вара Иаков унпа выртнă.
(17) Турă Лийăна илтнĕ: вăл йывăр çын пулнă та Иакова пиллĕкĕмĕш ывăл çуратса панă.
(18) Лия каланă: хамăн тарçăма упăшкама панăшăн Турă мана тавăрса пачĕ, тенĕ. Ана вара Иссахар ятлă хунă [ку «тавăрса пани» тени пулать].
(19) Лия татах йывăр çын пулнă та Иакова улттăмĕш ывăл çуратса панă.
(20) Лия каланă: Турă мана лайăх парне пачĕ; халĕ ĕнтĕ упăшкам манпа пурăнĕ, эпĕ ăна ултă ывăл çуратса патăм, тенĕ. Ăна вара Завулон ятлă хунă.
(21) Унтан вăл хĕр çуратнă, ăна Дина ятлă хунă.
(22) Турă Рахиле асне илнĕ, Турă ăна илтнĕ, унăн варне уçнă.
(23) Вăл йывăр çын пулнă та [Иакова] ывăл çуратса панă, [Рахиль] каланă: Турă манăн çийĕмри мăшкăла сирчĕ, тенĕ.
(24) Çÿлхуçамăр мана тепĕр ывăл та парĕ тесе, вăл ăна Иосиф ятлă хунă.
(25) Рахиль Иосифа çуратнă хыççăн Иаков Лавана каланă: яр ĕнтĕ мана, эпĕ хамăн вырăнăма, хамăн çĕрĕме каям;
(26) [мана] хамăн арăмăмсене, хамăн ачамсене пар, эпĕ сана вĕсемшĕн ĕçлесе тăтăм, эпĕ каям ĕнтĕ; эпĕ саншăн ĕçлесе тăнă ĕçе эсĕ хăв та пĕлетĕн, тенĕ.
(27) Лаван ăна каланă: эх, сан умăнта эпĕ санăн кăмăлна тупас пулсанччĕ! Çÿлхуçа мана саншăн пилленине асăрхатăп, тенĕ.
(28) Тата каланă: хăвна памаллине хăв палăртса хур, эпĕ [сана] парăп, тенĕ.
(29) [Иаков] ăна каланă: эпĕ саншăн епле ĕçлесе тăнине, санăн выльăху эпĕ пурăннă чухне мĕн тĕрлĕ ĕрчесе кайнине эсĕ пĕлетĕн;
(30) эпĕ киличчен санăн сахалччĕ, халĕ нумайланса кайрĕ; Çÿлхуçа сана эпĕ килсессĕн пиллерĕ; хамăн килĕмшĕн эпĕ хăçан ĕçлĕпши? тенĕ.
(31) [Лаван ăна] каланă: мĕн парас сана? тенĕ. Иаков [ăна] каланă: мана нимĕн те ан пар. Эсĕ маншăн эпĕ мĕн каланине тăвас пулсассăн, эпĕ каллех санăн сурăхусене кĕтсе, астуса çÿрĕп.
(32) Эпĕ паян санăн мĕнпур сурăх кĕтĕвне пăхса тухăп; эсĕ сурăхсенчен улисемпе чăпаррисене тата хурисене уйăрса ил, качакасенчен те чăпаррисемпе улисене уйăрса ил. Çавăн пек выльăх мана парас парне пулĕ, [вăл манăн пулĕ].
(33) Ÿлĕмрен эсĕ мана панă парнене пăхма пырсассăн, манăн тÿрĕлĕхĕм сан умăнта курăнсах тăрĕ. Ман патăмра ула мар, чăпар мар качака, хура мар сурăх пулсассăн, вĕсем ĕнтĕ вăрласа килнисем пулĕç.
(34) Лаван [ăна]: юрĕ эппин, эсĕ каланă пек пултăр, тенĕ.
(35) Çав кун Лаван ула, чăпар качака такисемпе ула, чăпар качакисене — кăшт та пулин шурă çăм пуррисене пурне те — тата мĕнпур хура сурăхне уйăрнă та хăйĕн ывăлĕсен аллине панă;
(36) Иаковпа хăйĕн хушшине виçĕ кун каймалăх хушă хăварнă. Иаков Лаванăн ытти вак выльăхне кĕтсе çÿренĕ.
(37) Иаков тирек, миндаль тата шурă вĕрене турачĕсем, чĕрĕ туратсем, илнĕ те [Иаков] вĕсен хуппине йăрăмйăрăм сÿсе шурă йĕрсем касса тухнă;
(38) касса шуратнă хуллисене вăл выльăхсен умне, шыв шăваракан валашкана, хунă; унта выльăхсем шыв ĕçме пынă, шыв ĕçме пырсассăн, хулăсем умĕнче йăхнă.
(39) Выльăхсем хулăсем умĕнче йăхнă та, чăпар выльăхсем,
(улисем, хушкисем çуралнă.
(40) Иаков çав путексене уйăрауйăра илнĕ, хăйĕн выльăхне Лаванăн чăпар тата хура выльăхне курмалла тăратнă; хăйĕн кĕтĕвĕсене уйрăм тытнă, вĕсене Лаван выльăхĕпе пĕрле хутшăнтарман.
(41) Тĕреклĕ выльăх йăхма пуçласассăн, хулă умĕнче йăхчăр тесе, Иаков выльăхсем умĕнчи валашкана ялан хулă пăрахнă.
(42) Имшер выльăх йăхнă чухне вăл хулă хуман. Çапла имшер выльăх — Лавана, тĕрекли Иакова пулнă.
(43) Çак çын ытла та, ытла та пуйса кайнă, унăн вак выльăх та, [шултăра выльăх та,] хĕрарăм чура та, ар чура та, тĕве те, ашак та темĕн чухлĕ пулнă.
31
(1) Лаван ывăлĕсем: пирĕн аттенĕн мĕн пуррине пурне те Иаков ярса илчĕ, çак пурлăхне пĕтĕмпех пирĕн атте мулĕнчен пуçтарса турĕ, тенĕ. [Иаков] çак сăмахсене илтнĕ.
(2) Иаков Лаванăн сăнне курнă та — акă вăл уншăн ĕнерхи пек, виçĕмкунхи пек мар.
(3) Çÿлхуçа Иакова каланă: аçусен çĕрне, хăв çуралнă çĕршыва, таврăн; Эпĕ санпала пĕрле пулăп, тенĕ.
(4) Иаков Рахильпе Лийăна хире, хăйĕн вак выльăхĕсен кĕтĕвĕ патне, чĕнтерсе илнĕ те
(5) вĕсене каланă: эпĕ сирĕн аçăр сăнне куратăп та, вăл маншăн ĕнерхи пек, виçĕмкунхи пек мар; анчах ман аттемĕн Турри манпа пĕрле пулчĕ;
(6) эпĕ сирĕн аçăршăн мĕнпур вăйăмпа ĕçлесе тăнине эсир хăвăрах пĕлетĕр,
(7) сирĕн аçăр вара мана улталаса пурăнчĕ, мана парассине вунă хут та улăштарса пăхрĕ; анчах Турă ăна мана усал тума памарĕ.
(8) Вăл мана чăпар выльăх сана парне пулĕ тесессĕн, пур выльăх та чăпар пăранлама пуçларĕ. Вăл мана улисем сана парне пулĕç тесессĕн, пур выльăх та ула пăранлама пуçларĕ.
(9) Турă сирĕн аçăртан [мĕнпур] выльăхчĕрлĕхне туртса илсе [ăна] мана пачĕ.
(10) Пĕрре, выльăхсем йăхнă вăхăтра, эпĕ тĕлĕкре акă мĕн куртăм: выльăхсем çине [качакасемпе сурăхсем çине] сикекен качака такисем [тата сурăх такисем] ула, чăпар, хушка.
(11) Турă Ангелĕ мана тĕлĕкре: Иаков! терĕ. Эпĕ: кунтах эпĕ, терĕм.
(12) Вăл каларĕ: пуçна çĕклесе пăхха: выльăхсем çине [качакасемпе сурăхсем çине] сикекен качака такисем [тата сурăх такисем] пурте ула, чăпар, хушка, мĕншĕн тесессĕн Лаван сана мĕн тунине эпĕ пурне те куратăп;
(13) Эпĕ [сана] Вефильре [курăннă] Турă, эсĕ унта палăк çине çу юхтартăн, эсĕ унта Мана сăмах патăн; халĕ ĕнтĕ тăр та çак çĕртен тух, хăвăн çуралнă çĕршывна таврăн, [Эпĕ санпала пĕрле пулăп,] терĕ, тенĕ.
(14) Рахильпе Лия ăна хуравласа каланă: аттемĕр килĕнче пире пай, еткер пури тата?
(15) пире вăл ют вырăнне хумасть-и-ха? вăл пире сутрĕ, пирĕн кĕмĕле те çисе ячĕ;
(16) çавăнпа ĕнтĕ Турă пирĕн аттерен туртса илнĕ пĕтĕм пурлăх [тата мул] — пирĕн, пирĕн ачасенĕн; çапла ĕнтĕ Турă хăвна мĕн каланине пурне те ту, тенĕ.
(17) Иаков вара хăйĕн ачисене, арăмĕсене тĕвесем çине лартнă,
(18) хăйĕн ашшĕ Исаак патне Ханаан çĕрне тухса кайнă чухне вăл хăйĕн мĕнпур выльăхчĕрлĕхне, хăй пуçтарнă мĕнпур пурлăхне, Месопотамире ĕçлесе илнĕ выльăхчĕрлĕхне, [хăйĕн мĕн пуррине йăлтах] хăйпе пĕрле илсе тухнă.
(19) Лаван хăй выльăхĕн çăмне касма кайсассăн, Рахиль хăйĕн ашшĕн йĕрĕхĕсене вăрласа тухнă.
(20) Хăй тухса кайнине пĕлтермесĕр Иаков арамей çыннин Лаванăн чĕрине хавшатса хăварнă.
(21) Вăл хăйĕн мĕн пуррине пĕтĕмпе илсе тухса кайнă; вăл, шыв урлă каçса, Галаад тăвĕ патнелле кайнă.
(22) Виççĕмĕш кунне [арамей çыннине] Лавана Иаков тухса кайни çинчен каласа панă.
(23) Вара Лаван хăйпе пĕрле [ывăлĕсене тата] хурăнташĕсене илнĕ те ун хыççăн çичĕ кун хăваланă, ăна Галаад тăвĕ çинче хăваласа çитнĕ.
(24) Арамей çыннине Лавана çĕрле тĕлĕкре Турă курăннă та ăна каланă: сыхлан, Иакова ырă та, усал та ан кала, тенĕ.
(25) Лаван Иакова хăваласа çитнĕ; Иаков хăйĕн чатăрне ту çине карса лартнă пулнă, Лаван та хăйĕн йăхташĕсемпе Галаад
(тăвĕ çине карса лартнă.
(26) Лаван Иакова каланă: мĕн турăн эсĕ? мĕншĕн мана улталарăн, манăн хĕрĕмсене кăралпа тыткăна илнĕ çынсене илсе кайнă пек илсе кайрăн?
(27) мĕншĕн эсĕ вăрттăн тухса тартăн, манран пытантăн, мана каламарăн? эпĕ сана савăнăçлăн, юрă юрласа, тÿнкĕр çапса, кĕсле каласа ăсатнă пулăттăм;
(28) эсĕ мана хамăн мăнукăмсемпе хĕрĕмсене чуптума та памарăн; эсĕ ăссăр хăтлантăн.
(29) Аллăмра сире усал тумалăх вăйăмхалăм пур, анчах сирĕн аçăр Турри ĕнер манпала калаçнă чухне каларĕ: сыхлан, Иакова ырă та, усал та ан кала, терĕ.
(30) Эсĕ кайнах пултăрччĕ, мĕншĕн тесессĕн аçу килне санăн чăтма çук каяссу килетчĕ,— мĕншĕнха эсĕ манăн турăсене вăрларăн? тенĕ.
(31) Иаков Лавана хуравласа каланă: эпĕ хăрарăм, вăл манран хăйĕн хĕрĕсене [тата манăн мĕн пуррине] туртса ан илтĕрччĕ терĕм, тенĕ.
(32) [Иаков тата каланă:] туррусене камра тупăн, вăл чĕрĕ юлаймĕ; хамăр хурăнташсем умĕнче пăхса тух, ман патăмра [санăнни] мĕн те пулин тупăнсассăн, илсе каях ăна, тенĕ. [Анчах вăл унран нимĕн те пĕлеймен.] Вĕсене [хăйĕн арăмĕ] Рахиль вăрланине Иаков пĕлмен.
(33) Лаван Иаков чатăрне те, Лия чатăрне те, икĕ хăрхăм чатăрĕсене те кĕрсе пăхнă, [ухтарнă,] анчах тупайман. Лия чатăрĕнчен тухсассăн, Рахиль чатăрне кĕнĕ.
(34) Рахиль вара йĕрĕхсене тĕве йĕнерĕ айне пытарса хунă та хăй вĕсем çине улăхса ларнă. Лаван пĕтĕм чатăрне ухтарса тухнă, анчах тупайман.
(35) Рахиль хăйĕн ашшĕне каланă: эпĕ сан умăнта ура çине тăманшăн манăн хуçам ан çиллентĕр, мана хĕрарăма пулаканни пулнă, тенĕ. [Лаван пĕтĕм чатăра] ухтарса тухнă, анчах йĕрĕхĕсене тупайман.
(36) Иаков çилленсе çитнĕ те Лаванпа тавлаша пуçланă. Иаков калаçма тытăннă та Лавана каланă: манăн мĕн айăп пур, мĕн çылăх пур — мĕншĕн мана хыçран хăвалатăн?
(37) эсĕ [манăн килте] манăн пур япалана та тустарса тухрăн, хăвăн килÿн
(ти япаласенчен мĕн те пулин тупрăни? çакăнта манăн хурăнташăмсемпе хăвăн хурăнташусем умĕнче кăтарт; иксĕмĕр хушшăмăра вĕсем татса паччăр.
(38) Акă эпĕ сан патăнта çирĕм çул пурăнтăм; санăн сурăхусемпе качакусем пăран пăрахмарĕç; эпĕ санăн кĕтĕвÿнти такасене пусса çимерĕм;
(39) тискер кайăк çурса пăрахнине сан патна илсе пымарăм, вăл сиенĕ ĕнтĕ ман çие пулатчĕ; кăнтăрла мĕн çухалнине те, çĕрле мĕн çухалнине те эсĕ манран шыраса илеттĕн;
(40) кăнтăрла шăрăхпа, çĕрле сивĕпе асапланаттăм; ыйăхăм вĕçнипе куç хупмастăм.
(41) Санăн çуртунта манăн çирĕм çул çапла иртрĕ. Икĕ хĕрÿшĕн эпĕ сана вунтăватă çул ĕçлесе тăтăм, санăн выльăхушăн ултă çул ĕçлерĕм; эсĕ мана парассине вунă хут та улăштарса пăхрăн.
(42) Манпала пĕрле аттемĕн Турри, Авраам Турри, пулман пулсассăн тата Исаак Сехри пулман пулсассăн, эсĕ мана нимĕнсĕр кăларса яраттăн. Манăн асапăмсене, манăн аллăм тунă ĕçе Турă курчĕ те ĕнер манăн хута кĕчĕ, тенĕ.
(43) Лаван Иакова хуравласа каланă: хĕрсем — манăн хĕрĕмсем; ачасем — манăн ачамсем; выльăхĕ — манăн выльăх; эсĕ мĕн кураканни пĕтĕмпех манăн: халĕ хамăн хĕрĕмсене, вĕсем çуратнă ачисене мĕн те пулин тума пултараятăпи?
(44) Халĕ ĕнтĕ санпа иксĕмĕр килĕшÿ тăвар, санпа манăн хушшăмăрти кÿнтелен çакă пулĕ, тенĕ. [Çавăн чухне Иаков ăна каланă: акă пирĕнпе пĕрле никам та çук; асту, санпа манăн хушшăмăрти кÿнтелен — Турă, тенĕ.]
(45) Иаков чул илнĕ те ăна палăк туса тăратса лартнă.
(46) Иаков хăйĕн хурăнташĕсене: чул пухăр, тенĕ. Вĕсем чул пуçтарса сăрт туса хунă, çавăнта, чул сăрт çинче, [ĕçнĕ те,] çинĕ те. [Лаван ăна каланă: манпа сан хушшăмăрта паян çак сăрт кÿнтелен пулчĕ, тенĕ.]
(47) Лаван çав сăрта ИегарСаГадуфа ят панă; Иаков вара ăна Галаад тенĕ.
(48) Лаван [Иакова] каланă: паянтан çак сăрт [тата хам лартнă палăк] манпа сан хушшăмăрти кÿнтелен пулчĕ,
(тенĕ. Çавăнпа ăна Галаад тесе ят панă та,
(49) тата ăна Мицпа тесе ят панă, мĕншĕн тесессĕн Лаван каланă: эпир пĕрпĕрин куçĕнчен çухалсассăн, сана та, мана та Çÿлхуçа тĕсесе тăтăр;
(50) эсĕ манăн хĕрĕмсене усал тăвас пулсассăн е манăн хĕрĕмсемсĕр пуçне татах арăм илес пулсассăн, асту, пирĕн хушшăмăрта [куракан] çын çук пулсассăн та, манпа сан хушшăмăрта Турă кÿнтелен пулĕ, тенĕ.
(51) Лаван Иакова татах каланă: акă сăрт, акă эпĕ хампа сан хушшăмăра лартнă палăк;
(52) çак сăрт та кÿнтелен, çак палăк та кÿнтелен: усал тăвас шухăшпа эпĕ те сан патна çак сăртран иртмĕп, эсĕ те ман патăма çак сăртран, çак палăкран иртмĕн;
(53) пирĕн хушшăмăрта Авраам Турри, Нахор Турри — вĕсенĕн ашшĕсен Турри — сут тутăр, тенĕ. Иаков хăйĕн ашшĕн Исаакăн Сехрипе тупа тунă.
(54) Иаков вара ту çинче парне выльăхĕ пуснă та хăйĕн хурăнташĕсене çăкăр çиме чĕннĕ; вĕсем çăкăр çинĕ, [ĕçнĕ,] ту çинчех çĕр каçнă.
(55) Лаван ирхине ирех тăнă та хăйĕн мăнукĕсене, хĕрĕсене чуптуса вĕсене пилленĕ. Унтан Лаван каялла кайнă, хăйĕн килне таврăннă.
32
(1) Иаков хăй çулĕпе кайнă. [Вăл пăхнă та Туррăн хатĕр тăракан çарне курнă.] Ăна Турă Ангелĕсем кĕтсе илнĕ.
(2) Вĕсене курсассăн, Иаков: ку Турă çарĕ, тенĕ. Вара вăл çак вырăна Маханаим тесе ят панă.
(3) Иаков хăй умĕнчен Исав пиччĕшĕ патне Эдом çĕршывне, Сеир çĕрне, хыпарçăсем янă,
(4) вăл вĕсене хытарса каланă: манăн Исав хуçама çапла калăр: санăн Иаков чуру акă çапла калать, тейĕр: эпĕ Лаван патĕнче пурăнтăм, халичченех унта пурăнтăм;
(5) манăн вăкăрсем, ашаксем, вак выльăх, ар чурасемпе хĕрарăм чурасем те пур, хамăн [Исав] хуçамăм умĕнче ырăлăх тупасчĕ тесе, эпĕ [санăн чуру] хам çинчен пĕлтермешкĕн хыпарçăсем ятăм, тейĕр.
(6) Хыпар тума кайнисем, каялла таврăнса, Иакова каланă: эпир санăн Исав пиччÿ
(патне кайса килтĕмĕр; вăл ĕнтĕ хăй сана хирĕç килет, унпа пĕрле тăватçĕр çын, тенĕ.
(7) Иаков питĕ хăраса кайнă, аптăраса ÿкнĕ; вара хăйпе пĕрле килнĕ çынсене те, вак выльăхпа шултăра выльăхне те, тĕвисене те икĕ ушкăна уйăрнă
(8) [Иаков] каланă: Исав пĕр ушкăнне тапăнса çĕмĕрсе тăксассăн, тепĕр ушкăнĕ хăтăлма пултарĕ, тенĕ.
(9) Иаков тата каланă: эй Авраам аттемĕн Турри, Исаак аттемĕн Турри, эй Çÿлхуçа [Турă], Эсĕ мана: хăв çĕрне, хăв çуралнă çĕршывна, таврăн, Эпĕ сана ырăлăх кăтартăп! терĕн.
(10) Эсĕ Хăвăн чурушăн тунă пур ырăлăха, пур ырă ĕçе эпĕ тивĕçлĕ те мар, эпĕ çак Иордан шывĕ урлă пĕр туяпа çеç каçса кайсаттăм, халĕ акă манăн икĕ тапăр. пТăванăм аллинчен, Исав аллинчен, хăтарсам мана, эпĕ унран хăратăп: кунта килсе, вăл мана [тата] ачасемпе амăшĕсене ан вĕлертĕрччĕ.
(12) Эсĕ каларăн: Эпĕ сана ырăлăх кăтартса тăрăп, санăн тăхăмна нумай пулнăран шутласа кăларайми тинĕс хăйăрĕ пĕрчи пек йышлă тăвăп, терĕн, тенĕ.
(13) Çав каçхине Иаков çавăнта çĕр каçнă. Хăйĕн пурлăхĕнчен Исава, хăйĕн пиччĕшне, парне памашкăн
(14) икçĕр качака, çирĕм качака таки, икçĕр сурăх, çирĕм така,
(15) сăвакан тĕвисене тихимĕнĕпе вăтăр, хĕрĕх ĕне, вунă вăкăр, çирĕм ашак, вунă ашак ăйăрĕ суйласа илсе [парса янă].
(16) Кашни кĕтĕвне уйрăм уйăрса хăйĕн чурисен аллине панă та чурисене каланă: ман умран пырăр, кĕтÿпе кĕтÿ хушшине хушă хăварăр, тенĕ.
(17) Пĕрремĕш чурине хытарса каланă: манăн Исав пиччем сана хирĕç пулса санран: эсĕ камăн? ăçта каятăн? сан умăнта кам кĕтĕвĕ [пырать]? тесе ыйтсассăн,
(18) çапла кала: Иаков чурун; ку — Исав хуçам валли янă парне; акă вăл хăй те пирĕн хыçранах [килет], те, тенĕ.
(19) [Пĕрремĕшне] мĕн каланă, вăл иккĕмĕшне те, виççĕмĕшне те, кĕтÿ хыçĕнчен пыракансене пурне те çаплах калама хушнă: Исава хирĕç пулсассăн,
(ăна çапла калăр, тенĕ;
(20) тата калăр: акă санăн Иаков чуру та пирĕн хыçранах [килет] тейĕр, тенĕ. Мĕншĕн тесессĕн вăл хăй ăшĕнче çапла шутланă: хам умăмран пыракан парнесемпе эпĕ унăн кăмăлне çавăрăп, хăйне кайран курăп; тен, мана хапăл тăвĕ, тенĕ.
(21) Парнисем ун умĕнчен кайнă, хăй вара çав каçхине тапăрта çĕр каçнă.
(22) Вăл çĕр варринче тăнă та, хăйĕн икĕ арăмĕпе икĕ хăрхăмне тата хăйĕн вунпĕр ывăлне илсе, Иавок шывĕ урлă ăшăх вырăнтан каçса кайнă;
(23) вăл вĕсене шыв урлă каçарса янă, хăйĕн мĕн пуррине те пĕтĕмпе тепĕр енне каçарнă.
(24) Иаков хăй пĕчченех юлнă. Такам унпа шурăмпуç киличченех кĕрешнĕ;
(25) Иакова çĕнейменнине кура, унпа кĕрешнĕ чухне Вăл Иаков пĕççине сĕртĕннĕ те пĕçĕ шăммине амантнă.
(26) Вара [ăна] каланă: яр Мана, шурăмпуç килет, тенĕ. Иаков: хама пиллемесĕр ярассăм çук Сана, тенĕ.
(27) Ăна каланă: эсĕ мĕн ятлă? тенĕ. Вăл: Иаков, тенĕ.
(28) [Иакова] каланă: çакăнтан малашне санăн яту Иаков мар, Израиль пулĕ, мĕншĕн тесессĕн эсĕ Турăпа кĕрешрĕн, эсĕ çынсене те çĕнтерсе пурăнăн, тенĕ.
(29) Иаков та ыйтса каланă: Хăвăн ятна каласам [мана], тенĕ. Вăл: Манăн ята мĕншĕн ыйтатăн эсĕ? [вăл — тĕлĕнмелле], тенĕ. Вара ăна çавăнта пилленĕ.
(30) Иаков çав вырăна Пенуэл ят панă; вăл: эпĕ Турра куçакуçăн куртăм, манăн чунăм сыхă юлчĕ, тенĕ.
(31) Вăл Пенуэлран иртнĕ чухне хĕвел тухнă; вăл пĕççи суранланнипе уксахласа пынă.
(32) Çавăнпа ĕнтĕ Израиль ывăлĕсем халичченех пĕçĕ шăнăрне çимеççĕ, мĕншĕн тесессĕн Кĕрешекенĕ Иаков пĕççинчи шăнăра сĕртĕннĕ.
33
(1) Иаков пăхнă та курах кайнă: акă Исав, [пиччĕшĕ,] килет, унпа пĕрле тăватçĕр çын. [Иаков] Лийăпа Рахиль ачисене тата икĕ хĕрарăм тарçин ачисене уйрăм уйăрса тăратнă.
(2) [Икĕ] хĕрарăм тарçипе вĕсен ачисене — мала, Лийăпа унăн ачисене — вĕсен хыçне, Рахильпе
(Иосифа вара хыçала тăратнă.
(3) Хăй вĕсен умĕнчен пынă, пиччĕшĕ патне çитеспе вăл çичĕ хут çĕре ÿксе пуççапнă.
(4) Исав ăна хирĕç чупса пынă та ăна ыталаса илнĕ, ăна кăкăрĕ çумне чăмăртанă, чуптунă, [иккĕшĕ те] йĕнĕ
(5) [Исав] пăхнă та арăмсемпе ачасене курса: кусем санăн камсем пулаççĕ? тенĕ. Иаков каланă: санăн чурун Турă панă ачисем, тенĕ.
(6) Вара хĕрарăм тарçисемпе вĕсен ачисем, çывăха пырса, ăна ÿксе пуççапнă;
(7) Лийăпа унăн ачисем те пырса ÿксе пуççапнă; юлашкинчен Иосифпа Рахиль пырса ÿксе пуççапнă.
(8) Исав каланă: çак эпĕ тĕл пулнă пысăк йыша эсĕ мĕншĕн янă? тенĕ. Иаков каланă: [санăн чуру] хамăн хуçамăн кăмăлне тупасшăн, тенĕ.
(9) Исав: тăванăм, манăн хамăн та нумай; хăвăнни хăвăнтах пултăр, тенĕ.
(10) Иаков каланă: çук, эпĕ санăн кăмăлна тупрăм пулсассăн, эсĕ манăн парнеме манăн аллăмран ил, маншăн санăн сăнна курни кам та кам Турă сăнне курнă пекех пулчĕ, эсĕ мана хапăл пултăн; пманăн парнеме, хăвна пиллесе панă парнеме, илсем, мĕншĕн тесессĕн мана Турă пачĕ, манăн пурте пур, тенĕ. Вăл ăна ÿкĕте кĕртнĕ, лешĕ илнĕ.
(12) Вара каланă: тапранар та каяр; эпĕ сан умăнтан пырăп, тенĕ.
(13) Иаков ăна каланă: ачасем ачашшине манăн хуçамăм пĕлет, вак выльăхĕпе шултăра выльăхĕ манăн — сăвакан выльăх: вĕсене пĕр кун хăваласа кайсассăн, пĕтĕм выльăх вилсе пĕтĕ;
(14) манăн хуçамăм хăйĕн чури умĕнчен кайтăр, эпĕ ерипен, хам умран пыракан выльăхсем пынă майăн, ачамсем уттипе пырăп, çапла хамăн хуçамăм патне Сеира çитĕп, тенĕ.
(15) Исав: хамăн çыннăмсенчен хăшнехăшне санпа пĕрле хăварăп эппин, тенĕ. Иаков каланă: вăл мĕне кирлĕ? манăн хамăн хуçамăн кăмăлне çеç тупасчĕ! тенĕ.
(16) Исав вара çав кунах хăйĕн çулĕпе Сеира таврăннă.
(17) Иаков Сокхофа çул тытнă, унта хăй валли çурт тунă, выльăхĕ валли
(хÿшĕсем туса лартнă. Çавăнпа вăл çак вырăна Сокхоф ят панă.
(18) Месопотамирен таврăнсассăн, Иаков, Ханаан çĕрĕнчи Сихем хулине чиперех çитсе, хулан мал енне пырса вырăнаçнă.
(19) Вăл хăйĕн чатăрне карса лартнă хире Еммор ывăлĕсенчен — Сихем ашшĕн ывăлĕсенчен — çĕр кесита* парса сутăн илнĕ.
(20) Унта парне вырăнĕ лартнă, унта Израилĕн Çÿлхуçа Туррийĕн ятне асăнса чĕннĕ.
34
(1) Дина — Иаков хĕрĕ, Лия çуратса панăскер — çав çĕрти хĕрсене курма тухнă.
(2) Ăна Сихем — çак çĕр пуçлăхĕн, евей çыннин Емморăн ывăлĕ — курнă та, ăна ярса тытса, ирĕксĕрлесе, унпа выртса çывăрнă.
(3) Унăн чунĕ Иаков хĕрне иленнĕ, Сихем хĕре юратса пăрахнă, вăл хĕр кăмăлне çавăрмалла калаçнă.
(4) Сихем хăйĕн ашшĕне, Еммора, каланă: мана çак хĕре качча илсе пар, тенĕ.
(5) Иаков хăйĕн хĕрне Динăна [Еммор ывăлĕ] чыссăрлани çинчен илтнĕ, анчах ывăлĕсем выльăх кĕтĕвĕпе пĕрле хирте пулнăран вĕсем таврăниччен нимĕн те шарламан.
(6) Еммор, Сихем ашшĕ, Иаковпа калаçма пынă.
(7) Иаков ывăлĕсем хиртен таврăннă, мĕн пулнине илтсессĕн, çак арсем питĕ хурланнă, вĕсен çилли тулса çитнĕ, мĕншĕн тесессĕн Иаков хĕрĕпе çывăрса вăл Израиле мăшкăл кăтартнă, апла тума юраман.
(8) Еммор вĕсемпе калаçа пуçланă, вĕсене каланă: манăн Сихем ывăлăм чунĕпе сирĕн хĕре иленнĕ, ăна Сихема качча парсамăр;
(9) пирĕнпе хурăнташлă пулăр; хăвăр хĕрĕрсене пире парăр, пирĕн хĕрсене [хăвăр ывăлăрсем валли] илĕр;
(10) пирĕнпе пĕрле пурăнăр; çак сирĕн умăрти çĕр [аслă], пурăнăр, ĕçлĕр çакăнта, ăна хăвăр валли илĕр, тенĕ.
(11) Сихемĕ вара хĕрĕн ашшĕпе пиччĕшĕсене каланă: манăн сирĕн кăмăлăра çеç çавăрасчĕ, эсир кирек мĕн ыйтнине те парăттăм;
(12) чи пысăк хулăм, чи хаклă парнесем ыйтăр; кирек мĕн ыйтсассăн та, эпĕ парăп, хĕрĕре анчах мана качча парсамăр, тенĕ.
(13) Иаков ывăлĕсем Сихемпа унăн ашшĕне Еммора чееленсе хуравланă; вĕсем Сихем хăйсен йăмăкне Динăна мăшкăл кăтартнăшăн çапла калаçнă;
(14) [Симеонпа Левий — Дина пиччĕшĕсем, Лия ывăлĕсем —] вĕсене каланă: эпир апла тăваймастпăр, ÿт кастарман çынна хамăр йăмăкăмăра параймастпăр, ку пирĕншĕн мăшкăл шутланать;
(15) эсир пирĕн пек пулсассăн çеç, сирĕн те пур арçыннăр та ÿт кастарсассăн çеç, эпир сирĕнпе тату тума, [сирĕн патăра вырăнаçма] пултаратпăр;
(16) вара хамăр хĕрсене сире качча пара пуçлăпăр, сирĕн хĕрĕрсене хамăр валли илĕпĕр, сирĕнпе пĕрле пурăнăпăр, пĕр халăх пулса тăрăпăр;
(17) эхер те ÿт касас тĕлĕшĕнчен пире итлемесессĕн, эпир хамăр хĕре илетпĕр те кунтан пăрахса каятпăр, тенĕ.
(18) Çак сăмахсем Еммора тата Сихема, Еммор ывăлне, килĕшнĕ.
(19) Каччă çак ĕçе вăраха яман, мĕншĕн тесессĕн вăл Иаков хĕрне юратнă. Ăна хăйне вара ашшĕ килĕнче пуринчен ытларах хисепленĕ.
(20) Емморпа унăн ывăлĕ Сихем хăйсен хули хапхи патне тухнă та, хăйсен хулинчи çынсемпе калаçса, вĕсене каланă:
(21) çак çынсем пирĕнпе тăнăçлă тăраççĕ; ан тив, вĕсем çак çĕр çине вырăнаçчăр та ĕçлесе пурăнччăр; акă вĕсен умĕнчи çĕр аслă. Вĕсен хĕрĕсене хамăр валли качча илĕпĕр, хамăр хĕрсене вĕсене парăпăр.
(22) Анчах та çак çынсем, ÿт кастарнăскерсем, пирĕн пĕтĕм арçын ÿт кастарсассăн çеç пирĕнпе пĕрле пурăнма, пĕр халăх пулма килĕшеççĕ.
(23) Вĕсенĕн кĕтĕвĕсем, вĕсенĕн пурлăхĕ, вĕсенĕн мĕнпур выльăхĕчĕрлĕхĕ пирĕншĕн мари? Вĕсемпе [пĕр çав тĕлĕшрен] анчах килĕшĕпĕр, вара вĕсем пирĕнпе пĕрле пурăнĕç, тенĕ.
(24) Сихем хули хапхинчен тухакансем пурте Емморпа унăн ывăлне Сихема итленĕ; пур арçынна та — çав хула хапхинчен тухакансене пурне те — ÿт касса янă.
(25) Виççĕмĕш кунне, вĕсем чирлесе выртнă чухне, Иаковăн икĕ ывăлĕ — Симеонпа Левий, Дина пиччĕшĕсем — хăйсен хĕçне илнĕ те, хулана хăюллăн пырса кĕрсе, мĕнпур арçыннине вĕлерсе тухнă;
(26) Еммора хăйне те, унăн ывăлне Сихема та хĕçпе касса вĕлернĕ; Динăна Сихем çуртĕнчен илсе тухса кайнă.
(27) Иаков ывăлĕсем ĕнтĕ вĕлернĕ çынсем патне пынă та хăйсен йăмăкне [Динăна] мăшкăл кăтартнăшăн хулине çаратса тухнă.
(28) Вĕсен вак выльăхне, шултăра выльăхне, ашакĕсене, хулара мĕн пуррине, хирте мĕн пуррине пĕтĕмпех,
(29) вĕсен мĕнпур пуянлăхне илсе кайнă; мĕнпур ачине, арăмне тыткăна илсе кайнă, [хулара] мĕн пуррине, килçуртра [мĕн пуррине йăлтах] çаратса тухнă.
(30) Иаков Симеонпа Левие каланă: çак çĕрти çынсене [пурне те], Ханаансемпе ферезейсене, мана курайми туса, эсир мана тарăхтартăр. Манăн çын сахал; вĕсем мана хирĕç пуçтарăнса тухĕç те мана çĕмĕрсе тăкĕç, хама та, манăн йăхăма та тĕппипе пĕтерĕç, тенĕ.
(31) Лешĕсем каланă: пирĕн йăмăкпа аскăн арăмпа хăтланнă пек хăтланма юратьим вара! тенĕ.
35
(1) Турă Иакова каланă: тăр та Вефиле кай, çавăнта пурăн, Исавран, хăвăн пиччÿнтен, тарнă чухне хăвна курăннă Турă валли унта парне вырăнĕ туса ларт, тенĕ.
(2) Иаков хăйĕн кил-йышне, хăйпе пĕрле пынă çынсене пурне те каланă: хăвăр аллăрти ют турăсене пăрахăр та тасалăр, тумтирĕре улăштарăр;
(3) тăрар та Вефиле каяр; хĕнасапăм кунĕнче хама илтнĕ, эпĕ çÿренĕ çул çинче манпа пĕрле пулнă [тата мана сыхă усранă] Туррăмшăн парне вырăнĕ тăвăп.
(4) Вара хăйсен аллинчи мĕнпур ют турăсене, хăлхинчи алкисене Иакова панă; Иаков вĕсене Сихем çывăхĕнчи юман айне алтса пытарнă. [Вăл çавна хальхи кунчченех тупмалла мар пытарса хăварнă.]
(5) Вара вĕсем [Сихемран] тапранса кайнă. Таврари хуласем Турăран сехĕрленсе тăнă, çавăнпа вĕсем Иаков ывăлĕсене хăваламан.
(6) Иаков хăй те, унпа пĕрле пулнă пур çын та Ханаан çĕрĕнчи Луз хулине — урăхла каласан, Вефиль текен вырăна — пырса çитнĕ,
(7) вăл унта парне вырăнĕ туса лартнă, вара çак вырăна ЭлВефиль тесе ят панă, мĕншĕн тесессĕн хăйĕн пиччĕшĕнчен [Исавран] тарнă чухне ăна çакăнта Турă курăннă.
(8) Çавăн чухне Девора, Ревеккăна ĕмĕртсе ÿстернĕскер, вилнĕ, ăна Вефильрен анатарах, юман айне, пытарнă, Иаков ăна хÿхлев юманĕ тесе ят хунă.
(9) Месопотамирен таврăнсассăн, Иакова [Лузра] Турă курăннă, ăна пилленĕ,
(10) Турă ăна каланă: санăн яту Иаков; паянтан вара эсĕ Иаков ятлă пулмăн, санăн яту Израиль пулĕ, тенĕ. Ăна вара Израиль тесе ят хунă.
(11) Турă ăна каланă: Эпĕ — Пурне те Пултаракан Турă; ĕрче, йышлăлан; санран халăх пулĕ, темĕн тĕрлĕ халăх тухĕ, санăн варăнтан патшасем çуралĕç;
(12) Авраампа Исаака панă çĕре Эпĕ сана парăп, санран кайран çак çĕре санăн тăхăмна парăп, тенĕ.
(13) Вара Турă ун патĕнчен, унпа калаçнă вырăнтан, çĕкленсе кайнă.
(14) Хăйпе [Турă] калаçнă вырăна Иаков палăк лартса хăварнă, ăна чулран туса лартнă, ун çине эрех юхтарнă, ун çине çу юхтарнă;
(15) хăйпе Турă калаçнă вырăна Иаков Вефиль тесе ят панă.
(16) Вара Вефильрен тухса кайнă. [Вăл хăйĕн чатăрне Гадер пашни хыçне карса лартнă.] Ефрафăна çитмешкĕн тата пĕр хушă юлсассăн, Рахиль ача çуратнă, вăл асаппа çуратнă.
(17) Вăл ача çуратса асапланнă чухне эпи карчăк ăна каланă: ан хăра, санăн ку та ывăл, тенĕ.
(18) Вăл виле пуçланă, чунĕ тухнă чухне вăл ачине Бенони ятлă хунă. Анчах ашшĕ ăна Вениамин тесе ят панă.
(19) Рахиль вилнĕ, ăна Ефрафăна — урăхла каласассăн, Вифлееме — каякан çул хĕррине пытарнă.
(20) Иаков унăн тупăклăхĕ тĕлне палăк лартса хăварнă. Рахиле асăнмалăх лартнă палăк çак кунчченех ларать.
(21) Израиль [унтан] тапранса кайнă та хăйĕн чатăрне Гадер пашни хыçне карса лартнă.
(22) Израиль çав çĕршывра чарăнса тăнă вăхăтра Рувим кайнă та Валлăпа, хăй ашшĕн [Иаковăн] çумарăмĕпе, выртса çывăрнă. Израиль çакăн çинчен илтнĕ [те çавăншăн питĕ кÿреннĕ]. Иаковăн ывăл вуниккĕ пулнă.
(23) Лия ывăлĕсем: Иаковăн малтанхи ывăлĕ Рувим, ун хыçĕнчен Симеон, Левий, Иуда, Иссахар тата Завулон.
(24) Рахиль ывăлĕсем: Иосиф тата Вениамин.
(25) Валлăн, Рахиль тарçин, ывăлĕсем: Дан тата Неффалим.
(26) Зелфăн, Лия тарçин, ывăлĕсем: Гад тата Асир. Çаксем Иаковăн Месопотамире çуралнă ывăлĕсем.
(27) Иаков хăйĕн ашшĕ Исаак патне, [вăл ун чухне сывă пулнă,] КириафАрба теекен вырăна — урăхла каласассăн, ку [Ханаан çĕрĕнчи] Хеврон пулать — Мамре патне, Авраампа Исаак çÿренĕ çĕре çитнĕ.
(28) Исаак пурăннă [кунçул] çĕр сакăрвунă çул пулнă.
(29) Исаак питех те ватăлса, тăраничченех пурăнса çитсе вилнĕ, вилсе канăçлă халăхĕпе пĕрлешнĕ; ăна хăйĕн ывăлĕсем Исавпа Иаков пытарнă.
36
(1) Акă Эдом теекен Исавăн йăхĕ-кăкĕ.
(2) Исав хăйĕн арăмĕсене Ханаан хĕрĕсене илнĕ: Адăна — хет çыннин Елонăн хĕрне, Оливемăна — Анăн, евей çыннин Цивеонăн ывăлĕн, хĕрне — Зтата Васемафăна — Измаил хĕрне, Наваиоф йăмăкне — качча илнĕ.
(4) Ада вара Исава Елифаза çуратса панă, Васемафа Рагуила çуратнă,
(5) Оливема Иеуса, Иеглома тата Корейе çуратнă. Çаксем Исавăн Ханаан çĕрĕнче çуралнă ывăлĕсем.
(6) Исав хăйĕн арăмĕсене, ывăлĕсене, хĕрĕсене, хăйĕн килĕнчи мĕнпур çыннине, хăйĕн [мĕнпур] кĕтĕвне, мĕнпур выльăхĕ
(чĕрлĕхне, Ханаан çĕрĕнче пухнă мĕнпур пурлăхне илнĕ те хăйĕн Иаков шăллĕ патĕнчен урăх çĕре куçса кайнă,
(7) мĕншĕн тесессĕн пурлăхĕ çав тĕрлĕ нумай пулнипе вĕсем пĕрле пурăнма пултарайман, кĕтĕвĕсем питĕ йышлă пулнипе вĕсем хăйсем çÿрекен çĕрсенче шăнăçайман.
(8) Исав вара, Эдом теекен Исав, Сеир тăвĕ çине вырăнаçнă.
(9) Сеир тăвĕ çинчи идумейсен ашшĕн, Исавăн, йăхĕ-кăкĕ çакă.
(10) Акă Исав ывăлĕсен ячĕсем: Исав арăмĕн Адăн ывăлĕ Елифаз пулнă, Исав арăмĕн Васемафăн ывăлĕ Рагуил пулнă.
(11) Елифазăн çак ывăлсем пулнă: Феман, Омар, Цефо, Гафам тата Кеназ.
(12) Фамна Елифазăн, Исав ывăлĕн, çумарăмĕ пулнă, вăл Елифаза Амалика çуратса панă. Исав арăмĕн, Адăн, ывăлĕсем çаксем пулнă.
(13) Рагуил ывăлĕсем çаксем: Нахафпа Зерах, Шаммапа Миза. Кусем Исав арăмĕн Васемафăн ывăлĕсем.
(14) Оливемăн — Цивеон ывăлĕн Анăн хĕрĕн, Исав арăмĕн — ывăлĕсем çаксем пулаççĕ: Исава вăл Иеуса, Иеглома тата Корейе çуратса панă.
(15) Акă Исав ывăлĕсен пуçлăхĕсем. Елифазăн, Исавăн малтанхи ывăлĕн, ывăлĕсем: Феман пуçлăх, Омар пуçлăх, Цефо пуçлăх, Кеназ пуçлăх,
(16) Корей пуçлăх, Гафам пуçлăх, Амалик пуçлăх. Эдом çĕрĕнче Елифаз пуçлăхĕсем çаксем пулнă; çаксем Ада ывăлĕсем.
(17) Рагуилăн, Исав ывăлĕн, ывăлĕсем çаксем: Нахаф пуçлăх, Зерах пуçлăх, Шамма пуçлăх, Миза пуçлăх. Эдом çĕрĕнче Рагуил пуçлăхĕсем çаксем пулнă; çаксем Васемафăн, Исав арăмĕн, ывăлĕсем.
(18) Оливемăн, Исав арăмĕн, ывăлĕсем çаксем: Иеус пуçлăх, Иеглом пуçлăх, Корей пуçлăх. Оливемăн — Ана хĕрĕн, Исав арăмĕн — пуçлăхĕсем çаксем.
(19) Çаксем Исав ывăлĕсем, çаксем вĕсенĕн пуçлăхĕсем. Çаксем Эдомсем.
(20) Çаксем Хоррей çыннин Сеирăн çав çĕрте пурăннă ывăлĕсем: Лотан, Шовал, Цивеон, Ана,
(21) Дишон, Эцер тата Дишан. Çаксем Эдом çĕрĕнче пурăннă Сеир ывăлĕсен, хоррейсен, пуçлăхĕсем.
(22) Лотан ывăлĕсем Хори тата Геман пулнă; Лотан йăмăкĕ Фамна пулнă.
(23) Шовал ывăлĕсем çаксем: Алван, Манахаф, Евал, Шефо тата Онам.
(24) Цивеон ывăлĕсем çаксем: Аиа тата Ана. Шăпах çак Ана ĕнтĕ Цивеонăн, хăйĕн ашшĕн, ашакĕсене кĕтсе çÿренĕ чухне пушхирте ăшă шывлă çăл тупнă.
(25) Ана ачисем çаксем: Дишон тата Оливема, Ана хĕрĕ.
(26) Дишон ывăлĕсем çаксем: Хемдан, Эшбан, Ифран тата Херан.
(27) Ецер ывăлĕсем çаксем: Билган, Зааван, [Укам] тата Акан.
(28) Дишан ывăлĕсем çаксем: Уц тата Аран.
(29) Хоррейсен пуçлăхĕсем çаксем: Лотан пуçлăх, Шовал пуçлăх, Цивеон пуçлăх, Ана пуçлăх,
(30) Дишон пуçлăх, Ецер пуçлăх, Дишан пуçлăх. Çаксем Сеир çĕрĕнче пурăннă хоррейсен пуçлăхĕсем.
(31) Израиль ывăлĕсене патша тытса тăра пуçличчен Эдом çĕрĕнче патшара ларнă патшасем çаксем:
(32) Эдомра Бела, Веор ывăлĕ, патшара ларнă, унăн хули Дингава ятлă.
(33) Бела вилнĕ, ун хыççăн Иовав — Зерах ывăлĕ, Восора çынни — патшана ларнă.
(34) Иовав вилнĕ, ун хыççăн Феман çĕрĕнчи Хушам патшана ларнă.
(35) Хушам вилнĕ, ун хыççăн Гадад, Бедад ывăлĕ, патшана ларнă, вăл Моав хирĕнче Мадиан çыннисене çĕмĕрсе тăкнăскер пулнă; унăн хули Авиф ятлă.
(36) Гадад вилнĕ, ун хыççăн Масрека çынни Самла патшана ларнă.
(37) Самла вилнĕ, ун хыççăн юханшыв хĕрринчи Реховоф çынни Саул патшана ларнă.
(38) Саул вилнĕ, ун хыççăн БаалХанан, Ахбор ывăлĕ, патшана ларнă.
(39) БаалХанан, Ахбор ывăлĕ, вилнĕ, ун хыççăн Гадар [Варад ывăлĕ] патшана ларнă; унăн хули Пау ятлă; арăмĕ Мегетавеель ятлă, вăл — Матредăн, Мезагав ывăлĕн, хĕрĕ.
(40) Исавăн пуçлăхĕсене хăйсен ăрăвĕсем тăрăх, хăйсем пурăнакан вырăн тăрăх, ячĕсем тăрăх, [халăхĕсем тăрăх] каласассăн, вĕсен ячĕсем çаксем: Фимна пуçлăх, Алва пуçлăх, Иетеф пуçлăх,
(41) Оливема пуçлăх, Ела пуçлăх, Пинон пуçлăх,
(42) Кеназ пуçлăх, Феман пуçлăх, Мивцар пуçлăх,
(43) Магдиил пуçлăх, Ирам пуçлăх. Идумейсен хăйсем тытса тăракан çĕрти пурăнмалли ялĕсенхулисен пуçлăхĕсем çаксем. Идумейсен ашшĕ Исав çакă ĕнтĕ.
37
(1) Иаков хăйĕн ашшĕ [Исаак] çÿренĕ çĕрте, Ханаан çĕрĕнче, пурăннă.
(2) Иаковăн пурăнăçĕ çакă. Иосиф вунçиччĕре чухне, яш ача чухне, хăйĕн пиччĕшĕсемпе, ашшĕ арăмĕсен Валлăпа Зелфăн ывăлĕсемпе пĕрле, [ашшĕн] выльăхчĕрлĕхне кĕтсе çÿренĕ. Пиччĕшĕсем çинчен калаçакан усал сăмаха Иосиф хăйсен ашшĕне [Израиле] пĕлтерсе тăнă.
(3) Иосиф Израилĕн ватăлмалăх кунĕнче çуралнă ывăлĕ пулнăран Израиль ăна пур ывăлĕнчен те ытларах юратнă, — ăна тĕрлĕ тĕслĕ тумтир туса панă.
(4) Пиччĕшĕсем, ашшĕ ăна пур ывăлĕнчен те ытларах юратнине курса, ăна курайми пулнă, унпа ăшшăн калаçма та пултарайман.
(5) Иосиф тĕлĕк курнă та ăна пиччĕшĕсене каласа кăтартнă, вĕсем вара ăна тата ытларах курайми пулнă.
(6) Вăл вĕсене каланă: эпĕ курнă тĕлĕке итлĕрха:
(7) акă эпир хир варринче кĕлте çыхатпăр пек; акă ман кĕлте çĕкленчĕ те тÿррĕн тăрса ларчĕ; акă сирĕн кĕлтĕрсем йĕритавра тăчĕç те манăн кĕлтене пуççапрĕç, тенĕ.
(8) Пиччĕшĕсем ăна каланă: эсĕ пире пуçлăх пулăнши вара? пире тытса тăрăнши вара? тенĕ. Унăн тĕлĕкĕсемшĕн, унăн сăмахĕсемшĕн вĕсем ăна тата ытларах курайми пулса çитнĕ.
(9) Вăл тата тепĕр тĕлĕк курнă, ăна [ашшĕне тата] пиччĕшĕсене каласа кăтартнă: акă эпĕ тепĕр тĕлĕк куртăм: акă мана хĕвелпе уйăх тата вунпĕр çăлтăр пуççапать, тенĕ.
(10) Çавна вăл ашшĕпе пиччĕшĕсене каласа кăтартнă; ашшĕ ăна хăтăрса илнĕ: эсĕ курнă тĕлĕк мĕскер ку? эпĕ те, аннÿ те, пиччÿсем те сана çĕре ÿксе пуççапма пырăпăрши вара? тенĕ. пПиччĕшĕсем ăна çилленсех çитнĕ, ашшĕ вара çав сăмаха астуса юлнă.
(12) Унăн пиччĕшĕсем ашшĕн выльăхне кĕтсе çÿреме Сихема кайнă.
(13) Израиль Иосифа каланă: пиччÿсем Сихемра кĕтсе
(çÿремеççĕши? кайса килха, сана вĕсем патне яратăп, тенĕ. Иосиф ăна: эпĕ кунтах, тенĕ.
(14) [Израиль] ăна каланă: кайса пăхха, пиччÿсем сывахи, выльăхĕ тĕрĕстĕкелехи? мана хыпар илсе кил, тенĕ. Вара ăна Хеврон айлăмĕнчен ăсатса янă; вăл Сихема çитнĕ.
(15) Ăна пĕри хирте аташса çÿренине курнă та, çав çын унран ыйтнă: эсĕ мĕн шыратăн? тенĕ.
(16) Вăл: эпĕ хамăн пиччесене шыратăп; калаха мана, вĕсем ăçта кĕтÿ кĕтсе çÿреççĕ? тенĕ.
(17) Çав çын каланă: вĕсем кунтан кайрĕç, эпĕ вĕсем «Дофана каяс» тесе калаçнине илтнĕччĕ, тенĕ. Иосиф вара хăйĕн пиччĕшĕсем хыççăн кайнă та вĕсене Дофанра тупнă.
(18) Пиччĕшĕсем ăна аякранах курнă та вăл вĕсем патне çывăхаричченех ăна вĕлерес тесе канашлама пуçланă.
(19) Пĕрпĕрне каланă: авă тĕлĕк ăсти килет;
(20) тытар та вĕлерер ăна, кайран пĕрпĕр шăтăка пăрахăпăр та ăна тискер кайăк çурса пăрахнă тейĕпĕр; ун тĕлĕкĕсем мĕне пĕлтернине курăпăр вара, тенĕ.
(21) Рувим çакна илтнĕ те: вĕлерер мар ăна, тенĕ; çапла ăна вĕсен аллинчен хăтарнă.
(22) Рувим вĕсене каланă: юн ан тăкăр; ăна пушхирти шăтăка пăрахăр, ун çине алă ан хурăр, тенĕ. Çакна вăл ăна вĕсен аллинчен хăтарса каялла ашшĕ патне ярас [шухăшпа] каланă.
(23) Иосиф хăйĕн пиччĕшĕсем патне çитсессĕн, вĕсем Иосиф çийĕнчен унăн тумтирне, тĕрлĕ тĕслĕ тумтирне, сÿсе илнĕ те
(24) хăйне шăтăка тытса пăрахнă; шăтăкĕ типĕ пулнă; унта шыв пулман.
(25) Вĕсем апат çиме ларнă; çаврăнса пăхнă та — акă вĕçренвĕç тĕве килет: Галаадран Измаил çыннисем килеççĕ, тĕвисем çине стиракса, бальзам тата латăн тиенĕ — вĕсем çавна Египета леçме каяççĕ.
(26) Иуда хăйĕн тăванĕсене каланă: хамăр шăллăмăра вĕлерсе, унăн юнне пытарса пире мĕн усси?
(27) Каяр та ăна Измаил çыннисене сутар, аллăмăрсем ун çинче ан пулччăр: вăл пирĕн тăван, пирĕн ÿт, тенĕ. Тăванĕсем унпа килĕшнĕ,
(28) Мадиан купсисем иртсе пынă чухне вĕсем Иосифа
(шăтăкран туртса кăларнă та ăна Измаил çыннисене çирĕм кĕмĕлле сутса янă; лешĕсем Иосифа Египета илсе кайнă.
(29) Рувим каллех шăтăк патне пынă; акă шăтăкра Иосиф çук. Вăл хăйĕн тумтирне туртса çурнă та
(30) тăванĕсем патне каялла таврăнса: ача çук! ĕнтĕ манăн, манăн ăçта кайса кĕрес? тенĕ.
(31) Вара Иосиф тумтирне илнĕ те, качака таки пусса, тумтире юнпа вараланă;
(32) унтан вĕсем тĕрлĕ тĕслĕ тумтире илсе кайнă та ăна ашшĕ патне илсе пырса каланă: эпир çакна тупрăмăр; пăхха, çакă ывăлун тумтирĕ мари? тенĕ.
(33) Вăл ăна палласа илнĕ те каланă: ку манăн ывăлăм тумтирĕ; ăна тискер кайăк çисе янă; чăнах та, Иосифа тăпаласа тăкнă иккен, тенĕ.
(34) Иаков, хăйĕн тумтирне çурса пăрахса, хуйхă тумтирĕ тăхăнса янă, ывăлĕшĕн нумай кун йĕрсе пурăннă.
(35) Ăна йăпатма пур ывăлĕ те, пур хĕрĕ те пуçтарăннă, анчах вăл йăпанасшăн пулман, вăл: йĕрсехурланса, хамăн ывăлăм патне çĕр айне кĕрĕп, тенĕ. Ашшĕ уншăн çапла хурланса йĕнĕ.
(36) Иосифа вара Египетра Мадиансем Потифара — фараон таврашĕнчи çынна, фараон сыхлавçисен пуçлăхне — сутса янă.
38
(1) Çав вăхăтра Иуда, хăйĕн тăванĕсенчен уйăрăлса, Хира ятлă пĕр Одоллам çынни çывăхне кайса вырăнаçнă.
(2) Иуда унта Шуа ятлă пĕр Ханаан çыннин хĕрне курнă; вăл ăна хăй валли илсе ун патне кĕнĕ.
(3) Арăм йывăр çын пулнă та ывăл ача çуратнă; Иуда ăна Ир ятлă хунă.
(4) Арăм татах йывăр çын пулнă та ывăл ача çуратнă, ăна Онан ятлă хунă.
(5) Тата [виççĕмĕш] ывăл çуратнă, ăна вăл Шела ятлă хунă; ăна çуратнă чухне Иуда Хезивра пулнă.
(6) Иуда хăйĕн малтанхи ывăлĕ Ир валли арăм илсе панă; вăл Фамарь ятлă пулнă.
(7) Ир, Иудăн малтанхи ывăлĕ, Çÿлхуçа умĕнче юрăхсăр çын пулнă, Çÿлхуçа ăна вĕлернĕ.
(8) Иуда вара
(Онана каланă: пиччÿн арăмĕ патне кĕр, унăн пултăрĕ пулнăран ăна качча ил, пиччÿн вăрлăхне пĕтмелле ан ту, тенĕ.
(9) Онан çуралас ача хăйне пулмассине пĕлнĕ, çавăнпа хăйĕн вăрлăхне пиччĕшĕшĕн парас мар тесе, унăн арăмĕ патне кĕнĕ чухне хăйĕн ар вăрлăхне çĕре тăкса кĕнĕ.
(10) Вăл тунă ĕç Çÿлхуçа умĕнче усал ĕç пулнă; Çÿлхуçа ăна та вĕлернĕ.
(11) [Икĕ ывăлĕ вилнĕ хыççăн] Иуда Фамаре, хăйĕн кинне, каланă: Шела ывăлăм ÿссе çитиччен эсĕ хăвăн аçу килĕнче тăлăх арăм пулса пурăн, тенĕ. Вăл [хăй ăшĕнче]: ку та, пиччĕшĕсем пек, ан вилтĕрччĕ, тесе шухăшланă. Фамарь кайнă та хăйĕн ашшĕ килĕнче пурăна пуçланă.
(12) Чылай вăхăт иртнĕ; Шуа хĕрĕ, Иуда арăмĕ, вилнĕ. Лăпланса çитсессĕн, Иуда хăй выльăхĕн çăмне касакансем патне Фамнăна кайнă, унпа пĕрле Хира та — хăйĕн тусĕ, Одоллам çынни — пынă.
(13) Фамаре хыпар тунă: акă санăн хуняçу выльăхĕсен çăмне касма Фамнăна каять, тенĕ.
(14) Вăл хăй çийĕнчи тăлăх арăм тумтирне хывса пăрахнă та, пĕркенчĕк пĕркенсе, Фамнăна каякан çул çинчи Енаим хапхи патне тухса ларнă. Мĕншĕн тесессĕн вăл Шела ÿссе çитнине курнă, анчах ăна ун валли качча илменха.
(15) Иуда ăна курнă та аскăн хĕрарăм вырăнне хунă, мĕншĕн тесессĕн лешĕ питне хупласа ларнă. [Вăл ăна паллайман.]
(16) Иуда ун патне пынă та каланă: эпĕ сан патна кĕрем, тенĕ. Вăл ку хăйĕн кинĕ иккенне пĕлмен. Фамарь: ман патăма кĕрсессĕн, эсĕ мана мĕн парăн? тенĕ.
(17) Иуда каланă: эпĕ [хамăн] кĕтÿрен сан валли качака путекĕ парса ярăп, тенĕ. Фамарь: ăна парса яриччен салук парса хăварăни? тенĕ.
(18) Вăл: сана мĕнле салук парса хăварас? тенĕ. Фамарь каланă: хăвăн пичетлĕ çĕррÿне, пуç çыххине тата аллунти туюна пар, тенĕ. Вăл ăна мĕн ыйтнине панă та ун патне кĕнĕ; Фамарь ĕнтĕ унран йывăр
(çын пулнă.
(19) Унтан кайсассăн, вăл, хăйĕн пĕркенчĕкне хывса пăрахса, каллех тăлăх арăм тумтирне тăхăнса янă.
(20) Шантарса парса хăварнă япалисене арăм аллинчен каялла илме Иуда хăйĕн тусĕнчен, Одоллам çыннинчен, качака путекки парса янă, анчах лешĕ Фамаре тупайман.
(21) Вара çав вырăнти çынсенчен ыйтнă: Енаимра çул хĕрринче ларакан аскăн арăм ăçта? тенĕ. Лешĕсем: кунта аскăн арăм çукчĕ, тенĕ.
(22) Вăл каялла Иуда патне таврăннă та каланă: эпĕ ăна тупаймарăм; унти çынсем те: кунта аскăн арăм çукчĕ, терĕç, тенĕ.
(23) Иуда каланă: эппин, япалисем ун патĕнчех юлччăр, пирĕнтен çын куласси çеç ан пултăр; акă эпĕ çак качака путеккине парса ярсаттăм, анчах эсĕ ăна тупаймарăн, тенĕ.
(24) Виçĕ уйăха яхăн иртсессĕн, Иудăна каланă: санăн Фамарь кинÿ аскăна ернĕ, акă вăл аскăнланса йывăр çын пулнă, тенĕ. Иуда: илсе тухăр ăна, çунтарса яччăр ăна, тенĕ.
(25) Хăйне вĕлерме илсе тухсассăн, вăл хăйĕн хуняшшĕ патне: çак япаласем камăн, эпĕ çавăнтан йывăр çын пултăм, тесе калама çын янă. Тата: çак пичетлĕ çĕрĕ, пуç çыххи, туя камăн? — палла, тенĕ.
(26) Иуда палласа илнĕ те каланă: вăл манран тÿрĕрех, эпĕ ăна хамăн Шела ывăлăма памарăм, тенĕ. Вара унпа урăх хутăшман.
(27) Çуратма пуçласассăн, ун ăшĕнче йĕкĕреш ача пулни палăрнă.
(28) Çуратнă чухне [пĕрин] алли тухнă; эпи карчăкĕ: ку малтан тухрĕ тесе, тытнă та унăн аллине хĕрлĕ çип çыхнă.
(29) Анчах ача хăйĕн аллине каялла илнĕ; акă унăн хăраххи тухнă. Эпи карчăкĕ: епле эсĕ чарака татса тухрăн? тенĕ. Ăна Фарес ятлă хунă.
(30) Унтан аллине хĕрлĕ çип çыхнă шăллĕ тухнă. Ăна Зара ятлă хунă.
39
(1) Иосифа Египета илсе çитернĕ, унта илсе пынă Измаил çыннисен аллинчен ăна Египет çынни Потифар — фараон таврашĕнчи çын, патша сыхлав
(çисен пуçлăхĕ — сутăн илнĕ.
(2) Иосифпа пĕрле Çÿлхуçа Турă пулнă: унăн ĕçĕсем ăнса пынă, вăл хăйĕн хуçин, Египет çыннин, çуртĕнче пурăннă.
(3) Унăн хуçи унпа пĕрле Çÿлхуçа пулнине, вăл тăвакан пур ĕçе те Çÿлхуçа ун аллинче ăнтарса пынине курса тăнă.
(4) Иосиф ун умĕнче ырăлăх тупнă, уншăн ĕçлесе тăнă. Вăл Иосифа хăйĕн пĕтĕм çуртне тытса тăраканĕ тунă, хăйĕн мĕн пуррине йăлтах унăн аллине панă.
(5) Иосифа хăйĕн çуртне, хăйĕн мĕн пуррине пурне те тытса тăраканĕ тунăранпа Çÿлхуçа Турă Египет çыннийĕн килçуртне Иосифшăн пилленĕ, унăн килĕçуртĕнче, [унăн] хирĕнче мĕн пуррине пурне те Çÿлхуçа пиллĕхĕ çитнĕ.
(6) Хăйĕн мĕн пуррине пĕтĕмпех вăл Иосиф аллине панă, Иосиф ĕçлесе тăнă чухне вăл хăй çиекен çăкăрсăр пуçне нимĕн те пĕлмен.
(Иосиф илемлĕ пÿсиллĕ, илемлĕ сăнпитлĕ пулнă.
(7) Иосифа хуçи арăмĕ куç хывнă та çапла каланă: манпа çывăр, тенĕ.
(8) Анчах Иосиф килĕшмен, вăл хăйĕн хуçин арăмне каланă: акă манăн хуçам эпĕ пур чухне хăй килĕнче нимĕншĕн те пăшăрханмасть, хăйĕн мĕн пуррине вăл йăлтах ман аллăма пачĕ;
(9) çак килте манран асли çук; вăл мана сансăр пуçне нимĕне те чармарĕ, мĕншĕн тесессĕн эсĕ — унăн арăмĕ; епле эпĕ çак пысăк усал ĕçе туса Турă умĕнче çылăха кĕрем? тенĕ.
(10) Хуçа арăмĕ Иосифа кулленкун çапла каланă, анчах Иосиф ăна итлемен: унпа çывăрма, унпа пĕрле пулма килĕшмен; Ппĕр кунхине Иосиф пÿрте хăйĕн ĕçне тума кĕнĕ, килтисенчен пÿртре никам та пулман;
(12) арăм ăна тумтирĕнчен ярса илнĕ те: манпа вырт, тенĕ. Анчах Иосиф хăйĕн тумтирне унăн аллинче хăварса чупса тухса кайнă.
(13) Вăл, Иосиф хăйĕн тумтирне ун аллинче хăварса чупса тухнине курсассăн,
(14) килĕнчи çыннисене чĕнсе, вĕсене çапла каланă: пăхăрха, вăл пирĕн
(пата çак еврее пире мăшкăллама илсе килнĕ. Вăл ман патăма манпа çывăрма кĕчĕ, анчах эпĕ хытă кăшкăрса ятăм та,
(15) эпĕ йĕрсе кăшкăрса янине илтсессĕн, вăл хăйĕн тумтирне ман аллăмра хăварса чупса тухса тарчĕ, тенĕ.
(16) Вара вăл унăн тумтирне хăйĕн упăшки, Иосиф хуçи, килне таврăниччен хăй патĕнче тытнă.
(17) Арăмĕ ăна çав сăмахсенех каласа панă, ăна каланă: эсĕ пирĕн пата илсе килнĕ еврей чура ман патăма мана мăшкăллама кĕчĕ, [мана: санпа выртса çывăрам, терĕ,]
(18) анчах эпĕ йĕрсе кăшкăрса ятăм та, [çакна илтсессĕн,] вăл ман патăма хăйĕн тумтирне пăрахса хăварсах тухса тарчĕ, тенĕ.
(19) Арăмĕ каланă сăмахсене: «санăн чуру мана çапла турĕ» тенине илтсессĕн, Иосиф хуçи тарăхса кайнă;
(20) хуçи Иосифа тытнă та патша хупса лартнă çынсем патне тĕрмене хуптарнă. Иосиф вара унта тĕрмере ларнă.
(21) Иосифпа пĕрле Çÿлхуçа пулнă, Вăл ăна хĕрхенсе ырăлăхне янă та, Иосиф тĕрме пуçлăхĕ умĕнче кăмăл курнă.
(22) Тĕрме пуçлăхĕ тĕрмере ларакан пур çынна та Иосиф аллине панă, вĕсем унта кирек мĕн тусассăн та, пур çĕрте те астуса тăраканни Иосиф пулнă.
(23) Тĕрме пуçлăхĕ ĕнтĕ Иосифа шанса панă ĕçсем çинчен шухăшламан та, мĕншĕн тесессĕн Иосифпа пĕрле Çÿлхуçа пулнă, вăл кирек мĕн тусассăн та, Çÿлхуçа пурне те ăнтарса пынă.
40
(1) Çакăн хыççăн Египет патшийĕн эрех парса тăраканĕпе çăкăр парса тăраканĕ хăйсен хуçи умĕнче, Египет патши умĕнче, айăпа кĕнĕ.
(2) Фараон хăй таврашĕнчи икĕ çыннине — эрех паракансен пуçлăхĕпе çăкăр паракансен пуçлăхне — çилленсе çитнĕ, Звĕсене патша сыхлавçисен пуçлăхĕн çуртне, тĕрмене, Иосифа хупса лартнă çĕре, хупса хунă.
(4) Патша сыхлавçисен пуçлăхĕ вĕсем патне Иосифа тăратнă, вăл вĕсене пăхса тăнă. Çапла вĕсем пĕр вăхăт хурал аллинче пурăннă.
(5) Пĕррехинче Египет патшийĕн
(эрех парса тăраканĕпе çăкăр парса тăраканĕ, тĕрмере лараканскерсем, тĕлĕк курнă: иккĕшĕ те пĕр каçрах, кашнийĕ хăйне евĕрлĕ, питех те пĕлтерĕшлĕ тĕлĕк курнă.
(6) Иосиф ирхине вĕсем патне пынă та курнă: акă вĕсем пăшăрханса ÿкнĕ.
(7) Иосиф хăйĕн хуçин çуртĕнче хăйпе пĕрле хурал аллинче ларакан фараонăн аслă çыннисенчен çапла ыйтнă: мĕншĕн паян сирĕн сăнăр салхуллă? тенĕ.
(8) Вĕсем ăна каланă: эпир тĕлĕк куртăмăр; ăна ăнлантарса паракан çын çук, тенĕ. Иосиф каланă: ăна ăнлантарса каласси Турăран мари вара? мана каласа кăтартăрха, тенĕ.
(9) Эрех парса тăракансен пуçлăхĕ хăйĕн тĕлĕкне Иосифа каласа кăтартнă, ăна каланă: эпĕ тĕлĕк куртăм: акă манăн умăмра иçĕм çырли йывăçĕ ларать пек;
(10) йывăçĕн виçĕ турат пек; йывăçĕ ÿссе çитĕнчĕ, çеçке çурчĕ пек, çырлисем те ÿссе, пиçсе çитрĕç пек; пфараон курки манăн аллăмра пек; эпĕ çырлисене татса илтĕм те, сĕткенне фараон куркине пăчăртаса юхтартăм та куркине фараон аллине тыттартăм пек, тенĕ.
(12) Иосиф ăна каланă: тĕлĕкÿ акă мĕне пĕлтерет: виçĕ турат вăл — виçĕ кун;
(13) виçĕ кунран фараон сана асла кăларĕ те сана каялла хăвăн вырăнна тавăрĕ, эсĕ вара хăв ун патĕнче эрех парса тăнă чухнехи ĕлĕкхи йăлапа фараонăн куркине унăн аллине тыттарăн;
(14) хăвна аван пулсассăн, мана асна илсем, маншăн ырă ĕç тусам, ман çинчен фараон умĕнче сăмах хушсам, мана çак çуртран хăтарсам:
(15) мана еврейсен çĕрĕнчен вăрласа килчĕç; эпĕ кунта та хама тĕрмене лартмалли ĕç нимĕн те туман, тенĕ.
(16) Çăкăр парса тăракансен пуçлăхĕ, Иосиф лайăх ăнлантарнине курса, ăна каланă: эпĕ те тĕлĕк куртăм: акă манăн пуç тăрринче виçĕ çатан кунтă пек;
(17) çиелти кунтăра çăкăр пĕçерекен пĕçерсе хунă, фараон çиекен тĕрлĕрен çимĕç пек, ăна манăн пуç тăрринчи кунтăран [çÿлти] вĕçен кайăксем сăхаççĕ пек, тенĕ.
(18) Иосиф [ăна] хуравласа каланă: ку акă мĕне пĕлтерет: виçĕ кунтă вăл — виçĕ кун;
(19) виçĕ кунран фараон санăн пуçна касса таттарĕ те сана йывăç çине çактарĕ, [çÿлти] вĕçен кайăксем санăн ÿтне сăхасăха тăпăлтарĕç, тенĕ.
(20) Виççĕмĕш кунне, хăй çуралнă кун, фараон мĕнпур тарçишĕн ĕçкĕçикĕ тунă, хăйĕн тарçисем хушшинче вăл эрех парса тăракансен пуçлăхĕпе çăкăр парса тăракансен пуçлăхне аса илнĕ;
(21) вара эрех парса тăракансен пуçлăхне ĕлĕкхи вырăнне тавăрнă, лешĕ ĕнтĕ фараон аллине курка тыттарнă;
(22) çăкăр парса тăракансен пуçлăхне, Иосиф вĕсене каласа кăтартнă пек, [йывăç çине] çактарнă.
(23) Эрех парса тăракансен пуçлăхĕ Иосифа аса илмен, вăл ăна маннă.
41
(1) Икĕ çул иртсессĕн фараон тĕлĕк курнă: акă вăл çырма хĕрринче тăрать пек;
(2) акă çырмаран илемлĕ, мăнтăр ÿтлĕ çичĕ ĕне тухнă та хăмăшлăхра çисе çÿре пуçланă; Закă вĕсем хыççăн çырмаран тата çичĕ ĕне тухнă, хăйсем начар, ырхан ÿтлĕ пулнă, вĕсем çырма хĕррине леш ĕнесем патне пырса тăнă;
(4) начар, ырхан ÿтлĕ ĕнесем илемлĕ çичĕ мăнтăр ĕнене çисе янă. Фараон вăранса кайнă,
(5) унтан каллех çывăрса кайнă та тепĕр хут тĕлĕк курнă: акă пĕр хăмăлран çичĕ тутă та паха пучах ÿссе тухнă;
(6) акă вĕсем хыççăн çичĕ выçă пучах, тухăç çилĕпе типсе кайнăскерсем, ÿссе тухнă;
(7) выçă пучахсем çичĕ тулли те тутă пучаха çисе янă. Фараон вăранса кайнă та ку тĕлĕк пулнине ăнласа илнĕ.
(8) Ирхине фараонăн чунĕ шикленсе ÿкнĕ, вăл вара Египетри мĕнпур асамçăпа мĕнпур ăсчаха чĕнтерсе илтернĕ те вĕсене хăйĕн тĕлĕкне каласа кăтартнă; анчах çав тĕлĕке фараона никам та ăнлантарса парайман.
(9) Эрех парса тăракансенĕн пуçлăхĕ фараона кала пуçланă: эпĕ халĕ хамăн çылăхăмсене аса илетĕп;
(10) фараон хăйĕн чурисене çилленнĕччĕ те мана тата çă
(кăр парса тăракансенĕн пуçлăхне, патша сыхлавçисен пуçлăхĕн çуртне хупса, хурал аллине панăччĕ; ппĕр каçхине эпир — эпĕ те, вăл та — тĕлĕк куртăмăр, кашнийĕ хăйне уйрăм пĕлтерĕшлĕ тĕлĕк курчĕ;
(12) пирĕнпе пĕрле унта пĕр çамрăк еврей, патшамăр сыхлавçисен пуçлăхĕн чури, пурччĕ; эпир ăна хамăр тĕлĕксене каласа патăмăр та, вăл пире харпăр хăй тĕлĕкне кура ăнлантарса пачĕ;
(13) вăл пире епле каласа ăнлантарчĕ, çаплах пулса тухрĕ: эпĕ хамăн вырăна таврăнтăм, лешне çакса вĕлерчĕç, тенĕ.
(14) Фараон вара çын янă та Иосифа чĕнтерсе илнĕ. Ăна васкасах тĕрмерен илсе тухнă. Вăл çÿçне кастарнă, тумтирне улăштарнă, унтан фараон патне пынă.
(15) Фараон Иосифа каланă: эпĕ тĕлĕк куртăм, анчах ăна никам та ăнлантарса параймасть; эпĕ сан çинчен тĕлĕк ăнлантарма пĕлет тенине илтрĕм, тенĕ.
(16) Иосиф фараона хуравласа каланă: манран килмест ку; фараон ырăлăхĕшĕн Турă каласа парĕ, тенĕ.
(17) Фараон вара Иосифа каланă: эпĕ тĕлĕк куртăм: акă çырма хĕрринче тăратăп пек;
(18) акă çырмаран илемлĕ, мăнтăр ÿтлĕ çичĕ ĕне тухрĕ те хăмăшлăхра çисе çÿре пуçларĕ;
(19) акă вĕсем хыççăн çырмаран тата çичĕ ĕне тухрĕ, хăйсем начар, илемсĕр, ырхан ÿтлĕ; эпĕ пĕтĕм Египет çĕрĕнче вĕсем пек начар ĕне курманччĕ;
(20) начар, ырхан ĕнесем малтанхи çичĕ мăнтăр ĕнене çисе ячĕç;
(21) мăнтăррисем вĕсен ăшне кĕрсе кайрĕç, анчах мăнтăррисем вĕсен ăшне кĕни палăрмарĕ те: лешĕсем унчченхи пекех ырхан тăрса юлчĕç. Вара эпĕ вăранса кайрăм.
(22) Унтан татах тĕлĕк куртăм: акă пĕр хăмăлтан çичĕ тулли те паха пучах ÿссе тухрĕ;
(23) акă вĕсем хыççăн тухăç çилĕпе типсе кайнă çичĕ пушă та выçă пучах ÿссе тухрĕ;
(24) выçă пучахсем çичĕ паха пучаха çисе ячĕç. Эпĕ çакна асамçăсене каласа патăм, анчах никам та мана ăнлантарса параймарĕ, тенĕ.
(25) Иосиф фараона каланă: фараонăн тĕлĕкĕсем пĕр тĕлĕкех: Турă Хăй мĕн тăвассине фараона пĕлтернĕ.
(26) Çичĕ паха ĕне вăл — çичĕ çул; çичĕ паха пучах та — çичĕ çул: пĕр тĕлĕкех ку;
(27) лешĕсем хыçĕнчен тухнă çичĕ ырхан та начар ĕне вăл — çичĕ çул, тухăçран вĕрекен çилпе типсе кайнă çичĕ пушă пучах та — çичĕ çул, выçлăх çулĕсем вĕсем.
(28) «Турă Хăй мĕн тăвассине фараона кăтартнă» тесе, эпĕ фараона çавăнпа каларăм ĕнтĕ.
(29) Акă пĕтĕм Египет çĕрĕнче ытлăçитлĕ, тулăхлă çичĕ çул пулĕ;
(30) вĕсем хыççăн çичĕ çул выçлăх пулĕ, вара Египет çĕрĕнче ытлăçитлĕ, тулăхлă пулнă çулсем пĕтĕмпе манăçа тухĕç, çĕре выçлăх типĕтсе ярĕ,
(31) выçлăх çитнĕ пирки çĕр çинче ĕлĕкхи тулăх çулсем асран кайĕç, мĕншĕн тесессĕн выçлăхĕ питĕ хаяр пулĕ.
(32) Тĕлĕк фараона икĕ хут курăнни çакă чăнах Турă сăмахĕ иккенне, çакна Турă часах тăвассине пĕлтерет.
(33) Халĕ ĕнтĕ фараон ăслăтăнлă çын суйласа илтĕр те ăна Египет çĕрĕн пуçлăхĕ туса хутăр.
(34) Фараон çĕре пăхса тăракан çынсем суйласа лартма хуштăр, ытлăçитлĕ çулсенче — çичĕ çул хушши — Египет çĕрĕнчи [пĕтĕм çимĕçĕн] пиллĕкĕмĕш пайне пуçтарса пыма хуштăр;
(35) вĕсем çитес ăнăçлă çулсенче пур тĕрлĕ тырăпулă пухчăр, ăна фараон аллине парса, кайран çимешкĕн хуласенче упраса усраччăр;
(36) çĕр выçлăхпа ан пĕттĕр тесессĕн, çак тырăпулă Египет çĕрĕ çинче пулас çичĕ выçлăх çул валли сыхлăха пултăр, тенĕ.
(37) Çакă фараона та, унăн тарçисене те пурне те кăмăлне килнĕ.
(38) Фараон хăйĕн тарçисене каланă: ку çын ăшĕнче Турă Сывлăшĕ пур, эпир çакăн пек çын тупайăпăри? тенĕ.
(39) Унтан фараон Иосифа каланă: çакна пурне те сана Турă пĕлтернĕ, çавăнпа сан пек ăслăтăнлă çын çук;
(40) эсĕ манăн килĕм пуçлăхĕ пулăн, манăн пĕтĕм халăхăм санăн сăмахна итлесе тăрĕ; патшара ларнăран çеç эпĕ санран аслă пулăп, тенĕ.
(41) Фараон Иосифа тата каланă: акă эпĕ сана пĕтĕм Египет çĕрне пуç туса лартатăп, тенĕ.
(42) Фараон вара хăйĕн пÿрнинчен çĕррине хывса илнĕ те ăна Иосиф пÿрнине тăхăнтартнă; ăна виссон тумтир тумлантарнă, мăйне ылтăн вăчăра çакса янă;
(43) ăна хăйĕн иккĕмĕш урапи çине лартса çÿреме хушнă, унăн умĕнчен: чĕркуçленĕр! тесе кăшкăрса пыма хушнă. Ăна пĕтĕм Египет çĕрне пуç туса хунă.
(44) Фараон Иосифа каланă: эпĕ фараон; санран ирĕк илмесĕр пĕтĕм Египет çĕрĕнче никам та аллине те, урине те хускатмĕ, тенĕ.
(45) Фараон Иосифа Цафнафпанеах ятлă хунă, ăна Асенефăна — Илиополь хули апăсĕн Потиферăн хĕрне — качча илсе панă. Вара Иосиф Египет çĕрĕ тăрăх кайнă.
(46) Фараон — Египет патши — умне тăнă чухне Иосиф вăтăр çулта пулнă. Иосиф фараон патĕнчен кайнă та пĕтĕм Египет çĕрĕ тăрăх çÿресе тухнă.
(47) Тулăхлă çулсенче — çичĕ çул хушши — çĕр вара пĕр пĕрчĕрен пĕр ывăç парса тăнă.
(48) Египет çĕрĕнче çичĕ çул хушши [ăнса] пулнă тĕрлĕ тырпула Иосиф пухсах пынă, тырра хуласене пухса хунă; кашни хулана ун таврашĕнчи хирсенчен тырă пухса хунă.
(49) Иосиф темĕн чухлĕ тырă пухнă, вăл тинĕсри хăйăр пек нумай пулнă, тырра шутлама хисеп çитменнипе вăл ăна шутлама та пăрахнă.
(50) Выçлăх çулсем çитиччен Иосифăн икĕ ывăл çуралнă, вĕсене ăна АсенЕфа — Илиополь хули апăсĕн Потиферăн хĕрĕ — çуратса панă.
(51) Аслă ывăлне Иосиф Манассия ятлă хунă, [вăл каланă:] мĕншĕн тесессĕн Турă мана хам курнă пĕтĕм хуйхăмсуйхăма, аттемĕн пĕтĕм килçуртне манмалла турĕ, тенĕ.
(52) Тепĕр ывăлне Ефрем ятлă хунă, [вăл каланă:] мĕншĕн тесессĕн хам асап курнă çĕршывра Турă мана ĕрчевлĕ турĕ, тенĕ.
(53) Египет çĕрĕнче ытлăçитлĕ, тулăхлă çичĕ çул иртсе кайнă та,
(54) Иосиф каланă пек, çичĕ выçлăх çул çитнĕ. Пур çĕрте те выçлăх пулнă, пĕтĕм Египет çĕрĕ çеç тырăллă пулнă.
(55) Пĕтĕм Египет çĕрĕ те выçлăх тÿсе пуçласассăн, халăх фараона йăлăнса тырă ыйта пуçланă. Фараон вара Египет çыннисене пурне те: Иосиф патне кайăр та вăл мĕн каланине тăвăр, тенĕ.
(56) Пур çĕрте те выçлăх пулнă; Иосиф пĕтĕм кĕлете уçнă та Египет çыннисене тырă сута пуçланă. Египет çĕрĕнче выçлăх хаярлансах пынă.
(57) Пур çĕршывран та Египета Иосифран тырă илме пынă, мĕншĕн тесессĕн пĕтĕм çĕр çинче выçлăх хаярлансах пынă.
42
(1) Иаков Египетра тырă пур тенине пĕлнĕ те вăл хăйĕн ывăлĕсене каланă: эсир мĕн пăхса тăратăр? тенĕ.
(2) Тата каланă: акă эпĕ Египетра тырă пур тенине илтрĕм; çавăнта кайăр та хамăра пурăнма, хамăр вилесрен çавăнтан тырă илсе килĕр, тенĕ.
(3) Вара Иосифăн вунă пиччĕшĕ Египета тырă туянма тухса кайнă,
(4) Вениамина, Иосифăн шăллĕне, Иаков унăн пиччĕшĕсемпе пĕрле яман, вăл: ăна инкекмĕн ан пултăр, тенĕ.
(5) Израиль ывăлĕсем çавăнта килнĕ ытти çынпа пĕрле тырă илме пынă, мĕншĕн тесессĕн Ханаан çĕрĕнче выçлăх пулнă.
(6) Çав çĕршывра Иосиф пуçлăх пулнă; вăл çав çĕрти пĕтĕм халăха тырă сутса тăнă. Иосифăн пиччĕшĕсем пынă та ăна çĕре ÿксе пуççапнă.
(7) Иосиф хăйĕн пиччĕшĕсене курнă та вĕсене палласа илнĕ; анчах вĕсене палламан пек тунă, вĕсемпе сиввĕн калаçнă, вăл вĕсене: эсир ăçтан килтĕр? тенĕ. Вĕсем: Ханаан çĕрĕнчен тырă туянма килтĕмĕр, тенĕ.
(8) Иосиф хăйĕн пиччĕшĕсене палласа илнĕ, анчах лешĕсем ăна паллайман.
(9) Иосиф вара вĕсем çинчен курнă тĕлĕкĕсене асне илнĕ те вĕсене каланă: эсир — вăрттăн пăхса çÿрекенсем, эсир çак çĕрĕн хÿтлĕхсĕр вырăнĕсене пăхса кайма килнĕ, тенĕ.
(10) Вĕсем каланă: çук, ырă хуçамăр, санăн чурусем апат туянас тесе килнĕ; пэпир пурсăмăр та пĕр çын ачисем; эпир тÿрĕ çынсем; санăн чурусем нихăçан та вăрттăн пăхса
(çÿрекен пулман, тенĕ.
(12) Вăл вĕсене каланă: çук, эсир çак çĕрĕн хÿтлĕхсĕр вырăнĕсене пăхса кайма килнĕ, тенĕ.
(13) Вĕсем каланă: эпир, санăн чурусем, вуниккĕн пĕртăванччĕ, эпир Ханаан çĕрĕнчи пĕр çыннăн ывăлĕсем, акă халĕ кĕçĕнни хамăр аттепе юлчĕ, пĕри çухалчĕ, тенĕ.
(14) Иосиф вĕсене каланă: эсир вăрттăн пăхса çÿрекенсем тесе, çавнах каларăм ĕнтĕ сире;
(15) акă епле сăнаса пăхас сире: фараон пурăнăçĕпе тупа туса калатăп: кĕçĕн шăллăр çакăнта килмесессĕн, эсир кунтан тухаймăр;
(16) хăвăртан пĕрне килне ярăр, вăл шăллăра илсе килтĕр, ыттисене кунта тытса юлĕç; вара эсир тĕрĕс калани палăрĕ; фараон пурăнăçĕпе тупа тăватăп: апла пулмасассăн, эсир вăрттăн пăхса çÿрекенсем пулатăр, тенĕ.
(17) Вара вĕсене виçĕ кунлăха хурал аллине панă.
(18) Виççĕмĕш кунне Иосиф вĕсене каланă: эпĕ Турăран хăратăп, эсир акă мĕн тăвăр, вара чĕрĕ юлăр:
(19) эсир тÿрĕ çынсем пулсассăн, пĕр тăванăр хăвăра хупса лартнă çуртрах юлтăр; ыттисем кайăр, килĕрйышăр выçă ларасран тырă леçсе парăр;
(20) хăвăр сăмахăрсем тÿрре тухчăр тесессĕн, сирĕн вилмелле ан пултăр тесессĕн, шăллăра ман патăма илсе килĕр, тенĕ. Вĕсем çапла тунă та.
(21) Вĕсем пĕрпĕрне каланă: шăллăмăра хирĕç çылăха кĕнĕшĕнех эпир асап куратпăр; вăл пире тархасланă чухне эпир унăн чунĕ асапланнине куртăмăр, çапах [ăна] итлемерĕмĕр; çавăншăнах çак хуйхă çитрĕ те пире, тенĕ.
(22) Рувим вĕсене хуравласа каланă: эпĕ сире: ачана хирĕç çылăха ан кĕрĕр тесе каламарăми? анчах эсир итлемерĕр; акă унăн юнне хамăртан шыраççĕ, тенĕ.
(23) Хăйсем вара Иосиф ăнланса тăнине пĕлмен; унпа вĕсем тăлмач урлă калаçнă.
(24) [Иосиф] вĕсем патĕнчен пăрăнса кайнă та йĕрсе янă. Унтан вĕсем патне пырса вĕсемпе калаçнă; кайран вĕсем хушшинчен Симеона уйăрса илсе, ăна вĕсен куçĕ умĕнчех çыхтарнă.
(25) Унтан Иосиф вĕсен
(миххисене тырă тултарма хушнă, вĕсем тÿленĕ кĕмĕле кашнийĕн миххине каялла чикме, вĕсене çул çине апатçимĕç парса яма хушнă. Çапла тунă та.
(26) Вĕсем хăйсен тыррине ашакĕсем çине тиенĕ те унтан тухса кайнă.
(27) Çĕр каçма чарăнсассăн, вĕсенчен пĕри ашакне апат парас тесе миххине салтнă та хăйĕн кĕмĕлĕ михĕре çиелтех выртнине курах кайнă,
(28) вара хăйĕн тăванĕсене каланă: манăн кĕмĕле каялла парса янă; акă вăл манăн миххĕмрех, тенĕ. Вĕсен чĕри шуйханса ÿкнĕ, вĕсем чĕтресе пĕрпĕрне каланă: Турă пире мĕн турĕ капла? тенĕ.
(29) Вĕсем Иаков патне, хăйсен ашшĕ патне, Ханаан çĕрне çитнĕ те хăйсем мĕн курнине пурне те ăна каласа панă, вĕсем каланă:
(30) çав çĕрте пуç пулса тăраканĕ пирĕнпе сиввĕн калаçрĕ, пире çав çĕре вăрттăн пăхса çÿрекенсем вырăнне хучĕ.
(31) Эпир ăна каларăмăр: эпир тÿрĕ çынсем; эпир нихăçан та вăрттăн пăхса çÿрекен пулман;
(32) эпир хамăр аттемĕрĕн ывăлĕсем, эпир вуникĕ тăван; пĕри çухалчĕ, кĕçĕнни халĕ аттемĕрпе пĕрле Ханаан çĕрне юлчĕ, терĕмĕр.
(33) Çав çĕрте пуçлăх пулса тăраканĕ пире каларĕ: эсир тÿрĕ çынсем иккенне эпĕ акă епле пĕлĕп: хăвăрăн пĕр тăванăра эсир ман патăма хăварăр, килĕрйышăр выçă ларасран ыттисем тырă илсе кайăр,
(34) ман патăма кĕçĕн шăллăра илсе килĕр; эпĕ вара эсир тÿрĕ çынсем иккенне, вăрттăн пăхса çÿрекенсем маррине пĕлĕп; тăванăра хăвăрах парăп, эсир ĕнтĕ çак çĕрте çÿреме те пултарăр, терĕ, тенĕ.
(35) Вĕсем миххисене пушатма тытăннă та, акă кашнийĕн миххинче кĕмĕл çыххи, хăйĕн кĕмĕлĕ, выртать. Кĕмĕл çыххийĕсене вĕсем хăйсем те, вĕсен ашшĕ те курнă, пурте хăраса ÿкнĕ.
(36) Иаков, ашшĕ, вĕсене каланă: эсир мана ачамсемсĕр тăратса хăвартăр: Иосиф çук, Симеон та çук, Вениамина та илсе каяс тетĕр,— ĕнтĕ пĕтĕм инкек манăн пуçăм çине! тенĕ.
(37) Рувим хăйĕн ашшĕне çапла тесе каланă:
(эпĕ Вениамина сан патна илсе килмесессĕн, манăн икĕ ывăлăма вĕлер; ăна халĕ манăн аллăма пар, эпĕ ăна сана каялла тавăрса парăп, тенĕ.
(38) Иаков каланă: манăн ывăлăм сирĕнпе пĕрле каяймĕ, мĕншĕн тесессĕн унăн пиччĕшĕ вилчĕ, вăл пĕччен юлчĕ; эсир каяс çул çинче ăна пĕрпĕр инкек пулас пулсассăн, эсир мана ватăлмалăх кунăмра хуйхăртсах тупăка кĕртетĕр, тенĕ.
43
(1) Çĕр çинче выçлăх хаярлансах çитнĕ.
(2) Вĕсем Египетран илсе килнĕ тыррине çисе пĕтерсессĕн, ашшĕ вĕсене каланă: татах кайăр, хамăр валли кăштах тырă илсе килĕр, тенĕ.
(3) Иуда ăна çапла тесе каланă: леш çын пире татсах каласа хучĕ, хăвăрпа пĕрле шăллăр пулмасассăн, манăн куçăм умне ан курăнăр, терĕ.
(4) Эсĕ шăллăмăра пирĕнпе пĕрле ярсассăн, сана тырă илсе килсе парăпăр,
(5) ямасассăн — каймастпăр, мĕншĕн тесессĕн леш çын пире: хăвăрпа пĕрле шăллăр пулмасассăн, манăн куçăм умне ан курăнăр, терĕ, тенĕ.
(6) Израиль каланă: çав çынна хăвăрăн тата кĕçĕн шăллăр пур тесе мана мĕншĕн çав тĕрлĕ усал тумалла пулнăши сирĕн? тенĕ.
(7) Вĕсем каланă: вăл çын пирĕн çинчен, пирĕн йăхкăк çинчен ыйтса тĕпчерĕ, вăл: аçăр пурăнатьиха? тата сирĕн тăванăр пури? терĕ. Эпир ăна çапла ыйтнăран каласа патăмăр. Эпир вăл «шăллăра илсе килĕр» теессе пĕлнĕимха? тенĕ.
(8) Иуда хăйĕн ашшĕне Израиле каланă: кĕçĕн ачуна манпа пĕрле яр, эпир тăрăпăр та кайăпăр, эпир те, эсĕ те, пирĕн ачамăрсем те сывă пулăпăр, вилмĕпĕр;
(9) уншăн эпĕ явап тытăп, ăна эсĕ манăн аллăмран ыйтса илĕн; эпĕ ăна сан патна илсе килмесессĕн, ăна санăн куçу умне тăратмасассăн, эпĕ санăн умăнта пĕтĕм кунçулăм тăршшĕпе айăплă пулăп;
(10) чăрманкаласа тăман пулсассăн, ĕнтĕ икĕ хут та кайса килнĕ пулăттăмăр, тенĕ.
(иИзраиль, ашшĕ, вĕсене çапла каланă: апла пулсассăн акă мĕн тăвăр: хăвăрпа
(пĕрле çак çĕр çимĕçĕсене илсе кайăр та çав çынна бальзам тата пыл, стиракса тата латăн, фисташка тата миндаль мăйăрĕ парне парăр;
(12) аллăра кĕмĕл, урăх кĕмĕл, илĕр, унччен миххĕрсене каялла чиксе янă кĕмĕле хăвăр аллăрпах тавăрса парăр: тен, ку астăваймасăр пулнă пулĕ; "хăвăрăн шăллăра та илĕр, вара каллех çав çын патне тăрса тухса кайăр;
(14) Пурне те Тума Пултаракан Турă сире çав çынран ырăлăх тупма патăр: вăл сире тепĕр тăванăра та, Вениамина та парса ятăрччĕ, манăн ачамсемсĕр тăрса юлмалла пулсассăн, ачамсемсĕрех тăрса юлам эппин, тенĕ.
(15) Вара çав çынсем çак парнесене илнĕ, аллине икĕ хут ытла кĕмĕл илнĕ, Вениамина та илнĕ, вара тапранса Египета тухса кайнă та Иосиф умне пырса тăнă.
(16) Иосиф, вĕсем хушшинче Вениамина [хăйĕн пĕртăванне, хăйĕн амăшĕн ывăлне] курсассăн, хăйĕн çурт пуçлăхне каланă: çак çынсене пÿрте илсе кĕр те мĕнле те пулин выльăх пусса пĕçерсехатĕрлесе хур, çак çынсем кăнтăрла манпа пĕрле апатланĕç, тенĕ.
(17) Çынни Иосиф каланă пек тунă, вăл ку çынсене Иосиф çуртне илсе кĕнĕ.
(18) Ку çынсем хăйсене Иосиф çуртне илсе кĕнинчен хăраса ÿкнĕ, вĕсем каланă: ĕнтĕ пире унччен хамăр михĕсене каялла чиксе янă кĕмĕлшĕн илсе кĕчĕç, пире тăрăнса, пире тапăнасшăн та пире чурана илесшĕн, пирĕн ашаксене те илесшĕн, тенĕ.
(19) Вĕсем Иосиф çурчĕн пуçлăхĕ патне пынă та пÿрт алăкĕ умĕнче унпа сăмах тапратса
(20) каланă: эй ырă хуçамăр, итлеха: эпир унччен те тырă илме килнĕччĕ,
(21) ун чухне çакăн пек пулса тухрĕ: çĕр каçма чарăнтăмăр та, хамăр михĕсене салтрăмăр та — акă кашнийĕн миххинче, çиелтех, хăйĕн кĕмĕлĕ, кĕмĕлĕ эпир виçсе панă чухлехчĕ, эпир ăна хамăр аллăмăрпах каялла тавăрса паратпăр;
(22) тырă илме вара эпир урăх кĕмĕл илсе килтĕмĕр, унччен пирĕн
(кĕмĕле пирĕн михĕсене кам чиксе янине эпир пĕлместпĕр, тенĕ.
(23) Вăл каланă: лăпланăр, ан хăрăр; сирĕн миххĕрсене Туррăр, хăвăр аçăрăн Турри, мул хурса янă; сирĕн леш кĕмĕлĕр ман пата çитрĕ, тенĕ. Унтан вăл вĕсем патне Симеона илсе пынă.
(24) Çав çын вĕсене Иосиф пÿртне илсе кĕнĕ те шыв панă, вĕсем урисене çунă; вĕсен ашакĕсене те апат панă.
(25) Кăнтăрла тĕлне, Иосиф килнĕ çĕре, вĕсем парнесем хатĕрлесе хунă, вĕсем ĕнтĕ хăйсем çавăнта çăкăр çиессине илтнĕ.
(26) Иосиф килне таврăннă; вĕсем хăйсен аллинчи парнисене унăн килне илсе пынă та ăна çĕре ÿксе пуççапнă.
(27) Вăл вĕсенчен сывлăхĕ çинчен ыйтса пĕлнĕ те каланă: хăвăр каланă ватă аçăр сывахи? пурăнатьиха вăл? тенĕ.
(28) Вĕсем каланă: санăн чуру, пирĕн аттемĕр, сывă тăрать, пурăнатьха, тенĕ. [Вăл: çав çынна Турă пилленĕ, тенĕ.] Вĕсем чĕркуçленнĕ, çĕре ÿксе пуççапнă.
(29) [Иосиф] пуçне çĕклесе пăхнă та Вениамина — хăйĕн пĕртăванне, хăйĕн амăшĕн ывăлне — курса каланă: эсир мана каланă кĕçĕн шăллăр çакăи? тенĕ. Унтан: Турă ырăлăхĕ санпа пĕрле пултăр, ывăлăм! тенĕ.
(30) Иосиф васкаса тухса кайнă, мĕншĕн тесессĕн шăллĕне юратнипе унăн чунчĕри вутла хыпса илнĕ, вăл йĕрсе яма хатĕр пулнă; вăл, шалти пÿлĕмне кĕрсе, çавăнта йĕнĕ.
(31) Унтан питнекуçне çуса гухнă та кăмăлне пусарса: çиме парăр, тенĕ.
(32) Апатне Иосифа хăйне уйрăм, кусене хăйсене уйрăм, унпа пĕрле апатланакан Египет çыннисене хăйсене уйрăм панă, мĕншĕн тесессĕн Египет çыннисем еврейсемпе пĕрле çимеççĕ, Египет çыннисемшĕн ку ирсĕр ĕç шутланать.
(33) Вĕсем унăн умĕнче асли аслине кура, кĕçĕнни кĕçĕннине кура ларса тухнă, çак çынсем пĕрпĕринпе тĕлĕнсе ларнă.
(34) Иосиф вĕсене хăйĕн сĕтелĕ çинчи апата партарса тăнă, Вениамин пайĕ ыттисен пайĕнчен пилĕк хут ытларах пулнă. Вĕсем ĕçнĕ, унпа пĕрле чылаях ĕçнĕ.
44
(1) [Иосиф] хăйĕн çурт пуçлăхне хушса каланă: çак çынсенĕн миххисене хăйсем йăтса кайма пултарнă таран тырă тултар, кашнийĕн кĕмĕлне каялла хăйĕн миххине хур,
(2) кĕçĕннийĕн миххине вара хăй илнĕ тырăшăн тÿленĕ кĕмĕлпе пĕрле манăн куркама, кĕмĕл куркама, чиксе хур, тенĕ. Лешĕ Иосиф каласа хунă пекех тунă.
(3) Ирхине, тул çутăлсассăн, ку çынсене хăйсене те, вĕсен ашакĕсене те кăларса янă.
(4) Вĕсем хуларан аякках та каяйман, Иосиф хăйĕн çурт пуçлăхне каланă: кай та хăваласа çит çав çынсене, хăваласа çитсессĕн кала вĕсене: мĕншĕн эсир ырăшăн усалпа тавăратăр? [мĕншĕн манăн кĕмĕл куркана вăрларăр?] те.
(5) Ара, ку манăн хуçамăн курки мари? вăл унпа ĕçмести? ун çине пăхса юмламастьи? Эсир капла начар турăр, те, тенĕ.
(6) Лешĕ вĕсене хăваласа çитнĕ те çак сăмаха каланă.
(7) Вĕсем ăна каланă: пирĕн хуçамăр мĕншĕн çапла калатьха? Çук, санăн чурусем ун пек ĕç тăвас çук.
(8) Акă эпир хамăр михĕсенче тупнă кĕмĕле те сана Ханаан çĕрĕнчен каялла илсе килсе патăмăр: еплеха эпир санăн хуçу çуртĕнчен кĕмĕл е ылтăн вăрлама пултарнă?
(9) Хăвăн чурусем хушшинче [курка] камра тупăнĕ, çав çынна вилĕм çиттĕр, эпир те хамăр хуçамăр чурисем пулăпăр, тенĕ.
(10) Вăл каланă: юрĕ; хăвăр епле каларăр, çапла пултăр: [куркана] илекенĕ манăн чура пулĕ, ыттисем айăплă пулмăр, тенĕ. пВĕсем харпăр хăй миххине хăвăртрах çĕре антарса лартнă та уçса хунă.
(12) Вăл вĕсене аслинчен пуçласа кĕçĕннине çитичченех ухтарса тухнă; курка Вениамин миххинче тупăннă.
(13) Вĕсем хăйсен çийĕнчи тумтирĕсене туртса çурнă та, харпăр хăй çĕклемне ашакĕ çине тиесе, каялла хулана таврăннă.
(14) Иудăпа унăн тăванĕсем Иосиф çуртне пынă, Иосиф ун чухне килĕнчех пулнăха, вĕсем ун умне çĕре ÿкнĕ.
(15) Иосиф вĕсене
(каланă: эсир капла мĕн турăр? ман пек çын çакна сисме пултарасса эсир пĕлменимĕн? тенĕ.
(16) Иуда каланă: хамăр хуçамăра пирĕн мĕн каласха? мĕн теесха? мĕнле тÿрре тухасха? Турă санăн чурусен суйине тупрĕ; акă эпир пурсăмăр та, камăн аллинче курка тупнă — çавă та, хамăр хуçамăрăн чури пулатпăр, тенĕ.
(17) Анчах [Иосиф] çапла каланă: çук, эпĕ апла тăвассăм çук; камăн аллинче курка тупăннă, çавă манăн чура пулĕ, эсир лăпланса хăвăр аçăр патне кайăр, тенĕ.
(18) Иуда ун патне çывăха пынă та каланă: эй хуçамăм, хăвăн чуруна хамăн хуçама сăмах калама парсамччĕ, хăвăн чуруна ан çилленсемччĕ: эсĕ фараонпа пĕрехçке.
(19) Манăн хуçамăм хăйĕн чурисенчен: сирĕн аçăр е тăванăр пури? тесе ыйтсаччĕ.
(20) Эпир хамăр хуçамăра каларăмăр: пирĕн ватăлса çитнĕ аттемĕр пур, [унăн] ватăлмалăх кунĕнче çуралнă кĕçĕн ывăлĕ пур, унăн пĕртăванĕ вилчĕ, вăл вара амăшĕнчен пĕчченех тăрса юлчĕ, ашшĕ ăна юратать, терĕмĕр.
(21) Эсĕ хăвăн чурусене каларăн: илсе килĕр ăна ман патăма, курам ăна, терĕн.
(22) Эпир хамăр хуçамăра каларăмăр: ача хăйĕн ашшĕне пĕччен хăвараймасть, вăл ашшĕнчен уйăрăлса кайсассăн, ашшĕ вилет, терĕмĕр.
(23) Анчах эсĕ хăвăн чурусене каларăн: сирĕнпе пĕрле кĕçĕн шăллăр килмесессĕн, эсир урăх манăн куçăм умне ан курăнăр, терĕн.
(24) Эпир, санăн чуру патне, хамăр аттемĕр патне, çитсессĕн, ăна хамăр хуçамăрăн сăмахне каласа патăмăр.
(25) Пирĕн атте: татах кайăр, кăштах тырă илсе килĕр, терĕ.
(26) Эпир каларăмăр: пирĕн кайма юрамасть; пирĕнпе пĕрле кĕçĕн шăллăмăр пырсассăн кайăпăр, мĕншĕн тесессĕн пирĕнпе пĕрле кĕçĕн шăллăмăр пулмасассăн, пирĕн çав çыннăн куçне курăнма юрамасть, терĕмĕр.
(27) Санăн чуру, пирĕн атте, пире каларĕ: эсир манăн арăмăм мана икĕ ывăл çуратса панине пĕлетĕр;
(28) пĕри мана пăрахса кайрĕ, эпĕ: ăна тис
(кер кайăк çурса пăрахрĕ ахăр, терĕм; эпĕ ăна çак таранчченех курмарăм;
(29) кăна та куçăм умĕнчен илсе кайсассăн, ăна пĕрпĕр инкек пулас пулсассăн, эсир мана ватăлмалăх кунăмра хуйхăртсах тупăка кĕртетĕр, терĕ.
(30) Халĕ эпĕ санăн чуру патне, хамăрăн аттемĕр патне, çитсессĕн, унăн чунĕ юратакан ачи пирĕнпе пĕрле пулмасассăн,
(31) вăл ачи çуккине курĕ те вилсе выртĕ; çапла санăн чурусем санăн чуруна, хамăрăн аттемĕре, ватăлмалăх кунĕнче кулянтарса тупăка кĕртĕç.
(32) Çитменнине тата эпĕ, санăн чуру, ачашăн атте умĕнче явап тытма пултăм, эпĕ: ăна сан патна илсе килмесессĕн, [ăна санăн куçу умне тăратмасассăн,] эпĕ аттем умĕнче пĕтĕм кунçулăм тăршшĕпе айăплă пулăп, терĕм.
(33) Çапла ĕнтĕ эпĕ, санăн чуру, ача вырăнне хам хуçамăм чури пулса юлам, ача вара хăйĕн пиччĕшĕсемпе пĕрле кайтăр,
(34) мĕншĕн тесессĕн, ача манпа пĕрле пулмасассăн, эпĕ аттем патне епле каям? апла эпĕ аттеме çитсе çапнă хурлăха курмалла пулатăп, тенĕ.
45
(1) Иосиф вара текех чăтса тăрайман, хăй тавра тăракан мĕнпур çын умĕнчех: ман патăмран пурне те кăларса ярăр! тесе кăшкăрса янă. Хăйне тăванĕсене паллаттарнă чухне Иосиф патĕнче никам та пулман.
(2) Вăл уласа йĕрсе янă, çакна Египет çыннисем те илтнĕ, фараон çуртĕнчисем те илтнĕ.
(3) Иосиф хăйĕн тăванĕсене каланă: эпĕ — Иосиф, манăн аттем сывăиха? тенĕ. Анчах тăванĕсем ăна хирĕç нимĕн те чĕнеймен: вĕсем ун умĕнче аванмарланса тăнă.
(4) Вара Иосиф хăйĕн тăванĕсене каланă: ман патăма çывăхарăрха, тенĕ. Вĕсем çывăха пырса тăнă. Вăл каланă: эпĕ — Иосиф, хăвăр Египета сутса янă тăванăр;
(5) анчах халĕ ĕнтĕ ан кулянăр, мана кунта сутса янăшăн ан ÿкĕнĕр: мана Турă сирĕн пурăнăçăра упрама сирĕн умăртан янă;
(6) çĕр çинче икĕ çул выçлăх пырать: тата пилĕк çул [юлать], çак çулсенче су
(халамĕç те, вырмĕç те;
(7) сире çĕр çинчен пĕтерес мар тесе, сирĕн пурăнăçăра тĕлĕнмелле хăтарса хăварас тесе, Турă мана сирĕн умăртан ячĕ.
(8) Çапла, мана кунта эсир яман, Турă янă, Вăл мана фараон ашшĕ туса хучĕ, унăн пĕтĕм килĕçурчĕн пуçлăхĕ турĕ, пĕтĕм Египет çĕрне тытса тăраканĕ турĕ.
(9) Хăвăртрах аттем патне кайăр та калăр ăна: санăн ывăлу Иосиф çапла калать, тейĕр: Турă мана пĕтĕм Египет пуçлăхĕ туса лартрĕ; ман патăма кил, ан вăрахла;
(10) эсĕ Гесем çĕрĕнче пурăнăн; эсĕ те, санăн ывăлусем те, ывăлусен ывăлĕсем те, вак выльăху та, шултăра выльăху та, санăн мĕн пурри йăлтах ман çывăхра пулĕ; исана çавăнта тăрантарса усрăп, мĕншĕн тесессĕн выçлăх тата пилĕк çул пулмалла, эсĕ, санăн кил-йышу, санăн мĕн пурри вара çука юлмĕ, тейĕр.
(12) Çакна сире хам чĕлхеçăварăмпа каланине сирĕн куçăр та, манăн пĕртăванăм Вениамин куçĕ те курать;
(13) аттеме манăн Египетри пĕтĕм чапăм çинчен, хăвăр мĕн курни çинчен пурне те каласа парăр, аттеме хăвăртрах кунта илсе килĕр, тенĕ.
(14) Вăл Вениамина, хăйĕн шăллĕне, мăйĕнчен ыталаса илсе йĕрсе янă; Вениамин та унăн мăйĕнчен уртăнса йĕнĕ.
(15) Вăл хăйĕн пур тăванне те чуптуса тухнă, вĕсене ыталаса йĕнĕ. Унтан тăванĕсем унпа калаçнă.
(16) Иосиф тăванĕсем килни çинчен фараон çуртне те хыпар çитнĕ, фараон хăй те, унăн чурисем те çакăншăн кăмăллă пулнă.
(17) Фараон Иосифа каланă: хăвăн тăванусене кала: эсир акă çапла тăвăр: выльăхăрсем çине [тырă] тийĕр те Ханаан çĕрне кайăр, те;
(18) хăвăр аçăра, килĕрйышăра илĕр те ман патăма тухса килĕр; эпĕ сире Египет çĕрĕнче чи лайăх [вырăн] парăп, эсир паха çĕр çимĕçĕ çисе пурăнăр, те.
(19) Сана тата калама хушатăп: çапла тăвăр: хăвăр ачăрсем валли, хăвăр арăмăрсем валли Египет çĕрĕнчен чаплă урапасем илсе кайăр, аçăра илĕр те кунта
(килĕр;
(20) хăвăр япалăрсене ан хĕрхенĕр, эпĕ сире пĕтĕм Египет çĕрĕнчи чи лайăх япаласене парăп, те, тенĕ.
(21) Израиль ывăлĕсем çапла тунă та. Фараон хушнипе Иосиф вĕсене чаплă урапасем панă, çул çине мĕн кирлине парса янă,
(22) улăштарса тăхăнма пурне те тумтир панă, Вениамина вара виççĕр сикль кĕмĕл тата улăштарса тăхăнма пилĕк тумтир панă;
(23) ашшĕ валли те вунă ашак çине Египет çĕрĕнчи чи лайăх япаласем тиесе янă, ашшĕ валли çула тухмашкăн вунă ама ашак çине тырă, çăкăр тата тĕрлĕ апатçимĕç тиесе янă.
(24) Вара тăванĕсене ăсатса янă, вĕсем кайнă. Вĕсене: çул çинче ан хирĕçĕр, тенĕ.
(25) Вĕсем Египетран тухса кайнă та Иаков патне, хăйсен ашшĕ патне, Ханаан çĕрне пырса çитнĕ,
(26) вара ăна çапла каласа пĕлтернĕ: [санăн ывăлу] Иосиф чĕрĕ, халĕ вăл пĕтĕм Египет çĕрĕнче пуçлăх пулса тăрать, тенĕ. Анчах унăн чĕри вăрка пуçланă, вăл вĕсене ĕненме те пултарайман.
(27) Вĕсем ăна хăйсене Иосиф каласа янă сăмахсене пурне те каласа панă, вăл ĕнтĕ хăйне илсе каймашкăн Иосиф парса янă чаплă урапасене те курнă, вара Иаковăн, вĕсен ашшĕн, чунĕ хĕпĕртесе кайнă,
(28) вара Израиль каланă: [мана ку] çитет ĕнтĕ, Иосиф ывăлăм чĕрĕ иккен-ха; хам виличчен кайса курам ăна, тенĕ.
46
(1) Хăйĕн мĕн пуррине йăлтах илсе, Израиль тапранса тухнă, Вирсавияна çитнĕ те хăйĕн ашшĕн Исаакăн Туррине парнесем кÿнĕ.
(2) Израиле çĕрле Турă курăннă, ăна каланă: Иаков! Иаков! тенĕ. Вăл: эпĕ кунтах, тенĕ.
(3) Турă каланă: Эпĕ Турă, санăн аçун Турри; Египета кайма ан хăра, Эпĕ унта санран аслă халăх кăларăп;
(4) Эпĕ санпа пĕрле Египета пырăп, Эпех сана каялла илсе тухăп. Санăн куçна Иосиф хăй аллипе хупĕ, тенĕ.
(5) Иаков Вирсавияран тапранса кайнă; Израиль ывăлĕсем хăйсен ашшĕне Иакова, хăй
(сен ачипăчине, хăйсен арăмĕсене фараон Иакова илсе пыма парса янă чаплă урапасем çине лартса илсе кайнă.
(6) Вĕсем хăйсен выльăхĕчĕрлĕхне тата Ханаан çĕрĕнче пуçтарнă пурлăхне илсе Египета çитнĕ, — Иаков хăй те, унпа пĕрле унăн мĕнпур йăхĕ те çитнĕ.
(7) Вăл хăйпе пĕрле хăйĕн ывăлĕсене, ывăлĕсен ывăлĕсене, хăйĕн хĕрĕсене, хĕрĕсен хĕрĕсене, хăйĕн мĕнпур йăхне Египета ертсе килнĕ.
(8) Египета çитнĕ Израиль ывăлĕсен ячĕсем çаксем: Иаковпа унăн ывăлĕсем. Иаковăн малтанхи ывăлĕ Рувим.
(9) Рувим ывăлĕсем: Ханох тата Фаллу, Хецрон тата Харми.
(10) Симеон ывăлĕсем: Иемуил тата Иамин, тата ОГад, тата Иахин, тата Цохар, тата Ханаан арăмĕн ывăлĕ Саул. иЛевий ывăлĕсем: Гирсон, Кааф тата Мерари.
(12) Иуда ывăлĕсем: Ир тата Онан, тата Шела, тата Фарес, тата Зара; Ирпа Онан Ханаан çĕрĕнчех вилнĕ. Фарес ывăлĕсем Есром тата Хамул пулнă.
(13) Иссахар ывăлĕсем: Фола тата Фува, Иов тата Шимрон.
(14) Завулон ывăлĕсем: Серед, Елон тата Иахлеил.
(15) Çаксем Лия Иакова Месопотамире çуратса панă ывăлĕсем, Лия тата Дина ятлă хĕрне çуратса панă. Ывăлĕсемпе хĕрĕсем мĕнпурĕ вăтăр виçĕ чун пулнă.
(16) Гад ывăлĕсем: Цифион тата Хагги, Шуни тата Эцбон, Ери тата Ароди, тата Арели.
(17) Асир ывăлĕсем: Имна тата Ишва, тата Ишви, тата Бриа, тата вĕсенĕн йăмăкĕ Серах. Бриа ывăлĕсем: Хевер тата Малхиил.
(18) Кусем Лаван хăйĕн хĕрне Лийăна парса янă Зелфăн ывăлĕсем; Зелфа Иакова вунултă чун çуратса панă.
(19) Рахилĕн, Иаков арăмĕн, ывăлĕсем: Иосиф тата Вениамин.
(20) Египет çĕрĕнче Иосифăн Манассияпа Ефрем çуралнă, вĕсене ăна АсенЕфа — Потиферăн, Илиополь хули апăсĕн, хĕрĕ — çуратса панă.
(21) Вениамин ывăлĕсем: Бела, Бехер тата Ашбел; [Бела ывăлĕсем:] Гера тата Нааман, Ехи тата Рош, Муппим тата Хуппим, тата Ард.
(22) Кусем Рахиль Иакова çуратса панă ывăлĕсем, пурĕ вунтăватă чун.
(23) Дан ывăлĕ: Хушим.
(24) Неффалим ывăлĕсем: Иахцеил тата Гуни, тата Иецер, тата Шиллем.
(25) Кусем Лаван хăйĕн хĕрне Рахиле парса янă Валлăн ывăлĕсем; вăл Иакова пурĕ çичĕ чун çуратса панă.
(26) Иаковпа пĕрле Египета пынисем, унран çуралса ÿснисем, Иаков ывăлĕсен арăмĕсене шутламасассăн, пурĕ утмăл ултă чун.
(27) Иосифăн Египетра çуралнă ывăлĕсем икĕ чун. Иаковăн [хăйпе пĕрле] Египета куçнă кил-йышĕ мĕнпурĕ çитмĕл [пилĕк] чун.
(28) Иосиф Гесем çулне кăтарттăр тесе, Иаков Иудăна хăй умĕнчен Иосиф патне янă. Вĕсем Гесем çĕрне çитнĕ.
(29) Иосиф хăйĕн чаплă урапине кÿлтернĕ те хăйĕн ашшĕне Израиле кĕтсе илмешкĕн Гесем çĕрне кайнă; ашшĕне курсассăн, ăна ыталаса илнĕ те унăн ытамĕнче чылайччен йĕнĕ.
(30) Израиль Иосифа каланă: халĕ ĕнтĕ, санăн сăнна курнă хыççăн, эсĕ чĕрех иккенне курнă хыççăн, манăн вилсессĕн те юрать, тенĕ.
(31) Иосиф хăйĕн тăванĕсене, ашшĕн кил-йышне каланă: эпĕ каям та фараона хыпар тăвам, ăна: манăн Ханаан çĕрĕнче пурăнакан тăванăмсем, манăн аттемĕн кил-йышĕ ман патăма килчĕç, теем;
(32) çак çынсем — сурăх кĕтÿçисем, вĕсем выльăх усракан çынсем; вĕсем хăйсен вак выльăхне те, шултăра выльăхне те, хăйсен мĕн пуррине йăлтах илсе килнĕ, теем.
(33) Фараон сире чĕнтерсе: эсир мĕн ĕç туса пурăнатăр? тесе ыйтсассăн,
(34) хăвăра Гесем çĕрне вырăнаçтарччăр тесе, эсир çапла калăр: эпир, санăн чурусем — хамăр та, пирĕн аттесем те — мĕн ачаранпах выльăх пăхатпăр, тейĕр. Мĕншĕн тесессĕн сурăх кĕтекен кирек кам та Египет çыннисемшĕн ирсĕр, тенĕ.
47
(1) Иосиф вара фараон патне пынă та хыпар тунă, вăл каланă: манăн аттем, манăн тăванăмсем хăйсен
(вак выльăхĕпе, шултăра выльăхĕпе, хăйсен мĕн пуррине йăлтах хăйсемпе пĕрле илсе Ханаан çĕрĕнчен килчĕç; акă ĕнтĕ вĕсем халĕ Гесем çĕрĕнче, тенĕ.
(2) Вăл хăйĕн тăванĕсенчен пиллĕкĕшне фараон умне илсе пырса тăратнă.
(3) Фараон унăн тăванĕсене каланă: эсир мĕн ĕçлесе пурăнатăр? тенĕ. Вĕсем фараона каланă: эпир, санăн чурусем — хамăр та, пирĕн аттесем те — сурăх кĕтÿçисем, тенĕ.
(4) Вĕсем фараона тата каланă: Ханаан çĕрĕнче хаяр выçлăх, унта хамăрăн, санăн чурусен, выльăхне кĕтме кĕтÿлĕх çук, çавăнпа эпир çак çĕрте пурăнас тесе килтĕмĕр; ĕнтĕ хăвăн чурусене Гесем çĕрне вырăнаçма ирĕк парсамччĕ, тенĕ.
(5) Вара фараон Иосифа каланă: аçупа тăванусем сан патна килнĕ;
(6) Египет çĕрĕ санăн умăнта; хăвăн аçупа тăванусене çак çĕре чи лайăх вырăна вырăнаçтар; вĕсем Гесем çĕрĕнче пурăнччăр; вĕсем хушшинче пултаруллă çынсем пуррине пĕлетĕн пулсассăн, вĕсене манăн выльăхчĕрлĕхе тĕрĕслесе тăракансем ту, тенĕ.
(7) Иосиф хăйĕн ашшĕне Иакова илсе пынă та фараон умне тăратнă; Иаков фараона пилленĕ.
(8) Фараон Иакова каланă: эсĕ пурăнан кунçул миçе çул пулать ĕнтĕ? тенĕ.
(9) Иаков фараона каланă: эпĕ çĕр çинче çÿре пуçлани çĕр вăтăр çул ĕнтĕ; эпĕ пурăннă кунçул сахал та телейсĕр пулчĕ, хамăн аттесем çÿресе ирттернĕ кунçула çитеймерĕ, тенĕ.
(10) Вара Иаков фараона пилленĕ те ун патĕнчен тухса кайнă. пИосиф хăйĕн ашшĕпе тăванĕсене вырăнаçтарнă, вĕсене, фараон хушнă пек, Египет çĕрĕнчи чи лайăх çĕрте, Раамсес çĕрĕнче, вырăн панă.
(12) Иосиф хăйĕн ашшĕне, тăванĕсене, ашшĕн пĕтĕм кил-йышне — кашни кил-йыша мĕн чухлĕ кирлĕ, çав таран — тырă парса тăнă.
(13) Пĕтĕм çĕр çинче тырă пулман, мĕншĕн тесессĕн выçлăх хаярланнăçемĕн хаярланса пынă; выçлăхпа Египет çĕрĕ те,
(Ханаан çĕрĕ те хăрăнса çитнĕ.
(14) Иосиф Египет çĕрĕнчи тата Ханаан çĕрĕнчи мĕнпур кĕмĕле, тырăшăн тÿленĕ кĕмĕле, пĕтĕмпех пуçтарнă та фараон килне панă.
(15) Египет çĕрĕнче те, Ханаан çĕрĕнче те кĕмĕл юлман. Египет çыннисем пурте Иосиф патне пынă та каланă: пире тырă парсамччĕ; кĕмĕл пĕтнипе халĕ ĕнтĕ пирĕн сан умăнтах вилмеллеи? тенĕ.
(16) Иосиф каланă: кĕмĕлĕр пĕтрĕ пулсассăн, выльăхăра хăваласа килĕр, эпĕ сире выльăхăршăн [тырă] парăп, тенĕ.
(17) Вĕсем хăйсен выльăхне Иосиф патне хăваласа пынă; Иосиф вĕсене лашисемшĕн, вак выльăх кĕтĕвĕсемшĕн, шултăра выльăх кĕтĕвĕсемшĕн, ашакĕсемшĕн тырă панă; çав çулхине вăл вĕсене мĕнпур выльăхĕшĕн тырă парса тăнă.
(18) Ку çул иртсе кайнă; вĕсем тепĕр çулхине те ун патне пынă та каланă: кĕмĕл пĕтнине, пирĕн выльăх кĕтĕвĕсем хуçамăр аллине куçнине эпир хамăр хуçамăртан пытараймастпăр; ĕнтĕ хамăр ÿтсĕр пуçне, хамăр çĕрсĕр пуçне хуçамăр умĕнче пирĕн нимĕн те юлмарĕ;
(19) мĕншĕн пирĕн хамăрăн та, хамăрăн çĕрĕмĕрсен те санăн куçу умĕнчех пĕтесха? тырăшăн пире хамăра та, пирĕн çĕрсене те ил, вара эпир çĕрĕмĕнĕпех фараон чурисем пулăпăр, эсĕ пире вăрлăх пар, эпир чĕрĕ юлар, вилер мар, çĕр пушанса ан юлтăр, тенĕ.
(20) Вара Иосиф пĕтĕм Египет çĕрне фараон валли туяннă: выçлăх аптăратса çитернипе Египет çыннисем пурте хăйсен хирĕсене сутса янă. Çĕр фараона пулнă.
(21) Вăл халăха та Египетăн пĕр вĕçĕнчен пуçласа тепĕр вĕçне çитичченех чура туса хунă.
(22) [Иосиф] апăссен çĕрне çеç туянман, мĕншĕн тесессĕн апăссене фараон çĕрĕнчен пай татса панă, вĕсем фараон татса панă çĕртен тăранса пурăннă; çавăнпа вĕсем хăйсен çĕрне сутман.
(23) Вара Иосиф халăха каланă: акă эпĕ халĕ сире хăвăра та, сирĕн çĕрĕре те фараон валли илтĕм; акă сире вăрлăх, çĕре акса тухăр;
(24) вырса илсессĕн, пиллĕкĕмĕш пайне фараона парăр, тăватă пайĕ хăвăра хире акса хăварма, хăвăра, хăвăр килĕртисене тăранса пурăнма, хăвăр ачăрсене тăранса пурăнма юлĕ, тенĕ.
(25) Вĕсем: эсĕ пире вилĕмрен хăтартăн; ĕнтĕ хамăр хуçамăр куçĕ умĕнче ырăлăх тупар, фараон чури пулар, тенĕ.
(26) Иосиф çакна Египет çĕрĕнчи саккун туса хунă, вăл çак кунчченех çапла пырать: пиллĕкĕмĕш пая фараона памалла, апăссен çĕрĕнчен çеç фараона памалла мар, мĕншĕн тесессĕн ку — фараон çĕрĕ мар.
(27) Израиль Египет çĕрĕнче, Гесем çĕрĕнче, пурăннă, ку çĕр вĕсен пулнă, вĕсем ĕрченĕ, питĕ йышлăланса çитнĕ.
(28) Иаков Египет çĕрĕнче вунçичĕ çул пурăннă; Иаковăн ĕмĕрĕ, вăл пурăннă кунçул, çĕр хĕрĕх çичĕ çул пулнă.
(29) Израилĕн вилес вăхăчĕ çитнĕ, вăл хăйĕн ывăлне Иосифа чĕнсе илнĕ те ăна каланă: эпĕ санăн куçу умĕнче ырăлăх тупрăм пулсассăн, аллуна манăн пĕççĕм çине хур та: «сана ырă тăвăп, тĕрĕс пулăп, сана Египетра пытармăп» тесе тупа ту;
(30) эпĕ хамăн аттесемпе пĕрле выртам; эсĕ мана Египетран илсе тухăн та аттемсене пытарнă вырăна пытарăн, тенĕ. Иосиф: эсĕ каланă пек тăвăп, тенĕ.
(31) Тата каланă: мана тупа ту, тенĕ. Иосиф ăна тупа тунă. Вара вырăн çинче выртакан Израиль пуçне тайса илнĕ*.
48
(1) Кăштах вăхăт иртсессĕн Иосифа каланă: акă санăн аçу чирлĕ выртать, тенĕ. Вăл хăйпе пĕрле икĕ ывăлне, Манассияпа Ефрема, илнĕ [те Иаков патне кайнă].
(2) Иакова хыпар туса каланă: акă сан патна Иосиф ывăлу килет, тенĕ. Израиль хăйĕн халне пухса вырăнĕ çине тăрса ларнă.
(3) Иаков Иосифа каланă: Пурне те Пултаракан Турă мана Лузра — Ханаан çĕрĕнче — курăнса, мана пиллерĕ,
(4) Вăл мана каларĕ: акă Эпĕ сана ĕрчетĕп, сана йышлă тăвăп, санран темĕн чухлĕ тĕрлĕ халăх кăларăп, çак çĕре сан хыççăн килес тăхăмна ĕмĕрлĕхе еткерлĕхе парăп, терĕ.
(5) Халĕ ĕнтĕ санăн икĕ ывăлу — сана Египетра çуратса панăскерсем, эпĕ сан патна Египета киличчен çуралнăскерсем — манăн ывăлсем вĕсем; Рувимпа Симеон пекех, Ефремпа Манассия манăн пулĕç;
(6) вĕсем хыççăн çуралас ачусем вара санăн пулĕç; вĕсем хăйсен пиччĕшĕсен ячĕпе вĕсен еткер çĕрне ята кĕрĕç.
(7) Эпĕ Месопотамирен таврăннă чухне Ханаан çĕрĕнче, çул çинче, Ефрафăна çитесси кăшт çеç юлсассăн, манăн Рахилĕм [санăн аннÿ] вилчĕ, эпĕ ăна унта Ефрафăна — хальхи Вифлеема — каякан çул хĕррине пытарса хăвартăм, тенĕ.
(8) Израиль Иосиф ывăлĕсене курнă та: кусем камсем? тенĕ.
(9) Иосиф хăйĕн ашшĕне каланă: кусем — Турă мана кунта панă ывăлăмсем, тенĕ. [Иаков] каланă: вĕсене ман патăма çывăхарах илсе килха, вĕсене пиллем эпĕ, тенĕ.
(10) Ватăлнипе Израилĕн куçĕ йăвашланнă; вăл витĕрех курайман. Иосиф вĕсене ун патне илсе пынă, Израиль вĕсене чуптуса, ыталаса илнĕ. пИзраиль Иосифа каланă: эпĕ санăн сăнна курасса сунманччĕ; акă Турă мана санăн ачусене те кăтартрĕ, тенĕ.
(12) Иосиф, вĕсене Иаков чĕрçийĕ патĕнчен аяккарах тăратса, ашшĕне çĕре ÿксе пуççапнă.
(13) Унтан Иосиф [хăйĕн ывăлĕсене] иккĕшне те çавăтнă та Ефрема хăйĕн сылтăм аллипе тытса Израилĕн сулахай аллине хирĕç, Манассияна сулахай аллипе тытса Израилĕн сылтăм аллине хирĕç пырса тăратнă.
(14) Анчах Израиль хăйĕн сылтăм аллине тăснă та ăна Ефрем пуçĕ çине, кĕçĕннин пуçĕ çине, хунă, сулахаййине Манассия пуçĕ çине хунă. Манассия малтанхи ывăл пулнă пулин те, çавна пĕлсех вăл аллисене çапла хунă.
(15) Вăл Иосифа пиллесе каланă: манăн Авраампа Исаак аттемсем Турă умĕнче çÿренĕ, çав Турă, мана мĕн çуралнăранпа çак кунччен пăхса усракан Турă,
(16) мана пур тĕрлĕ
(усалтан хăтарса тăракан Ангел çак ачасене пиллетĕр; манăн ятăмпа Авраампа Исаак аттемсен ячĕсем вĕсем çинче пулччăр, вĕсем çĕр çинче темĕн чухлĕ ĕрчесехунаса кайччăр, тенĕ.
(17) Иосиф хăйĕн ашшĕ сылтăм аллине Ефрем пуçĕ çине хунине курнă; вăл çакăншăн пăшăрханса ÿкнĕ. Вара вăл ашшĕн аллине тытнă та ăна Ефрем пуçĕ çинчен Манассия пуçĕ çине илсе хума тăнă,
(18) Иосиф хăйĕн ашшĕне каланă: эй аттем, апла мар, малтанхи — акă, хăвăн сылтăм аллуна унăн пуçĕ çине хурсам, тенĕ.
(19) Анчах ашшĕ килĕшмен, вăл: пĕлетĕп, ывăлăм, пĕлетĕп; унран та халăх тухĕ, вăл та аслă пулĕ; анчах унăн шăллĕ унран аслăрах пулĕ, унăн вăрлăхĕнчен йышлă халăх тухĕ, тенĕ.
(20) Çав кун вăл вĕсене çапла каласа пилленĕ: сирĕн ятăрсем Израильшĕн пиллĕх пек пулĕç, Израиль ывăлĕсем: «Турă сана Ефремпа Манассия пек тутăр» тесе пиллĕç, тенĕ. Вара Ефрема Манассияран аслă туса хунă.
(21) Израиль Иосифа каланă: акă эпĕ вилетĕп; Турă сирĕнпе пĕрле пулĕ, сире хăвăр аçăрсен çĕрне каялла тавăрĕ;
(22) сана эпĕ, хăвăн тăванусенчен ирттерсе, пĕр пай ытларах çĕр паратăп, эпĕ ăна аморрейсен аллинчен хам хĕçĕмпе, хам уххăмпа туртса илтĕм, тенĕ.
49
(1) Иаков хăйĕн ывăлĕсене чĕнсе илнĕ те каланă: пухăнăр, эпĕ сире килес кунсенче хăвăра мĕн пулассине каласа хăварам.
(2) Эй Иаков ывăлĕсем, пуçтарăнăр та итлĕр, хăвăр аçăра, Израиле, итлĕр.
(3) Эй Рувим, малтанхи ывăлăм манăн! эсĕ — манăн тĕрекĕм, вăйхалăмăн малтанхи çимĕçĕ эсĕ, пысăк чыслă, пысăк хăватлă эсĕ;
(4) анчах эсĕ шыв пек чарусăр кĕрлерĕн, халĕ ĕнтĕ асли, çÿлти пулаймăн: эсĕ аçу вырăнĕ çине хăпартăн, çапла хăпарса, манăн вырăнăма ирсĕрлетрĕн.
(5) Симеонпа Левий — пĕртăвансем, вĕсенĕн хĕçĕсем — хаярлăх хĕçĕсем;
(6) манăн
(чунăм вĕсен канашне ан кĕтĕр, манăн мухтавăм вĕсен пухăвне ан пĕлтĕр; вĕсем, çиллн тулса çитсессĕн, ар çынна вĕлерчĕç, кăмăлне чараймасăр вăкăр шăнăрне касса татрĕç;
(7) вĕсен çилли ылханлă, мĕншĕн тесен тискер вăл, хаярлăхĕ те ылханлă, мĕншĕн тесен усал вăл; вĕсене Иаков ывăлĕсем хушшинче салатăп, Израиль ывăлĕсем хушшинче сапалăп.
(8) Эй Иуда! сана тăванусем аслăласа мухтĕç. Аллу — тăшманусен ĕнсийĕ çийĕнче; сана хăвăн аçун ывăлĕсем пуççапĕç.
(9) Çамрăк арăслан эсĕ, Иуда, ывăлăм, çĕклентĕн, тупăшу тĕлĕнче тăратăн. Лапчăнчĕ вăл, выртрĕ, арăслан пек, арăслан ами пек выртать: ăна кам тăратайĕ?
(10) Килĕштерекенни киличчен, халăхсем Ана парăниччен Иудăран пуçлăх туйи каймĕ, ун варĕнчен саккун паракан çуралсах тăрĕ. пВăл ашакĕн тихине иçĕм турачĕ çумне кăкарать, чи паха иçĕм турачĕ çумне ашакĕн ывăлне кăкарать; вăл хăйĕн тумтирне эрехпе çăвать, хăйĕн тумне иçĕм çупкăмĕн юнĕпе çăвать;
(12) [унăн] куçĕсем эрехпе çуталса тăраççĕ, [унăн] шăлĕсем сĕтпе шуралнă.
(13) Завулон тинĕс хĕрринче пурăнĕ, карапсем чарăнакан тĕлте пурăнĕ, Сидон таран унăн çĕрĕ.
(14) Иссахар — тĕреклĕ ашак вăл, шыв юпписем хушшинче выртакан ашак;
(15) вăл канăç аваннине, çак çĕр илемлине курчĕ: хулпуççине çĕклем йăтма пĕшкĕртрĕ, хырçă тÿлемешкĕн ĕçле пуçларĕ.
(16) Дан, Израилĕн пĕр йăхĕ пулнă май, хăй халăхне сут туса тăрĕ;
(17) Дан çул çинчи çĕлен, сукмак çинчи аспид пулĕ, вăл ут урине сăхĕ те, юланутçи каялла кайса ÿкĕ.
(18) Эй Турă, Эсĕ пулăшасса шанса тăратăп!
(19) Гад — ăна халăх ушкăнĕ хĕстерĕ, анчах вăл ăна хыçĕнчен хăваласа хÿтерсе ярĕ.
(20) Асирăн тыррипулли питĕ тулăх; вăл патша валли çимĕç парса тăрĕ.
(21) Неффалим — çÿллĕ теревинф, хитре турачĕсене сарса ларать. {Çапла ăнлантарни те пур: Неффалим – кĕрнеклĕ ту качаки, вăл паха каларăш ăсти}
(22) Иосиф — тулăх çимĕç кÿрекен йывăç хунавĕ, çăлкуç тĕлĕнче ÿсекен, çимĕç кÿрекен йывăç хунавĕ; унăн турачĕсем хÿмерен те çÿллĕрех ÿссе сарăлаççĕ;
(23) ăна кÿрентерчĕç, перекенсем ăна печĕç, ăна хирĕç тăчĕç, кураймарĕç,
(24) анчах уххи унăн çирĕп пулчĕ, алли унăн тĕреклĕ пулчĕ: хăватлă Туррăн — Иаков Туррин — алли вăй панипе, Кĕтÿçĕ, Израиль тĕрекĕ пулăшнипе çапла пулчĕ.
(25) Вăл — сан аçунăн Турри, Вăл сана пулăшса тăтăр; Вăл — Пурне те Пултаракан Турă, Вăл сана пиллетĕр, сана çÿлтен тÿпе пиллĕхĕпе, аялти тĕпсĕр авăрсен пиллĕхĕпе, сĕтлĕ кăкăр пиллĕхĕпе, вар пиллĕхĕпе,
(26) хăвăн аçу пиллĕхĕпе пиллетĕр, çак пиллĕх авалхи тусен пилĕнчен те, ĕмĕрхи сăртсен сипетĕнчен те аслăрах; вăл Иосиф пуçĕ çинче пултăр, тăванĕсем хушшинчен суйласа илнĕскерĕн лĕпки çинче пултăр.
(27) Вениамин — çăткăн кашкăр: ирхине хăй тытнине çийĕ, каçпала тупăшне тăпăлтарĕ.
(28) Израилĕн мĕнпур вуникĕ йăхĕ çакă; вĕсенĕн ашшĕ вĕсене мĕн калани çакă; вăл вĕсене пилленĕ, кашнине хăйне тивĕçлĕ пиллĕх панă.
(29) Вăл вĕсене çапла хушса хăварнă: эпĕ хамăн канăçлă халăхăмпа пĕрлешетĕп; мана хет çыннин Ефронăн хирĕнчи сăрт хăвăлне хамăн аттемсем çумне пытарăр,
(30) çак сăрт хăвăлне — Ханаан çĕрĕнчи, Мамре çывăхĕнчи Махпела хирĕнчи [сăрт хăвăлне] — Авраам хирĕмĕнĕпех хăй валли хет çыннинчен, Ефронран, вилнисене пытармашкăн туяннă пулнă; мана çав сăрт хăвăлне пытарăр;
(31) унта Авраампа унăн арăмне Саррăна пытарнă; унта Исаакпа унăн арăмне Ревеккăна пытарнă; çавăнтах эпĕ Лийăна пытартăм;
(32) çав хире, çав хирти сăрт хăвăлне хетсенчен туяннă, тенĕ.
(33) Иаков хăйĕн ывăлĕсене çапла пиллесе тухнă, унтан урине вырăн çине хунă та вилнĕ, хăйĕн канăçлă халăхĕпе пĕрлешнĕ.
50
(1) Иосиф хăйĕн ашшĕ çине ÿксе ăна чуптăвачуптăва йĕнĕ.
(2) Унтан Иосиф хăйĕн эмелçĕтарçисене ашшĕне ырă шăршăллă çусем сĕрсе тирпейлеме хушнă; эмелçисем Израиле ырă шăршăллă çусем сĕрсе тирпейленĕ.
(3) Вăл вилни хĕрĕх кун çитнĕ: ырă шăршăллă çусем сĕрсе тирпейлесси çав вăхăта пырать; Египет çыннисем уншăн çитмĕл кун хурланса хÿхленĕ.
(4) Иаковшăн хÿхлес кунсем иртсессĕн, Иосиф фараон таврашĕнчи пуçлăхсене каланă: эпĕ сирĕн умăрта ырăлăх тупрăм пулсассăн, эсир фараона çапла каласа парăр:
(5) аттем мана çапла тупа тутарчĕ: акă эпĕ вилетĕп; мана çавăнта, Ханаан çĕрĕнчи хам алтса тунă тупăклăха, пытарăр, терĕ. Эпĕ халĕ кайăттăм та аттене пытарса каялла таврăнăттăм тесе калать, тейĕр, тенĕ. [Иосиф сăмахĕсене фараона каласа панă.]
(6) Вара фараон каланă: аçу тупа тутарнă пек ту: кай та ăна пытарса кил, тенĕ.
(7) Иосиф хăйĕн ашшĕне пытарма кайнă. Унпа пĕрле фараонăн мĕнпур тарçи, унăн килĕнчи аслă çынсем, Египет çĕрĕнчи мĕнпур аслă çын кайнă,
(8) Иосиф килĕнчи мĕнпур çын, унăн пиччĕшĕсем, ашшĕ килĕнчи çынсем пурте кайнă. Гесем çĕрĕнче ачисене çеç, вак выльăхĕпе шултăра выльăхне çеç хăварнă.
(9) Иосифпа пĕрле урапаллă çарсемпе утлă çарсем пынă, çапла халăх питех те йышлă пулнă.
(10) Вĕсем Иордан хĕрринчи Горенгаатад патне çитнĕ те çавăнта питĕ хытă макăрнă, темĕн тĕрлĕ йĕнĕ; Иосиф ашшĕшĕн унта çичĕ кун хушши хÿхленĕ.
(11) Çав çĕрте пурăнакансем, Ханаансем, Горенгаатад патĕнче хÿхленине
(курнă та каланă: ку Египет çыннисем ытла та татăлса йĕреççĕ! тенĕ. Çавăнпа ăна [вăл вырăна] «Египет çыннисен Иордан хĕрринчи хÿхлевĕ» теççĕ.
(12) Иаков ывăлĕсем вара хăйсенĕн ашшĕне хăй каласа хăварнă пек тирпейленĕ;
(13) ывăлĕсем ăна Ханаан çĕрне илсе кайнă та Махпела хирĕнчи сăрт хăвăлне пытарнă, Мамре çывăхĕнчи çав вырăна Авраам хăй валли хирĕмĕнĕпех хет çыннннчен, Ефронран, вилнисене пытармашкăн туяннă пулнă.
(14) Ашшĕне пытарнă хыççăн Иосиф хăй те, унăн тăванĕсем те, унпа пĕрле унăн ашшĕне пытарма пынă çынсем те пурте каялла Египета таврăннă.
(15) Иосиф тăванĕсем хăйсен ашшĕ вилнĕ хыççăн каланă: Иосиф пире курайми пулсассăн, хăйне усал тунăшăн пире тавăрма шухăш тытсассăн, мĕн пулать-ха? тенĕ.
(16) Вĕсем Иосиф патне çапла калама çын янă: хăй вилес умĕн аçу çапла пиллесе хăварчĕ:
(17) Иосифа çапла калăр: тăванусем сана усал тунăччĕ, эсĕ вĕсен айăпне, вĕсен çылăхне каçар, тейĕр, терĕ. Халĕ ĕнтĕ хăвăн аçу Туррийĕн чурисен айăпĕсене каçарсам, тенĕ. Хăйне çапла каланă чухне Иосиф йĕрсе тăнă.
(18) Тăванĕсем хăйсем те пынă, вĕсем унăн умне ÿксе ăна каланă: акă эпир санăн чурусем пулатпăр, тенĕ.
(19) Иосиф каланă: ан хăрăр, эпĕ Турăран хăратăп;
(20) акă эсир мана хирĕç усал шухăш тытнăччĕ; анчах та Турă халĕ мĕн пулнине тумашкăн — йышлă халăх пурăнăçне сыхласа хăвармашкăн — сирĕн усал шухăшăра ырра çавăрчĕ;
(21) эппин, ан хăрăр: эпĕ сире те, сирĕн ачăрсене те тăрантарса усрăп, тенĕ. Вăл вĕсене лăплантарнă, вĕсен кăмăлне килмелле калаçнă.
(22) Вара Иосиф хăй те, унăн ашшĕн кил-йышĕ те Египетра пурăннă; мĕнпурĕ Иосиф çĕр те вунă çул пурăннă;
(23) Иосиф Ефрем ачисене виççĕмĕш сыпăк таранчченех курнă, Манассия ывăлĕн Махирăн ывăлĕсем те Иосиф чĕрçи çинех çуралнă.
(24) Иосиф хăйĕн тăванĕсене каланă: эпĕ вилетĕп, Турă сирĕн пата килетех, Вăл сире çак çĕртен Авраама, Исаака тата Иакова тупа туса пама пулнă çĕре илсе тухĕ, тенĕ.
(25) Иосиф Израиль ывăлĕсене тупа тутарса каланă: Турă сирĕн пата килсессĕн, манăн шăммăмсене кунтан илсе тухăр, тенĕ.
(26) Иосиф çĕр вунă çулта вилнĕ. Ăна ырă шăршăллă çусем сĕрсе Египет çĕрĕнче арчана хурса пытарнă.