Пултарни 1

1

(1) Пуçламăшĕнче Турă тÿпепе çĕре пултарнă.
(2) Çĕрĕн сăнĕ-тĕсĕ те, нимĕн те пулман, тĕпсĕр шыв тĕлĕнче тĕттĕм тăнă, шыв çийĕн Турă Сывлăшĕ варкăшнă.
(3) Турă каланă: çутă пултăр, тенĕ. Çутă пулса тăнă.
(4) Турă çутă аваннине курнă та, Турă çутта тĕттĕмрен уйăрнă.
(5) Турă çутта — кун, тĕттĕме каç тенĕ. Каç пулнă, ир пулнă: пĕрремĕш кун.
(6) Турă каланă: шыв хушшинче тĕрек пултăр, вăл шыва шывран уйăрса тăтăр, тенĕ. [Çапла пулса тăнă.]
(7) Турă тĕрек туса карнă та тĕрек айĕнчи шыва тĕрек тĕлĕнчи шывран уйăрнă. Çапла пулса тăнă.
(8) Тĕреке Турă тÿпе тенĕ. [Турă ку аваннине курнă.] Каç пулнă, ир пулнă: иккĕмĕш кун.
(9) Турă каланă: тÿпе айĕнчи шыв пĕр çĕре пухăнса тăтăр та, типĕ вырăн тухтăр, тенĕ. Çапла пулса тăнă. [Тÿпе айĕнчи шыв хăйĕн вырăнне пухăнса тăнă та, типĕ вырăн тухнă.]
(10) Типĕ вырăна Турă çĕр тенĕ, пухăнса тăнă шывсене тинĕссем тенĕ. Турă ку аваннине курнă.
(11) Турă каланă: çĕр ешĕлÿсен, [хăй йышши, хăй евĕрлĕ] вăрлăх сапакан курăксем, çĕр çинче хăй йышши çимĕç туса, ăшĕнче вăрлăхĕ пулакан çимĕçлĕ йывăçсем ÿстертĕр, тенĕ. Çапла пулса тăнă.
(12) Çĕр ешĕлÿсен, хăй йышши, [хăй евĕрлĕ] вăрлăх сапакан курăксем, [çĕр çинче] хăй йышши çимĕç туса, ăшĕнче вăрлăхĕ пулакан [çимĕçлĕ] йывăçсем ÿстерсе кăларнă. Турă ку аваннине курнă.
(13) Каç пулнă, ир пулнă: виççĕмĕш кун.
(14) Турă каланă: [çĕре çутатса тăма тата] куна каçран уйăрса тăма, хăватсем кăтартма тата вăхăта, куна, çулталăка палăртса тăма тÿпе тĕрекĕ çинче çутăсем пулччăр;
(15) çĕр çине çутă ярса тăмашкăн вĕсем тÿпе тĕрекĕ çинчи çутаткăçсем пулччăр, тенĕ. Çапла пулса тăнă.
(16) Турă икĕ пысăк çутă тунă: пысăкрах çутине куна тытса тăма, пĕчĕкрех çутине каçа тытса тăма тунă, çăлтăрсем те тунă;
(18) Турă вĕсене тÿпе тĕрекĕ çине лартнă: çĕре çутатса тăма,
(19) кунпа каçа тытса тăма, çутта тĕттĕмрен уйăрса тăма лартнă. Турă ку аваннине курнă.
(20) Каç пулнă, ир пулнă: тăваттăмĕш кун.
(21) Турă каланă: шывра чĕрĕ чунсем кĕшĕлтетчĕр; çĕр çийĕн, тÿпе тĕрекĕ айĕн вĕçен кайăксем вĕçсе çÿреччĕр, тенĕ. [Çапла пулса тăнă.]
(22) Шывра пулса тăнă мăн пулăсене, шывра кĕшĕлтетекен пур тĕрлĕ чĕрĕ чуна Турă ăрăвĕăрăвĕпе пултарнă, ăрăвĕăрăвĕпе тĕрлĕ вĕçен кайăк пултарнă. Турă ку аваннине курнă.
(23) Турă вĕсене пилленĕ: хунăр, йышлăланăр, тинĕс шывĕсене тулăр, çĕр çинче вĕçен кайăксем ĕрчеччĕр, тенĕ.
(24) Каç пулнă, ир пулнă: пиллĕкĕмĕш кун.
(25) Турă каланă: çĕр ăрăвĕăрăвĕпе чĕрĕ чунсем кăлартăр, выльăхсем, çĕленкалтасем, тискер кайăксем ăрăвĕăрăвĕпе кăлартăр, тенĕ. Çапла пулса тăнă.
(26) Çĕр çинчи тискер кайăксене Турă ăрăвĕăрăвĕпе пултарнă, выльăхсене те ăрăвĕăрăвĕпе пултарнă, пур çĕленкалтана та ăрăвĕăрăвĕпе пултарнă. Турă ку аваннине курнă.
(27) Турă каланă: Хамăр сăнарлă, Хамăр евĕрлĕ этем тăвар, вĕсем тинĕсри пулăсене, тÿпери вĕçен кайăксене, [тискер кайăксене,] выльăхчĕрлĕхе, пĕтĕм çĕре, çĕр çийĕн шуса çÿрекен мĕнпур çĕленкалтана пуç пулса тăччăр, тенĕ.
(28) Турă вара Хăй сăнарлă этем пултарнă, ăна Турă евĕрлĕ пултарнă; вĕсене арçыннине, хĕрарăмне пултарнă.
(29) Турă вĕсене пилленĕ, Турă вĕсене каланă: хунăр, йышлăланăр, çĕре туллиех тулăр, ăна тытса тăрăр; тинĕсри пулăсене, [тискер кайăксене,] тÿпери вĕçен кайăксене, [пур выльăхчĕрлĕхе, пĕтĕм çĕре,] çĕр çумĕн çÿрекен мĕнпур чĕрчуна пуç пулса тăрăр, тенĕ.
(30) Турă тата каланă: акă Эпĕ сире пĕтĕм çĕр çинчи мĕнпур курăка, вăрлăх сапакан тĕрлĕ тĕслĕ курăка тата йывăç çимĕçĕ кÿрекен, вăрлăх сапакан тĕрлĕ йывăç патăм,— çакă сире апат валли пулĕ;
(31) пĕтĕм чĕрĕ чуна — çĕр çинчи пур тискер кайăка, тÿпери мĕнпур вĕçен кайăка, çĕр çийĕн шуса çÿрекен пур [çĕленкалтана] — апат валли Эпĕ пĕтĕм ешĕл курăка патăм, тенĕ. Çапла пулса тăнă.

(32) Турă Хăй пултарнине пурне те курнă та: акă питех те аван. Каç пулнă, ир пулнă: улттăмĕш кун.