Çул сăвапĕсемпе сунăмсем ][ Халăх пултарулăхĕ / Halăh pultarulăhĕ

Çула тухас умĕн калакан кĕлĕсем
***
Чипер кайса чипер килмелле пултăр, каялла Турă çавăртăр сана. Ырă çулпа кайса ырă çулпа килмелле пултăр. Çулĕ вăрăм пулĕ, ĕçĕ-хĕсмечĕ нумай тупăнĕ, чăтмалли-курмаллинчен ан хăра. Упран. Упранакана Турă упрать. Чипер тухса кайса чипер килсе кĕмелле пултăр.

***
Ĕлккен утăмсене кÿлсе
Инçе çула паян тухатăп.
Пÿлĕхçĕм, Туррăм, санран ăнăçлăх ыйтатăп,
Çитес çĕрте тараватлăх ыйтатăп.
Каяс çулăм такăр пултăр,
Сутас-илес ĕçĕм ăнса пытăр.

***
Утăмсем çулта ан чирлеччĕр, Хурах тĕлне ан лекчĕр. Çичĕ çырма урлă ашăпăр, Çичĕ кĕпер урлă каçăпăр, Утăмсем паттăр пулччăр, Таканĕсем çирĕп пулччăр. Çу çулĕпе каймалла пултăр, Сĕт çулĕпе килмелле пултăр. Пирĕн çула сарă Хĕвел ăшăттăр, Пирĕн çула Тимĕр шалçа палăрттăр, Пирĕн çула Кашкăр çăлтăрĕ çутаттăр. Пÿлĕхçĕм, асăнатăп сана ăшă кăмăлпа, Çул чÿкне тăватăп шур хурпа. Инçе çулта пире эс ан пăрах, Инçе çулта пире эс упрах. Çырлах!
Эсир те, Пăлхарта выртакан ырăсем, Эсир те, Ăшьельте выртакан ырăсем, Эсир те, Чапăрлăра выртакан ырăсем, Çырлахăр!
Сирĕн ятăра та асăнатăп,
Сирĕн ятăрпа та шур хурпа пуç тайса
Чÿк тăватăп. Çырлахăр!
Каяс çулăм такăр пултăр,
Килес çулăм ăнăçлă пултăр.
Çырлахăр!

Çулра çÿренĕ чухнехи сăвап
Çул çине кайсан та, ир тăрсан та, каç выртсан та çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ куçа, çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ этеме, çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ кайăка, çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ сенкер-сехмете, çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ хаяр-усала сирсе пыр, Турă.

Япала сутма кайнă чух
Атте Турă! Ăшă туйăмпа, тутлă чĕлхемпе ыйтатăп. Пасар ашшĕнчен, пасар амăшĕнчен çемçе кăмăлпа, çуллă чĕлхемпе ыйтатăп: паян каякан пасарта тунă ĕçе хисеп туса, илекен йыша тупса пар. Сутас сутăма вите-рех сутма пар. Алла тытнă ман ĕçе, ытараймасăр, алăран ан ятăр. Эпĕ тăрăшнине витерсе хак хăпартса сутма пар. Илес тавар курăнсан илесси-не йÿнеçтер. Каяс, килес çула кĕскет, усал-тĕселтен, вăрă-хурахран сых-ла. Аминь.

Çула каяс çыншăн кĕлтуни
Эй, Туррăмăр, Туррăмăр! Эсĕ тĕрĕс илсе пыракан, чĕрлĕх паракан хăват. Эсĕ хăвăн çыннусемпе пĕрле çула пыратăн.
Эй, патша Турă! Çак хăвăн çыннупа — Хĕветĕрпе — пĕрле те çула пыр. Пур усалтан, пур кансĕрлĕхрен сыхла ăна. Канлĕх курса пымалла, ырă кур-са тăмалла ту ăна. Эсĕ курнă тăрăх Хĕветĕре тÿлехĕ ырă ĕç туса, ку тĕнче ырлăхĕсене, çÿлти ырлăхсене курса каялла тавăрăнса килмелле пултăр. Пат-шалăх та, хăват та, ăслăлăх та санăн. Çул пиллĕхне пар пирĕн çыннăмăра.

Кĕтекенсен сăвапĕ
***
Хĕвелпе уйăхпа калатăп, пĕтĕм чунтан-вартан калатăп: таврăнсамччĕ, кĕтнĕ çыннăм, пурпĕрех таврăнсамччĕ. Çул çинче пин-пин сăрт пулсан та, пин-пин шыв хушăра пулсан та — килетĕнех эсĕ тăван çĕре çаврăнса. Аслă шухăш сана çул кăтарттăрах.
Эп сана ывăнмасăр кĕтетĕп. Эп сана манмасăр кĕтетĕп. Эсĕ пĕрех ки-летĕн, килетĕнех!

***
Турăпа-ырăпа калатăп, пĕтĕм чунтан-вартан калатăп: килсемччĕ тăван çĕршыва, кĕтнĕ çыннăм, пурпĕрех çаврăнса килсемччĕ.
Çĕр-çĕр вăрман хушшăмăрта пулсан та, çĕр-çĕр хир умăнта сарăлса вырт-сан та — тăван çĕре çаврăнса килетĕнех. Аслă туйăм сана çул кăтарттăрах.
Эсĕ пĕрех килетĕнех!

***
Ял-йышпа калатăп, пĕтĕм чунтан-вартан калатăп: килетĕнех çаврăнса тăван вырăнсене, кĕтнĕ çыннăмăр. Пурпĕрех çаврăнса килетĕн. Аслă Хĕвел сан çулна çутатса тăтăр, Аслă Турă сана хÿтлĕх парса пытăр. Пирĕн юрату сана ăшăтса пурăнтăр.
Аçу-аннÿ çĕршывĕ куç хупмасăр кĕтет сана!
Эсĕ пĕрех килетĕн, килетĕнех!