Пĕлменнине пĕлме чĕнет ][ Георгий Ефимов / Keorkĭ Jeffimăf

Пĕлменнине пĕлме чĕнет
Ман шухăшăм — çунатлă кайăк:
Таçта инçе çыран енне
Ӗмĕтпеле тухса эп кайăп.

Çич пĕлĕт тÿпине хăпарăп,
Хуркайăк çупĕ тăрăх утăп.
Уйăх çинче те йĕр хăварăп,
Асамлă уйăх чулне тупăп.

Куçсем ман сăлтăр евĕр вылĕç:
Çĕр сийĕнчн пулăмсене
Асăрхаса ăша йăлт хывĕç,
Йăлт курăп çын пурăнăсне.

Ав, çуралать ача, унтах
Ватти каять леш тĕнчене.
Тепей те, хурлăх та утать, —
Пĕлме пуçлан пĕлменнине.

Курма пуçлатăн тĕтре витĕр
Ӗçлекен çыннăн кун-çулне.
Çĕр
Вир пĕрчи пек пĕчĕк питĕ,
Çавах ан хуçтăр тĕнĕлне.

Куратăп: силпеле хумсем
Ватассĕ чуллă сырана.
Акать, вырать ĕçчен этем, —
Вăл малалла çеç талпăнать.

Пĕлменнине пĕлме чĕнет
Хăй канăçне çухатнă пуçăм.
Çĕн ĕмĕр алăк хăлăпне
Тытса туссемшĕн ярах уçăп.