Чечек çураççĕ чиесем ][ Георгий Ефимов / Keorkĭ Jeffimăf

Чечек çураççĕ чиесем,
Кÿкен те шап-шурах ларать.
Çĕн уйăх — тÿпери илем —
Тĕтре ăшне путать.

Шап-шур сеске пуç тăррине
Ӳкет те шуратать.
Çур каçĕ, тен, кĕркуннене
Асра тытма хушать.

Анчах та шурă çеçкене
Çил вĕçтерсе ярать.
Мĕн тăвăн! — Çÿçĕн кĕмĕлне
Кун-çул сыхлать, упрать.

Этемĕн те хăйне виçе —
Чечек çурать... кун-çул тăвать...
Малтан вăл ĕмĕтпе вĕçет,
Пуласлăхне курса çиçет, —
Кайран... туяланать.

Чечек çураççĕ чиесем.
Юлать-и улмуççи!
«Çĕре ялан илем кĕртсем», —
Пăшăлтатать ăш çил.