Улăп табувĕ | Çуйăн Хĕветĕрĕ / Şujăn Hĕvetĕrĕ

«Улăп. Халăх эпосĕ» кĕнеке хыçсăмахĕ




Эпĕ утмăл çич çул хушшинче «Улăп. Чăваш эпосĕ» алçырăвне тăхăр вариант таран çыртăм. Çиччĕмĕш вариантне çухатрĕç те, питĕ хытă куляннипе вăй-халран кайрăм. Тен, ун çинчен пĕлтерме те кирлĕ марччĕ пуль? Анчах та мана юлашки çулсенче «Улăп» алçырăвĕсем тĕлĕкре «пире мĕншĕн мантăн?» тесе хĕсĕрлеме тытăнчĕç.

Мĕншĕн-ха эпĕ ачаллах Улăппа интересленнĕ?

Пĕрре, 1924—1925 çулсенче, хĕрсе утă çулнă вăхăтра анне сасартăк чирлесе ÿкрĕ те, эпĕ анне хушнипе хамăр ял юмăçĕ патне кайрăм. Ялта çав юмăçа Феоктист Васильевич тетчĕç. Эпĕ ăна Хветÿк пичче теттĕм. Хăйне вара вăл ÿсĕрĕлсен Актай турри вырăнне хуратчĕ. Вăл юмăç пăхнă май: «Ерхипвар пуçĕнчи усал Оканя тытнă пулсан, тенкел, виççĕ шакка»,— терĕ. Тенкел виçĕ хутчен шаккасан вăл мана çапла каларĕ: «Аннÿне Ерхипвар пуçĕнчи усал тытнă. Çав усала халех çырлахтармасан аннÿ, тен, кĕçĕрех вилет».

Килте эпĕ анчах. Пичче ачасемпе лаша çитерме çĕр каçмаллах вăрмана кайнă. Акка, тахçанах качча тухнăскер, хăй çемйипе урăх ялта пурăнать. Усалсенчен питĕ хăратăп пулсан та хĕвел ăнас умĕн Ерхипвар пуçĕнчи усала çырлахтартăм. Анне ик-виç кунтанах сывалчĕ, кайран час-часах хăй çумне чăмăртаса, пуçран ачашласа: «Улăп пекех пултăн, ачам»,— тетчĕ. Тепĕр чухне эпĕ ăна шухăша ярсан вăл мана: «Улăп пекех пул»,— тетчĕ.

1928 çулта Çĕрпÿри иккĕмĕш сыпăклă шкулта вĕреннĕ чухне чăвашсен паллă этнопрафĕпе, «Тăхăрьял» авторĕпе Т. Т. Тимофеевпа пĕр хваттерте пурăнтăм. Трирорий Тимофеевич пире чăваш чĕлхи вĕрентетчĕ. Эпĕ, шкул ачи, ун патне час-часах каçпа кайса лараттăм. Пĕрре Трирорий Тимофеевич Чăваш кĕнеке издательствинчен кулянса килсен мана килĕнче нумай тытса ларчĕ. Эпĕ, сăмах юхнă май, ăна аннерен илтнĕ Улăп çинчен çÿрекен халап-юмахсене каласа патăм. Вăл мана çавăн пек халап-юмахсене аннерен анчах мар, ытти çынсенчен те çырса илме хушрĕ. «Улăп — халăх паттăрлăхĕ...— терĕ вăл лăпсăркка хура çÿçне пÿрнисемпе тураса.—Ним тума та çук, халь эпоссемпе интересленмеççĕ. Йывăр! Ун пирки темшĕн халăхра табу пур. Табу тени — чару тени пулать. Çав табу тăрăх, Улăп чăваша тавăрăнмалла. Унччен, вăл тавăрăниччен, Улăп çинчен сÿпĕлтетсе çÿреме юрамасть. Атту çич ют Улăп килес вăхăта пĕлсен шентермексене ÿпĕнтерсе лартма пултарать те пуççаврăнăмĕш çулне татать. Кам та кам халăх чарăвĕнчен тухать, çав çын хăй вилĕмĕпе мар, халăх ылханĕпе вилет. Çитменнине, хальхи вăхăтра Улăппа пачах интересленмеççĕ. Айвансем çавна та чухлаймаççĕ вĕт, Çимăн! Ваттисем вилсе пĕтеççĕ, вĕсемпе пĕрле Улăп çинчен çÿрекен халап-юмахсем те. Хальхи вăхăтра хăш-пĕрисем, аслисем, пысăк вырăнта ларакансем, чăваш эпосне «Улăпа» халăх хушшинче ятарласа пухса, çĕнетсе, вăйлатса ăна халăх хушшинче тепĕр хут сарасси вĕсенчен килет пулсан та «Улăп» эпосĕ пире халь мĕн тума кирлĕ тесе хураççĕ. Çавсем пиркиех ĕнтĕ «Улăп» улмуринчи ылтăн уçă пулса юлать те — шыра вара ăна! Ак çакăншăн та Чăваш кĕнеке издательствипе сутлашмалла пулать ĕнтĕ»,— терĕ те вăл терăхса алçырăвĕпе сĕтеле çапрĕ. Çавăнтан вара эпĕ халăх хушшинче Улăп çинчен çÿрекен халап-юмахсене пуçтарма тытăнтăм, Эпĕ Улăп çинчен çÿрекен халап-юмахсене хамăр ял çыннисенчен кăна мар, хамăр таврари чылай ял çыннисенчен те çырса илтĕм.

Улăп çинчен çÿрекен халап-юмахсене шыраса Чăваш Республикине урлă-пирлĕ те, тăрăх та утса тухрăм, çĕр-çĕр ялта пултăм. Тутар Республикинче те, Оренпург, Самара, Саратов тата Пенза облаçĕсенче те, Çĕпĕрте те çÿремелле пулчĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче те Улăп çинчен манмарăм. Унта политработник пулнă май Улăп паттăрпа ытти халăх паттăрĕсем тăван çĕршыва тăшмансенчен мĕнле сыхлани çинчен каласа параттăмччĕ, легендăсем те çырса илме вăхăт тупаттăмччĕ. Иртнĕ вăрçăра эпĕ хытă аманнипе хăлхасăр пулса юлтăм. Хăлха аппарачĕпе командировочнăй удостоверенисĕрех ялсем тăрăх Улăп çинчен калакан халап-юмахсене пухса çÿренĕшĕн пĕррехинче Вăрнар районĕнче «шпион» тесе милици аллине те пама тăчĕç.

Тавтапуç турра! Ял-ял тăрăх Улăп çинчен калакан халап-юмахсене пухса çÿренĕ вăхăтра карьеристсемпе мар, ырă кăмăллă та ăстăнлă çынсемпе ытларах тĕл пултăм. Карьеристсемпе тĕл пулнă пулсан эпĕ, тен, Магадана та çитсе кураттăмчче пуль.

Улăп çинчен çÿрекен халап-юмахсене пухнă вăхăтра темле йывăрлăхсем пулчĕç пулсан та, Р. Т. Тимофеев сăмахĕнчен тухмарăм, халăх хушшинче Улăп çинчен çÿрекен халап-юмахсене, унăн тĕрлĕрен варнан-чĕсене шутламасăр, çĕре яхăн çырса йлме ĕлкĕртĕм. Вĕсенчен 67 халап-юмах Улăп çинчен, 15 — Улăп ашшĕ-амăшĕ çинчен, 15 —Çĕрпÿ тата Сикпăрçа паттăрсем çинчен.

Улăп çинчен çÿрекен халап-юмахсем Чăваш Республикинчи Çĕрпÿпе Красноармейски районĕсенче чылайрах упранса юлнă.

Эпĕ Улăппа çыхăннă халап-юмахсене чăн малтан хамăр ялта, Çĕрпÿ районне кĕрекен Актай ялĕнче, аннерен Агапия Дмитриевна Дмитриевăран, П. Т. Тимофеевран (ăна ялта Ирçе Петри тетчĕç), Ф. Васильевран, Н. И. Хомскинчен Качака Микулинчен), Чиркÿллĕ Патĕрялĕнчи Р. И. Комиссаровран, Кайри Анатриелĕнчи Т. П. Павловран çырса илнĕ. Çак çÿлте асăннă çынсемпе пĕрлех Тăвай районне кĕрекен Тăрмăш ял çыннисене, çул маçтăрне Федорова, Оренвург облаçĕнчи Каширинск метеоролори станци пуçлăхне И. Т. Тимофеева, Саратов облаçĕнчи «Еруслан» совхоз кĕтÿçне А. Шумалкина та ырăпа асăнас килет.

Улăп çинчен çÿрекен халап-юмахсем вĕсем чăваш эпосĕнчен упранса юлнă халăх пуянлăхĕ. Çав пуянлăха пирĕн асаттесемпе асаннесем сĕм авалранах ăратран ăрата, сыпăкран сыпăка каласа хăварнă пирки ку таранччен упраннă. Çÿлте асăннă çынсем халăх пуянлăхне ламран лама малалла та упранса юлтăр тесе мана шанса каланăшăн вĕсемшĕн вил тăпри çăмăл пултăр!

Петр Тимофеевич сĕм-суккăрччĕ, хура пÿртре пурăнатчĕ. Вăл кăмака çумĕнчи сак çине ларатчĕ те кукăр чĕлĕмне мăкăрлантарса çур çĕр иртичченех юмах яратчĕ. Çав юмахсем хушшинче Улăп çинчен те илтме пулатчĕ.

Петр Тимофеевич юмах яма ăстаçă пулнă пулсан та, аннен Улăпĕ ун Улăпĕнчен пуянрах сăнлăччĕ, интереслĕрехчĕ.

Анне каланă тăрăх, Улăп çинчен вăл Ларье кинемирен илтнĕ. Ларье кинеми, хутаç çакса ыйткаласа çÿрекенскер, анне аллинче вилнĕ тет. Вăл вилес умен аннене хытарсах çапла каланă имĕш: ман хыçран эпĕ вилсен Улăп çинчен ман пек каласа ан çÿре. Халь Улăп çинчен калама вăхăт çитмен. Хам чĕлхене чарманшăнах ĕнтĕ ман çакăнта, çул çинчех, халăх ылханĕпе чун тухать пуль.

Анне вилес умĕн мана час-часах çапла калатчĕ: «Петĕр пичу ачисем пăхманнипе выçă вилчĕ, Хветÿк пичу урине хуçсан асап чирĕпе вилчĕ, Микулай пичу та машин айне пулса вилчĕ. Сана Улăп çинчен каланăшăн хам та ыр вилĕмпе вилместĕп пуль».

Анне, Агапия Дмитревна Дмитрева, 1872 çулта Чăваш Республикинчи Красноармейски районне кĕрекен Крентекасси (Мăкăш) ятлă ялта çуралнă. Вăл ашшĕнчен пĕчĕклех тăлăха тăрса юлнă, амăшĕпе тата кĕçĕн шăллĕпе, Иванпа, качча кайичченех пĕрле пурăннă.

Анне 1947 çулта август уйăхĕнче Шупашкарта вилчĕ, ăна Богдан Хмельницкий урамĕнчи çăва çинче пытарнă.

Аннен те кун-çулĕ тутлах пулмарĕ. «Улăп пирки чĕлхене чарманнишĕн çак пурнăçа куратăп пуль, ачам»,—тени халь те ман хăлхара янăрать.

Улăп çинчен çÿрекен халап-юмахсене пăхса тухсан XIX ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче чăвашсен паллă этнопрафĕ В. Т. Мапницкий сăмахлах тĕслĕхĕсене пухнă май чăваш халăхĕн эпос пурри çинчен «илтмен» тесе çырни, Н. И. Ашмарин чăваш эпосĕ аталанман тесе çырни, М. Сироткин «ни эти насыщенные былевыми элементами волшебно-героические сказки, ни бытовавшие отдельно от них разрозненные сказания не послужили основой лля возникновения самостоятельных произведений в виде развернутых эпических песен и былин» , В. Канюков «Сказания о6 Улыпе уже давно расценивались преданьем старины глубокой... Человек сознавал, что Улып изжил се6я» — тесе çырнисем вырăнлă мар теме пулать.

Чăвашсен героикăлла эпос пулнă. Ана чăвашра çуралса аталанмалли условисем пайтах.

Эпоса çуралмалли чи паха услови — патшалăх. Чăвашсен патшалăх пулнă — сĕм авалтанах, тĕрлĕ вырăнта.

Шухăшăма çирĕплетме X ĕмĕре кăна илер. X ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче Киев Руçĕ Хазар каганатне çапса аркатсан Атăл тăрăхĕнче пăлхарсемпе сăварсем (чăваш çавсен йăхĕ) хăйсен патшалăхне тунă. - Çав Пăлхар патшалăхĕн çурçĕр чикки Чулман Атăл юханшывĕпе тăсăлнă, хĕвелтухăç чикки — Шуçăм, вырăсла Шешме юханшывĕпе пынă. Кăнтăр чикки — Сăр юханшывĕпе чикĕленнĕ.

Патти (Батый) хан уртинчи çарпуçĕ Супетей (Субедей) ертсе пыракан тутар-монтолсен хăватлă çарĕ 1236 çулхи кĕркунне Атăлçи Пăлхар тĕп хулине Пăлхара туртса илсен йăлтах çаратса, çунтарса янă хыççăн чăвашсемшĕн йывăр самана пуçланнă: иккĕ виççĕмĕш пайĕ сĕм вăрмана саланнă, ыттисем, сĕм вăрмана саланма ĕлкĕрейменнисем, тутар-монтл чурисем пулнă.

Чăваш тутар-монтол пусмăрĕнчен хăтăласса шаннă. Ун пирки тĕрлĕ вăхăтра, тĕрлĕ вырăнта халап-юмахсем хывнă. Çав халап-юмахсем тăрăх, чăваша Улăп паттăр чураран хăтарать. Унăн Çилçунат пур, аллинче вутхĕç çиçет. Вăл çич юта хăй айне тăвать.

Улăп паттăр çинчен хывнă халап-юмахсене вăхăтра çырса илмен. Хальхи вăхăтра çав халап-юмахсем ытла та кĕскен Улăп пурнăçĕн татăк-кĕсĕксене кăна çутатса параççĕ...

Эпĕ историк мар, тĕпчевçĕ те мар. Эпĕ улмуринче халăхăн ылтăнран та хаклă пуянлăхне пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтараканĕ кăна. Эпĕ утмăл çул ытла, лăпсăркка çырă çÿçлĕ ачаран пуçласа шап-шурă пуçлă старик пуличченех, халăхăн ылтăнран та хаклă пуянлăхне ятарласа шырарăм. Сармантейĕн сарă чăххи пек халăхăн ылтăнран та хаклă саланчăклă пуянлăхне пĕрчĕн-пĕрчĕн сăха-сăха пуçтартăм та пурçăн çип çине тирсе халăх пуянлăхĕнчен шăрçаласа ярăм турăм. Манăн пĕртен-пĕр ĕмĕт: Улăп çинчен калакан халап-юмахсене, вĕсем питĕ сахал упранса юлнă пулсан та, пуянлатса, çичĕ тăрăллă сăрт пек капмарлатса, эпос шайне çитерсе халăх хушшине тепĕр хут сарасси. Хам ĕмĕте кĕске ĕмĕрĕмре тивĕçлĕ пурнăçлама пултараймарăм пулсан — тăван халăх, каçар мана!

Ман шутпа, 700—800 çул каярах пирĕн аслă ват асаттесемпе асаннесен ĕмĕтне, савăнăçне, ăслăлăхне, ăсталăхне палăртакан паллă мифсене, паттăрла тата сутмалли юмахсене, вĕсем тĕрлĕ ĕмĕрте, тĕрлĕ сăлтавпа çуралнă пулсан та, тĕрлĕ вăхăтра пулса иртнĕ ĕçсене пĕр вăхăтра пулнă пек кăтартса, Улăп тавра энциклопедилле пĕрлештерсе халăх хăй эпосне хывнă.

Чăваш халăх хушшинчи Улăп çинчен çÿрекен халап-юмахсене тĕпчесе пăхсан çакна асăрхатăн: Улăп чăвашра икĕ сăнарлă. Пĕри — çеçенхир Улăпĕ, тепри—вăрман Улăпĕ. Вĕсем чăваш халап-юмахĕнче пĕр-пĕрине хирĕçлемеççĕ. Халап-юмахра Улăп хăйне вирьялсем тет. Ун пек калани вăл Т. И. Комиссаров вирьялсем пурăннă вырăна чикĕлесе кăтартнă районпа çыхăнмасть. «Вир» сăмах —хир, уй-хир, уй тени пулать. Улăп хăйне «вирьялсем» тени, ман шутпа, уйра пурăннине кăтартасшăн пек.

«Улăп. Чăваш эпосĕ» — чăвашăн паттăрла халапĕ, ăна сăвăласа çырни кăна. Эпос халăх историйĕпе çыхăнать пулсан та, вăл истори кĕнеки мар. Çавăнпа та Улăпăн паттăрла ĕçĕсем истори хронолопипе çыхăнмаççĕ.

Ман шутпа, Улăп урлă чăваш халăхĕ хăйĕн ăс-хакăлне, шухăш-кăмăлне, ăсталăхне, пурнăçне, савăнăçпе хурлăхне, чăтăмлăхне е хастарлăхне, йĕрке-тирпейне амăшĕн кăкăр сĕтĕнчен илнине кăтартать.

Улăпра хĕрĕх юрă. Вĕсенче эпĕ Улăп паттăрлăхне, унăн ĕçĕсене, шухăшĕсемпе ĕмĕчĕсене тĕрлĕ енчен çутатса пама тăрăшрăм. Унти ĕçсем историри хронологипе çыхăнмаççĕ пулсан та произведенири тĕп герой сăнарне пĕрре те тĕксĕмлетмеççĕ.

Халăх хушшинче çÿрекен халап-юмахсене шута илсе эпос матриархат вăхăтне те, Тамерланпа Супетей пурăннă вăхăтсене те, Владимир святоя та, Аслă Пăлхартан пĕр ушкăн пăлхар халăхĕ хĕвеланăçне, Дунай юханшыв хĕрне куçса кайнине те, мадьяр (венгр) халăхĕ хĕвел-анăçне куçса кайнă чух мĕнле асап курнине, вĕсене чăвашсем мĕнле пулăшнине те кăтартать.

Улăп халăх сăмахĕнче кĕтÿç те, сухаçă та, чÿкпуçĕ те, сăвăç та, юрăç та, кĕслевçĕ те, çурт-йĕр лартакан та, çар çынни те. Эпĕ çав сăнарсене уйрăм юрăсенче кăтартрăм.

«Улăпа» çырнă чухне мана чăваш халăх поэчĕ С. В. Элгер, чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ сахал мар пулăшрĕç. Анчах та вĕсем чăваш эпосĕ уйрăм кĕнекепе тухассине кĕтсе илеймерĕç, çĕре кĕчĕç. Çемçе пултăр вĕсен вилтăпри!

М. Р. Федотова — профессора, филологи наукисен докторне, Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхин кафелра заведующийĕ пулса ĕçленĕ доцента В. П. Никитин (Станьял) поэта, çамрăк ученăйсене В. Р. Родионовпа Р. Т. Юмарта, чăваш халăх писательне А. С. Артемьева, чăваш искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченне М. К. Антонова йывар вăхăтра ман хута кĕнĕшĕн тата чăваш эпосне йĕркелесе çитерме вăй-халăма çĕклентернĕшĕн чунтан-вартан тав тăватăп.