Халăх эпосĕ
Атӑл шывӗ ҫӑлкуҫ пек,
Йӑлтӑртатать кӗмӗл пек.
Кӗмӗл хӗлӗх тӑсар-и,
Кӗсле ҫине карар-и?
Пирӗн енче вӑрмансем,
Вӑрманӗнче шӑпчӑксем.
Шӑпчӑк кайӑк пулар-и,
Ян янратса юрлар-и?
Ывлӑм, кӗсле каласам,
Кӗмӗл хӗлӗхпе вӑл халь.
Аннÿ пуҫлӗ юррине,
Ача чухне илтнине.
Улӑп ҫинчен юрлама
Мана пӗччен ҫӑмӑл мар,
Кӗсле калан пулсан та,
Ывлӑм, юрла манпа тан.
Юррӑмӑрсем халӑхран,
Ӑна хывнӑ сӗм авал.
Юрра юрлар чӗререн,
Халӑх чунне кӗмелле.
Юрӑ пуҫламӑшӗ
Пирӗн вӑрман юманлӑх.
Юманлӑхра — ҫӑкалӑх,
Ҫӑкалӑхра — уҫланкӑ.
Уҫланкӑра мӗн ҫуккӑ?
Уҫланкӑра тем те пур,
Ӳркенмесен кай та кур.
Унта пырать акатуй,
Хаклас пулсан—ҫичҫӗр туй.
Акатуя хутшӑнма
Кӗмӗл кӗсле турӑмӑр,
Ян янратса юрлама
Шӑпчӑк кайӑк пултӑмӑр.
Ҫич хулана ҫитрӗмӗр,
Ҫичҫӗр кӗвӗ илтрӗмӗр,
Кӗсле вӑйне пӗлтӗмӗр.
Ҫӗр-ҫӗр ялта пултӑмӑр,
Ҫӗр пин юрӑ илтрӗмӗр,
Халӑх чапне пӗлтӗмӗр.
Ҫилту ҫинче пултӑмӑр,
Шап-шурӑ юр куртӑмӑр.
Юрӗ — ҫичӗ ҫулхискер,
Ирӗлмешкӗн маннӑскер.
Унта виҫ каҫ выртрӑмӑр,
Кайӑк йӗрне куртӑмӑр,
Ун йӗррипе утрӑмӑр,
Сукмак тӑсса пытӑмӑр.
Сукмакӗ те вӗҫленчӗ,
Аслӑ Ҫавал курӑнчӗ,
Атӑл пекех туйӑнчӗ.
Акӑш карти ҫывхарчӗ,
Кайран таҫта ҫухалчӗ.
Аслӑ Ҫавал илемре,
Улӑхӗсем чечекре.
Хурӑнсем те ӳсеҫҫӗ,
Яла илем кӳреҫҫӗ.
Шур хурӑнсем хушшинче
Шур чул выртать ҫӗр ҫинче.
Хурӑн айне лартӑмӑр,
Курман кайӑк куртӑмӑр.
Кайӑк ҫинчи мерченсем
Пин-пин тӗспе ҫунаҫҫӗ,
Ҫавра ахах куҫӗсем
Вӗри куҫҫуль тӑкаҫҫӗ.
— Кайӑк, мӗншӗн йӗретӗн,
Вӗри куҫҫуль тӑкатӑн?
Ҫунаттуна хуҫрӗҫ-и
Е юлташна тытрӗҫ-и?
Кайӑк ларчӗ чул ҫине,
Улӑштарчӗ сӑн-питне.
Пирӗн умра сар пике
Тӗлӗнтерчӗ сӑнӗпе.
Сарӑ хӗвел — питӗнче,
Ҫепӗҫ сасси — чӗлхинче.
Утать акӑш ишшипе,
Юрлать ҫӑтмах кӗввипе.
— Сӑлтавӗ пур йӗмешкӗн,
Вӗри куҫҫуль тӑкмашкӑн.
Эпӗ Мерчен пулатӑп,
Сӑрт айӗнче пурнатӑп.
Ман алӑра сӑрт мулӗ,
Ылтӑн-кӗмӗл тем чухлӗ.
Эп пулатӑп ҫакӑнта
Ҫӗр ҫулта пӗр каҫ кӑна.
Ҫӗр каҫиччен ҫӳретӗп,
Эп Улӑпа кӗтетӗп.
Анчах Улӑп курӑнмасть,
Ҫавал хӗрне вӑл анмасть.
Улӑп каллех ӗмӗтре,
Ӗнтӗ пушӑ ман чӗре.
Паттӑр, чунӑм, ӑҫта эс,
Ма ман пата килместӗн?
Саншӑн вӑййа тухиччен,
Ҫынсем мана куриччен
Вӗлкӗштерсе ҫӳҫӗме
Ҫивӗтлерӗм ҫиҫӗмпе.
Ун чух мана куракан,
Ҫӳҫ пӗрчине тупакан,
Асамҫӑна тухатчӗ,
Ялан телей куратчӗ.
Саншӑнах ҫӳҫ пӗрчине
Ӳкермерӗм ҫӗр ҫине,
Сана анчах юратрӑм,
Саншӑн чуна парӑттӑм.
Чӗре туртса ыратать,
Ҫавал хӗрне уттарать.
Эх, ҫав Улӑп сывах-ши,
Ман ҫинчен вӑл шутлать-ши?
— Улӑп ҫинчен пӗлместпӗр,
Суйса сӑмах пеместпӗр,—
Хурав пулчӗ пирӗнтен
Ним калама пӗлменрен.
Пике тутӑр вӗҫтерсен,
Куҫне шӑлса типӗтсен,
Эх, пуҫларӗ юрлама
Юханшыва хумхатса.
Иртнӗ пурнӑҫ витӗмне
Уҫса хучӗ юррипе,
Улӑп кун-ҫул утӑмне
Вӑл пӗлтерчӗ йӗркипе.
Эй, тантӑшсем, ял-йышсем,
Акатуя килнисем,
Мерчен кайӑк юррине,
Улап ҫинчен хунине,
Кунта пӗрле юрлар-и,
Улӑп пекех пулар-и?
Атӑл шывӗ ҫӑлкуҫ пек,
Йӑлтӑртатать кӗмӗл пек.
Кӗмӗл хӗлӗх тӑсар-и,
Кӗсле ҫине карар-и?
Пирӗн енче вӑрмансем,
Вӑрманӗнче шӑпчӑксем.
Шӑпчӑк кайӑк пулар-и,
Ян янратса юрлар-и?
Ывлӑм, кӗсле каласам,
Кӗмӗл хӗлӗхпе вӑл халь.
Аннÿ пуҫлӗ юррине,
Ача чухне илтнине.
Улӑп ҫинчен юрлама
Мана пӗччен ҫӑмӑл мар,
Кӗсле калан пулсан та,
Ывлӑм, юрла манпа тан.
Юррӑмӑрсем халӑхран,
Ӑна хывнӑ сӗм авал.
Юрра юрлар чӗререн,
Халӑх чунне кӗмелле.
Юрӑ пуҫламӑшӗ
Пирӗн вӑрман юманлӑх.
Юманлӑхра — ҫӑкалӑх,
Ҫӑкалӑхра — уҫланкӑ.
Уҫланкӑра мӗн ҫуккӑ?
Уҫланкӑра тем те пур,
Ӳркенмесен кай та кур.
Унта пырать акатуй,
Хаклас пулсан—ҫичҫӗр туй.
Акатуя хутшӑнма
Кӗмӗл кӗсле турӑмӑр,
Ян янратса юрлама
Шӑпчӑк кайӑк пултӑмӑр.
Ҫич хулана ҫитрӗмӗр,
Ҫичҫӗр кӗвӗ илтрӗмӗр,
Кӗсле вӑйне пӗлтӗмӗр.
Ҫӗр-ҫӗр ялта пултӑмӑр,
Ҫӗр пин юрӑ илтрӗмӗр,
Халӑх чапне пӗлтӗмӗр.
Ҫилту ҫинче пултӑмӑр,
Шап-шурӑ юр куртӑмӑр.
Юрӗ — ҫичӗ ҫулхискер,
Ирӗлмешкӗн маннӑскер.
Унта виҫ каҫ выртрӑмӑр,
Кайӑк йӗрне куртӑмӑр,
Ун йӗррипе утрӑмӑр,
Сукмак тӑсса пытӑмӑр.
Сукмакӗ те вӗҫленчӗ,
Аслӑ Ҫавал курӑнчӗ,
Атӑл пекех туйӑнчӗ.
Акӑш карти ҫывхарчӗ,
Кайран таҫта ҫухалчӗ.
Аслӑ Ҫавал илемре,
Улӑхӗсем чечекре.
Хурӑнсем те ӳсеҫҫӗ,
Яла илем кӳреҫҫӗ.
Шур хурӑнсем хушшинче
Шур чул выртать ҫӗр ҫинче.
Хурӑн айне лартӑмӑр,
Курман кайӑк куртӑмӑр.
Кайӑк ҫинчи мерченсем
Пин-пин тӗспе ҫунаҫҫӗ,
Ҫавра ахах куҫӗсем
Вӗри куҫҫуль тӑкаҫҫӗ.
— Кайӑк, мӗншӗн йӗретӗн,
Вӗри куҫҫуль тӑкатӑн?
Ҫунаттуна хуҫрӗҫ-и
Е юлташна тытрӗҫ-и?
Кайӑк ларчӗ чул ҫине,
Улӑштарчӗ сӑн-питне.
Пирӗн умра сар пике
Тӗлӗнтерчӗ сӑнӗпе.
Сарӑ хӗвел — питӗнче,
Ҫепӗҫ сасси — чӗлхинче.
Утать акӑш ишшипе,
Юрлать ҫӑтмах кӗввипе.
— Сӑлтавӗ пур йӗмешкӗн,
Вӗри куҫҫуль тӑкмашкӑн.
Эпӗ Мерчен пулатӑп,
Сӑрт айӗнче пурнатӑп.
Ман алӑра сӑрт мулӗ,
Ылтӑн-кӗмӗл тем чухлӗ.
Эп пулатӑп ҫакӑнта
Ҫӗр ҫулта пӗр каҫ кӑна.
Ҫӗр каҫиччен ҫӳретӗп,
Эп Улӑпа кӗтетӗп.
Анчах Улӑп курӑнмасть,
Ҫавал хӗрне вӑл анмасть.
Улӑп каллех ӗмӗтре,
Ӗнтӗ пушӑ ман чӗре.
Паттӑр, чунӑм, ӑҫта эс,
Ма ман пата килместӗн?
Саншӑн вӑййа тухиччен,
Ҫынсем мана куриччен
Вӗлкӗштерсе ҫӳҫӗме
Ҫивӗтлерӗм ҫиҫӗмпе.
Ун чух мана куракан,
Ҫӳҫ пӗрчине тупакан,
Асамҫӑна тухатчӗ,
Ялан телей куратчӗ.
Саншӑнах ҫӳҫ пӗрчине
Ӳкермерӗм ҫӗр ҫине,
Сана анчах юратрӑм,
Саншӑн чуна парӑттӑм.
Чӗре туртса ыратать,
Ҫавал хӗрне уттарать.
Эх, ҫав Улӑп сывах-ши,
Ман ҫинчен вӑл шутлать-ши?
— Улӑп ҫинчен пӗлместпӗр,
Суйса сӑмах пеместпӗр,—
Хурав пулчӗ пирӗнтен
Ним калама пӗлменрен.
Пике тутӑр вӗҫтерсен,
Куҫне шӑлса типӗтсен,
Эх, пуҫларӗ юрлама
Юханшыва хумхатса.
Иртнӗ пурнӑҫ витӗмне
Уҫса хучӗ юррипе,
Улӑп кун-ҫул утӑмне
Вӑл пӗлтерчӗ йӗркипе.
Эй, тантӑшсем, ял-йышсем,
Акатуя килнисем,
Мерчен кайӑк юррине,
Улап ҫинчен хунине,
Кунта пӗрле юрлар-и,
Улӑп пекех пулар-и?
Пӗрремӗш юрӑ
УЛӐП АШШӖ УСЛАТИ
Чӑваш ҫӗршывне сыхлакан паттӑрсем: Услати, Ҫӗрпӳ, Сикпӑрҫа. Услати сасартӑк чирлесе ӳкет. Ҫавна Патти хун Супартан илтет те Чӑваша тапӑнать. Чирлӗ Услати Патти хунпа ҫапӑҫать, чир хытӑ аптратнипе ҫӗре ӳкет. Ун тавра тйшмансем.
Ай-хай ӗнтӗ, мӗн ӗнтӗ,
Каламалла кӗслепе.
Ай-хай, пире пил пултӑр,
Хайлав ҫапла пуҫлантӑр.
Тахҫан авал ҫак енче,
Аслӑ Атӑл хӗрринче,
Ҫеҫенхирсем хумханнӑ,
Сӗм вӑрмансем кашланӑ.
Ват юманлӑх ҫумӗнче,
Ҫавра кӳлӗ хӗрринче,
Чӑваш ялӗ вырнаҫнӑ,
Ырӑ ятне упранӑ.
Ялта, урам кукринче,
Мӑн йӑмрасен хӳттинче,
Чатӑр кил-ҫурт курӑннӑ,
Унта иккӗн пурӑннӑ.
Кил хуҫийӗ, чи ватти,
Шур сухаллӑ Услати,
Ҫичҫӗр ҫула пуснӑскер,
Арӑслантан вӑйлӑскер,
Тепри — Чӗкеҫ, ватӑскер,
Ҫичҫӗр ҫула кайнӑскер,
Кӗмӗл ҫӳҫлӗ, ӑслӑскер,
Ӗҫсӗр ларма пӗлменскер.
Ват Услати тайӑлман,
Килте ларма юратман.
Ял-йышсемпе тавлашман,
Никамран та хӑраман.
Лаши унӑн — ҫилҫунат,
Ҫилтен малта вӑл чупать.
Чаплӑ вутхӗҫ аллинче,
Ҫитмӗл патман туртать тет.
Пӗрре сулсан вутхӗҫне
Ҫич ҫухрӑма хӗм ҫиҫет.
Тепре сулсан — вут тухать,
Ҫӗр ҫухрӑмран курӑнать.
Услатин пур икӗ тус,
Паллаштарма вӑхӑт пуль.
Пӗрин ячӗ Сикпӑрҫа,
Хитре каччӑ таврара
Хӑйне тытма пӗлнӗрен.
Тепри —Ҫӗрпӳ, ватӑскер,
Паттӑр вара вӑй енчен.
Вӑрӑм ҫула тухсассӑн,
Тусӗсемпе тӗл пулсан
Ват Услати хисепре
Икӗ тусӗ хушшинче.
Ҫӗр каҫиччен калаҫма,
Тӗл пулнине палӑртма
Юман айне лараҫҫӗ,
Шӑрттан касса ҫиеҫҫӗ,
Шерпетне те манмаҫҫӗ,
Тавӑҫлансах ӗҫеҫҫӗ.
«Атте-анне чӑн пахи,
Тӑван ҫӗршыв чӑн хакли»,—
Тесе юрра вӗҫлесен
Ура ҫинче виҫҫӗш те.
Кӗрешсе те илеҫҫӗ,
Выртма хӳшӗ тӑваҫҫӗ,
Пӗрле выртса канаҫҫӗ.
Сарӑ хӗвел вӑрансан
Вӗсем пӗрле — апатра.
Ырӑ сунсан пӗр-пӗрне,
Ыталанса чуптуса
Уйӑрлаҫҫӗ тӑванла.
Тепӗр чухне ҫула май
Тӑшмансене тӗл пулсан
Ҫил-тӑвӑлла тапӑннӑ,
Ним хӑварми аркатнӑ.
Пӗрре киле таврӑнсан,
Мунча хутса ҫӑвӑнсан
Услатин пуҫ усӑнчӗ,
Чӗркуҫленсе вӑл ларчӗ.
Аса илчӗ вӑхӑта,
Тӗл пулнине Супарпа,
Мӗнле ӑна ирхине Хӑна туса янине.
Ырӑ ҫын пек курӑнма
Хӑй йӑнӑшне йышӑнса
Куҫҫуль тӑкса ларнине,
Ӗненмелле суйнине.
«Ҫын вӑл тӑван халӑхсӑр
Уй варринчи хурама
Терӗн мана. Анлантӑм.
Хам йӑнӑша йышнатӑп,
Каҫармашкӑн ыйтатӑп.
Манран суя тухсассӑн
Мана ҫаптӑр тип аҫа.
Хам сӑмаха тытмасан
Ҫӗр те ҫӑттӑр ҫавӑнтах.
Тупа тытап сан умра
Тӑпра ҫисе пӗр курка».
Тӑпра ҫирӗ ман умра
Ҫапла сӑмах каласа:
«Ҫак ман тупа пӑлатран—
Ӗмӗрлӗхе упранма».
Эх, ват супнӑ! Эпӗ те
Ӗнентӗм вӗт суеҫе.
Мӗн тӑвас тен, чӑвашсен
Кӑмӑлӗсем ҫавӑн пек.
Ахальтен мар чирлерӗм.
Супар мана тем турӗ.
Ман кун-ҫула кӗскетме
Уй усалне тыттарчӗ.
Ӑна ним те шанма ҫук.
Вӑл ҫакна та турӗ пуль:
Кӑвак юман кӑмпинне,
Ҫич ҫул хушши ӳснинне,
Татса ҫимӗк каҫхине
Кӑларнӑ пуль сӗткенне.
Эпӗ ҫавна ӗҫнӗ тен?
Ҫавӑншӑнах ман чир-чӗр!
Самай йывӑр вӑхӑтра
Чун тухӗ-ши ман вара? —
Тет вӑл хӑйӗн ӑшӗнче,
Тарӑн шухӑш пуҫӗнче.
Чӗкеҫ енне вӑл пӑхать,
Ыратнипе шӑл ҫыртать.
Сипленмешкӗн вӑл выртать,
Тӑлӑп витсе яртарать.
Ват карчӑкӑн алӑра
Пуканепе ҫӑмарта,
Укҫа — ҫутӑ шӑвӑҫран,
Каснӑ ҫӑкӑр чӗлли те.
Ар пуҫ тавра пӗшкӗнсе
Вӗрӳ-суру чӗлхипе
Чӗкеҫ ҫаврать вӗсене.
— Вут алпасти,
Шыв алпасти,
Ҫил алпасти,
Вутлӑ хаяр!
Шывлӑ хаяр.
Ҫырмаллӑ хаяр,
Сехмет хаяр!
Мускав хушшипе,
Кийÿ ҫуммипе, Тан хӗррипе,
Шешма юханшывпе
Тутар пики килет,
Вунвиҫҫӗре.
Унта кайӑр,
Услатие хӑварӑр
Йыт алпасти,
Чӑх алпасти,
Кайӑк алпасти,
Вӑрман алпасти.
Ҫил вупӑрӗ.
Вут вупӑрӗ,
Шыв вупӑрӗ,
Мускав хушшипе,
Кийӳ ҫуммипе.
Тан хӗррипе.
Шешма юханшывпе
Тутар пики килет,
Вунвиҫҫӗре.
Унта кайӑр,
Услатие хӑварӑр.
Акар йытти,
Сехмет йытти!
Эсрелпеле шыҫка усал!
Вутлӑ усал!
Мускав хушшипе,
Кийÿ ҫуммипе,
Тан хӗррипе,
Шемша юханшывпе
Тутар пики килет,
Вунвиҫҫӗре.
Унта кайӑр,
Услатие хӑварӑр.
Чӗкеҫ васкать вӑрмана,
Ҫитет тарӑн ҫырмана,
Хурать юмлӑ парӑмне
Тарӑн ҫырма лапамне.
Унтан утать каялла.
Усалсене шахвӑртма
Карчак утти кутӑнла.
Уй хамхине ҫеклесе
Хирсе уҫать тимӗрпе,
Кивӗ пӳртӗн алӑкне
Туртса уҫать пилешпе.
Ват Услати чирлине,
Вилсе пекех выртнине
Тӑшман пӗлет виҫ кунтан
Чсе ирсӗр Супартан.
Пит савӑнать Патти хун.
Хура юнлӑ ирсӗр чун,
Пысӑк ҫарме йыхарать,
Ҫӗр ҫурасла кӑшкӑрать:
— Атьӑр, васкӑр ман хыҫран,
Чӑвашсене тӗп тӑвар!
Унта пурнӑҫ мӑй таран.
Пурӑнатпӑр ташласа.
Тӑшман Чӑваш ҫӗрӗнче,
Чӑваш—тӑшман умӗнче.
Тӑван ҫӗрне вӑл сыхлать,
Мӗнпур вӑйпа ҫапӑҫать.
Ҫӗрпӳ паттӑр аптрамасть,
Никамран та хӑрамасть.
Туҫи сӑрчӗ тӗлӗнче,
Ҫӳллӗ тусем айӗнче,
Халь ҫапӑҫать тӑшманпа,
Патти хунпа, кашкӑрпа.
Тепри — ҫамрӑк. Сикпӑрҫа.
Тӑшмана хӑй тапӑнать.
Вӑл халь Шешма хӗрринче,
Урнӑ тӑшман хушшинче.
Икӗ паттӑр ик тӗлте
Хӗҫӗсене сулаҫҫӗ.
Нӳкерсене тураҫҫӗ.
Хунӑн ӗҫӗ ӑнманран
Ҫарӗ ҫӗре йӑванать.
Сехри хӑпса тухнӑран
Калаҫмашкӑн вӑрттӑнла
Чӗнсе илет Супара.
— Сӑмаху сан — чул касать,
Унтан ылтӑн хӑвалать,
Сысна айне ҫитерет,
Пылпа ҫу ку тетерет.
Эс пурне те пултаран.
Кирӗшметпе тӗл пулсам,
Ӑна ҫапла каласам:
«Пире чӑваш ҫӗнсессӗн,
Кунтан хуса ярсассӑн,
Чӑваш халӑх сана та
Ҫапса хуҫать ман хыҫран.
Сан та ӗнтӗ ҫавӑнпа
Хунпа пӗрле пулмалла.
Эсӗ ӑна пулӑшсан
Сана манмасть нихӑҫан,
Ҫавна эсӗ ӑнкарсам.
Ман сӑмахра суя ҫук.
Ун пурлӑхӗ — ҫавӑн чул —
Шутлама ӑс ҫитес ҫук.
Халех ӑна пулӑшсан
Ылтӑн айне эс пулан.
Эс чӗлхӳне ан.хӗрхен,
Сӑмах ҫапма ан ӳркен.
Чӑваш ҫынни хӗҫпе чух
Пире валли пурнӑҫ ҫук».
Супар ӑста калаҫма,
Чӗлхипе тем ҫаптарать,
Ӑсчаха та шахвӑртать.
Халь вӑл суйкӑн чӗлхипе,
Вӑрӑ-хурах туйӑмпе,
Йӳнлӗ шырав йытти пек,
Шырать ылтӑн читлӗхе.
Унти чӑваш телейне,
Кӗнеке-ҫыру текенне.
Телей ӑҫта выртнине
Пӗлсен Супар каҫхине
Кирӗшметпе тӗл пулать,
Ӑна йӑлтах пӗлтерет.
Усал чунлӑ Кирӗшмет
Читлӗх енне вӗҫтерет.
Хӑйӗн асам туйипе,
Читлӗх умне тухнӑ май,
Ҫулне тӑсать пӑрлатса.
Курать: читлӗх таврашпех
Хуралҫӑсем — паттӑрсем.
Кӗҫҫе питлӗ Кирӗшмет,
Туя пур та аллинче,
Хӑрамасть вӑл вӗсенчен.
Йӑпшӑнать вӑл тилӗ пек,
Шӑвӑнать вӑл ҫӗленле,
Тупать вӑрттӑн хӳтлӗхе.
Ҫав вырӑнтан кашнине
Ҫапать асам туйипе.
Хуралҫӑсем самантрах
Чулланаҫҫӗ йӑванса.
Чи хисеплӗ читлӗхе,
Унти чӑваш телейне,
Кӗнеке-ҫыру текенне,
Хул хушшине чикет те
Тапса сикет ахӑрса
Ирсӗр ӗҫшӗн савӑнса.
Аслӑ чӑваш халӑхӗ
Кӗнекесӗр телейсӗр.
Вӑрҫӑ ӗҫӗ ӑнӑҫсӑр.
Тӑшман Сӗве патӗнче,
Юнлӑ асап вӑл енче.
Ҫитменнине Кирӗшмет
Патти хун йӑлӑннипе,
Йӑваланса ыйтнипе
Асамлӑхне хӗрхенмест.
Шешма шывӗ хӗрринче
Сикпӑрҫана туйипе
Пырса ҫапать, асамлать.
Паттӑр куҫран ҫухалать,
Ун вырӑнче чул юлать.
Тӑшман Ҫӗрпӳ паттӑра
Ҫӗнтерсенех вӑрҫӑра
Яваклать те сӑнчӑрлать,
Пӑрӑспала мӑйкӑҫлать,
Туҫи сӑртне сӗтӗрет,
Ана хупса питӗрет.
Чӑваш хытӑ кулянать,
Вӗри куҫҫуль юхтарать.
Урнӑ тӑшман ашкӑнать,
Чӑваш пуҫӗ ыткӑнать.
Ӑҫтан чӑттӑр ҫавсене
Ват Услати килӗнче?
Ним тарламан пулсан та
Вӑркӑнтарать тӑлӑпа.
Сиксе ларать сак ҫине,
Ярса тытать вутхӗҫне,
Сиввӗн пӑхать куҫӗпе,
Эсрел тарать пӗшкӗнсе.
Хӗрӗх ҫулхи шерпетне
Паттӑр ӗҫет пичкерен.
Чӗнсе илет карчӑкне,
Ҫапла калать чӗререн:
— Тӑван ҫӗршыв асапра,
Мӗнпур чӑваш вӑрҫӑра.
Ялта лӑпкӑ пулмалла,
Килтен ҫын пек тухмалла.
Йышран юлма каламан,
Утма хушнӑ халӑхпа.
Кӗҫҫе питлӗ эп пулман,
Вӗсемпе эп ҫавӑнпа!
— Ах, Услати, чирлӗ эс,
Ураранах кӗҫ ӳкен.
Ман сӑмахран ан тухсам,
Пӗр виҫӗ кун тӑхтасам.
Халех пӑтӑ пӗҫерем,
Тутлӑ апат ҫитерем.
Пӑтти симлӗ пулатех,
Вӑл сан вӑйна хушатех.
Хыр вутти те шарт! терӗ,
Вир пӑтти те-халь пиҫрӗ,—
Тет те Чӗкеҫ пӑттине
Ҫитересшӗн мӑшӑрне.
Анчах ватӑ Услати
Пӑтӑ ҫисе ларать-и?
Виҫӗ хутчен шӑхӑрать,
Урхамахне йыхӑрать.
Ҫилҫуначӗ ӳхлет ҫеҫ.
Хуҫи ӗҫне вӑл пӗлет.
Пӗлӗтпе ҫӗр хушшине
Тапса сикет ирхине.
Ҫилҫунатӑн сӑмсинчен
Ҫич ҫухрӑма ҫитиччен
Ҫулӑм тухать шӑхӑрса,
Тӑшмансене хӑратса.
Тӑвӑл вӗрет хӑлхинчен
Ват юмансем авниччен.
Ана тейӗн ҫамкине,
Паллӑ та пур ун ҫинче —
Тулли уйӑх тетерет.
Икӗ куҫӗ хӗвелрен,
Раща пекех хӳри те.
Ҫилҫуната Услати —
Вӑл тӑшманран хӑрать-и —
Анма хушрӗ ҫӗр ҫине,
Ирсӗр тӑшман хушшине.
— Аллах, пире ан пӑрах,
Услатирен хӑтарах!—
Сиксе чӗтрет Патти хун,
Сасси ҫиллес ҫавах ун.
Ват Услати вутхӗҫне
Сулса илет пуҫ тавра.
Хӗҫӗн хӗмлӗ ҫиҫӗмне
Ҫиҫӗнтерсе лапамра.
Ӑйри вӗҫет малалла,
Паттӑр калать ак ҫапла:
— Чӑваш тӗпӗ тымарлӑ,
Хӗҫӗсем те касавлӑ,
Харӑс тӑрса ҫапӑҫсан
Тӑшман ая тӑваймасть!
Шалчи тултӑр тӑшманӑн,—
Терӗ чӑваш хастаррӑн,—
Хура ҫӑхан, халь чӗтре,
Хур тӑваймӑн ÿлӗмрен!
Тӑшман пуҫӗ ыткӑнать,
Ирсӗр ҫарӗ юхӑнать
Ҫӗре ӳксе вилнипе
Е килелле тарнипе.
Патти хунӗ ут ҫинче,
Чӗри — чӗрне хушшинче,
Куян пекех ыткӑнать,
Калай хунне асӑнать,
Ҫапах та вӑл парӑнмасть,
Ирсӗр ӗҫне пӑрахмасть,
Ҫилту ҫине хӑпарать,
Хӑйӗн ҫарне кӑшкӑрать:
— Эсир камран хӑратӑр,
Ма шаккалла таратӑр?
Эй, чарӑнӑр, йӗкӗтсем,
Ҫеҫенхирти пӗркӗтсем!
Тарсан — пурте пӗтетӗр,
Чӑваш кулли пулатӑр,
Кунта вилӗм тупатӑр,
Тасамарла ҫӗретӗр.
Чӑвашсенчен ан хӑрӑр,
Услатирен ан тарӑр!
Курмастӑр-и, вӑл чирлӗ,
Сӑнран пӑхсан — вӑл вилӗ!
Ун питӗнче ҫӗр сӑнӗ,
Ал-уринче вил вӑйӗ.
Айтӑр пурте ман хыҫран,
Шаршан тӑвар чӑвашран!
Тӑшман ҫарӗ чаранчӗ,
Услатие сырӑнчӗ.
Каллех сумсӑр ташманпа
Вӑрҫӑ пырать тӑвӑлла.
Тӑшман майлӑ чирӗ те
Услатие тапӑнать,
Ӑна тытса силлет те
Лаши ҫинчен ывӑтать.
Тӑшман аллах кӑшкарать,
Паттӑра вӑл хупӑрлать.
[malalli pur]