Чăвашсен историйĕ ][ Турхан Энтри / Turhan Entri

Умĕнхи сăмах

«Чăваш кĕнекине ĕне çинĕ». Çак сăмахсене пирĕн асаттесем хăйсен пăшăрханнă чĕрисенчен каласа хăварна. Çакăнта эпĕ чăваш кĕнеки пулнине, пулманнине, пулсан ăна кам çинине, вăл ăçта кайса çухалнине, ĕлĕк авал чăваш халăхĕ пулнине, пулманнине, пулнă пулсан епле пурăннине кĕскен кăна каласа парам терĕм. Çакна çырнă чух мана пуринчен ытла Н.И. Ашмарин кĕнеки «Болгары и чуваши» нумай пулăшрĕ, унтан эпĕ кунта тата ытти нумай кĕнекесенчен кирлисене илкелерĕм, ватăсенчен илтнисене те çыркаларăм. Тĕлĕ-тĕлĕпе пĕлеймесĕр, тĕрес мар çырни тупăнас пулсан, тăрăшнине кура каçарăр мана.

Чăвашăн авалхи ячĕ

Чăваш тенĕ сăмах чи малтан XVI ĕмĕрĕн пуçламăшĕнчи историне кĕнĕ. Унччен чăваш тенине никам та илтме, чăваш ятлă халăх тĕнчере пурине никам та пĕлмен.
Ăçта пулнă-ши вăл чăваш халăхĕ? Чăнласах XVI ĕмĕр пуçламăшĕнче пĕлĕт çинчен персе аннă-ши? Апла пулсан, вăл персе аннине куракансем пулĕччĕç. Çав тери тĕлĕнмелле ĕç çинчен мĕнпур тĕнче калаçĕччĕ. Анчах тĕнче ун çинчен калаçман, кураканни никам та пулман.
Е чăваш халăхĕ çĕр айĕнчен сиксе тухнă-ши? Апла пулсан та миллион çын çĕр айĕнчен тухмалăх шăтăкне кăтартас пулать. Ун пек шăтăк тĕнчере çук.
Е чăваш та тутарсемпе пĕрле Çĕпĕртен пĕрле килмен-и? Апла пулсан, истори çыракансем чăваш çинчен тутарсене ас илнĕ вăхăтрах асăнĕччĕç. Тутарсем вырăс çĕрне XIII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче килнĕ. Чăваш ячĕ XVI ĕмĕр пуçламăшĕнче тин сиксе тухать. Тата апла пулсан, чăвашсене, кунта киличчен вĕсем ăçта пуранни çинчен çырĕччĕç. Çакă та çук.
Е чăвашсем питĕ вăйлă, чăтлăх варманта сас-хура кăлармасăр пурăнман-ши?
Çакна та ĕненес килмест. Авалтанпа чăтлăх варманта пурăннă халăх çĕр ĕçлеме пĕлмен пулĕччĕ. Анчах чăваш пек çĕр ĕçне ăста пĕлекен халăх тĕнчере те сахал. Чăваш ваттисем çумăр, çил-тăвăл, тырă пуласси çинчен малтанах каласа пама пултарнă. Çакă вĕсем ĕмĕртенпех тырă туса пурăннине пĕлтерет. Анчах тырă вăрманта, йывăç тăрринче ӳсмест, хирте, хура тăпра çинче ӳсет.
Ентĕ чăвашсем пĕлĕт çинчен персе анманнине, çĕр айĕнчен те сиксе тухманнине, тутарсемпе те ерсе килменнине, вăрманта та ялан пытанса пурăнманнине пĕлтерет.
Апла ĕнтĕ чăваш халăхĕ ĕмĕрех çак вырăнта ларнă пулчĕ. Айтăр малалла!
Тĕрлĕ халăхсен чĕлхисене пĕлекенсем акă мĕн калаççĕ: тĕрлĕ халăхсен (нимĕçсен, пăлхарсен, мадьярсен, вырăссен) чĕлхисене авалтанпа питĕ нумай чăваш самахĕ кĕрсе юлнă, чăваш чĕлхине те арабсемпе перссен сăмахĕсем нумай кĕнĕ. Çакă чăвашсем авалтанпа тĕрлĕ халăхсен хушшинче вĕсемпе калаçса çӳренине пĕлтерет. Анчах мĕнле çынсем тĕрлĕ халăх хушшинче вĕсемпе калаçса çуреççĕ? Суту-илӳ тăвакан çынсем. Çапла ĕнтĕ авал чăвашсем суту-илӳ тума питĕ ăста халăх пулнă. Вĕсем таçти-таçти халăхсемпе — вырăссемпе, нимĕçсемпе, мадьярсемпе, арабсемпе, перссемпе суту-илӳ туса пурăннă.
Анчах чăваш çав тĕрлĕ мĕнпур тĕнче пĕлсе тăракан чаплă, пуян халăх пулнă пулсан, епле унăн ячĕ историксен хăлхине кĕмен-ши? Айтăр-ха, вулакансем, истори кĕнекисене тишкĕрсе, мĕн пулнине пăхса, пĕлсе çӳрер.
Тĕнчере тĕрлĕ халăх. Вĕсен пурин те авал ячĕсем урăх пулнă. Вырăссене авал «славян» тенĕ. Хăйсен хăйсем вĕсем «русский» теççĕ. Хăçан «русский» теме пуçланине никам та, ку енĕпе тĕрлĕ юмах шухăшласа кăларнă пулин те, чăнласах пĕлмест. Мĕн калани юмаха тухса каять. Швед халăхĕ хушшинчи Рус. ăрăвне чĕнни те, хальхи ăстарах историксем каланă тăрăх, юмах.
Французсене авал «гал» тенĕ.
Нимĕçсем хăйсене «деутш» теççĕ. Французсем вĕсене «аллеман» теççĕ.
Грексем хăйсене «эллин» теççĕ. Авал та вĕсене çаплах чĕннĕ.
Тутарсене авал «монгол» тенĕ. Тутар тенине никам та пĕлмен.
Турă çырăвĕнче — Библире пĕр Египет халăхĕ çинчен çырни пур. Çав египетсен йăхĕсене халĕ «копт», «феллах» теççĕ. Вĕсем египетсен йăхĕ иккенне пĕлекен те нумай мар-тăр. Египетсем питĕ вĕреннĕ, пуян, ăста халăх пулнă. Çыру çырассине чи малтан çавсем шухăшласа кăларнă. Вĕсен йăхĕсем, каярахпа «феллахсем», питĕ начар куçнă. Çак халăх чăваш пек тин-ха хăйĕн ĕлĕкхи çырăвĕсене манса ют халăх саспаллисемпе çырса вĕренĕт.
Тата авал «Ассирия» халăхĕ пулнă. Ассирисен хули Ниневии - питĕ пысăк пулнă. Иона çырнă Евангелире каланă тăрăх çав хула витĕр тухас тесен виçĕ кун пĕр канмасар пымалла пулнă. Çав тери пысăк хула ăçта-ши вăл? — ăна ют халăхсем пырса çемĕрсе тăкнă. Çав тери аслă хула тума пултарнă ăста, вăйлă халăх, ăçта-ши вăл? Халĕ апла çав халăхăн хулисем урлă каçма виçĕ уйăх пымалла мар-ши?
Çук, вулаканăм. Çав халăха халĕ «курд» теççĕ. Курд халăхĕн халĕ виçĕ уйăх пыма мар, виçĕ сехет пымалли хули те çук. Вĕсем халĕ çырма та пĕлмеççĕ, хăйсен ашшĕсем мĕнле чаплă пулни вĕсен шухăшĕнче те çук. Хулисем мар, ялĕсем пур-и? Вĕсем халĕ чатăр карса пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçса кăна çӳреççĕ. Çакăн пек тĕслĕхсем тата та нумай илсе кăтартма пулать те, калани те çитĕ.
Кунта эпир акă мĕн пĕлтĕмĕр: халăхсем хăйсене хăйсем пĕр тĕрлĕ ят параççĕ, ытти халăхсем вĕсене урăх тĕрлĕ каласа чĕнесçĕ. Нумай халăхăн авал ячĕсем хальхинчен урăх тĕрлĕ каласа чĕнеççĕ. Нумай халăхăн ячĕсем авал хальхинчен урăхла пулнă. Авал хăйсен ячĕ мĕнле пулнине пĕрре те пĕлмен халăх пур. Нумай çĕрте авалхи чаплă халăхсен начар йăхĕсем пурăнакан çĕрсенче халĕ вĕреннĕ çынсене кăна çак авалхи чапне пĕлтерсе авалхи хуласен ишĕлчĕкĕсем çеç купаланса ту пек курăнса лараççĕ. Çак тусем ăçтан пулса кайнине чаплă халăхсен йăхĕсем хăйсем те тавçăрса илеймеççĕ.
Çавăн пекех, вулаканăм, чăваш халăхĕн те авал ячĕ урăхла пулман-ши? Хăйне хай авалтанпа «чăваш» тесе чĕннĕ пулсан та историксем ăна урăх ят парса çырма пултарнă. Чăваш пек авал питĕ суту-илӳ туса пурăннă халăх епле историе кĕмесĕр юлнă-ши? Апла чăваш хăйĕн авалхи чапне маннипе кăна хăйне хăй начара хурса хăй чăваш пулнинчен, хăйĕн ятĕнчен ахалех çеç вăтанса пурăнмасть-ши?
Çакăн çинчен нумай вĕреннĕ ăслă çынсем сахал мар шухăшласа ларнă. Хăйсен пуçĕсене хăйсем çавăрса нумай ыраттарнă. Анчах никам та çакна тĕплĕн пĕлеймен. Пĕр Н.И. Ашмарин чăваш чĕлхине тĕрлĕ енчен, кашни сăмаха тĕплесе вĕреннĕскер, пĕррехинче чăвашсем хушшинче авалхи çăва чулĕ тупнă. Çав чул çине çырнă араб саспаллисене тытăннă та вăл тĕлĕнсех кайнă. Саспаллисем арабла, сăмахĕсем чăвашла. Çав чул çинчех çакна хăçан çырнине кăтартнă çулĕ пулнă. Питĕ авалхи чул-мĕн. Чăваш ятне никам та пĕлеймен вăхăтриех. Апла ун чухне те чăвашсем пулнă-ши? — тĕлĕнсе кайнă Н.И. Ашмарин.
Апла чăвашăн ун чухне ячĕ урăх пулнă пулĕ, тет Ашмарин. Чул çинче кăтартнă вăхăтра кунта кам пурăннă-ши? тесе шухăшлать вăл. Хăй историе тишкерме тытăнатъ. Истори тарах чул çинче кăтартнă вăхăтра çак чула тунă çăва тĕлĕнче пăлхар халăхĕ пурăннă-мĕи.
Тата çакăн пек чулсем шырать Ашмарин, тата вуласа пахать. Пурин çинче те е арабла, е чăвашла çырнă, анчах сашаллисем пурин çинче те арабăн. Вăхăтне пăхсаи ку чулсене лартнă вăхăтра çак чулсем ларакан вырăнта пур тенте те пăлхар халăхĕ пурăннă пулса тухать. Чулĕ сине çырнă, кунта пытарнă çыннисен ячĕсене вуласан, ун пек ятсем çев-чăваш хушшинче халиччен те нумай щшни палăрать.
Тавçăрса илĕр ĕнтĕ, авал çак чăвашсем пурăнакан-вырăнсенче пăлхар халăхĕ пурăннă. Çав пăлхар çынисен ячĕсем хальхи чăваш ячĕсемех. Калаçма та вĕсем чăвашла калаçнă. Анчах мĕншĕн çав пăлхар çыннисем араб саспаллисемпе, хăш чухне тата араб сăмахĕсемпе те çырнă-ши? Пăлхарсем çинчен асăнса хăварни историре нумай. Вĕсем авал пуринчен ытларах арабсемпе суту-илӳ тунă тет. Вĕсен хушшинче арабла калаçакансем те нумай пулнă тет. Тата çак пăлхарсем ытти халăхсемпе те, мĕнпур тĕнчепе суту-илӳ тунă. Суту-илӳ тăвас йĕркепе пăлхар халăхĕ пек чаплă халăх сахал пулнă тет.
Çапла вăйлă суту-илӳ тунă тесе авалхи чăвашсем çинчен каламанччĕ-и-ха эпир? Тĕлĕнсех каймалла, эре, халĕ чăваш тесе пурăнакан халăха авал пăлхар тесе каламан-ши? Çук, пуль. Историре вĕсем çинчен иккĕшĕн çинчен те пĕр вăхăтра çырнă пулсан, вĕсем пĕр чĕлхепе калаçнă
пулсан та вĕсем пĕр халăх мар, паллах. Анчах... историре XV ĕмĕрĕн çуррине çитиччен пăлхарсем çинчен ялан çырнă. Чăвашăн ятне те асăнман. XVI ĕмĕр пуçланнăранпа чăваш çинчен ялан çырнă. Пăлхарĕ çинчен пĕр сăмах та çук. Пăлхарĕ сасартăк пĕтрĕ те ун вырăнне, сасартăках, чăвашĕ сиксе тухса пăлхар вырăнне йышăнса илсе халичченех пĕр пĕтмесĕрех пырать. Малашне те пĕтме турă ан çыртăр. Ĕнтĕ, тăванăм, çитĕ калаçни. Пăлхарпа чăваш пĕр халăх иккенни пăхмасăр та паллă. Авал çав халăха историксем «пăлхар» тенĕ. Халĕ çав халăха «чăваш» теççĕ. Пăлхарсем хăйсене мĕнле чĕннине малалла калăп. Çармăссем тĕлĕ-тĕлĕпех халичченех Хусан тутарĕсене, пăлхартан тутара тухнăскерсене, «чăваш» тесе чĕнеççĕ.
Çапла чĕнни вăл авалтан пăлхарсене «чăваш» тесе чĕнекенсем пулнине пĕлтерет.
Ĕнтĕ, тăванăму хамăр халăхăмăрăн пурнăçĕ çинчен çырас тесен пирĕн аслă асаттемĕрсем пăлхар пулнă вăхăтранах пуçласа килес пулать, анчах, историксем каланă тăрăх, пăлхар халăхĕ вăл пĕр йышлă «гунн» халăхĕн хăрах юппи кăна пулнă. Апла пулсан малалла итлĕр ĕнтĕ. «Хуннсенченех» пуçласа каям.

Хуннсен историйĕ

Пирĕн ĕмĕрччен пин çул ĕлĕкрех Китайран çурçĕр еннелле пĕр «хунн» халăх пурăннă. Пирĕн ĕмĕрчченхи III ĕмĕрĕн çурринче çак халăх питĕ вăйлăланнă та кӳршĕри халăхсене хăйне пăхăнтарса, питĕ аслăлана пуçланă. Çак халăх Китай çыннисене те питĕ нумай тертлентернĕ. Виçĕ çĕр çул хуннсем кӳршĕри монгол халăхĕсене те хăратса пурăннă. Хăш-пĕр халăхĕсем çак хуннсен мăшкăлне чăтаймасăр, урăх çĕрелле те куçкаласа кайкаланă. Кайран хуннсем хăйсем хушшинче килĕшӳ пулманнипе, хăйсем те вăйсăрланнă. Вара вĕсен Кăнтăрти юппи Китая парăннă. Кунта вара китайĕсем кӳршĕри халăхсемпе пĕрлешсе Çурçĕрти хуннсем çине тапăннă та пирĕн эрăн 93-мĕш çулĕнче вĕсене çĕнсе тата та вăйсăрлатнă. Хуннсем çак намăса чăтаймасăр хăйсен аслашшĕсем пурăннă вырăнсене пăрахса телей шырама хĕвеланăçнелле куçса кайнă. II ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче хуннсем Европа çывăхнелле çитнĕ. Вĕсен чĕлхипе çавăн чухне Европăри çынсем Урал шывне «Йейĕк» теме пуçланă. 221 çулта çакăнта çурçĕрти хуннсене кăнтăртисем китайсенчен тарса хăваласа çитсе вĕсемпе пĕрлешнĕ.
374 çулта хуннсем хăйсен Паламăр ятлă пуçлăхĕпе пĕрле Атăл урлă каçса Атăлпа Дон хушшинче пурăнакан алан халăхне пăхăнтарнă. Унтан алансемпе пĕрлешсе Азов тинĕсĕ урлă ишсе каçса готсен хĕвелтухăçĕнчи патшалăхĕ çине тапăнса кĕнĕ. Готсем тем тĕрлĕ тăрăшса çапăçнă пулсан та парăннă. Çакна курсан готсен тепĕр патшалăхĕнчи çынсем хĕвеланăçнелле пăрахса тарнă. Вĕсен хыçĕнчен ерипен кăна хуннсем те хуçисем кайнă хыççăн пушă çĕрсем урлă хĕвеланăçнеллерех сулăнса Дунай шывĕ хĕррине çитсе чарăннă.

Атăл вăхăчĕ

Паламĕр вилсен хуннсен патшине Рутил ларнă. Ун вăхăтĕнче хуннсем каллех саланса кайнă.
Анчах Рутил вилсен ун хыçĕнчен унăн ашшĕпе пĕртăванăн Мунцукăн ывăлĕ Атăл (433-453 çулсем) вăхăтĕнче хун патшалăхĕ питĕ аслăланнă. Атăл хайĕн аллине нумай халăха (остготсене, гепидсене, тюрингсене, герулсене, ругийсене, хасарсене, славянсене) çĕнтерсе илнĕ. Атăл хăйне пурăнма çӳлти Венгрире хальхи Токай хулинчен инçе мар хула туса лартнă.
Унтан вăл малтан эллинсен патшалăхне тапăннă. Эллин патши иккĕмĕш Феодосин Атăла пит пысăк куланай тулесе тăнă, темĕн чухлĕ çĕр Константинополь тĕлне çитичченех панă. 450 çулта Атăл Рим патши III Валентинианран «хăвăн йăмăкна Гонорияна мана качча пар» тесе ыйтнă. Лешĕ: «Памастăп!» тенĕ те вестготсен патши Теодорихпа Атăла хирĕç вăрçа кайма канашласа татăлнă.
Тĕл пулнă мĕнпур тăшмана касса та çунтарса Атăл Рейн шьвĕ тĕлне çитичченех мĕнпур Германи витĕр тухнă. Унтан Рейн урлă каçса Трир, Арраç, Мец хулисене çĕмĕрсе тухнă та Орлеан патне пырса çак хулана хупăрласа илнĕ. Çакна илтсе римсен çар пуçлехĕ Аэцийĕпе Теодорих çарĕсене ертсе Орлеан патĕнчен кайса, Труа хули çывăхĕнче чарăнса вĕсене кĕтсе тăнă. Аэций те кунта пырса хăйĕн çарне пĕр çуллĕ сăрт çине улăхса тăма хушнă. Атăл тăвалла улăхса çапăçма кансĕррине пăхмасăр паттăрланса Аэций çарĕ çине тапăннă. Çапла вара тĕнче курман-илтмен хăрушă çапăçу пуçланса кайнă. Çапăçура икĕ енчен икçĕр пин çынран ытларах вилнĕ. Вилнисен хушшинче готсен патши Теодорих та пулнă. Каç тулса çитнĕ, никам та çĕнтереймен. Анчах Атăл, йышлă çын пĕтнĕрен, кунтан малалла кайман. Çапăçнă çĕртен çарсене ертсе, канма тесе, килне кайнă. Çак ĕç 451 çулта пулнă.
452 çулта Атăл, каллех Альп тăвĕсем урлă каçса, тӳрех рим тĕлне çĕмĕрсе кĕнĕ те Аквилея, Падуя, Милан тата ытти хуласене те салатнă. Мĕнпур Рим патшалăхĕ чĕтресе тăнă. Анчах Рим тĕлне çитсен, Римăн аслă архирейĕ папа йăлăннине итлесе, Атăл, хăйĕн çарĕнче мур пуçланнăран, çарне шеллесе, Рим хулине çĕмĕрсе кĕрес щухăшне хăварса, «килĕшĕр» тенĕ. Рим патшипе çыннисем питĕ хавасланса килĕшнĕ те Атăла валли темен чухнĕ укçа кăларса панă. Вара Атăл çаврăнса хăйĕн килне таврăннă.
Авалхи çынсенни пекех, Атăлăн та арăм нумай пулнă. Унăн чи савнă арăмĕ Хĕркке пулнă. 457 çулта килне таврăнсан Атăл каллех авланма шухăш тытнă. Авлансан вăл ĕçкĕ тунă. Çав ĕçкĕре ăна унăн тăшманĕсем çĕнĕ арăмĕ (çĕнтерсе илнĕ халăх хĕрĕ) урлă наркăмăш парса вĕлернĕ. (Кун çинчен Шекспир çырса хăварни пур). Атăлăн ӳтне унăн халăхĕ кĕмĕл тупăк ăшне хурса, Дунай шывне пĕвелесе чарса, вăхăтлăха урăх çĕре ярса шыв тĕпĕ типсен çавăнта шăтăк чавса пытарнă тет. Унтан пĕвине татса шывне хăйĕн вырăнне ярса савнă пуçлăхĕн ӳтне шывпа витнĕ, тет.

Атăл вилсен

Атăл вилсен вăл пуçланă ĕç пĕтнĕ. Унăн ывăлĕсем пĕр-пĕринпе çапăçма тытăннă. Çакна курсан хуннсен аллинчи халăхсем питĕ хавасланнă, хуннсене хирĕç пикенсе тăрса вĕсен аллинчен тухнă. Хуннсем вара Дунайпа Тиса шывне пăрахса кайса Прутпа Днестр урлă каçса ларнă. Днепр шывне вĕсем «Вар» тесе ят панă. Хăш-пĕр хуннсем эллинсен патшалăхне кайса пурăнма пуçланă. Çакăнта 619 çулта хуннсен пĕр патши Органа хăйĕн çывăх çыннисемпе пĕрле тĕне кĕнĕ. Ытти хуннсем, тĕрлĕ патшалăх пулса, уйрăлса кайнă. Çак патшалăхсен, хуннсен юпписен ячĕсем ак çапла: Понти хунĕсем, Пăлхарсем, Аварсем, Хусарсем.
Пирĕн тĕп аттемĕрсем пăлхарсем пулнă. Çавăнпа ытти халăхсене сиктерсе хăварса тӳрех пăлхарсем çинчен пуçласа каям.
Пăлхарсен пĕр юппи Франксен Дагоберт королĕнчен Бавари çĕрĕнче хĕл каçма ирĕк ыйтса илнĕ. Анчах усал Дагоберт вĕсем лăпланса ларсан сасартăк пурне те вĕлерсе тухма хушнă. Çак усал, юнлă ĕç 631 çулта пулнă. Çакăнта вилесрен хăтăлнă пăлхарсем Рим çĕрне тарса Самнит, Сепиниум, Бовианиум, Езерния хулисене вырнаçса ларнă. Çавăнпа вĕсем VIII ĕмĕр пĕтичченех пăлхарла калаçнă. Унтан майĕпен Рим халăхĕпе хутшăнса кайнă.

Дунай пăлхарĕсем

Пăлхарсен тепĕр юппи Атăлăн савнă ывăлĕ Ирникпе пĕрле Дунайпа Днестр хушшине вырнаçса ларнă. Çак пăлхарсем, тĕрлĕ халăхсемпе пĕрлешсе, 559 султан пуçласа - Эллин патшалăхне нумай сăтăр тунă. 635 çулта çак пăлхарсен ĕмпийĕ Кубрат пулнă. Кубрат вилсен унăн ывăлĕсем патшалăха салатса янă. Пуян ятли ашшĕ вырăнне юлнă. Кăтрак хăйĕн ушкăнĕпе Дон шывĕ урлă каçса ларнă, каярахпа вăл Атăлпа Кама хĕррине çитнĕ пулас. Çапла вара эпир шăпах Кăтрак йăхĕнчен пулатпăр. Ыттисем те çапла саланса пĕтнĕ. Тепĕр ушкăн - Искерих ертсе пынипе 660 çулта Дунай урлă каçса Добруджа çывăхне вырнаçнă. Унтан вĕсем 687-мĕш çулччен, Балканпа Дунай хушшинчи славянсене пăхăнтарса, çавсен çĕрне, Шумен хулинчен кăнтăр енне, Камчия шывĕ хĕррине вырнаçнă.
Славянсем унччен эллинсен аллинче пулнă пирки вĕсен патши II Юстиниан пăлхарсене пĕтерме шухăш тытнă. Пĕтерес вырăнне кайран унăн хăйĕн пăлхар ĕмпине Тервеле (турă палли) пăхăнмалла пулнă. Çакăнтан вара 731 çулччен пăлхарсем питĕ вăйлă пулнă. 741 çултан каярах Дунай пăлхарсем, хăйсен çĕрĕнче пăлхавсем нумай пулни пирки, вăйсăрланнă. Çакăн чухне пăлхар çĕрĕнче ĕмпи йăхĕсем пĕр-пĕринпе вăрçнă. Славян халăхĕ пăлхарсене хирĕç тăнă.
Çак вахăтра, 777 çулччен, пăлхар хушшинче темиçе ĕмпи улшăнса ларнă. Акă вĕсен ячĕсем:
1. 729-743 çулсем - Çевар.
2. 743-759 çулсем - Кĕрĕмĕç (Кормисош). Славянсем майлăран ăна пăлхарсем ĕмпирен кăларнă.
3. 759-763 çулсем - Тилĕç. Пăлхарсен майлă пулнă. Славянсене питĕ хĕстернĕ. Славянсем вăрçăра эллинсем майлă çаврăннипе эллинсем Тилĕçе çĕнтерсе вĕлернĕ.
4. 763-772 çулсем - Савин. Эллинсем майлăран, пăлхарсем вĕлересрен хăраса, эллин çĕрне тарнă.
5. 772 çул - Ăмăр. Эллинсем майлăран, хĕрĕх кунтанах патшаран тухса ӳкнĕ. Çав çултах - Тăхта. Керĕмĕç майлă çынсемпе çапăçса илнĕ.
6. Çав çулах - Пахан. Эллинсене шанса патшалăхне кăштах пĕтермен. Пăлхарсенчен тарнă чухне тарçисем вĕлернĕ.
7. 772-777 çулсем - Телерих. Вăрçăра телейлĕ пулнă. Эллинсене çĕнтерне те хăйĕн патшин пуçне касма шутланă. Анчах та каланипе кăна пулмасть çав вăл ĕç тăвасси. Ун умне калама çук пысăк йывăрлăхсем умлăн-хыçлăн сике-сике тухнă, патшалăхĕнчи эллин майлă шпионсене шыраса тупса панă. Анчах шпионсем майлă çынсем хăйне вĕлересрен хăраса, Эллин çĕрне тарса, Эллин патшипе хурăнташланса эллина тухнă. Телирех хыçĕнчен лăрнă ĕмпусем Картам, Хăрăм, Амăртах ĕмĕрĕсене хăйсен патшалăхне аслăлатасшăн тăрăшсах ирттернĕ: Хăрăмĕ Эллинсене питĕ нумай сăтăр тунă. Вăл Византи императорне I Никифора çĕнтернĕ, хăйне вĕлернĕ те унăн пуç чашкине кĕмеллеттерсе ĕçкĕре çав чашăкран эрех ĕçнĕ.
Амăртах вăхăтнелле пăлхарсем пурте майĕпен славянла калаçма пуçланă. Славянсемпе хутшăнса славяна тухса пĕтнĕ. Малалла çав пăлхар патшисен ячĕсем те славянла. Патшалăх ячĕ кăна халичченех «Пăлхар патшалăхĕ» пулса юлнă.
Çак пăлхарсем хăйсен патшисене «хан», «ĕмпӳ» тенĕ. Улпучĕсене «боил» тенĕ, «турхан» тенĕ. Чи аслă улпутне «кăвхан» тенĕ.
Пăлхарсен пуç хулине вырăссем «Аслă хула» тенĕ. Китайсемпе ытти хĕвел тухăçĕнчи халăхсем çав хулана «Пилер» тенĕ, анчах çав китайсем пăлхарсене хăйсене те, вĕсен патшалăхне те «Пилер» тенĕ. Чăвашсем (пăлхарĕсем) çав хулана «Пӳлĕр» тенĕ пулмалла. Çав хула çывăхĕнче ту çинче пăлхар çĕрĕнче мусульман тĕнне вĕрентнĕ çынна пытарнă. Çав çынна чăвашсем «Пӳлĕрти Мелем хуçа» теççĕ. Ку хула вырăнĕ хальхи «Билярски» хули çывăхĕнче.
Тепĕр хулине «Пăлхар» тенĕ. Ку хулан ишĕлсе саланнă чулĕсем хальхи «Успенское» сали çывăхĕнче купаланса выртаççĕ. Вăл Хусан кĕпĕрнин Спас уесĕнчи Спас хулинчен 25 çухрăмра, «Спас затонĕ» пристаньрен 12 çухрăмра, Атăлтан 6 çухрăмра. Ку хула та аслă пулнă. X ĕмĕр пĕтнĕ вăхăтра вырăссем çак хулана çĕмĕрсе салатсан, кайран та унта 6 пин çын пурăннă. Ун чухне те вăл хулана Киев хулипе пĕртан тенĕ. Çĕмĕриччен çав Пăлхар хули Киевран нумай пысăкрах пулнă пулмала. Анчах вырăссем Аслă хула тесе «Пăлхара» мар, «Пӳлĕре» каланă. Апла пулсан, «Пӳлĕр» мĕн пысăккăш хула пулнă-ши?
Пăлхартан инçех те мар виççемĕш хула пулнă. Çак хулана «Сувар» тенĕ. Ку хула та паллă пысăк хула пулнă. Çак хуласенче виççĕшĕнче те аслă мечет пулнă. Ахăр, çав хуласем виççĕшĕ те тĕрлĕ вăхăтра пуç хуласем пулнă пулмалла.
Çак хуласем çинчен тата çакна палăртмалла; Пӳлер хули хĕвелтухăçĕнче пулнă. Çавăнпа хĕвелтухăçĕнчи ытти халăхсем пăлхарсене те, вĕсен патшалăхне те «Пӳлĕр» тенĕ.
Славянсем, хĕвеланăçĕпе кăнтăрти халăхсем, «Пăлхар» хули çывăхран çав хулана лайăх пĕлнĕ. Çавăнпа халăхне те, çĕрне те «Пăлхар» тенĕ.
Çармăссем чăвашсене, чăвашсем хăйсене чĕннĕ евĕрлĕрех «Суас» тесе чĕнеçсĕ, анчах чăваш чĕлхинче пите нумай сăмахсĕнче пĕр вăхăтра «с» илтеннĕ çĕрте тепĕр вăхăтра «р» илтĕнет. Çак икĕ сасă чăваш сăмахĕсенче ялан пĕр-пĕрин вырăнне куçса çуреççĕ.
(«Юхан Васан» теес вырăнне чăваш хушшинчи пĕр шыва авалтанпа «Юхан Варан» теççĕ.) Чăваш чĕлхинче «у» хыçĕнчен ĕмĕрех «а», умĕнче «в» хутшăнать. Çавăнпа «суас» тенипе «чăваш» тени пĕр сăмах иккенни çинчен ăнлантарма та кирлĕ мар. Суаспа сувар çинчен каланă пекех чăваш чĕлхинче «сувас» сăмах улшăнса «чăваш» пулать. Çармăссемех тĕлĕ-тĕлĕпе суас сăмаха çемçетсе «çуаç» теççĕ.
Çармăссем пăлхарсемпе пĕр патшалăхра пулнă, вĕсене ытти халăхсенчен лайăхрах пĕлнĕ. Çавăнпа та вĕсем пăлхарсене ытти халăхсем пек тĕрлĕ ят шухăшласа кăларса паман. Пăлхарсен тĕп ячĕпе вĕсене ĕмĕрĕпех «чувас» тесе чĕннĕ.
Çапла ĕнтĕ чăваш тени пăлхарсен чăн авалхи тĕп-тĕрĕс ячĕ. Анчах çав ят тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ тĕлте тĕрлĕрен илтĕннĕ. Çармăссем «суас», «çуаç» тенĕ. Пăлхарсем çав ятпа хăйсен хулине «Сувар» ят панă. Дунай пăлхарĕсен ĕмпийĕ те çав ятпах «Севар» ятлă пулнă. Азов тинĕсĕ хĕрринче пурăннă чухне пăлхарсем Азов тинĕсĕн пĕр юппине хăйсен ячĕпе «Сиваш» тесе ят панă. Китай çумĕнчен хăпса килнĕ чухне вĕсем çул çинче Иртыш шывĕ хĕрринче пĕр сăрта хăйсен ятне парса хăварнă. Ермак Çĕпĕре иличченех, «чăваш» ятне вырăссем пĕличченех, Çĕпĕрти çав пысăк сăрта «Чăваш тăвĕ» тенĕ.
Çав чăваш ячĕ халичченех тĕрлĕ çĕрте: Хвалынск уесĕнче, Полтава, Перьм, Крым, Тобольск кĕпернисенче, авал чăваш иртсе çӳренĕ çĕрте, тĕрлĕ ялсен ячĕ вырăнĕсенче çӳрет.
Кăштах айккинелле пăрăнтăмăр пулас Пăлхар хулисем çинчен калаçма пуçанăччĕ.
Çак çӳлерех асăннă виçĕ хуласăр - Пăлхар, Пӳлĕр, Сăварсăр пуçне пăлхарсен хулисем тата та нумай пулнă. Перссен историкĕ каланă тăрăх, пăлхарсен тата ак çак ятлă хуласем пулнă: Марха (Чикме уесĕнче чăваш ялĕ Çатра-Марка пур), Арнас (Маматăш уесĕнче Арнаш ятлă ял пур), Басов (Пусă). Тата ку хуласемсĕр пуçне пысăк хула Аспал е Еспел пулнă.
Вырăс историкĕсем тата ак çапла ятлă хуласем çинчен асăнаççĕ: Брехимов (кăнах вырăссем татах «Чапла хула» теççĕ), Керменчĕк, Жукотин, Тухчин, Ошел. Пĕр вĕреннĕ çын, Георгий, Отел выранĕ «Кирельский» сали сывăхĕнче тесе кăтартать.
Кунсăр пуçнĕ кăнтăрлара хата тепĕр аслă хула пулнă (ятне астуса илейместĕп, çав хула çинчен Мукатдеси çырнă кĕнеке халь аллăмра çук). Çак хула Пăлхарпа Сувартан пысăк пулнă. Çак хулари çынсем малтан еврей тĕнĕпе пурăннă, кайран мăсăльмана тухнă.

Пăлхар тĕнĕ

Пăлхарсем малтан кĕлеткеçĕсем (язычники), шаманистсем пулнă. Вĕсен хушшинче, вĕсемпе пĕр чĕлхепе калаçнă хусар кӳршĕсене курса, еврей тĕнне ĕненнĕ çынсем тата, мăссăльмансемпе суту-илӳ туса пурăннăран, мăсăльман тĕнне тытакансем те авалтанах пулнă. Малтан çак пăлхар-мăссăльмансем хуçасем (суту-илӳ тытакансем) пулнă. Кайран çав хуçасенчен илтсе мăссăльман тĕнĕ çинчен чăвашсен патши-ĕмпийĕ те пĕлнĕ. Вара (хăшĕсем ăна Алмуш теççĕ) Алмас ĕмпи 922 çулта мăсăльман çĕрĕнчен тĕне вĕрентекенсене илсе килтернĕ те, хăй те мăсăльман тĕнне кĕнĕ. Ĕмпи хыçĕнчен унăн çывăх çыннисем: тăрăнĕсем те, турханĕсем те çав тĕне йышăна пуçланă. Çакăнтан кайран пăлхарсем мăсăльман шутланса тăнă, анчах пур халăхĕ те чăнласах ку тĕне тытманни паллă. Мăсăльман тĕнĕ пăлхар çĕрĕнче сарăлни çинчен çыраканни тӳрех «пăлхарсем пурте мăсăльман» тесе калама хăяйман. Хули-хулипе, çынни-çыннипе кăна мăсăльмансем ак çаксем, тесе асăнать. Тата вăлах пăлхарсем хушшинче кĕлеткеçĕсем (язычники) пурри çинчен калать.
Çапах та, тĕне пурте кĕмен пулсан та, тĕнĕ çинчен пурте пĕлнĕ пулмалла. Ĕмпине юрасшăн çиелтен кăна мăсăльман тĕнне тытнисем те пулнă пулмалла. Халичченех чăвашсем тĕн япалисене мăсăльманла асăнасçĕ. Çак мăсăльманла сăмахсем ак çаксем: Турă-Тала, Пихампар, Пирĕшти, Эсрелĕ, Кĕпе. Çакăн пек сăмахсем тата та нумай.
Христос тĕнне тытакансем Пăлхарта питĕ сахал пулнă. Пуринчен ытла çав Христос çыннисем ют çĕртен килнĕ хуçасем пулнă. Пăлхарти таса Аврамине те вырăс хуçи пулнă теççĕ, анчах Христос тĕнне тытакан çынсене валли Пăлхарта тĕрлĕ тĕн нумай пулнăран, тĕрлĕ тĕн çыннисем пĕр-пĕрне ытлашши хĕсĕрлемен пулмалла.

Пăлхарсемпе вырăссем

969 çулта чăваш чĕлхипе калаçнă халăхсен пурин те тăшманĕ, ĕмĕрне Дунай пăлхарĕсемпе, хусарсемпе, печенегсемпе вăрсса ирттернĕскер, вырăс княçĕ Святослав Атăл пăлхарĕсем çине тапăннă. Вăл пăлхарсен вырăс енчи хулисене йăлтах çĕмĕрсе тухнă, çыннисене салатса янă. Çак килсер-çуртсăр юлнă пăлхарсенчен нумайăшĕ 970 çулта авал хăйсемпе юнашар пурăннă мадьярсем патне - Венгрине кайнă. Мадьярсем çак нушаран тарăхса телей шыраса çӳрекен пăлхарсене питĕ аван йышăннă. Вĕсем авал хăйсем пăлхарсемпе юнашар пурăннине ун чухне манман пулмалла. «Пилерсем» килчĕç тесе йышăнса, вĕсене пурăнма Дунай юханшывĕн сулахай енне çĕр уйăрса панă. Çакăнта вара пилерсем хăйсене валли «Пешт» ятлă хула туса хунă. Çак пилерсем суту-илӳ тума питĕ маçтăр, çав тери ăста пулнă. Мадьяр патшалăхĕнче хыснана тытса тăракансем пурте пилер çыннисем пулнă. Вĕсем XIV ĕмĕре çитичченех пăлхарла калаçса пурăннă. Унтан вара майĕпен мадьяра (венгра) тухса кайнă. Пирĕн çак тăвансем пурăнакан хула халĕ мадьярсен пуç хули. Ăна «Буда-пешт» теççĕ.
Тата хăш-пĕр пăлхарсем, хусарсене Киев княçĕ Святослав çĕмĕрсе тăксан, Хусарти килсĕр-çуртсăр юлнă çынсемпе пĕрлешсе печенег халăхĕ пулса тăнă пулмалла. Çак мĕскĕн печенегсем хăйсене çемьесĕр, пĕр-пĕччен хăварнăшăн Святослава часах тавăрнă. Вăл пĕчĕк ушкăнпа юлсан унăн çарне çавăрса илсе княçе вĕлернĕ. Унăн пуç чашкине кĕмĕллетсе печенегсен ĕмпийĕ унтан эрех ĕçнĕ.
994 çулта пăлхарсемпе Владимир княç вăрçă пуçланă. Çак вырăс княçĕ хăйĕн тĕнне улăштарасшăн пулнă. Пăлхарсем çакна сиссен хайсен масальман тĕнне мухтама Владимир патне çын янă, çыннисем Владимира çапла каланă: «Эсĕ питĕ аслă княç, анчах чăн тĕне пĕлместĕн. Пирĕн тĕне кĕр те Мухамите пуç çап», тенĕ.
— Сирен тĕнĕр епле вара? — тесе ыйтнă Владимир.
— Эпир пĕр турра ĕненетпĕр. Мухамит пире ӳте касма хушать, сысна ашне çиме, эрех ĕçме хушмасть. Вилсен эпир хĕрарăмсемпе ыр курса пурнăпăр. Пире кашнине Мухамит 70 ытарайми илемлĕ хĕр парĕ. Чи илемлине суйласа илсен, пурин илемне те çавăн çине куçарĕ. Вăл вара пирĕн арăм пулĕ. Ку тĕнчере хĕрарăмсемпе епле вылясан та юрать. Ку тĕнчере чухăн çын, унта та чухăн пулĕ. Ку тĕнчери пуян унта та çав пуянах пулĕ, — тенĕ.
Историк калать: «Вĕсем çакăн пек юрăхсăр сăмахсем тата нумай каланă та, çырма намăс», тет.
Анчах та Владимир çак сăмахсене питĕ юратса итленĕ, тет. Вăл хăй те хĕрарăмсемпе выляма питĕ юратнă, анчах ӳте касмаллипе сысна ашне çимелле марри унăн кăмăлне ытлашшиех кайман. Эрех ĕçмелле мар тени вара пĕрре те юрамарĕ, тет. Çавăнпа та Владимир пăлхарсене хирĕç: «ĕçкĕ - вырăссен хавасĕ, ĕçкĕсĕр пурăнма пултарассăм çук», - тесе каларĕ тет те урăх нимĕн те калаçмарĕ, тет.
1006 çулта Владимирпе пăлхарсем пĕр-пĕринпе суту-илӳ тума калаçса килĕшнĕ.
1024 çулта Суздаль хулипе çĕрĕнче питĕ вăйлă пăлхавпа выçлăх пулнă. Вара вырăссем Атăл тăрăх Пăлхар хулине кайса тулă туяннă та выçă вилесрен хăтăлнă. 1088 çулта Атăлпа Ока шывĕ çинче таварпа çӳренĕ вăхăтра пăлхар хуçисене çаратса вĕлернĕшĕн пăлхарсем вырăссем çине тапăнса Муром хулине тытса илнĕ.
1107 çулта пăлхар çарĕ Суздаль хулине хупăрласа илсе таврари ялсенчи халăха нумай вĕлернĕ анчах Суздальри вырăссем пăлхарсене хăйсене те вĕлерсе пĕтернĕ.
1117 çулта кăпчаксем (половецсем) пăлхарсем патне пынă. Анчах пăлхар эмпийĕ вĕсене наркăмăш парса вĕлернĕ. Юрий Долгорукий Суздаль çĕрĕнче çĕнĕ хуласем тунă чухне çав хуласене пурăнма пăлхар çыннисем те пырса вырнаçнă. Пăлхарсемех Суздаль çĕрĕнче маçтăр пулса та çӳренĕ. Вĕсем вырăссене чиркӳ нумай лартса панă. Юрий ывăлĕн Андрей Боголюбскийĕн арăмĕ те пăлхар хĕрĕ пулнă. Ун чухнех чăваш хĕрĕсем майрасенчен илемлĕрех пулнă-мĕн. Вырăс патши ытараймасăр майрисене пăрахса чăваш хĕрне кача илнĕ.
1120 çулта Юрий пăлхарсен çарне çĕмĕрсе кĕрсе нумайăшне тыткăна илнĕ, анчах 1129 çулта мĕнпур вырăс çĕрĕнче вăйлă выçлăх пулнă. Вара пăлхарсем Атăлпа Ока тăрăх вырăс хулисене тырă турттарса тăрса вилĕмрен хăтарнă. Пăлхарсен ĕмпĕвĕ те, хăйне сиен тунине манса, Юрие валли хăй темен чухлĕ тырă янă. Юрий ку тырра илсен, питĕ хавасланнă, пăлхарсен ĕмпине валли парнепе тĕрлĕ лайăх япаласем, тăла, ылтăнлă-кĕмĕллĕ ука (парча), пула шăмми янă.
1164 çулта Андрей Боголюбский пăлхар çарне питĕ хытă çапса аркатнă. Ун чухне пăлхарсене ĕмпийĕ те аран тарса хăтăлнă. Вара вырăссем пăлхар çĕрне кĕрсе Брехимов хулине тата пăлхарсен ытти нумай хулисене çунтарса янă. Çак «савăнăçлă» ĕçе асăнса эпир, чăвашсем, çурла уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче çулсерен уяв тăватпăр.
Пăлхар хĕрĕн упăшкин чунĕ çакăнпа тулман. Вăл 1172 çулта пăлхарсене çĕмĕрме хăйĕн ывăлне Мстислава янă. Анчах Мстислава çĕнĕ уяв шухăшласа кăларма турă çырман. Вăл хăй те хăйĕн куккăшĕнчен аран тарса хăтăлнă. Çакăнтан кайран вара пăлхарсем хăйсем вырăс çĕрне кĕрсе Рязаньпе Муром çĕрĕсене çĕмĕрсе тухнă.
1184 çулта аслă князь Всеволод Юрьевич пăлхарсене тавăрма кайнă. Унпа пĕрле, тупăш пулассине сиссе, тĕрлĕ ытти вырăс княçĕсем, кăпчак (хальхи мишерсен) çарĕ кайнă. Вара çак пысăк, хăрушă çар, Кĕмĕллĕ пăлхар çĕрне çĕмĕрсе кĕрсе Аслă Хулана (Пӳлĕре) хупăрласа илнĕ. Анчах пăлхарсем те парăнман. Вĕсем çакăнта Всеволодăн шăллĕне Изяслава амантса вĕлернĕ.
Çакна курсан Всеволод пăлхарсемпе хăвăртрах килĕшнĕ те килне таврăннă.
Анчах та вăл килĕшсе нумай тăман, 1186 çулпа 1205 çулсенче тата икĕ хугчен пăлхарсене çĕмĕрме çар янă.
1218 çулта пăлхарсем вырăссенчен Устюг хулине туртса илнĕ. Всеволод ывăлĕ Юрие хирĕç тавăрма хăйĕн çарне янă. Вара вырăссем 1220 çулта пăлхарсен Ошел хулине çунтарса янă.
Çакăнтан вара вырăссемпе пăлхарсем нумайччен килĕштерсе пурăннă.
1229 çулта Аслă Хулара пăлхарсем мăссăльман тĕнне хурланăшăн пĕр Авраамий ятлă пуян хуçана асаплантарса вĕлернĕ.
Вырăссемпе палхарсем çапла çапăçкаласа та, туслашкаласа та пурăннă. Малашне мĕн пулассине нихăшĕ те пĕлмен. Пуçĕ çинче мĕн пурри вĕсен куçне курăнман. .

Вырăс аллинче

1551 çулта Çиллес Иван (Иван Грозный) патша Хусана илме пырсан, чăваш халăхĕ ун çарне çимĕç парса тăнă. Вăрçă вăхăтĕнче чăвашсенчен хăш-пĕрисем Хусан ханĕсем майлисем те пулнă. Анчах ун пеккисем сахал пулнă. Ыттисем пурте вырăс майлă пулса вăрçнă. Хусана илни çинчен чăваш хушшинче пĕр калав пур. (Çав калава мана ĕмпикке çинчен каласа паракан пĕр ырă чăваш Туринке Улатимĕрĕ каласа панăччĕ).
«Вырăссем Хусана илнĕ чухне чылайччен Кремле кĕреймен. Иван патша патне çав вăхăтра чăваш кĕслĕçи пынă тет. Хулана илме пулăшма пулнă. Патша вара пулăшма ирĕк пачĕ тет. Чăвашĕ, кĕслине çакса, чăнкăртаттарса выляса, хуллен кăна Хусан хуми патне утса кайрĕ тет. Чăваш кĕслине питĕ хитре каланăран, ăна пурте итлеме тытăнчĕç тет. Чăваш Хусан хуми патне çитрĕ, тет. Унтан хӳмĕ çумĕнче чарăнса татах чылайччен кĕсле каларĕ, тет. Кайран каялла таврăнчĕ тет. Вырăссем унан утăмĕсене шутласа тăнă, хӳмĕ патне çитме мĕн чухлĕ утăм юлнине пĕлнĕ, кайран çак вырăнта шăтăк чавса, хуме айне тар пичкисем лартса Хусан хумине сирпĕтсе ячĕç тет».
Çакă чăн пулнă-и, чăн пулман-и, анчах та 1552 çулхи юпа уйăхĕн иккĕмĕшĕнче Иван патша Хусана илнĕ. Хăйне пулăшнăшăн чăвашсене тав тунă, темĕн чухлĕ чаплă парне панă, анчах çакăн хыççăн вара чăвашсем вырăссен аллине кĕрсе ӳкнĕ. Вырăс турисен хурри пулса тăнă. Лешсем тутарсенчен мĕн илейменнине пĕтĕмпех чăвашсенчен пухнă. Чăваш çурăмĕнчен çичĕ тир харăс суни вырăс улпучĕсен яланхи ĕçĕ пулнă. Чăвашĕсем час-часах чăтаймасăр пĕччен те, ытти халăхсемпе пĕрлешсе те, пăшал тытса пăлхавсене çĕкленнĕ, анчах та усси пулайман. Пугачев вăхăтĕнче те, Стенька Разин вăхăтĕнче те чăвашсем çаксемпе пĕрле пулнă. «Пугачев тухрĕ те икĕ ял, виçĕ ял урлă каçрăмăр. Унтан вара каçмалла мар приказ килчĕ», тесе каласа парать пĕр чăваш салтакĕ. Пугачев Хусана илнĕ чухне унăн çарĕнче чăваш нумай пулнă, тет. Муркашри çĕрулми пăлхавĕнче те чăваш пуринчен ытларах пулнă.
Вырăссем чăвашсемпе епле пурăнни çинчен калам-ши? Вырăс салисем ялĕпе тăрса чăваш хушшине ухутана çӳренине, чăвашсене çаратнине, пуян чăвашсен купарчисене вут çинче хĕртсе, укçине ăçта пытарнине калаттарнине астăвакан çынсем халичченех нумай-ха. Тата ватă çынсенчен эпĕ çакăн пек калаçу илтнĕччĕ:
«Пĕр яла тăшмансем çĕмĕрсе килнĕ тет. Çакна пĕр хĕрарăм курнă тет те çĕрле çынсене: «Хĕрĕн-арăмĕн, тухăр, сала вырăсĕсем касма килеççĕ» тесе кăшкăрса вăратса çӳренĕ, тет. Унччен те пулмарĕ тет, «шанк» çапрĕç тет те хĕрарăм «пăкăлт» йăванса ӳкрĕ тет».
«Упшурнăй кăмандăна» ватă чăвашсем питĕ аван астăваççĕ. Ыйтса пĕлĕр.
Тата çакă интереслĕ. Мĕншĕн-ха ытти халăхсем картишсĕрех пурăнаççĕ. Чăваш картишĕсен хумисем хула хуми пек тĕреклĕ, питĕркĕçĕсем ĕмĕр хуçмалла мар. Чӳречисем çын пĕвĕнчен çӳлерех те çын пуçĕ аран кĕмелле. Мĕншĕн чăвашсем кашниех килĕнче хăртăпа кистен усранă-ши? Тата çакна та каламалла: мĕншĕн чăвашсем - «лутра вырăс ял касать», тесе тупмалли юмах шухăшласа кăларнă-ши? Мĕншĕн «лутра чăваш» темен-ши? Мĕншĕн пирĕн асаттесем вырăса курсан кĕлет айĕсене тарса пытанса çӳренĕ-ши?
Эпĕ çаксене пĕлейместеп. Пĕлме кирлĕ те мар. Манă чăвашсем вырăс аллине кĕриччен епле пурăнни пирки кăна çырас килетчĕ. Вырăс аллине кĕрсен епле пурăнни - малтан пысăк пĕлӳ илнĕ чăвашсем, 1905 çулхи пăлхав, Тимофей Николаевич çинчен, ăна тытса парсан Кирил Мальцев епле хăйне хай пăшалпа перĕнсе вилни çинчен тата урăх япаласем çинчен ытти çынсем çырччăр.
Эпĕ ку историе çырма чарăнас терĕм. Юлашкинчен, савнă халăхăм, сана ырă сунатăп. Ĕмĕрĕнте нумай чап куртăн, анчах мăшкăлпа тертне те пуринчен ытла куртăн.
Пĕрлешсе пурăннă чухне вăйлă пултăн. Мĕнпур тĕнчене чĕтретсе тăтăн. Асна-пуçна кăтартма вăхăт çитсен, сан ăсу-чапу çинчен мĕнпур тĕнче пĕлчĕ, чăвашпа чăваш уйрăла пуçласан мĕнпур тĕнчери халăх хушшине саланса пĕтрĕн, тăкăнса кайрăн. Тĕнче мăшкăлĕ пултăн, хурлăхлă пултăн.
Эй, Туррăм. Çӳлти пĕр Турă! Чăваш халăхне ĕмĕр усра, ку таранччен чăтнине кура малашне ăна пĕтме ан пар! Авалхи вăхăтра ыррине курманскере, халĕ, ирĕк саманара, савăнăç кăтарт. Вăл саланса, ытти халăхсем хушшинче йăлтах тăкăнкаласа пĕтесрен хăтарса тăр ăна! Сехĕрлĕ вăхăтра чунне ернĕ чирĕсене ырăлăх кăтартса тӳрлет.