Raşşej Feterazzĭ Kimnĕ ][ Jurĕj Sementer / Юрий Сементер

Раççейĕмĕр — пирĕн сăваплă патшалăх,
Раççейĕмĕр — эсĕ ялан чĕрере.
Чысу, хисепÿ сан — тĕнче ăмсанмалăх,
Яту çĕкленет ĕмĕртен ĕмĕре!

Чаплă, мухтавлă пул, ирĕк Раççейĕмĕр,
Пирĕн тĕрек — тăванла туслăхра.
Халăх ăс-хакăлĕ — çутă тивлетĕмĕр!
Савăн, çĕршыв! Пирĕн шанăç санра!

Инçет кăнтăртан çурçĕре ал параççĕ
Куçпа виçейми вăрмансем те хирсем.
Санра, аслă çĕрĕмĕр, Турă хăвачĕ,
Санра иксĕлми пархтар та илем!

Чаплă, мухтавлă пул, ирĕк Раççейĕмĕр,
Пирĕн тĕрек — тăванла туслăхра.
Халăх ăс-хакăлĕ — çутă тивлетĕмĕр!
Савăн, çĕршыв! Пирĕн шанăç санра!

Ĕçсем, ĕмĕтсем малалла çул уçаççĕ,
Пире пил парать çĕнĕлле самана.
Таса тивĕçпе ĕненÿ асамачĕ
Вăй-хал кÿрсе тăрĕ пире яланах!

Чаплă, мухтавлă пул, ирĕк Раççейĕмĕр,
Пирĕн тĕрек — тăванла туслăхра.
Халăх ăс-хакăлĕ — çутă тивлетĕмĕр!
Савăн, çĕршыв! Пирĕн шанăç санра!